Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Çут пайăркаПепке çуралсан...ЕркӗнЙăмраллă ялАндрей ПеттокиÇавал сарăлсанКăвайт çутисем

Ăстампулта кăначчĕ...


Ăстампулта кăначчĕ, –

кур ăна, –

автобуспа чавап

Анкарана.

Кунта çук тинĕс çилĕ.

Çĕр хĕрет.

Ма тĕрĕксем вырнаçнă

пуш хире?

 

Урта çынни хăранăн

вăрманта

шыв çи хурахĕ

çитеймен кунта.

Ак мĕншĕн пăрахса

ăстампула

сăртсем çинче тĕпленĕ

тĕп хула.

 

Çав çăлăнăç çулпе

эп халь кăна

автобуспа çитеп

Анкарана.

Тĕрĕксене туртать кунта

тĕпри:

Ататюрка хупланă

вил тăпри.

 

11.09.2007. Анкара. Кăнтăрла.

Черетре


Ĕнер пĕр кĕтмен-туман çĕртен пăтăрмаха лекрĕм. Пыратăп хайхи утса. Пăхатăп — малалла ниепле те иртме çук. Умра сарлака хул-çурăмлă икĕ арçын тăра парать. Тăп! чарăнтăм. Ман хыçа татах çынсем пырса кĕпĕрленчĕç. Нумай та вăхăт иртмерĕ — вăрăм черет пулса тăчĕ. Пурте пăлханма тытăнчĕç. Мĕн пулса иртет, никам та ăнланса илеймест.

— Мĕскер сутаççĕ? Мĕн черечĕ ку? Авари пулнă-и? Тен, такама вĕлернĕ?

Эпĕ ниçталла та каяймастăп. Сылтăмра акаци тĕмĕ, сулахайра та акаци, умра — иккĕн, хыçалта — шучĕ те çук этем. Кун пек чухне мăн-мăн-мăн асаттесем мĕн тунине аса илме пуçларăм. Сĕм авалхисем — чукмарпа пуçран çапнă та, ĕçĕ те пĕтнĕ. Пытарса та аппаланман. Эпĕ вара аран-аран сăмах хушрăм:

— Ирĕк парсамăр!

— Хăвах иртсе каятăн, — терĕ пĕри çаврăнса та пăхмасăр. Чăнах та, мĕн ыйтса чăрманмалли, трамвай мар вĕт.

Пĕр утăм турăм çеç — мана темĕнле вăй çӳлелле вĕçтерсе ячĕ, акаци тĕмĕ çине улăхрăм-выртрăм. Кайăк пулсан-и?.. Ярăнса çӳрĕттĕм сывлăшра, анчах мана ку вĕçев пĕртте килĕшмерĕ.

Икĕ арçын ман çинчен манса кайсах хăйсен калаçăвне малалла тăсрĕ. Халăх кĕр те кĕр кĕрлет. Кашниех кунта мĕн пулса иртнине пĕлесшĕн.

Малалла

Андриян Николаев


Халапсенче вĕçеççĕ улăпсем те,

Халапĕсем те ĕнтĕ чухăнрах.

Çул хыврĕ вĕçсĕр уçлăха этем те,

Пире халь çăлтăрсем те çывăхрах.

 

Малтанхисен йышне чăваш ачи те

Кĕмешкĕн тивĕç илчĕ тĕнчере.

Паян таçта-таçта такам та çитĕ,

Пĕлменнине пĕлейĕç инçетре.

 

Çĕн çул хывакансен мухтавлă ĕçĕ

Хисеплĕрех упранĕ малашне.

Эс Уйăх тавраллах çӳренĕ теççĕ,

Эс тĕплĕрех сăнанă ун сăнне.

 

Хастарлăх, тӳсĕмлĕх, сăпайлăх вăйĕ

Чăваш ятне çĕклерĕ ĕçӳнте.

Паян пире мĕскĕнлетме кам хăйĕ? —

Пирте вăй пур ытти ар-хĕрĕн те.

 

Вĕçевçĕ-улăп, тус-йышу пиллерĕ

Сана инçе-инçе вĕçме çунат.

Халь вĕсене те тав туса илер-и? —

Пире тăванлăх ăнăçу сунать.

Ют хĕрарăм шăрши


- Атя-ха пахчана тухса кĕретпĕр.

- Мансăр тухаймастăн-им?

- Тĕттĕм-çке унта, шикленетĕп.

- Пĕчченех тух, пĕр передача курасшăн-ха эпĕ. Кĕç-вĕç пуçланмалла. «Голые и смешные» ятлă.

- Эпĕ сана утă çулма чĕнместĕп-çке. Атя ĕнтĕ.

- Юрĕ эппин. Анчах асту, кайран типĕ утă çине кайса килетпĕр. Килĕшетĕн-и? Мĕншĕн чĕнместĕн? Эй!

- Ăнланмарăм, мĕншĕн утă çинче? Мĕншĕн вырăн çинче мар?

- Унта илĕртӳллĕрех, романтикăллăрах. Шăпчăк юрри илтĕнет.

- Кунта мĕнрен начар?

- Унта ырă шăршă сăмсана кăтăклать. Вырăн çинче йăлăхтарчĕ.

- Ан сӳпĕлтет!

- Апла пĕчченех тух.

- Ну, юрĕ. Килĕшетĕп. Çавах та кала-ха, мĕншĕн утă çинче?

- Мĕнле калас... унта, ну, эппин, ют хĕрарăм патне кайнăн туйăнать. Çав енчен аван.

- А-а-а! Эс çапла-и-и? Путсĕр-ĕр-ĕр!

- Хура-ах, арăм вĕлерет!

- Кăтартăп сана ют арăм!

- Ĕмĕрне пĕрре ырă япала сĕнтĕм. Итту усă курма пĕлмерĕн. Тăмпуç! Тьху!

- Тăхта! Ăçта тухатăн мансăр?

- Мĕн мĕшĕлтететĕн?

- Духи сапăнам-ха. Сăмсуна кăтăклантартăр...

Тилĕ


Çырлара чух, вăрманта,

Тилĕ пычĕ ман пата.

Савăнтарчĕ вăл чунтан

Мана хăй халапĕпе.

Хăналарĕ кăмăлтан

Çуллă чăх тукмакĕпе.

Ирхине, тепĕр кунне:

«Сар чăх çук», — тет асанне.

Олеçпе кушак


Олеç шурă кушакне

Лартнă та пукан çине,

Пӳрнипе юна-юна

Пикенсе вăрçать ăна:

«Кайăк тытнă - çын кулли.

Ара хамăр кĕлетре

Шăши çук-им сан валли?»

Леш ăнланнă пек ларать. —

Олеçе куçран пăхать.

Кĕрхи çиçĕм


Вĕсем Шупашкартан анатарах, Атăлăн сулахай çыранĕнчи хырлăхра вырнаçнă «Чăваш Ен» профилакторире паллашрĕç. Сетнер Петрович сывлăхне çирĕплетме килнĕччĕ кунта. Венера та. Сетнер Петрович Шупашкартанах. Венера вара Саранскран, Мордва Республикинчен. Сетнер Петрович Çĕнĕ çул умĕн хăй аллă тултарнине палăртма шутлать. Венера вара вăтăр пиллĕксене ярса пуснă хĕрарăм. Иккĕшĕ те тункаталансах ларман-ха — манăçиччен шăпах пал! хыпса илмелли вăхăт темелле. Кĕрхи кунсем. Чӳк уйăхĕн пуçламăшĕ. Сетнер Петрович кăмпана çӳреме юратать. Профилакторие вырнаçсанах вăл хырлăха тухса утрĕ. Кăçал вăрман уплюнккан иккĕмĕш ăстрăмне парнелемерĕ. Пĕрремĕш те кая юлса тухнăччĕ те иккĕмĕш ăстрăмĕ вăранма та ĕлкĕреймерĕ иккен. Хăй пĕр пӳлĕмлĕ хваттерте пурăнакан çырмапа юнашар вырнаçнă хутăш вăрмана та каçса пăхнăччĕ вăл — вăрман шăп, така кăмпи вăхăчĕ те иртнĕ пулмалла — нимĕнли те курăнмасть.

Кĕрхи вăрманта уçă, сивĕнсе пыракан юханшыва чăмса кĕрсе каяс чухнехи туйăмлă, çӳçентерсен те çапах йыхăрать. Хырлăхра тĕл пулчĕ Сетнер Петрович Венерăна. Мĕнле те пулин кăмпа тĕлне пулмăп-и текелесе çул хĕрринчен инçерехех хăпарнăччĕ вăрманпа Сетнер Петрович. Пăхать: тепĕр çын мĕкĕлтетет хырлăхра. Çывăха пычĕ Сетнер Петрович. Хăратас мар тесе йыхăрса чĕнчĕ:

Малалла

Ăстамбулăн ăстисем...


Ăстамбулăн ăстисем, –

ах тур-тур!

Кама хывнă-ши вĕсем –

пит маттур!

 

Манарийĕ, миçĕчĕ –

ах турах, –

çуталаççĕ хĕвелпе

йăлтăрах.

Ази те, Европа та

кунта пĕр,

вĕсене пĕрлештерет

тĕп кĕпер.

 

Эп тăратăп ик тĕнче

чиккинче,

шухăшлатăп: манăн кил

хăш енче?

 

Суккăр карчăк суллашать

анăçра.

Тимĕр тылă шалтлатать

тухăçра…

 

11.09.2007. Анкара. Ир.

Самай сăпайлă Микулай


Николай Аркадьевич Столярова

Ытла та харсăр пулнине кура-ши

Е пурнăçа юратнине кура

Утать-ха утмăла Ухтун таврашĕ,

Пулсан та самани хăш чух кăра.

 

Утас çулсем вара унăн çĕр аллă,

Ытарлăн каласан — ытла нумай:

Вăл Карапай-Шăмăршăра çуралнă —

Аркаш ачи — сăпайлă Микулай.

 

Ăна сума суса мĕскер калайăн,

Умрах тăрать пулсан хитре сăнар.

Ĕç-пуçĕ ăнса пытăр Микулайăн,

Çĕр çулчченех телей ăна сунар!

Çемçе кăмăллă çу кунĕ...


Çемçе кăмăллă çу кунĕ

Сиплĕхлĕ симне сĕнет.

Хур тăвас тени çук унăн,

Парнелет вăл çут тивлет.

 

Ырă-çке çу кунĕ, курăр:

Улăх утăпа чăпар.

Тимĕр ут çулать халь курăк:

Хĕл çăварĕ пĕчĕк мар.

 

Ращара та ырлăх пур-çке:

Уçă сывлăш, шыв, кĕпер...

Пур çĕрте те симĕс пурçăн

Çупăрлать хăй еккипе.

■ Страницăсем: 1... 729 730 731 732 733 734 735 736 737 ... 796