Ĕмĕр сакки сарлака. 5-мĕш кĕнеке :: Пӗрремӗш пайӗ
— Кам унта?
— Кӳршĕсем!
Павăла палласан, сехĕрленни кăштах тамалчĕ. Вĕсем, куршĕсем пулин те, ырă-татуллах пурăнмаççĕ. Павăл хăвăрт пуйса кайнинчен Элекçей вара тем пек кĕвĕçет.
— Мĕн кирлĕ? — çиллессĕн ыйтрĕ вăл.
— Мана ним те кирлĕ мар. Вăт эсĕ Арсентий Ксенофонтовича кирлĕ. Кантура пыма хушнă! — ниме тăман çынпа калаçнă пек йĕлпĕрсе хуравларĕ Павăл.
Элекçей çитнĕ çĕре çынсем йышлăн пухăннăччĕ. Хуторсем пурте пекех кунта. Атăлкассинче лавкка тытакансем, ытти ялсенчи пуян-куштансем те килнĕ. Кашнин пит-куçĕнчех канăçсăрлăх палăрать. Микула таврăнса халăха пăлхатняне лурте пĕлеççĕ. Юлашкинчен пухăннисене аслă пӳлĕме чĕнчĕç. Улитин трибуна çине хăпарчĕ.
— Граждансем, вăхăтсăр чăрмантарнашан ан çилленĕр. Мĕншĕнне хăвăрах чухламалла. Атăлкасси вулăсĕнче инкеклĕ ĕçсем сиксе тухрĕç.
— Эсĕ пире мĕн пулнине каласа пар! — тӳсĕмĕ çитеймен енне васкатрĕ пĕри.
Улитин йӳпсемерĕ, шухăшне малалла тăсрĕ:
— Энĕшкассинчи каттăршнăй таврăннине пурте пĕлетĕр ĕнтĕ, иртнĕ юнкун пасарĕнче вăл мĕн хăтланнине курнисем те пулĕ.
— Пурте курнă!
— Граждансем, Янашов патне килнĕ отряд хӳттипе чиперех пурăнаттăмăр. Халь çав отряд çук! — терĕ Улитин малалла.
— Ăçта кайнă?!
— Каттăршнăй илĕртсе салатнă! Саланни çеç хăяматаччĕ. Пĕр пайĕ ун енне куçнă. Халь салтаксем Янашов тарçи патĕнче пурăнаççĕ. Наум текенĕ хăй мĕнле çын иккенне вулăс съездĕнчех лайăх кăтартрĕ.
— Астăватпăр. Кăлăхах пуçтармарăмăр! — шавларĕç пуянсем.
— Каторгăра пĕтнĕ Прахăр çемйи те çавсен шайккинче. Пуринчен ытла Натюшран хăрамалла! — пĕлтерчĕ Улитин.
— Прахăр çемйине те тахçанах пĕтермеллеччĕ!
— Çавăн пирки пухнă та сире. Тата вăхăчĕ те майлă. Катăршнике такам персе вĕлернĕ... — сăмахне вĕçлерĕ Улитин.
Пуянсем ларнă çĕртен сике-сике тăчĕç. Хушăран иккĕленнĕ сасăсем илтĕнчĕç:
— Суя мар-и?
— Чăн сăмах, граждансем! Паян Михаил Петрович кантура килсех пĕлтерсе хăварчĕ.
Пуянсен пит-куçĕсем хавассăн çуталчĕç. Вĕсене мункун иртнĕ пек мар, тин çитнĕн туйăнчĕ. Ахăртнех, пĕр-пĕрне ыталаса чуптăвĕччĕç. Соколов большевик пĕччен çеç марри, унпа пĕрле хĕçпăшалланнă салтаксем пурри вĕсен хавхаланăвне пусарчĕ.
— Çтаппан Микули майлисене пĕтерме отряд илсе килсен аванччĕ!
— Отряд кĕтмелли çук, граждансем. Пĕтĕм ĕçе хамăр çине илмелле, — айăплăн пĕлтерчĕ Улитин. — Эпир начар çынсем мар. Хăвăр тавра ялти ятлă çынсене пĕтĕçтерме тăрăшăр. Укçине, эрехне те ан шеллĕр. Пирĕн кунта вуникĕ винтовка пур. Тыткалама пултаракансене тупар. Ыттисем камăн мĕн пуррипе хĕçпăшăлланăр. Çур çĕр тĕлнелле кантура пухăнăр. Мĕнле тапăнмаллине сӳтсе явăпăр. Юлашкинчен çакна астутарам: пĕтĕм сăмах хамăр хушăра юлтăр. Çакна çирĕп тытманнисене пăлхавлă самана саккунĕпе айăплăпăр. Шутланă ĕçе вĕçне çитеретпĕр тесе, турă умĕнчи пек тупа тăвар! — пуринчев малтан кĕлĕ сăмахне асăнса сăхсăхрĕ вăл: — Ашшĕн, ывăлĕн, çветтун сывлăшĕн ячĕпе, аминь.
Улитин хыççăн ыттнсем те сăхсăхрĕç.
Каç пуласса управа председателĕ йĕп çинчи пек кĕтрĕ. Тула тунă пулсан та, пуянсем пухăнасса шансах пĕтереймерĕ вăл. Шăп çур çĕр тĕлнелле çĕр çынна яхăн килчĕç. Кам пăшалпа, кам тимĕр сенĕкпе те пакурпа хĕçпăшалланнă. Винтовка тыткалама пĕлекен пилĕк çын тупăнчĕ. Балдин фельдфебель Улитннпа иккĕшĕ шутласа хунине ăнлантарма трибуна çине хăпарчĕ.
— Граждансем! — хăй вăрçă ĕçне пĕлнине палăртасшăн мăнаçланарах чĕнчĕ Балдин. — Тăшмана вăйпа çеç мар, чеелĕхпе, кĕтмен çĕртен тапăнса та çĕнтереççĕ. Çавăнпа виçĕ пая уйрăлăпăр. Винтовкăллă милиционерсене хам ертсе пырăп. Ку ушкăнăн салтаксене хăйсем пурăнакан çуртрах хупăрламалла. Вăрттăн пырса тапăнма Павел Платонович пулăшасса шанатпăр. Вăл Экĕшкассй таврашĕнчи çырма-çатрасене лайăх пĕлме тивĕç.
— Паллах. Энĕшкассинче çуралса ӳснĕ. Кушакки те сисмелле мар çĕртен ертсе кайăп! — кнлĕшрĕ Павăл.
— Пит аван, Павел Платонович. Иккĕмĕш ушкăнĕ ялăн аял вĕçĕнчен пырса кĕрĕ. Вĕсене Алексей Петрович ертсе пырĕ. Сире хĕçпăшал кирлех мар. Никампа та çапăçма лекмĕ, Прахăр çемйине кăна тустармалла. Шеллесе тăмалли çук.
— Хупăрласа тытасчĕ кăна. Мĕн тумаллине хамăрах чухлăттăмăр! — илтĕнчĕç тем тума хатĕр сасăсем.
— Виççĕмĕш ушкăнĕ пус хапхи патĕнче сыхлĕ. Салтаксене тухса тарма памĕ. Ăнлантăр-и?
— Пурте паллă! Ĕçне тумалли кăна!
— Апла турă пулăштăр... — ырă сунса ăсатрĕ Улитин.
XXIX
Ку вăхăтра урам çамрăксен юрри-ташшипе тулаканччĕ. Кĕçĕр шăпах. Сайра хугра хуралçă шакăртми кичеммĕн илтĕнет те каллех шăпланать. Çамрăксем паян та урамра-ха выляс-кулас шухăшĕ çеç çук вĕсек. Иртнĕ каç Николай Степановича амантнă. Пĕрене çине вырнаçнă çамрăксем тарăхса калаçаççĕ. Вĕсем ун чухне те урамраччĕ. Николай Степановичпа чиперех тĕл пулчĕç. Мĕншĕн никамăн та ăсатас шухăш пырса кĕмен-ши? Куя пирки Кольăпа Анахвис ытларах хуйхăраççĕ. Çапах, Наум пиччĕшĕ хыпарланă тăрăх, Николай Степанович сывалас шанăç пур. Коля кантур туре-шарисем килсе кайни çинчен каласа пани пурне те савăнтарчĕ. Çамрăксем Кольăпа Анахвис кирек мĕнле ĕçре те малта пынинчен тĕлĕнетчĕç. Юлашки ик-виçĕ кун хушшинче вĕсен пултарулăхĕ тата уççăнрах палăрчĕ ав. Иккĕшĕ те большевиксен ретĕнче. Большевиксем камне Кольăпа Анахвис ăнлантарнипе çеç пĕлеççĕ пулин те, вĕсем ку парти чухăнсене ирĕке кăларасшăн кĕрешнине ĕненеççĕ. Çитменкине, Коля Хĕрлĕ гварди ретĕнче, пулеметпа пеме вĕренет. Камăн ун пек пулас килмĕ? Анчах ашшĕ-амăшĕ ирĕкĕнчен тухма хăякансем сахал-ха. Хăюллисем пиллĕкĕн çеç. Вĕсем Кольăпа пĕрле салтаксене пулăшмалла хурала тухнă.
Кĕçех автансем авăтса çур çĕр çитнине пĕлтерчĕç.
— Атьсемĕр! — йыхăрчĕ Коля юлташĕсене. — Хуралтисене улăштарма вăхăт!
Кольăпа виçĕ çамрăк ушкăнран уйрăлсан. Анахвис те киле кĕрсе выртас килменнипе вĕсен хыççăн утрĕ.
Тараспа Тухвăр, Кольăран пĕр çул аслăрахскерсем, хурама тăрринче лараççĕ. Ку вырăнтан çанталăк уяр чух темиçе çухрăмри курăнать. Тараспа Тухвăрăн пуринчен ытла Атăлкасси çулне асăрхамалла. Çынсем е лав килнине салтаксене систермелле. Çапăçмалла пулсан та, çĕнтерес пек туйăнать. Вĕсен аллинче винтовка пур-çке.
Кĕçех çурçĕр енчен хура пĕлĕтсем килсе тӳпене хупăрларĕç. Çĕр пачах тĕттĕмленчĕ. Виле пытарнă хыççăн юлакан япаласене пĕтĕмпех çак лурама кутне пăрахса хăвараççĕ. Ку тĕлтен кăнтăрла та сăхсăхмасăр иртмен ял çыннисем. Хăйсем çав хурама тăрринче ларнине аса илчĕç те, çулçăсем чăштăртатнă пек туйăннипе, Тухвăрпа Тарасăн паттăрлăхĕ таçта сирĕлчĕ. Ашĕнче кĕлĕ сăмахĕсене каласа лăпланма тăрăшрĕç — пулаймарĕ. Вăхăт шунă май хăравçăлăх пушшех пысăкланчĕ. Ĕнте вĕсен пĕр ĕмĕт, пĕр шанăç: çур çĕрпе автансем авăтĕç те — лăп-лапсем сирĕлĕç. Унччен те пулмарĕ — хурама айĕнче тем мĕкĕрни илтĕнчĕ. Тарас шарт сикнипе аллинчи винтовка тухрĕ ӳкрĕ. Тухвăр лăп-лапа хăй çумĕнчен сиресшĕн сăхха печĕ. Кăштах чун кĕнĕ пек пулсан, пăхрĕ те пушшех чĕтреве ерчĕ. Юлташĕ юнашарахчĕ-çке? Халь ăçта? Аялалла пăхсан, Тарас туратсем хушшинче мекеçленннне курчĕ. Мĕн хăтланнине ыйтса пĕлесшĕнччĕ, сасă кăларма хăрарĕ. Юлашкинчен ял пуçĕнче автан авăтрĕ. Тухвăр çăмăллăн сывласа ячĕ. Самант та иртмерĕ — каллех мĕкĕрни илтĕнчĕ. Ачасем хурама тăрринчен анса тарма та хатĕрччĕ. Сасартăк хăйсем Хĕрлĕ гварди ретĕнче тăма хатĕрленнине, пăрахса кайса тантăшĕсемпе салтаксем умĕнче намăса кĕрессе аса илчĕç те шăла çыртсах тӳсрĕç. Кĕçех аялта çын сасси илтĕнчĕ:
— Эй-й?! Пурнăç пырать-и?!
Тарас хăю çитерсе аялалла пăхрĕ те юлташĕсене палларĕ. Хăйĕнчен хăй вăтаннипе вут çине тытса пăрахнăн çунчĕ.
— Пурнăçĕ пырать те... — сассине аран кăларчĕ вăл, — ăнсăртран винтовка ӳкрĕ-ха!
Тепĕр чух пулсан, Коля йĕкĕлтесе кулĕччĕ. Халь, ялйыша тăшман тапăнасран сыхласси унран килнĕ пек шутласа, астутарчĕ:
— Винтовкăна алăран вĕçертнине ырлама çук, вăрçăра пулсан, пуçна касса кайĕччĕç!
— Айăпа йышăнатăп, Чумари юлташ. Малашне çирĕпрех пулма тăрăшăп! — килĕшрĕ Тарас.
— Ну, мĕн сас-хура пур? — кăмăллăн ыйтрĕ Коля.
— Ку таранччен çĕнни ним те палăрмарĕ.
Аялта хăйсене улăштарма килнĕ çамрăксем тăнине ĕненсен, Тухвăр та лăпланчĕ. Мĕнрен çав териех хăрарĕ-ха вăл? Паçăр сасă илтĕннĕ еннелле пăхрĕ те Тухвăр пĕтĕм чунĕпе эрленчĕ, ним тума аптранă енне ывăç тупанĕпе çамкине çатлаттарса илчĕ. Ял кулли. Çак хурама лаппине каç-каç ĕнесем çитерме кăлараççĕ. Ав, пĕлĕтсем сирĕлнипе çĕр çийĕ çуталчĕ те, ĕнесемпе пăрусем çӳрени палăрать. Сехре хăпнине Кольăсем пĕлмесен юрĕччĕ. Хурама тăрринчех ларса юлни аван-ха. Хăйне улăштаричченех сыхлăхлă хуралçă пулнине кăтартасшăн çине тăрсах тавралла сăнарĕ Тухвăр. Авă масар. Ку енче нимĕн те çук. Кăрăнъял çулĕ çинче те. Атăлкасси çулĕ... Тăхта...
— Чумари, кил-ха кунта! — чĕнчĕ Тухвăр.
— Мĕн .пур?
— Павраса ан тăр. Хăпар хăвăрт! Кур! — Атăлкасси еннелле кăтартрĕ Тухвар.
Пĕр пысăк ушкăн кунталла çывхарать.
— Камсем-ши? Ăçта каяççĕ-ши?
— Ним те ăнланмастăп. Сехмет йывăçне тиенĕ вăхăтра пулсан, çавăнта васкаççĕ темелле. Халь унта гавань те, карман. Атя, анса сăнар-ха! — сĕнчĕ Коля.
Хурама патне çитесси çур анкарти таршше юлсан, ушкăн чарăнчĕ. Пĕр çĕрелле кĕпĕрленчĕç. Тем канашлаççĕ пулмалла. Каç тĕксĕмĕ витĕр тасах курăнмасть те, вĕсем пушă алпа марри палăратех. Унччен те пулмарĕ — ушкăн виçĕ пая уйрăлчĕ. Пĕр пайĕ Уйкас урамĕ хыçнелле çул тытрĕ. Иккĕмĕшĕ çăва енчи çырманалла ăитăлчĕ. Малта пыраканĕ Платун Павăлĕ мар-и? Çавă. Ун хыçĕнчи кам?
— Юлташсем, — хуллен чĕнчĕ Коля, — Платун Павăлĕ хыççăн пыраканĕ паçăр эп каланă кăкшăм пуç. Вĕсем ыр шухăшпа çӳрес çынсем мар. Анахвис, чуп, Гришăсене систер! Эпир эсреметсене сăнама юлатпăр!
Урам тăваткалĕнче хурал тăма тухнă хĕрлĕ гвардеец каллĕ-маллĕ уткалать. Кĕçех хĕрарăм чупни курăнчĕ. Хĕрлĕ гвардеец утма чарăнчĕ.
— Анахвис, ăçтан эсĕ? Ма çав тери васкатăн?
— Атăлкасси енчен хĕçпăшаллă ушкăн килет. Командира хăвăрт систерĕр!
Петров паçăрах выртнăччĕ ĕнтĕ, Николай Степанович ăраскалĕ пирки чĕри хускалнипе çывăрса каяйманччĕ кăна. Çавăнпа, чĕннине илтсенех, вăл çиçĕмрен хăвăрт сиксе тăчĕ. Пăшалĕсене йăтса, ыттисем те кил хушшине тухрĕç.
— Пĕлем-ха, мĕн унта? Эсир лашасене çавăрса тăратăр! — терĕ салтаксене Петров.
Анахвис хăйсем мĕн курнине каласа пачĕ те сăмахне çапла вĕçлерĕ:
— Яла виçĕ енчен хупăрласшăн. Пурте хĕçпăшалпа. Петров самантлăха шухăша кайрĕ. «Балдин мĕн пирки çилленни паллă-ха. Кăнтăрла ăна хур кӳчĕç. Ыттисем камсем-ши? Вĕсене кам çиллентерме ĕлкĕрнĕ?..» Вăхăта ахаль ирттерме юрамасть. Вĕсем Хĕрлĕ гварди çине тапăнма шутлани паллах. Анчах ял хушшинче çапăçу кăларма юрамасть. Уя тухса ĕлкĕрмелле. Петров çапла шухăшласа тăнă вăхăтра хурал пӳрчĕ патне юлнă çамрăксенчен пĕри чупса çитрĕ.
— Мĕнле унта? — ыйтрĕ Анахвис.
— Эпир сăнакан ушкăн укăлча леш енче чарăнчĕ.
Ун сăмахĕнчен Петров çакна ăнланчĕ: хурал пӳрчĕ патĕнчи пус хапхинчен тухса кайма çук. Урампа пыракансене хӳтлĕхрен пере-пере ӳкерме пултараççĕ.
Кольăпа Тухвăр, Балдин ушкăнне куçран çухатмасăр, Кивçурт çырми урлă каçса, анкарти хыçне çитрĕç. Çăва çырмипе пыракансем кунтан ывăç тупанĕ çинчи пекех курăнаççĕ. Ав, Тĕмшерелле каçакан çултан пăрăнчĕç. Энĕшкасси еннелле утрĕç. Малта çав-çавах Павăл чавтарать, ун хыçанче кăкшăм пуç.
— Тухвăр! — пăлханарах чĕнчĕ Коля. — Эсĕ малăлла сăна-ха. Эп командира кайса пĕлтерем.
— Чуп! — килĕшрĕ Тухвăр.
Петров ушкăнĕ пулемечĕ-мĕнĕпех урам тăваткалне тухса тăнă. Наум та пĕрлех. Коля хашкаса çитрĕ те:
— Командир юлташ, кăкшăм пуçсем Энĕшкассинелле килеççĕ, — терĕ. — Пурĕ вунвиççĕн. Вĕсене хуторти Платун Павăлĕ çул кăтартса пырать. Пурин аллинче те пăшал!
Петров мĕн тумаллине шутланă вăхăтра Тарас васкаса çитрĕ:
— Уйкас урам хыçепе кайнисем кĕтӳ çӳрекен çулпа ялалла кĕме пуçларĕç!
— Йышлăн-и вĕсем? — ыйтрĕ Петров.
— Çирĕммĕн те пулĕ. Тахăш ялсем. Касмухха Элекçейне кăна палларăмăр.
Петровшăн çакă паллă пулчĕ: виçĕ пая уйрăлса, вĕсене пĕтерме килеççĕ. Анчах чи хăрушши — фельдфебель ертсе пыракан ушкăн.
— Чернов юлташ! Кольăпа иксĕр Балдинсене хирĕç кайăр. Шеллесе ан тăрăр! — хушрĕ вăл.
Хăйне тăшмансене хирĕç кайма хушнипе савăнса ӳкнĕ Коля урапа çине ларса тилхепе тытрĕ те лашасене çырма еннелле çавăрчĕ.
Çыран хĕррине çитсен, Гришăсем патне Тухвăр чупса пычĕ.
— Тимĕрç лаççи патĕнчен иртрĕç. Сăрталла хăпарăççĕ!
Гришăсем çыран хĕррине пычĕç. Балдинсем икçĕр утăмран та инçе мар.
— Тăхтăр-ха, мыскара кăтартăиăр сире, — хăй тĕллĕн пек калаçса илчĕ те Гриша, Кольăпа иккĕшĕ пулемета урапа çинчен антарса вырнаçтарчĕç, лента хатĕрлереç.
Балдинсем çав-çавах сăрталла тапаланаççĕ. Вăрçăра кунашкал ирсĕрсене сахал мар çулса тăкнă Гриша. Халь йĕнчерĕ: фронтра Тăван çĕршыва таптама килекен тăшмансемччĕ. Кусем камсем? Мĕн çитменшĕн сĕкĕнеççĕ? Каллех хресченсене персе салатнă пек намăса кĕресмарччĕ.
— Гриша, ма пеместĕн?! Е хăвна пĕтерессе кĕтетĕн-и?! — ушкăн çывхарсах çитнипе астутарчĕ Коля.
Гриша тăна кĕчĕ. Кусем те тăшмансемех-çке. Вĕсен хаяр шухăшĕсене сăсăл пек вĕçтермелле. Гриша пуç пӳрнисемпе спусковой рычага пусрĕ.
Пулемет шатăртатни, пульăсем пуç урлă шăхăрса вĕçни Павăла вилĕм çитнĕпе пĕрех туйăнчĕ. Вăл уринчен кӳсекпе çапнăн çĕре ӳкрĕ те çырманалла йăваланса анчĕ.
— Выртăр! — кăшкăрчĕ Балдин.
— Юрĕ, вырттарăп-ха эппин... — хăйпе хăй калаçса илчĕ те Гриша Балдина ураран тĕллерĕ.
Балдин йынăшса ячĕ. Ыттисем винтовкисене пăрахсах тарса саланчĕç.
Фельдфебелĕн пĕртен-пĕр ĕмĕт: салтаксен аллине çакланмалла мар. Вĕсем персе пăрахнипе те çырлахмĕç, асаплантарса пĕтерĕç. Мĕнпур вай-хăватне пухса айлăмалла упаленчĕ Балдин. Урине улăштарайми пулсан, чавси çннче шурĕ.
Пуля лекмелле мар çĕре çитсен, Павăл ура çине тăчĕ. Сасартăк чĕркуççи ыратнине туйрĕ. Унтан юн сăрхăннипе çилли пушшех тăвăлчĕ. Çав большевиксемпе салтакçене хирĕç пĕтĕм ялйыша тăратмалла. Куна тума йыйăрах мар. Энĕшкасси выльăхĕсем яланах çак тăвайккинче çӳрекенччĕ. Пăхкаларĕ те сурăхсемпе пăрусем инçех маррине курчĕ. Вара шухăшласа тăмасăрах кĕрĕслеттерчĕ. Ушкăнри пĕр пăрăвĕ инçех те каямарĕ — тăсăлса выртрĕ. Тепĕр кĕпçинчи етресем сурăхсене амантрĕç. Ĕнтĕ киле тармалла çеçчĕ Павăлăн. Çырманалла такам хырăмпа шуса аннине асăрхарĕ те аптраса тăчĕ. Фельдфебель иккен. Павăл хыпалансах Балдин патне пычĕ:
— Афанасий Митрофанович...
— Урана амантрĕç. Пулăш-ха, тархасшăн. Хăваласа çитиччен тарса хăтăлас.
XXX
Хулана çитерехпе Николай Степанович тăнне çухатрĕ. Ăсатакансем пушшех çуйланчĕç. Пăрахут çинчен анса вĕсем çăмăллăн чупакан икĕ лав тытрĕç. Пĕр лавĕ çине аманнă çынна вырттарчĕç те хвершăлпа Наум клиникăналла васкарĕç. Тепĕр лавĕле Натюш слободаналла Кузнецова чĕнме вĕçтерчĕ.
Кузнецов килсе çитсенех, дежурти тухтăр тухрĕ. Тăнне çухатнă Микулан ал тымарне тĕрĕслерĕ.
— Мĕнле?... — тӳсĕмĕ çитеймерĕ Натюшăн.
— Темех мар... — Те шанăçсăррине, те хăрамалянех çуккине систерсе, мăкăртатрĕ тухтăр.
Кĕтекеншĕн вăхăт час иртмест. Çывăх çыншăн çунакан Натюша минут та сехетĕн туйăнчĕ. Тем вăхăтран тухтăр каллех тухрĕ.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...