Ĕмĕр сакки сарлака. 5-мĕш кĕнеке :: Пӗрремӗш пайӗ
Сантăр шӳтлемессе пĕлеççĕ, бурлаксем. Чăн та, ĕçсĕр, хăварĕ. Акă вара йăпăлти сасăсем илтĕнчĕç:
— Ма ют ялсем?! Хамăрах каясчĕ! Салтаксем хăямат тума кирлĕ-и пире?!
— Тупăллă отряд килмесĕрех иртнĕ каç ман сурăха амантнă!
— Пирĕнне пăрăва вĕлернĕ!..
Халăх Микулана сивлессе кĕтрĕ Сантăр. Ун пирки пĕр сăмах та пулмарĕ. Пурпĕр арçынсем хăй майлă кайнипе усă курма тăрăшрĕ:
— Хам та çавнах каласшăн. Натюш вĕсене тарçăн мар тет. Таркăн вĕсем! Ĕнер Михаил Петровичăн выльăх-чĕрлĕхне, Павăлăн арманне, вăрлăхне çаратнă...
Сантăрăн юлашки сăмахĕ чухăнсемшĕн ура çине таптанăнах пулчĕ. Анчах пуринчен малтан Натали кăшкăрса пӳлчĕ:
— Ха-а! Платун Павăлĕн вăрлăхне çаратнă-и? Хăв патна вăрлăх ыйтма пырсан, мĕн терĕн? «Турă парать», — тесе кăларса ямарăн-и? Тăватă ачам уссе çитмесĕрех хăрса ларччăр, кăнса выртчăр терĕн-и?! — хĕрӳленнĕçемĕн Натали пушшех сатурланса кайрĕ. — Сан пур-и ун пек ачасем?! Е салтак пур-и сан килте?! Кала, эсремет!
Сантăр тем каласа тăкĕччĕ, аллине çĕклеме те хăю çитерĕччĕ, хĕрарамсем шавласа кайрĕç:
— Сехмет хăраххи! Пĕртен-пĕр кĕрӳшне хăваласа янă!..
Натали пушшех паттăрланчĕ:
— Салтаксем çумне ан çулăх эс! Вĕсем пире суха туса пачĕç. Çĕре шуратса хăварчĕç. Халь сухална тăпăлтарăп!..
Сантăр сасартăках хăраса ӳкрĕ. Ыттисем вĕслетсен, хĕрарăм тĕксĕ шăтарассăн туйăнчĕ ăна. Çавăнпа сĕтел хушшинчен тухрĕ те Наталие хăйĕнчен сиресшĕн хăлаçланкаласа:
— Кĕлмĕç, ан çыхлан ман çума! — терĕ. Хĕрарăмсем пушшех шавласа кайрĕç:
— А-а, эпир кĕлмĕç, эсĕ пуян-и?!
— Тытăр ăна! Мĕн пăхса тăратăр?! Унччен те пулмарĕ, тахăшĕ Сантăра кĕпе аркинчен çулса илчĕ. Тепри ĕнсерен патлаттарчĕ. Çуйхашса та ахăрса упалентерчĕç çынна; аран-аран пуху варринчен тухсан, Сантăр мулкач пек тапса сикрĕ. Хĕрарăмсем ăна юна-юна ăсатрĕç. Сантăр курăнми пулсан, арçынсене тапăнчĕç:
— Сире ĕç памаççĕ иккен?! Сантăр тăрантармасан, выçă вилетĕр?!
— Пуйма вăрçа; пирĕн арçынсем патне кайăр! Энĕшкасси арçынĕсем ку таранччен хĕрарăмсем çакăн пек хăюллине курманччĕ. Çавăнпа чеереххисем тавлашса тăмарĕç, тӳрех Сантăр хыççăн утрĕç. Юлашкинчен ыттисем те çăварĕсене хупрĕç. Тепĕр самантран урам хушши нимле шав пулман пекех шăпланчĕ.
Арçынсем Сантăр хыççăн кайса шавлани Натюша хăратса пăрахнăччĕ. Юрать Натали пулчĕ, Сантăра лайăх тустарчĕ.
Натюш Натали çине ăшшăн пăхрĕ. Вăл ăна çĕнĕ çын чухне шыв кӳрсе таврăннине астăвать. Килти сăхман тăхăннăччĕ, уринче çăпата. Пĕвĕ-сийĕ яштак. Пичĕ-куçĕ çырла пек. Тулли витрепе никам çитмелле мар утса пыратчĕ. Натали правурри, ĕçченни, тирпейли çинчен халăх та калаçатчĕ. Выçлă-тутлă пурнăç ăна йăлтах улăштарнă иккен. Çапах чун хăвачĕ сӳнмен. Ялти хисеплĕ арçынна никамран хăрамасăр пухуран хăваласа ячĕ. Вара ыттисем те хăюлланчĕç. Ĕлĕкрех хĕрарăмсем çакнашкал хăтланма пултарасса иикам та шутламан. Класс кĕрешĕвĕ çивĕчленни хĕрарăмсене те чун кĕртрĕ, вĕсем те арçынпа танах иккенне ăнланса илме май пачĕ, ирĕклĕхшĕн тăма хавхалантарчĕ. Ку Натюша питех савăнтарчĕ. Вăл тĕнчери лару-тăру çинчен сăмах пуçарчĕ. Тимлесе итлерĕç ăна пухури çынсем...
XXXI
Энĕшкасси çамрăкĕсем вăййа тухнă вăхăтра Анахвиспе Коля Тĕмшерелле утрĕç. Кĕçĕр вĕсем большевиксен ячейки хушнине тума каяççĕ. Вĕсене телей суннăн, çурма уйăх самаях çутатать.
Микула пиччĕшĕпе Натюш аппăшĕ каланисене итлеме аванччĕ Анахвисе, хăй те ăста калаçас пек туйăнатчĕ. Энĕшкасси халăхĕпе салтаксем умĕнче пулса курнă пулин те, урăх ял çамрăкĕсем умĕнче кирлĕ сăмах тупайĕ-ши вăл, вĕсене хăйсем май çавăрайĕ-ши? Ют ялсенче ача-пăча ашкăнасси, мăшкăлласси те йăлара пур.
Тĕмшер çырми урлă каçсан, Анахвис хăй канăçсăрланнине систерчĕ:
— Чăнах, мĕн тума пĕлĕпĕр-ши эпир унта?
— Ун пирки халех пуçа çĕмĕрес мар. Вырăна çитсен курăнĕ! — сатурланарах хуравларĕ Коля, хуткупăсне туртса юрласа ячĕ:
Харăс утар, юлташсемĕр,
Кĕрешӳре вăй илер…
— Тĕмшер урамне юрласах пырса кĕресшĕн-им эсĕ?
— Юрласах пулмасăр. Энĕшкассисем çитнине пĕлччĕр? Коля хуткупăс каланă кĕвĕпе Анахвис те юрларĕ:
Харсăр варçса, çĕнĕ ĕмĕр —
Ирĕк тĕнче никĕслер!..
Çак вăхăтра Тĕмшерте Сулахай Иванĕ тĕлне пухăннă çамрăксем карталанса сăвă калатчĕç.
— Ачасем, тăхтăр-ха, хуткупăс сасси мар-и? — астутарчĕ тахăшĕ.
Çамрăксем сасартăках шăпланса тимлерĕç;
— Чăн та-çке!.. Кунталла килеççĕ? — Пурте хавасланчĕç. Тĕмшерте хальччен хуткупăс аулманран пулĕ, çамрăксен кăмăлĕ çĕкленчĕ. Ĕлĕкрĕх пĕртен-пĕр Касмухха Элекçейĕн хуткупăс пурччĕ. В.ăл авланса хутора тухнăранпа урам хушшинче хуткупăс сасси тек илтĕнмен. Кунашкал юра та нихçан илтмен-çке?
Пурте эпир — ĕçлĕ халăх,
Туслă ялан ĕçпеле.
Ирĕклĕхпе пĕртăванлăх —
Çакă вăл пирĕн тĕллев.
Çывхарса çитерехпе тахăшĕ Кольăна палларĕ:
— Чумари вĕт ку!
— Çавă! — хаваслăн çирĕплетрĕç ыттисем. Михха йывăçне мольăпа хăваланă, маткăсем, челенасем туса тиенĕ çĕрте ĕçлекенсем Кольăна пĕлеççĕ çеç мар, чылайăшĕ юлтăшлă та. Хушăран ăна курайманнисем те пур. Ав, пĕр хĕрринерех юсав тумлă йĕкĕт тăрать, çăмарта пухакан Кашкăр Мирун ачи.
Коля ăна-кăна асăрхамарĕ. Çывхарсанах, хуткупăсне калама чарăнчĕ те:
— Чипер кайăксене салам! — терĕ.
— Салам, Чумари юлташ!
— Хуткупас ăçтан тупрăн? — тус-йышла пыра-пыра ал тытрĕç каччăсем Кольăна.
— Юман Паттăрăн хуткупăсĕ ку. Микула пичче пачĕ. Микула ятне асăнсанах, çамрăксен пит-куçĕсенче хаваслăх сӳнчĕ. Микулана пурте хисеплеççĕ, çавăнпа ăна пени пăшăрхантарать вĕсене.
— Микула пиччен чунĕ пур-й?
— Чунĕ пур çеç мар, кĕçех сывалать. Ăна чаплă пульницана вырттарнă, пулине касса кăларнă.
— Ой-ой, ыратрĕ пулĕ-çке... — шеллерĕç çамрăксем. Хĕрупраçсем Анахвисе тăрăхласа илчĕç:
— Чипер шăллуна ăçта çухатрăн?
Анахвисĕн пирчеме хăтланнă суранĕ çĕнĕ вăйпа ыратма пуçларĕ. Ванюкпа иккĕш йĕкĕр мăйăр пек çӳренине кам курман-ши? Ак ĕнтĕ кулаççĕ. Анчах, çухалса тăма юраманнине снссе, вăл хăйне хăвăрт алла илчĕ. Шӳтле ĕç çинчен сăмах пынă пек хуравларĕ:
— Шăллăма Атăл çине бурлака ăсатрăм. Ӳте авлантарас тетпĕр те, укçа кирлĕ. Хатĕрленсех тăрăр, сирĕн хушăранах çаклатăпăр!
— Макăрмăн-и? — парăнасшăн пулмарĕç хĕрсем.
— Ан култарăр, тусăмсем... Шăллĕ авланнăшăн макăракан çын пур-ши? Маншăн пушшех ан пăшăрханăр.
Çапла калаçкаланă çĕртех пулни-иртни çинчен сăмах хускалчĕ.
Натюш аппăшĕ хушса янă ĕçе тума Кольăпа Анахвисе йывăрах та пулмарĕ. Тĕмшер çамрăкĕсем вĕсене хăйсемех çав çул çине кĕртсе ячĕç. Анахвис чухăнсене ирĕклĕхпе телейшĕн хаяр çапăçăва кĕме Хĕрлĕ гварди пухнине, мул хуçисем большевиксем çинчен мĕншĕн ирсĕр элек сарнине каласа пачĕ.
— Çапла, юлташсем, чухăнсен тăшманĕсем Хĕрлĕ гвардие мĕншĕн тапăннине чухларăр ĕнтĕ, — терĕ Коля та, Анахвисе пулăшса. — Вĕсем чухăнсене çăварлăхланă та ниепле вĕçертесшĕн мар. Хĕрлĕ гварди ретне тăма хатĕррисем пулсан аванччĕ. Эпĕ çырăнтăм. Пулеметпа пеме вĕренетĕп. Атăлкассинче туре-шарасене шыва кĕртнĕ çĕрте эсир те пурччĕ-çке?
— Пĕрле пулнă!
— Тата тарăнрах çĕрте иштермеллеччĕ! — терĕç харăсах темиçен.
Хĕрсе кайнă Коля сăмахне вĕçлес умĕн ун патне кĕтмен çĕртен Кашкăр Мирун ачи пырса тăчĕ.
— Шăрка, Юман. Паттăр юлашкипе таркăнсен хутне кĕрсе çӳретĕн-и?! — терĕ те вăл Кольăна питĕнчен çупса ячĕ.
Коля сулăнса кайрĕ. Хĕрсемпе калаçса тăракан Анахвис, çакна курсан, пит-куçне аллипе хупларĕ. «Турă çырлахтăр. Ку сăмаха чысне çухатнă хĕрсем çеç илтме тивĕç-çке. Мана та çавăн йышши тесе шутлаççĕ-им? Ванюк, Ванюк... Сана юратнăшăн акă мĕн тӳсетĕп».
Урăх чухне пулсан, йĕлпĕрсе кулакансем те тупăнĕччĕç, халь çав сĕмсĕр этем — Кашкăр Мирун ачи — хĕрсене курентерчĕ-çке. Çавăнпа йăпатма тăрăшрĕç:
— Сур ун сăмахĕ çине.
— Ахальтен мар Сĕмсĕр теççĕ ăна!
Хĕрсем хута кĕни Анахвис кăмăлне çăмăллатрĕ те пурпĕр лăплантарсăх çитереймерĕ.
Арçын ачасем те чунĕсемпе йăлтах Кольăпа Анахвис енче. Кашкăр Мирун ачине ахаль те кураймаççĕ. Тем туса пăрахĕччĕç ăна, анчах çыхланма хăраса тăраççĕ. Вăл яланах çĕçĕ е чĕн вĕçне кире пуканĕ çыхса çӳренине пурте пĕлеççĕ.
Сĕмсĕр каллех Коля еннелле ăнтăлчĕ.
Кольăна çак путсĕр этем питрен çупни мар, сем умĕнче аппăшне хур кӳни çиллентерсе ячĕ. «Тавăрмасан, эпĕ хĕрлĕ гвардеец та, большевик та мар, çӳрме кăна», — терĕ вăл хăйне. Анчах мĕнле май килтерес?.. Кĕсйинче револьвер пуррине темшĕн аса илеймерĕ Коля. Шухăшлама та вăхăчĕ пулмарĕ унăн — Сĕмсĕр çитрĕ те çапма аллине çĕклерĕ. Çав самантра Коля ăна пилĕкĕнчен çавăрса илчĕ. Çĕклесе урисене çĕр çумĕнчен хăпартрĕ, Сĕмсĕр ăна янахĕнчен тĕксе сиресшĕнччĕ — хăвачĕ çитеймерĕ. Вара çӳçĕнчен çулса илчĕ те тăпăлтарма тытанчĕ.
Тата кăштах тăнă пулсан, Коля, тӳсеймесĕр, аллисене вĕçертсе янă пулĕччĕ. Кĕрешме хăнăхнăскер, Сĕмсĕре хăвăрт сылтăм еннелле сулăнтарчĕ, унтан сулахай хулпуççи урлă ывăтса çĕре тăрăнтарчĕ.
Коля Сĕмсĕре çапла çавăрса çапни Тĕмшер, çамрăкĕсен кăмăлне çĕклерĕ. Хăçантанпа улахсемпе вăйăсенче хуçаланса çӳренĕ Кашкăр Мирун ачи, çамрăксене çăвар уçма памасăр? Аранах ăна намăс кăтартакан тупăнчĕ. Энĕшккасси йĕкĕчĕ Сĕмсĕре ним уяса тăмасăр тытса çапрĕ.
Тăна кĕрсен, Сĕмсĕр хăйне Тĕмшер çамрăкĕсем умĕнче тĕпсĕр шăтăка путмаллах намăс кăтартнине туйрĕ.. Кун хыççăн унран хăрама пăрахĕç. Мĕн тесе пилĕкрен тыттарчĕ-ха вăл ăна? Сĕмсĕр кĕсйине хыпашларĕ — çĕççи вырăнтах. Анчах тӳрех чиксе пăрахнипе тăшмана мăшкăл тăваймăн, Малтан вăй виçес. Сĕмсĕр ыратнине уямасăрах сиксе тăчĕ те Коля енне ыткăнчĕ. Акă ĕнтĕ Кольăшăн та хăрушлăх çывхарчĕ. Текех ăна пилĕкрен çулса илме памĕ Кашкăр Мирун ачи. Сĕмсĕр вăйли пуриншĕн те паллă. Вара Коля хăйне пĕрре çăлса хăварнă меслетпе тепре усă курма шутларĕ — сисмен хушăра вăл Сĕмсĕр ури айне чăмрĕ. Лешĕ, такăнса, сăмси çине тăрăнчĕ.
— Татах çыпçăнатăн-и?! Халъ нимĕр тăватăп! — терĕ Коля ним хăрамасăр.
— Çу-ук... — тăстарчĕ. Кашкăр Мирун ачи.
— Сĕмсĕр эсремет?! Бурлак алли мĕнлине чухларăн-и?! Ку саншăн асăнмалăх пултăр. Халь ман аппа умĕнче каçару ыйт. Элеке каялла ил!
Сĕмсĕр пуçне çĕклерĕ.
— Элеклерĕм, каçар, тархасшăн... макăра-макăра йăлăнчĕ вăл. Унтан аран-аран ура çине тăчĕ те, каялла çаврăнса пăхмасăр, урам тăрăх сĕнкĕлтетре.
Анахвис, хăйне хур кунине мансах, шăллĕшĕн кулянса тăратчĕ, Сĕмсĕр тем туса пăрахма пултарасран хăратчĕ, ытти çамрăксем пулăщасса кĕтетчĕ. Коля Сĕмсĕре çавăрса çапсан, Анахвис чĕри лăштах пулчĕ. Ун шăллĕ те латтăр иккен. Çавăнпа, чупса пырса, Кольăна ыталарĕ:
— Ун, шăллăм! Ман хута кĕнĕшĕн тавтапуç! Виличчен те манассăм çук!
— Çав путсĕр çын сăмахĕшĕн ан кулян. Ун сăмахĕ çине сурмалла кăна! — мăнкăмăллăнрах хуравларĕ Коля. Унтан вăл Тĕмшер каччисем енне çаврăнчĕ: — Çакă çеç тĕлĕнтерет: эсир çав Сĕмсĕртен хăраса пурăнатăр! Е бурлак мар-и эсир?!
— Вăл çĕçĕпе чикме пултарать! — турре тухма тăрăшрĕ тахашĕ.
— Ун пеккинне аллине çапса хуçмалла! — шухăшламасăрах ăс пачĕ Коля. Хăрушлăх иртсе кайсан, вăл сасартăк кĕсйинче револьвер пуррине аса илчĕ. Кăларса кăтартмаллаччĕ-çке кăна. Пăтăрмах та пулмастчĕ. Çав самантрах урăхла та шухăшларĕ: хĕçпăшалпа хăратни ху вăюпа хăратни мар.
— Чумари юлташ, Сĕмсĕр хăй мĕн шыранине туянчĕ. Вăл хăямата ĕнтĕ. Луччĕ хуткупăс каласчĕ. Ура тупанĕсем çунма пуçларĕç! — терĕç çак вăхăтра çамрăксем. — Мăнкунранпах ташласа курман!
Коля хăйсем кунта мĕн ĕçпе килнине аса илчĕ те:
— Мĕнех, ташлаттарма та хатĕр. Ачисем хурламалла мар. Анчах малтан юрă вĕрентер-ха сире! — терĕ.
— Мĕнле юрă?
— Паçăр эпир юрласа килнше илтмерĕр-и? — Илтрĕмĕр те ăнланаймарăмăр!
— Вĕрентĕр-ха, вĕрентĕр!..
Шăллĕ ĕçе тытăнасшăннине сиссенех, Анахвис хавасланчĕ:
— Атьсемĕр, сăмахĕсене ман хыççăн каласа пырăр!
Харăс утар, юлташсемĕр,
Кĕрешӳре вăй илер…
Юрă сăмахĕсене ушкăнпа каласа тухсан:
— Ĕнтĕ сире хуткупăспа юрласа кăтартăпăр! — терĕç те Анахвиспе Коля пĕр куплетне юрларĕç. — Мĕнле, тăна илейрĕр-и?
— Илме пулать..,
— Юрлăр, юрлăр!
Коля каллех хуткупăсне туртса ячĕ те, Анахвиспе иккĕшĕ юрлама пуçларĕç. Вĕсемпе, пĕрле ыттисем те сĕмленчĕç, ик-виçĕ хут юрласан, мая ӳкрĕç. Юрă чиперех тухакан пулчĕ.
— Мĕнле, юрă кăмăла каять-и? — ыйтрĕ Анахвис.
— Тĕлĕнмелле аван!
— Ăçтан тупса килнĕ эсир ăна?
— Микула пичче вĕрентрĕ. Ăна Шупашкарти тусесем парса янă. Унта вăхăтлăх правительство йьптисем çеç мар, рабочисемпе сăлтаксен депутачĕсен Соаечĕ те яур. Çав Совет хаçатĕнче ĕçлекен пĕр юлташ ăна вырăсларан куçарнă. Микула пичче тата телĕр юрă та илсе килнĕ. Ăна «Марсельеза» теççĕ.
— Вĕрентĕр! Пирен те юрлас?
Тĕнчипе хĕм-пушар чĕртнĕ эпĕр,
Коммунизм — пирĕн хĕрлĕ ялав.
Чурасен сăнчăрне сирпĕтетпĕр,
Кĕрешӳ — пирĕн чаплă Йыхрав…
Çамрăкçен ăстăнĕ лайăх ĕçлет çев. Юрланăçемĕн чиперех вĕренсе çитрĕç. Юрă пурне те савăнтарчĕ, кĕрешĕве чĕнсе, кăмăлĕсене çĕклерĕ.
— Атьсемĕр! — хаваслăн чĕнчĕ Анахвис. — Юрра хăвăр çеç пĕлни сахал. Кĕçĕр урама тухманнисене, ытти ялти тăванăрсемпе юлташăрсене те вĕрентĕр ăна!
— Пур çĕре те сарăпăр!
— Чумари юлташ, ĕнтĕ ташлаттар, — терĕç çамрăксем, Анахвиссем кайма пуçтарăннине сиссен. — Юрă вĕрентсен ташлаттарăп терĕн-çке!
Кольăсен кĕçĕрех Варасăр ялне çитмелле те, Тĕмшер çамрăкĕсен кăмăлне татни, сăмах çине тăманни аван мар. Кăштах та пулин ташлаттармасăр кайма юрамасть. Коля, пир çапакан каска çине вырнаçса, хуткупăсне туртса ячĕ.
Тĕмшер çамрăкĕсем пĕчченĕн е мăшăрăн ташлаççĕ. Анчах вăхăт ытла та хăвăрт шунипе Коля пурне те ташлаттараймасăрах чарăнчĕ. Кăмăлсăррисене йăпатма тăрăшрĕ:
— Тантăшсем, тархасшăн, ан çилленĕр! Тепĕр чухне юри каçăп та ирчченех ташлаттарăл. Паян васкăмал-ла-ха...
Çамрăксем вĕсене ырă сунса ăсатрĕç. Кольăсем пус хапхинчен тухайманччĕ — Тĕмшер çамрăкĕсем юрласа ячĕç:
Тĕнчипе хĕм-пушар чĕртнĕ эпĕр...
— Илтетĕн-и? — асăрхаттарчĕ Коля.
— Илтетĕп... — терĕ çĕкленӳллĕн Анахвис. Варасăр ялĕнче те çамрăксем çуйхашаççĕ. Вăйă саланман-ха эппин.
Кунта та ытларах Кольăпа пĕрле бурлакра ĕçленĕ ачасем. Анахвисе те ялти улăх-çаранти вăйăсенче куркаланă.
— Уйăх çинчен персе антăр-им, Чумари юлташ? Ăçталла çул тытатăр? — хаваслăн кĕтсе илчĕç хăнасене çамрăксем.
— Çул тытнă çĕре çитрĕмĕр ĕнтĕ. Варасăр йĕкĕчĕсем юрă юрласшăн тенине илтнĕччĕ те, çĕнĕ юрă вĕрентме килтĕмĕр.
Кольăпа Анахвис Варасăр çамрăкĕсене революцилле юрăсем вĕрентме тытăнчĕç. Тĕмшерти пекех, вăхăта ытлашши ирттермесĕр, çамрăксем юрă картине кĕчĕç, пăртакран чиперех юрла пуçларĕç.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...