Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑÇăлтăрчăксемЙӳçĕ кулăКунсем-çулсем... Çулсем-йĕрсем...Аслă халалАндрей ПеттокиТăм ӳкнĕ ир

Эсĕ — юрă


Эсĕ — юрă. Эп — чĕлхесĕр юрăç.

Пирĕн пĕрлĕх çуккă. Çул та ик енче.

Сан патна пырсассăн, тĕлĕнсе, тен, кулĕç

«Тупнă, — тейĕç, — юрăç, эй, тĕнче!»

 

Эп чĕлхесĕр юрăç, эсĕ — юрă.

Сан çинчен юрлатăп сассăр, ĕмĕтпе,

Тен, такамшăн пулĕ чăннипех те кулă...

Вĕсем пек юрлаймăп. Юрлăп чĕрепе.

Парнене çухатни


Хĕрарăмсен уявĕнче мана анне кукăль парнелерĕ. Ахальли мар, çавраки. Уйăх пек çавраскер çап-çутă çуталса выртать. Аннене чуп турăм, тав турăм, кукăле сĕтел çине хутăм та çĕçĕ илме кухньăна кайрăм. Каялла килсен пăхатăп, сĕтел çинче кукăль çук. Ниçта та çук: сĕтел çинче те, сĕтел айĕнче те, шкапра та. Анне парнеленĕ кукăль çук! Кукăле тупмаллах. Тупаймасан анне мана мĕн калĕ? Анне ман çине хытах кӳренĕ.

Кукăль шырама тухса кайрăм. Вăрман тăрăх, уй тăрăх, тусем тăрăх утрăм. Мана хирĕç пĕр старик килет. Эпĕ унран: «Эсир çаврака кукăль тĕл пулмарăр-и?» — тесе ыйтрăм.

— Вăл уйăх евĕр çутатмастчĕ-и?

— Çапла, уйăх пекехчĕ.

— Апла пулсан ăна уйăх илсе тарнă.

— Мĕн тăвать вăл ман кукăльпе? Ăна мана анне парнеленĕ-çке!

— Уйăх хăйне валли тус тупасшăн пулнă. Санăн кукăльне курсан вăл: «Тинех тус тупрăм», — тесе хĕпĕртерĕ пулĕ-ха.

— Уйăх ăçта пурăнать?

— Ăна çĕрле çеç курма пулать. Пĕлĕт çинче.

— Ун патне епле çитмелле-ши?

— Тĕнче хĕрне кайса лар та çĕрле пуласса кĕт. Çĕрле пĕлĕт çинчи çăлтăрсем çине пăх. Пĕлĕт çинче икĕ уйăх пулсан, пĕри санăн кукăлӳ. Çĕрле, шăп та лăп 12 сехетре, йĕри-тавра пăх, пĕр енче çул курăн, çав çул сана уйăх патне илсе çитерет. Çул тăрăх чупмалла, утмалла мар. Питĕ нумай утмалла, сехет хушшинче те çитейместĕн. Çак çул çĕрле 1 сехетре çухалать, санăн унччен палăртнă вырăна чупса çитмелле, пĕрре те каялла ан пăх, чуп та чуп.

Малалла

Хура тутăр хурлăн ӳкре урайне...


Хура тутăр хурлăн ӳкре урайне...

Ан пăх эс ыйтуллăн, ан пăх тĕлĕнсе.

Кам ирĕкпе кĕрĕ шăннă пăр айне?

Е савсах-ши кайĕç «сивĕнтĕм» тесе.

 

Ӳпкев çук-и санăн? Лайăх кай апла.

Тăвалла ман çулăм, санăн — аната.

Ал сулас килет те — пытарап алла,

Юратсах каятăн. Ирĕкпех тата.

 

Ан пăх эс ыйтуллăн, ан пăх тĕлĕнсе,

Телейӳн çути сан — хăв çулу çинче.

...Тĕлĕрет йăмралăх, шăп тăрать тĕнче,

Ик шăпа, ик пурнăç ик çыран енче.

Асаил


Тӳпери шур уйăх сенкер çутă сапрĕ,

Шурă хурăн, хурлăн ан кĕтсем текех,

Ман пекех сана та тунсăх сăнĕ çапрĕ.

Эс те халь пĕчченçĕ, эс те ман пекех.

 

Сарă çулçуна эс ан вĕçтер саламлăн,

Пĕлес çук ăна вăл, курас çук ăна.

Иртнĕ çут телейĕн, манăçми самантăн

Тунсăхĕ упранĕ пĕр манра кăна.

 

Аса ил, савниçĕм, аса ил хавассăн:

Иккĕн лартнă хурăн пур шкул хыçĕнче.

Пур тата телейлĕ юрату асапĕ,

Пур ӳпкевсĕр тунсăх манăн куçсенче.

Ахалех пит лайăх


Ним те кирлĕ мар,

Ахалех пит лайăх.

Тĕлĕрет вăрман,

Тĕлĕрет тавралăх.

 

Уйăх — çип-çинçе —

Уйăх та ĕшеннĕ.

Çут пĕве çине,

Хăй сăнне ӳкернĕ.

 

Ним те кирлĕ мар,

Ахалех пит лайăх.

Тĕлĕрет вăрман,

Тĕлĕрет тавралăх.

 

Пур сукмак паян

Ыр çула тухмалăх,

Пур юлташ-тăван

Ал тăсса памалăх.

Кĕтет


Л-на

 

Хуркайăксем иртеççĕ,

Хуркайăксем вĕçеççĕ,

Шурă хурăн тухнă ăсатма.

Ыйтас кăмăл пур ун,

Калас кăмăл пур ун,

Хăю çитмест çавах ал сулма.

 

Шухă шухăш пуçра,

Шурă тунсăх куçра:

«Тепĕр çул татах килейĕр-ши?

Çулăр йывăр пулса,

Çулăр вăрăм пулса,

Ют çĕрех эсир иленмĕр-ши?»

 

Шурă хурăн йĕмест,

Шурă хурăн чĕнмест,

Хĕле хирĕç куççуль ӳкермест.

Юратма вăл пĕлет,

Ĕненме вăл пĕлет,

Пĕр сăмахсăр кĕтет те кĕтет.

Çĕрулми пулса куртăм


Кĕркунне çитрĕ. Йăмăкпа пĕрле çĕрулми пуçтарма тухрăм.

Çĕрулми пухнă май манăн пуçра интереслĕ шухăш çуралчĕ. Тен, хамăн та çĕрулми пулса пăхас? Таня мана пухма пуçлĕ те эпĕ унран кулмаллипех кулăп: вăл мана тытасшăн пулĕ, эпĕ вара тарма пуçлăп. Çапла шухăшларăм çеç — чăннипех те пысăк та çап-çаврака çĕрулми пулса тăтăм.

Йăмăкăм мана курсан питĕ савăнчĕ: «Пĕр çĕрулмипех витре тулать!» — тесе мана çĕклеме пикенчĕ. Эпĕ вара йăпăр-р турăм та унран вĕçерĕнсе тартăм. Çапла-çапла, вĕçерĕнсе тартăм. Вăл мана хăвалама пуçларĕ. Алри парнене çынна камăн парас килтĕр-ха?

Иксĕмĕр анкарти тăрăх чупатпăр, эпĕ таратăп, вăл хăвалать. Тен хăваласа çитетчĕ те пуль. Çав вăхăтра мана хирĕç упа карçинкка йăтса килетчĕ. Эпĕ ун карçинккине сиксе кĕтĕм. Упа тĕлĕнчĕ, çапах çийĕнчех мана тутăрпа витсе хучĕ те вăрманалла вĕçтерчĕ.

Килне çитсен, карçинккана çĕре лартрĕ. Мана пăхса илес шутпа виткĕче уçрĕ те эпĕ çийĕнчех сиксе тартăм.

Упа мана хăвалать, эпĕ таратăп. Чупсан-чупсан вăл ывăнчĕ те тунката çине канма ларчĕ. Эпĕ малалла кайрăм.

Мулкача тĕл пултăм. Мана курсан унăн куçĕсем çамки çинех сиксе ларчĕç. Кун пек пысăк çĕрулми нихăçан та курман-çке вăл!

Малалла

Ан ятлăр


Ах, ан ятлăр мана, ан ятлăр,

Пĕтĕмпех ăнланатăп хамах.

Кĕрхи кун хĕле хирĕç тухать-тĕр,

Ятлани те халь тин кăлăхах.

 

Хам çине эп уртмастăп сар пӳрçăн,

Куллăма пытаратăп кас-кас.

Уншăн çеç антăхан айван пуçшăн

Ма тĕнче илемне ылханас?!

 

Калайман шухăша шăплăх витĕ,

Кĕрхи кун шăннипе пĕр пулса,

Ӳкĕнни те халь тин, йынăшни те —

Пăр купи пек çеç юлĕç тăрса.

 

Ах, ан ятлăр мана, ан ятлăр,

Ятлани те халь тин кăлăхах.

Эсир мар, кĕрхи кун шатăртаттăр,

Шăнттăр çеç чунăма хытăрах.

Сĕтел ури авăнать...


Сĕтел ури авăнать,

Урай хăми авăнать.

Авăнсан та аптрамасть,

Авăнсан та хуçăлмасть.

 

Сикĕр, сикĕр! Сикмелле.

Туйăн туй пек иртмеллĕ.

Мĕншĕн, ара, ташлас мар,

Мĕншĕн, ара, савнас мар?

 

Яштак каччи япăх-им,

Сарă хĕрĕ ятсăр-им?

Тăрăс! Тăрăс! тапар-и,

Çĕн мăшăра мухтар-и?

 

Ав, кĕтесри сар каччă

Çакă хĕре саватчĕ.

Шăлне çыртса ал çупать,

Хĕрне качча ăсатать.

 

Килекенсем — килччĕрех,

Кĕрекенсем — кĕччĕрех.

Туя туй пек тăвăпăр,

Ырă туя пăсмăпăр.

 

Сĕтел ури авăнать,

Урай хăми авăнать.

Авăнсан та аптрамасть,

Авăнсан та хуçăлмасть.

Сарă, сарă çулçăсем


Тӳпере шур уйах тулчĕ,

Чĕтренсе йĕрет йăмра.

Çул çине ӳкет сар çулçă,

Çухалать таçта, умра...

 

Сарă, сарă çулçăсем те

Эс каланă сăмахсем

Шух çилпе вĕçсе каяççĕ,

Шур юр ăйне пулăççĕ.

 

Чĕрĕ шыв сапса чĕртместĕп

Çав ултав сăмахсене.

Каялла килме чĕнместĕп —

Ĕненместĕп вĕсене.

 

Эс кайнйшĕн ӳкĕнместĕп

Çирĕпленчĕ кăмăлăм,

Çулçăсем çилпе вĕçсен те,

Халь сывлатăп çăмăллăн.

 

Сарă, сарă çулçăсем те

Эс каланă сăмахсем

Шух çилпе вĕçсе каяççĕ,

Шур юр айне пулаççĕ.

■ Страницăсем: 1... 563 564 565 566 567 568 569 570 571 ... 796