Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Хăмăшлăха путнă кĕмĕл уйăхВĕлле хурчĕ — ылтăн хуртЙытă тĕлĕкĕÇут пайăркаЮманлăхра çапла пулнăКăра çилсем. Пĕрремĕш кĕнекеКулăшла калавсем

Кил-çурт управĕ те илемĕ...


Кил-çурт управĕ те илемĕ,

ача-пăчамăрăн телейĕ,

çумри юлташăм, кăмăлăм,

ман чун ăшшиçĕм, мăшăрăм.

Мухтав та чыс сана паян,

эс пулнăран эпир пуян!

 

7.03.1980.

Павари


Çурçĕр Кавказ тăрăхне

Пĕр вăхăт тĕпленнĕ сăвар.

Мăн асаттемĕр йăхне

Аптратнă вут-вăрçă, кăвар.

 

Пĕр ăрусен пуçĕсем

Тинкернĕ Иран куçĕнчен.

Сутăннă мулшăн вĕсем,

Ăсатнă çарсем хăйсенчен.

 

Тепĕр йышне кăнтăртан

Византи чĕнмешкĕн хавас.

Канăç курмасть вăрçăран

Пуян та илемлĕ Кавказ.

 

Тухăç тыллать кай енне,

Сикет мал енне анăç ен.

Мĕн чул-ши вутра тĕнчене

Пайланă, çунтарнă хальччен?..

 

Акă Кура айлăмне

Çĕрле шăвăнать утлă çар.

Тухрĕ тепри ун умне

Ирпе вăрмантан вăр та вар.

 

Хăвăрт палларĕç: ара,

Ют мар-мĕн — тăван-хурăнташ.

Пĕри вĕçтерет тутăра,

Çывхарчĕ хайхи вăш та ваш:

 

— Таврăнăр, упрăр пуçа!

Пуйма каякан вилнĕ тет.

Çак тăрăхра ху хуçа,

Ун мулĕ пурне те çитет.

 

Ак тырă-пулă ӳстер,

Ĕрчет выльăхна ытларах.

Пурнăн килтех чип-чипер,

Упра пурлăхна вăйлăрах.

 

Килĕ чĕнмесĕр тăшман,

Малалла

Пăхсам куçран, куçна ан тарт эс...


Пăхсам куçран, куçна ан тарт эс,

сисеп, чуну çатăлтатать.

Мĕн шухăшсем сана хăратрĕç,

мĕскер сан ыйхуна татать?

 

Сан мар, эс мар, эп хам мĕн путнă

пăтравлă шухăш авăрне,

Пурнăçăмра ăçта эп утнă,

тата çитетĕп мĕн патне?

 

Шăпаçăмран мĕнех кĕтетĕп,

ыттисем пек лăплан та лар, –

«Хваттер те, мул та тĕллев мар,

кил-йыш те тӳпе мар-ха», – тетĕп

 

«Эпир вилсен, пиртен мĕн юлĕ,

ламран лама мĕскер куçать?»

Чăнах та эп фанатик пулĕ,

пĕр шухăш çавăрать пуçа.

 

Куляннине шав пытаратăн,

мана хĕрхеннĕрен пуль çав.

Кĕтессĕр те епле пурнатăн,

вăл-ку та питĕ кирлĕ,ав…

 

Пăхсам куçран, куçна ан тарт эс,

эпир катаччине тухман.

Çул учĕсем юртаç-ха, туртĕç.

хыçра – çĕн йĕр, умра – тăман.

Хĕвел çӳçлĕ, йăлтăр путăк питĕм...


Хĕвел çӳçлĕ, йăлтăр путăк питĕм,

те асилтĕм шухă ĕмĕре,

çурхи сывлăм, тен, хускатрĕ питĕ, -

сана курнă кĕçĕр тĕлĕкре.

 

Ман çумра çĕн уйăх евĕр лартăн,

ывтăнать çупкамунти çеçке.

Алла тăсрăм çеç, юхайрăн тартăн,

çав каçсем чăнах çаплаччĕ-çке.

 

Эсĕ тин тултарнăччĕ вун çиччĕ,

эпĕ те пулманччĕ пуль ватах.

Сывласан та сывлăшăм вĕриччĕ,

карт сикеттĕм сĕртĕнсен кăштах.

 

Уйăх унтанпа миçе çĕнелчĕ,

миçе хут пуль çурăлчĕ çеçке?

Вĕри юнăм сивĕнсе кĕвелчĕ,

çамрăклăхăм çулçă тăкрĕ-çке.

 

Çумри мăшăрăм сан сăнлă питĕ,

тен, вăл мар, эс ху унăн пекрех?

Хĕвел çӳçлĕ, йăлтăр путăк питĕм,

сана курнă кĕçĕр тĕлĕкре…

 

2.04.1979.

Хĕркке


Кам пĕлмест Аттила текене!

Çак тĕнче сехмечĕн чăрсăр куçĕ

Ăшшăн пăхнă тет Хĕркке çине, —

Тен, пăлхаршăн чунĕ пулнă уçă.

 

Пулăшнах пике тăван йăха

Пурнăçра тĕрекленсе пымашкăн.

Ячĕ юлчĕ ун яланлăха,

Халĕ те вăл ырă ят хумашкăн.

Сивĕ тăмпа шурă çеçке тăкăнать...


Сивĕ тăмпа шурă çеçке тăкăнать,

йывăр çăкпа йăрă ут та такăнать.

Мăшăр тени хĕвел евĕр пултăрччĕ,

ĕмĕр-ĕмĕр пĕр пичевре пытăрччĕ.

Е тупаймăп Турă пӳрнĕ арăма? –

Пурнăç кайĕ вĕçсĕр-тĕпсĕр харама…

 

1.04.1979.

Поэт сăмахĕ


Этемĕн этемлĕхĕ,

эсĕ

пур тискер кайăксен кайăклăхне те,

вĕçен кайăксенне те,

шуса çӳрекеннисенне те –

пĕтĕмпех чаратăн,

ӳлĕмрен те чарăн,

этемĕн этемлĕхĕ.

 

Этемĕн этемлĕхĕ,

сана

çĕрпе пĕлĕт хушшинчисем,

шывпа вут амисем те

пăхăнса тăраççĕ,

этемĕн этемлĕхĕ.

 

Эс вăйлă,

эс хăватлă,

этемĕн этемлĕхĕ.

 

Пурнăç пĕлĕчĕ

вăхăт çилĕ май шăвать,

пĕр капланать те саланать,

пĕр ĕрĕхсе мала каять,

пĕр тăхланланса çĕре пусать –

çак вăя çеç чараймăн эс,

этемĕн этемлĕхĕ.

 

Этем

çĕр çинче

вучах вăйне тин çеç туять-и,

валем йĕрки саккун пулать-и

е ытларах пайне илесшĕн

тăван хăй тăванне пăвать те

пуйса,

ыттисене юра ярать –

çакна хăй вăхăтĕнче

нимĕнпе те чараймăн,

этемĕн этемлĕхĕ.

 

Эс вăйсăр та

хăватсăр,

Этемĕн этемлĕхĕ.

 

1-мĕш курăну

Малалла

Асанне-кукамай


Йышлă пулнă сумлă пикесем,

Пĕринчен тепри вĕсем сăваплă.

Мĕн тери илемлĕ ячĕсем!

Мĕн тери хăйсем мухтавлă, чаплă!

 

Манăçа тухни тата мĕн чул!

Пурпĕр çухалман вĕсен ĕç-хĕлĕ.

Выртнă вăрăм-вăрăм йывăр çул,

Шăрăхĕ çунтарнă, шăнтнă хĕлĕ.

 

Ют çĕртен хĕр илнĕ хунама,

Шухăш-кăмăл пĕрлешсе шăраннă.

Вăл вут чулĕ пулнă сыхланма,

Вăй илмешкĕн хăй мелне шыранă.

 

Юрласа сиктернĕ сăпкине,

Хăнара, ĕçре юрланă юрă.

Вĕсемех упранă чĕлхене, —

Хăйсене татах упратăр Турă.

 

Çак пуянлăх — пирĕншĕн элем,

Ĕмĕр пухнă ытарми пахалăх.

Çак пуянлăх — тĕнчери илем,

Хăй сăнне унпа кăтартĕ халăх.

 

Тухтăр чĕрĕлсе паян ума

Сумлă пикесен маттур сăнарĕ.

Тивĕç мар-çке хамăр та манма,

Хăш-пĕрне татах та асăнар-и?

Мунчине ĕнтĕ хутнă...


Мунчине ĕнтĕ хутнă,

кил çаплах тем кĕтет.

Парне тутăрĕ уртнă

эпи карчăк çитет.

 

…Çулçăсем вĕлтĕр-вĕлтĕр,

йывăçсем улача.

Хĕле хирĕç вăл килтĕр

çĕн çеçке пек ача!

Сăпкара пит чипер те,

урамра- шартлама.

Пурнăç хăй кăшт систертĕр,

çăмăл мар пурăнма…

 

Карăнать татăлсассăн

çут тĕнче.

Шăп

тăрать.

Карăнать, карăнать тĕнĕлне авассăн, –

Ах!

Çĕнĕ чун макăрать.

Юман айĕнче...


Юман айĕнче

ватăпа çамрăк канса лараççĕ тет.

Сасартăк çӳлтен

йĕкел ӳкрĕ тет.

Çамрăкки кулчĕ тет,

«Сысна апачĕ ахалех пĕтет».

Ватти ăна аякĕнчен тĕртет,

«Кунтах-çке эс ара, çи» - тет.

Çитет.

 

11.02.1979.

■ Страницăсем: 1... 746 747 748 749 750 751 752 753 754 ... 796