Ĕмĕр сакки сарлака. 5-мĕш кĕнеке :: Пӗрремӗш пайӗ
Тĕттĕм вăй-хăват пире пит хĕстерет.
Тăшмансемпе тĕп вăрçа кĕтĕмĕр-çке:
Пуçăмăра мĕн кĕтет? Кам пĕлет…
Натюш та пулăшма тытăнчĕ. Кĕçех çамрăксем те юрра хутшăнчĕç.
Çук, ку юрра манăçа хăварман иккен. Энĕшкасск урамĕнче чуна çĕклекен, кĕрешĕве йыхăракан юрă малалла янарарĕ:
Ĕç ялавне çӳлелле хăпартар!
Лайăх пурнăçшан, хаклă ирĕклехшĕн.
Пур халăхсем, çав ялава тытар,
Танлăхшăн юнлă
Вăрçă пуçланнă…
Микулапа Натюш пухуран пуринчен кайран кайрĕç. Хăйсем хаваслă. Урăхла мĕнле пултăр тата? Çуралнă çĕршывĕнчен, малтанхи революци вăхăтĕнче юнашар тăрса çапăçнă çынсенчен уйрăлии вунă çул иртнĕ пулин те, таврăнсанах пĕр-пĕрне ăнланчĕç вĕсем.
— Халăх пурне те астăвать иккен... — пырсан-пырсан сăмах хушрĕ Микула.
— Куртăм... Сантăр пичче айкашни кăна пăшăрхантарать.
— Мана та, Натюш. Вăл ĕлĕкех пире хирĕçчĕ. Халь пушшех Сехмет урапи çине ларасшăн. Ун хыççăн утакансем пур. Çав аван мар. Пуянсене парăнса ырлăх шырама хăнăхни хуньăмпа пĕрле уттарать вĕсене. Йăпăлтисемпе чунсăрсем чухăнсен влаçĕшĕн те хăрушă. Вĕсемпе кĕрешесси пуринчен те йывăртарах.
XIII
Микула таврăннине илтсенех, Улитин тиек хавшаса ӳкнĕччĕ. Павăл комиссар хыпăнса пырса кĕнипе вăл шартах сикрĕ. Вăр-вар ура çине тăчĕ.
— Чи пысăк инкек çитрĕ, Арсентий Ксенофонтович! Энĕшкассинче заем сарассине, тыр пухассине пĕтерсе хучĕ! — пĕлтерчĕ комиссар.
— Кам?! — хыпăнса ӳкрĕ Улитин та.
— Леш... Пирĕн ялсем. Ĕлĕк Ĕнел халăхне пăлхатнăскер, Çтаппан Микули тени. Мана инкек кăтартасшăнах çăва шăтăкĕнчен тупăннă.
Микула ĕçе тытăннине ăнланчĕ Улитин. Татăклăрах пĕлесшĕн ыйтрĕ:
— Мĕн турĕ вăл?
— Эсир хушнине пурнăçлама Энĕшкассинче халăх пухрăм. Ĕç чиперех аталанса пыратчĕ. Александр Кузьмич икçĕр тенкĕлĕх заем илме пулчĕ. Тырă та парăп терĕ. Ун хыççăн ыттисен кăмăлĕ те уçăлĕччĕ. Çав, ăнман пуç, пĕтĕм халăха аташтарса ячĕ. Сире, господин Лаврские, Вăхăтлăх правительствăна темтепĕр каласа хурларĕ. Хама халăх туртса çурасран епле хăтăлнине халь те тăна илейместĕп! Хисеплĕ Арсентий Ксенофонтович, паянах тытса хупмалла ăна. Пулемет ямалла та ялĕпе çулса тăкмалла. Ытти çĕрте те шарт сиксе тăччăр! — Павăл асĕнче мĕн пуррине кăларса хучĕ те, хăвачĕ арканнăн, пукан çине персе анчĕ. Тиек мĕн каласса кĕтрĕ.
Улитин сĕтел хушшинчен васкаса тухрĕ. Тăвăлса каллĕ-маллĕ уткаларĕ. «Микула пĕр ял çыннисене пăлхатнипе çеç çырлахмĕ. Апла халех, Энĕшкассине кайса, Микулапа тытăçас мар-и? Ана халăх умĕнче путарни темрен те паха. Çапах та малтан Лаврскипе сутсе явмалла!» — тĕвтурĕ Улитин, уйтан Павăла йăпатма тăрăшрĕ:
— Павел Платонович, пуçа ан усăр! Пĕтĕм ĕç хамăр шутланă пек пуласса пĕр иккĕленмесĕр шанатăп.
Павăла ăсатсан, Улитин тӳрех пристанелле утрĕ. Шупашкара вăл тĕттемленсен тин çитрĕ. Соборпа мăнастир чиркĕвĕсем каçхи кĕлле кĕме йыхăраççĕ. Вĕсен сассине илтсен, пурнăçра нимле улшăну та пулман тейĕн. Ĕмĕрхи пекех хавхалануллăн та хурлăхлăн чансем янлаççĕ. Атăл хĕрринче, таса та уçă сывлăшра, канса çӳрекенсем йышлă. Улитин вĕсене асăрхамасть те тейĕн, унăн хăвăртрах уес комиссарне курмалла.
Кунĕпе ĕçре ывăннă Лаврский апат çисенех канми выртасшăнччĕ. Ирпе ирех вулăссене кайса çӳремелле, хресченсене Раççейри лару-тăру çинчен ăнлантармалла, Вăхăтлăх правительство тавра пĕтĕçтермелле.
Такам ăна курасшăннине пĕлтерсен, Лаврский кăмăлсăррăн коридора тухрĕ. Алăк патĕнче Атăлкассинчи земски управ председателĕ тăнине курсан, чĕри кăртах турĕ. Улитин ахальтен çӳремессе чухлать вăл.
— Константин Сергеевич... — сехĕрленнине пытармарĕ Улитин, — чăрмантарнăшăн ан ятлăр, тархасшăн!
— Кирлĕ мар сăмах, Арсентий Ксенофонтович. Мĕн çăмăлпа çӳретĕр?
— Пăтăрмах, Константин Сергеевич! Çĕр çăтман этем, Энĕшкассинчи Николай Степанович таврăннă.
— Хăçан?
— Çак кунсенче çеç пулмалла... Паян пăтăрмах кăларма та ĕлкĕрнĕ. — Вара Павăл пĕлтернине каласа пачĕ те шухăшне çапла вĕçлерĕ: — Ытти ялсенче те пăтратма тытăне вăл. Инкеке сирме мĕнле май тупăпăр? Хам ăс çитерейменнипе сирĕн пата килтĕм.
Лаврский те аптраса ӳкрĕ. «Атăлкассинче çеç мар, пĕтĕм уесĕпех большевиксен майлисем Вăхăтлăх правительствăна хирĕç кĕрешеççĕ. Халлĕхе çав кĕрешӳ çивĕчленсех çитмен те, сарăлса пыни сисĕнет. Ленин ют çĕр-шывран таврăннă хыççăн вĕсен хастарлăхĕ уйрăмах ӳсрĕ. Нумаях пулмасть Шупашкарта рабочисемпе салтаксен депутачĕсен Советне туса хунă. Микуласем çав Советпа çыхăну тытма тăрăшĕç. Инкеке мĕнле сирмелле-ха?» — тесе шухăшларĕ те вăл тивĕç хурав тупайман енне:
— Хăвăр мĕн шутлатăр? — терĕ Улитина.
— Ăна вулăс халăхĕ умĕнче намăс кăтартсан аванччĕ, Константин Сергеевич. Урăх ан асайтăр. Эсир кăна çĕнтерме пултаратăр ăна.
Улитип шанса калаçни Лаврский мăнкăмăллăхне хăпартрĕ. Чăнах, унран урăх Микулапа кам тавлашайтăр? Натюша парăнтарайманнине аса илсен, кăмăлĕ кăштах пăсăлчĕ те вăраха пымарĕ. Халь лару-тăру йăлтах улшăннă. Вăхăтлăх правительство темиçе хут çирĕпленнĕ. Большевиксене çапса аркатма май паракан сăлтав та пур. Вăхăтлăх правительствăпа ăна пулăшакан партисен хаçачесем Ленииа тата унпа ют çĕршывран таврăннă юлташĕсене нимĕç шпионĕсем тесе айăплаççĕ. Ытах отрядпа усă курма та юрать.
— Ыран мĕн кунччĕ çак? — ăнсăртран пек ыйтрĕ Лаврский.
— Юнкун, Константин Сергеевич.
— Апла Атăлкассинче пасар пухăнать-и?
— Пухăнать, Константин Сергеевич.
— Пит аван. Кайрăмăр!
Атăлкассине вĕсем шурăмпуçĕпе çитрĕç. Лаврский килне кĕрсе тухасшăнччĕ. Тăват-пилĕк çухрăма çурран утас килмерĕ. Юри пекех пристань çывăхĕнче ямшăк тавраш çук. Ямшăк тупăнсан та, арăмне ыйхăран хускатни çеç — тăраниччен калаçаймăн. Шутланă ĕçе ăнăçлă вĕçлесен, çĕр выртмаллах кайĕ-ха. Пасар пухăниччен Мнхха патне кĕрсе кăштах канас мар-и? Çук, юрамасть. Çынсем асăрхасран хăрушă.
Лаврский аптраса пынине сисрĕ Улитин.
— Констаитин Сергеевич, хăйнăшăн йывăра ан илĕр те... Çынсене чăрмантарасси. Тиркемесен, хамăр пата кĕрсе выртар-и? — терĕ.
Лаврский килĕшни ăна савăнтарчĕ. Уес комиссарĕ, кĕпĕрнипе чаплă ваккат, ун патне пырать.
Вулăс кантурĕнчен инçе те каяймарĕç, ултă кĕтеслĕ пӳрт тĕлне çитсе чарăнчĕç. Улитин хапхана шаккарĕ.
— Кам унта? — илтĕнчĕ хĕрарăм сасси.
— Эпĕ, Фрося!
— Кантура кайса ыйтрăм, эс ăçтине никам пĕлмест. Атăла сиктермерĕç-ши куна тесе чун юлмарĕ, — ӳпкелерĕ хĕрарăм.
— Фрося! — аслă çын умĕнче кулешни аван маррине систересшĕн хыттăн чĕнчĕ Улитин. — Каласа хăварма май килмерĕ, васкарăм. Тата манпа пĕрле Константин Сергеевич пуррине курмастăн-им?!.
Фрося чĕри кăртах сикрĕ. Çывăхран курма пӳрмен те. Салара чаплă ваккат пурăнать тенине тем чухлĕ те илтнĕ. Çавна май упăшки те чапа тухасса ĕмĕтленнĕ. Пурпĕр Лаврский хăйсем патне килессе шанман.
— Ырлăх сунатăп! — саламларĕ Лаврский. Фрося пилĕкне авса пуç тайрĕ:
— Хаклă Константин Сергеевич, хăвăра ырлăхпа сывлăх сунатăп. Кĕрĕр, тархасшăн. Килти пек пулăр!..
XIV
Микула Атăлкассине кайма пуçтарăннине асăрхасанах:
— Эпĕ те пыратăп, лаша кӳлем-хă! — терĕ Коля.
Хăй çуранах утма шутланипе Микула ăна хăварасшăнччĕ, кăмăлне пăсас мар тесе килĕшрĕ, пурпĕр тăрăхламасăр ирттермерĕ:
— Татах çывăрса, лашасăр тăрса юлмăн-и?
— Ку ĕнтĕ аслăраххисем хăйсене епле тыткаланинчен килĕ. Кĕçĕр те шурăмпуçпе тин таврăнсан, шантарма пултараймастăп.
Çапла калаçкаласа, вĕсем пӳртрен тухрĕç. Натюш, сарай тӳпинчен утă антарса, урапа çине хучĕ. Микулапа Кольăна хапха уçса ăсатрĕ.
Ял çыннисем çывăрма выртнă та, урам хушши пуш-пушах. Кустăрмасем шăлтăртатнипе кӳршĕ йытти хаяррăн вĕрсе ячĕ, кил хушшине кĕртмен хурсем какăлтатрĕç. Лапсака хупама тăрринче кураксем туратран турата вĕçкелерĕç. Пĕр тĕлте çамрăксен юрри-кĕвви шăранать:
Çиппи, çиппи,
Çиппи куççи куç çути,
Чипер ача, сар ача,
Сарай тăрăх кускалать.
Варвари, Варвари,
Пушмак тĕпне ан якат.
Шур чăлхана ан хурат,
Каврил курсан çилленет…
Микула хаваçпах çамрăксемпе юнашар тăрса çаврăнĕччĕ. Çук çав, çамрăклăхри вăйă-кулă асăнмалăх çеç юлчĕ.
— Ну, Коля... Ванюк çинчен тата мĕн пĕлетĕн? — терĕ уя тухсан Микула.
Коля Элнет шывĕ хĕрринче Ванюк упа тытнн, Зурин хуçа салккисене кая хăварни, Кĕчĕер стрелокĕ Ванюка чаплă кимĕ туянтарни çинчен каласа пачĕ. Вара шухăшне çапла вĕçлерĕ:
— Çав тутар стрелок пирĕн кукамайпа кукаçине, аннене паллать иккен.
— Стрелок мĕн ятлине асăнмарĕ-и Ванюк?
— Асăнма та кирлĕ мар, Микула пичче. Вăл Ганият ятлине пурте илтнĕ.
Калаçса пынипе Микулапа Коля Атăлкассине çитнине те сисмерĕç. Михха йĕтемĕ тĕлĕнче чарăнчĕç. Микула каллех Кольăна тăратса хăварчĕ. Хыçалти хапха патĕнче ăна Трифун кĕтсе илчĕ.
Балдин хăй сăмахĕ çине тăчех. Апат хыççăн салтаксене вĕрентме илсе кайрĕ те, каçкӳлĕм вĕсем казармăна сӳçленсе таврăнчĕç, иртнĕ каç Микула хускатса хăварнă чĕрисем пурпĕр лăпланаймарĕç.
Балдин тăсланкă салтака дневальнăя тăратрĕ те ыттисене çывăрма хушрĕ. Салтаксем хывăнса выртса юлчĕç.
Микула пырса кĕрсенех, пурте тăрса тумланчĕç.
— Ну, паянхи кун мĕнле иртрĕ? — кашнинех алă парса саламларĕ Микула.
— Тĕлĕнмелле аван!
— Фельдфебель дисциплинăна çирĕплететĕп тет! Кунĕпех чуптарчĕ!
— Унсăрăн салтак сăн-сăпатне çухататпăр иккен! — сассисене пусарарах хуравларĕç салтаксем.
— Дисциплина кирлех ĕнтĕ, — теме систерчĕ Микула.
— Николай Степанович, унпала хăямат-ха!
— Эсир пире малалла ăнлантарăр!
Микула салтаксем мĕн шухăшланине вăлтса пĕлесшĕн пулчĕ:
— Сирĕн шутпа, вăрçă мĕн пирки тухнă? Кам пуçарнă ăна?
Сербинче Австро-Венгри эрцгерцогне вĕлернĕрен тухнă. Ăна сăпкари ача та пĕлмелле, — кăмăлсăрланарах хуравларĕç салтаксем.
— Сăпкари ачасем шăпах эсир ĕнтĕ! Çавăнпа вăрçă мĕншĕн тухнине пĕлменшĕн сире айăплама çук. Патша стройĕшĕн тăрăшакансем сире суя халапсемпе минретнĕ.
— Николай Степанович, чăн халапĕ мĕн-ши?
— Халапĕ çакă, юлташсем: вăрçă Австро-Венгри эрцгерцогне вĕлермесен те тухатчĕ. Урăх сăлтав шутласа тупнă пулĕччĕç. Пуянсем мулран тăранманнине хăвăрах пĕлетĕр. Вĕсем хăйсен çĕршывĕнчи ĕççыннисен тирне сӳнипе çеç çырлахмаççе. Ытти патшалăх çыннисене те чура тума тăрашаççĕ. Çакă пулать те хальхи вăрçăи пĕр сăлтавĕ. Кунсăр пуçне, рабочи класс вăй илсе пынăçемĕн нрĕклĕ пурнăç тăвасшăн çапăçу хĕрсе пырать, Вăл пуринчен ытла Раççейре хăватлăн аталанать. Тĕнчери ĕçхалăхне пĕр-пĕринпе çапăçтарса революцие сирес шутпа тухнă та ĕнтĕ çак вăрçă. Ку — хальхи вăрçăн Тепĕр пысăк сăлтавĕ. Большевиксем вăрçă мар, мир кирлĕ теççĕ. — Микула пĕр хушă чарăнса сывлăшне çавăрчĕ. Салтаксем сас-чӳ тумасăр тимленипе татах хĕрӳленчĕ. Раççейри лару-тăру çинчен самах хускатрĕ...
XV
Кил хушшинче тăсланкă салтак çăмăллăн сывласа ячĕ. Айван ăслă юлташĕсем ним те сисмерĕç. Кĕçех мыскара пуçланĕ. Пуринчен ытла Гришăна çăварлăхлама май килни савантарать салтака. Айсăртран Трифуна асăрхарĕ те вăл сисчĕвленчĕ, хуçа кучерĕ хăйне сыхланăн туйăнчĕ. Апла ун умĕнче фельдфебель патне кеме юрамасть.
— А-а... Трифун пичче-çке? — ним пулман пек чĕнчĕ тăсланкă салтак.
— Эпĕ-ха... Мĕнле унта?
— Чиперех... Шел, итлеме пулмарĕ. Хурала кăларчĕç, Тепĕр тесен, уншăнах хуйхăрас мар. Кайран каласа парĕç-ха. Эс те астукаламă тухрăн-и?
— Çапла.
Хуçа кучерĕ мĕн шутланине пĕлни тăсланкă салтака рехетлентерчĕ. Хăй унпа пĕр каварлă пек пăшăлтатрĕ:
— Кăлăхах ыйхуна тататăн. Кайса вырт. Хамах сыхлăп. Эс казарма таврашĕнче çӳренине фельдфебель курма пултарать. Вăл усал çын иккенне ху та пĕлетĕн, Шанмасăр тем туса пăрахĕ. Николай Степановича кансĕрлĕ.
Трифун ĕненчĕ. Иртнĕ каç Балдин килессе Микулана хăйсемех систернĕ-çке. Кĕçĕр те сыхă тăрĕç салтаксем. Фельдфебель куçе тĕлне пулни чăн та аван мар. Трифун пăрăнса кайрĕ.
— Мĕн каласшăн? — тăсланкă салтак Кĕрсĕнех ыйтрĕ Балдин.
— Леш çын çитрĕ.
— Кайрăмăр, казармăра чухне ĕлкĕрес!
— Ан васкăр, господнн фельдфебель. Вăл часах тухса каяс çук.
Пӳрте кĕрсенех Трифун ăшчикĕ теме сисмĕн вăркама тытăнчĕ.
— Ма çăмарта тума йăва тупайман чăх пек кускалатăн? Хурала юлнă çын çапла айкашать-и? — терĕ вара Варвари.
— Хурал тăракансем мансăр пуçнех пур. Шан вĕсене!
Трифун сасартăк хăраса ӳкрĕ: «Чăнах тăсланкă салтака мĕншĕн çав териех шанатăп-ха?»
— Юрĕ, Николай Степановича чипер ăсатмасăр килместĕп! — терĕ вăл, пӳртрен тухма хатĕрленсе.
— Кай, эппин» васка, — упăшкине ăсатрĕ Варвари.
Çенекрен тухсан, Трифун çакна курчĕ: тăсланкă салтак паçăрхи вырăнтах тăрать, анчах казармăна такам кĕрсе кайрĕ.
— Эс халь те çывăрман-и? — терĕ Трифуна тăсланкă салтак.
— Казармăна кам кĕчĕ? — ыйтăва ыйтупах тавăрчĕ Трифун.
— Мĕн тăватăн унпа?
— Каламасăрах пĕлмелле. Кунта иксĕмĕр пĕр сăлтавпа çӳретпĕр!
— Иксĕмер пĕр сăлтавпа-и?! Апла, эппин, пытарас мар. Фельдфебель вăл. Кĕçех большевика çаклатса тухĕ!
— Эсĕ?.. — ним калама аптрарĕ Трифун.
— Эпĕ салтак! Эсĕ Раççейен шалти тăшманĕ! Тĕрĕс-тĕкел чухне сирĕл! — винтовка затворне уçса хупрĕ тăсланкă салтак.
Трифун хăй ним тума аптрарĕ. Тăсланкă салтак хĕсĕрленипе каялла чакрĕ:
— Ну, юрĕ... Юлташусем пĕлсен мĕн калĕç-ха, курăпăр! — теме çеç пултарчĕ.
Балдин казармăна кĕнине сиссенех, салтаксем Микулана итлеме пăрахрĕç. Хăшĕсем вырăн çине выртрĕç, хăшĕсем выртма та ĕлкĕреймерĕç. Алăк патĕнче янăравлă команда илтĕнчĕ:
— Встать!
Салтаксем сиксе тăчĕç.
— Ав епле иккен! Турă умĕнче тупа тунине манса, шалти тăшмана хӳтĕлетĕр. Вăхăтлăх правительствăна хирĕç тăма шутланă. Власть çирĕп алăрине, сирĕн йышшисене ыранах персе пăрахасса е ĕмĕрлĕхе каторгăна ярасса кăна маннă!
Балдин систермесĕр килсе кĕнинчен ытла салтаксем хăраса ӳкни тĕлĕнтерчĕ Микулана. Ĕнер çеç фельдфебеле весем шинельпе хупласа ислетме хатĕрччĕ. Тĕл пулсанах чĕлхисене çыртрĕç. Вĕсен хăтюлăхне çеклемесен ыррине кураймăн.
— Господмя фельдфебель! — сиввĕн чĕнчĕ Микула. — Çынсене кăлăхах каторгăпа та персе пăрахасснпе хăрататăр. Вĕсем Николай патшана пăхăнма тупа тунă. Патшине вырăнтан сирпĕтнине вара пурте пĕлетпĕр. Çавăнпа салтаксене айăплама сăлтав çук. Персе пăрахмалли йăлана Вăхăтлăх правительство хăех пăрахăçланă. Эсир, господин фельдфебель, Николай патша танатинчен тухайман-ха. Вăл сире пысăк сиен кӳрĕ.
— Ав епле... Мана сиен кӳретĕр иккен! — тесе, Микула еннелле утăмларĕ Балдин. Тахçантанпах ывăç тупанĕсем кĕçĕтетчĕç. Аранах чунне кантармалли самант çитрĕ.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...