Мучар
— Чухăн-и, пуян-и эсир, ман ун çинчен пĕр сăмах та çук. Эсĕ çын упăшкине анра тесе ан кала! — терĕ Михаля арăмĕ çилĕпе.
— Ан чанккаса тăр!
— Эсĕ ан чанкка!
— Хăвăр пурнăçпа мухтанса, çынна ним вырăнне хумастăр пулĕ те, вăрă тетĕр, эпир ĕлĕк сирĕнтен ирттернĕ. Пирĕн пурнăçа эсир курайман, курас та çук! Ĕлĕк эсĕ ман умра кĕлмĕç, хытă-хĕтĕ, тĕнче хăлти çеç пулнă. Халĕ, эпир çука юлтăмăр та, эсĕ сысна пек сăмсуна тавăрса хунă, чипер çынна вăрă тетĕн, йытă пичĕ, намăссăр! Манăн çире ĕлĕк пурçăн та чĕнтĕр пулнă! Акă, пăх, куртăн-и çакна. Эпĕ кута тăхăннине эсĕ пуçа хывайман...
Мучар арăмĕ кĕпе аркине ялт! уçса кăтартрĕ те, куçне тавăрса пăрахса, чĕлхине кăларса Михаля арăмне витлесе илчĕ.
— Вăт сана! Çӳпĕ вĕт эсĕ! Тĕнче хăлти! — терĕ Мучар арăмĕ. Тутине ирсĕр япалараи йĕрĕннĕ пек пăрса хучĕ. Куçĕсем, çилĕ калама çук вăйлă килнипе, йăлтăртатса кайрĕç. Хăй ăшĕнче Мучар арăмĕ: хăртса путарса хутăм, çăварне пăкăларăм, çĕнтертĕм тăшмана терĕ пуль, анчах Михаля арăмĕ тăшман айне пулма шухăшламасть-ха, çилĕпе тӳп-тӳрĕ шăтарас пек Мучар арăмне куçран пăхса тăрать. Михаля арăмĕн Мучар арăмне чĕрене тивекен сăмах калас килчĕ.
— Спекулянтсем вĕт эсир! Шăпи тулĕ-ха сирĕн! Колхоза кĕнĕ, колхозра хӳтĕре тетĕр пулĕ те, эпир кӳршĕ-аршă мĕнле пурăннине сисетпĕр! Комсомолецсем, ял Совечĕ эсир спекуляципе хăтланнине пĕлсен, сикеймĕр вара çӳлелле, караймăр паянхи пек çăварсене! — терĕ Михаля арăмĕ, Мучар арăмне путарса хурас шухăшпа. Пăрушне çавăтса пахчаран тухса кайрĕ.
Мучар арăмĕ, лешĕн юлашки сăмахĕсене илтсен, çилĕ тулса килнипе чутах çурăлса каятчĕ. Пӳртне кĕме çаврăнса кайнăскер, карта патне автан пек сиксе пычĕ. Хăйĕн пичĕ-куçĕ хĕп-хĕрлĕ талăрса кайнă. Куçĕсем сиксе тухас пек, такама çисе ярас пек, çилĕпе выляса тăраççĕ. Сурчăкне сирпĕтсе, Мучар арăмĕ Михаля арăмĕ çинчен темĕн те каласа янрарĕ. Урамалла пăхса, çынсем илтчĕр тесе пуль, юри хытă кăшкăрать. Пӳрте те ятлаçса тулашсах кĕчĕ.
— Мĕн çĕмĕрлетĕр эсир Михаля арăмĕпе? — терĕ Мучар, кĕлетрен пӳрте кĕрсе.
— Çав путсĕр шуйттан вăл! Спекулянтсем эсир, тет! Спекулянт тесе ял Советне пĕлтерес тет! — терĕ Мучар арăмĕ, пусăрăнайман çиллине çавăрса яраймасăр хăвăрт сывласа.
Арăмне хирĕç Мучар нимĕн те шарламарĕ. Çамкине пĕрсе пăрахса çилĕллĕ пит-куçĕпе кĕлете тухрĕ. Вырăнĕ çине ларса шухăша кайса ларчĕ. Унтан тăрса сĕтелне çутталла, алăк патнерех, лартрĕ те, сĕтелрен хут, ручка, чернил кĕленчи кăларчĕ.
— Тăшман мана çапиччен хам ăна çапса хуçам. Эпĕ Михаляна халех путарса, ăна власть умĕнче пĕтерсе, шанчăксăра кăларса хумасан, Михаля мана хама пĕтерет, — терĕ Мучар хăй ăшĕнче юлашкинчен. Хутне ума туртса илчĕ те çырма тытăнчĕ. Шухăшласа лара-лара çырать. Хăш чух мĕн çырнине çурса пăрахать те тепĕр хут çĕнĕрен çырать. Çапла чылайччен ларсан, Мучар пĕр листа хут шăрçа пек тикĕс таса çырчĕ те, темиçе хутчен вуласа тухса, хута тăваткал хуçлатса, лучăркамасăр, кĕсйине чикрĕ. Вара, пӳрте кĕрсе, Мучар ирхи апат çиме ларчĕ. Апат çинĕ чух Мучар сыхланарах пурăнмалли çинчен сăмах тапратса ячĕ.
— Ĕнтĕ пире кураймансем пирĕн çине куç хывĕç. Ав, Михаля мана тапăнма хăтланать-ха. Тапăнса пăхтăр, кам кама путарĕ, — терĕ Мучар, сĕтел хушшинчен сар çупа ăшаланă çăмартапа тулă кулачи çисе тăранса тухса. Арăмне Мучар анкартинчи çĕрулмине виçĕ хĕрача тара тытса кăларттарса пĕтерме хушрĕ. Хăй таçта тухса кайрĕ. «Часах килеймĕп», — тесе хăварчĕ.
IV
Районти РКИ пуçлăхĕ Харитонов умĕнче пĕр хут выртать. Вăл хута Харитонов пĕр хут вуласа тухнă хыççăн алла тытрĕ те шухăша кайса ларчĕ.
— Мĕнле-ха, К. ял Совечĕ ку таранччен çителĕклĕ, тĕрĕс ĕçлесе пынăччĕ, халĕ унăн ирсĕр ĕçĕсем çинчен çырса пĕлтерекенĕ пур, — тесе шухăшларĕ те хута тепĕр хут вулама тытăнчĕ.
«Районти Рабочисемпе Хресченсен Инспекцине.
К. ялĕнчи колхозникăн Иван Мучаровăн заявленийĕ. К. ял Совечĕ тырă, пахчаçимĕç, аш хатĕрлес ĕçре юрăхсăр ĕçсем тăвать. Пуян пурнакан çынсенех тырă, çĕрулми, аш хывтармасть. Акă, илер Савин Михалине. Вăл кăçал Совета 10 пăт ыраш, 3 пăт урпа, 10 пăт çĕрулми панă та ытлашши тыррине сутать. Савинăн тĕреклĕ пурнăçне пăхсан, халиччен ана-çаран тара илсе акнине пăхсан, Савина темиçе çĕр пăт тырă, çĕрулми тӳлеттермелле. Савин хăйне тырă тӳлеттересрен шикленсе анкартинчи улăм ури айне 15 михĕ тырă пытарчĕ те халĕ çавăнтан пĕрер-икшер миххĕн кăларса пасара илсе кайса сутать. Çĕрулмине, ман çумри пахчине шăтăк алтса, çĕр пăт пытарчĕ. Тырă, çĕрулми пытарнине хам куçпа хам курнă. Паян ухтарсан, ку япаласене паян тупма пулать. Кунсăр пуçне тата Савин аш сутти тăвать. Пасарта ĕне илсе, çывăхри яла кĕрсе вăрттăн пусать те ашне килне турттарса килсе вăрттăн пысăк хакпа сутать. Выльăх ăшчиккине час-часах мунчара çăваççĕ, Урисене ĕнтеççĕ. Эпир юнашар пурăнатпăр та, çак ирсĕрлĕхсене пĕтĕмпех хам куçпа хам курнă. Ял Совет пуç-лăхĕ Савинпа ратнеллĕ. Арманов та, участковăй милиционер Никитин та — пурте Савин майлă, ăна хӳтĕлеççĕ. Çакна çырса пĕлтерсе, нумай вăхăта ямасăрах Савин Михали патĕнче ухтару тума ыйтатăп. И. Мучаров».
Çак шăрçа пек çырнă хут çумне тепĕр хут, Мучар чăн та чухăн çын иккенне ĕнентерекен хут çыпăçтарнă.
* * *
Савин Михали паян сурăх картинчи тислĕке пахчине тăкать. Пахчана тислĕке кĕркунне тăкса сухаласа хăварас, тет. Çапла тусан, пахча çимĕçĕ ăнса пулать, тесе шухăшласа ĕçлет Михаля.
— Атте, пирĕн пата милиционерсем килеççĕ, — терĕ урама выляма тухнă ачи.
— Çук пуль-çке, Мучар патне килеççĕ пуль вĕсем, пирĕн пата мĕн тума килĕç? — терĕ Михаля ывăлне.
Çакна каласа та пĕтерейменччĕ, икĕ милиционер, пĕр сельисполнитель, ял Совет членĕ хапхаран кĕчĕç те тӳрех Михаля патне пычĕç.
— Ну, Савин юлташ, эпир сан пата тырă пăхма килтĕмĕр. Тырра пытарса хуман-и эсĕ? — терĕ пĕр милиционерĕ.
— Пытарман-çке, пытарман. Веç авă, мĕнпур тырăампартах, кĕрсе пăхăр...
Милиционерсем ампара кĕрсе тухрĕç...
— Çак çеç-и санăн тырă? Нумаях мар-çке.
— Çак çеç çав, кăçал çур тырри юхса тухрĕ манăн.
— Улăм ури айне е ăçта та пулин урăх çĕре пытармарăн-и михĕсемпе тултарса?
— Çук пытарман. Мĕншĕн пытарас манăн? Ял Совечĕ мĕн чул тӳлемелле тунине эпĕ тӳлесе татнă. Эпĕ ни лишенцă мар, ни çирĕп задани çук ман çинче. Тырра пытарса аппаланма шухăшламан та, — терĕ Михаля.
Милиционерсем тытăнчĕç шырама. Тĕпсакайĕнче, нӳхрепре, пӳрт тӳпинче, витесенче, ампар айĕсенче пĕтĕмпе шыраса çавăрăнчĕç. Анкартинелле тухрĕç те улăм ури айккисене шалчапа тĕртсе пăхса шыраççĕ. Пĕр милиционерĕ сасартăк улăм ăшĕнчен пĕр михĕ тырă туртса кăларчĕ. Тырă миххине шалах та чикмен, улăм ури пуçне кăшт кăна витĕнтерсе хывнă.
— Ку мĕн? — терĕç милиционерсем.
Михаля шап-шурă шуралса кайса:
— Эпĕ пытарман ку миххе, манăн мар, — терĕ, кавакарса кайнă тутине кăшт кăна сиктерсе.
Милиционерсем улăм урине салатма тытăнчĕç. Тата тырă пур пулĕ тесе шыраççĕ. Улăм урине пĕтĕмпех салатса пăрахрĕç, урăх пĕр михĕ тырă та тупаймарĕç.
— Çĕрулми ăçта пытартăн тата?
— Çĕрулмине те пытарман. Ав унта, шăтăк алтса, хĕл каçма хывнăччĕ.
— Пытарни мар-и вара вăл?
— Çук, пытарман эпĕ. Эпĕ çулленех çĕрулмине çавнашкал хывса хăварнă.
— Аш сутлăх пур-и санăн?
— Çук. Питрав чух пĕр така пуснăччĕ те, унтанпа хамăр та аш çисе курман, каккуй сутма. Пĕр сысна пур акă. Ана сивĕтсен пусатпăр.
Милиционерсем, юлашкинчен, шыраса мунчана кĕчĕç. Мунча çенĕк урайне уçса пăхрĕç. Шăршланса кайнă ĕне пыршисем выртаççĕ.
— Ку мĕн?
— Пĕлместĕп, эпĕ хывман, — терĕ кăвакарса кайнă Михаля тарăхнă сасăпа.
Ухтару туса мĕн тупни çинчен акт çырчĕç те милиционерсем Михаляна ял Советне илсе кайрĕç.
Вăл вăхăтра Харитонов ял Совет ĕçне тĕрĕслесе ларнă. Пăхса тухнă хыççăн ял Совечĕн тĕрĕс мар ĕçĕсем курăнсах каймарĕç. Милиционерсем Савин Михали патĕнчен опись туса таврăнсан, сăмах ун çинчен тапранса кайрĕ. Ял Совет членĕсем ку ĕç пирки пит нумай хĕрӳллĕн калаçрĕç. Савин Михали ку таранчен сутă туманни, тырă тара илсе акманни, яланах пур тӳлевсене те малтан татса пыни çинчен асăнчĕç. Юлашкинчен Харитонов сăмах илсе кĕскен çапла каларĕ.
— Пытарнă япаласем тупăннă. Пĕр-пĕр вăтам иртнĕ çулсенче сутăпа хăтланман пулсан, халĕ çав çын вăрттăн сутă тумасть тесе кам калама пултарать? Эсир нихăшĕ те Савин хыççăн сыхласа çӳремен вĕт? Ĕçе фактсене илсе пăхмалла. Савин пĕлтĕр выльăх илсе пусса, ашпа сутă туман нулсан, кăçал ял Совет пуçлăхне Трофимов кĕнĕрен, Савин тăванех пулнăран, Савин, ытлашши укçи пур майĕпе, аш суттипе хăтланма пултарайман-и? Пултарнă темех те кирлĕ. Çавăнпа эпĕ Савин пирки çапла резолюци йышăнма сĕнетĕп, вуласа паратăп.
«Савин Михалине çирĕп задани памалли çынсен спискине кĕртмелле, халех 100 пăт тырă, 200 пăт çĕрулми тӳлеттермелле. Аш хатĕрлессипе пĕр ĕне, икĕ сысна, пилĕк сурăх хывмалла. Вăрттăн ашпа сут тунăшăн 500 тенкĕ налог тӳлеттермелле. Хăйне халех суд умне тăратмалла».
Ял Совет членĕсем çав резолюцие хăйсен ăшĕнче пăшăрханса йышăнчĕç. Мĕн тăвас? Ухтарнă чух тупăннă япаласем мĕн кăтартнине ĕненесех пулать. Тĕрĕс калать Харитонов.
Ял Совет пуçлăхĕ Трофимов Савин Михали хутне кĕрес тесе çăвар та уçмарĕ. Михаля Трофимова хурăнташ лекнĕрен, Трофимов, ахаль те хăравçăскер, хăйне айăпа хывасран хăрарĕ. Комсомол ячейкин çыруçи Арманов ку ĕç пирки Харитоновпа килĕшрĕ.
«Çивĕчрех тăмалла малашне. Класс сисĕмне çивĕчлетеререх ĕçлемелле. Ав епле, сăмса айĕнчех вăтам кулакла хăтланма пуçланă», — терĕ Арманов хăй ăшĕнче, кăтраланса тăракан йĕпкĕн хура çӳçне çӳлелле сăтăрса.
Савин Михали пирки йышăннă резолюцие виçĕ кун хушшинче ял Совечĕ пурнăçа кĕртме пулчĕ.
Мучар çав кун Хусана кайма тухнă. Иван Михалч илсе килнĕ ылтăна Хусанти ылтăнпа сутă тăвакан çынна кайса памалла. Пристане Мучар çуран утать. Кĕске пиншак тăхăннă. Урине çĕнĕ çăпатапа шурă пир тăла сырнă, аллинче туя. Мучара Савин Михали патĕнче япаласем тупăнни, районти РКИ пуçлăхĕ ĕçе хăй килсе тĕрĕслени, Михаляна хăйне ял Советне илсе кайни Мучара калама çук савăнтарать. Мучар Михаля пирки йышăннă резолюцие те ыйтса пĕлчĕ.
— Çуртне-йĕрне, пĕтĕм тĕкне-çӳçне вĕçтереççĕ ĕнтĕ Михалянне. Пӳртне хамăн илесчĕ-ха, Михаля тарăхтăр.
Мучар савăнать, Мучарăн кĕвĕç ăшчикĕ канчĕ.
— Пĕтертĕм тăшмана, — терĕ Мучар, хăйне хăй маттуррăн, паттăррăн туйса. Савин Михалине сиен тунăшăн Мучар кăмăллă. Мучаршăн паян кĕрхи уяр çанталăк çуркуннехи сарă илемлĕ кунран та авантарах пек туйăнать. Утма та çăмăл пек. Атăл хĕрнелле, пĕлĕт уççăн курăнакан çĕрелле хăпартланса вĕçсех каяс килет. Алă-ура çĕре лекни сисĕнмест. Мучарăн çăмăллăн малалла утас килет. Кĕçĕр пăрахут çине ларса, ыран ире яхăн Хусана çитсе, ылтăна чипер лайăх хакпа вырнаçтарсан, Мучарăн тата ытларах хĕпĕртемелле. Савăнса, çăмăллăн яшлаттарса пырать Мучар. Никам та сисмен, никам та курман Михаля патне мунчана ĕне пырши пырса пăрахнине. Мучар ĕне пыршине юри Кавал пасарне кайса илчĕ те, çурма çĕрте мунчана çенĕк урайне уçса ячĕ. Михалян улăм ури айне те пĕр михĕ ыраш пырса чикнине никам пĕлеймен. Мучаршăн, тăшмана путарас тесен, пĕр михĕ ыраш мар, вунă михĕ те шел мар. Анчах Мучар пĕр михĕпех çырлахтарчĕ. Шел мар Мучара пĕр михĕ ыраш. Тыррийĕ те тăпраллăччĕ, пĕттĕр.
— Тавăртăм-тавăртăмах. Улĕм ан çыпăçтăр ман çума, — терĕ Мучар, Михаляна пĕтерес тесе хăй мĕн-мĕн тунине шухăшласа илсе.
Ывăнмасăр хĕпĕртесе утать Мучар, пристань патнелле çывхарать.
Çав вăхăтра Савин Михали ял Совечĕн пĕчĕк пӳлĕмĕнче пĕр-пĕччен ларнă. Шухăша кайса хурлăхлă пуçне уснă. Айăплă мар çинчен айăплă туса хуни Михаляна тгат тарăхтарнă, хурлантарнă. Арăмне, ачи-пăчине Михаля питĕ хĕрхеннĕ. «Хама илсе кайĕç те хупĕç. Ачасем, арăм, хамсăр пуçне, çука юлса, мĕнле пурăнĕç! Аш çунать».
Татăклăн Михаля çак ухтару пирки ним калама та пултарайман, анчах хăй патĕнче тупăннă япаласене ун патне Мучар пырса хуни çинчен пĕрре те иккĕленмен.
— Мучарах пырса пăрахнă, мĕншĕн тесен миххи те çавах, — тесе çирĕплетсе хучĕ Михаля хăй шухăшне.
Мучар пĕркун Михаляран наччаслăха михĕ кирлĕ тесе михĕ илсе кайрĕ. Миххине тĕпĕнчен кăвак кĕпе татăкĕпе сапланăччĕ. Улăм ури айне пырса чикнĕ михĕ çавах пулнă.
— Пĕтерчĕ мана Мучар, çапса хуçрĕ. Мучар Совет влаçне курайманнине, ылтăнпа сутă тунине, колхоза кураймасăр тăнине тăрă шыв çине кăлараймарăм. Никам та ĕнтĕ мана ĕненес çук, пĕтрĕм, пĕтерчĕ мана кукăр-макăр çулпа çӳрекен çĕлен.
Чĕрене касакан çĕленсем пĕрин хыççăн тепри Михаля пуçне пыра-пыра кĕреççĕ. Ларать пуçне усса. Кантăкран, хĕвеланăç енчен, хĕрлĕ çутă кăрет. Аякри пӳлĕмре çьш сассисем илтĕнеççĕ. Ăш вăрканипе таçта кайса кĕрес килет. Мучарăн ирсĕр ĕçĕсем çинчен тĕнчене илтĕнмеллех çухăрса ярасчĕ, анчах кам ĕненĕ кулак-сутăç ятне илтнĕ çын сăмахне?
Тĕттĕм пулсан, Михаляна пĕчĕк пӳлĕмрен кăларса киле ячĕç. Суд пуличчен Михаляна ял Совет пуçлăхĕ ниçта та кайма хушмарĕ. Михаля, калама çук хуйхăрса, çынсем умĕнче намăсланса, пуçран çапнă пек тухса килелле утрĕ.
V
Çур тырри вырса пĕтерсенех Анушки авăнне те çапса пăрахас терĕ. Хветюкпа Ваççук шкула вĕренме çӳре пуçличчен тырă-пулă ĕçне Анушки пуçтарса пĕтересшĕн пулчĕ. Нумаях мар Анушкийĕн çапмалли тыррийĕ те. Çилпе юхса тухнă тулăпа урпана çавапа çулма тиврĕ — çапмалли те çук. Ик-виçĕ кун Анушки ачисемпе авăн çапкаларĕ те пĕтерчĕ. Юлашкинчен Анушки вырнă туллине — тăкăнманнине — пĕр урапа пек çапрĕ.
— Мăнтарăн сарă тулли! Ача-пăчампала хĕл каçа çикелес япала сая кайрĕ-çке. Тулăллă пулчĕç колхозниксем. Мучар муталаман пулсан, манăн та тулă пулатчĕ — тесе, Анушки темиçе хутчен те туллине шеллесе, колхоза кĕменшĕн ӳкĕнсе илчĕ. Темиçе хутчен Мучара ырă маррипе асăнчĕ.
— Савин Михали Мучара пĕтересшĕнччĕ. Мучар колхоза хирĕç каласа çӳренисене йăлтах пĕлтеретĕп тетчĕ. Хам та Анна Петровнăна Мучар çинчен кайса калас теттĕм те-ха, ерçеймерĕм. — Çапла шухăшласа, Анушки йĕтем çинче шăпăрпа сарă шултăра тулă пĕрчисене шăлса пĕр çĕре пухать. Ваççукпа Хветюк тулла кĕреплесемпе тĕртсе пĕр çĕре купалаççĕ.
— Сирĕн пата килес терĕм-ха, вăй патăр, — терĕ Михаля, кĕтмен çĕртен Анушки йĕтемми çине карта урлă каçса кĕрсе.
— Тавах, — терĕ Анушки, Михаля килнипе тĕлĕнсе. — Шухăш çинех пултăн, Михаля. Ăшăмра халь çеç сана аса илсе тăраттăм. Мучар çинчен эсĕ каланине: «Унашкал юрăхсăр çынсем çинчен влаçа пĕлтермелле, çынсем умĕнче каламалла», тенине аса илсе, шухăшларăм. Хытăрах çапса хуçасчĕ çав путсĕр Мучара, — терĕ Анушки.
— Хĕн çав Мучара çапса хуçма. Эпĕ çапса хуçас тесе тытăнтăм та, Мучар хăй мана çапса хуçрĕ. Ишсе тухмалла мар лачакана тĕртсе ӳкерчĕ мана. Пĕтерчĕ вĕт мана Мучар, — терĕ Михаля хуйхăллăн.
— Мĕнле? Хăçан? — терĕ Анушки. Вăл Михаля патĕнче ĕнер ухтару пулнине, Михаля инкекĕ çинчен нимĕн те илтмен иккен. Михаляпа Анушки пĕр-пĕринчен аякра пурăнаççĕ.
Михаля йĕтем хĕрне ларсах Мучар çинчен калама тытăнчĕ. Мучар хăй чеелĕхĕпе Михаляна пĕтересшĕн мĕн-мĕн туни çинчен пĕтĕмпе каласа пачĕ.
— Анушки, йăлăнатăп сана, кайса кала-ха Анна Петровнăна Мучар çинчен. Пĕлтер Анна Петровнăна Мучар мĕнле çын иккенне. Анна Петровна сан сăмахна ĕненсен, ял Созетĕнче, комсомол ячейкинче Мучар мĕнле çыннине астуса тăрсан, мана кăшт та пулин çăмăллăх пулмĕ-ши тетĕп? Мучар тăрăнчĕ ĕнтĕ ман çине. Хам кайса пăхас — мана, кулак ятне илтнĕ çынна, никам та ĕненес çук. Кайса кала-ха, Анушки, сана йăлăнма килтĕм, — терĕ юлашкинчен Михаля.
Ярмат (2016-03-27 20:06:01):
Таса та, уçă кăмăллă çынна пĕтерес, хăйĕн пуçне упраса хăварас тесе чылай тăрмашрĕ Мучар, анчах тĕрĕслĕх çиеле тухасса вăл ĕненмен, шанман. Çапла çав вăл: уй - куçлă, вăрман - хăлхаллă. Çапларах çĕлен-калтан шалчи тулни савăнтармаллипех савăнтарать!
Олег (2020-04-02 19:46:22):
Вăт çавăн пек çынсем халĕ влаçра.