Юман
Чăваш юррисенчи аваллăхпа пĕр тан,
Армак-чармакĕпе çут хĕвеле хупланă.
Ларать, сĕмленĕве путса, лаштра юман,
Ватти çитсе иртни çинчен вăл маннă.
Çĕршер çулсем хушши вĕри çилпе ĕнсе
Сив чух сăлпăранпа пиçĕхнĕскерĕн
Сăваплă пурнăç сан, сипетлĕн кĕвелсе,
Ӳтӳ çинче чулланнă çĕр сĕткенĕ.
Сад ăстинчи çĕççе курман туратусем
Мăн асатте пӳрни пек кукрашкаллă.
Турат вырăнĕнчи кив хăвăлсем
Хура çăхан йăви пулмалăх аслăланнă.
Сулмакупа пĕр тикĕс хусканса,
Эс лăпкă кун та шухăшлăн шавлатăн.
Тĕнче урсан, тымарупа туртса,
Пур таврари çĕре те хускататăн.
Çук! Пуртă мар — кун чухлĕ чыс çитсен!
Йăл çиçĕм çеç! Аслати çеç хаплаттăр!
Шатăртатса ӳксе пĕр хӳплетсен,
Çĕр чăмăрĕ кисрентĕр те ахлаттăр.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...