Карман-ту


Тăван енĕм Элĕк ен

Сĕм вăрманлă пулнă тет,

Çав вăрманлă çĕрсенче

Хулашсем те ларнă тет.

Хулашне нумай чухне

Сăртлă-туллă çĕрсенче,

Çырма-çатраллă варсенче

Купаласа тунă тет.

Карман-ту текен хулаш

Хурасан таврашĕнче

(Ялăн кăнтăр енĕнче)

Ларать тахçан авалах.

Ача чухне туссемпе

Чупаттăмăр хамăр та

Карман-ту хӳтлĕхĕнче

Тĕрлĕ вăйă выляма.

Вырăнĕ илемлĕскер,

Сăртлă-туллă, çӳллĕскер,

Ачасемшĕн выляма

Шăпах питĕ меллĕскер.

Ялти сумлă ватăсем

Карман-ту çинчен пĕлеç,

Тĕрлĕ-тĕрлĕ халапсем

Ачасене пĕлтереç.

Икĕ ăру хушшинче

Вăрçăсем пулнă чухне

Тахçан ĕлĕк-авалах

Купаланă çак тăва.

Карман-ту вырăнĕнче

Ларнă вăрман сарăлса.

Тăшманран хӳтĕленме 

Тăвас тенĕ çак тăва.

Пĕр енчен çăра вăрман

Хупăрланă тăшманран.

Уçă енчен канавсем

Чавса тунă салтаксем.

«Карман» сăмах чĕлхере

«Крепость», «хӳтлĕх» тет иккен.

Апла пулсан «Карман-ту»

«Хӳтĕленĕ сăрт» иккен.

Анчах та паянхи куна

Пĕр пай çеç юлнă сыхланса.

Пĕве тăвасшăн тăрăшса

Аркатнă-çке Карман-тăва.

Апла пулин те Карман-ту

Ларать паян та сарăлса.

Мăнаçлă ту, мухтавлă ту,

Ун ячĕ тăтăр янраса.

 

Халап çăлкуçĕ

Халапа Павлова Евдокия Егоровнăран, 1929-мĕш çулта Элĕк районĕнчи Тури Хурасан ялĕнче çуралнă, Петрова Алина Геннадьевна çырса илнĕ

Çавăн пекех пăхăр

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Admin (2009-11-19 22:20:30):

Лайăх сăвă хайланă, шыв юхнă евĕр вуланать.

 

инçет (2009-11-29 19:34:33):

Пĕр япала кăна ăнланмарăм - мĕнрен купаласа тунă-ши? Карман пулсан чултан е юмантан тумалла пек. Çĕртен çеç ту пек тунă-ши вара?

 

Катя) (2010-11-03 20:52:24):

питĕ илемлĕ сăвă.мана питĕ килĕшет=)

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: