Пурнăç çулĕ такăр мар
Çураласса эпĕ патша саманинче, Арапуç çырми вĕçĕнче, чул тăвайкки çамкинче, вăтам хресчен çемйинче çуралнă теççĕ. Пирĕн атте иккĕ авланнă иккен, малтанхи арăмне вăл Пăвакассинчен, Аслă Кавал леш енчен, туянса килнĕ. Туянтарса янă çав ман аттене! Çураçма кайсан йăмăкне кăтартнă та аппăшне лартса янă. Хĕвел ансан, тăман тухсан йăмăкĕ вырăнне аппăшне тăлăп тăхăнтартнă та ăсатнă. Ирхине тăраççĕ, куçа уçса пăхаççĕ. Ак, тамаша! Чиперкке вырăнне — чĕмеркке. Ял кулли! Шăлна çырт та пурăн. Анчах вăл нумаях пурăнайман, икĕ ача çуратсан вилнĕ. Вара атте тепре авланса янă. Малтан Якур çуралнă, кайран — Хреçтук, виççĕмĕшĕ эпĕ пулнă. Атте çиме ларас умĕн те, сĕтел хушшинчен тухсан та хĕрес хуратчĕ. Анне вара усал сăмахпа ятлаçма мар, шуйттан тесе те каламастчĕ. Пĕр шуйттан тесен икĕ шуйттан çуралать тетчĕ. «Ай-уй, çынсем пăсăлсах пыраççĕ, — тетчĕ кукаçи те. — Патша çук, тытакан çук, турра манчĕç, антихристсем çавăрса илчĕç».
Ачасем шкула кайма пуçларĕç. Мана та анне пиртен сумка çĕлесе пачĕ. Атте тускапа крихвил туянчĕ. Ун чухне хут тавраш çителĕклĕ пулман. Хайхи ялти шăкăр-макăрсем çырма хĕрринче ларакан тайăлса кайма пуçланă шкула пухăнтăмăр. Партăсем хушшине вырнаçрăмăр. Учитель кĕчĕ те сывлăх сунчĕ. Лартать — тăратать, лартать — тăратать... Вĕрентме тытăнчĕ. Автан пекки — «А» пулать. Пĕкĕ пекки — «Б» пулать. Турчăка пекки — «Г» пулать. Çурла пекки — «С» пулать. Ункă пекки «О» пулать. Интереслĕ иккен вĕренме, ăна-кăна пĕлме. Унтан: «Тĕнчере мĕн чупать?» — тесе ыйтать. Ачасем: «Лаша, сурăх, качака путекки, сысна çури», — теççĕ. Эпĕ: «Пăсара чупать», — тетĕп. Ачасем ахăл-ахăл кулса ячĕç. Учитель пычĕ те ман пата, хăлхаран тытрĕ те: «Эсĕ, ачам, вĕренме килнĕ е култарма-асма, аннӳ хыçне кайса вырт-ха», — Тесе тĕртсех кăларса ячĕ. Эпĕ шкултан тухрăм та макăра-макăра килелле чупрăм.
— Анне, анне, — тетĕп куççуле шăла-шăла, — пăсара чупмасть-и-мĕн?
— Мĕнле чупмасть? Пĕтĕм чăх-чĕпсене çавах пăвса пĕтерчĕ. Чăх мăйне татать те Карачăм вут шаршанĕсем айне чупса кĕрсе пытанать.
Атте мана шкултан кăларса яни çинчен пĕлсен: «Тьфу! Çав учитель пулать-и вара вăл», — тесе мăкăртатрĕ. Урама тухсан ачасем мăшкăллама тытăнчĕç. «Пăсара, пăсара», — тесе ăнран яратчĕç.
Эпĕ шкула çӳреме пăрахрăм. Ачасем вĕренетчĕç, эпĕ читлĕхпе е серепепе кăсăясем тытаттăм. Пирĕн таракан нумайччĕ, ман кăсăясем таракан çисе начарлансах каятчĕç. Хăш чухне пĕр-пĕр кăсăйи ирĕке тухас тесе кантăка пырса çапăнатчĕ те сак çине ӳкетчĕ. Кушакки çавна кăна кĕтсе ларатчĕ — чи-чи кăсăяна йăпăр-япăр ярса тытатчĕ те тĕп сакайне сикетчĕ. Е вутта кĕрсе çунса кайни те пулатчĕ, тепĕр чух тата апат çисе ларнă чух яшка çине персе анатчĕç. Турă каçарать тесе ларатчĕ атте.
Хĕл иртрĕ те — çу çитрĕ. Эпĕ кунĕпех шыв хĕрринче чăмпăлтататтăм. Кĕркунне тыр вырма илсе тухрĕç мана. Çурлине тытма анне вĕрентрĕ. Сылтăм алăпа çурла тытатăн, сулахайĕпе хăмăлĕсене çавăрса илетĕн те кăчăрт касса пĕр çĕре хурса тухатăн, кĕлте тăватăн. Выр, выр — кĕлте тултарма çук. Пилĕк ыратнипе чĕркуççи çине тăрса выратăп. Мĕн пур йĕме çĕтсе пĕтертĕм. Пӳрнене кастартăм. Юн тухнине кура тата хытăрах макăрма пуçларăм.
— Кĕсел, — тет атте. — Арçын пуль эс.
— Авланиччен тӳрленет, — лăплантарать анне.
Çумăрĕ çумасть. Хĕвелĕ хĕртет. Ял халăхĕ выçлăх пуласса сиссе йĕкел пуçтарчĕ. Мăян авăртрĕ.
Каллех шкула каяс вăхăт çитрĕ.
— Пĕлтĕрхи сумкăнах çуса хутăм, — тет анне те. — Каллех пĕрремĕш класа кайма тивет ĕнтĕ сан. Учителĕ урăххи пулать. Лайăхскер. Эсĕ тимлĕн итле, ан витле.
Каллех пĕрремĕш класа кайрăм. Учителĕ питĕ лайăх пек туйăнчĕ. Анчах ку хутĕнче те вĕренесси пулмарĕ. Пирĕн ялтан çирĕм пилĕк кил Çĕпĕре — Алтая — телей шырама тухса кайма шутларĕ.
— Çĕпĕр вăл, ачасем, — юмахри пек çĕр. Вăрманĕн вĕçĕ-хĕрри çук тейĕн, вутти-шанки вара çĕрсе кăна выртать, чăтлăха кĕрсен каялла тухаймăн. Унта кашкăрĕсем, тиллисем, мулкачĕсем — шучĕ те çук тейĕн, кашни хыр тăрринчех йăлт та ялт сикекен пакшине курма пулать. Шыв-шурсемпе кулĕсенче пуллине алăпах тытма пулать, кайăк-кăвакалĕ — карти-картипе, çăмартисене витри-витрипе пухса килеççĕ, — тет Ейпух Иванĕ, Çĕпĕре кайса курнăскер. — Çĕр çинчи çăтмах, ĕçлеме кăна ӳркенмелле мар. Часах атте лашана сутса ячĕ, ĕнене пусрĕ, темиçе çул тар юхтарса пухнă вут-шанкăна салатса пĕтерчĕ. Çул çине сухари хатĕрлерĕ. Çапла вара, Арапуç ялĕнчен çирĕм пилĕк çемье Çĕпĕре телей шырама тухса кайрăмăр. Тавар турттаракан вакунсем çине вырнаçсан анне нарсем çине вырăнсем сарса пачĕ. Хăть çурăлса кайиччен çывăр. Вакун варрине тимĕр кăмака лартнă. Кĕркунне. Виçĕ пин çухрăм ытла каймалла теççĕ. Çĕпĕр хулинчен — Тюменьрен — тата лерелле, Славгорода çитсен çĕр утмăл çухрăм шалалла кĕмелле теççĕ.
Тр-рс! пырса тĕкрĕ пăравус пирĕн вакуна. Çынсем çухăрса ячĕç. Хăшĕ макăрать, хăшĕ турра кĕлтăвать, хăшĕ юрлать:
Атте мана шур çурт лартса парас тет,
Кăмака çинче çăка лартса ӳстерсен,
Кăмака çинче çăка лартсан ӳсес çук,
Атте мана шур çурт лартса парас çук.
Ирĕксĕрех кайма лекет çĕн çĕре,
Сывă пул, Арапуç, тăван ял,
Сывă пулăр, тăвансем, ял-йыш...
— Ăçта вара Хĕветура аппа? Вăл пымасть-им?
— Юлать.
— Мĕншĕн, Çĕпĕр килĕшмест-им?
— Вăл хăйĕн юратнă Степан Кăрккине ытараймасăр ялах юлать.
Часах пирĕн поезд малалла тапранса кайрĕ. Каллех çухăрашу. Çынсем хыçран чупаççĕ, аллисемпе сулаççĕ. Часах Вăрмар станцийĕ курăнми пулчĕ. Тимĕр кăмака хутса ячĕç. Кăнтăрла та, каçхине те каятпăр. Микка пичче юмах яратчĕ. Эпир, ачасем, çăвар карсах итлесе лараттăмăр. Пĕчĕккĕн типĕтнĕ какайне те çисе ятăмăр, сухарисем те пĕтрĕç. Мулюк карчăкĕ Çĕпĕре çитмесĕрех вилсе выртрĕ. Телейне тупаймасăрах вилсе выртрĕ, çĕре кĕчĕ. Кайсан-кайсан Çĕпĕр тĕп хулине çитрĕмĕр. Кунта вара тупикех кĕртсе лартрĕç. Икĕ эрне лартăмăр. Омск хулинче татах ларнă пулăттăмăр пулĕ, станци начальникне укçа пырса парсан ку хуларан тухса кайрăмăр. Эх, хули пысăк-çке! Çурчĕсем çӳллĕ, пăхсан карттус ӳкмелле, хапрăк-завочĕсем тата! Урамсенче ваннă вакунсемпе пăравуссем йăваланса выртаççĕ. Кунта питĕ вăйлă çапăçу пулнă теççĕ. Кунта Çĕпĕр патши — Колчак тăнă тет. Ăна халĕ хевелтухăç еннех хӳтерсе янă. Вăрçă пĕтмен-ха. Эпир вĕсем хыççăнах каятпăр. Çичĕ туннель айĕнчен тухрăмăр. Малалла каятпăр. Анчах вутă пĕтнĕ тет. Арçынсем вутă хатĕрлеме вăрмана каяççĕ. Хыр вăрманне касса çурса ваклаççĕ те пăравус çине тиеççĕ. Каллех малалла танкăлтатапăр. Виçĕ уйăх хушши кайрăмăр. Çул çинче мĕн чухлĕ сăмах-юмах илтмерĕм пулĕ? Тĕнче курса пытăмăр. Пирĕн атте çуллă пĕлĕм илсе ачашламан. Лупас, карта, вутă-шанкă сутса тунă укçине арча тĕпне хунă та, ун çинче ларса пырать. Çывăрасса та ун çинчех çывăрать. Вырăна çитсен кил-çурт лартма, лаша туянма шутлать. Çĕнĕ çул çитес умĕн Çĕпĕр хулине — Славгорода — çитрĕмĕр. Унтан лавсем тытса хамăр пурăнас яла çул тытрăмăр. Шартлама сивĕ тăрать. Пире, ачасене, утиялсемпе чĕркесе çунасем çине лартрĕç. Виçĕ çулхи Настьăна анне хăй çумне илчĕ. Хреçтук аппа ултă çулхи Кĕтерука ыталаса ларать. Кайсан-кайсан, ытла та шăнса кайнăскерсем, çуна çинчен сиксе анса чупкаласа илетпĕр. Çĕр утмăл çухрăм каймалла. Вĕçĕ-хĕррисĕр уй-хир. Çырма таврашĕ çук. Каç пуласпа пĕр вырăс ялне çитрĕмĕр. Хваттере кĕтĕмĕр. Пире аванах йышăнчĕç, кăмакине хутса янă, хыр вутти çунтараççĕ. Çутă та парать, ăшă та пулать. Часах пире кăмакаран шаркку кăларса антарса пачĕç, шур кулачă касса хучĕç.
— Ăçталла çул тытатăр капла шăкăр-макăрсемпех? — ыйтрĕ пирĕнтен шур сухаллă, хĕрлĕ питлĕ, тĕреклĕ кил хуçи.
— Телей шырама тухрăмăр, — тет атте.
Вăл вырăсла кăштах пĕлкелетчĕ. Анне вара вуçех ăнкармастчĕ. — Кунта ĕçлесен пурăнма пулать, çĕрĕ те нумай, — тет хуçа. — Анчах арçынсем çук. Вăрçăра. Вăрçи пĕтмен-ха.
Ирхине тăрсан атте кил хуçине укçа пама тăчĕ, анчах вăл илмерĕ. — Мĕн илес ман унпа? Лавккасенче краççын та, нимĕн те çук, — терĕ. Анне вара çӳпçерен пир кăларса пĕр аршăн касса пачĕ.
Çĕпĕр сиввине тӳссе хамăр пурăнас çĕре çитрĕмĕр. Хыр вăрманĕ çумне вырнаçнă, ялĕ пысăк. Пин киле яхăн пулать. Кунта вырăссем, украинсем, кăркăссем тата эпир, чăвашсем, пулатпăр. Каç пулса килет. Урам варринех вут чĕртнĕ те улăм-тислĕк çунтараççĕ. Çамрăксем вут урлă сике-сике каçаççĕ. Ман йăмăк, Кĕтерук, хăраса ӳкнĕ. Пушар, пушар тесе макăрма пуçларĕ.
— Пушар мар вăл. Çĕнĕ çула çапла кĕтсе илеççĕ, — терĕ пирĕн лавçă.
Часах пĕр салтак арăмĕ патне хваттере кĕтĕмĕр. Упăшки салтакран килеймен-ха. Çапла Çĕпĕрте пурăнма пуçларăмăр. Атте арчари укçапа кил-çурт та, лаша та туянаймарĕ. Укçа реформи пулнă чух улăштараймарĕ, арча тĕпĕнчех юлчĕ. Атте хуйхăрнипех чĕлĕм туртма пуçларĕ. Вăл пĕр пуян патне тара кĕрĕшрĕ.
Пĕрре эпир Шатра Хветутпа тайгана лаша çитерме кайрăмăр, выртмана ĕнтĕ. Вăрмана виçĕ çухрăм пек кĕтĕмĕр те пысăках мар уçланкăра лашасене тăлласа ятăмăр. Хамăр çырла пуçтарма тытăнтăмăр. Çырли питĕ нумай, анчах вăрăм тунисем татах та нумайрах. Кĕтупех тапăнаççĕ, пĕр канăç та памаççĕ. Йывăç турачĕсенчен хуçса шăпăр туса хăваласан та çапах тапăнаççĕ. Лашисем те вăрăм тунасенчен тарса чăтлăхах кĕрсе кайнă. Шĕвик шăхăрать, мĕн амак? Çӳлелле пăхатпăр. Хыр тăрринче пĕр кайăк лара парать. Шаланкă-ши ку е хурчăка? Тен, ĕеркут е ăмăрткайăк? Кур-ха, епле явăнать. Йăви пур пуль-ха кунта. Чăнах та, чăрăш вулли çумĕнче темĕнле тĕмеске курăнах кайрĕ. Унтах чĕпписем пуçĕсене кăтартаççĕ те каллех пытанаççĕ. Апат кĕтеççĕ ĕнтĕ. Амăшĕ сывлăшра тăчĕ-тăчĕ те чул пек вĕçсе анчĕ.
— Тытасчĕ чĕпписене амăшĕ çук чух, — тет Хветут. — Авă кăркăс ачисем ăмăрткайăк усраççĕ. Унпала тилĕ, мулкач тытаççĕ. Кирлĕ пулсан кашкăрне те тытаççĕ.
Чăрăшĕ çӳллĕ, çирĕм метр та пулĕ. Ыталаса илтĕм те вуллине хăпарма пуçларăм. Хветут аялта хавхалантарать. Вăл манран икĕ çул аслăрах.
— Асту, хурчăка пырса куçна чавса ан кăлартăр, — тет.
Чăнах та, амăшĕ сиснĕ те вĕçсе çитнĕ. Халĕ-халĕ ман çине тапăнассăн туйăнать. Аялта Хветут кăшкăрать:
— Патакпа çап, патакпа! — тет.
Эпĕ чăрăш туратне аран хуçса илтĕм. Хăлаçланап, кăшкăрап, тăмана пек шăхăрап. Иăви патнех çитрĕм. Алла тăсап, таккаççĕ, апат кĕтеççĕ пулмалла. Эпĕ пĕрне мăйĕнчен ярса илтĕм те хĕве чикрĕм. Хветут аялтан патаксемпе персе тăчĕ.
— Ну, пултаран. Халĕ мĕн тăвăн кунпа?
— Усратăп кăркăс ачисем пек.
— Мĕнпе тăрантарăн?
— Шăши тытăп, çерçи тытăп. Çăмарта парăп, какай çитерĕп.
Каç пула пуçларĕ. Вăрăм тунасем пушшех тапăна пуçларĕç. Хыр вутти купаласа вут чĕртсе ятăмăр. Çăтăр-çатăр туса çунать, вăрмана çутатать. Инçетре кашкăр улани илтĕнсе кайрĕ. Эпир хăранипе татах вутă хуратпăр. Пĕтĕм тавра çуталса кайрĕ. Вутран хăраççĕ тет вĕсем. Пирĕн лашасем ăçта-ши?
— Кашкăрсем пăвса юнĕсене ĕçсе каймарĕç-ши? — тет Хветут. Кунта кашкăрсем кĕтĕвĕ-кĕтĕвĕпех çӳреççĕ тет. Час-часах вăрманта мăйĕсене шăтарса кайнă, урисене тăратса выртакан лашасене куран вара. Хăш чух тата çĕрле яла пырсах сурăха е пăрăва пăвса каятчĕç. Эпĕ вăрăм тунасенчен сыхланса вут хĕрне выртсах çывăрса кайнă.
— Пушар! — тесе вăратрĕ мана Хветут. Манăн пиншак çунма пуçланă иккен. Унччен те пулмарĕ вăрманта тăманасемпе ӳхĕсем ухлатма пуçларĕç. Эпĕ те вăрманалла: «Уху-у-у-у! Тĕви-ик!» тесе ятăм. Нумай та тăмарĕ, тĕввик тесе хыр турачĕ çине кушак пек тăмана килсе ларчĕ. Хветут çунакан вут пуççине илсе тăмана çинелле печĕ. Вут пуççи хыра çапăнса айккинелле вут-хĕм сирпĕтрĕ.
— Капла кашкăрсене чĕнсе илместĕн-и тата?
Çуллахи каç кĕске. Часах тул çутăлчĕ. Лашасене тупаймарăмăр. Пиртен ял çыннисем питĕ тĕлĕнчĕç. Атте лашана тупса килчĕ. Хветут ашшĕ лашине тупайман. Тепĕр кун тин, чăрăш чăтлăхĕнче, лаша виллине тупнă. Кашкăр лаша мăйне татса юнне еçсе кайнă пулнă. Ун хыççăн пире выртмана ями пулчĕç. Лаша та часах вилсе выртрĕ. Ара, ăçтан чăттăр? Пĕрре çапла Микка пиччепе арбус-дыньăсем пуçтарма кайрăмăр. Пĕр лав арĕус тиерĕмĕр те каялла кайма тухрăмăр. Хăйăрлă çул çинче лаша туртайми пулчĕ. Микка пичче кăшкăрать. Хыр патаккипе çурăмĕнчен çапать. Каç пулса килет. Микка хăракан пулчĕ. Лава çăмăллатас тесе арбусĕсене çĕрелле илсе перет. Лаши утать те — чарăнать. Микка кăшкăрать. Патакпа çапать, лашине тарăхса урипе те тапать. Çапла яла аран çитрĕмĕр. Çав кунах атте лашапа тырă турттарма кайрĕ. Лаши канман. Атте çавăтса пăхать, курăк хыптарать, хыçалтан тĕксе те пăхать. Лешĕ пĕр утăм тăвать те чарăнать. Киле аран çитертĕмĕр. Тем туса пăхсан та пурпĕрах сывалаймарĕ, вилсе выртрĕ.
Кĕркунне çитсен аттене лайăх ĕçленĕшĕн пĕр пӳрт пачĕç. Халиччен ку пуян патĕнче никам та тӳсеймен тет. Пирĕн атте тӳснĕ. Ачасем шкула кайма пуçласан:
— Çитет сана хур кĕтсе, вĕренме пуçламалла, — терĕ атте. — Вĕренмен çын вăл çур ухмах.
Вăрçă пĕтсен салтаксем киле таврăнма пуçларĕç. Пыйтăланса кайрăмăр. Аттесĕр пуçне сасартăках пурте тифпа чирлесе ӳкрĕмĕр. Уйрăмах Микка пиччепе Хреçтук аппа хыттă асапланчĕç. Анне ывăл ача çуратсан килтисем питĕ хĕпĕртенĕччĕ. Алеша ят пачĕç. Анчах савăнни кăлăхах пулчĕ. Хреçтук аппа вилнĕ хыççăн çулталăкран Алеша та вилсе кайрĕ.
— Телей çук кунта та, — терĕ атте. Пуйма каякан вилсе килнĕ тенĕ пекех пулчĕ ку...
Вăл ăпăр-тапăра сутса икĕ лаша туянчĕ, пире Славгорода çити ăсатрĕ, Самара кайма билет илсе пачĕ.
— Турă пулăшсан, тен, хамăр яла пĕр-икĕ уйăхран çитĕп, — терĕ вăл. — Сывă пулăр.
Пилĕк талăкран Самара çитрĕмĕр. Çиме сухари те пĕтрĕ, укçа та çук, Вара Микка Çĕпĕртен илсе тухнă çур михĕ тăварне сутма тухрĕ. Эпĕ — çăл шывне сутма. Пĕр стаканĕ — пĕр пус. Икĕ витре сутса çирĕм пус турăм. Укçине пĕтĕмпех аннене патăм. Çапла эпир тăватă кунтан хамăр çĕршывăмăра, тăван яла — Арапуçне, çитремĕр-çитрĕмĕрех. Пирĕн пӳрт тĕксĕммĕн ларать. Шалта кăмакине сӳтсе кайнăччĕ, саккисене çаратса пĕтернĕччĕ. Турă кĕтессинче кăна Таса Мария пĕр хĕрхенсе, пĕр шеллесе те савăнса пăхнăнах туйăнчĕ. Пурăнма вара кукамайсем патĕнче тытăнтăмăр. Кукамайпа кукаçи сывахчĕ. Петĕр кукки те вăрçăран таврăннăччĕ. Пирĕн атте кăна çук. Уйăх та иртрĕ, ултă эрне те иртсе кайрĕ — çук та çук. Тăхăр эрне иртсен кăна таврăнчĕ вăл. Лашисем начарланса кайнăччĕ.
Эпĕ виççĕмĕш класа çӳреме пуçларăм. Ачасем мана «пăсара» теме маннă иккен. Ун вырăнне «сибиряк» тесе чĕнеççĕ. Ку ята мана Ефрем Петрович тупса пачĕ. Вырăсларан чăвашла куçарнă чухне «А ну-ка, сибиряк, çакна куçар-ха», — тетчĕ. Мухтатчĕ. Уроксене туса килмесен хăлхаран туртатчĕ. Хăй шкула час-часах ӳсĕр килетчĕ. Пĕрре çапла Митьăна задача шутлама доска умне кăларчĕ. Митя задачăна шутлайманнине кура хамăра хирĕçлех пурăнакан Миккана, ачасен кукăлĕсене час-часах туртса илекен, памасан — хĕнекен ачана, шутлама кăларчĕ.
Микка, çултан çул куçаймасăр пĕр класра лараканскер, пĕрре доска çине, тепре учитель çине пăхса илет. Унтан учитель мана: «Ну-ка, сибиряк, покажи, как решать» — терĕ. Эпĕ задачине тухса шутларăм. Учитель мана линейка тыттарчĕ. «Çап вĕсене çамкаран, анри-сухри уçăлтăр, ӳлĕм çапăçса ан çӳреччĕр», — тесе хистерĕ.
Геннадий (2020-04-05 19:08:59):
Питĕ кăсăкланса вуласа тухрăм . Пуçламăшне "Т.А. " журналта вуласа вĕçне шыраса кунти страница çитрĕм . Пур !