
Денис Викторович Гордеев — Чăваш халăх çыравçи. Сăвăç, прозаик, тăлмач, драматург, Раççей писателĕсен союзĕн членĕ, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, К.Турхан ячĕллĕ преми лауреачĕ. Денис Гордеев Комсомольски районĕнчи Асанкассинче 1938 çулхи çĕртме уйăхĕн 4-мĕшĕнче çуралнă. Ялти вăтам шкултан, И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх пединститутĕнчен, Чулхулари партин аслă шкулĕнчен вĕренсе тухнă. 1961-1964 çулсенче Совет Çарĕнче хĕсметре пулнă. Ялти вăрманпром эртелĕнче, столярта, Комсомольскинчи «Октябрь ялавĕ» район хаçачĕн ответлă секретарĕнче, ялти вăтам шкулта учительте, унтан каллех тăван райхаçатăн яваплă секретарĕнче тата редактор çумĕнче, Муркашри «Çĕнтерӳ ялавĕ» райхаçат редакторĕнче, Чăваш кĕнеке издательствин директорĕнче, «Коммунизм ялавĕ» хаçатăн пай пуçлăхĕнче, Чăваш писателĕсен союзĕн правленийĕн литконсультантĕнче, СССР Литфончĕн Чăваш уйрăмĕн директорĕнче, «Тăван Атăл» журналăн пай редакторĕнче ĕçленĕ.
Кĕнекесем
Хайлавĕсем
Шухăшсем
Hoping to revitalize your website...
Your website, chuvash...
Ready to energize your website vi...
Is your website chuvash...
Get more leads for your chuvash...
Struggling with a sluggish websit...
Замечательное поэтическое творение...
Аван çырнă вăл вăхăтра ...
Кам пĕлет И...
Тĕлĕнмелле çырнă...