Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Вăрман ачисемĔмĕр сакки сарлака. 1-мĕш томУй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑСинкерТаркăнҪул юлташӗЮрату ҫӑлкуҫӗ

Кунашкал пулманччĕ-ха чылай...


Кунашкал пулманччĕ-ха чылай,

тĕлĕкре эп кĕçĕр темĕн супнă.

Тăван кил, кукаç та кукамай

инçетре мана шыранă, тупнă.

 

Мĕн каласшăн пулнă-ши вĕсем?

Пӳрт лартас пирки кăштах шутлап пек,

пур пек палăртса хурайнă лаптăк…

Мĕн тăватăр эсĕр, ватăсем?

 

Çын тăвас пулать ман хĕрĕмрен,

кĕнеке таврашĕ та çырасшăн.

Тин пуçларăмччĕ-çке ĕмĕре.

Тăхтăрсам, çĕр амăшĕ, çĕр ашшĕ!

 

ăнланаймĕç тĕрĕкри туссем те.

Палăртса хуни – малтан мала,

ăслăхра кĕтеç туман ĕçсем те, –

пурнмалла-ха манăн,

пурнмалла!

 

Юпа уйăхĕ вăл вĕçĕ мар.

Эп çуралнă. Аннепе мăнукăм…

Ан хăтланăр-ха çапла тăрукăн.

Ятранах хыватăп çураçма.

 

Анкара. Пит шавлă Кăзăл ай.

Хăна çуртĕнче эп çурта çутрăм.

Кун пекки пулманччĕ çав чылай.

Тĕлĕкре эп кĕçĕр темĕн супрăм…

 

14.09.2007. Анкара. Ир кӳлĕм.

Тăван Ен


Çуралнă тăван ен — манăн Канаш ен,

Ыр сунса кĕтет вăл мана кунсерен.

Чунран савăнатăп тăван енпеле,

Чĕререн саватăп хамăн тĕп киле.

 

Кунта сар хĕвел те пăхать ăшăрах,

Ачашлать çил лăпкăн кашни утăмрах.

Савнă ен асамлă, вăл ман Канаш ен,

Илĕртет чуна пĕр курăнса хитрен.

 

Сар тинĕс пек анлă тырă пуссисем,

Куçа тыткăнлаççĕ тарăн çырмасем.

Тăван ен вăрманлă, улăхлă, пуян,

Çыннисем ыр пиллĕ, чунпала пуян.

 

Шăпчăксем юрлаççĕ кунта хитререх,

Сывлăшĕ те уçă, чуна имлĕрех.

Аслут та мăнаçлăн юрласа юхать,

Ман кунта чĕре те канлĕрех тапать.

 

Манăн чуна çывăх ачари туссем,

Ялан ыр сунаççĕ паллакан çынсем.

Шурă акăш евĕр ларать хитре шкул,

Ас пухнă кунта эп, чупнă вунă çул.

 

Тăван ен асамлă çĕр сĕткенĕпе

Вăй илсе эп ӳсрĕм пысăк ĕмĕтпе.

Сана юрататăп çывăх Канаш ен,

Малашне татах та эсĕ чечеклен.

Ман çине пĕр вĕçĕм тинкеретĕн...


Ман çине пĕр вĕçĕм тинкеретĕн,

килĕшместĕн, тек чĕрре кĕретĕн,

Кипра пĕрлештеретпĕр тетĕн.

Пĕлейсем: сая каян ĕç ку.

 

Османсен империне мухтатăн,

курдсене пурне пĕр пек куратăн,

сан майлах тесессĕн йăнăшатăн.

Ырламас эп пусмăра, ас ту.

 

Тĕрĕкре ман çук чĕлхем, хаваслăх,

пиччемсем çунаç пуласшăн аслă,

хăш енне пăхсан та çук пуласлăх.

Чăваша ямасть тăван кĕтес.

 

Чăваша туртать çăви-масарĕ,

Е Ишек, Çĕрпӳ, Юхма пасарĕ,

АМĂШĂПЕ шукăль Шупашкарĕ...

Çаксене ăнланăн-ши кăть эс?

 

13.09.2007. Анкара. Каç кӳлĕм.

Эрехшĕнех ан çунсам


Кирук матки Варвари

Куллен шырать чун варли.

Хăй вăл хĕрĕх пиллĕкре,

Чунĕ — çирĕм пиллĕкре.

 

Пурччĕ унăн упăшки —

Эрехшĕн çунаканни.

Тӳнсе кайрĕ кĕр енне,

Кĕрсе выртрĕ çĕр айне.

 

Халĕ арăм иртĕхет:

Ялан эрех юхтарать,

Арçынсене куç хĕсет,

Пĕрле пулма астарать.

 

Хаяр шĕвеке сыпсан

Чун каниччен алхасать.

Йĕркене кĕме ыйтсан

Тем каласа ылханать.

 

Бригадир пырса чĕнсен

Ятшăн хире тухкалать.

Ĕç укçи алла илсен

Унта-кунта чупкалать.

 

Эх, Варук, Варук, Варук,

Мĕншĕн санăн намăс çук?

Эрехшĕнех ан çунсам,

Ачусенчен вăтансам.

Тĕрĕкре пулманне пĕлтерем...


Тĕрĕкре пулманне пĕлтерем:

кунта курмăн ниçта вĕлтĕрен.

Шăрăхра курăксем те хăраççĕ,

пахчине-йывăçне шăвараççĕ.

 

Тĕлĕнтермĕш-ши çумăр çукки?

Анкара варринче – шыв сикки.

Хăш тĕлте палтлатать

тĕпсĕр танĕ? –

Пĕрĕхет сиплĕ чăртăк-фонтанĕ.

 

13.09.2007. Анкара. Кăнтăрла.

Ваçук пичче


Василий Иванова — ĕçпе вăрçă ветеранне асăнса, сума суса

Ваçук пиччем, Ваçук пиччеçĕм,

Нихçан эс тухмăн манăçа.

Ачалăхăн чунри пичечĕн

Эс кĕтĕн манăн пурнăçа.

 

Эс ир-ирех лаша кӳлеттĕн,

Пыраттăн пирĕн урампа.

Кăлтăртататчĕ пит килпетлĕн

Хăв янтăланă урапа.

 

Кашни çыннах сунаттăн сывлăх

Йăл-йăл кулса, пуçа тайса.

Ăш пиллĕх пулнă санăн сыхлăх,

Çи-пуç тирпейлĕ те таса.

 

Çапла, пире эс вăрататтăн

Кун сиктермесĕр, кашни ир.

Эс командир пек курăнаттăн —

Чи ятлă-сумлă бригадир!

 

Мана та эс ĕçе илсеттĕн,

Ем-ешĕлех шкул ачине.

"Эс паллă çын пулатăн", — теттĕн

Вуланă май сăввăмсене.

 

Эпир пулнах-тăр, тен, тăрлавлă

Хастар бригадира курах:

Улăм ури те шеп тăрланă,

Лавне те кӳлнĕ хамăрах.

 

Ялсем халь, шел те, йăлт пушаннă,

Утатăп тунсăх урампа.

Кăлтăртатмасть-çке эпĕ шаннă

Тахçан арканнă урапа.

Малалла

Тĕрĕкре пуçланчĕ рамазан...


Тĕрĕкре пуçланчĕ рамазан.

Аллаха кунта пит хисеплеççĕ.

Типĕре сывлăхсене сиплеççĕ,

мĕн пулать хăйне çын чармасан?

 

Халăха тĕн чăмăртатать кунта.

Вăл тăрать чĕлхешĕн те йăлашăн.

Чăваша чиркӳ пулас кунта

пулăшайĕ-ши хăй пек юлмашкăн?

 

Шкулĕнче сехет сахалтарах.

Ытларах ют чĕлхепе вулаççĕ,

ашшĕ-амăш чĕлхинчен кулаççĕ...

Манăн шухăш чăн ан пултăрах!

Ним пулмасть кашни тăрăшмасан.

Ачăрсемĕр чăвашла пĕлеç-и?

…Тĕрĕкре пуçланчĕ рамазан.

Чĕлхене кунта пит хисеплеççĕ.

 

12-13.09.2007. Анкара.

Кутамкаллă хĕрарăм


Пырать хĕрарăм, ватă-ватă.

Хыçра ун пысăк кутамкка.

Урисенче — резина атă.

Ăçтан килет? Ăçта танккать?

 

Унччен çемйийĕ пӳрт тулличчĕ,

Пулман хĕрарăм пĕр-пĕччен,

Ачи-пăчийĕ йышлă — çиччĕ,

Хурлаймăн: ăнăçлă, ĕçчен.

 

Мĕн кирлĕ — эртелпе пикеннĕ,

Çĕкленнĕ харăссăн, хастар.

Çан-çурăм ывăнса йĕпеннĕ —

Ĕç ырлăхне чӳхенĕ тар.

 

Асаилни кăна çав халĕ:

Кил-йыш саланнă — пулăшмасть.

Чакать пулсассăн та вăй-халĕ

Хĕрарăм канлĕх тупаймасть.

 

Ай, тумалли нумай-çке питĕ

Куллен-кун дача-пахчара.

Ӳркевленсен çум курăк витĕ,

Кураймăн кишĕр-хăяра.

 

Килте пурнать-ха ывăл-тĕпкĕч,

Çемйи пур унăн, ачисем.

Анчах ĕçрен вăл писнĕ — ĕçкĕç,

Чăлах пек — ылтăн аллисем.

 

Мăнуксенче те шанăç пĕчĕк,

Авмашкăн пилĕк хăнăхман.

Калатăн та — шăртланчăк, вĕчĕ:

Вĕсемшĕн дача — чĕр тăшман.

 

Килте хăйсем тӳрех ыйтаççĕ:

"Паян тутли мĕн пур çиме?"

Малалла

Лаш Таяпа


Василий Эктел çыравçа асăнса

Кашни çынна ăш туйăмпа

Кĕтсе илен, Лаш Таяпа.

 

Пит ятлă-сумлă çак яла

Аса илетĕп эп ялан.

 

Ку тăрăхра мĕн-ма тесен

Çуралнă ман манми туссем.

 

Сăвар е сăвăр, тен, пĕрех,

Куславккасем те, ав, пĕрлех.

 

Эктел те пирĕнпех эппин,

Умри кун-çулĕ ун — пин-пин!

 

Тăратăп эп пуç таюпа

Сан умăнта, Лаш Таяпа.

Чĕкеç çуначĕ пек çав куç харши...


Чĕкеç çуначĕ пек çав куç харши

компьютер хыçĕнчен

вĕçейрĕ тухрĕ,

пĕр ярăнчĕ кунтах,

çӳле пĕр ухрĕ.

Мана курсан çакскер хăрамĕ-ши?

 

Куç хӳрипе сăнатăп чипере.

Тахçан ăна эп курнă пек пĕрре.

Чăннипелех çак хĕрккене

пĕлеп-ши,

е яшлăха кăна аса илеп-ши?

 

Хирте чĕлтĕртетен ыраш ăрши

чĕреçĕм тĕпĕнчи чĕме вăратнăн,

вăл тĕлĕрен хĕлĕхсене хускатнăн

пулайрĕ çав çунат пек куç харши.

 

Чунпа çынсем ялан юлаççĕ çамрăк,

çунаççĕ те юрлаççĕ уншăн çеç.

Çапла шутларăм та

хайхи чĕкеç

вут пуççи пек компьютера вĕлт! чăмрĕ.

 

12.09.2007. Анкара. Каçкӳлĕм.

■ Страницăсем: 1... 726 727 728 729 730 731 732 733 734 ... 796