Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Пăва çулĕ çинчеХĕн-хур айĕнчеТаркăнСӗве Атӑла юхса кӗрет. Иккӗмӗш кӗнекеЙытă тĕлĕкĕКайăк тусĕЯл калавĕ

Çĕрлехи тĕттĕмре...


Çĕрлехи тĕттĕмре

пĕччен çутă çунать,

çĕрлехи ял çинче

пĕччен кантăк курнать.

Мĕн шутлать,

мĕн ĕçлет-ши çав çуртăн хуçийĕ?

 

Тен, савни ячĕпе

хĕр çыру çырчĕ-ха?

Е ват амăшĕ çех

çыхать ăшă чăлха?

Мĕн шутлать,

мĕн ĕçлет-ши çав çуртăн хуçийĕ?

 

Е хăна таврашне

пухнă пулĕ ĕçме?

Тен, тепри, ман пекех

тĕмсĕлет тĕттĕме?

Мĕн шутлать,

мĕн ĕçлет-ши çав çуртăн хуçийĕ?

 

1977, октябрĕн 3-мĕшĕ, Никольское

Катаччи-ши е инçетри туй килет...


Катаччи-ши е инçетри туй килет,

шăнкăрав тĕнкĕлтетнийĕ илтĕнет?

 

Кил умне васкавлăн халăх пухăнать,

кăвар туртнă чухнехи пек курăнать.

 

Пĕр кăварĕ тухрĕ ӳкрĕ вучахран,

те турчкийĕ,

те хăех кăшт чăрсăртан,

е пĕркенчĕк айĕнчи тута

çав кăваршăн тахçан вĕркĕч пулнăран?

 

Туй ачи те ир енне ывăнса тӳнет.

Чĕринче пĕри темскер

чашлатать,

сӳнет...

 

1977, октябрĕн 3-мĕшĕ, Никольское

Ĕмĕтĕм манпа пытанмалла вылять


Куратăн-и мана,

кунтах эп,

илтетĕн-и мана,

кунтах эп.

Çулçă чăштăртатрĕ терĕн эсĕ,

эпĕ пултăм вăл,

çил уçăлтарчĕ терĕн эсĕ,

эпĕ пултăм вăл,

мĕлке терĕн эсĕ,

вăл та эпĕ пулнă.

Ĕненмесĕр тăрса итлерĕн,

шăрчăк чăрлатрĕ-ши, терĕн,

эпĕ сас патăм ăна.

çул çинчи тумхаха тапса ятăм терĕн,

мана тапса ятăн эсĕ,

утмăл турат çеçки татса илтĕм терĕн,

мана татса илтĕн эсĕ.

Кунтах эпĕ,

куратăн-и мана?

Кунтах эпĕ,

илтетĕн-и мана?

Сан умна çул тăсăлса выртнă, –

эпĕ вăл,

çăл куç çуталса выртать -

эпĕ вăл.

Çулна санне хура кушак татрĕ терĕн,

эпĕ пултăм вăл.

Сана аслати хутлатрĕ,

эпĕ пултăм вăл.

Курмастăн-и мана, кунтах эпĕ,

акă

шăнкăрав курăкĕнчен пуçа кăлартăм.

Ăçта тетне?

Пытантăм,

вуллине çеç чӳхентерсе хăвартăм.

Эп сан хыçрах,

эп сан умрах,

эп сан çумрах,

эп сан ăшунтах

çӳретĕп.

Телей те,

хур та

пĕр эпех

кӳретĕп.

Малалла

Пукра


Укахви аппа район центрĕнче ĕçлекен ывăлĕ патне хăнана пырсан иккĕмĕш куннех тунсăхлама пуçларĕ. «Çырла пек çу кунне нимĕн тумасăр сая яратăп-çке капла! Уксах-чăлах пек, пӳртре лармалла-и вара ман?» — ӳпкелешрĕ вăл алăкăн-тĕпелĕн утнă май.

Тепĕр кунне вара, кăштах та пулсан ĕçлĕ пулас тенĕн чăланта çакăнса тăракан сурăх тирне хул хушшине хĕстерчĕ те пасаралла уттарчĕ.

Пасара çитнĕ-çитменех Укахви аппана тир пухакан агент Ухватов Унтри куршанак пек çыпçăнчĕ.

— Ку пасарта мансăр пуçне тир илекен урăх çын çук. Уçăмлă çын эпĕ, инке, уçăмлă! — çине-çинех кăшкăрчĕ Ухватов. Хăй çавăнтах кӳпшек аллипе Укахви аппан хул хушшинчи сурăх тирне туртса та илчĕ.

— Высши сорт! — терĕ Унтри тире кутăн-пуçăн çавăркаласа.

Укахви аппан куçĕсенче кăмăллă кулă çиçсе илчĕ. Унăн ывăлĕ Никандр хăй ĕмĕрĕнче сахал мар сурăх пуснă, тирне те çавăн чухлех сӳнĕ. Пĕр тире те пăсса сая ярас çук вăл. Епле сӳмеллине те, ăçта типĕтмеллине те лайăх пĕлет.

Унтри тире урапа çине йăпăр-япăр сарса хучĕ те ал тупанĕпе шăлкаланçи турĕ.

— Пĕрремĕш сортпа каймасть, шелмĕ! Шăп варринчен пукра шăтарнă, мур илесшĕ! Пĕр пайăрка çăм юнланнă тата...

Малалла

Эпĕ – кантăр...


Эпĕ – кантăр.

Тăван тымарăмран

татăр мана,

шăршлă пĕвене

хутăр мана.

Пулса çитсен

тыллăр,

шăртлăр,

пуçа çавăрттарса

тĕртĕр.

Вара тинех шур юр çине тухса выртăп,

сăн-питĕме

хĕвел çинче шуратăп.

Эпĕ – кантăр.

Сирĕн ăшша тытакан шап-шурă

кĕпе-йĕм.

 

1977, сентябрĕн 28-мĕшĕ, Никольское

Умăмра илĕртсе çуталать чукун çул...


Умăмра илĕртсе çуталать

чукун çул,

тус-тăван, уйрăлас вăхăтсем

çитрĕ пуль.

Камăн пурччĕ унта хаярри,

çавăрас,

йӳçĕ тĕтĕм ĕмсе,

пĕреххут,

чыхăнас.

 

Умăмра илĕртсе çуталать

чукун çул,

кирлĕ мар хурланни, чун савни,

пăх та кул.

Çак çула медальсен çутипе

эп тухман,

хам чĕре еккипе утасси

тивĕç ман.

Умăмра илĕртсе çуталать

чукун çул,

ун вĕçне çитесси-тухасси

темĕн чул...

 

Тус-тăван, уйрăлас вăхăтсем

çитрĕ пуль,

кирлĕ мар апла чух ни чикар,

ни куççуль.

... Умăмра –

сивĕ ен.

Хăй çути тĕлкĕшет.

Хыçăмра

кăвайт пек

пуç тутри вĕлкĕшет.

 

Шупашкар. 1977, сентябрĕн 5-мĕшĕ

Тăван чĕлхемçĕм...


Тăван чĕлхемçĕм,

эс маншăн кăпăш çĕр,

тымар-кăвапампа санран

сĕткен илсе тăратăп.

Юратнă халăхăм,

эс маншăн ăш хĕвел,

çулçăмсене

сан еннеллле туртăнтарса саратăп.

Эп сирĕнсĕр

çумланă курăк пек,

тăм илнĕ курăк пек

хăратăп.

 

1977, августăн 2-мĕшĕ

Ӳпне выртрĕ çаврăнса...


Ӳпне выртрĕ çаврăнса

шăрт сухаллă уйĕ,

леш касра куллен сикет

çĕн хăтийĕ-туйĕ.

Кив çăва çинче ватти

качака çитерчĕ,

кӳршĕсен пуçтах ачи

шкулалла вĕçтерчĕ,

тем сиссе мăнтăр хурсем

какăлтатрĕç хытă,

шăм çисе çуталчĕ тин

касмăкри мăн йытă.

Ахăртне,

каллех кĕр çитрĕ пулмалла,

ман йышшин

ăшăрах тумтир тăхăнмалла.

 

1977, Июлĕн 26-мĕшĕ, Шупашкар

Пит хитре-çке манăн йытă, асăрханăр — çыртать хытă


Савăнăçлă эп паян. Тахçанхи ĕмĕте пурнăçларăм, лавккаран шап-шурă туфли туянтăм. Унпа утма питĕ меллĕ. Стадиона тухса вунă çухрăм та чупма пултаратăп кирлех пулсан. Тĕрĕссипе каласан пушмакăм хакла ларчĕ. Э, тепĕр тесен йӳнĕ япала халь ăçта пур?

Канмалли кун çитрĕ те хавас кăмăлпа яла вĕçтертĕм. Ара, килтисемшĕн тахçанах тунсăхласа çитрĕм. Телефонпа тăтăш пуплетпĕр-ха, анчах юнашар ларса калаçнине мĕн çиттĕр! Картише кĕрсе тăтăм çеç, мана кайăк-кĕшĕк сырса та илчĕ.

– Эй, маттурккасем. Тунсăхларăр-им? – тесе çеç ĕлкĕртĕм, хур аçи ураран сăхса илчĕ.

Ыратрĕ! Чăтайман енне пĕшкĕнсех лартăм. Ак çурăм çине автан чалт! сиксе хăпарчĕ те пуçран так тутарчĕ. Турăçăм! Куç хуралса килчĕ. Пĕтĕм вăя пухса картлашка еннелле ăнтăлтăм. Ĕлкĕреймерĕм, кăркка хăваласа çитрĕ...

Тăна кĕрсен куçа уçса ятăм та чалтах сиксе тăтăм. Хутаçран çăкăрпа батон кăларнă та авă епле юратса çиеççĕ путсĕрсем. Кучченеçе вĕсем валли илсе килменччĕ те. Кăлпассие паçăрах кӳпсе ячĕç ахăртнех. Ун пек тутлă япалана ас тивмесĕр чăтаяс çуках вĕсем. Çурăма сăтăркаласа пӳрте кĕтĕм те диван çине лаках лартăм. Ах, хама тин çын пек туя пуçларăм.

Малалла

Упрар тăван чĕлхемĕре, упрар!


Вырăспала вырăсла,

Тутарпала тутарла

Пултаратăп калаçма,

Яр уçатăп чунăма

Чĕлхем пăртак такăнсан,

Кăштах карта лармасан

Мана хатĕр пулăшма

Мана хатĕр ал пама

Вырăс тусăм вырăсла,

Тутар тусăм тутарла...

 

* * *

Эп илтетĕп çаплах Хусанкай сассине,

Вăл тăван чĕлхеме пуç тайма чĕннине.

 

* * *

Митта Ваçлейĕн юррине,

Вăл халăха ыр суннине.

Тăван чĕлхешĕн çуннине

Эпир манмастпăр ĕмĕрне!

 

* * *

Туятăп эп Ухсайра

Тăван чĕлхемĕр хăватне.

Янравлă сăвă-юрăра

Эпир яман чăваш ятне.

 

* * *

Юрий Сементере

Тус-тăванăм Сементер, —

Чĕлхемĕршĕн пĕрлешер!

 

* * *

Аристарх Дмитриева

Эс çĕклетĕн тăван чĕлхене

Çут хĕвеллĕ тĕнче тӳпине.

 

* * *

Петĕр Эйзина

Санра чăвашлăх вăйлине,

Санра чĕлхемĕр илемне

Малалла

■ Страницăсем: 1... 753 754 755 756 757 758 759 760 761 ... 796