Çуркунне


Юр ирĕле пуçласан

Хурăн шывĕ вăранать,

Çĕр айĕнчи тымартан

Çӳлелле вăл туртăнать.

 

Йывăçсен кăчăкисем

Пăшăл-пăшăл тунипе

Çуйхашаççĕ кайăксем

Иртен каçчен — кунĕпе.

 

Çӳхелет юр кунран-кун,

Шăнкăр-шăнкăр шыв юхать.

Шкулта çурхи каникул

Ачана савăнтарать.

 

Çамрăк, йăрăс хĕрупраç

Хатĕр капăр тумланма,

Каç пулсан хĕрсем клубра

Пухăнаççĕ ташлама.

 

Каччăсем клуб умĕнче

Илĕртеççĕ хĕрсене

Мотоциклсем çинче

Ярăнмашкăн уй çине.

 

Пуш, ака уйăхĕсем

Час вĕçеççĕ кайăк пек.

Ăшă çу килсе çитсен

Хĕрӳрех хĕртет ирпе.

 

Симĕс курăк хăпарать,

Кунран-кун çĕр ăшăрах.

Çеçкине чие çурать,

Авăтать куккук вăрах.

 

Пуçланать кĕçех ака,

Хир тулать çын сассипе.

Качака, ĕне, така

Хире тухнă кĕтӳпе.

 

Çырма тăрăх шăпчăксем

Янратаççĕ юррине.

Пит илемлĕ вăхăтсем

Пирĕн патра çуркунне.

Çавăн пекех пăхăр

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: