Çул хуçи
— Коля, паян пирĕн пата виçĕ шакла пуçлă çын килчĕç. Ылтăн шăлсемпе. Куçĕсем сиввĕн тата шăнтса ямалла пăхаççĕ. Пĕр сехете яхăн сана кĕтсе ларчĕç, — ятлаçма пуçларĕ Валя, упăшки алăк урлă каçсанах. — Мĕнле çынсемпе эсĕ çыхлантăн-ши?
— Мĕнле шакла çынсем, мĕнле ылтăн шăлсем? — тĕлĕнсе тата хăраса ыйтрĕ Николай, милици капитанĕ. — Кӳрентермерĕç-и?
— Çук. Уншăн шикленме кирлĕ мар. Нимле япăх сăмах та калама пултараймастăп. Питĕ йĕркеллĕ калаçрĕç.Тата вазăри чечексене куратăн-и? Кашни чечекĕ çирĕм пилĕк тенкĕрен кая тăмасть. Пĕтĕмĕшле вун çичĕ чечек. Кун пек чечексене эсĕ мана вун икĕ çул пĕрле пурăнатпăр пулин те, парнелемен. Эпĕ илесшĕн марччĕ, пĕри, хăйне Паххан ятлă текенни, Николай Сергеевич пире лайăх пĕлет терĕ. Ăна тата унăн çемйине хисеплесе парнелетпĕр терĕ.
— Миçе чечек терĕн? Вун çиччĕ?! Розăсем? — тарăннăн шухăшласа ыйтрĕ Микулай.
— Вун çиччĕ, вун çиччĕ. Розăсем, розăсем, — хуравларĕ Валентина.
Микулай аттисене хывнă хыççăн, васкамасăр китĕлне вешăлка çине çакрĕ, çӳçне турарĕ, ваннăна кайса пит-куçне, аллине çурĕ. Мăшăрĕ патне питĕ çывăххăн пырса 20-30 çеккунт пăхса тăчĕ те йăл кулса ыталаса илчĕ.
— Юратнă мăшăрăм! Вуçех те хăрама кирлĕ мар. Вĕсем мана тав тума килнĕ.
— Тĕрмере ларнă çынсемпе мĕнле ĕçсем пулма пултараççĕ. Хăçантанпа милици капитанĕ çакăн пек çынсемпе туслашма пуçланă? — хăй тĕлĕннине пытармасăр ыйтрĕ Валя.
— Валя, кăштах малтан апатланар-и? Ун хыççăн ку çынсен историне каласа парăп. Юрать-и? — тата çемçерех хуравларĕ Микулай. — Ăçта пирĕн профессорсем?
Тепĕр пӳлĕмĕнчен унăн икĕ ывăлĕ тухрĕç. Ваççа, тăххăрмĕш класра вĕренекенни, пит-сăнĕпе тăп-тăр ашшĕ, анчах та ашшĕ ĕçне чăтма пултараймасть. Кĕркури, кĕçĕнни, çиччĕмĕш класра вĕренекенни, ашшĕнчен шĕвĕр сăмси кăна, ыттисем пурте амăшĕн, милицин пĕтĕм ĕçне чунран кăмăллаканни.
— Атте, айтăр апат çийер те каласа паран. Юрать-и? — ыйтрĕ Кĕркури.
Микулай çемйи темшĕн ашшĕсĕр каçхи апата ларма хăнăхман. Уншăн вăл ятласа та пăхрĕ, йĕркеллĕ калаçса та. Çук, çемйе милици капитанĕпе килĕшмерĕ. Ашшĕ çĕрле кăна таврăнсан вара сĕтел хушшине лармасăрах çывăрма выртаççĕ. Мĕн тăвас тен, милици çемйи.
Каçхи апат калаçусăр иртрĕ. Пĕр сăмахсăр чашăк-кашăксене те çурĕç.
Шăппăн зала пухăнса ларчĕç.
— Вот, Валя, эсĕ каларăн, вун çичĕ чечек тесе, — ăшшăн пăхрĕ Микулай хăйĕн арăмĕ çине. — Истори çак числоран пуçланать те. Ака уйăхĕн вун çиччĕмĕшĕнче, икĕ çул каялла, çак виçĕ килнĕ çынсем Улатăр хулине хăнана кайма тухнă. Вĕсен тăхăр сехет каçхине юлташĕсем патне çитмелле пулнă. Çук, вĕсем çул правилисемпе хирĕçмен, нимле уголовнăй преступлени те туман. Скороçне те ӳстермен. Красноармейски еннелле каякан çул патне çитес умĕн вĕсен çулĕ çине пĕр ӳсĕр çын тухнă. Шоферĕ, сана эпĕ Паххан текенни, çак ӳсĕр çынна таптаса каять. Пахханĕ, аварине лекнĕ çынна пулăшас,тет. Анчах та ытти лараканнисем, ăна санăн айăп çук тесе, ку ĕçе тутармаççĕ, Улатăр еннелле васкатаççĕ. Тата таптанине никам та курман теççĕ. Пахханĕ вĕсен ĕнентерĕвĕсемпе килĕшет. Аманнă çынна пулăшусăр хăвараççĕ.
Тепĕр çур сехетрен вилме пуçланă çынна Красноармейскинчи çул-йĕр хăрушăсăрлăх пайĕнче ĕçлекенсем тупаççĕ. Аварине лекнĕ çын, тăнне çухатас умĕн, номерĕн юлашки числине калама ĕлкĕрет тата машинă тĕсне пĕлтерет. Шутлăр, авари вун тăхăр сехет те хĕрĕх минутра пулнă, çирĕм сехет те вăтăр пилĕк минутра мана пĕлтереççĕ. Эпĕ вăл вăхăтра ĕçре пулнă. Манăн компьютер çинче Республикăри пĕтĕм машинăн номĕрĕсем, тĕсĕсемпе.
Эпĕ, паллах, юлашки тăххăрмĕш номерлĕ машинăсене пăхрăм. Ун пеккисем вун çиччĕ пулчĕç. Каллех вун çиччĕ. Шурă машинăсем улттă. Тӳрех постсене пĕлтертĕмĕр. Улатăра çитес умĕн, пĕр çирĕм километрта, çак машинăна тупрăмăр.
— Çавăншăн сана тав тумалла-ши вара? — ыйтрĕ аслă ывăлĕ.
— Тĕрĕс, пĕр енчен тав тумалла мар пек. Анчах та ĕмĕрĕпе чĕрере çакăн пек йывăр чул йăтса çӳресси тата та йывăртарах пулмалла. Чăннипех, аманнă çынна пăрахса хăварнăшăн вĕсем статьясем илчĕç. Суд пулнă хыççăн пĕри ман çине кашкăр çине пăхнă пек пăхрĕ. Икĕ çул иртрĕ. Апла пулсан вĕсем тĕрмерен тухнă. Чечексемпе килчĕç пулсан, вĕсем манăн ĕçе хакланине пĕлтерет. Тав туни мана савăнтарать, эппин, эпĕ те кирлĕ çын иккен. Тĕрĕс-и?
— Аманнă çынни вилсе кайнă-ши вара? — татах ыйтрĕ Ваççа.
— Тавах турра, вилмен. Виçĕ уйăх пульницăра выртрĕ. Халĕ çулталăк ытла заводра ĕçлет.
— Эпĕ эсĕ рецидивистсемпе çыхланса кайнă тесе. Чăннипех çавăн пек пулсан, юрĕ ĕнтĕ, — терĕ Валя ассăн та çăмăллăн сывласа.
Урăх ашшĕн ĕçĕ пирки калаçу пулмарĕ. Çемьере милици ĕçĕ пирки калаçма юратмаççĕ пулин те, çакăн пек аса илӳсем пулкалаççĕ.
Микулайăн çак çĕрле çывăрасси пулмарĕ. Виçĕ сехетре пилĕк минутлă готовностьпе ĕçе чĕнсе илчĕç.
— Капитан юлташ! Çĕрпӳ трактĕнче КАМАЗ машина Москвичпа çапăннă. Москвичре ларакансем, пĕтĕмĕшле виççĕн, пурте вилнĕ. КАМАЗне тупма май килмерĕ. Свидетельсем çук. Командир сире çак операцине ертсе пыма каларĕ, — пĕлтерчĕ ГИ БДД дежурнăйĕ Абрамова, милици капитанне, шырас енĕпе аслă инспектора.
— Кайрăмăр проишестви вырăнне, — хăвăрт каларĕ Микулай хăйĕнпе пĕрле ĕçлекен милиционерсене.
Çĕрпӳ тракчĕнче çулĕ аван, Шупашкартан пуçласа Чĕмпĕре çитичченех пĕр çĕмĕрĕлнĕ çул лаптăкĕ те çук. «Преступника тупма пултарăп-ши, капитан?» — хăйне хăй ыйту пачĕ Микулай. «Куракан çын пулнă пулсан аванччĕ»
Проишестви вырăнне тепĕр çур сехетрен çитрĕç. Çĕрпӳ милици инспекторĕсем мĕнле авари пулнине каласа пачĕç, вырăнне кăтартрĕç, кам айăплине пĕлтерчĕç. КАМАЗ машинăн йĕрĕ çухалнине те калама манмарĕç. Проишествине никам та курманнипе вĕçлерĕç.
— Николай Сергеевич, — ун патне пычĕ Çĕрпӳ коллеги Анатолий Иванович, — кунта пĕр интереслĕ япала пур. КАМАЗăн сылтăм урапин резини ытлах çĕнех мар. Тата пĕр вырăнта пиллĕк пуслă укçа пек шăтăк пур. Авари хыççăн вĕсем йĕр çухатас тĕллевпе, паллах ăçта та пулин халĕ ремонт тăвасси çинчен шухăшлаççĕ.
— Тавтапуç Анатолий, — терĕ те Микулай, тӳрех ГГСпа пĕтĕм милици уйрăмĕсене хăйĕн шырав шухăшĕсене пĕлтерчĕ. Çул çумĕнче ларакан машинăсене ремонт тăвакан будкăсене тĕрĕслемелле. Яла мĕнле ют КАМАЗ пынисем пулсан, ял хуçисен участковăй милиционера пĕлтермелле.
— Капитан юлташ, — устав формипе пычĕ милици сержанчĕ Абрамов патне, — каçарăр та ман шухăшпа пĕр çĕре те шăнкăравламалла мар. Преступлени тăвакан машина аякках кайман пек туйăнать. Нимле КПМра та ăна палăртман. Апла пулсан вăл машина çак çывăхри ялсенченех. Эпĕ мĕн сĕнесшĕн? Çывăхри 5-6 километр периметрта кашни яла ,кашни тĕмĕне тĕрĕслемелле.
— Маттур, сержант, ку версипе килĕшетĕп, — терĕ те капитан, камăн мĕнле квадрата тĕрĕслемелли çинчен приказ пачĕ. Чăннипех, тепĕр хĕрĕх минутран, вăрман хĕрринче преступлени тунă машинăна шыраса тупрĕç. Шоферĕ питĕ ӳсĕр иккен.
— Мĕн чул çын ӳсĕр çын аллинче руль пулнипе вилет. Миçе ачана çакăн пек ухмахсем тăлăха хăвараççĕ, — терĕ хăйĕн ăшĕнче тарăхса Николай Сергеевич.
Преступника тупни çинчен аслă начальника пĕлтерчĕ, малтан панă командăсене отбой пачĕ. Çичĕ сехетре Шупашкарта хăйĕн кабинетне кĕчĕ. «Киле кайса апат çимеллех пулĕ, тата хырăнсан та аптрамасть» — тесе машинăпа килелле ухтарчĕ.
Килте пĕтĕм çемйи ĕçе, шкула каяс умĕн йĕп çинче ларнă пек ашшĕне кĕтни курăнчĕ. Ашшĕ сыввине курсан ачисем те, мăшăрĕ те уççăн хаш! сывласа ячĕç. Паллах, çĕрле мĕн пулни çинчен калама вăхăчĕ пулмарĕ. Кил пушанса юлчĕ. Микулай васкамасăр çăвăнчĕ, хырăнчĕ, апат çирĕ. Шалаварне утюгпа якатрĕ, çĕнĕ кĕпе тăхăнчĕ те каялла ĕçе васкарĕ.
Тăхăр сехетре командир патне планеркăна çитрĕ.
— Халĕ милици капитанĕ Абрамов паян мĕнле преступника тупни çинчен каласа парĕ, — сăмах пачĕ милици полковникĕ Андреев. — Тӳрех калатăп, пур проишествине те уçма пултараймастпăр-ха. Кун пирки Николай Сергеевичăн положенийĕ лайăхрах.
Микулай, пилĕк минут çĕрлехи преступлени çинчен каланă хыççăн:»Милици полковникĕ юлташ, паянхи преступленине уçнă çĕрте манăн пултарулăх çук теме те юрать. Эпĕ милици сержантне Иванова тав тума сĕнесшĕн. Унăн версийĕпе хăвăрт преступника тупма пултартăмăр. Иванов Çĕрпӳ отделенинче ĕçлет.»
— Илтрĕр-и, мĕн калать Николай Сергеевич, çĕрĕпе преступника шырать, тупать, тав сăмахне сержанта калама ыйтать. Тавтапуçах сана Николай Сергеевич, — терĕ те командир, хăйĕн аллинчи сехетне хывса, — ку сехете эпĕ Иванова парнелесшĕн, планерка хыççăн Çĕрпӳ хулине каятăп. Маттурсем пирĕн çамрăк шыравçăсем, преступниксене пирĕн хыççăн та çăмăлах пулмĕ, — терĕ. Полковник задачăсем лартрĕ, проблемăллă ыйтусем хускатрĕ, çĕнĕ приказсемпе паллаштарчĕ.
Николай Сергеевич планерка хыççăн хăйĕн ушкăнне пухрĕ. Мĕн тăвас тетĕн, пурнăç пĕр вырăнта тăмасть. Çакă пĕр-икĕ сехетрех унăн енĕпе тата тепĕр проишестви. Пĕр вунă — вун пилĕк минут задачăсем лартнă хыççăн, унăн ушкăнĕ каллех çул çине преступниксене шырама тухса кайрĕ.
Алăкран шаккарĕç. «Уçă, кĕрĕр,» — терĕ милици капитанĕ.
Пӳлĕме виçĕ кун каялла аварине лекнĕ çын кĕчĕ. Кĕнĕ çынна курсан, Микулай прошестви мĕнле пулнине аса илчĕ.
— Сывă-и! Мĕнле пурнăçсем?
— Сывах-ха. Иртсе ларăр Иван Петрович, — саламларĕ Николай Сергеевич тăрса, аллипе пукан çине кăтартса. — Мĕнле ыйтупаччĕ-ха эсир?
— Эпĕ çав ыйтупах, мана тĕкекен çынсем пирки. Вĕсем айăплă мар. Вĕсене тархасшăн пăравасăр ан хăварăр, тĕрме патне ан çитерĕр. Вĕсен вĕт çемйисем пур, кашнин виçшер ача, вĕсен урăх професси те çук , мĕнле вĕсем пурăнĕç, — хĕрхенсе, ăшшăн, пĕтĕм чунпа каларĕ Иван Петрович.
Çак сăмахсене илтнĕ хыççăн капитанăн çурăм пĕрре ăшăнса, тепре сивĕнсе кайрĕ. Пĕр предложенинчех чуна çитермелле хăватлă сăмахсем калама пулать иккен. «Маттур,» — хисеплесе ăшра шухăшларĕ Николай Сергеевич.
— Эсĕ, Иван, калатăн, санăн машинăна аркатаканнисен айăпĕ çук, — тимлĕн куçран пăхрĕ Микулай аварине лекнĕ шофер çине. — Апла пулсан эсĕ ху айăплă. Çул çинче пур шофер та правилăсене пăхăнса пырсан нимĕнле авари те пулмалла мар. Пурнăç вăл пурнăç, кам та пулин мĕнле те пулин йăнăш тăватех. Санăн ситуацинче эсĕ аваринче чăтаканни. Эсĕ айăплă мар. Анчах та хăв тĕрĕс мар ăнланнипе эсĕ преступниксене пытаратăн. Эсĕ çырнă хут тăрăх айăпли никам та çук. Проишествийĕ пур, аманнă çынни те пур. Апла пулсан уголовнăй преступлени те пур. Эсĕ вĕсен айăпне хăвăн çине илтĕн пулсан, закон умĕнче ответ тытмалла. Юрĕ, проишестви мĕнле пулни çинчен хамах каласа парам. Эсĕ машинăпа çула тухнă. Пĕлместĕп, тем айăппа, санăн машину чарăнать. Паллах, машина вăл тимĕр купи. Чарăнмалли те пулать. Эсĕ ăна чĕртесшĕн. Вăл санăн чĕрĕлмест. Çав самантра сана хыçран темле машина пырса тĕкет. Çапла-и?
— Çапла, — хуравларĕ Иван.
— Паллах, сана мĕншĕн тĕкнине эсĕ ăнланмастăн. Айăплисем, вĕсем профессионалсем, кураççĕ, санăн айăп вуçех çук, вĕсем урăх тактика илеççĕ. Каçару ыйтаççĕ, машинине туса паратпăр, теççĕ. Хĕрхенессе шанаççĕ. Эсĕ вĕсен хутне кĕтĕн. Вара малалла тепĕр ыйту. Тархасшăн кала милицине эпĕр пысăк хăвăртлăхпа пыманнине. Эсĕ килĕшетĕн. Унтан хушаççĕ , хирĕç хăвăрттăн пĕр иномарка пынипе сана тĕкрĕмĕр, теççĕ.Мĕн пулать. Айăпли никам та çук. Иномаркăллă машинăна тупма май çук. Мĕншĕн тесен вăл япала пулман. Кам айăплă? ГАИ. Тĕрĕс-и? Тата калатăп, иккĕшĕ те сана пĕр деталь те илсе памаççĕ. Машинă тăвас кăмăллă çынсем, урăхла каласан, таса çынсем малтан милици патне пыраççĕ, официаллă хут çыраççĕ сана пулăшас пирки .
Пăх-ха, эсĕ мĕн çыратăн. Сана тĕкекенни вăтăр километр хăвăртлăхпа пычĕ, иккĕмĕш хăваласа иртсе каяканни — хĕрĕхрен ирттермен. Тăванăм, эпĕ хамăн ĕçе хисеплетĕп. Канаш хулинчен пĕр пилĕк километр иртсен Ульяновска каякан машина вăтăр-хĕрĕх километрпа каять иккен. Кулăшла, тĕрĕс-и? Пĕтĕмĕшлетсе калатăп, эсĕ тепĕр хут тĕрĕс ăнлантару хутне çырмасан, çак проишествинче ху айăплă пулма пултаратăн. Ăнлантăн-и?
Иван шухăша кайрĕ. Милици капитанĕ калани питĕ тĕрĕс. Чăннипех нимле иномарка та пулман, хăвăртлăхĕ те 80ран иртнĕ, айăпли хыçран тĕкекеннисем. Вĕсем макăрни, вĕсене ĕçрен кăларса яма пултарни, хăйсемех ремонт тума килĕшни, темскер тумалла?
— Объяснительнăйне тепĕр хут çырмастăп, — терĕ Иван милици капитанĕ çине пăхса.
— Хăвăн ирĕкӳ, — хуравларĕ капитан.
Милици капитанĕ Абрамов проишестви докуменчĕсене тепĕр хут пăхса тухрĕ, ун хыççăн темиçе хут листи чарăнмасăр пĕр сехет патне темскер çырчĕ.
Чăннипех, авари тӳсекенĕ Иван, хăй ытлашши ĕненнипе судра чăтакан вырăнне свидетель пулса тăчĕ. Тен ăна айăплатчĕç пулĕ, Абрамов çырнă хутсем пулăшрĕç.Паллах, капитан каланă пекех, никам та Иван машинине ремонт туса памарĕ.
— Николай Сергеевич, санпа темле Микушкин тĕл пуласшăн, вăл каланă тăрăх, эсĕ ăна пĕлетĕн, — шăнкăравларĕ дежурнăй милици капитанне.
— Юрать, мĕнле ман пата кĕмеллине каласа пар, — килĕшрĕ вăл.
Тепĕр темиçе минутран çамрăках та мар, пĕр хĕрĕх патнелле çитнĕ кăтра çӳçлĕ, хытканрах тата пĕр икĕ метăра яхăн çӳллĕшĕллĕ арçын кĕчĕ.
— Капитан юлташ, санăн мана валли пĕр 15-20 минут пур-и? — ыйтрĕ тӳрех кĕнĕ çын.
— Тархасшăн, ларăр. Сире мĕнле чĕнеççĕ-ха? — ыйтрĕ Микулай килнĕ çын çине пăхса.
Чĕнмен хăна ларчĕ, «Тавтапуç» сăмахне калама манса каймарĕ, вара ун хыççăн: « Мана Павел Васильевич тесе чĕнеççĕ,» — терĕ.
— Итлетĕп сире, — хирĕç ларса ыйтрĕ милици капитанĕ.
— Эпĕ сире водительсен пысăк вăрттăнлăхне каласа парасшăн. Каланăшăн укçа ыйтмастăп, — пуçларĕ Павел Васильевич текенни. — Сирĕн служба кашни кунах çулсем çинче. Машинăсем кирлĕ мар вырăнсенче скороçсене ӳстерсен, эсир вĕсене чаратăр та штрафсем паратăр. Тĕрĕс-и? Тĕрĕс, — хăех хуравларĕ калаçу пуçлаканни. — Мĕн чул сире улталаççĕ! Эсир участокра пурри çинчен 5-6 километртанах пур те пĕлеççĕ. Шоферсем сирĕн патран иртсе кайсанах хирĕç пыракан шоферсене тĕрлĕ меслетсемпе пĕлтереççĕ. Пĕрремĕшĕ: фарăсене çутатса, иккĕмĕшĕ: хулпуççи çине пӳрнесемпе пагонсем пур тесе кăтартса, виççĕмĕшĕ: хирĕç пыракан машинăна кача пурни кăтартса.
— Капитан юлташ, эсир мĕншĕн çырмастăр, — калама чарăнса ыйтрĕ вăртăнлăхсене калама килнĕ çын.
— Каçарăр та тархасшăн, сирĕн урăх ыйтусем çуккă-и? — хуравламасăр ыйту пачĕ милици капитанĕ, «мĕнле ку çынна кӳрнетермесĕр кăларса ямалла тесе» ăшра шухăшласа.
— Ку вăрттăнлăхсем вара сахал-и? Ман шухăшпа ик-виç километртан тепĕр пост лартмалла. Вара кам мĕнле сигнал панине куратăр, вĕсене те чаратăр та штраф памалли сăлтавне тупатăр. Мĕн чул тупăш тума пултаратăр. Эпĕ шутланă тăрăх 10-15 хут ытларах! Милицин пĕр посчĕ кунĕпе 10-15 пин тенкĕ укçа тума пултарать, — сиввĕн куçĕсене ялтăртаттарчĕ калаканни.
— Эсир мĕншĕн çынсене кураймастăр, — пӳлсех каларĕ Микулай.
Малалла калама тытăннă çынăн сывлăшĕ çитмен пек аллисене çапкаларĕ, калаçу чĕлхи ăнланмалла мар пулса кайрĕ. «Эпĕ, эпĕ... сире... пулăшасшăн.. ччĕ... — теме вăй çитерчĕ те, хăвăрттăн тăрса сыв пуллашмасăр пӳлĕмрен тухса шăвăнчĕ.
— Фу, — çăмăллăн сывласа ячĕ Николай Сергеевич.Вăл ку çыншăн вуçех те кулянмарĕ. Пулăшма килмен ку çын, ку — çын инкекĕсемпе савăнаканни. Хăш-пĕр çынсен пур çавăн пек кĕвĕçес йăла. Мĕн тăвас тетĕн, тĕнче лайăх çынсенчен кăна тăмасть, урăхлараххисене те çуратать. «Юрĕ, тен хăçан та пулин вăл та ăнланĕ,» — шухăшларĕ Микулай.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...