Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Юрату ҫӑлкуҫӗĔмĕр сакки сарлака. 4-мĕш томСӳнми хĕлхемПăва çулĕ çинчеКăвак çĕмренСулпикепе Валĕм хунСалампи

Фронтри туссене


Ăçта эсир, туссем, ăçта эсир,

Хăш çĕрсене çӳретĕр йĕрлесе?

Сире асаилетĕп каç та ир,

Ыйха татса уйлатăп çĕрлесем.

 

Уйламăттăм çĕрсем ыйăх татса,

Сăнăр-сăпатăрсем-çке ман умра.

Сире тек ыр сунса, пăшăлтатса

Сăввăрсене вулатăп ăшăмра.

 

Инкек кӳрсе çĕршывăмăр çине

Ак килчĕ Гитлер ирсĕрĕ — усал.

Хăвартăмăр юратнă ĕçсене,

Алла тытмашкăн тиврĕ хĕç-пăшал.

 

Килте — çырса пĕтмен сăввăмăрсем,

Халь урăх сăвă кирлĕ-мĕн пире.

Умсене выртрĕç вăрçă çулĕсем,

Вут-çулăм витĕр, вилĕм витĕрех.

 

Салантăмăр кашни хăй çулĕпе,

Хаяр çапăçусен çулăмĕнче

Чĕремĕрсем хытрĕç вут чулĕ пек,

Шурчĕç çӳçĕмĕрсем пуçсем çинче.

 

Çапăçусем хăрушă та хĕрӳ.

Анчах умра çиçсе, хĕвелленсе,

Ав, çĕкленет мухтавлă Çĕнтерӳ,

Пире хастарлăрах пулма чĕнсе.

Ак иртрĕç, иртрĕç çулăмри кунсем,

Тăшман пăчланĕ ирсĕр йăвинчех.

Эпир, Çĕнтерĕве кӳрекенсем,

Каллех тĕл пулăпăр Атăл çинче.

 

Малалла

Эй, турăçăм, эс, Ĕненӳ — Аслă Турă...


Эй, турăçăм, эс, Ĕненӳ — Аслă Турă,

Сенкер ĕмĕтпе витĕнсе,

Миçе этеме çын эс турăн,

Тата миçене турăн тĕссĕр тетте,

Чее чĕлхӳпе илĕртсе.

 

Пин çыннăн, чăнах та пуль,

пин те пĕр турă.

Тĕнче еккипе килĕшсе,

Шуйттан чуринчен те, тен, эс турă турăн.

Ăна кĕтмелле, чĕнмелле мар тĕлте

Мăнаçлăн тăратăн кĕтсе.

 

Элек-и унта е эрех ятлă турă!

Пĕр пурнăç çавах пĕр тесе,

Чунран та вара чунсăр турăн:

Ем-ешĕл çĕрпе кăн-кăвак пĕлĕте

Хупласшăн хура тĕспеле.

 

«Эй, турăçăм, эс, Ĕненӳ — Аслă Турă,

Ярсам ман пата тĕрĕс пурнăç турри», —

Тесе эп кĕлтурăм. Кĕлтурăм...

Уйăх тулнă каç эп...


Уйăх тулнă каç эп

Тунсăхлă, таса,

Улăх урлă каçăп

Кăмăл шыраса.

 

Кăчăр-кăчăр сас-и

Шурă юр юрри,

Паянах пулас-и

Ют телей вăрри.

 

Кулаканĕ — култăр,

Ятлакан, — ятла.

Унсăр-и-ха пултăр

Пурăнан ялта.

Мĕн парнелес-ши аннене?


Çурхи уяв çывхарать. Мĕн парнелес-ши аннене? Шутларăм-шутларăм та асамлă чечек парнелес терĕм. Анчах та эпĕ мансах кайнă, хальхи вăхăтра чечексем çук. Çапах эпĕ вăрмана кайса килме шутларăм. Вăрманта шап-шурă юр выртать, анчах та пĕр вырăнта сип-симĕс курăк ешерет, кунтах шурă, хĕрлĕ, кăвак чечексем ӳсеççĕ. Хăшне татас-ши? Шутларăм-шутларăм та шуррине татрăм. Пăх та кур, эпĕ çурçĕрте тăратăп иккен. Питĕ сивĕ, шурă упана курах кайрăм. Хăрасса хăрарăм та, çапах та, «Тархасшăн калăр-ха мана, ăçта асамлă чечек çитĕнет?» Шурă упа ман çине тĕлĕнсе пăхрĕ те, «Асамлă чечексем çурçĕрте ӳсмеççĕ, — терĕ. — Вĕсем кăнтăр енче çитĕнеççĕ». «Унта епле çитмелле?» «Эсĕ тӳсме хатĕр-и?» «Хатĕр». Упа мана урипе çапрĕ те эпĕ вĕçсе кайрăм, кăнтăра çитсе ӳкрĕм. Тем тĕрлĕ чечек те ӳсет, хури те пур. Хура чечекне татса пăхас-ха терĕм. Татрăм. Чечек ăшĕнчен шуйттан сиксе тухрĕ, «Эпĕ сана çисе яратăп», — хĕп-хĕпĕрчĕк вăл. «Тăхта-ха, ан васка, эп сана тупмалли юмах калатăп, тупсăмне пĕлеймесен эсĕ мана асамлă чечек тупса паратăн, унăн пĕр чечекĕ хĕвел тухăç тĕслĕ, тепри — тӳпе тĕслĕ, виççĕмĕшĕ — хĕвел тĕслĕ. Чи юратнă, хĕвел сăнлă, вăл сана çуратнă, юратнă, мĕн вăл?» Шуйттан шутларĕ-шутларĕ, тупсăмне пĕлеймерĕ, таçта тарса çухалчĕ. Ман пата пĕр кайăк вĕçсе пычĕ те, «Вăл асамлă чечек ăçтине пĕлмест, эпĕ вара пĕлетĕп», — тесе хĕпĕртеттерчĕ. Кайăк мана пĕр çулпа илсе кайрĕ, чечек уçланкине илсе тухрĕ, çавсен хушшинче асамли те тупăнчĕ. Кĕçех киле çитрĕм, аннене саламларăм. Вăл хĕпĕртерĕ, «Сана питĕ юрататăп!» — терĕ.

Ĕмĕрсен ĕмĕчĕ


Шăранса çĕкленет юрă ман чĕремре,

Чаплă ĕмĕр çинчен чаплă юррăм пур ман.

Халиччен çын курманччĕ, кун пек ĕмĕре,

Çук, кун пек çынсене нихăш ĕмĕр курман.

 

Ирĕк халăхсем тăчĕç, чăн-чăн хуçалла,

Улăштарчĕç тĕпрен çĕнетсе çĕр питне.

Çĕршывра юмахри пек тĕнче уçăлать,

Пурнăçларĕ çĕршыв ĕмĕрсен ĕмĕтне!

 

Çĕршывра юмахри пек ӳсеç паттăрсем,

Анаç тинĕс тĕпне, çекленеç пĕлĕте,

Тупалаç тусене. Епле харсăр вĕсем!

Пурнăç, пурнăç вĕрет пур çĕрте, пур тĕлте!

 

Кĕрлеç мăн хуласем. Тулли пурнăç ялта:

Хунă касă айне чухăнлăх йăранне.

Хирсем тинĕс пек аслă. Туянăр йăлтах, —

Кăкрине уçса пачĕ пуян çĕр-анне.

 

Халăхсен кĕнеки — пирĕн Ылтăн Саккун.

Унта пирĕн телей, пирĕн ирĕк, тивлет.

Çавăнпа чĕресем савăнаççĕ çак кун,

Юрăсен юррине ман çĕршыв кĕвĕлет.

 

Çавăнпа шăранать юрă ман чĕремре,

Чаплă ĕмĕр çинчен чаплă юррăм пур ман.

Халиччен çын курманччĕ кун пек ĕмĕре,

Çук, кун пек çынсене нихăш ĕмĕр курман!

Малалла

Çĕнĕ çул юмахĕ


Кĕçех Çĕнĕ çул çитет. Пирĕн чăрăш çук. Аттепе вăрмана кайрăмăр. Çитрĕмĕр, анчах та çунашкана киле манса хăварнă-мĕн. Чăрăша епле киле çитерес? Атте киле çунашка илме чупрĕ. Эпĕ чăрăш касма пикентĕм. Пуçларăм çеç, чăрăш çын чĕлхипе калаçма тытăнчĕ. Хăранипе чăрăш патĕнчен пăрахса тартăм, юнашар ӳсекен йывăç тăррине хăпартăм. Пĕр çур сехет пек лартăм пуль чĕтресе, чăрăш урăх шарламаннине кура çĕре антăм. Каллех чăрăш калаçать, «Мĕн кирлĕ сана, хĕрĕм, эпĕ сан пĕр ĕмĕтне пурнăçлама пултаратăп», — тет. «Мĕн ыйтас?» «Манăн Хĕл Мучипе тĕл пулас килет», — тетĕп чăрăша. Пăх та кур, эпĕ темĕнле пӳрт умĕнче тăратăп. Хăра-хăрах пӳрте кĕтĕм. Пӳртре Хĕл Мучи лара парать. Хĕл Мучи ман еннелле пăхрĕ те, «Эсĕ Марта вĕт?» — тет. «Çапла, — тетĕп. — Эсир ман ята ăçтан пĕлетĕр?»

— Нумай пĕлсен час ватăлатăн.

Пăртакран вăл мана калать, «Эп халь йывăçсене капăрлататăп, эсĕ унччен пӳртре тирпейле. Çак патака ан тыт, вăл асамлă».

Çапла каларĕ те Хĕл Мучи тухса кайрĕ. Вăл тухса кайрĕ çеç, патак хыçĕнчен кушак сиксе тухрĕ. Вăл Хĕл Мучипе пурăннă иккен. Кушак мана темшĕн килĕштермен, çак патака урипе ман еннелле тапса ячĕ. Патак мана пырса перĕнчĕ çеç, эпĕ çывăрса кайрăм. Кушак мана ылтăн тупăка тирпейлесе хунă-мĕн.

Малалла

Çамрăклăх — шуçăм


Майĕпен, майĕпен, ним пулман пек,

ачашшăн

Çутă шуçăм шăвать тухăçран шуралса.

«Ан юрла, ан юрла ире хирĕç хавассăн,

Каçа хирĕç тухать

ак куççуль сăрхăнса», —

Тетчĕ ман кукамай, маншăнах пăлханса.

 

Чараймарĕ мана кукамайăм, юрларăм,

Тĕнче хăй те юрлатчĕ манпа ăмăртса.

Хавас шуçăм — манпа пĕртăванăм,

Шутламан пуль хăйне хура каç хупласса,

Савăнатчĕ, кулатчĕ мана ăнланса.

 

Тĕттĕм каç сĕмлĕхне каярах асăрхарăм,

Ачаш шуçăм йĕретчĕ таçта ăнтăлса.

Ăна шеллесе пĕр сăмах каламарăм,

Шухăшларăм. Ансăртран, тем пулса,

Шурă хут çине ӳкрĕ малтанхи ман

тумламăм.

. . . . . . . . . . . . . . . . . . . .

Майĕпен, майĕпен, ним пулман пек,

ачашшăн

Çĕнĕ шуçăм шăвать тухăçран шуралса.

«Ан юрла, ан юрла ире хирĕç хавассăн,

Каçа хирĕç тухать

ак куççуль сăрханса», —

Тетĕп эп, мăнука инçетрен сăнаса.

Пĕрисем çутса пыраççĕ...


Пĕрисем çутса пыраççĕ,

Теприсем —

куçа хупса, шуса.

Пĕрисем малта пыраççĕ,

Теприсем —

хыçа юлса, кулса.

Çилхи витĕр çил вĕрет


Çеçен хирĕн вĕçсĕр ирĕк уççинче

Утлă çарăн эскадронĕ ыткăнать.

Хĕрӳ пурнăç пирĕн — çивĕч ут çинче,

Чĕлпĕрне эс çирĕпреххĕн тыт кăна.

 

Урхамахăм, урхамахăм — çилçунат,

Çилхи витĕр, çилхи витĕр çил вĕрет.

 

Хĕççине хăйрать тăшман, пире юнать,

Тупписем тăсасшăн вутлă чĕлхине;

Юхтарасшăн-мĕн вĕсем пирĕн юна,

Тавăрасшăн каялла ĕлĕкхине.

 

Кам пулсан та, шикленесси — пире ют!

Тыт-ха, тусăм, çирĕпреххĕн чĕлпĕре.

Урхамахăм, урахамахăм — çивĕч ут,

Çилхи витĕр, çилхи витĕр çил вĕрет.

 

Эй, кашлать, кашлать хирте колхоз тырри,

Колхоз халăхĕ ĕçлет-çке савăнса!

Тăшман юнлă аллине çех тăстăр-и —

Вилĕм тупĕ ăçтан килнĕ çавăнтах!

 

Хĕçсем çивĕч, çирĕп тытнă пăшала,

Тус — винтовка пирĕн, тĕрĕс тĕл перет.

Ыткăн, ыткăн, урхамахăм, малалла!

Çилхӳ витĕр, çилху витĕр çил вĕрет.

 

Çĕршыв çийĕн çут хĕвел çиçсе çунать,

Саламлать-çке ирсерен хĕвел пире.

Урхамахăм, урхамахăм, — çилçунат,

Малалла

Сăмах патăн пулсан...


Сăмах патăн пулсан —

пурнăçла.

Тен, кая кăшт юлан —

пурнăçла.

Пултăр çул тăвалла,

йывăр пултăр чунра,

юрамасть сан манма:

сăмах патăн пулсан —

пурнăçла.

Ан çемçел,

ан нăйла,

ут мала.

Сăмах патăн пулсан — пурнăçла!

■ Страницăсем: 1... 654 655 656 657 658 659 660 661 662 ... 796