Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Хум пӑшӑлтатӑвӗЙăмраллă ялКĕперПепке çуралсан...Çавал сарăлсанТантăшсемШăплăхри аслати

Уй-хир шур кĕрĕк тăхăнса...


Уй-хир шур кĕрĕк тăхăнса

Упа пек хĕл каçма выртсан,

Хăра-хăра кашни ирех

Тухса пăхаттăмччĕ хире:

Шăнмасть-ши вăл? Анасласа

Илмест-ши хĕвеле аса?

 

Кунсем ĕшеннĕ пек чупса

Нумайтарах канма ларсан,

Çанталăк-хыт кукар тинех

Хутма пуçлать кăмакине.

Уй-хир тарларĕ, йĕп-йĕпе.

Епле вăл чăтĕ кĕрĕкпе?

 

ăна пăрахрĕ те хывса

Тасалчĕ, типĕнчĕ çилпе.

Ун хыççăн лартрĕ тăхăнса

Сип-симĕс, тĕрĕллĕ кĕпе.

 

Каллех эп халĕ хĕвелпе

Тăрса тухатăп уй-хире.

Ыйтмасть-ши шыв? Сар кĕпепе

Кĕтсе илейĕ-ши кĕре?

Икĕ ĕмерти икĕ пурнăç


1868

Атăл шывĕ ытла таса мар-ши?

Тен, куççуль вăл? Раççей ку йĕрет.

Бурлаксем сĕтĕреççĕ мăн баржа,

Çĕр çынни суха пуç сĕтĕрет.

Хура пӳрчĕ пек хурлă чăвашшăн

Шкул уçман. Чухламасть вăл хутла.

Çĕрӳ çук пулсан турт кайса баржа,

Вăю çук пулсан тупăк чутла.

 

* * *

Инçетре аякра ватă Чĕмпĕр.

Каччă тухрĕ Кăнна Кушкинчен.

Иван Яккăльч пыма ăна чĕннĕ

Вĕрентесшĕн-мĕн хăй шутĕнчен.

 

Пурнăç алăкĕнчен кĕрекеншĕн

Çитмĕл çичĕ е çиччĕ – çавах.

Хавхаланчĕ, васкарĕ Рекеев,

Чи пуян, чи телейлĕ чăваш.

 

Кив сăхман. Çăпата. Çӳхе çĕлĕк.

Пир кĕпе. Шур хутаç. Шăлавар.

Çул çинче тĕл пулсан ăçтан пĕлĕ, –

Чи хакли ун пачах çаксем мар.

 

Унпала тăван халăх шăпийĕ,

Чăвашсен чăн малашĕ унпа.

Çав çулпа утса тухĕç çĕр пинĕн.

Анчах халь… Халĕ йывăр утма.

 

Утма мар, пурăнма та пит йывăр.

Ыранхи кун çиме çăкăр çук.

… Ма таса-ши ытла Атăл шывĕ?

Малалла

Алп-Илитвер


Çакăн пек ятпа сана пĕлеççĕ

Авалхи эрмен кĕнекинчен.

Улăп-елтĕпер тени вăл теççĕ

Хамăр чĕлхепе калас тесен.

 

Урăххи те, ахăр, пулнă пулĕ —

Пĕчĕккĕ чухне пилленĕ ят.

Сăвартан килет чăваш кун-çулĕ,

Тĕрлĕ юн хушса çунатланать.

 

Кăнтăрти чикке чипер сыхлатăн:

Тапăнса килсессĕн Капкасран

Эс хăйсен пуçне çапса салатăн,

Сехĕрленĕç эсĕ таптасран.

 

Эй, Хасар çĕршывĕн харсăр арĕ,

Сăварсен мухтавлă ертӳçи,

Аслă хан сана савса хакларĕ,

Эсĕ уншăн — чун-чĕре уççи.

 

Эсĕ уншăн — шанчăклă тĕп кӳршĕ,

Сутмăн ĕмĕрхи тăванлăха.

Сан кӳршӳ халь — елтĕпер кĕрӳшĕ,

Эс унпа туятăн танлăха.

 

Аслă хан сана чунтан ĕненĕ —

Сан ăсна хурать ялан асла.

Çĕршыври çĕршыв пек Сăвар енĕ

Пултăр тет нихçан арканмасла.

 

Халь те шарламарĕ урлă-пирлĕ

Эсĕ чăрсăр шухăшпа хĕрсен.

Эс каларăн: «Пулĕччĕ пит вирлĕ —

Хамăр та Христус тĕнне кĕрсен.

 

Кур-ха, çакă мĕн тери çĕклерĕ

Малалла

Ял тымарĕ


1

Кăçал, çулталăк вĕçленесси пĕр эрне юлсан, çитмĕл пиллĕк тултарать Семен Яковлевич, тăван ялĕнче, Канаш хутлăхĕнчи Самукварта, тахçан-тахçан, яш-кĕрĕмпе Шĕвĕр çуртĕнчи вăйă картинче юрланă-ташланă чухнехи пекех, халĕ те Яка Çумкка тесе чĕннине хăнăхнăскер. Çаплах кун хыççăн кун шăвăнса иртет те, алăкран шаккать унăн çавра юбилейĕ. Çамрăкрах вăхăтра, мĕн каласси, аллă-утмăлсенче те, хăна-вĕрле пуçтарасси, шавлă йышпа кĕрекене ларса ĕçесси-çиесси, сайра пĕрре курнăçакан хурăнташсемпе чуна уçса калаçасси илĕртсех тăнă. Халĕ вара... Халĕ вунă çул ытла чĕре чирĕпе нушаланакан, сиплевĕш çурчĕн картлашки çинчех ларакан Семен Яковлевич пĕрре те килĕштермест кĕрлевлĕ ĕçкĕ-çикĕ таврашне. Пĕртен-пĕр çывăх тăванĕ, Çĕрпӳре пурăнакан шăллĕ Михала, теплерен, çула май тенĕ пек, хăнана кĕрсен те савăнăçĕ кĕске хӳреллĕ унăн. Паллах, арăмĕпе иккĕшĕ Михалана яланах хапăлласа кĕтсе илеççĕ-ха. Сĕтел çине эрех те лартать Семен Яковлевич, хăйĕнчен вун виçĕ çул кĕçĕн шăллĕпе черкке тултарса ĕçет, вара кĕçĕн тăванне кĕреке хушшинче пĕчченех хăварса хăйне чылайранпа канлĕх паракан кивĕ диван çине кайса выртать. Этем ĕретлĕн ăсатса яраймасть Михалана. Çĕр тăршшĕпех ыйхă килменнипе шухăшласа выртсан та хăйĕншĕн кĕтмен çĕртен тенĕ пек йăтăнса аннă йывăр ыйтăва ниепле те уçăмлăн татса параймасть. Мĕнле ирттерсе ямалла-ха ăна, çут тĕнчере Яка Çумкка çитмĕл пилĕк çул пурăннине паллă тума пуçтарăнакан юбилей каçне? Пăркаланма çук. Юбилейĕ, тен, ĕмĕрти юлашки савăнăçĕ пулĕ. Эх-хе-хей, пайтах пурăнмалла-ха. Усаллине пӳлĕхçĕ сиртĕр те, юбилейччен, çак Автан çулталăкĕ хăйĕн кун хисепне тĕвĕличчен, урасене тăсса хурасси хытах шиклентерет. Чирĕ çавăн пекки Семен Яковлевичăн. Темиçе çул каярах ăна, иртнĕ ĕмĕрти чи хăрушă вăрçă тапхăрĕнче ача пуçĕпех колхозра мăннисемпе тан ĕçленĕскере, ветеран шутне кĕртрĕç. Ытти нимех те çук-ха, çапах та çăмăллăхлă йĕркепе санаторире сипленме май парать вăрçă ветеранĕ пулса тăни. Ĕмĕр тăршшĕнче çӳрекеленĕ-ха, кайса курман мар Атăл леш енчи Кăкшăма та, Хура тинĕс хĕррине те. Çавăнпа халь, май тупăннă чухне, çывăрса юлас темерĕ, арăмĕ те хӳтерсех тăчĕ, супес текен кантурта вăрăм черете тăрса путевка валеçекен пӳлĕме кĕчĕ: Кĕске пулчĕ унти сăмах.

Малалла

Сăмахĕсем Христосăн та...


Сăмахĕсем Христосăн та –

мана çынсем мĕн теччĕр!

Кирек мĕнпе пулсассăн та

чулпа кăна ан печчĕр.

 

Хăш-пĕринпе сăввăмсене

пĕр темăпах çыратăп.

Мĕн-ма ура тапас вырнне

чĕреçĕме çуратăп?

 

Эп Çеçпĕл мар, ун ĕмĕлки.

Тен, хамăн та тем пур-тăр…

Çырас тени ман ĕмĕрхи,

чĕлхемĕр чĕрĕ пултăр!

 

25.06.2007.

Эрех ĕçсессĕн эпĕ мĕн-ма-ха...


Эрех ĕçсессĕн эпĕ мĕн-ма-ха

ялан пекех тухатăп ухмаха?

Çулсем иртсен те юлăттăм хамах,

эп ӳсĕрле, леш урăллах ухмах.

 

25.06.2007.

Чăваш Енре паян çуралнă кун


Ватă Атăл-хуна

В.Ахуна – асăнса

 

Чăваш Енре паян

çуралнă кун.

Пире çĕрле

салют курма сĕнеççĕ.

Çитет хыпар,

çук пулнă-мĕн Ахун.

Салют та мар халь –

çăлтăрсем сӳнеççĕ.

 

Мĕне сиссе

ытла ӳкеççĕ-ши?

Ку – халăха пӳрни,

кĕтен кун-çул-тăр…

Çине-çинех кайсан

Ахун йышши

Пуласлăхра чăвашлăхшăн

кам çунтăр?

 

Ват Атăл пăрахать

хум хыççăн хум,

авланайман яшсем

шыва кĕреççĕ.

… Паян Чăваш çĕр-шывĕн

тунăкун.

Çĕрле çĕр тупăран

вут-хĕм переççĕ.

 

24.06.2007

Гвардеец ӳкрĕ


Пулчĕ вăйлă çапăçу кунта.

Тупăсем чĕтретрĕç сăрт-тăва,

Ирĕлми пăра вата-вата

Çавăрчĕ шарлак юханшыва.

 

Тăшмансем арканчĕç чăл та пар.

Çук, тарма юлмарĕ пĕр сукмак.

Пур енчен çунтарчĕ вут-кăвар.

Пулчĕ хĕсĕк вар та çулăмрах.

 

Фашшистсен виллисене вара

Çăтрĕ тĕпсĕр, тарăн чул çыран.

Çĕнтерӳ çывхарнă вăхăтра

Пĕр гвардеец ӳкрĕ ураран.

 

Ĕмĕрлĕх куçне хупас чухне,

Пурнăçне суран сӳнтернĕ чух,

Ыталарĕ каччă çĕр питне —

Тăшмана нихçан та парас çук.

 

Савнă вăл хĕвеллĕ çĕршыва,

Ĕçлеме юратнă ачаран.

Телейне, тата юратăва

Вăл тăшманăн мăшкăлĕ туман.

 

Вилнĕ чух та вăл чĕри çинче

Тытрĕ хаклă сăнӳкерчĕке.

Пăхрĕ çивчĕн каччă куçĕнчен

Çав ӳкерчĕкри хитре пике.

Пушаннă килĕм-çуртăм, каçарсам, каçар...


Пушаннă килĕм-çуртăм, каçарсам, каçар,

сана кая юлса асилтĕм пулĕ.

Халь каччă мар эп ĕнтĕ, - кукшаланнă ар.

Пĕр çакăнта ман кăмăлăм йăлт тулĕ.

 

Сăваплă пӳртĕмпе асамлă вырăнсем,

кунта тăванăмсен тухайнă чунĕ,

кунти тавралăхра çӳреççĕ пуль вĕсем.

Çитсессĕн вăхăт ывăлне те чĕнĕç.

 

Пурнасчĕ-ха татах та, саншăнах, аннем.

Ху ватлăхна кĕричченех куç хупрăн,

леш тĕнчере кăна, тен, канăç тупрăн.

Ман саншăн та пурнасчĕ, пурнасах теем.

Кунта мунча ларатчĕ. Пĕр ирпе унта

Турри тăвансене çĕн кайăк панă,

тем сăлтавпа çав ачанне вăл çакăнтах

ури çине лартайнă пысăк паллă.

 

Лапки пулманччĕ те ытла çӳллех,

унтан ӳксен ураçăм мăкăлтаннă.

Ларасчĕ тĕк тесе вăрçап хама каллех.

Мана, тен, Турă чăн та сакăлтанă?

 

Элкер ентешĕме, унтан Хусанкая

чылай малтан туя тыттарнă Турă.

Чăвашлăх хирĕнче юлассăм çук кая,

çырса курманччĕ-ха хальччен халтура.

 

Састашĕ ăнăçсăр. Ыйтатăп каçарма.

Малалла

Пире кăштах синкерлĕх кирлĕ...


Пире кăштах синкерлĕх кирлĕ,

унпа кăна поэзи кĕрлĕ,

юну та пулĕ хĕп-хĕрлех…

Кирлех синкерлĕх кăшт, кирлех.

 

16.06.2007.

■ Страницăсем: 1... 743 744 745 746 747 748 749 750 751 ... 796