Ĕмĕр сакки сарлака. 5-мĕш кĕнеке :: Пӗрремӗш пайӗ
— Встать! — пĕтĕм сассипе кăшкăрчĕ Балдин. Микулана фельдфебель каторгăри тӳре-шара пекех туйăнчĕ, çийĕнчех вăл нимĕн те чĕнеймерĕ.
Балдин Микула шарламаннине хăйне май ăнланчĕ.
— Команда панине илтмерĕн-им, сукин сын! — хаяррăн кăшкăрчĕ те вăл пĕрре çапсах ӳкересле чăмăрĕпе сулса ячĕ.
Салтаксем тăна кĕчĕç: хăйсем чĕнсе килнĕ çынна çапасшăн вĕт фельдфебель. Вĕсем пур, çулламан пăру пек аптраса тăраççĕ. Лешсем Балдина çулса илме те хатĕрччĕ — çав вăхăтра Микула фельдфебель аллине ярса тытма ĕлкĕрчĕ, тимĕр хĕскĕч пек чăмăртарĕ.
— Çук, вырăс çарĕн фельдфебелĕ мар эсир. Тĕрмесенче айăпсăр çынсене асаплантаракан жандарм, надзиратель. Ĕмĕрĕрте мĕн чухлĕ салтака хĕненĕ эсир! Самана улшăнни те витмен сирĕн чĕрĕре. Пуриншĕн те тăн памалла сире. Çитменнине, хăвăр шыратăр пулсан. — Балдин аллине вĕçертесшĕн турткаланчĕ — вĕçертеймерĕ. Ыратнине тӳсеймесĕр кăшкăрса та ярĕччĕ, салтаксем умĕнче парăннине кăтартасшăн мар шăлне çыртрĕ. Микула ăна тепĕр аллипе кăкăрĕнчен тытрĕ те çӳле çĕклесе урайне хыттăн антарса тăратрĕ.
Балдин хуçăлса анчĕ. Мăнкăмăллăхĕ çăва патне кайса кĕчĕ.
— Мĕн пăхса тăратăр?! Е командира куç умĕнчех вĕлерме ирĕк паратăр-и?! Тытăр ăна! — йăлăнчĕ вăл салтаксене.
Микула салтаксем çине пăхрĕ — лешсем фельдфебель хускалманнипе лăпланнă пулас.
— Сире никам та вĕлерме шутламасть, — терĕ Микула Балдина, — эсир ахалех вилĕ.
— Çав эсреметрен хăратпăр-и?! Пуçран памалла ăна! — терĕç салтаксем.
Строй саланнине курсан, Балдин шăлне шатăртаттарса юнарĕ: «Тăхтăр-ха, пуриншĕи те тавăрăп!» — шухăшларĕ вăл, анчах уççăн калама шикленчĕ.
Салтаксем хăюлланни Микула кăмăлне çĕклерĕ.
— Вăт çавнашкал, юлташсем! — терĕ вăл. — Пупсем тĕн сĕрĕмĕпе тĕтĕрсе, патша тӳре-шари персе пăрахассипе, каторгăна ярассипе хăратса, ĕçхалăхне чура вырăнĕнче усранă. Ирĕклĕ те пĕр танлă, пархатарлă пурнăç тăвас тесен, чи малтан сирĕн хăвăр çын иккенне ăнланмалла, ĕмĕрхи мĕскĕнлĕхрен хăтăлмалла. Власть, фабрик-завод, çĕр ĕççыннисен аллине куçмалла. Анчах кунашкал самана ĕмĕтленнипех аркă çине персе анмĕ. Мул хуçисемпе вĕсен йыттисем влаçа рабочипе чухăн хресченсен аллине хăйсен ирĕкĕпе парас çук. Вĕсене хирĕç татăклă кĕрешĕве тухма Питĕрте, Мускавпа ытти хуласенче салтаксем, рабочисемпе чухăн хресченсем Хĕрлĕ гвардие кĕреççĕ, хĕçпăшалланаççĕ. Сирĕн мĕншĕн вĕсенчен юлмалла? Е эсир те хĕн-хур тусмен-и? Пролетарилле революци юхăмне хутшăнса хăвăрăн тивĕçлĕхшĕн, ирĕклĕхшĕн кĕрешме вăй-хăват çук-им?!. Пур, юлташсем. Çавăнпа эпир те, Атăлкассннчи большевиксем, аслă Ленин кăтартнипе Хĕрлĕ гварди отрячĕ йĕркелеме шутларăмăр. Сире çав отряда хутшăнма чĕнетпĕр!
Микула шухăшне вĕçлерĕ, çапах куçне салтаксем çинчен илмерĕ. Ун шухăшĕпе килĕшекен тупăнĕ-ши?
Лешсем çăвара шыв сыпнă пек лараççĕ. Микула сăмахне ĕненеççĕ вĕсем, анчах та пуянсене çĕнтерме пулĕ-ши?
Микула салтаксем иккĕленнине сисрĕ те:
— Сирĕн хушара, тен, хамăр вăй-хăвата шанманнисем тупăнĕç. Ун пирки çакна çирĕплетсе калама тивĕç: халăх, уйрăмах хĕçпăшаллансан, темле тăшмана та çĕнтерĕ. Халăх ура тапсан, çĕр кисренет тенине илтмен-им эсир? — терĕ.
— Илтнĕ! — терĕ Грнша. — Ыттисем мĕнле те, эпĕ хама хам лайăх пĕлетĕп, Николай Степанович. Хĕрлĕ гвардие пыратăп. Хăвăр калашле, мул хуçисене пуйма пулăшакан çарта кун чухлĕ тăнипе çитет!
— Хĕрлĕ гвардне пырас текенсем, ман енне каçăр! Пилĕк пулеметчикпа виçĕ салтак кĕттермесĕрех Микула енне каçса тăчĕç.
— Ну, эсир мĕн шутлатăр? — ыттнсене те йыхăрчĕ Микула.
— Эпир тăхтатпăр-ха! Малашне ăçталла çул тытмалли ӳççăнрах палăртăр! — хăюллăнах мар пулин те, сасăсем илтĕнчĕç.
— Кăмăлăр пулсан, пире тупма йывăр мар, — терĕ те Микула хăй енне каçнă салтаксене хушрĕ: — Юлташсем, хĕçпăшала йăлтах пĕрле илĕр. — Балдинпа юлакан салтаксем пăлханма пуçланине асăрхасан, Микула револьверне кăларса хыттăн астутарчĕ: — Эсир тăп тăрăр! Кунта ача-пăча вăййи мар. Пуçăрсене шеллетĕр пулсан, эпир кил хушшинчен тасаличчен вырăнтан ан хускалăр!
Салтаксем ним тума аптрарĕç. Микула вĕсен куçĕ умне чăн-чăн паттăр пек тухса тăчĕ.
Хуралти тăсланкă салтак казармăна кĕчĕ те минресе кайрĕ. Хăшпĕрисем пăшалĕсене йăтнă, теприсем кĕтесре кĕпĕрлексе тăраççĕ. Балдин уранĕнче выртать.
Унччен те пулмарĕ, Трифун васкаса çитрĕ. Хăй сыхă тăрайманшăн чĕри çурăлса тухас пек унăн, анчах кунта ĕçсем начар маррине курсан, вăл çăмăллăн сывласа ячĕ.
— Çак эсремет сутрĕ сире. Çав систерчĕ фельдфебеле! — тăсланкă салтак çине кăтартрĕ Трифун.
Лешĕ çăварне уçма ĕлкĕриччен Гриша ун пăшалне туртса илчĕ те:
— Эсĕ хамăрăннисене сутма-и? — терĕ хаяррăн, чăмăрĕпе тăрăслаттарса.
Тăсланкă салтак çывăхри кравать çинелле сирпĕнчĕ. Ыттисем те тӳпкеме хатĕрччĕ, Микула чарчĕ.
— Юлташсем, çапăçма вăхăт çук. Хăй мĕн шыранине пирĕнсĕрех тупĕ-ха. Кайрăмăр! — терĕ Микула Гришăсен ушкăнне, лешсене татах астутарчĕ: — Эсир те хăш çулпа утас пирки шухăшласа пăхăр!
Тем вăхăтран салтаксем сасартăках хăраса ӳкрĕç: «Прапорщик килĕ те, ăçта сирĕн хĕçпăшалсем, вуниккĕн сакăр çынна парăнатăр-и тесе айăплĕ. Мĕн тумалла ĕнтĕ?
Балдин ура çине тăчĕ. Ахаль те çынла курăнманскер, халь урнă кашкăрах тейĕн.
— Смирно! — хаяррăн кăшкăрчĕ вăл. — Çапла иккен, сукин сынсем! Хĕçпăшала вăрă-хураха парса, Вăхăтлăх правительствана хирĕç тăма шутларăр-и? Ман хута кĕмерĕр. Ак ĕнтĕ пуриншĕн те мыскара кăтартăп!
— Мĕн хăратнипе çитĕ! — илтĕнчĕ сасартăк строй хушшинчен.
Çак сасă Балдин чĕрине сăнă пек пырса тăрăнчĕ.
— Строя пăсма кам хăйрĕ?! Пĕр утăм малалла!
Пĕр салтакĕ стройран тухса тăчĕ. Балдин ăна патĕнчен çутăлтара-çутăлтара ячĕ.
— Юлташсем! — хаяррăн кăшкăрчĕ иккĕмĕш салтак: — Тата нумайччен тӳсмелле-и пирĕн кăкшăм пуç пусмăрне?
— Кам унта, мала тухăр!
Темиçен тухса тăчĕç. Вара тепĕр салтакĕ çапла хушса хучĕ:
— Эпир пурпĕр ыррине курас çук. Иçмасса, кăкшăм пуçа асăнтарса хăварар юлашкинчен!
Салтаксем Балдина кĕпĕр-кĕпĕр çулса илчĕç. Урайне тăсса пăрахрĕç. Чăмăрпа та ура пуçĕпе ислетме тытăнчĕç. Тăсланкă салтака та фельдфебель хутне кĕме памарĕç, çапса ӳкерчĕç. Чун каниччен хĕнесен, тухса шурĕç.
XVI
Петров прапорщик ыйхăран вăранчĕ те тутлăн анасласа карăнчĕ. Ялти пурнăçа пыл та çу темелле çав. Мĕн çиес килет — çи, мĕн тăвас килет — ту. Укçа кирлĕ тесен, хуçа парĕ. Петров ыйтман çеç-ха. Хĕрупраç та çителĕклех, пĕринчен тепри илемлĕ те маттур. Анчах ыйхă сирĕлнĕçемĕн унăн чĕрине тем хĕссе ыраттарма тапратрĕ. Куç умне урăх пурнăç тухса тăчĕ. Улпут çĕрне валеçме тапăннă хресченсене пулеметпа персе салатнă чухнех ăша кĕнĕччĕ çак шиклĕх. Унтанпа Вăхăтлăх правительство йĕркисене пăсниех илтĕнмест те, пурпĕр лăпланаймарĕ Петров. Хресченсем каллех улпут çĕрне туртса илме тăрсан, вăл татах пулеметпа персе пистерĕ-и вĕсене? Çакăнти хресченсем те ун ашшĕ-амăшĕпе пĕрех мар-и вара?
Виçĕмкун хуçа вăрă-хурах килсе тустарчĕ терĕ. Ку вачах тĕрĕс маррине ун чухнех тавçăрчĕ Петров. Çавăнпа Микулана йĕрлеме килĕшмерĕ. Халь хамăн та курнăçса калаçмалла мар-ши унпала? Канăç паман ыйтусене ăнлантармĕччĕ-ши вăл? Çак самантра Петров хăй офицер пулнине аса илчĕ те, киревсĕр ĕç тунăн, хыпăнса ӳкрĕ. Нимле революционерпа та курнăçма кирлĕ мар. Хресченсемпе кĕрешме те хал çук. Инкекрен хăтăлма пĕр май çеç — фронта каймалла. Унта Раççей тăшманĕпе çапăçса хăй тӳрĕ салтак пулнине ĕнентермелле. Вăхăтлăх правительство пысăк наступлени тума хатĕрленнĕ сас-хура пур. Паянах Хусана рапорт çырса ярас. Хурав çаврăнса киличчен салтаксен дисциплинине хытарма тăрăшас. Фельдфебель астутарни тĕрĕсех, салтаксем хушшинче дисциплина хавшарĕ. Куншăн никам та мар, прапоршик айăплă.
Петров хăвăрт вырăн çинчен тăрса тирпейленчĕ, кил хушшине тухрĕ. Хĕвел самаях хăпарнă ĕнтĕ. Ку вăхăтра салтаксем яланах ура çинче пулаканччĕ, халь пĕри те çук. Фельдфебель вĕрентме илсе кайрĕ-ши? Петров кучера курчĕ те яланхи пекех евĕклĕн саламларĕ:
— Трифун пичче, ырă кун сунатăп!
— Хăвăра турă сывлăх патăр, господин прапоршик!
— Мĕнле пурăнатăн?
Трифунăн каçхи сас-хура çинчен хыпарласа Петрова та большевиксем хыççăн кайма сĕнес килчĕ. Çавăнпа шӳтлесе те систерсе хуравларĕ:
— Господин прапорщик, тарçăннинчен лайăх пурнăçа шыраса та тупаймăр! Куланай илмеççĕ. Çĕр çук манăн, суха туса асапланмастăп. Вилсен те, пурлăха пайлассишĕн çапăçса çылăха кĕрекенсем юлмаççĕ.
Кучер ытарлă калаçнине прапорщик халиччен те илтнĕ. Çак ăна тепĕр чухне эрлентернĕ, тепĕр чухне ун кăмăлĕнче мĕн пуррине пĕлес килтернĕ. Анчах кучерпа чунран чуна калаçса офицер тивĕçлĕхне çĕре ӳкересрен харанă. Халĕ те, кучера хăйпе тан шутламаннипе салтаксем пирки ыйтмасăрах, урăх сăмах çине куçрĕ:
— Хуçа килте-и?
— Унсăр пуçне эпĕ те кунта пулас çукчĕ, господин прапорщик.
— Тĕрĕс... — килĕшрĕ Петров. Хуçи хускалманни аван-ха. Кĕçех апата чĕнĕç. Унччен фельдфебеле тупса ĕç хушас.
Петров çула май казармăна кĕчĕ. Никам та курăнман пирки алăк патĕнчех чарăнчĕ. Пулеметпа виятовкăсем те çук. Фельдфебель салтаксене кăларса кайма та ĕлкĕрнĕ. Петров каялла тухасшăнччĕ, йынăшнă сасă илтĕннипе тытăнса тăчĕ. Мĕн амакĕ ку? Туйăнчĕ-им? Чăннипех иккен. Тăсланкă салтакпа фельдфебель кравать çинче выртаççĕ. Тăма хăтланса пăхаççĕ, тăраймаççĕ, тата хытăрах йынăшса яраççĕ.
Прапорщик фельдфебеле тăрса ларма пулăшрĕ те çуйланса ыйтрĕ:
— Мĕн пулнă сире?
— Салтаксем... вĕлерес пек хĕнесе хăварчĕç, — мăкăрса ярас пек хуравларĕ Балдин.
— Мĕншĕн?
— Астумастăр-и, хуçа пире вăрă-хурăха хăвалама хушрĕ. Шел, эсир килĕшменнипе хуса çитеймерĕмĕр. Çавна тытнă пулсан, паян нимле хуйхă та пулмастчĕ.
— Тăхта-ха, Балдин, эп ним те ăнланаймарăм.
— Вăрă-хурахран. та хăрушăрах этем иккен вăл, большевик!
— Большевик?
— Çавă, господин прапорщик. — Балдин каç мĕн пулса иртнине йĕркипе каласа рачĕ. Начальникне мĕншĕн систерменнине çеç пытарчĕ.
Ура вăйĕсем шĕлтĕрех кайнипе Петров тенкел çине персе анчĕ. Ай, мăка çĕçĕпех пусрĕç. Прапорщиксен шкулĕнче лайăх вĕреннĕрен, вăл пысăк утăмсемпе малалла каясса шанатчĕ. Çавăнпа çамрăккине пăхмасăрах салтăксем парса ячĕç. Отрячĕ пуçĕпех саланнă иккен. Вăл, начальник, салтаксен кăмăл-туйăмне туйман та. Каторгăран таврăннă çын лайăх чухланă, вĕсене хăй май çавăрнă. Куншăн ăна фронта мар, тӳрех хупса лартĕç. «Юрĕ, айваннипе асăрхаймарăм-и тен. Фельдфебель — сăнавлă çын, ялан салтаксемпе пĕрле. Вăл мĕншĕн сисмен?»
— Балдин! — юлашкинчен сассине хăпартрĕ Петров. — Эсир мĕншĕн çывăрса юлнă?
— Айăплă, господин прапорщик. Хама хам тем туса пăрахас патнех çитрĕм ĕнтĕ. Çав каттăршнăй килсе тухасса кам кĕтнĕ?
Тăсланкă салтак прапорщик умĕнче ырă ятлă пулма шутларĕ:
— Господин прапорщик, калама юрать-и? — терĕ.
— Калăр!..
— Салтаксем пăсăлнăшăн эсир те, господин фельдфебель те айăплă мар. Вĕсен пуçне хуçа кучерĕ пăтраштарнă. Большевика çав чĕнçе килсе паллаштарчĕ... Вăхăтлăх правительствăна чунтан парăннă. Тăван çĕршывшăн пуçа шеллемен çынна хĕнесе хăварчĕç... Мĕнле тӳсес?
Петров тӳрех тавçăрчĕ. Ку салтак чăн та путсĕр иккен, ахаль ислетмен ун шăмми-шаккине. Аслăраххисем умĕнче ырă ят илтесшĕн ăна та шеллесе тăмĕ вăл. Мĕн пĕчĕкрен сутăнчăксене курăйман Петров, çавăнпа чунĕ кӳтрĕ унăн. Тăсланкă салтака ăш сăмахпа йăпатас вырăнне вăл татса хучĕ:
— Ухмах!
Петров çакна та лайăх ăнланчĕ: тем пулсан та, салтаксене тупса Хусана илсе каймалла. Унсăрăн офицер чысне çухатăн, тĕрмене лекĕн. Салтаксем ăçтине большевиксемпе çыхăннă кучер пĕлмеллех. Петров казармăран тухнă чухне Трифун паçăрхи пекех кил хушшинче кăштăртататчĕ.. Прапорщик, пĕтĕм инкекĕ çак çынтан килнĕ пек шутласа, хаяррăн чĕнчĕ:
— Кам эсир?!.
Трифун пуçне çĕклерĕ. Офицер палламалла мар улшăннă.
— Господин прапорщик, эп камне халь те пĕлместĕр-и вара? Пĕр-пĕрне кашни кунах куратпăр-çке?
— Ун çинчен ыйтмаççĕ сиртен? Эсир большевик-и?!
Трифун прапорщикпа шăпах çак вăхăтра куçкĕрет калаçкалла тесе шутларĕ.
— Суççемех мар, господин прапорщик. Большевик пулма хатĕрленетĕп кăна. Николай Степанович тĕрĕслĕхшĕн кĕрешекенсен ретне кĕме пулăшăп терĕ-ха.
— Хуплăр çăварна! Эсир салтаксене улталаса хăвăр май çавăрнă. Халь персе пăрахатăп! — аллине кобура çине хучĕ Петров.
— Господин прапорщик! — Микула парнеленĕ наганне алла тытрĕ Трифун. — Салтаксене илĕртнĕ тесе, шухăшламасăр персе ятăр. Салтаксем пачах урăх çынсем. Вĕсем мĕн пĕчĕкрен пуянсен пусмăрне курса ӳснĕ. Мул хуçисемех Вăхăтлăх правительство туса хунине те чухлаççĕ. Çавăнпа, Хĕрлĕ гвардие çырăнса, ĕçхалăхшăн çапăçма килĕшрĕç. Салтаксем каланă тăрăх, сирĕн аçу-аннӳ те пуянах мар-çке....
Трифун сăмахĕсем Петров чĕрине витрĕç, — ашшĕ-амăшĕ пуян çын марри тĕрĕсех-çке: Кăмăлĕ уçăлнă май вăл большевиксемпе Хĕрлĕ гварди çинчен ыйтса пĕлесшĕнччĕ, анчах офицер тивĕçне çухатасран шикленчĕ. Çавăнпа каллех хыттăн татса хучĕ:
— Мĕн сӳпĕлтетнипе çитĕ! Кала, ăçта илсе кайрĕç салтаксене?
Петров харкашса калаçнинчен унăн кăмăлĕ йăшни уççăнах сисĕнчĕ.
— Пĕлместĕп, господин прапорщик. Анчах канаш пама хăятăп: паян пасар, çавăнта тухса пăхкалăр.
Прапорщик ăнланчĕ: ку çын ытарлă калаçать те, пасар еннелле ăнсăртран сĕлтмерĕ пулĕ. Салтаксем çавăнта тупăнмĕç-и? Трифунран хăпрĕ. Параднăй алăк патĕнче кĕтмен çĕртен хуçапа тĕл пулчĕ. Микулана тытма пулашманшăн çилленнĕ Михха лăпланнă курăнать. Офицера пуçĕпех хирĕçтерсе ярасран хăраса ӳкнĕ пулмалла.
— Демьян Петрович, сывлăх сунатăп! — терĕ Михха.
— Здравия желаю! — терĕ те Петров пуçне пĕксе малалла утрĕ.
— Господин прапорщик! — пĕр тĕлĕнсе те тарахса чĕнчĕ Михха. — Хăвăрпа кам калаçнине те чухлаймарăр-им?
Петров пурпĕр шарламарĕ, утăмне кăна васкатрĕ. Вăл хапхаран тухса çухалсан, хуçа шикленсе ӳкрĕ. Ним тума аптранă Михха, Балдинпа калаçса пăхас тесе, тӳрех казарма еннелле утрĕ. Çурма çулта Трифуна курчĕ те:
— Прапорщика мĕн амакĕ пулнă? — терĕ.
Трифун хăй каçхи ĕçе хутшăнни çинчен хуçа илтме ĕлкĕреймен-ха тесе шухăшларе, Сехмет канăçсăрланнăшăн яланхи пекех рехетленчĕ.
— Аван марри çинчен пĕлтерме йывăр та, Михаил Петрович... Тĕрĕссине пытарма çук.
— Мĕн пакăлтататăн эсĕ?!
— Энĕшкассинчи Николай Степанович ик лашине йĕнерлесе, иккĕшне кӳлсе кайрĕ. Çитменнине, хут çырса хăварчĕ.
— Мĕнле хут?
— Ман ăçтан пĕлес? Хут вĕрентнĕ чух çуралман эпĕ. Михха Трифун аллинчи хута илсе вуларĕ: «Господин Янашов, лашусене вăрланă тесе ан шутла. Эпир сирĕнне мар, халăх пăхса ӳстернĕ выльăх-чĕрлĕхе Хĕрлĕ гварди валли илтĕмĕр...»
Михха, ним тума аптранă енне, хут татăкне чĕркелесе пăрахрĕ. Вара:
— Сăрнай, мĕншĕн вăхăтра систермерĕн? — тесе кăшкăрчĕ, кучера чышса яма тăчĕ.
Трифун пăрăнма ĕлкĕрчĕ. Хирĕç пама хатĕрленсе, хыттăн татса хучĕ:
— Господин Янашов, эсир çын çине алă çĕклемелли вăхăт маррине, урăх саманара пурăннине маннă!.. Анчах сире ытлашши пăшăрхантарасран çакна та калăп: салтаксем те Николай Степановичпа пĕрле кайрĕç. Вăт пырса калаç! Прапорщик çавăн пирки ухмаха ерес патне çитнĕ те ĕитĕ.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...