Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Шăплăхри аслатиПограничниксемТутимĕрĔмĕр сакки сарлака. 3-мĕш томЕркӗнÇут пайăркаСăвăсемпе поэмăсем

Шыв вăкри


Эп хам курса-илтсе çӳренинче

Сире çырса парам-ха пĕр ӳкерчĕк.

Кирек ăçта та шурлăх хĕрринче

Пулать сар шывлă шăршăллă кӳлленчĕк.

 

Пĕрре кӳлленчĕк хĕррипе çулла

Иртсе пыраттăм ним те шутламасăр.

Шывран тухать сехре хăпартмалла

Шуйттан вăкри пек мĕкĕрсе пĕр сасă.

 

Пăхса ларма кӳлленчĕк пысăк мар,

Шапа та çук, сархайнă шывĕ тăрă.

Мĕскер-ха ӳхĕрет апла хаяр?

Пĕр пĕчĕк чун, хура çунатлă нăрă.

 

Ăна кунта Карач чăвашĕсем

Ят панă: — Шыв вăкри, — тесе калаççĕ.

Ун пек ултавлă саслă вăкăрсем

Поэзире те пирĕн пулкалаççĕ.

 

— Пĕрре те эп, тепре те эп, — тесе

Пĕри кĕрлет те çухăрать хăрушă.

Анчах тытса вулатăн пикенсе:

Сасси ытла та мăн, тĕшши пуш-пушă.

37 улатакка


Пĕр вăрманта 37 юман çинче 37 улатакка пурăннă тет. Пĕррехинче вĕсем сунара каяççĕ тет. Чылай çӳренĕ хайхисем, кĕçех тĕттĕмленме пуçларĕ тет. 37 улатакка 37 йывăç çине çĕр каçма ларчĕç тет. Нумай пулчĕ-и, сахал-и — хайхисем çывăрса та кайрĕç тет. Тутлă ыйхăпа çывăракансене уйăх хăй патне илсе хăпарать. Лешсем сиссе те юлаймаççĕ, уйăх çинче çеç вăранса каяççĕ.

– Питĕ çутă кунта, куçа уçса пăхма та çук, — теççĕ кайăксем. — Мĕн тумалла-ши? Шутласа пăхар-ха.

Вĕсем шутлама пуçланă. Пĕр кайăкĕ пин таран шутласа çитерчĕ тет те, хайхисем хăйсем те сисмерĕç — çӳлелле вĕçсе çĕкленчĕç, уйăхран уйрăлса тарчĕç. Анчах та киле кайма пĕлмеççĕ иккен.

Утсан-утсан, вĕçсен-вĕçсен 37 улатакка каллех шутлама тытăнчĕç тет. Ку хутĕнче пĕлĕтсене шутлаççĕ. Пин пĕлĕт кураççĕ. Вĕсем 37 пĕлĕт çине лараççĕ те килелле çул тытаççĕ. Çĕр çине пĕлĕтрен пин тумлам ӳкет. Тумлампа пĕрле çĕр çине улатаккасем вĕçсе анчĕç тет. Вĕсем тăван вăрмана кашни хăй юманĕ çине çитсе ӳкрĕç тет.

Тĕлĕкре Юрпике пултăм


Хĕлле. Урамра çил-тăман вĕçтерет, чарăнма шутламасть те. Пӳртрех ларма тивет. Телевизор ятăм. Унта «Енчен те эпĕ Юр Пике пулсан» юмах пырать. Кĕçех вăл вĕçленчĕ. Мана каллех кичем пулса кайрĕ. Çывăрма выртрăм та тĕлĕк тĕнчине лекрĕм. Эпĕ Çурçĕре Хĕл Мучи патне хăнана кайнă пек. Ăна сывлăх сунтăм та хамăн Юр Пике пулас килни çинчен пĕлтертĕм.

Хĕл Мучи тĕлĕннине палăртмарĕ,

— Ачам, малтан санăн асамçă патне каймалла. Вăл сана ылтăн çурта парĕ. Кайран çĕр айĕнчен пăртан тунă арча тупăн. Çурта çуннă май арча çинчи пăр ирĕлсе пĕтĕ. Унта асамлă мечĕк тупăн. Эсĕ ăна ил те çĕр тăрăх кустарса яр. Вăл ăçталла каять, çавăнталла ут. Мечĕк пĕлĕт çине кусса çитсен, эсĕ унран чĕнтĕрлĕ çитсă ыйтса ил. Унтан эсир уйăх патне çитетĕр, эсĕ унран çăлтăрсем парнелеме ыйт. Çаксем пурнăçлансан асамлă мечĕкне çавăнтах хăвар. Тинĕс тĕпĕнче кĕмĕл йĕппе пурçăн çип выртаççĕ. Вĕсене ил те хăвна валли кĕпе çĕле, ун çине темиçе çăлтăр сапса илемлет.

Эпĕ Хĕл Мучие тав турăм та вăл кăтартнă çулпа утрăм.

Асамçă килте пулмарĕ. Пӳрте пăхса çаврăнтăм та ылтăн патак куртăм. Эх, хĕпĕртесех кайрăм! Часрах ăна çавăрса тытрăм та качака пулса тăтăм.

Малалла

Çĕрсерен йывăçсем хушшинче...


Çĕрсерен

Иывăçсем хушшипе

Ĕмĕлке çӳрет.

Тĕссĕр те ятсăр

Ĕмĕлке.

Мĕне кура

Мана вăл çывăх,

Мĕне пула

Ман сăнлă туйăнать?

Ăçтан унра ман кулă,

Ăçтан эп пĕлнĕ кăмăл,

Ăçтан ман сас,

Ăçтан ман алă,

Ман тӳрĕлĕх, хавшаклăх та

Ман утă,

Ăçтан тăрлавсăр ман

Асаплану?!

Пăхатăп та эп —

Шухăшлатăп:

Тен, эс çухатнă?

Сан асунтан тухса

Шыратăп пулĕ эп

Хама?!

Çĕрсерен

Йывăçсем хушшипе

Ĕмĕлке çӳрет...

Çуллахи уяр тӳлек çĕрле...


Çуллахи уяр тӳлек çĕрле

Эп пăхатăп уйăх çинелле.

 

Шурă пĕлĕт амăш пек ăна

Вырттарасшăн мамăк вырăна.

 

Леш курса çӳресшĕн тĕнчене

Хăпарать çап-çутă тӳпене.

 

Пĕчĕк чух çапла мана анне

Çывратма тăратчĕ каçхине.

 

Юрă итлеме те ял курма

Эп тухса тараттăм урама.

 

Халь те манăн уйăх сăнĕ пур:

Çӳçĕм тăнлавсем çинче шап-шур.

Кăмăл лăпкă чух мана эс ан мухта...


Кăмăл лăпкă чух мана эс ан мухта

Унсăр та хаваслăх пысăк ман чунта.

 

Йывăр çиллĕм килиĕ чух та ан шарла!

Чун сĕрлет шалта ахаль те сăпсалла.

 

Куçăм тĕссĕр-тĕксĕм пăхнă чух кăнă

Кирлĕ е вăрçни, е мухтани мана.

Кĕркунне тĕл пулни


Пĕр илемлĕ кĕрхи кун вăрмана кайрăм. Кăштах утсан пĕр илемлĕ хĕрлĕпе сарă питлĕ хĕрарăма куртăм. Çӳçĕсем çил çинче вĕçеççĕ. Вăл манран, — Эсĕ сăрăсем çул çинче курман-и? — тесе ыйтать.

Эпĕ, ним шутламасăрах, хамăн сăрăсене ăна патăм. Вăл мана хăй патне хăнана чĕнчĕ. Эпĕ килĕшрĕм. Пӳрчĕ унăн питĕ хитре. Йĕри-тавра тĕрлĕ çулçăсем, хĕрлĕ-хăмăр-сарă, питех те хитре. Хĕрарăм мана сĕтел хушшине лартрĕ. Хăйĕнпе паллаштарчĕ. Кĕрпи ятлă иккен. Сĕтел çине тĕрлĕрен çимĕçсем лартса тултарчĕ — пан улмисем, грушăсем, çĕр улми, купăста, кишĕр тата тем те пĕр.

Хăналаннă хыççăн киле пуçтарăнтăм. Кĕрпи мана сĕтел çинчи мĕн пур çимĕçе парнелерĕ.

— Йăтса каяймастăп, тавтапуç, — тесе киле нимсĕрех тухса утрăм.

Киле çитсе пăхатăп та, сĕтел çинче эпĕ хăналаннă мĕн пур çимĕç туллиех! Питĕ савăнтăм.

Тинĕс тарăн пулнине пĕлсех...


Тинĕс тарăн пулнине пĕлсех

Тарăн мар вăл текенсем

сахал-им?

 

Çынни лайăх пулнине пĕлсех

Лайăх мар вăл текенсем

сахал-им?

Улăштарнă


Эс кипкесĕр-мĕн çуралнă

Аслă улăх варринче.

Тырпултан вăй-хал пуçтарнă

Кăшт нӳрленнĕ çĕр çинче.

 

Сан аннӳ вара каланă:

«Хуçа пул эс уйсенче».

Çак сăмах вара туптаннă.

Кĕрсе юлнă чĕрене.

 

Эс кипкесĕр-мĕн çуралнă

Аслă улăх варринче.

Тен, çав кун пуль эс çухатнă

Телее çĕр варринче?..

 

Çук, суятăп, çухатман эс,

Улăштарнă уйпалан.

Çавăнпа ĕнтĕ, пĕлетĕп,

Эс çĕрпе-уйпа пуян.

Ним те кирлĕ мар...


Ним те кирлĕ мар,

Ахалех пит лайăх.

Тĕлĕрет вăрман,

Тĕлĕрет тавралăх.

 

Ав лере сирень

Пилеше чĕнет.

Леш, паллах, сисет,

Илтмĕше перет.

 

Лăпкă кӳлĕ-те

Хумханса илет.

Вăштăр ăш çиле

Чуптуса илет.

■ Страницăсем: 1... 652 653 654 655 656 657 658 659 660 ... 796