Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Кăвак çĕмренХуркайăк çулĕСӗве Атӑла юхса кӗрет. Пӗрремӗш кӗнекеАндрей ПеттокиЯл калавĕКатӑлнӑ уйӑхТĕлĕнтермĕш юмахсем

Тăхтасамччĕ


Тухăçран шăппăн-шăппăн утса

Шурăмпуç тухрĕ пĕлĕт хĕрне.

Ĕшнере савнине чуптуса

Пач сисмерĕм эп çĕр иртнине.

 

Хам калас тенине савнине

Калаймарăм пĕр харăс йăлтах.

Шурăмпуç, килме пирĕн енне

Тăхтасам маншăнах эс пăртак.

Эй, кам унта...


– Эй, кам унта,

эй, кам унта кăшăртатать?

– Эпи-ха ку, эпи...

– Эй, мĕн унта,

эй, мĕн унта мăшăлтатать?

– Элчел-ха ку, элчел...

– Мĕн-ма эсир кунта

пĕрле,

хĕвел тухни пулманччĕ-çке

çĕрле?

– Анчах та çĕрсĕр

ир нихçан пулман,

хĕвелĕн хыçĕнчен

каç сĕмĕ нихăçан

юлман.

Ак мĕншĕн яланах эпир

пĕрле...

 

1977, майăн 3-мĕшĕ, Шупашкар

Тĕп асаннен...


Тĕп асаннен,

тĕп асаннен тĕтĕрмелли

кăмпи,

юмланă ват юман

çăпанĕ;

тĕп асаттен,

тĕп асаттен мăн каткинче

паллашрăмăр,

эп тĕтĕмпе, эс куççульпе

туслашрăмăр.

Чĕрĕк ĕмĕртен,

чĕрĕк ĕмĕртен сана каллех

чĕртетĕп,

тĕп асаннен,

тĕп асаннен мехелĕпе

хама эп

тĕтĕретĕп.

Кун-çулăм çук,

Кун-çулăм ярăнса

юхмарĕ.

Тĕп асанне,

тĕп асанне кăмпиçĕм,

ăшри хаяр, тулти хаяр нимпе

тухмарĕ.

 

1977, майăн 3-мĕшĕ, Шупашкар

Эх!


"Эх! — терĕм эп сана курсан, —

Мĕнле пулма пĕлнех".

Чи хитрине çак пунăçран

Эс илнĕ пуль вуçех.

 

Хитре виç виç кунлăх тенине

Мантартăн çийĕнчех.

Кĕрсе эс ман чĕре варне

Тетертĕн: "Эх!" Каллех.

Йывăра ан ил


Юрататăп-кĕвĕçетĕп, —

Йывăра ан ил вуçех.

Пурнăçра-и? Пĕлтеретĕп:

Эп — пыл хурчĕ. Эс — чечек.

Сарă-сарă сар хĕвел


Сарă-сарă

сар хĕвел,

сарă-сарă

сарă чечек.

Хура-хура

хура çĕр,

хура-хура

хура çĕлен.

Сарă сăн та

хура чун, -

хура сарă

çапла тĕс.

Сан тĕсӳ-ши,

манăн-ши?

Мар пулсассăн,

камăн-ши?

 

1977, апрелĕн 16-мĕшĕ

Апрелĕн 26-мĕшĕ, Хураçырма


Поэт чĕри –

улма-йывăç хунавĕн пахчи.

Пĕринчен çынсем

хăйсен пахчисене

сыпнă улмуççи

куçараççĕ,

тепринчен çынсем

хăйсен чунĕсене

ырă шухăш хунавĕ

куçараççĕ.

Поэт чĕри –

улма-йывăç хунавĕн

пахчи.

Апрелĕн 9-мĕшĕ, Шупашкар


Чĕре тапнине савни илтнĕ чух,

ăшра капланса тулса çитнĕ чух

«Саватăп сана»-теессĕм килет,

килет те сăмах – чĕлхеçĕм çĕтлет.

 

Аннемĕр алли çӳçе сĕртĕнсен,

тутри вĕçĕпе куçне типĕтсен

«Юратнă аннем» – теессĕм килет,

калас тенĕ чух сăмахăм çĕтет.

 

Савни туйăмне упрайрăм пулсан,

аннем ăшшине хăйне тавăрсан,

ун чух тин чĕнме хăю çитерем,

«Юратнă савни», «Юратнă аннем».

 

Уй-хирĕм – савни, çĕршывăм – анне,

эп парăмсене татман хамăнне.

Епле тивĕçес-ши çак пĕр ĕмĕрте

сире пĕлтермешкĕн хĕвел-ĕмĕте?

Турхансем


Шăллăмсем хурласшăн пиччене

чĕлхи çепĕç маршăн тиркесе.

Ют çынсем сăхасшăн пĕччене

хутне кĕрекенĕ çук тесе.

 

Пурăнăçăн тути-масине

ас тиврĕмĕр эпĕр маларах.

Чи йывăрри лекет аслине,

усрĕмĕр, тен, кăштах кăрарах.

 

Характерĕпеле вăл крутта,

вăрттăнлăхне пĕр Турă пĕлет.

"Нарспи" çыраканĕ те, Пăртта,

пиччерен те крутта пулнă тет.

 

Кăра çилĕ килет-мĕн йăхран,

турхансене хывнă-мĕн пичче.

Кăтрат хан тăхăмĕ вăл, Турхан.

Лешĕнчен чĕтренĕ пур тĕнче.

 

Çерушпа Кĕркури, шăллăмсем,

туймастăр-им, хăвăр та кăра?

Çерушĕн, ав, малти шăлĕсем

Турхан-кукка шăлĕ пек сайра.

 

Ĕçкĕ-çикĕ тума, ташлама

пухăнаççĕ куршĕсем-мĕнсем.

Хуйхă килсен ăша пусарма

пурĕпĕрех кирлĕ тăвансем.

 

Пулмалла ун хивре, вăл асли,

çăхансен хушшмнче - пĕр-пĕччен.

Вĕçевре - чи çӳлти, чи ăсли:

вăл - лоэт, чăн поэт. Вăл - пичче...

 

* * *

Малалла

Кĕçĕн шăллăма


Анне пек çын, шăллăм, çук вăл тесшĕн

эп сана, çуках кунта тупма.

Тĕнчипе ун пеккисем миçен-ши

çурăлан чуна кăшт пусарма?

 

Хуйхă-суйхă пуснă çын пырать-и

хуйхи-суйхине чăтайманран,

хайĕнчен хăй хăш-пĕри тарать-и,

пил парать анне, шеллет чунран.

 

Вĕсемпе пĕрлех туять хăйне те

хăтăлнăн асаплă инкекрен.

Аннене кашнийĕ ĕненет-тĕр,

тав тăвать чунран та чĕререн.

 

Çын, тĕнче хуйхи чунне тулсассăн,

калаçма пĕр чун та юлмасан,

çурăлса чĕри каяс пулсассăн —

никама та, шăллăм, ан вăрçсам.

 

Эпĕр пулмасан, çитеймесессĕн

е килсе тухсассăн пĕтмелле,

тирпейле те, макăр, макăр эсĕ.

Йĕр, хӳхле эс эпĕр илтмелле...

■ Страницăсем: 1... 755 756 757 758 759 760 761 762 763 ... 796