Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Йӳçĕ кулăХĕрес хывнă хĕвелСăвăсемпе поэмăсемТанатаПулас кинсемХĕçпе çурлаАли-паттăр

Ылтăн курăк


Пурăннă тет пĕр пĕчĕк хĕр ача. Вăл Анюта ятлă пулнă. Унăн чи çывăх тусĕ — Шарик йытă. Пĕррехинче Шарик чирлесе ӳкет. Анюта Шарик патне пырсан лешĕ этем чĕлхипе калаçма пуçларĕ тет. «Анюта, манăн чĕрĕлес пулсан ылтăн курăк тупмалла, çав ылтăн курăк хуçи — Алим ăсчах».

Анюта тăхăнчĕ те çула тухрĕ. Таçта та çитсе пăхрĕ, пур çĕрте те шырарĕ, шыраман кĕтес хăвармарĕ, асамлă курăк тупаймарĕ. Çӳресен-çӳресен ывăнчĕ, канма выртрĕ. Çав вăхăтра ун çумне хаяр асамçă пырса ларнă-мĕн. Вăл никама та юратман, уйрăмах ачасене. Çакскер Анютăна улталама шут тытнă. «Ман керменте ылтăн курăк ӳсет», — тесе Анютăна улталать. Хĕр ача ĕненсе хыççăн пырсан, ăна питĕрсе лартать. Çав керментех ырă асамçă та ларнă-мĕн. Ăна та сăнчăрпах сăнчăрласа лартнă Алим. Анюта ăна пулăшасшăн, анчах мĕнле — пĕлмест. Ырă асамçă çăра уççине ăçта пытарнине пĕлет-мĕн. Хĕр ача вăл каланă вырăна каять те уçăсен пуххине илет. Асамçăна сăнчăртан хăтарать, иккĕшĕ те пĕрле тухса тараççĕ. Хаяр асамçă вĕсене хăвалама пуçлать. Хăваласа çитме тытăнсан ырă асамçă темле сăмахсем калать те, вăрман ӳссе ларать. Хаяр асамçă вăрман урлă вĕçсе каçаймасть.

Малалла

Иртсе кайнишĕн ӳкĕнсе ӳкме...


Иртсе кайнишĕн ӳкĕнсе ӳкме

Пулмарĕ манăн ĕмĕрте сăлтавăм:

Мана вилсе кайсан çĕре чикме

Масар çине ăсатĕ халăх шавĕ.

 

Атакăра аманнă чух çĕрле

Шур юр çинче пĕччен выртса юлмарăм.

Эрех ĕçсен те халăхпа пĕрле

Шавларăм эп, пуçа ухса юрларăм.

 

Çырма ларсан çеç эпĕ пӳлĕмре

Пулатăп сĕпсех кайăк пек пĕчченçĕ.

Ун чух та манăн юррăм-кĕввĕмре

Çынсен, çилсен чĕр сассисем кĕрлеççĕ.

Эп тунă йăнăшсемшĕн...


Эп тунă йăнăшсемшĕн

Мана эс айăплатăн.

Эп айăплă, эп айăплă, мĕн калăн...

Анчах асту!

Ман йăнăш

Куçу тĕлне пулман пулсассăн,

Çав йăнăшах манран малтан

эс хăв тăваттăн.

Мана тав ту!

Савăнăçлă тĕлĕк


Пĕррехинче анне мана лавккана кайма хушрĕ. Унта çитрĕм те Хĕл Мучие курах кайрăм. Вăл тем те пĕр илсе тултарнă. Пăртак канхвет илтĕм те килелле çул тытрăм. Пăхатăп, Хĕл Мучи те ман хыççăн утать. Ун çине пăхсан тĕлĕннипе куçсем чарăлсах кайрĕç, çипуçĕ епле илемлĕ, лаши-урхамахĕ, çунийĕ! Вăл мана, «Лар! — терĕ, — айта ман пата хăнана!»

Пăртак шухăшланă хыççăн, лартăм. Хирсем, уйсем, вăрмансем витĕр вĕçтертĕмĕр кăна, Хĕл Мучи керменĕ патне çитрĕмĕр. Юр Пикепе Хĕл Мучи мана ăшă чейпе, канехвет-премĕкпе хăналарĕç.

— Санăн вăрманти чĕр чунсемпе тĕл пулас килет-и? — ыйтать манран Хĕл Мучи.

— Хаваспах, — хĕпĕртерĕм эпĕ.

Хăй туйине илчĕ, хутаçне те манса хăвармарĕ, вăрманалла çул тытрĕ. Эпĕ те унран юлмарăм. Кĕçех пĕр уçланкăна çитрĕмĕр. Кунта тĕрлĕ чĕр чун пухăннă.

— Ну, паллаштарăр мана хăвăр пултарулăхăрпа, — хушрĕ Хĕл Мучи.

Тилĕ ташла пуçларĕ, кашкăр сăвă каларĕ, пакша мана култарчĕ, куян юрă юрларĕ... Хĕл Мучи пурне те парне пачĕ, мана та манса хăвармарĕ. Тин çеç киле таврăнма пуçтарăннăччĕ, «Галя, тăма вăхăт», — тенипе вăрантăм. Пĕтĕмпех тĕлĕкре пулнă иккен. Çапах та эпĕ кулянмарăм, чăн-чăн Хĕл Мучи патĕнче хăнара пултăм-çке!

Çук ĕне сĕтне ырлакан та çук...


Çук ĕне сĕтне ырлакан та çук,

Çук саттин кĕпе хуралас та çук.

 

Çук çавраçиле шурлăх çăтрĕ пуль,

Çук савни ӳтне сăнă лекрĕ пуль.

 

Çук ыйту çине хуравлас та çук,

Çук юмах çинчен юмахлас та çук.

Паян вара...


Паян вара

Ахăлтатса кулать асаплану,

Асапланса йĕрет хаваслă кулă.

 

Эп ĕненӳ хакне пĕлеттĕм, —

Ниме пăхмасăр, хытă ĕненеттĕм.

Шăнса хытса ларан çын умĕнчи

Çунан кăвайт вăл çав тееттĕм.

 

Паян сана ĕненнĕрен

Ахăлтатса кулать асаплану,

Асапланса йĕрет хаваслă кулă...

Пĕлĕтсем


Сăртран та аслă Атăлтан

Тата ытти çырмасенчен

Шыв илчĕç пĕлĕтсем паян

Чăваш çĕршывĕ çийĕнче.

 

Малтан шап-шурă та хитре

Çуса кăларнă пек таса

Вĕсем тăратчĕç тӳпере

Пĕрер-пĕрерĕн карăнса.

 

Хуллен-хуллен пыра-киле

Килсе пĕрлешрĕç те вара

Çурхи çĕре нӳрлетмелле

Ярах та пачĕç çумăра.

 

Чăваш хура вăрманĕпе

Çаранĕ, сад пахчи, пусси

Çĕкленнине ырланă пек

Кĕрлерĕ аслати сасси.

 

Чӳречене ярах уçса

Пăхатăп пĕлĕтсем çине.

Чăваш çĕршывĕнчен куçса

Вĕсем шăваççĕ мал енне.

 

Кайран та манăн асăма

Юлма пек, симĕс те сенкер

Тĕспе яр карчĕ асамат

Пиншер ракетăллă кĕпер.

 

Чăваш çĕршывĕнчен инçе

Кĕр те кĕр аслати-хăват

Кĕрлет Йошкар-Ола çинче,

Хусан çинче та авăтать.

 

Сăртан та аслă Атăлтан

Çĕкленĕ шыв шӳтернипе

Уй-хирсем тутарăн та,

Марин те халĕ йĕп-йĕпе.

 

Вĕсен кăçал та тепĕр çул

Малалла

Аннене сыватни


Анне чирлесе ӳкрĕ, аран-аран уткалать. Ăна шелленипе хам та кунĕн-çĕрĕн куççуль юхтаратăп. Утса пынă чухне мана алăран пĕр патак çатлаттарчĕ, хăранипе малалла чупрăм, вăл мана çапах хăваласа çитрĕ,

— Мĕншĕн йĕретĕн? — ыйтать вăл манран.

— Аннеçĕм чирлесе ӳкрĕ.

Вăл мана çапла каларĕ, «Санăн пĕр патша патне каймалла, вăл сана пулăшĕ. Сана кирлĕ патша вăрманта пĕр йывăç айĕнчи çĕр тĕпĕнче пурăнать. Ăна тупас тесен кашни йывăç тĕмнех пăхса çаврăнмалла, тĕплĕ шырамалла».

Киле çитрĕм, аннене асамлă патак çинчен каласа патăм, анне питĕ хĕпĕртерĕ, йывăçсем патне кайса пăхма сĕнчĕ.

Тепĕр кунне çула тухрăм, пĕрремĕш йывăç кутĕнчех пĕр чӳлмек ылтăн тупрăм. Ăна илмерĕм, малалла уттартăм. Кунĕпех шырарăм — патшана тупаймарăм. Тепĕр кунне те çаплипех ĕç иртрĕ. Темиçе кун вăрманта çӳренĕ хыççăн эпĕ ывăнсах çитрĕм, йĕрсе килелле утатăп. Ку хутĕнче те мана патак пырса çапрĕ,

— Эсĕ вăрманта 234 йывăç патне пынă, 235-мĕш йывăç патне пыман, — терĕ. — Вăл шăпах çав йывăç айĕнче пурăнать.

Каялла çаврăнтăм та 235-мĕш йывăçа шыраса тупрăм.

Малтанах никама та курмарăм. Пăртак тăрсан такам мана, «Сывă-и?» — терĕ.

Малалла

Телей уççи


Кĕçех хĕрарăмсен уявĕ çитет. Мĕн парнелемелле-ши аннене? Мĕнпе савăнтармалла? Асаннерен ыйтрăм та, вăл мана телей уççи парнелеме хушрĕ. Ăçта-ши вăл телей уççи, хăш тĕнчере-ши? Асанне вăл ăçтине пĕлмест, мана тинĕс çăлтăрĕнчен ыйтса пĕлме хушрĕ. Çула пуçтарăнтăм, тинĕс хĕррине çитрĕм. Тинĕсе ишсе кĕтĕм, çул çинче пĕр пĕчĕкçĕ пулăпа тĕл пултăм,

— Ăçта пурăнать-ши тинĕс çăлтăрĕ?

— Тинĕс патшалăхĕнче.

Патшалăха ишсе кайрăм. Кĕçех каланă çĕре çитрĕм. Тинĕс çăлтăрĕ çывăратчĕ, манăн ăна вăратас килмерĕ, анчах та вăл хăех вăранчĕ те,

— Мĕн кирлĕ сана хĕрĕм? — тесе ыйтрĕ.

— Телей уççи шырама тухрăм. Эсĕ вăл ăçтине пĕлетĕн-и?

— Эпĕ пĕлместĕп, анчах та çӳл тӳпери çăлтăрсем пĕлеççĕ пулĕ, çавăнталла çул тыт.

Эпĕ вĕçме пачах та пĕлместĕп-çке. Мĕн тăвас? Çăлтăрсем патне епле çитес?

Ман кĕсьере тем чакаланать. Мĕн-ши ку? Пĕчĕк çеç гном иккен. Савăнсах кайрăм, вăл мана пулăшатех! Гном пулăшма шантарчĕ, анчах та малтан тупмалли юмахсен тупсăмне пĕлме хушрĕ. Тупмалли юмахсене пурне те пĕлтĕм! (Эпĕ уроксенче тупмали юмахсене яланах тăрăшса вĕренетĕп-çке). Гном темскер мăкăртатрĕ çеç, ман алăсенче çунатсем ӳссе те ларчĕç, эпĕ çăлтăрсем патнелле вĕçе пуçларăм. Пĕр хитре, илемлĕ, пысăк çăлтăр патне вĕçсе çитрĕм, унран телей уççи тупса пама ыйтрăм.

Малалла

Каçарма çуккине — каçармаççĕ...


Каçарма çуккине — каçармаççĕ,

Каçару ыйтмаççĕ йăлăнса.

Каçарма çуккине — ăнланаççĕ,

Пурăнмаççĕ хăртса, хăратса.

 

Каçарма çуккине — каçармаççĕ,

Пăрăнаççĕ шăла çыртса.

■ Страницăсем: 1... 653 654 655 656 657 658 659 660 661 ... 796