Ĕмĕр сакки сарлака. 4-мĕш кĕнеке :: Виҫҫӗмӗш пайӗ
Çапла вĕсем хĕре канхвет, премĕк, грецки мăйăр, хĕвелçаврăнăш илсе пачĕç.
Анахвис чĕререн савăнчĕ. Ун шăллĕсем пек кăмăллă çынсене урăх ăçта тупăн?
Пĕр ушкăн Варасăр хĕрĕсем çитрĕç. Ванюк Кольăна куç хĕссе систерчĕ, çав самантрах пĕр хĕрĕ патне çывхарса:
— Христос вилĕмрен чĕрĕлнĕ! — терĕ. Лешĕ «Чăн-чăнах чĕрĕлнĕ» теме ĕлкĕрнĕ-ĕлкĕрмен ăна тытса чуптурĕ. Çамрăксем кулса ячĕç. Ванюк тепĕр хĕрĕ патнелле утăмларĕ. Лешĕ таранçи турĕ. Анчах ик-виç утăмранах чуптума ирĕк пачĕ.
Коля та Ванюкран юлмарĕ. Пĕр хĕрĕ чăннипех турткалашнине курсан, çамрăксем ăна намăслантарма тапăнчĕç:
— Ара, хĕрĕм, эс турăсăр мар пулĕ-çке!
— Паллах, тутар хĕрĕ!
— Тутар мар, ял кулли хĕрĕ вăл!
Хĕр çав-çавах парăнманнине кура Ванюк хыçран пырса тытрĕ.
— Коля, чупту!
— Çăва патне чикелентĕр! — ал сулчĕ Коля.
— Апла юрамасть, Чумари юлташ. Вăт айвансем, чуптума та пултараймарĕç тесе çӳрĕ кайран. — Ванюк хĕре хйй еннелле çавăрса чăмăртарĕ. Лешĕ çакна çеç кĕтнĕ пулас, ирĕккĕнех чуптутарчĕ.
Çамрăксем çаплă шӳтлекелесе вăхăт иртнине те сисмерĕç. Кĕçех ирхи кĕлĕрен тухма чан çапса ячĕç.
— Киле кайрăмăр!
— Атьăр киле! — янлашкаларĕç те чиркĕве кĕмесĕрех утрĕç.
— Пухăва хăçан каятпăр? — терĕç Энĕшкассине çитсен.
— Ытти ялсенчен маларах ĕлкĕресчĕ!
— Энĕшре кимĕпе ярăнăпар!
Çавăнтах кам кĕсмен, кам тенкел, кам параппан тума хуранпа йывăç тирĕк илсе анмалли çинчен калаçса татăлчĕç те васкаса саланчĕç.
Ванюк çитнĕ çĕре кукамăшĕпе кукашшĕ килтех. Паян ĕçлеме юраманнипе Сантăр ниçта тухман. Наçтик çимĕç пĕçерсе хатĕрленĕ, упăшки мемелккепе тытнă пуллинчен кукăль тунă. Ăшне аш хурса хуран кукли те пĕçернĕ. Чăкăт, çăмарта хăпартни, çӳхӳ, хăпарту пур, Турăш умĕнче хĕретнĕ çăмартасем выртаççĕ. Унтах лампатка çунать.
Ванюк йăла тĕлĕшпе ваттисене чуптурĕ те апат çиме ыйтрĕ. Хăйсем те мăнукне кĕтсе паян ăша тĕпренчĕк яман. Наçтик васкаса хуран кукли антарчĕ, кăкшăмпа сăра, сăмакун кăларса лартрĕ.
Сантăр тултарнă сăмакунпа сăрине сĕтел çине тумлатрĕ те вилнисене асанса кĕлтурĕ:
— Асатте-асанне... Атте-анне... Ачасем... Анук... Микула кĕрӳ... Тăван-хурăнташсем... Пурте пиллĕр. Эпир çинине çийĕр. Эпир ĕçнин ĕçĕр. Эпир тутă, эсир те тутă пулăр. Йывăр тăпрусем çăмăл пулччăр. Чунусем сĕтлĕ кӳлĕре çӳреччĕр... Çырлахăр, ан пăрахăр... — Вара Наçтикпе мăнукне тав туса ĕçрĕ.
Ванюк черккине тытасшăн пулмарĕ.
— Çук, кукаçи, мана ан пар.
— Аçупа аннӳне асăннă куркана ĕçмесĕр ирттермеççĕ, вилесем тытасран хăрушă, — ятарласах сĕнчĕ Сантăр.
Ванюк ирĕксĕртен ĕçрĕ. Пĕр-икĕ кукăль çырткаласанах сĕтел хушшинчен тухрĕ.
— Хырăм выçнă терĕн-çке? Е кукăль килĕшмерĕ-и? — ӳпкелешрĕ Наçтик.
— Кукăлĕ калама çук тутлă, кукамай. Тăрантăм эп. Тавтапуç.
— Ăçталла эсĕ? — ыйтрĕ мăнукĕ пуçтарăннине асăрхаса.
— Энĕш хĕррине, пухăва каятпăр, кукамай.
— Ма пит ир? Халь кам пултăр унта?
— Ытти ял çамрăкĕсем çитиччен кимĕпе ярăнса çӳресшĕн!
Тӳре-шарасем пырса тухасран Сантăр та хнрĕçлесшĕнччĕ. Мольă хăваланă çĕртен таврăннăранпа иккĕшĕн хушшинче ахаль те харкашусем пулкаланăран тата хăй мирлешнине палăртасшăн Ванюк хутне кĕчĕ:
— Кайччăр, суха тăвас çук халь. Çăвара карса кăна ан çӳрĕр. Курак кĕрсе кайĕ!
— Уншăн ан пăшăрхан, кукаçи. Хамăра хамăр сыхлама пултарăпăр!
Сантăр татах ĕçтересшĕнччĕ, Ванюк тытмарĕ. Кольăсем те апат çиме ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ. Кĕрсенех, Ванюк Улянана чуптурĕ, Анахвиспе Кольăна кайма васкатрĕ.
— Кăштах тăхтăр-ха... — Анахвис йывăç тирĕк илсе пӳртрен тухрĕ. Часах мăйăр тултарса кĕрсе сĕтел çине лартрĕ.
— Шăллăмсем, килĕр-ха! Кĕсйĕрсене тултарăр!
— Куншăн мухтама тивĕç. Мĕнле-ха ман аппа паянхи кун та мăйăр пама тавçăраймĕ-ши тесе лараттăм! — шӳтле-шӳтле мăйăр ывăçларĕ Коля.
— Эс-мĕн пăхса тăратăн? — Ванюка астутарчĕ Анахвис. Лешĕ ик-виç ывăç илсе чикрĕ те сĕтел патĕнчен пăрăнчĕ.
— Шăллăм, мĕн хăтланатăн? Ху пакечĕ-пакечĕпе кучченеç илсе патăн та, ман мăйăра астивсе те пăхасшăн мар-и? Е сахал терĕн-и? Ан хăра, ман унта тепĕр мункуна та çитĕ! — Ванюк çав-çавах илесшĕн мар пирки: — Йӳç кăшманах çав эсĕ... Парнелекен япалана та йышăнма хăймастăн, — терĕ те Анахвис Ванюка сĕтел патне çавăтса пычĕ, кĕсйине мăйăр тултарчĕ.
Уляна хăнана сĕтел хушшине лартасшăнччĕ, çамрăксем васканипе килĕшрĕ. Çапах пĕрер курка сăра ĕçтермесĕр кăларса ямарĕ.
Уйкас урамĕнче вĕсене ытти çамрăксем хуса çитрĕç. Ванюк хуткупăсне шăрантарса ячĕ. Çамрăксем сăвă каласа юрларĕç:
Вăрманта сар чечек шăтрĕ пуль,
Çав çутатать вăрмана.
Савни аякра, эпĕ кунта,
Çав çунтарать ăшăма.
Пиншакăн та пилĕк тӳме,
Мĕншĕн тӳмелеместĕр?
Инçе çула çывăх туса,
Мĕншен килсе курмастар?
Кĕрен кĕпе аркине
Хам пушмаках варларĕ.
Чунăм савнă ачине
Хам юлташах сиветрĕ.
Хĕвел самаях хăпарнипе çĕр çине ăшă сарăлнă. Халлĕхе улăх-çаран ешĕл тумпа капăрланайман пулин те, ӳсентăрана чун кĕнине кирек кам та асăрхамалла. Йывăçсем папкаланнă. Пăлтĕрхи типсе хăрнă курăк айĕн çĕнни симĕсленме хăтланать. Атăл тинĕс пекех сарлака. Тĕл-тел кăна хăва тăррисем юхха май тайăлса ларни курăнать. Вĕсем симĕсленнĕ, хĕвел çутипе кĕмĕллĕн йăлтăртатаççĕ. Ав пăрахут чашлатса иртрĕ те шыва хумхатса хăварчĕ. Çамрăксем ăна карттуспа сулса ăсатрĕç. Хирĕç саламлани çеç курăнмарĕ. Çамрăксен кăмăлĕ унсăрăн та çав тери савăк. Энĕш хĕррине çитсен, ялтанах йăтса килнĕ тенкеле, параппан тумалли хатĕрĕсене пуху пулас вырăна лартрĕç те виçĕ кимĕ çине тиенчĕç. Ванюкпа Анахвис тата Коля путнике вырнаçрĕç. Хуткупăс çемми май çамрăксем каллех юрларĕç.
Атăл урлă каçнă чух
Чей вĕретсе ĕçесчĕ.
Çак сехетре-минутра,
Савни, сана курасчĕ...
Ишсен-ишсен, вĕсем пĕчĕк утрав пек юлнă «Хуршăл» сăртне тухрĕç. Ĕнтĕ хĕвел хĕртсе пăхать. Кун пек чухне курăк çииче кĕрешме, йăваланма пит аван та, пур-çук юсава варалама епле хăйăн! Çапах пĕр-пĕрне хăваласа чупмасăр тӳсеймерĕç.
Ванюкăн хăйĕн ĕç — кимĕ пуçĕ çине вырнаçрĕ те ташă кĕвви шăратса ячĕ. Çамраксем кĕпĕрех ун çывăхне пухăнчĕç, никам туртса кăлармасăрах, ушкăнпа ташлама пуçларĕç. Кун пек хаваслă ташша урах ниçта тĕл пулаймăн.
— Пăхăр-ха, пăхăр! — сăрт еннелле сулса кăтартрĕ Коля. Çамрăксем ташлама чарăнсах тимлерĕç. Энĕш шывĕн айлăмнелле ушкăн-ушкăн яш-кĕрĕм çывхарать.
— Уй, тусăмсем, ют ялсем пухăва килеççĕ!
Кунта выляма-кулма çыран хĕрринчинчен аванрах та, мĕнех тавăн, пухăва пуçтарăнма Энĕшкасси çамрăкĕсем пасар кăшкăртнă. Чипер кĕтсе илмесен кӳренĕç.
— Шереметсем, кайрăмăр! — йыхăрчĕ Ванюк. — Пире хисеплесе килекенсене тарават йышăнар. Энĕшкасси каччисем путсĕр тесе, усал чап ан сарччăр!
Çыран хĕррине тухнă çĕре темиçе ялăн çамрăкĕсем пухăнма ĕлкĕрнĕ. Ĕнел прихутĕнчен çеç мар, ыттисенчен те чпур. Хиртерех пурăнакансене вăйă-кулăран ытла кунти çĕршыв илĕртет. Тинĕс пек сарăлса выртакан Атăл кăна мĕне тăрĕ!
Ванюк çитсенех тенкел çине ларчĕ те ташă кĕвви шăратма тытăнчĕ. Тепри параппанне çапрĕ. Çамрăксем йĕри-тавра кĕпĕрленсе тăчĕç. Коля хăй умĕнчи икĕ хĕре пуху варрине кăларчĕ. Çапла мăшăр хыççăн мăшăр ташларĕ. Турткаланма хăтланакансене Коля чĕн пиçиххипе пĕçертсе илчĕ. Савнипе курнăçма килнисемшĕн кăна ташă нимех мар: вĕсем ушкăн тулашĕнче пăшăл пăтти пĕçереççĕ. Малти ретри хĕрупраçсен куçĕ çав-çавах Ванюк çинче. Ун пек маттур та чипер каччă таврара та пулас çук. Тата кукашшĕсем те пурнăç тĕлĕшĕнчен аптрамаллах мар. Ванюк вĕсен пĕртен-пĕр ывăлĕ вырăнче, уйрăлса-туса асапланасси çук. Унашкал каччăна кам ăмсанмĕ!
Самай хушă каласан, Ванюк хуткупăсне Кольăна тыттарчĕ те хăй ташлама тухрĕ.
— Хаваслăрах кала, эпир ташлатпăр, — терĕ.
Юлташĕ кампа тащлассине пĕлтермесен те, Коля ăнланчĕ. Васкаса тенкел çине ларчĕ, хуткупăсне тăсса ячĕ.
Ванюк ункă варрине сиксе тухрĕ, Анахвис умĕнче урисене тăпăртаттарчĕ.
Анахвис паçăртанпах çакна кĕтнĕ. Ванюк тавра вĕçнĕн çаврăнчĕ, хирĕç тăрса такмак каларĕ:
Ури хамăн мар-и ман,
Алли хамăн мар-и ман,
Купăсçи хамăн мар-и ман,
Ташламалла мар-и ман?
Ванюк та парăмра юлмарĕ:
Эпир тулă акман-и,
Тул кулачи çимен-и?
Эпир пухăва килмен-и,
Пуху мыскари курман-и?
Анахвис тепрĕ Ванюк тавра юхса çаврăнчĕ те каллех сăвă каларĕ:
Улмуççи туратне хуçнăшăн
Çилленмĕ-ши саркайăк?
Эпĕ начар ташланăшан
Çилленмĕ-ши ман шăллăм!..
Ванюкпа Анахвис сатур ташланинчен таврари çамрăксем хальччен те тĕлĕннĕ, кĕвĕçкеленĕ те. Паян та вĕсем ташша тухсанах айккинче çӳрекенсем те ушкăна пухăнчĕç, шавлăн алă çупрĕç.
Çак самантра çыран хĕррине моторлă кимĕ çитсе чарăнчĕ. Ытти чухне кун пеккине часах йупселĕччĕç. Халь, Ванюкла Анахвис ташланипе киленсе, ăна нихăшĕ те асăрхамарĕ.
Кимĕ çинчен пуян та капăр тумланнă виçĕ хĕр тухрĕ. Хаваслă хуткупăспа параппан сасси, шавлăн алă çупни, çĕршыв илемĕ чун-чĕрене çийĕнчех тыткăнларĕ.
— Ытла та аван-çке кунта! — терĕ вĕсенчен пĕри.
— Куртăр-и ĕнтĕ, эп çуралнă çĕршыв мĕн тери хитре? Эсир ĕненесшĕн марччĕ. Илсе килсе кăтартнăшăн пуç тайсах тав тăвăр-ха!
Виçĕ хĕр, çапла калаçкаласа, çамрăксен ушкăнĕ патне пырса çитрĕ. Ташланине курас тесе, малалла иртме шутларĕç. Чипер тумлă вырăс хĕрĕсене пурте çул пама тăрăшрĕç.
Ташлакан йĕкĕте палларĕ те Клавье — вут-çулăм хыпса илчĕ. Хусанта чухне Ванюк кивĕ пиншакпа çеçчĕ, çапах маттур каччă пек туйăннăччĕ. Халь вăл чипер тумпа, çавăнпа ытарайми яштак та илемлĕ. Клавье сылтăм енчи тантăшĕн аллине çатăр чăмăртарĕ.
— Çавă... Эп калакан каччă... — терĕ хуллен. Пухури çамрăксем палламан виçĕ хĕр çине пур енчен те тишкерсе пăхрĕç, анчах вĕсем камне тавçăраймарĕç. Миххан Энĕшкассинче çуралнă хĕр пур тенине илткеленĕ те, курнине астумаççĕ. Ванюкпа Анахвис паллĕччĕç-и, тен, вĕсен асăрхама вăхăт çук. Ванюк е лапчăна-лапчăна ташлать, е пĕшкĕнсе хăрах ури çине тĕренет те çилармань çунатти пек çаврăнать, е тата, сиксе тăрса, урисене тăваттăлла çаптарса илет. Анахвисĕ вара ун тавра халь вĕçсе каяс акăш евĕр юхать.
Клавье сăнĕ сасартăк тĕксĕмленчĕ — чĕрине пăшăрхану кĕрсе ӳкрĕ. Вăл ташлакан хĕрне тĕшмĕртрĕ, çавăнтах хăйсем патĕнче Ванюкпа Анахвис ташланине аса илчĕ. Ун чухне Клавье, темех чухлайман пулин те, хăй ташлама пĕлменшĕн, Ванюкпа ташлайманшăн питех тарăхнăччĕ. Çав каçа манайманнипе кайран çине тăрсах вĕренчĕ. Ĕнтĕ гимназинче унран лайăх ташлакан та çук. Ванюк каллĕх, ак, çав хĕрпе. Иккĕшĕ варлă мар-ши? Хăйне килнĕ тусĕсем тавçăрсан мĕн калĕç? Куласси паллах. Вăл Внюкпа иккĕшне çураçни, каччă халь те ун умĕнче пуç таясси çинчен вĕсене ним пытармасăр каласа панă-çке. Клавье мăнаçлăхне такам çапса хуçнăн туйăнчĕ, ăшĕнче кĕвĕçӳ çĕклĕнчĕ. Ванюка ун çав хĕртен туртса илмеллех!
Вăл çапла çунса тăнă вăхăтра Ванюкпа Анахвис пуху варринчен тухрĕç. Клавье вĕсене асамласа хăварнăн пăхса юлчĕ.
— Ытла та маттур ташларĕç! — терĕç унăн тус-тантăшĕсем.
Клавье, тем пек хумхансан та, юлташĕсем умĕнче хăйне тăнăçлă тыткалама тăрăшрĕ:
— Килĕшрĕ пулсан, атьăр, паллаштарам!
Ванюкпа Анахвис пĕр сăмах пуçарма ĕлкĕрейменччĕ, хăйсем патнелле майра хĕрĕсем çывхарнине асăрхарĕç, Анахвис нихăшне те тĕшмĕртеймерĕ. Клавьене курсанах, Ванюк чĕри усала сиснĕн тапма тытăнчĕ. «Мĕн шыраса килеççĕ кусем?»
Клавье хăюллăнах Ванюк патне утса пычĕ.
— Христос вилĕмрен чĕрĕлнĕ! — терĕ те чуптуса илчĕ. Ванюк ним шарламасăр тăнăран Клавье кăлтăр кулчĕ.
— Мĕн эсĕ, Хусанти пекех, эпĕ камне чухлаймарăн-и? Ванюк тăна кĕрсе хăйне хăй алла илчĕ. Ара, Михха хĕрĕ тесе, мĕн вăтанмалли пур!
— Мĕн чухламанни пултăр-ши!
Йĕкĕт ялан куракан хĕрпе калаçнăн хуравлани Клавьене килĕшмерĕ, хисеплемен пек туйăнчĕ. Каялла чакма пушшех аван мар. Пăсăлма хăтланнă кăмăлне пусарчĕ.
— Паллашăр, ку ман çураçнă йĕкĕт — Ванюк!
Икĕ хĕрĕ те сасартăках чĕлхине çухатнăн пăхса тăчĕç: Клавье суйман иккен, хăй савсан, никам та тиркемĕ ăна; ашшĕсем ун валли çав тери маттур каччă суйланă.
Ванюк хăюлланса пушшех чăрсăрланма шутларĕ. Малтан пĕр хĕрне алă пачĕ те:
— Христос вилĕмрен чĕрĕлнĕ! — тесе чуптурĕ, унтан — теприне. Лешсем нимте хирĕçлемерĕç.
— Чăн-чăннипех чĕрĕлнĕ... — терĕç те кăмăллăн чуптума ирĕк пачĕç.
Анахвисе кăна нихăш те асăрхамарĕ. Ванюк та йăмăкĕ пуррипе çуккине манса кайрĕ. Хĕрĕн чунĕ кӳтсе килчĕ. Хусанта тĕл пулни, халь именмесĕрех чуптуни ăнсăртран мар иккен. Ав мĕншĕн вăл Анахвис чĕри çуннине ним вырăнне те хумасть. Куççуль шĕпĕртетсе анасси те инçех мар, анчах мĕншĕн ютсене кăтартса савăнтармалла? Вăл хăвăрт уйрăлса кайрĕ, сăрталла çул тытрĕ.
Йăмăкĕ пăрахса тарнине асăрханă пулсан, Ванюк тăна кĕрĕччĕ, хĕрсене хăварсах ун хыççăн чупĕччĕ. Хуса çитсе йăпатĕччĕ те каялла çавăрĕччĕ. Ют хĕрсемпе хавхаланнипе сисмесĕр юлчĕ.
— Эпĕ кунта мĕншĕн килнине пĕлетĕн-и? — терĕ Клавье, Ванюк пуçĕнчен Анахвисе пачах сирме тăрăшнăн йăл кулса.
— Чăваш çамрăкĕсен пухăвне курма пулĕ?
— Çук, уншăн мар. Санпа ташлама. Астăватăн-и, пĕррехинче эсир пирĕн патра ташланăччĕ?
— Астумасăр.
— Эп çавăнтанпах санпа ташласа курасшăн çунатăп.
Паян ман ĕмĕте тивĕçтермĕн-ши?
— Хаваспах.
— Апла тесен кайрăмăр!
Михха хĕрĕ кирек мĕн шутпа килнĕ пултăр та, чуптунн, хăйсене çураçнине юлташĕсем умĕнче пытарманни тата ташлăма чĕнни Ванюка рехетлентерчĕ. Вĕсем хĕсĕнкелесе мала тухрĕç. Ванюк, хĕрсенчен уйрăлса, Коля патне пычĕ.
— Ывăнтăн-и?
— Ывăнман та... Хăвăн калас килмест-и?
— Çук. Эп татах ташласшăн. Вырăсла кĕвĕ кала-ха! Коля урăх сăмах хушмасăр хуткупăса туртса ячĕ. Ванюк пуху тавра чупса çаврăнчĕ те Клавье умне пырса тапрĕ. Лешĕ çăмăллăн вĕçтерсе тухрĕ.
Ванюк майра хĕрпе ташлани çамрăксене пушшех тĕлĕнтерчĕ.
— Ăçтисем-ши? Кам хĕрĕ-ши?
Кун чухлĕ йыш çинче такамне пĕлекен те тупăнĕ. Пĕрисем Ванюкпа Клавье чуптунине курнă, теприсем: «Ку ман çураçнă йĕкĕт» тенине илтнĕ. Ванюка пĕчĕк чухне Михха хĕрĕпе çураçнине пĕлменни çук та-и, тен. «Ав епле иккен вăл... Çийĕнче пурçăнпа ылтăн та ахах ялкăшать. Пушмакĕ тухса ӳкесрен тытса тăракан пĕрешки те ылтăн. Пичĕ-куçĕ ытарма çук илемлĕ. Çав хатер пуян та чаплă хĕр нивушлĕ Ванюка ăмсанса килнĕ? Уншăн мар тесен, кунта мĕн ĕç пур унăн?»
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...