Ĕмĕр сакки сарлака. 5-мĕш кĕнеке :: Пӗрремӗш пайӗ
Унччен те пулмарĕ — Энĕшкасси çулĕ çинче лаша ури сасси илтĕнчĕ. Елюк сывлама чарăнса тимлерĕ. Юланутçă иккен. Кам-ши? Елюк чĕри ырра кĕтсе тапрĕ. Ĕнтĕ лаши çеç мар, утланнă çынни те аванах курăнчĕ. «Турă çырлахтăр, çавă...»
Петров пӳртре кам пуррине пĕлесшĕн чӳрече умĕнчен иртрĕ. Ав, ашшĕ сĕтел хушшинче шут шăрçисене куçарса ларать. Лаша кĕпĕртетнине илтнипе-ши, пуçне çĕклерĕ, чӳрече еннелле пăхса илчĕ. Арăмĕ тĕпелте, алĕç тытнă. Хĕрĕ курăнмарĕ. Ăçта-ши? Çывăрма выртман-ши? Ан тив, çывăртăр. Вĕсен куçĕ умне курăнманни тата аванрах. Петров лашине каялла çавăрма та хатĕрччĕ. Хĕрарăм сасси ăна чарса тăратрĕ.
— Демьян Петрович, ăçталла çул тытатăр?
Кĕтмен çĕртен ампар умĕнче Елюк ларнине курсан, прапорщик çухалса кайрĕ. Çамрăк хĕрарăм, çавна сиссе, сăмах тĕксе хучĕ:
— Эх, ача... Эсир куштан-çке. Хăвăра ырă сунакан çынпа та калаçасшăн мар!
— Уншăн мар, сире тӳрех паллаймарăм та, — хăйне хăй алла илчĕ Петров.
— Халь палларăр пулсан, юнашар ларма та вырăн пур, — терĕ Елюк.
Петров хавасланчĕ. Унăн та телейĕ пĕтмен-ха. Ĕмĕтленсе килнĕ хĕрарăм юнашар ларма чĕнет. Йĕнер çинчен васкавлăн анса, прапорщик Елюк умĕнче ура кĕлисене шаклаттарчĕ:
— Здравия желаю!
— Сире те сывлăх сунатăп! — йăл кулса саламларĕ Елюк.
— Çак тери каçа хирĕç ăçта кайма тухнă эсир?
— Пытармастăп, сире курма килтĕм.
— Апла ма ура çинчех тăратăр? Инçетрен килнĕскер, ывăнтăр та-и тен? Ларăр.
Петров чĕлпĕрне аллинчен вĕçертмесĕрех Елюкпа юнашар вырнаçрĕ. Пĕр хушă чĕмсĕрленсе ларнă хыççăн вĕсен хушшинче пурнăç пирки сăмах хускалчĕ. Тем вăхăтран пӳртре хăй çути сӳнчĕ, Елюк ĕшенсе ӳкрĕ: шурăмпуç килнине сиссен, йĕкĕт пăрахса кайĕ те, урăх нихçан курнăçаймĕç.
— Демьян Петровнч, итлĕр-ха, — çепĕççĕн чĕнчĕ вăл, — пирĕн енче инçетрен килнĕ хăнана сăйламасăр ямаççĕ. Атьăр-ха, пĕрер курка сăра ĕçтерем.
Петров уншăн-куншăн мар, чăн та, ăш хыпнăран килĕшрĕ.
Вĕсем ампара кĕчĕç.
— Акă пукан, ларăр. Эпĕ халех сăра илсе килетĕп, — терĕ те Елюк ампартан тухса алăкне хупрĕ.
Пĕччен юлсан, Петров кавăçсăрланма пуçларĕ: «Вăрлăх илсе кайнăшăн тавăрма питĕрсе лартмарĕ-ши?» Хыпашласа алăка тупрĕ. Елюка систересшĕн мар алăка каллех хупрĕ. Пуканне тупасшăн каялла утăмларĕ. Анчах, тем çине лексе, — чут çеç ӳкмерĕ. Хыпашласа пăхрĕ те мамăк тӳшеке перĕнчĕ. Пуян çын хĕрĕн вырăнĕ кккен. Кĕçех Елюк кăкшăмпа курка йăтса таврăнчĕ.
— Эсир кунтах-и?
— Кунтах...
— Эпĕ тухса шумарĕ-шн тесе васкатăп!
Петров вăтаннипе хĕремесленчĕ. Хăранине çамрăк хĕрарăм сиснĕн туйăнчĕ. Çакна палăртасшăн мар юриех сассине хулăнлатрĕ:
— Ма тарас ман. Уна шăтăкĕнче мар пулĕ-çке?
— Çук, Демьян Петровнч. Шӳтленĕшĕн ан çилленĕр, тархасшăн. Эсир хăвăра хисеплекен хĕрарăм патĕнче, — терĕ те Елюк сăра тултарчĕ. — Ĕçĕр-ха.
Петров хăмлаллă пыл сăрана тĕппипех пушатрĕ.
— Ав кравать еине куçăр ĕнтĕ. Кăкшăма пукан çине вырнаçтарам. Йăтса тăрасси, — сĕнчĕ Елюк, тепĕр курка ĕçтерсен.
— Эпĕ тăма та пултаратăп.
— Кирлĕ мара ан калаçăр, тархасшăн. Хаклă хăнана ура çинченех ăсатнине пелсен, кулса вилĕç.
Елюк хуллен тĕкнипе Петров тӳшек çине ларчĕ. Çав самантрах алăк хупăнчĕ. Çывăхра Елюк сасси илтĕнчĕ:
— Капла аванрах. Усал çынсем куç ан ӳкерччĕр. Çамрăк хĕрарăм юнашарах иккен. Петров ним шухăшламасăр пилĕкĕнчен çупăрларĕ...
Ампарта çаплах теттĕм пулни те, Петров тул çутăлса килнине сисрĕ. Хай камне, ăçтине аса илсе, тăрса ларчĕ.
— Ма васкатăн? — илтĕнчĕ мамăк тушек çинчен ачаш сасă.
— Васкаса мар, паян кăнтăрла та çитрĕ-и тен, эпир вырăн çинче йăваланатпăр. Аçу-аннӳ пĕлсен, хăвнах ятлĕç. Ман хамăн та каймалла. Юлташсем çухатрĕç пуль.
— Атте-анне пирки питех канăçсăрланмастăп. Кирлĕ пулсан, чĕн чăпăрккапа ăшалаччăр. Кĕçĕрхн çĕршĕн темле асапа та тӳссе ирттерĕп. Ман çакна пĕлесчĕ: çитес каç килĕн-ши ман пата?
— Татăклă калама пултараймастăп. Тем сиксе тухĕ те, сăмах çине тăраймăп. Май килсен, сан тĕле пĕлетĕп ĕнтĕ.
— Ĕненетĕп, чунăм. Тăхта, кил хушшинче никам та çук-и, пăхкалам, — терĕ те Елюк шалтан питĕрне сăлăпа катертрĕ. Алăк уçăлмарĕ.
— Мĕн унта? — вăхăт нумай иртнĕн тунăннипе чĕнчĕ Петров.
— Темĕн, алăк уçăлмарĕ-ха.
Петров васкаса Елюк патне пычĕ. Малтан ал вĕççĕн, унтан хулпуççипе теренсе пăхрĕ. Алăк çаплах уçăлмарĕ.
— Мĕне пĕлтерет ку?!
— Ним калама та аптратап.
Те шӳтлесе, те усал шутпа тул енчен пнтĕрнине тавçăрчĕ Петров. Ун-кун пăхкаларĕ, пер кĕтесрен оечĕк çутă кĕнине асăрхарĕ. Тул çутăлнă иккен. Салтаксем ура çинче ĕнтĕ. Ним тума пĕлмен енне Петров алăша тӳнлеттерме тапратрĕ.
— Кăлăхах тăрăшатăн, таркăн! Сан йышши пынтăсем çĕмĕрмелле туман ăна. Кĕçех суд умне тăрăн та пуряншĕн те явап тытăн! — илтĕнчĕ тултан хаяр сасă.
— Атте, ма питертен?! Е каллех ман ята варалас терĕн-и?!
— Ят каяс пирки пăшăрханмаллиех çук. Усал çынсем чĕлхисене кăштах якатĕç те хăйсемех чарăнĕç. Вăт. Таркăна тытма пулăшнăшăн мухтав! Куншăн сана уес комиссарĕ те тав тăвĕ, — тере те Павад» арăмне хытăрса хăварса, кантуралла вĕçтерчĕ.
Тем вăхăтран хапха умĕнче лав сассисем илтĕнчĕç. Тӳре-шарасем килчĕç пулĕ тесе, Петров алăк хыçне тăче, Елюк кравать айне пытанчĕ.
Кил хушшинче шаалăн калаçни илтĕнчĕ.
— Прапорщик ăçта?
— Нимле прапорщик та çук пирĕн патăрта!
Хĕрарăм сăмахне ĕненмерĕç пулмалла, малалла хистерĕç:
— Кинеми, кутăнланса ан тăр. Учĕ хапха умĕнче тăрать. Кала, ăçта пытартăр прапорщика?
Петров хылăнса ӳкрĕ, кнлсе çшгннсем хăйĕн салтакĕсем пулнине тавçăрчĕ:
— Юлташсем, эпĕ кунта!
— Ăçта эсир?! — ыйтрĕ Гриша.
— Ампарта!
Салтаксем çаврăнса пăхрĕç те алăк çумĕнче тем пысăкăш çăра çакăнса тăнине курчĕç. Энĕшкассинче пăтăрмах сиксе тухман пулсан, каçса кайсах ахăрĕччĕç. Йĕкĕте çавнашкал питĕрсе лартнине тĕнчере никам курман-тăр!
— Командир юлташ, эсир кунта-и?!
— Кунта. Уçăр хăвăртрах!
Салтаксем сарайĕнчен лум тупса тухрĕç те алăк пробойне хирсе тăпăлтарчĕç. Алăк яри уçăлчĕ.
Тĕттĕмре вăрах пулнипе хĕвел çинче Петров куçĕ йăмăхрĕ. Мăч-мăч хупкаласа ирттерсен, юлташĕсем хăй çине шăтарасла пăхннне асăрхарĕ. Мĕн каламалла ĕнтĕ?
Çалтаксем Петрова инкекрен хăтарма килнине тавçăрнă Елюк шикленме те пĕлмерĕ:
— Э-э... Хĕрлĕ гвардн пухăннă-çке! Мĕн çăмăлпа-ши? — терĕ.
Елюк аялти кĕпе вĕççĕнех тăни Петрова минретрĕ. Кунашкал сипетсĕр хĕрарăма тĕнчипе шыраса та тупаймăн. Хăвăртрах тухса шăвăнас шутпа вăл команда пачĕ:
— Кругом! Шагом марш!..
— Ах турă, хĕрĕм... Намăса ăçта çухатрăн-ши? — чĕреренех пăшăрханчĕ Варуç.
Амăшĕ питлени Елюк чĕрине çĕçĕ пек тăрăнчĕ. Анчах кам айăплă-ха ку намăсшăн? Ашшĕпе амăшĕ мар-ши? Çавсем вăрă-хураха ирĕксĕрлесе качча пачĕç-çке. Елюк ӳкĕнес вырăнне хыттăн тавăрса хучĕ:
— Ха?! Намăса çухатрăм имĕш! Çавăнпа хупса лартрăр-и!..
Елюк тата тем каласшăнччĕ — чĕлхине çыртрĕ. Хăвăрт каялла кĕрсе алăкне хупрĕ. Вырăн çине ӳксе, сасăпах макăрса ячĕ.
Петровпа салтаксем Энĕшкассине çитрĕç.
— Демьян Петрович, ăçта çухалса çӳрерĕр? — терĕ. Наум, салтаксем хапхаран кĕрсенех.
Петров пуринчен ытла Микулапа Натюша тĕл пуласран хăранăччĕ. Наумпа Анахвис çеç тăнине курсан та, кăмăлĕ уçăлмарĕ, ятласса кĕтрĕ. Наум тус-йышлăн йышăнни чĕрине çемçетсе ячĕ.
— Юлташсем... — такам илтесрен хăранăн хуллен чĕнчĕ Петров: — Эпĕ сирĕн умра пысăк айăпа кĕтĕм. Пытарма çук, тем аташтарнипе кăнтăрла курнă хĕрарăма шыраса кайрăм та... Иикекрен хăтарнăшăн пурсăра та тав тăватăп. — Петров шухăшне вĕçлерĕ те суд умĕнче приговор вуласса кĕтсе тăнă пекех чĕмсĕрленчĕ.
Çамрăк çын ӳкĕннине ĕненчĕ Наум. Пурпĕр тĕке май шăлма юраманнипе сиввĕн хушса хучĕ:
— Эсир, Демьян Петрович, хăвăр ăçтине, сыхă тăмаллине маннă. Кĕçĕр акă эсир путсĕр хĕрарăмпа вăхăта ирттернĕ. Тăшман кунта Николай Степановича пенĕ.
Петров урисем шĕлтĕрех кайнипе ӳкесрен аран-аран тытăнса юлчĕ. Хăй хăлхипе хăй илтнине те ĕненесшĕн мар:
— Мĕн терĕр эсир? — тесе ячĕ.
— Вăт çавнашкал, командир юлташ! — Наум вырăнне Гриша хуравларĕ. — Сударков пенĕ. Эсир ăна отряда илме те хатĕрччĕ!
Петров çакна ăнланчĕ: Николай Степановнча упрайманшăн та каçарма çук айăпа кĕчĕ вăл.
— Юлташсем, — хумханнине пусараймасăр хуллен тухрĕ ун сасси: — Эпĕ сирĕн командир пулма тивĕçсĕр. Мана персе пăрахмалла кăна! — Хăвăрт портупейне салтрĕ. Хĕçĕпе револьверне çĕре пăрахрĕ. — Сирĕн ирĕк, мĕн тума шутлатăр çавна тăвăр!..
Петров çак териех айкашасса кĕтменччĕ салтаксем. Натюш таврăниччен ăна хупса усрама шутланăскерсем, халь ним калама аптрарĕç.
Наум та тĕлĕннипе сăмах тупаймарĕ.
— Хисеплĕ Демьян Петрович, — чĕтревлĕрех сас пачĕ Анахвис, — эсир пĕчĕк ача пек юнтарса хăратасшăн-им? Кăлăхах. Кунта айăпа кĕрекене пуçран савас текенсем çук. Халь суд патнех çитмен-ха, хĕçпăшалăра илĕр те тирпейленĕр. Ятăра ан ярăр!
Салтаксем Анахвис пултарулăхĕнчен тĕлĕнчĕç, çав вăхăтрах савăнчĕç те. Петрова сырăнса илчĕç.
— Командир юлташ, Анахвнс тĕрĕс каларĕ, пуçа усма иртерех-ха, — терĕ Гриша та.
Петров хурланчĕ: кĕске хушăрах икĕ хут айăпа кĕчĕ вăл, юлташĕсем пурпĕр каçарчĕç. Çав териех хăйне тыткалайман çын-ши вара вăл? Çук, малашне ăслăрах пулĕ кашни утăмнех асăрханса пусĕ.
— Юлташсем, тăн панăшăн тайма пуç сире. Куна нихçан та манмăп.
Петров тирпейленсе ĕлкĕрейнĕччĕ — шăнкăравлă лав сассн хапха умне пырса чарăнчĕ. Балдин фельдфебельпе Улитин килсе кĕчĕç.
Фельдфебель кутемĕн Хусана та çитнĕ пуль тенĕнчĕ салтаксем. Унăн чаçа таврăнмасăр тăма сăлтав çук пек шутланă. Халь, ав, вĕсем патне килсе кĕчĕ, портупейпе, çумне хĕç, револьвер çакнă. Пĕччен мар, земски управа председателĕпе пĕрле.
Малта Балдин, ун хыççăн Улитин хăюллăн салтаксен çывăхне пычĕç. Балдин саламламасăр-тумасăр çиллеслĕ сăмахне пуçарчĕ:
— Ак ăçта иккен вырăссен паттăр салтакĕсем! Пуринчен ытла господин прапорщикран тĕлĕнмелле. Тупа тунине çирĕп тытмалла тесе вĕрентекен эсир марччĕ-и çав?! Ĕнтĕ хăвăр таркăна тухас терĕр-и?! Таркăн салтака çеç мар, таркăн офицера та шеллемессе мантăр-им?! — Сывлăшĕ çаврăнсан, малалла çĕмĕрттерчĕ Балдин: — Акă мĕн, господин прапорщик, халлĕхе йăнăша тӳрлетме май пур. Эсир капла хăтланнине ниçта та пĕлтермĕпĕр. Çак самантрах салтаксене команда парăр та, хĕçпăшала илсе, кантура кайăпăр. Пурсăра та милиционера илĕп.
Петров ним калама аптранине асăрхасан, Улитин сăмаха хутшăнчĕ:
— Господин прапорщик! Эсир те, тăвансем! Афанасий Митрофанович тĕрĕс каларĕ. Вăл вулăсри милици начальникĕ. Май пур чухне çăлăнма васкăр!
Коля сасартăк кулса яни пурне те ыйхăран вăратрĕ.
— Анчăк çури, манран кулатăн-и? — терĕ те Балдин амрăк еннелле ăнтăлчĕ.
Кольăна тарса пытанма темех марччĕ. Сасартăк куç умне упаран хăраса намăса кĕни тухса тăчĕ те, Ванюк жандармсен офицерне мĕнле çĕнтерни аса килчĕ. Вара талкăшса çывхаракан Балдинăн ури айне чăмрĕ. Лешĕ, такăнса, сăмси çине тăрăнчĕ.
Салтаксем пĕр тĕлĕнчĕç, пĕр ахăрчĕç: вĕсен сехрине хăпартса пурăннă эсремете çамрăк ача тăсса ӳкерчĕ-çке.
— Маттур, Чумари юлташ! — терĕç салтаксем.
Çĕртен тăрсанах, Балдин револьверне туртса кăларчĕ.
Асран тухнă çын персе пăрахма та пултарĕ. Пуринчен малтан Петров ĕлкĕрчĕ — ăна атă пуçĕпĕ тапрĕ, Балдин аллинчи наган çĕре сирпĕнчĕ. Гриша çав самантрах ăна пуçтарса илчĕ.
— Çавăн пек, господин фельдфебель, хĕçпăшалпа вылямалли йăлана пăрахма вăхăт! — терĕ Петров.
Анахвис хутшăнман пулсан, салтаксем тӳре-шарасене самаях ватĕччĕç.
— Юлташсем, — парăнтармалла сассипе чĕнчĕ хĕр, — вĕсене чăннипех ăса кĕртме тивĕçчĕ. Пуринчен ытла тиĕкне кирлĕччĕ. Вăл пирĕн яла текех килсе пăлхатмастăп тесе сăмах панă. Кунта пуху мар та, чĕрех юлтăр ĕнтĕ.
Халăх тепĕр хут та кантура пыма ӳркенмĕ. Ун чух салтаксем пирки мар, хăйĕн пурнăçĕ пирки шухăшлама лекĕ унăн!
XXVIII
Тиекпе фельдфебель, вĕрекен шыв çине чиксе кăларнăн ĕшеленсе, вулăс кантурне çитрĕç. Пуринчен ытла Балдин тарăхрĕ. Нумаях та пулмасть салтаксем ун шăммнне ислетсе хăварчĕç. Паян кам намăса кĕртрĕ-ха тата?
Шăркалчă.
— Мĕн тăвăпăр ĕнтĕ, Афанасий Митрофанович? — кабинета кĕрсенех ыйтрĕ Улитин.
— Тĕп тумалла, — çиллине шăмараймарĕ Балдин.
— Хăвăр вăюпа çеç пултарайăр-и?
Балдин чĕлхине çыртрĕ. Çывăрнă çĕрте хупăрласа пĕтересси темех мар та, сыхă тăнă чухне хăйсене çулса тăкĕç тесе шухăшларĕ. Пулеметлă салтаксем çине тапăнма пуçсăр пулмалла.
— Хамăрăн вăй сахалтарах, Арсентий Ксенофонтович. Отряд ярса паччăр.
— Отряд кĕтмелли çук! — терĕ Улитин, Лаврский сăмахĕсене аса илсе.
— Апла ним калама аптратăп!
— Хамăр хушăра вăй пухма лекет, Афанасий Митрофанович. Хĕçпăшал мĕн чухлĕ пирĕн?
— Алăрисĕр пуçне вунă винтовка, пилĕк револьвер, виçĕ хĕç.
— Пит аван. Сирĕн алăра — улттă. Пурĕ вунултă винтовка.
— Анчах вунă винтовки валли çынсене ăçтан тупăпăр?
Улитин хуравлама ĕлкĕриччен кантур ямшăкĕ кĕчĕ.
— Лашасене тăварас-и?
— Ан тăвар. Каймалли пур. Малтан Павел Платонович патне çит-ха. Касмухха Элекçейĕпе ыттисене пухса кантура килччĕр. Ху малалла вĕçтер. Ял-ялĕнчи комиссарсене кала: хăйсемпе пĕрле пуян-куштансене чĕнсе килччĕр.
Улитинсем тухса кайсанах, Павал арăмне ятласшăнччĕ, ампара салтаксем килсе уçрĕç тенине ĕненес килместчĕ унăн. Пробоя хирсе ватнине курсан, ирĕксĕрех ĕненчĕ. Петрова тытса суд тăвайманшăн тарăхрĕ. Инкек çине синкек тупăнсах тăрать. Çак вăхăтра кантур ямшăкĕ персе çитрĕ. Мĕн хыпар илсе килнине хăвăртрах пĕлесшĕн хирĕç тухрĕ Павăл.
— Сире халех кантура пыма хушрĕç, — пĕлтерчĕ ямшăк.
— Энĕшкассинче ĕç кăлараймарĕç-ши? — хăйне канăçсăрлантаракан ыйтăвне пачĕ Павăл.
— Мĕнле ĕç пирки калаçатăр-ши? — ăнланмарĕ ямшăк.
— Ара, салтаксене хĕçпăшалсăрлантарасшăн марччĕ-и вĕсем?
— Пĕлместĕп. Председательпе милици начальникĕ кантура иккĕшех таврăнчĕç! — терĕ те ямшăк лашине çавăрчĕ.
Павăл кантурти туре-шарасене чунтан çилленчĕ: «Вăрă-хураха сăмахпа çавăрма шутланă. Вĕсене пуля та нĕтре кăна парăнтарĕ!»
Николай Степанович таврăннă тенине Элекçей ĕненменччĕ, тĕрĕссипе, ĕненес килменччĕ унăн. Юнкун пасарĕнче Николай Степанович вакката ухмаха тăратса хăварнине, халăх ун майлă калаçса, урам тăрăх революцилле юрă юрласа çӳренине хăй куçĕпе курсан, калама çук хăраса ӳкрĕ. Вăл пин те тăхăрçĕр пиллĕкмĕш çулта Николай Степановичпа Ваçли çинчен элекленине хирĕçлеме хăтланчĕ те, уретннк пурпĕр протокол çине ал пустарчĕ. Кайран, ашшĕпе иккĕшĕ суйнине станувуй тăрă шыв çине кăларсан, Николай Степановичпа ун майлă çынсем тавăрасран шикленсе пурăнчĕ. Вăхăт нумаях иртмерĕ, Николай Степанович ним сас-хурасăр çухалчĕ. Элекçейĕн мĕнпур ĕмĕт-шухăшĕ пуясси кăначчĕ. Мулĕ Павăлăнни чухлех çук та, ĕлĕк ашшĕн пулнипе танлаштарсан, темиçе хут та ӳсĕ. Арăмĕ çамрăк чухнехи майлах упăшкине юрама тăрăшать. Анчах Николай Степанович таврăнни Элекçейĕн мĕнпур канăçне пĕтерчĕ, ăна тавăрма килнĕн туйăнма пуçларĕ. Çавăнпах чӳречене такам шакăртаттарни Элекçее шартах сиктерчĕ.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...