Çăка
Ял варринче — çырма,
Çырма çинче — çăка.
Авалхи вăрмантан
Юлнă тетчĕç ăна.
Ял пуçланнă чухне
Чӳк туса пурăнма
Ял пуçланă çынсем
Мĕн хăварнă ăна.
Ĕмĕрсем иртнĕ май
Мĕн курман-ши çăка?
Тăвăл-çил сахал мар
Тăпăлтарнă ăна.
Кашни çул çуркунне
Шăнкăрч-кайăк савса
Çав çăкан хăвăлне
Çавăратчĕ йăва.
Пур армак та чармак
Лапсăркка туратсем
Хӳтĕлетчĕç çынна
Кăнтăрти Хĕвелтен.
Чӳклесе ĕненсе
Киремет Туррине
Чӳк тăватчĕç çынсем
Çав çăка айĕнче.
Анчах ырă çулсем
Иртсе кайрĕç çăкан.
(Çакă çут тĕнчере
Çын пурне те тăшман)
Хĕрлĕ вăхăт çитсен
Туса хучĕç пĕве,
Пушарпа кĕрешме
Шыв-шур кирлĕ, тесе.
Тăрса юлчĕ çăка
Шыв варне макăрса.
Пĕр çул чăтрĕ çăка
Кайран ларчĕ хăрса.
Хаяр вăрçă тухсан
Шартлама сивĕ кун
Ăна касрĕ кутран
Хĕрлĕ чун — сивĕ чун.
Пӳрт-çурта ăшăтса
Çунса кайрĕ çăка.
Юлашки ун сасне
Илтнĕ çав кăмака.
Вăрçăччен пĕр çулне
Çав çăкан варрине
Илсе килтем киле
Ерчетме хунавне.
Эп ӳстертĕм калча
Лартрăм ăшшăн пăхса
Йыша илчĕ пахча
Çăкана пуç тайса.
Ял пуçарнă çăкан
Йăх хунавĕ пурнать
Ман килте вăрăран
Кун-çулне вăл тăсать.
1972-1999.
Урапакасси
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...