Илле Тăхти (Илья Ефимович Ефимов) 1889 çулхи авăн уйăхĕн 16-мĕшĕнче Чăваш Рвспубликин Тăвай районĕнчи Нӳшкассинче чухăн хресчен кил-йышĕнче çуралнă. Малтан Элпуçĕнчи прихут шкулне çӳрет, унтан тăван ялти пуçламăш шкулта вĕренет, Сĕвери прихут шкулне куçать. 1903 çулта Хусанти учительсем хатĕрлекен семинарие вĕренме кĕрет. 1908-1914 çулсенче вăл Тавăтри пуçламăш шкул (Чăваш Республикин Элĕк районĕ) учителĕ. Ун хыççăн Вятка кĕпĕрнине куçса каять, çулталăкран ăна пĕрремĕш тĕнче вăрçине илеççĕ.
Октябрьти революци хыççăн Тăхти каллех халăха вĕрентес ĕçе кӳлĕнет: Шăхранти (халĕ Канаш) кăтартуллă шкулта, Çутĕç комиссариачĕн инспекторĕнче, Шупашкарти педтехникумра ĕçлет, чăваш чĕлхипе литературине вĕрентет. 1938 çулхи нарăсăн 22-мĕшĕнче Шупашкарта ӳпке чирĕпе вилнĕ.
Литература ĕçне 1905 çулта тытăннă. 1906-1907 çулсенче семинарире тухса тăнă «Шурăмпуç» ятлă алçыру журналне хутшăннă, уйрăмах йăла-йĕрке ӳкерчĕкĕсем çырнă, фольклор пухнă. 1908 çулта арифметика задачникĕ пичетлесе кăларнă, «Вутăшпа чăваш» юмах çырнă. 1911 çулта унăн «Хураç» калавĕ Хусанта «Пуян пулас килсен, ак кĕнекене ил» ятпа тухать. Çак çулах «Тавăт, Мĕлĕш, Шураç юррисем» кĕнеке кăларать. 1914-1915 çулсенче Сарапулта вырăсла тухса тăнă «Кама» хаçатра фельетонсем пичетлет. Совет саманинче сăмах ăсти «Элихун», «Колчак» тата «Самана сăвви» поэмăсем, калавсемпе повеçсем калăпланă.
Вăл çырнисем: «Суйласа илнисем» (1960), «Поэзи, проза, публицистика» (1979) кĕнекесенче пичетленнĕ.
Кĕнекесем
Хайлавĕсем
Хушма каçăсем
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...