Георгий Фёдоров


Георгий Иосифович Федоров 1942 çулхи нарăсăн 10-мĕшĕнче Çĕмĕрле районĕнчи Патаккассинче çуралнă. Чăваш патшалăх педагогика институтĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн тĕрлĕ шкулта ачасене вĕрентнĕ, ЧАССР Министерствин канашĕ çумĕнчи ăслăлăхпа тĕпчев институчĕн сотрудникĕ пулнă. 1998 çултанпа И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче вăй хурать. Вăл — филологи ăслăлăхĕсен докторĕ, профессор, нумай тĕпчев ĕçĕсен авторĕ. Çав вăхăтрах Г.Федоров поэзире те, прозăра та ăнăçлă ĕçлет. Унăн хайлавĕсем республикăри журналсенче, ăслăлăх кĕнекисенче тăтăшах пичетленеççĕ.

Чăваш прозипе поэзийĕн аталану çулне-йĕрне тĕпченĕ май Г.Федоров нумай чăваш çыравçин пултарулăх мелĕ-меслечĕсене уçса кăтартнă.

Литературăри тата ăслăлăхри çитĕнӳсемшĕн вăл ЧР Патшалăх премине тивĕçнĕ. Ăна ЧР ăслăлăхĕн тава тивĕçлĕ деятелĕ ятне, РФ Вĕренӳ министерствин Хисеп грамотине парса чысланă.

Г.Федоровăн кĕнекисем: «Художественный мир Хв.Уяра» (1991), «Художественный мир чувашской прозы» (1996), «Сăнарлă сăмах шыравĕ» (1996), «Рондо», сăвăсем (2000), «Чăваш литератури (1945-1985 çулсем)», монографи (2004) т.ыт.те.


Хайлавĕсем