Мăшăр чĕкеç
Эпĕ кран машинисчĕ. Эпĕ çĕр çинче мар, сывлăшра ĕçлетĕп. Çынсем каланă салама пĕлĕтсене çывăхран калатăп, вĕсене алă тытатăп. Йăпхӳ çумăр пĕлĕчĕсем — ман кӳршĕсем. Вĕсем кабинă çумĕнченех йĕслесе иртеççĕ, мана ырлăх-сывлăх, ăнăçу сунаççĕ. Юрататăп эпĕ вĕсене, кăмăллăн кулса ăсататăп вĕсене.
Кайăксем — ман тăвансем. Хăрамаççĕ вĕсем манран, кашни хăйĕн юррине юрласа савăнтарать. Ман çийĕн кунне вăтăр-хĕрăх ушкăн кайăк хур карти карталанса иртет. Хачă пек, икĕ юплĕ вĕсем. «Кайри — мала, малти — кая!» — теместĕп эпĕ вĕсене. Çынсене çеç мар, кайăксене те кӳрентерес килмест...
Эрне каярах ман пата мăшăр чĕкеç вĕренчĕ. Пĕри — пысăкраххи, амăшĕ пулмалла, тепри — пĕчĕкреххи, тĕм хура тĕкли, чĕппи. Ăна питĕ юратса пăхать амĕшĕ, çунаттипе хупласа лăпкать, çăварăпе шыв ĕçтерет. Юрататăп эпĕ çак кайăксене, кабинă кантăкĕ çумне килсе ларсан, вĕсемпе çынпа калаçнă пекех шăкăлтатса калаçатăп.
Анчах çак мăшăр кайăка манăн темшĕн хĕрхенес килет. Вĕсем çине пăхатăп та эпĕ шухăша путатăп: ашшĕ ăçта çӳрет-ши? Чирлесе вилмен-ши? Аслати çапман-ши?
Çак чĕкеçсен кăмăлĕ лайăх. Эпă калаçнине вĕсем шăппăн итлесе лараççĕ, ман çине ăшшăн пăхаççĕ, тем чĕвĕлтетеççĕ, вара вĕçсе каяççĕ. Каллех таврăнаççĕ.
Кран çинче эпĕ хама чăн паттăр пек, çĕр çинчи ĕçсене тӳперен ертсе пынă пек туятăп. Çумăмра, лăпкă кунсенче те, çил шăхăрать, куç умăнче аслă Атăл хум сиктерсе юхать.
Халĕ эпĕ хула строителĕсем валли баржă çинчен хăмăртарах тĕслĕ вак чул пушататăп. Кунта, пирĕн патра, ун йышши чул çук. Хаклă вăл. Ăна инçетрен кӳрсе килеççĕ.
Ĕçе сакăр сехет тĕлне çитмелле манăн. Ирсерен апат çисе, тумланса тухатăп та вара, уçă сывлăша кăкăр тулли сывласа, васкамасăр утатăп...
Çав ир эпĕ килтен ултă сехет иртсенех тухрăм. Стройтрестсенчен пĕринче вак чул çитменни хытă сисĕнетчĕ. Çавăнпа та мана управляющи ĕçе иртерех тухма ыйтрĕ. Эпĕ килĕшрĕм.
Çул çинче ирхи сывлăш сиплĕхĕнче чечек саракан капăр садсем çине пăхса пытăм. Улмуççисем шап-шурă. Сирень те чечек çыххине салтнă: кăн-кăвак. Çăка та çулçă кăларнă, ытти йывăçсем те ем-ешĕл. Ырă, чăнахах та ырă...
Пирĕн хулара Атăл хĕрри питĕ илемлĕ. Рет-рет газонсенче тем тĕрлĕ чечек: хĕрли, сарри, йăмăххи... Ячĕсене пĕлсе çитеймĕн! Чечек хуçалăхĕнчисем валли çуркунне ĕç пайтах. Вĕсем кунта ирех тухнă, газонри чечексене тахçанах шăварнă. Ретсем хушшинчи тăпра тĕм хура, нӳрĕ, авă. Халĕ чечексене сайралатма пуçланă.
Атăл хĕрринче, сывлăша шыв-ахах пĕрĕхтерекен фонтанран инçех мар, эпĕ юратнă вырăн — автобус чарăнакаи вырăн пур. Кунта кунне мĕн чухлĕ çын автобуспа иртсе çӳремест-ши!
Автобус чарăнакан вырăнсем вĕсем — çынсем автобус çине ларса ĕçе каймалли вырăнсем çеç мар, савнă хĕрпе каччăн тĕлпулу вырăнĕ те, инçетрен килекен телее кĕтсе илмелли, инкеке ăсатмалли вырăнсем те... Çавăнпа эпĕ çав вырăнсенче тăракан çынсем çине, унта анса юлакансем çине шухăша путарах пăхатăп.
Автобус кĕтекенсем йышлăнччĕ. Çанталăк çумăра систернине кура, хăшĕсем алла сунчак тытнă, хăшĕсем плащ тăхăннă. Ăна-кăна шутламасăр çӳхе тухнисем те пур.
Ушкăнра эпĕ вăтăр-вăтăр пилĕк çулсене çитнĕ тĕм хура çӳçлĕ хĕрарăма асăрхарăм. Çийĕнче — хăмăр кĕпе, сулахай аллипе плащ тытнĕ. Сылтăм аллинче — чечек çыххи.
Эпĕ патарах пы рса тăтăм. Куçĕсем хĕрарăмăн тексĕмрех симĕс, вĕсем мана темĕнле салху куçсем пек туйăнчĕç.
Хĕрарăм пĕччен мар. Ун умăнче пилăк-ултă çулсенчи арçын ача тăрать. Ывăлĕ, ахĕртнех. Хăй пекех, тĕм хура çӳçлĕ вăл. Чечек çыххине сулахай аллине куçарчĕ те амăшĕ ăна пуçĕнчен лăп-лăп лăпкаса илчĕ.
— Çухатмарăн-и?
— Çухатман, — амăшĕ енне çаврăнса, сылтăм ывçине уçса кăтартрĕ ывăлă. — Акă, кунтах.
Ача аллинче эпĕ икĕ пуслăх пăхăр укçа куртăм.
Вăл вара аллине чăмăртарĕ те каллех амăшĕ умне тăчĕ.
— Асту, Толик, эсĕ хăвăрт, — терĕ хĕрарăм унтан.
— Илтетĕп. Эпĕ вăшт-вашт анчах.
Çул çинче автобус курăнчĕ. Ывăлĕпе амăшĕ çынсем умне маларах тухса тăчĕç. Хăрарăм ачине аллинчен тытрĕ.
— Ан васка, Толик, ан васка. Автобус айне лекĕн...
Автобус чарăнчĕ те, алăк уçăлнă-уçăлманах, ача унта вирхĕнсе кĕчĕ, ывçинчи икĕ пуслăх укçана çынсене кăтартрĕ те кассăна сиктерчĕ. Вара малти алăкран çăмăллăн ыткăнса тухрĕ, амăшĕ патне чупса пычĕ.
— Пулчĕ те, вăшт-вашт анчах, — терĕ вăл хавассăн кулса.
— Маттур, Толик, — ывăлне каллех пуçĕнчен лăпкарĕ амăшĕ. Унтан хăй çывăхне пырса тăнă хĕрарăма çапла каларĕ: — Кунта автобуспа килнĕ чух Толике пĕрер-икшер пуслисем икĕ билетлăх панăччĕ те, васканипе-ши, кассăна пурне те ярайман вăл. Автобусран антăмăр та: «Анне, манăн икĕ пусă кĕсъерех юлнă, эпă асăрхаман», — тет. Халă çав автобуса кĕтсе илтĕмĕр те, укçа ярса тухрĕ-ха.
— Апла-и... Епле пурăнатăр? — ыйтрĕ ăна итлесе тăнă хĕрарăм. Палланăскер пулчĕ пулас.
— Аванах пурăнатпăр-ха.. Толик ӳсет авă... Садике çӳрет.
— Ашшă сăнлах вăл санăн, Вера, — илтĕнчĕ хĕрарăм сасси.
— Çапла, каснă-лартнă ашшĕ, — тулли кăмăлпа тавăрчĕ Толик амăшă, куçĕсем симĕс хĕлхем сапрĕç унăн — Пичĕ-куçĕ те, тути-çăварĕ те...
Хĕрарăм малтан кăштах чĕнмесĕр тăчĕ, Толик амăшĕ çине темĕн шухăша путнă пекрех пăхрĕ, вара çапла ыйтрĕ:
— Халĕ ăçта çул тытатăр?
— Пристане. Пăрахут кĕтетпăр-ха...
Эпĕ сехет çине пăхса илтĕм те, хам автобус чарăнакан вырăнта вунă минут ытла ирттернинчен тĕлĕнсе, Атăл хĕррине васкарăм. Толикпе амăшĕ те çул урлă каçрĕç. Анчах вĕсем ман çулпа пымарĕç, пристань еннелле кайрĕç.
Кран çинче мăшăр чĕкеçе куртăм. Вĕсене сывлăх сунтăм та ĕçлеме тытăнтăм. «Пăрахут кĕтетпăр, терĕç», — аса илтĕм Толикпа амăшне. Вара пристань енне пăхрăм та акă мен куртăм. Дебаркадер çумне икĕ палубăллă «Суворовец» пăрахут пырса чарăнчĕ. Ан тив, чим-ха, Толикпе амăшĕ мар-и? Çавсем!
Мостик çине хăпарчĕç те вĕсем калитана чечек çыххи пачĕç, алă тытрĕç. Унтан тем каларĕç пулмалла, кăштах тытăнса тăчăç, ал сулса каялла анчĕç. Кайран эпĕ вĕсене Атăл хĕрринчи тӳпем вырăнта тăнине асăрхарăм. Икĕ çырана хум чуптарса çула тухакан пăрахута алă сулса ăсатрĕç...
Икă-виçĕ эрнерен Толикпе амăшне эпĕ каллех Атăл хĕрринче куртăм. Малтанхи пекех, амăш çийĕнче — хăмăр кĕпеччĕ, аллинче — чечек çыххи. Чăлт шурă кĕпе тăхăннă Толик фонтан патне пынă та çилпе инçете вĕçсе саланакан шыв тумламĕсене ывăç тупанĕ çине пухать.
Эпĕ, ĕçе каяканскерех, çывăхри тенкел çине пырса лартăм, — ĕç пуçланиччен вăхăт сахал марччĕ.
Толик хĕвел çинче тĕрлĕ тĕспе йăлкăшса çиçекен шыв тумламĕсем çине ытарайми пăхрĕ.
— Кур-ха, анне, тырă çумăрĕ çунă чухнехи пекех. Кур-ха, кур! — Йĕкĕр ывçине пухăнакан шыва çине-çинех çӳлелле сапрĕ вăл, — Тырă çумăрĕ пекех!.. Çумăр, хĕвел — пĕтĕмпех пĕрле!
— Тырă çумăрĕ тетĕн? Камран илтнă вара эсĕ ун çинчен? — Толик пичĕ çинĕ сирпĕнсе тулнă тумламсене алă тутрипе шăлсă типĕтрĕ амăшĕ.
— Асаннерен илтнĕ. Ялта. Атте ман пек пĕчĕк чух тырă çумăрĕ айăн чупма юратнă.
— Чăнах-и?
— Чăнах, анне.
— Хă, эпĕ пуçласа илтетĕп. Аçу мана кун çинчен каламан, Толик.
— Мана асанне каларĕ. Анчах хăçан çăвать вăл, çав тырă çумăрĕ, ăна пĕлместĕп.
— Шăпах хальхи вăхăтра, çуркунне, çу пуçламăшĕнче, — хуравларĕ амăшĕ.
— Çук-çке, çумасть ав, — янкăр тăрă тӳпенелле кăтартрĕ ача.
— Килĕ-ха, ывăлăм, çăвĕ....
— Вара, эпĕ те, атте пек, ун айĕнче чупатăп! Çапла-и? — хавхаланчĕ Толик. — Пы-ы-сăк пулатăп. Сана йăтса çӳреме пуçлатăп.
Амăшă кулса илчĕ. Шăлĕсем унăн шăкăр тикăс, таса.
— Эсĕ атте сана йăтсах çӳретчĕ тетĕн-иç. — Çаплах чарăнмарĕ ывăлĕ, — Тетĕн-иç.
— Йăтса çӳренĕ пекех çӳретчĕ.
— Ĕçе те йăтсах каятчĕ-и?
Амăшĕ каллех кулчĕ.
— Кун пек шухăшсем ăçтан çуралчĕç санăн паян, Толик? Тĕлĕнтеретĕн, — ывăлне аллинчен тытрĕ те ман çывăхри тенкел çине лартрĕ амăшĕ. — Ĕçе ăсатса яратчĕ, кĕтсе илетчĕ. Ăнланатăн-и?
— Ăнланатăп...
Ача çаплах чĕвĕлтетрĕ.
— Сана атте чи-чи хакли — телей парнеленĕ, тетĕн. Çапла-и, анне?
— Çапла, Талик, телей парнеленĕ.
— Мана — карттус. Матрос карттусĕ. Çапла-и?
— Çапла, ывăлăм. Сана та телей парнеленĕ. Пире иксĕмĕре те вĕл пĕр пы-ы-сăк телей парнеленĕ.
— Мĕнлерех вăл телей, анне?
— Тĕлĕнтеретĕн эсĕ, Толик. Ӳссен, йăлтах ăнланăн-ха акă...
— Атте пек ӳссен-и?
— Аçу пек ӳссен, пы-ы-сăк пулсан...
— Пирĕн атте чи-чи лайăх çын, тетĕн эсĕ.
— Çапла, чи-чи лайăх çын.
— Вăл пуринчен те пысăк-и?
— Пуринчен те пысăк.
— Эпĕ пĕчĕккĕ, — салхуланчĕ Толик, хăй çӳллĕшне виçнĕ пек, çывăхри акаци тĕмĕ айне кайса тăчĕ.
Амăшĕ ман еннелле пăхрĕ, чипер пухса тирпейленĕ чечек çыххине илчĕ, аллине ывăлĕ енне тăсрĕ.
— Кил, утăпăр, Толик. Кĕçех пăрахут çитмелле...
Вĕсем пристань еннелле тăрса утрĕç. Пĕчĕк Толик амăшĕнчен маларах ирте-ирте чупрĕ, темĕн калаçрĕ пулмалла. Часах пристане анакан пусма çине кĕчĕç те вĕсем — ман куçран çухалчĕç.
Кран çинчен вара каллех иртнĕ ӳкерчĕке куртăм. Пăрахут çитсе чарăнчĕ те (халĕ ĕнтĕ урăх пăрахутчĕ), Толикпе амĕшĕ мостик çине хăпарчăç, капитана алă тытрĕç, чечек пачĕç, анчĕç. Унтан, малтанхи пекех, тӳпем вырăна тăрса, пăрахута алă сулса ăсатрĕç.
Вăхăт шурĕ. Ман пата çаплах мăшăр чĕкеç вĕçсе килчĕ. Эпĕ вĕсене çăкăр тĕпретсе патăм. Пăхса килентĕм. Мăшăр чĕкеçе асилтерекен Толикпе амăшĕ те куç умĕнчен каймарĕç. Пĕррехинче, ĕçе кайнă чух, çак тăлĕнтермĕш çынсене каллех куртăм эпĕ, вара тӳсеймерĕм — паллашас шутпа çапла ыйтрăм:
— Чечекне сутмастăр-и? — терĕм.
Хĕрарăм ман çине лăпкăн пăхрĕ:
— Сутма илмен, сутмастпăр, — терĕ.
— Атте валли илнĕ, — çепĕç сассипе хушса хучĕ Толик.
— Эппин...
Урăх калаçаймарăм. Пăрахут килнине асăрхарĕç те вĕсем уттине хăвăртлатрĕç.
Кун хыççăн вĕсем Атăл хĕррине килме пăрахрĕç, таçта çухалчĕç. Пĕрре курма хăнăхнă йăлапа Толикпе амăшне эпĕ, çынсем хĕвел тухасса, çумăр çăвасса кĕтнĕ пекех, кĕтрĕм. Анчах вĕсем килмерĕç те килмерĕç.
Эрне иртрĕ, иккĕ, виççĕ... Вĕсене курас шанчăк, шыври хум ерипен ирĕлсе саланнĕ пек, çухалнăçем çухалса пычĕ. Анчах пĕррехинче... пĕррехинче вара ĕçе кайма хваттертен тухрăм та кĕçех кăшкăрса яраттăм: мана хирĕç Толик килет!
— Толик, эсĕ-и?
— Эпĕ.
— Епле лекнĕ эсĕ кунта?
— Эпĕр кунта пурăнатпăр...
— Кунта?
— Кунта.
— Ĕнер хваттере куçнă, терĕç. Эсир куçнă-и?
— Эпĕр.
Вăл алăка уçрĕ те кĕрсе кайрĕ, шурă беретне çеç тĕртĕнсе юлма ĕлкĕртĕм.
Çав хушă ĕç нумай пулчĕ манăн. Инçетри управление командировкăна ячĕç. Унта кран машинисчĕ çитместчĕ. Эрне ĕçлерĕм. Мăшăр чĕкеçе, Толикпе амăшне, час-часах аса илтĕм, манмарăм.
Акă эпĕ каллех килте. Ĕçе пуçтарăннăччĕ — арăм тытса чарчĕ.
— Пĕлетĕн-и, пирĕн пата тĕлĕнтермĕш хĕрарăм куçса килнĕ.
— Ачаллă, хăраххăн хĕрарăм-и? — Толикпе амăшне аса илсе ыйтрăм эпĕ.
— Çапла.
— Пĕлетĕп эпĕ ăна. Ачи Толик ятлă. Çапла-и?
— Çапла, — тĕлĕнерех калаçрĕ арăм.
— Астăватăн-и? Автобус... Икĕ пуслăх укçа...
— Çавсем-и?!
— Тĕлĕнтермĕш, терĕн. Мĕншĕн тĕлĕнтермĕш пек сан шутпа çав хĕрарăм?
— Ара, час-часах чечек йăтса çӳренине куратăп та...
Арăма эпĕ Толикпе амăшĕ пăрахут капитанĕсене чечек пани çинчен каламанччĕ.
— Чăн та тĕлĕнтермĕш, — килĕшрĕм эпĕ. — Ăнланса çитейместĕп эпĕ хам та.
— Тĕлĕнтермĕш те лайăх хĕрарăм, — терĕ вара арăм. — Эпĕ унпа паллашма ĕлкĕртĕм те. Çемçен калаçать, кулмасăр. Çынна итлеме пĕлет. Пирĕн патран кĕпе çумашкăн таз илсе кайрĕ... Пичке... Сăра тумалла, тет-и...
Ирхине пирĕн пата Толик чупса пычĕ. Чăлт шурă кĕпе, тĕм хура шĕлавар тăхăннă хăй. Пуçĕнче — шалпар бескозыркă.
— Салам, матрос! — терĕм эпĕ Толике, шӳтлерех алă тытса. — Епле пурăнатĕн?
— Лайăхах, тете. Мана кунта анне ячĕ. Сире...
Анчах каласа пĕтереймерĕ вăл, — алăка шакканă сасă илтĕнчĕ. Толик амăшĕ кĕчĕ.
— Сире калама ĕлкĕрчĕ-и вăл, ĕлкĕреймерĕ-и... Паян пирĕн Толикăн çуралнă кунĕ. Çичĕ сехет тĕлне пыма чĕнетпĕр.
— Пыма чĕнетпĕр, — амăшĕ сăмахĕсемпех каларĕ Толик те.
Унтан Толик амăшĕ ман çине пăхрĕ те тĕлĕннĕ пек пулчĕ.
— Эпĕ сире таçта курнă пек...
— Курнă. Астăватăр-и, Атăл хĕрри...
— Ах, чăн та, аса илтĕм, астурăм, — терĕ вара хыпăннă çын сассипе — Астурăм.
Вăл кăштах хĕрелнĕ пек пулчĕ.
— Пырар вара, темиçе ан чĕнтнрĕр. Урăх никам та пулмасть. Толик асламăшĕ, эсир... Пырăр.
— Пыратпăр, пыратпăрах, — терĕм эпĕ.
Пирĕн пӳрт общежити майлă. Алăкран кĕретĕн те, — икĕ еннелле вăрăм коридор тăсăлать. Кухньă çирĕм çемьене — пĕрре. Çынсем ĕçе кайнă, ĕçрен килнĕ вăхăтсенче унта краççын шăрши сăмсана çурать. Хĕрарăмсем, ăмăртмалла тенĕ пек, керогазпа апат пĕçереççĕ, чашăк-тирĕк çума шыв ăшăтаççĕ. Коридорта кунĕпех аслати кĕрленĕ пек сасă кĕмсĕртетсе тăрать. Ачасем пĕр-пĕринпе тупăшса чупаççĕ, шавлаççĕ, çухăрашаççĕ, макăраççĕ.
Коридор ик енĕпе — хваттĕрсем. Кухньăран, çывăрмалли пӳлĕмрен, залран туалетран тăракан чăн-чăн хваттерсем мар вĕсем — пӳлĕмсем çеç; хамăр, пĕрре вĕреннĕ те, — хваттер, тетпĕр.
Толиксен хваттерĕ, алăкран кĕрсен, — сылтăм енче.
— Ак, килтĕр-ха!.. Питĕ савăнăтăп! — хыпăнса ӳкрĕ Вера эпир кĕнĕ-кĕменех. — Иртсе ларăр, кунтарах ларăр, — пире сĕтел хушшине лартрĕ вăл.
Сĕтел çинче — апат-çимĕç. Тăпăрчă, шаритленĕ çăмарта, чăкăт, сыр касса хунă. Услам çу.
Часах пӳлĕме туллирех кĕлеткеллĕ карчăк кĕчĕ. Пичĕ пĕркеленнĕ унăн, çӳçĕ шурă юр витнĕ пек шуралнă.
— Толик асламăшĕ, ман апи, — паллаштарчĕ пире Вера. — Эсĕр килессе пĕлет вăл, каласа патăм. Почтальон-ха вăл пирĕн паян. Акă, халĕ те Толик валли çыру илсе килчĕ.
Кил хуçи пирĕн стакансене сăра тултарчĕ.
— Пуçлăпăр, ĕçер...
Толик асламăшĕ панă виçĕ кĕтеслĕ çырăва илчĕ те хĕпĕртесе ӳкрĕ, амăшĕ патне чупса пычĕ.
— Анне, вула, вула, вула.
— Çынсене ĕçме пар-ха, ан шавла, Толик,— лăплантарчĕ ăна амăшĕ. — Вулатăп, вулатăп, вулатăп.
Унтан çырăва илчĕ те вулама пуçларĕ.
— «Юратнă ывăлăм, Толик. Сана çуралнă кун ячĕпе хыттăн чуптăватăп. Ултă çул çине пусатăн, эппин. Ӳс, ман пекех, пысăк çын пул. Сана чунтан юратса кĕпе парнелетĕп. Таса тыт ăна, тирпейлĕ упра. Аннӳне, пирĕн хаклă çынна, итле. Яланах тĕрĕсе, ырра вĕрентет вăл сана. Ăнланатăн-и? Мана ырми кĕтетĕн пулĕ, ывăлăм? Ман та сана тӳсме çук курас килекен пулчĕ. Службă пĕтсен, çитетĕп-ха, акă. Пăрахутпа пыратăп. Сана хыттăн ыталатăп, юратса чуптăватăп. Аçу».
Хĕпĕртесе ӳкнипе Толик, ниçта кайса кĕме пĕлмесĕр, пĕр вырăнта тĕпĕртетсе çаврăнчĕ.
Амăшĕ ăна хитре тăрĕленĕ кĕпе тыттарчĕ.
Эпир тĕлĕнерех пăхса лартăмăр.
Толик кĕпене илчĕ те малтан амăшĕ ытамне, унтан асламăшĕ ытамне кĕрсе ӳкрĕ, ачашланчĕ.
Ман арăм та Толике парнелĕх илнĕ шăлаварпа майка пачĕ.
— Парнешĕн мĕн каламалла-ха? — Толик çине пăхса ыйтрĕ амĕшĕ.
— Спасибă, — именерех ответлерĕ ывăлĕ. Вара пирĕн енне çаврăнчĕ те: — Спасибă, — терĕ.
Амăшĕ черккесене эрех тултарчĕ, пира тытма сĕнчĕ. Тытрăмăр та — сĕтел çинче ытлашши черкке юлнине асăрхарăм эпĕ.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...