Мучар


Михаля çак юлашки сăмахсене каласанах ура çине тăчĕ те, çĕлĕкне хăвăрт тăхăнса, каяс-ха ĕнтĕ текелесе, мĕскĕннĕн пăхкаласа, часах тухса кайрĕ.

Арманова Михаля килсе кайни, каласа хăварни тĕлĕнтерчĕ. Арманов çапла шухăшларĕ: пит хитре, ĕненмелле калать ку кулак. Вăл калани тĕрĕсех пулас пулсан, паянах унтан туртса илнĕ пурлăхне каялла памалла, Мучара хупса лартмалла. Паянхи ĕç Михаляна мĕн енчен кăтартрĕ-ха? Михаля тырă хатĕрлес ĕçе муталасшăн паян мĕн хăтланнă? Паянхи ĕç пирки Михаля нимĕн те калаймасть, эппин, Мучар калани тĕрĕс. Хăй çинчен Михаля каласа пани вăл Михаля хăйне хӳтĕлес, Мучара путарас тесе туртса кăларнă юмах çеç. Ах, путсĕр кулак Михаля! Чухăн Мучара элеклет. Çавă ĕнтĕ кулакăн: хăех вăл тĕрĕс, пĕр айăпсăр, çынна пула власть умĕнче айăпланатпăр тет.

Çак шухăшсемпе Арманов чылайччен çывăрса каяймарĕ. Кантăк çине тул çути шуррăн ӳкрĕ. Тул çутăлнине курсан, Арманов вырăнĕ çинчен сиксе тăчĕ: паян ирех хĕвел тухиччен ялтан тырăпа хĕрлĕ обоз тухса каймалла. Армановăн çывăрма юрамасть ĕнтĕ. Мĕнле пухăнать-ши обоз? Ĕнер Михаля урамра кăшкăрса çӳрени ĕçе пăсмарĕ-ши?

Арманов хăпăл-хапăл питне çуса тумланчĕ те хăй пӳлĕмĕнчен тухрĕ. Алăк патĕнче Михаля кукленсе ларнă та çавăнтах çывăрать.

— Паян обоз тухса каймасан, ĕнтĕ çак çын айăплă, — терĕ хăй ăшĕнче Арманов. Хăвăрт урамалла тухса кайрĕ.

Кĕрхи ир сиввипе çӳçенсе, Арманов хăвăрт пĕр урам тăрăх утса тухрĕ. Ял вăраннă. Таврара шăн-шан! илтĕнет. Чĕп автансем уçăлса çитеймен сассисемпе хăвăрт авăта-авăта илеççĕ. Унта-кунта çынсем калаçни, сурăхсем макăрни, хăлт-халт, шăн-шан! тутарни илтĕнет. Таçта хапха уçăлса хупăнчĕ — хӳлт! турĕ. Арманов кооператив лавкки еннелле утрĕ. Вăхăт ĕнтĕ, вăхăт тырăллă лавсем кооператив умне пырса тăма. Акă аялти урамран пĕр лав хăпарчĕ. Урапа çинче тулли михĕсем. Çав михĕсене, лав хыççăн утса пыракан çынна та Арманов савса пăхрĕ. Ку çын — Чĕлпĕр Иванĕ, чухăн, патшалăха тырă парасси çинчен ыйту тапрансан, чăн малтан тырă парассипе хăйне ударник туса, вунă пăт пама пулчĕ. Халĕ вăл пĕр лав тиенĕ: кӳршисенне тиенĕ, кӳршисемпе пĕрлешсе пĕр лав çине хурса тухнă пулмалла. Вăтам урамран тата икĕ лав çитсе тăчĕ. Ураписем, йывăр тиенĕрен, лачăртатса, шатăртатса пыраççĕ: ку çынсем те хăйсен кӳршисемпе пĕрлешсе тиесе тухнă.

Хĕвелтухăç хĕрелнĕ — хĕвел тухасшăн. Лавсем, тулли лавсем, унтан та кунтан кирлĕ вырăна çитсе тăчĕç. Арманов список тăрăххăн кам-кам тырă панине тĕрĕслесе тухрĕ. Пур вăтамсем, чухăнсем, кам паян хĕрлĕ обозпа тырă кайса пама пулнă, пурте пур. Пилĕк хуçалăхран çук. Камсем? Уйри Ваççа — кăçал çирĕп заданине лекнĕскер. Вавил — яланах тырă, аш, пахчаçимĕç парас тĕлĕшпе кутăнланса тăракан вăтамрах хресчен. Тата тепĕр виçĕ карма çăвар, пĕркун лишенецсене тырă тӳлеттернĕ чухнех тырă хатĕрлес ĕçе хирĕç пыракансем.

— Лишенецсем çын мар-и?! — тесе кăшкăрашрĕ пĕркун Сапака Микули, пуянсем хутне кĕрекен, вĕсем патĕнче ĕçсе çапкаланса çӳрекенскер. Çав куштансем, карма çăварсем тырă илсе тухманни Арманова тарăхтарать, ĕç ăнманшăн çилĕ килет. Паллах, çĕрле Михаля кăшкăрашса çӳрени карма çăварсен пуçне, чĕрине аван кĕрсе ӳкнĕ. Хăйсене хăйсем кăмăллă пулчĕç пуль.

Армановăн ĕçе татасах килет.

— Михаля пĕтерчĕ паян пирĕн тырă тултарас плана. Анчах савăнаймĕç тăшмансем. Ял активĕ пурĕпĕр хăй ĕçне тăвĕ. Паянах подкулачниксен тыррине тăпăлтарса илсе, района ярăпăр. Михаля паянах лекĕ тĕрмене.

Хĕвел тухса сарăлчĕ. Кĕтӳ хăвалама та тытăнчĕç, тырă илсе тухман çынсем килмеççех, пĕри те тухмарĕç. Часах лавсем патне ял Совет членĕсем, комсомолецсем, ытти халăх, шкула каякан вĕтĕр-шакăр пухăнчĕç. Лашасем кĕçенни, тулхăрни, çынсем калаçни таврана тултарса тăрать.

Арманов, митинг уçса, тырă хатĕрлес ĕç çинчен, хулапа ял çыхăнăвне çирĕплетесси çинчен кĕскен сăмах каларĕ. Пилĕк килрен тырă илсе тухманнине чăн юрăхсăр, сиенлĕ ĕçсенчен пĕри тесе палăртса хучĕ. Трофимов та кĕскен сăмах каларĕ. Юлашкинчен шăлне çыртса, чышкине чăмăртаса, вăл: «Паянах пурĕпĕр вăл тырра кăларса яратпăр. Тăшман кăшкăрашса çӳрени хыççăн каякансене пĕр перчĕ хĕрхенӳсĕр çапатпăр», — терĕ тарăхуллăн.

Лавсем йĕркеленсе пĕрин хыççăн тепри уй хапхи патнелле уттарчĕç. Лашасем талпăнса туртаççĕ, урапасем нăчăртатса пыраççĕ. Лавсем часах ялтан тухса кайрĕç, курăнми те пулчĕç. Малтанхи лав çинчи хĕрлĕ ялав çеç чылайччен вĕлкĕшсе пыни курăнса тăчĕ, кайран вăл та вĕлтĕр-вĕлтĕр турĕ те лавсем анаталла аннипе пачах куçран çухалчĕ.

Арманов ку лавсем тухса кайнипе кăмăллă пулчĕ, анчах çак пилĕк килтен тырă тухманни калама çук çиллентерет. Михаляна халь тем туса пăрахас килет. Çак ялта Михаля пурри Армановшăн темĕнле пысăк сиен пек туйăнать. Арманов наччаслăха çав Михаля пирки Анна Петровна патне кĕрсе калаçма шухăшларĕ. Çынсем митинг пулнă çĕртен саланнă-саланман, Арманов шкул патнелле, вĕтĕр-шакăр ачасенчен ирте-ирте кайса хăвăрт утрĕ.

Арманов яланах çапла: пĕр-пĕр пысăкрах ыйту сиксе тухсан е ĕç ăнман пирки йывăрлăх килсен, яланах Анна Петровна патне чупать. Анна Петровна вăл ăслă, пултаруллă ĕçлекен учительница-комсомолка, комсомол ячейкин бюро членĕ, хĕрарăмсем хушшинче ĕçлет. Анна Петровна яланах Арманова хăйĕн канашĕпе усăллă пулнă. Педтехникумран вĕренсе тухнăскер, Анна Петровна ялти общество ĕçне тума аптăрасах тăман. Икĕ çул ĕнтĕ Анна Петровна çак ялта ĕçлет. Армановпа пĕр çул килнĕ вĕсем çак тĕттĕм яла. Арманов та ку ялсем мар. Вăл кӳршĕ ялтан килнĕ. Арманов вунсакăр-вунтăхăр çулхи çамрăк, совпартшкултан вĕренсе тухса, çак яла комсомол ячейкин çыруçинче тата вулав çурчĕн пуçлăхĕнче ĕçлеме килет. Унччен ку ялта шкулĕ те, комсомол ячейки те пулман. Арманов, чухăн çын ывăлĕ пулнăскер, пĕтĕм чĕререн халăх хушшинчи ĕçе парăнчĕ. Нумай вăй хунă Армановпа Анна Петровна ялта колхоз тăвас тесе. Турĕç колхозне. Татах çине тăрса ĕçлеççĕ колхозра çирĕп йĕрке тăвас тесе. Ялти пĕтĕм актив хутшăннипе колхозра çирĕп йĕрке пулчĕ, мĕнпур ĕçĕ колхозăн ăнса пычĕ. Армановпа Анна Петровнăшăн йывăр килнĕ вăхăтсем те пулнă. Колхоз пуçлансанах, çураки вăхăтĕнче, хĕрарăмсем колхоз правленине пыра-пыра çĕмĕрлетчĕç, тулашатчĕç. Тухатпăр колхозран тесе кĕрлетчĕç. Пĕринче колхоз правлени кĕнекисене çурса тăкнă, сĕтелсене, пукансене çапа-çапа ватса пĕтернĕ. Колхоз пуçлăхне, Иванова, кăмака хыçнелле хĕстерсе хурса, питĕнчен чăрмаласа илнĕ. Хĕрарăмсем тулашнине курса тăракан çыннăн çӳçпуç вирелле тăмалла, пуç çаврăнса каймалла. Анчах Армановпа Анна Петровна пуçĕсем çаврăнман. «Малалла ĕçлеме çук, май килмест. Вăй-хал çитерес çук, пирĕн çеç ĕçлемелле-и?» — тесе тăмарĕç Армановпа Анна Петровна. Малтанах шкул та, комсомол ячейки те пулман пирки, ялти çамрăксем активлă ĕçлеймеççĕ. Пĕтĕм ял хушшинчи ĕç çак икĕ çамрăк çине тиенет, кунне-çĕрне пĕлмесĕр тенĕ пек, ырми-канми ĕçлерĕç Армановпа Анна Петровна. Кашни хĕрарăм тăнланичченех, йĕркене кĕричченех вĕсем, пухусем туса, колхоз мĕнле пулмалли çинчен кала-кала панă. Виçĕ делегаткăна Анна Петровна М. ялĕнчи колхоза илсе кайса кăтартрĕ. М. ялĕнче колхоз йĕркеленсе, аванланса çитнĕ. Хуллен, пĕчĕккĕн, колхозран тухас тесе çĕмĕрлекен хĕрарăмсем лăпланчĕç. Комсомолецсем тĕне хирĕç ĕçлени, класс кĕрешĕвĕ çинчен тăнлантарни, М. колхозне кайса курни, тĕттĕм хĕрарăмсен куçне уçрĕ. Уй-хирсенче хĕлле йĕркесĕр çĕмĕрлекен хĕрарăмсем халĕ чăн лайăх ударницăсем пулчĕç. Колхоз кĕрхи çумăрсем пуçланиччен тырра вырса пĕтерме мар, çапса пĕтерчĕ. К. колхозăн хĕрлĕ обозĕ ытти колхозсенчен малтан района тухса кайрĕ...

Арманов пырса кĕнĕ чух Анна Петровна шкул ачисен тетрачĕсене пăхса, йăнăш çырнисене тӳрлетсе ларать. Пӳлĕмре тирпейлĕ, таса. Кантăкран хĕвел кĕрсе сĕтел çине, Анна Петровна çине ӳкет.

— Мĕн ирех çĕмĕрттерсе килтĕн? — терĕ Анна Петровна шӳтлерех. Хăй Арманов çине хăмăр куçĕсемпе юлташла, ăшшăн пăхса илчĕ. Арманов пукан илсе ун умне ларчĕ.

— Ĕç пур, Анна Петровна! Ударлă ĕç.

— Мĕн тата? Темле ударлă пулсан та, халех шкулти ачаеене пăрахса тухса чупаймăп, уроксем хыççăн — яланах хатĕр, — терĕ Анна Петровна каллех шӳтлесе, «яланах хатĕр» тенĕ чух аллине пионерла çĕклесе илчĕ.

— Эсĕ ан шӳтлесе лар-ха. Подкулачниксем тырă леçме каймарĕç вĕт.

— Ан калаç! Ĕнер кăнтăрла пурте тухатпăр тырă пама тесе, эпĕ хам алă пустарса çӳрерĕм-çке, — терĕ Анна Петровна, тĕлĕнсе.

— Тухатпăр тетчĕç те, класс тăшманĕ пирĕн ĕç çине пырса сурчĕ. Раскулачить тунă Михаля урам тăрăх тырă памалла марри çинчен кăшкăрса çӳренĕ те, пĕтĕм ĕçе пăсрĕ.

— Михаля тетĕн? Савин Михали-и?

— Çавă, самăй çавă. Мĕнрен питĕ тĕлĕнетĕн эсĕ? Савин Михали ку ĕçе туман тесшĕн-и-мĕи? Тытса хупнă ĕнтĕ Михаляна. Мучар курса тăнă Михаляна. Килĕнчен тухса ĕрлешсе çӳренине Мучар хăй пире пырса каларĕ.

Арманов калаçнăçемĕн Анна Петровна пит-куçĕ тĕлĕннипе улшăнса пычĕ. Малтан Анна Петровна хăмăр куçĕсемпе пĕр çĕре тĕллесе пăхрĕ те, япалана тин курнă пек, чылайччен шухăша кайса пăхса тăчĕ. Вара хăвăрт ура çине тăчĕ, Арманова хулпуççирен çат çапса илчĕ те çапла каларĕ:

— Çук! Лексантăр, йăнăшатăн! Савин Михали ун пек çын мар! Мучар хăй муталама пултарнă сире. Мучар пире колхоз тăвас ĕçре мĕнле муталани çинчен мана Анушки — чухăн хĕрарăм, каласа пачĕ. Паян кун пирки ятарласах пухăнас тенĕччĕ. Мучар вăл чăн-чăн класс тăшманĕ. Мучар ирсĕрлĕхĕсене Савин Михали пĕлнĕ, Мучар ĕçĕсене тăрă шыв çине кăларасшăн пулнă, анчах Мучар, çавна сиссе, Савин Михалине пĕтерсе хунă. Айăпсăр пĕтнĕ Савин Михали. Асту! Ĕнерхи ĕçре те Мучарах айăплă пулнă пулĕ. Тĕплĕн пĕлес тесен, пирĕн Мучарпа Савин Михали çинчен халăх хушшинче, уйрăммăн шанчăклă чухăнсенчен ыйтса пĕлес пулать, пухусенче вĕсем çинчен сăмах тапратса ямалла. Халех тупмалла тăшмана. Халех тупса халăх хушшинчен тапса, сирпĕтсе кăларса пăрахмалла! — терĕ Анна Петровна хĕрӳллĕн, хăмăр куçĕсемпе Арманова тӳрĕ сăнаса пăхса.

— Йăнăшмастăп пуль, Анна Петровна. Эпĕ ĕнер хам çав ĕрлешсе çӳрекен çынна тытма кайнăччĕ. Анушки вăл подкулачница пулĕ, — терĕ Арманов.

— Ну, Лексантăр, тавлашмăпăр, тавлашиччен ĕçе тытăнар. Еç тĕрĕс пырсан, класс сисĕмне çивĕч тытсан, эпир чăн-чăн айăплине тупăпăр. Кунта чее, пит сиенлĕ класс тăшманĕ пурах. Йĕрлесе пăхар-ха. Эсĕ çамрăксем, арçынсем хушшинче Мучарпа Савин Михали пирки калаçса пăх. Эпĕ акă паян каçхинех хĕрарăм пуххи тăвăп та хĕрарăмсем хушшинче Мучарпа Савин Михали çинчен ыйтса пĕлĕп. Мучар патне çитсе пăхас пулать.

— Юрĕ, йышăнар-ха эппин эсĕ каланине, — терĕ Арманов. Халь вăл Михаля хăй çинчен, Мучар ирсĕр ĕçсем туни çинчен каланине аса илчĕ.

— Тăрăшар ĕнтĕ. Тăрăшсан тупăпăрах, — терĕ Анна Петровна. Учительница çирĕппĕн калаçни Арманов кăмăлне çĕклентерет. Еçпе пиçсе хресчен çемйинче ӳснĕ тĕреклĕ, лутрарах, илемлĕ шăмшаклă Анна Петровна хăй культурăлăхĕпе, пултаруллă ĕçленипе, хăмăр куçĕ ăслăн пăхнипе Арманов чĕрине чылайранпах пăхăнтарнă. Килĕштерет Арманов Анна Петровнăна, анчах хĕре юрату çинчен пĕр сăмах та каламасть. Калама та тӳр килмест пек, пĕрмай ĕç. Кулленхи ĕçсем вĕресе тăнă чухне Армановăн юрату юрри пуçласа яма та хăю çитмест. «Урăх чух, малашне», — тесе ачашлать Арманов хăйĕн чĕри тĕпĕнчи хăюсăр шухăшне. «Ун чух кая юлĕ... Тен, Анна Петровна урăххине юратĕ, сана халĕ юратмасть те пулĕ...» — сиксе тухать хăш чух Арманов пуçĕнче çакнашкал шухăш. «Çук... юратать мана Анна Петровна, куçĕнченех паллă, юратать. Мана юратмасан, хисеплемесен, Анна Петровна мана вĕрентесшĕн, культурăллă тăвасшăн тăрăшĕччĕ-и? Кашни утăмра вăл манпала аппа пек, йăмăк пек ырă кăмăллă», — тет ăшри хирĕçле сасă. Хальхи вăхăтра Анна Петровна Армановшăн тăван пек, чăн савнă юлташ пек паха. Çав паха юлташлăх икĕ çамрăка ĕçре тачă çыхăнтарса, пĕр-пĕрне пулăшса тăнă.

Çав кунах ял Совечĕ, комсомол ячейки, ял активĕ çине тăнипе, каçалапа района пилĕк хуçалăхран тырă кăларса ячĕ-ячех. Кунĕпех лара-тăра пĕлмесĕр ĕçлерĕ Арманов, тырра кăларса ярасшăн кĕрешрĕ.

— Ĕç тухрĕ, кăшт канам, — терĕ Арманов, çĕрĕпе пĕр пĕрчĕ ыйхă курманскер, паян кунĕпе ĕштеленсе çӳренĕскер, хăй вырăнĕ çине чикĕнсе. Кăштах лăпланчĕ Арманов, кăшт канма выртрĕ. Халĕ ĕнтĕ пĕтĕм шухăш Савин Михалипе Мучар çине куçрĕ. Мучар патне ухтарма каяссине Арманов Трофимовпа, милиципе калаçса хунă. Паян каçхине Арманов вулав çуртĕнче Мучар çинчен ыйтса пĕлме шухăшлать. Паян та унта халăх нумай пухăнать пулĕ-ха. Ялта уй-хир ĕçĕ пуçтарăнса пынăçемĕн вулав çуртне çынсем каçсерен йышлăрах пухăнма тытăнчĕç. Радио итлеççĕ, кĕнеке вулаççĕ, тĕрлĕ хыпарсем çинчен калаçаççĕ. Час акă тĕрлĕ кружоксем ĕçлеме тытăнĕç.

Арманов, выртсанах çывăрса кайнăскер, пĕр-икĕ сехетрен вăранчĕ те. Ăна алăк хулт! туса хупăнни вăратрĕ. Вăрансанах Арманов, çынсем вулав çуртне пухăнма тытăннă пулĕ тесе, ура çине сиксе тăчĕ те пӳлĕмĕнчен тухрĕ. Колхозниксем те, колхозра маррисем те вулав çуртĕнче чылаййăн лараççĕ. Арманов колхоз çинчен, колхоза вăйлатасси çинчен сăмах тапратрĕ. Хуллен-майăн, сисĕнкĕсĕр, колхоза хирĕç пыракан çынсем çинчен те каласа ячĕ, Мучара асăнчĕ. Колхоза кĕме кирли çинчен калать.

— Кĕмелле те-ха çав колхозне, — тет пĕр сухаллă çын.

— Мĕншĕн кĕместĕн-ха, мĕнле хĕллех кĕмен-ха эсĕ колхоза? — терĕ Арманов çак çынна.

— Хамăр чухлайман пирки колхозран пăрăнса юлтăмăр. Хĕрарăмсем-çке колхоз тĕлĕшпе пит «пĕлеççĕ», — терĕ мăк сухаллă çын.

— Санăн арăму мĕншĕн кĕресшĕн пулман-ха? — тет Арманов.

— Мĕншĕн, тет... Паллах, хĕрарăм çын сăмахĕ хыççан каять вăл. Таçта, çăм ниминче калаçаççĕ тет-и. Мучар калать тет: «Колхоз вăл этеме тĕп тăваканни, эпĕ хам колхоза керсе тĕп пултăм, аран-аран хамăр яла çитсе ӳкрĕм», — тесе каланине илтнĕ те ман карчăк, вĕренпе сетĕрсен те колхоза кĕрес çук, çавăнпа кĕмен эпĕ. Арманов, çак мăк сухал Мучар çинчен каласа ярсан, вĕриленсе кайрĕ. Унăн çак старике татах Мучар çинчен сăмахлаттарас кăмăл пурччĕ, анчах тепĕр хресчен, сар кĕрĕкли, тӳрех çапла каласа ячĕ.

— Мучар сăмахне мĕн ĕненмелли пур ăна? Эпĕ пĕркун колхоз правленине пытăм. Колхоза кĕрес шухăшпа пытăм ĕнтĕ. Правлени алкумĕн картлашки çинче виç-тăватă çын ларать. Мучар та унтах. Колхоза кĕрес тесе сăмах тапранса кайрĕ. Мучар çапла каларĕ: «Эсир колхоза кĕрес тетĕр, зпир колхозран тухас тесе çунатпăр...» — тет.

«Эппин, Мучар, хăй колхозра пулин те, колхоза килĕштермест иккен. Колхоз çинчен суя суять», — терĕ хăй ăшĕнче Арманов.

— Çынсем тырра машинăпа сортласа, формалинпа чӳхесе акрĕç, çынсем тырăллă пулчĕç. Эпĕ тырă аллама каяс чух çак Мучар, ман инкеке кура, таçтан ман пата килсе кĕчĕ. Тырă, тет, сортламасан, эмелпе чӳхемесен, луччă аван пулать, тет. Эпĕ, ухмах пек, ĕнен кай çав Мучар сăмахне. Манăн пек начарри тырă кăçал никамăн та пулман. Пит çилленетĕп çавăншăн шуйттан Мучарне! Мана çапла пырса улталаиăшăн сута пама пулмасть-ши ăна, путсĕре? — терĕ Хумма.

— Вăт-тăк Мучар! Пур çĕрте те суйса çӳреме ĕлкĕрнĕ, — теççĕ хыçалта сасăсем.

Арманов блокнот çинчен хут татса илчĕ те чылайччен çырчĕ.

— Юлташсем, — терĕ вăл хутне кăтартса, эпĕ ку хут çине Мучар çинчен мĕн каланине кĕскен çыртăм. Каласа паракансем! Эсир хăвăр калани тĕрĕссине çак хут çине алă пусса çирĕплететĕр-и?

— Çирĕплететпĕр, алă пусатпăр, — терĕç мăк сухалпа сар кĕрĕкли. Тухса алă пусрĕç.

— Эпĕ хут пĕлместĕп çав, вĕренеймерĕм ĕлĕк. Халь ĕнтĕ вĕренме те куç курмарĕ. Мучар мана сиен тунă тесе пĕр хут çине мар, вунă хут çине алă пусăттăм. Ах ăна, йытта! — терĕ Хумма, сĕтел патне пырса тăрса. Хуммашăн пĕр çамрăк тухса алă пусрĕ.

■ Страницăсем: 1 2 3 4 5 6 7

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Ярмат (2016-03-27 20:06:01):

Таса та, уçă кăмăллă çынна пĕтерес, хăйĕн пуçне упраса хăварас тесе чылай тăрмашрĕ Мучар, анчах тĕрĕслĕх çиеле тухасса вăл ĕненмен, шанман. Çапла çав вăл: уй - куçлă, вăрман - хăлхаллă. Çапларах çĕлен-калтан шалчи тулни савăнтармаллипех савăнтарать!

 

Олег (2020-04-02 19:46:22):

Вăт çавăн пек çынсем халĕ влаçра.

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: