Мучар


Пуçне уснă Михаля. Сăн-сăпачĕ кичем. Питçăмартисем сарăхса кайнă, янах шăммисем палăрса, çиеле тухса тăраççĕ. Куçĕсем, путса кĕнĕскерем, таçталла, аяккалла кичеммĕн пăхаççĕ.

Анушки чĕререн хĕрхенчĕ Михаляна, Мучара пушшех курайми пулчĕ. Михаляна пĕтерсе хунăшăн Анушкин Мучар çине тăвăл пек çилĕ капланса килчĕ.

— Ах, шуйттан Мучарĕ! Хăй мĕнлине пĕлмест! Çынна пĕтерет! Халех тыттарса ярасчĕ ăна, путсĕре!

Тата кăшт калаçкаласан, Михаля паçăрхи пекех, карта урлă каçса, Анушкине Мучар пирки хăвăртрах ĕçлеме тытăн тесе йăлăнса, хуллен килнелле кайрĕ. Уйпа хăмăл тăрăх утрĕ.

Йĕтем çинчи ĕçе пуçтарса кĕрсен, Анушки ачисене апат пĕçерсе çитерчĕ. Пушансан, аслă ачине çапла каларĕ:

— Эпĕ Анна Петровна патне кайса ларам-ха. Чипер ларăр, ан ашкăнăр, — терĕ те Анушки тухса кайрĕ.

Анна Петровна патĕнчен вăл вунă сехет патнелле тин тухса килчĕ.

— Юрĕ, Анушки. Савин Михалине, айăпсăр пулсан, пĕтерсех хумăпăр. Мучара ĕнтĕ малашне комсомол ячейкийĕ те, ял Совечĕ те куç хывĕ. Ыранах Мучар пирки сăмах тапратса ярăпăр. Пĕр-икĕ кунтан хĕрарăм пухăвĕ пулать. Эсĕ кил, вара хĕрарăмсене Мучар çинчен каласа кăтарт. Тен, сан пек, Михаля пек, Мучар серепине лекнисем тата тупăнĕç.

Çапла каласа, Анна Петровна хăй патĕнчен Анушкине ăсатса кăларса ячĕ. Анушки каласа панипе Анна Петровна пит кăмăллă.

— Акă йĕрĕ тупăнать иккен чее тăшманăн. Акă кам иккен колхоз юхăмне чăрмантарса пыраканни, — терĕ Анна Петровна хăй ăшĕнче, Анушки мĕн-мĕн каласа панине тепĕр хут аса илсе шухăша кайса.

 

VI

— Вăт эпĕ пултаратăп-тăк пултаратăп! Влаçран та пĕрре хăраса тăмастăп эпĕ. Влаçа та хама усăллă енне çавăрайса хуратăп. Мана çĕнекен тăшман çук! Власть та мана тытаймасть. Хам умри тăшмансене шăлайса хуратăп. Пĕтерсе хутăм вĕт Михаляна. Халь эпĕ пурне те тума пултаратăп. Эпĕ ялта пĕрремĕш чухăн! Эпĕ Янаултан килсен, ман пек чухăн çын пулман. Эпĕ вăл ялта пĕрремĕш чухăн!

Кăкăрне чышса, çапла калать Мучар. Хăй кăшт ӳсĕр. Кĕлетре, сĕтел хушшинче, хăйне хирĕç ларакан çынна эрех ĕçтерет. Хăпарать Мучар кăмăлĕ. Мухтанать хăй чеелĕхĕпе, влаçа улталаса пурăнма пултарнипе. Хусанта пĕр çĕр выртса, Мучар паян ирхине киле таврăннă. Анăçлă, телейлĕ пулнă Мучаршăн Хусана кайни. Ылтăнне вăл аван хакпа вырнаçтарнă, никам та курман, тытман. Тăшман çăварне пăкăланă, хăйне çыхса пăрахнă пек тунă, Михаляна хытăрах пĕтерсе хурасчĕ-ха, тыттарсах ярасчĕ тесе, Мучар паян, кĕçĕрхи тĕттĕм çĕр, Михаляна пуçĕпех пĕтермелли тепĕр ĕç тума шухăшлать.

— Ну, ĕç! Ĕç те кай вара, — терĕ Мучар, хăйне хирĕç ларакан çынна — Уйри Ваççана.

— Каясси каятăп та, чун хăрать çав. Комсомолецсем курсан, тытсан — пĕтрĕ пуç.

— Эй! Лĕпĕркке! Çавна тума хăратăн. Мĕнех вăл сана кĕрĕк тавăрса тăхăнса, урам тăрăх кăшкăрса каясси. Эсĕ сассуна улăштар. Кам та пулин сана тытас тесе хăваласан, тӳрех Михаля картишнелле кĕрсе кай. Халь ху та куратăн, Михалянне вити-сарайĕсене пăсса тăкнă. Шкул валли вутăлăх куçараççĕ. Улăмĕ, хăми, пĕрени таврашĕ пĕтĕмпех сапаланса выртать. Сана, Михаля картишне пырса кĕрсе пытансан, шуйттан та тупас çук. Пурĕпĕр сан çине кам шухăшлать, Михаля çине шухăшлама май пур.

— Хама çăмăллăх пулас пулсан, каясси каятăп, мĕншĕн каяс мар, — тет Ваççа, пиçĕкрех куçĕсене хура пысăк аллисемпе шăлса.

— Çăмăллăх пулать, конешнă. Акă çапла килсе тухать-çке-ха ĕç. Калăпăр, эсĕ кĕçĕр урам тăрăх: «Совета ыран тырă пама ан кайăр, тепĕр эрнерен Совет пĕтет!» — тесе кăшкăрса çӳресен, паллах, ыран Совета тырă пама каякан никам та пулмасть. Тырă хатĕрлес ĕç пĕтсе ларать. Ыттисем тырă памаççĕ-тĕк, сана мĕн хуйхă, эсĕ те памастăн, сçе те пĕтрĕ. Аллă пăт тырă сана тĕрткелет-и-мĕн? Мĕн Совета усăсăр тырă кайса тăкасси пур, — тет Мучар, кăшт эрех ĕçнипе чĕлхи-çăварне çивĕчлетсе.

— Каятăп, — терĕ Уйри Ваççа. Умри черккене илсе çăварне ӳпĕнтерчĕ те сĕтел çине шак! тутарса лартрĕ. Çавăнтах кĕрĕкне, çĕлĕкне тавăрса тăхăнчĕ, хăйне тăрăххăн пăхса, кулса ячĕ.

— Çветке пултăм. Аллă пăт тырра çветке пулса çăлма каятăп, ха-ха-ха!

— Хăвăнне çеç мар, темиçе çĕр пăт, пин пăт çăлса хăварăн эсĕ. Халĕ сана та, мана та зсĕ капла тумланса тухса кайни кулăшла пек туйăнать, анчах Совета килĕштермен çыысем, сан сасса илтсен, тем пекех сазăнĕç. Ку ĕç саншăн хăвшăн та, мĕнпур хамăр пеккисемшĕн те пысăк ĕç! Атя! Тух! Уттар!

Çапла каласа Мучар Ваççана кĕлетрен ăсатса кăларса ячĕ, картишĕнче Ваççана йĕркеллĕ чукмар тупса тыттарчĕ. Ваççа урамалла тухса утрĕ.

Кĕрхи çĕр тĕттĕм. Паян ахаль те пĕлĕте каçхинех хура, мăнтăр çумăр пĕлĕчĕсем хупăрланăччĕ. Куçран тĕртсен куç курмасть. Çĕр тĕттĕмми Мучара савăнтарать. Ваççана кăларса ярсанах Мучар кĕлетре лампăна сӳнтерчĕ те, хуллен тухса, урамалла утрĕ.

Кам-ши вăл Ваççа? Мĕнле-ха Мучар Ваççана çак ĕçе тутарать?

Ваççа вăл тырăпа вăрттăн суту-илӳ туса, ĕлĕкхи пуянсемпе çыхăну тытса пурăннă пĕччен хуçалăхлă вăтам хресчен. Халиччен Ваççа çине тырă, аш таврашĕ çирĕп заданипе хуман пулнă, анчах кăçал, вăрттăн суту-илӳпе çӳренине пĕлсе, Ваççана çирĕп заданипе аллă пăт тырă памалла тунă. Ваççа ним тума аптăранипе Мучар патне ăс ыйтма пынă. Мучар Ваççана кĕçĕр çак ĕçе тутарчĕ. Мучаршăн Васçана хушнă ĕç шсĕ енчен те аван пулнă: пĕрре ялта тырă хатĕрлес ĕçе чăрмантарни, тепри — Михаляна тыттарса яртарма май пулни. Хĕпĕртет паян Мучар. Ыран ирхине никам та тырă пама тухмасан, мĕн тĕрлĕ кăмăл тулĕ Мучарăн! Тырă-пулă хатĕрлес ĕçе пĕтĕмпе Михаля чăрмантарать тесе, Михаляна айăпламалла пулать. «Пĕтерсех хурас-ха Михаляна! Тасалтăр кунтан!» — терĕ Мучар, урам тăрăх хуллен утса.

Çĕр паçăрхи пекех тĕттĕм. Ялта хăй çутисем курăнмаççĕ. Вăхăт çур çĕр патнелле çывхарать пулĕ. Мучар утать, хуллен утать. Утсан-утсан тăра-тăра итлет: Ваççа кăшкăрни илтĕнмест-и тет.

Акă темĕнлесасă илтĕнчĕ. Ваççа сассине улăштарса темĕнле хăрушла сасăпа кăшкăрса ячĕ. Пыр шăтăкĕпе ӳхĕрет. Хаяррăн пĕр йытă вĕрсе уларĕ, йынăшрĕ. Ун хыççăн тата тепри, тата тепри... Ялти мĕнпур йытă, çав хăрушла сасса илтсе, вĕрсе ячĕ.

— Хи-хи-хи! — тесе кăмăлĕ тулнипе кулса илчĕ Мучар. Тĕттĕм çĕр варринче янăраса, хăрушла илтĕнекен сасă Мучара савăнтарчĕ. Ял Совет çурчĕ кĕтессинче тăрса, Мучар çав киревсĕр сăмахсем калакан сасса савăнтаракан кĕвĕ сассине итленĕ пек итлесе тăчĕ. Уççăнах илтĕнеççĕ сăмаххисем те. Унччен те пулмарĕ, таçта тепĕр сасă кăшкăрса илчĕ. Шăн-шан! турĕ. Çĕнĕрен кăшкăрса янă сасă çумне тата икĕ-виçĕ сасă хутшăнчĕç. Темĕн ятлаçнă пек калаçма тытăнчĕç, хăрушла ирсĕр сăмахсем калаканни çав самантрах пĕтсе ларчĕ.

— Хамăр касри комсомолецсем тухрĕç пуль. Хупăрларĕç пуль Ваççана. Тарса хăтăлма пĕлсен юрĕччĕ. Маншăн çапах та ĕç тухнă теме юрать. Кĕрес пуль милици патне. Арманов патне, — терĕ Мучар.

Мучар кĕтесрен хăпса милици тата Арманов пурăнакан пӳлĕмсен кантăкĕсем патне пырса шаккаса:

— Пирĕн касра такам Совета хирĕçле сăмахсем калать, атьăр-ха хăвăртрах, — тесе кăшкăрчĕ.

Чăн малтан урама Арманов сиксе тухрĕ. «Ăçта? Атя!» — терĕ вăл Мучара. Вĕсем хыççăнах милици чупрĕ.

Çул çинче Мучар, хашка-хашка, мĕнле сасă, мĕнле сăмахсем илтĕнни çинчен каласа пачĕ.

Чупса çитрĕç Мучар пурăнакан урамалла. Михаляпа Мучар тĕлнелле виçĕ-тăватă çын кăшкăрашни илтĕнет. Мучар, Арманов, милици пычĕç сынсем патне.

— Камсем эсир? — терĕ Арманов, чупса пынипе хашкаса.

— Эпир! Такам çакăнта урам тăрăх: «Совет пĕтет! Тырă Совета ан парăр», — тесе ĕрлешрĕ. Сассине хăй темĕскерле тискеррĕн кăларать, — терĕç икĕ çын, Арманов патне пырса. Мучар шухăшлани тĕрĕс пулнă иккен: ку ачасем Ивановпа Григорьев, çак касри комсомолецсем. Тепĕр икĕ çынни — колхозниксем. Урам тепĕр вĕçĕнчен тата тепĕр çын чупса çитрĕ. Ку — Трофимов, ял Совет пуçлăхĕ пулчĕ.

— Мĕн пулнă, камсем эсир? Кам çухăрчĕ? — терĕ вăл çилĕллĕ пек сасăпа, питĕ хытă чупса килнĕ май.

— Эпир-ха вăл, эпир, — терĕç Арманов, милици.

— Кам хăямат кăшкăрса çӳрерĕ? Эпĕ малтан пушар тухнă тесе. Итлесе тăтăм — вăл иккен тырă памалла марри çинчен калать. Ах, персе ӳкермеллеччĕ, шуйттана! — терĕ Трофимов.

— Персе ӳкериччен тарчĕ-ха вăл, таçта кĕрсе кайнă, — терĕ Арманов.

— Эпир чупса тухнă чухне çак кĕтесре тăратчĕ. Паллас тесе чупса пытăм, мана кӳсекпе ураран яра пачĕ, аран пăрăнтăм, — терĕ Григорьев.

— Эпир чупса çитнĕ çĕре вара тарма тытăннă. Пĕрмай кӳсекне пуç йĕри-тавра çавăрать, ниепле те пырса тытма май килмест, — терĕ пĕр колхозникĕ.

— Ăçталла тарчĕ вăл? — ыйтрĕ Трофимов.

— Те Мучар патне, те Михаля пиччесем патне, кĕтесрен çак тĕле килсе çухалчĕ, — терĕ Иванов.

— Мана Михаля патне керсе кайнă пек туйăнчĕ, — терĕ паçăрхи колхозниках.

— Мана Мучарпа Михаля хушшипе анкарти хыçнелле тарнă пек курăнчĕ. Атьăр хăвалар. Ку йышпа хăваласа çитсе хупăрласа илме пулать ăна, — терĕ Григорьев, тытас килнипе çунса.

Мучар пĕр шарламасăр тăрать. Тата мĕн калаççĕ-ши, хăçан Михаляна айăпласа сăмах хушма май килет-ши, тесе кĕтсе тăрать.

— Атьăр, тупăр халех хунарсем! Атьăр шырар, — терĕç Армановпа Трофимов. Хăйсем хăвăрттан Мучарпа Михаля хушшинчи уçланкăпа утрĕç. Григорьев хунар илме чупрĕ.

— Шырамалли те çук, унталла кайман вăл! Уссăрах пулать кайни те! — тесе кăшкăрчĕ Мучар.

— Ăçтан пĕлен, тен, кайнă, — терĕ милици, шăрпăк çута-çута, йăтăнса выртакан пĕренесем урлă Михаля картишнелле кĕрсе.

— Ниçта та кайман вăл. Эпĕ пĕлетĕп вăл камне.

— Кам вăл? Ăçтан пĕлетĕн? — терĕ милици.

— Курсан пĕлмесĕр, — терĕ Мучар.

— Ан кайăр-ха! — терĕ Армановпа Трофимова милици.

— Каçхинех сиснĕ эпĕ Михаля çак ĕçе тăвассине, тухса кайнинех куртăм. Çавăнпа Михаляна тыттарас тесе сире пырса каларăм.

— Ан кайăр! Тупăннă! Тупăннă! Килĕр каялла! — тесе, тепĕр хут кăшкăрчĕ милици Армановпа Трофимова.

Лешсем, тупăннă тенине илтсен, каялла чупса çитрĕç.

— Ăçта пытаннă?! Хăш тĕлте?! Кам? — теççĕ чупса килнисем.

— Вăт, Мучар палланă тет, курнă тет, — терĕ милици.

— Кам вăл? — терĕ Арманов Мучара.

— Михаля, манпа юнашарри, раскулачить туни, — терĕ Мучар çăмăллăн.

— Мĕншĕн паçăрах каламарăн тата? — терĕ Трофимов сиввĕн.

— Эпĕ хăвăр килсе тытма ĕлкĕретĕр пуль терĕм, çавăнпа паçăрах Армановпа милицине пырса систертĕм вĕт.

Пурте пĕр çĕре пухăнса тăчĕç. Григорьев хунар çутса чупса çитрĕ.

— Кĕрсе пăхар-ха эппин, Михаля патне, — терĕ милици.

— Атьăр, кĕрер, — терĕç ыттисем те.

— Михаля ку ĕçе тăвассине эпĕ каçхинех сисрĕм, — татах калама тытăнчĕ Мучар. — Хăйсеие акăплама тытăннăранпа Михаля Совета ытла та кураймасть. Каçхине урамра ларнă чухне те Совета хирĕçле сăмахсем калать. Эпĕ Михаля килĕнчен кӳсек çĕклесе, кĕрĕкне тӳнтерле тавăрса тухса кайнине куртăм. Михаля киревсĕр сăмахсем калама тытăнсаиах, хăвăртрах сирĕн пата чупса пытăм, — терĕ Мучар.

— Ыранах Михаляна района арестлесе ямалла пулать, — терĕç Армановпа Трофимов.

Хыттăн шаккарĕ милици Михаля алăкне. Чĕтресе тухса уçрĕ алăка Михаля арăмĕ.

— Михаля пур-и?

— Пур, çывăрать.

— Çывăрма каçах выртрĕ-и е халь урамран кĕрсен-и? — терĕ милици.

— Каçах çывăрнă, каçах, — терĕ Михаля арăмĕ, тата хытăрах чĕтресе.

— Тăрса тухтăр-ха вăл кунта, — терĕ Арманов.

— Юрĕ, — терĕ арăмĕ йĕрсе ярас пек сассипе. Ырă маррине сиссе, пит хăраса ӳксе, вăл пӳрте кĕрсе кайрĕ.

— Арăмĕпе пĕр çăварлă пулнă. Ав епле упăшкине хӳтĕлесшĕн: каçах çывăрма выртнă тет, — терĕ милици.

Кăшт тăрсан, пӳртре краççын çути курăнчĕ те, Михаля тухрĕ.

— Атя ял Советне, — терĕ кĕскен милнци. Михаля, хăрама вĕреннĕскер, чĕтресе ӳксе, ним шарламасăр çынсем хыççăн утрĕ. Мучар, хăйне Михаляна паллаттарасшăн мар пулса, часах пăрăнса тăреа, килне кĕрсе кайрĕ. Комсомолецсем, колхозниксем килĕсене кайрĕç.

Милици, ял Советне çитсенех, Михаляран паянхи ĕç çинчен тĕпчесе ыйтма тапратрĕ. Ыйтрĕ-ыйтрĕ, тĕпчерĕ милици, ĕç тупсăмне тупаймарĕ.

— Курман, нимĕн те пĕлместĕп, çывăрнă та эпĕ туйман, — терĕ Михаля. Пит хăранă, пит тарăхнă Михаля. Хăй тĕрĕслĕхне ĕнентересшĕн пулнă, ним айăп та ку ĕçре çук манăн тесе, чĕререн каланă вăл мнлицие, анчах Мучар каласа пани хăватлăрах, витĕмлĕрех пулнă. Паллах, Михаля хăй айăпсăрлăхне нимĕнпе те кăтартайман. Трофимов, милици, Арманов виççĕн канашласа, Михаляна ирччен ял Советĕнчех хăварчĕç. Дежурнăй сельисполнителе Михаляна астума хушрĕç. Вара милици хăйĕн пӳлĕмне, Арманов хăйĕнне кĕрсе кайрĕç, Трофимов килне кайрĕ.

— Мĕншĕн? Мĕн айăпшăн? — тесе ыйтрĕ Михаля, хăй ăшĕнче хуйхăрса. Чĕри хальчченхинчен те ытларах вăркама тытăнчĕ. Çывăрнă хушăрах Михаля айăплă пулса тăнă.

— Пĕркун Мучар пĕтерчĕ, халĕ те çавах элеклесе тыттарса ямарĕ-ши мана? — тесе тавçăрса илчĕ Михаля. Тата çавна та аса илчĕ Михаля: ятлă çынсем паян Михаляна килĕнчен кăларса килнĕ чух Мучар хапхи чĕриклетсе хупăннă пекех туйăнчĕ. Çав Мучар элекленипех пулчĕ пуль паянхи инкек те. Пĕр кунта килнĕ пек чух пĕтĕмпе Арманова Мучар çинчен каласа парам-ха. Пĕтнĕ-пĕтнех ĕнтĕ эпĕ, кунтан хăрушши пулас çук. Илсе кайиччен Арманова каласа хăварам. Тен, ĕненĕ, чĕрипе туйса илĕ Арманов эпĕ айăпсăррине, тен, кăшт та пулин çăмăллăх пулĕ...

Çак шухăшсемпе пĕр вăхăтлăха пуçне усса ларчĕ Михаля. Сельисполнитель çывăрса кайрĕ, Михаля тăчĕ те Арманов алăкĕ патне пырса шаккарĕ.

— Уç-ха наччаслăха.

Арманов çывăрман пулнă. Алăкне уçрĕ.

— Чĕре тӳсмерĕ, кĕрсе калас терĕм, — терĕ Михаля, алăка уçсанах.

— Кала, ара, мĕн каламаллине каласах пулать, — терĕ Арманов. Хăй ăшĕнче Арманов çапла шухăшларĕ: ку кулак ĕнтĕ манран хӳтлĕх шырама килчĕ. Ирсĕр ĕçне сĕвĕртесшĕн.

Михаля хуллен çапла каларĕ:

— Эпĕ кулак пултăм ĕнтĕ, ан тив, кулаках пулам, анчах кам мана сутăç, кулак туни çинчен пĕр-ик сăмах калама килтĕм, — терĕ Михаля.

Кăмăлĕ хуçăлнипе Михаля сасси чĕтреме тытăнчĕ. Михаля кăшт чарăнса тăчĕ.

— Кала, Михаля пичче, кала, атя калаçса ларар, — терĕ Арманов, Михаля мĕн калассипе интересленсе кайса.

— Шухăшласан, ĕненмелле те мар пек, анчах эпĕ чăннипех калатăп, — тесе пуçласа ячĕ Михаля тепĕр хут. Михаля хăй мĕншĕн Мучара курайми пулнине, Мучар колхоз çинчен мĕнле кирлĕ мар сăмахсем сарса çӳренине, кĕлет айĕнче выртнă чух хăй мĕн курнине, илтнине пĕтĕмпе тĕппи-йĕррипе вырнаçуллă каласа пачĕ. Арманов Михаля каласа панине пĕр чĕнмесĕр тĕлĕнсе итлесе ларчĕ. Михаля пĕтерчĕ, вăрăммăн сывласа ячĕ.

— Эсĕ хăвăн патăнта милицисем ухтарнă чух тупăннă япаласене Мучар пырса пăрахнă тесех шухăшлатăн-и? — терĕ Арманов.

— Çав Мучарах, урăх никам та пулас çук. Тырăпа улăм айне пырса чикнĕ михĕ те хамăннах. Пĕр-икĕ кун маларах кăна Мучар манран михĕ кирлĕ тесе илсе кайнăччĕ. Эпĕ Мучара юратмастăп. Тăшманăн курăнать мана Мучар. Мучар та мана, эпĕ кĕлет айĕнче вĕсем калаçнине итлесе выртнăранпа, курайми пулчĕ. Мучар эпĕ унăн ĕçĕсене тăрă шыв çине кăларма пултарнине чухласа илнĕ, çавăнпа мана пĕтересшĕн.

Пĕр самантлăха чарăнса, Михаля вăрăммăн сывласа илчĕ те каллех малалла калама тытăнчĕ.

— Ĕнтĕ мана Мучар путарчĕ. Кулак, сутăç туса хучĕ вăл мана. Тыррине, çĕрулмине мĕн чухлĕ хунине тӳлерĕм. Тепĕр виçĕ кунтан Мучар ман пӳрте хăй патне куçарса лартас тет. Эпĕ тĕп пултăм ĕнтĕ. Шел арăма, ачасене. Хам тĕрĕслĕхе, чăнлăха кăтартса çăлăнассине ĕмĕтленместĕп, анчах Мучар Совет влаçне мăшкăлласа, ăна кураймасăр пурăннине чĕре тӳсмест. Колхоза çак тырă-пулă праçникĕпе коллективизаци кунĕ кĕрес теттĕм, пулмарĕ ĕнтĕ...

■ Страницăсем: 1 2 3 4 5 6 7

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Ярмат (2016-03-27 20:06:01):

Таса та, уçă кăмăллă çынна пĕтерес, хăйĕн пуçне упраса хăварас тесе чылай тăрмашрĕ Мучар, анчах тĕрĕслĕх çиеле тухасса вăл ĕненмен, шанман. Çапла çав вăл: уй - куçлă, вăрман - хăлхаллă. Çапларах çĕлен-калтан шалчи тулни савăнтармаллипех савăнтарать!

 

Олег (2020-04-02 19:46:22):

Вăт çавăн пек çынсем халĕ влаçра.

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: