Çулçă


Сарă, сарă çулçăсем


Тӳпере шур уйах тулчĕ,

Чĕтренсе йĕрет йăмра.

Çул çине ӳкет сар çулçă,

Çухалать таçта, умра...

 

Сарă, сарă çулçăсем те

Эс каланă сăмахсем

Шух çилпе вĕçсе каяççĕ,

Шур юр ăйне пулăççĕ.

 

Чĕрĕ шыв сапса чĕртместĕп

Çав ултав сăмахсене.

Каялла килме чĕнместĕп —

Ĕненместĕп вĕсене.

 

Эс кайнйшĕн ӳкĕнместĕп

Çирĕпленчĕ кăмăлăм,

Çулçăсем çилпе вĕçсен те,

Халь сывлатăп çăмăллăн.

 

Сарă, сарă çулçăсем те

Эс каланă сăмахсем

Шух çилпе вĕçсе каяççĕ,

Шур юр айне пулаççĕ.

«Сап-сарă çулçă — çут тĕнчен пĕр пайĕ...»


Сап-сарă çулçă — çут тĕнчен пĕр пайĕ

Вĕлтĕртетсе, хуллен çĕре ӳкет:

Сар çулçăпа йăлт витĕннĕ шур хурăн айĕ,

Тек ан тăк çулçуна, шур хурăнăм, çитет.

 

Çук, итлемест ман сăмаха çак йывăç,

Тăкать-тăкать вăл çулçине çĕре.

Эп пуçтарап ун çулçине пĕр ывăç,

Тем пăлханса тапать паян чĕре.

 

Каласшăн вăл мана: «Кĕрхи çанталăк

Хăй йĕркине тытса пырать çапла,

Сар çулçăран хăйне лартать вăл палăк,

Шап-шур хĕле кĕтсе илет çапла.

 

Эс ан палхан, часах вĕçсе килеççĕ

Çуркуннене лартса шур акăшсем.

Ун чух каллех тавралăха витеççĕ

Сип-симĕс илемпе çĕн çулçăсем...»

 

03.09.2007.

Тĕп тымар


Пĕрне — çырли,

Пĕрне — чечекĕ мар-и?

Виççĕмĕшне

Çулçи тивет вара.

Анчах та эп пуласшăн

Тĕп тымарĕ.

Ун чух çырли те

Кĕрĕ çăвара,

Чун-чĕрене

Çулçи те уçăлтарĕ,

Çуркуннепе

Чечекĕ савăнтарĕ.

Юпа уйăхĕ


Çерçи çемйи каллех иленчĕ

Пушаннă шăнкăрч йăвине.

Куратăн çыранра

именчĕк

Çаралнă хурăн тăнине.

Ун кĕпине çил хывнă илнĕ,

Хăй çарамас та, вăтанать...

Кĕр тĕрĕслет пурне те тимлĕ, —

Çулçа,

юлашкине,

татать.

 

Кив календарь листи пек çулçă

Вĕлтĕртетсе ӳкет çĕре.

Çӳхе пăр кантăкĕ йăл кулчĕ

Çул хĕрринчи кӳлленчĕкре.

Унта тӳпе тăрать пуçхĕрлĕ,

Хăрать сасартăк ӳкесрен...

Уяв плакачĕ пек хĕп-хĕрлĕ

Çунать мал енĕ ирсерен.

Пур ĕçсене пуçтарнă майăн

Кĕр мулĕ йăтăнса килет.

Пĕлетĕп эп:

Шыра — тупаймăн

Халь ялĕпе пĕр пуш кĕлет.

Сарă çулçăн вĕçеп...


Сарă çулçăн вĕçеп.

Пултаратăн пулсан —

Эсĕ тыт та — ӳкер.

Шурă хут çине лăпкăн вырнаçăп.

Пулса юлăп — пĕр ят,

Пĕр ӳкерчĕк,

Çут тĕнчен хăйне май

Пĕр юрри,

Ма пăратăн пуçна,

Ма тытмастăн,

Палласа-и тартатăн куçна,

Ма хыçа пытаратăн

Ачашланă,

Эп пĕлнĕ ална?!

Ӳкĕнсе йăлăнас

йăла çук.

Сарă çулçăн вĕçеп,

Вĕçсе иртĕп,

Палламан пек пулса —

Пăхса юл.

Кĕрхи çулçăсем


Чăшăл-чăшăл тунсăх сасă

Çитрĕ вăрмана.

Пăшăл-пăшăл тунă евĕр

Туйăнать мана.

 

Ай, пĕр çулçă çеç ӳкет-и,

Кĕвĕ улшăнать.

Сивĕ çĕр çинче çав мĕскĕн

Тăлăххăн шăнать.

 

Амăшĕ пекех ват йывăç

Пуç усса ларать.

Çаврăнать мĕн пур тавралăх

Вăхăт-алара...

«Çулçă çулăмĕ...»


Çулçă çулăмĕ. Октябрь,

Çулçă çулăмĕ — пушар.

Хирсенче текех çук чапăр,

Сар хĕвел тăкмасть кăвар.

Çулçă çулăмĕ. Çу иртрĕ.

Пăхăр тумлă ват йăмра.

Тӳпене пĕркенчĕк витрĕ.

Çулçă çулăмĕ — чунра.

Çулçă çулăмĕ. Кĕреннĕн

Çунчĕ тĕтĕмсĕр пушар.

Тӳпере хĕвел сӳнсен те

Вăрманта — сӳнесшĕн мар...