Çулăм


«Тĕнче пуçламăшне пĕлме пулать-и?..»


Тĕнче пуçламăшне пĕлме пулать-и?

Ун тупсăмне таçти ĕмĕрсенче,

Халь ман умра

Ялкăшакан кăвайт та,

Миçе çула çитсе-ши çĕр çинче?

 

Кама кăна курман-ши унăн куçĕ?

Вуласчĕ манăн çулăм чĕлхине.

Кăвайтпала тăратăп куçа-куçăн,

Тăратăп тĕксĕм, сивĕ каçхине,

Кăвайт çунать.

 

Шухăшăма сиссе-ши

Хăй çулăмне ман еннелле ярать,

Анчах та çулăм чĕлхине пĕлменшĕн

Кăвайт сăмахĕ кăвайтрах юлать.

Шыв çулăма çĕнтерчĕ


Ку ĕç тахçанах, çĕр çинче пурнăç пуçланнă чухнех пулса иртнĕ тет. Ун чухне шывпа çулăм туслă пурăннă тет. Çĕр çинче этем пурăнма пуçлать, хăйне валли кил-çурт çавăрать, çурт çĕклет, выльăх-чĕрлĕх валли хуралтă янтăлать. Çемйине тăрантарма шывпа усă курать. Шыв хăй этеме кирлĕ пулнăшăн хĕпĕртерĕ тет. Пăх та кур: апатне пĕçерме вут кирлĕ иккен, çулăмсăр ĕç каймасть. Çулăм та çĕнĕ ĕç тупăннăшăн савăнчĕ. Кун хыççăн кун, çĕр хыççăн çĕр, хĕл те çывхарать, сивĕтнĕçемĕн сивĕтет. Этем пӳртне ăшăтма вут-çулăм кирлĕ иккен. Пĕррехинче шывпа çулăм тĕл пулчĕç тет. Пĕр-пĕрне сывлăх суннă хыççăн кашниех хăй пирки каласа пама пуçларĕ тет. Сăмах хыççăн сăмах, этемпе еплерех килĕштерсе пурăнни çинчен те каласа параççĕ.

— Этем мана юратать, — мухтанать тет шыв.

— Çук, мана, — тет çулăм.

— Вăл мансăр пурăнаймасть! — çирĕплетет шыв.

— Мансăр пушшех те! — парăнмасть çулăм.

Тахçанхи туссем хирĕçсех кайрĕç тет. Тарăхнипе вут-çулăм чашкăрма, шыв çине тапăнма пуçларĕ. Шыв мĕн пур вăйне пухрĕ те çулăма сӳнтерсе те лартрĕ тет. Шыв çулăма çĕнтерчĕ. Шăпах çавăнтанпа çулăма шыв сапса сӳнтереççĕ, мĕншĕн тесен вут-çулăм хăйне тахçан шыв çĕнтернине аса илет те — тӳрех таçта кайса пытанать.

«Çулçă çулăмĕ...»


Çулçă çулăмĕ. Октябрь,

Çулçă çулăмĕ — пушар.

Хирсенче текех çук чапăр,

Сар хĕвел тăкмасть кăвар.

Çулçă çулăмĕ. Çу иртрĕ.

Пăхăр тумлă ват йăмра.

Тӳпене пĕркенчĕк витрĕ.

Çулçă çулăмĕ — чунра.

Çулçă çулăмĕ. Кĕреннĕн

Çунчĕ тĕтĕмсĕр пушар.

Тӳпере хĕвел сӳнсен те

Вăрманта — сӳнесшĕн мар...