Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Юманлăхра çапла пулнăПулать-çке пурнăçраЕркӗнКайăк тусĕАвăн уйăхĕХум пӑшӑлтатӑвӗШевле çути

Мĕншĕн сĕвекленчĕ-ши...


– Мĕншĕн сĕвекленчĕ-ши

çула урлă тăвĕ?

– ăна ишме этем

мехел çитернĕ.

– Мĕншĕн чĕп кăларчĕ

вĕçен кайăкĕ?

– Ун йăвине ишме этем

мехел çитереймен…

Юр çăвать


(«Шурă акăшсен ташши» çеммипе)

 

Йăм–

ра

хĕл–

хи

до нота илчĕ,

хăй–

пе

пĕр–

ле

хĕл илсе килчĕ

акăш–

сен таш–

ши…

Чĕ–

вен

тăр–

са

юр чĕлтĕртетрĕ,

çак–

на кур–

са

çĕр хĕпĕртерĕ,

мĕншĕн

кулчĕ–

ши?

Сарри паттăр


Ан иксĕлтĕр пирĕн аваллăх юрри!

Мухтав сăмахне тивĕç паттăр Сарри.

 

Ăсанчĕ тăватă çĕр çул Ахрата,

Манмарĕ чăваш çак сăваплă ята.

 

Манмарĕ чăваш çакă паттăр ĕçне:

Сарри хӳтĕленĕ чăвашăн чысне!

 

Ĕнер çеç пулса-шавласа иртнĕнех

Халап ун çинчен пĕлтерет тĕплĕнех.

 

Кĕрмешрĕç Хусан ханĕсем чăваша

Ялан кăларма мĕскĕне-йăваша.

 

Тустар кил-çуртне те çарат пурлăхне,

Вăрла, илсе кай ытарми хĕрсене —

 

Эс пурпĕр ан чĕн те е хирĕç ан тăр,

Хусан умĕнче хăв пуçна усăнтар.

 

Çапах хусансем шикленеççĕ кăштах,

Чее хăтланма та ӳркенмĕ пуçтах.

 

Чăваш ырçинчен сăптăран хырçăран

Туй-çуй ирттереççĕ вĕсем хушăран.

 

Чĕнеççĕ унта ырă ятлă пулса

Айван чăваша шăл йĕрсе те кулса.

 

Унтан пăрăнма хăтлансан аякка

Касать çурăмна чăвăшти нухайкка.

 

Вара ӳсĕрлен те каян çемçелсе,

Пуçлан пуплеме тăшманпа ейĕлсе.

 

Малалла

Тулта улать ула тăман...


Тулта улать ула тăман,

пӳрте пăхса чĕтрет хĕл каçĕ.

Хыпмастăп эп, шăнсах çĕр каçăр,

тулти çич ютшăн çук ĕç ман!

 

Выртатăп кăвапа шăлса…

Тăхта, ача сасси?

Пĕр сас!

Çарамасах, çарран, пуç хĕрлĕн

тухса вĕçетĕп.

Кам? Мĕн кирлĕ?

 

Кушак иккен, тухсаччĕ паçăр.

Кĕрсем, эх, мĕскĕн. Çил-тăман…

Хыпмастăп эп, шăнсах çĕр каçăр,

тулти çич ютшăн çук ĕç ман!

 

Хул айĕнчи туясене

шăп çурмаран хуçса перетĕп!

Çавах ташлатăп. Халь пĕлетĕп:

парăнмасан – теме çĕнен.

Çитет выртса...


Çитет выртса…

Хăрах уран…

Хам чăлахне ан куртăр куçăм…

Çĕр хут пуль сикрĕм те аран

çитсе чӳречене яр уçрăм.

 

Шăлса çамка çинчи тара

пăхатăп.

Чăн-ши ку, ара? –

ик суккăрпа чăлах иртеççĕ,

телейлĕн йăл кулса илеççĕ.

 

Парăнмасан этем хăватлă,

чăлах теме ан хăй эс, кур:

 

ура виç çыншăн пур тăваттă,

вĕсен пĕр мăшăр куç та пур.

 

Хул айĕнчи туясене

шăп çурмаран хуçса перетĕп!

Çавах ташлатăп. Халь пĕлетĕп:

парăнмасан – теме çĕнен.

Хăмла шăччи ларнă çулне...


Хăмла шăччи ларнă çулне,

урпа калчи кайнă çулне

пичке шултăркамастчĕ ман,

йӳçсе кĕрлетчĕ.

 

Пӳрт ăшшине тытнă чухне,

инкек-синкек инçе чухне

пĕр кĕреке туссемччĕ ман,

пĕтместпĕр, тетчĕç.

 

Паян та мĕн кирли умра,

инкек тени кăна çумра.

ăна та çĕнĕп эп хамах.

Куçсем хапха çинчен каймаççĕ:

ăна хăш тусĕ маларах

çитсе уçайĕ?

Пăлхар патши


Пычĕ тет пĕри пăхма

Авалхи хула тĕлне.

Пуç шăмми тухать ума

Сирнĕ майăн ун кĕлне.

 

Ылтăн-кĕмĕл япала

Тупманран кӳреннипе

Тапрĕ ячĕ малалла

Хай шăмма вăл урипе.

 

Кăлай пек леш хайхискер

Кусрĕ кайрĕ тет чылай.

Сас парать тет чип-чипер

Чарăнса ĕлкĕрнĕ май:

 

-- Тимлĕрех пăхса утсам,

Ыраттартăн ĕнсене.

Çын шăмми-çке эп, ачам,

Тен, тăсатăн несĕлне?

 

Тав Турра та Пӳлĕхçе:

Пиллĕх панăччĕ авал.

Патшара хам тивĕçе

Пытăм эп тытса кал-кал.

 

Çĕрĕм-шывăм тем тери

Сарăлса выртатчĕ ман.

Ют патша та хăш-пĕри

Пуç таймасăр пурăнман.

 

Паттăрччĕ ман çарăмсем,

Чыс кӳретчĕç патшана.

Арăслан пекех вĕсем

Çĕнтеретчĕç тăшмана.

 

Эпĕ хушнă сăмаха

Хирĕçсе-туса тăман,

Пĕр каварлă çич йăха

Çĕнеймен хурах тăшман.

 

Сутуçăсем çурçĕртен,

Кăнтăртан та анăçран —

Пухăнатчĕç ют çĕртен,

Малалла

Чĕре вĕрет...


Чĕре вĕрет,

вĕрет чĕре.

Çитмен çĕре

çитме чĕнет,

йывăррине

çунса çĕнет.

Вĕрет чĕре

вун çиччĕре.

 

Вĕрет чĕре,

вĕретĕр-и!

Çитмен çĕре

çитертĕр-и!

Йывăррине

çĕнтертĕр-и!

Вун çиччĕри

этем чĕри!

Сĕтел çинчи йĕрсене вуласан


1-мĕш йĕр

Аçу кĕрекинче тĕпреннĕ çăкăра

шăлма хăйса çӳп евĕр ан пăрах.

2-мĕш йĕр

Пĕри касма пĕлмен те çăкăрне

кастарнă сĕтеле те…

кăкăрне.

3-мĕш йĕр

Пурнăç çилли –

уй-хир,

çăкăр чĕлли –

сĕт.

Сăвакансем –

эпир,

ютăран

ан кĕт!

4-мĕш йĕр

Чĕнчĕ?

Лар,

кăмăл ту.

Сĕнчĕ?

Ил,

кăмăл ту.

Çук е пур –

кăмăл ту.

Сĕнчĕ –

ил,

какăр,

хур.

5-мĕшпе 6-мĕш йĕрсем

Сĕтел пушансассăн

пĕр йĕрĕ йĕрет.

Теприйĕ хавассăн

йĕлпĕрет.

7-мĕш йĕр

Çăкăр çук – пуç хыçăн,

çăкăр пур – переп.

Те эс тутă, выçă –

маншăн пурпĕрех.

8-мĕш йĕр

Хăрăк йывăç хăртăр,

çĕн хунав, тамал!

ĕмĕр типсе хăртăр

çăкăр пенĕ ал.

Малалла

Ĕмĕтĕм


Хавшак пулсан пуплевĕм

хута çырса чĕрмелĕх.

Халăх чĕлхин хĕлхемĕ

чĕресене чĕртмелĕх.

Чĕлхем пултăр вут-хĕлхем,

халăхран ăна илем.

 

Çын пуçĕнче çĕр шухăш,

çĕрĕшĕнчен пĕр тĕрĕс.

Халăх шухăш – пĕр шухăш,

вăл та пулин тĕп-тĕрĕс.

Шухăшăмра халăх пур,

çавăнпа чăн сăмах пур.

 

Куçăм сӳнсен мĕн юлĕ?

ĕмĕр сӳнми тавралăх.

Пуçăм тӳнсен мĕн юлĕ?

ĕмĕр тӳнми ман халăх!

Халăхăмран илнĕрен

пĕр-ик сăввăм юлĕ, тен.

■ Страницăсем: 1... 740 741 742 743 744 745 746 747 748 ... 796