Ĕмĕр сакки сарлака. 5-мĕш кĕнеке :: Виççĕмĕш пайĕ
— Мĕнле инкек?
Пăрахут ураписене çĕмĕресрен, баржăсене путарасран епле хăтарнине каласа пачĕ те:
— Çав паттăр йĕкĕт тăрăшнипе шĕкĕрех çитрĕмĕр, — терĕ капитан.
— Маттур! — ырларĕ хуçа.
— Эпĕ те çавнах каласшăн!
Капитанпа хуçа сасă пулнă еннелле çаврăнса пăхрĕç. Алăк патĕнче капăр тумлă çирĕм пилĕк çулсенчи хитре хĕрарăм тăрать.
Хуçа пит-куçне хавас сăр çапрĕ.
— Оля, чунăм... Илтрĕн-и, ман пăрахут çинче мĕнешкел йĕкĕт пур! — терĕ вăл ачашшăн.
— Илтрĕм çав... Миçе çултаскер хăй? — кăсăкланчĕ хуçа арăмĕ.
— Ман Зинăпа пĕр çулта. Пархатарлă ĕçĕшĕн кăштах парнелесен те ытлашши пулмĕ.
— Килĕшетĕп, Петр Николаевич... Хăвăр чухласа парăр. Кайран иксĕмĕр татăлнă чухне шутлăпăр.
— Ипполит! — кӳреннĕ сасăпа чĕнчĕ хуçа арăмĕ. — Çак териех чунсăр пулмалла-и вара? Йĕкет хăйне шеллемесĕр пирĕн мула çăлса хăварнă. Ăна хамăр сĕтел хушшине лартса сăйлама тивĕç.
Капитан хуçа арăмĕн сĕнĕвĕпе килĕшесшĕнччĕ. Сасартăках çакна аса илчĕ. Зина каланă тăрăх, Ванюк хуçа ывăлĕнчен мăшкăлласа кулнă. Кунта килсен, Сережăпа тел пулĕç те, харкашусăр иртес çук. Ашшĕ, ывăлĕн хутне кĕрсе, Ванюка вырăнтан кăларса ярĕ. Матроссем ахаль те сахал. Ванюк пеккине вара шыраса та тупаймăн. Инкекрен хăтарас тесен, хуçа арăмне хирĕç тăмалла. Анчах вăл тепĕр май çаврăнасса шанма хĕн. Малтанхи арăмĕ вилсен, хуçа çамрăк хĕре качча илнĕ те йăлтах ун ирĕкне çакланнă. Çавăнпа капитан ним шарламасăр ирттерчĕ.
Хуçа арăмĕн кăмăлне тивĕçтерме васкарĕ:
— Чунăм, эс яланхи пекех инçете куратăн. Уншăн савăнатăп.
Хуçипе арăмĕ Ванюк пирки калаçса татăлсан, капитан хăй пăшăрханнине палăртмасăр, сăмахне ĕç çине куçарчĕ:
— Малалла ăçта çул тытма хушатăр?
Хуçа пит-куçĕнчен савăнăç таçта кайса çухалчĕ. Пăлханнипе пукан çинчен тăчĕ те каллĕ-маллĕ уткаларĕ.
— Балакова каймаллаччĕ. Çула май Атăлкасси тĕлĕнче икĕ баржă кăкарттарас тенĕччĕ. Янашов патне çын яни темиçе кун ĕнтĕ, ним сас-хура та çук. Çав хыпарличчен кунтах пулăр. Ярослăвка юханшывĕнче сăлккăсем пур, вĕсене Атăла кăларасчĕ.
Капитанăн тек ĕç çук ĕнтĕ, тухса каймалли каначчĕ, ĕлкĕреймерĕ — лакей телеграмма кĕрсе пачĕ.
— Мĕнле хут ку, ăçтан? — канăçсăрланчĕ хуçа арăмĕ.
— Атăлкассинчен. Янашов пĕр пус та чакасшăн мар. Мĕн тумалла ĕнтĕ?
Урăх чухне: «Ку саманара тырă хакне ӳкерттерме хĕн, килĕш те телеграмма çаптăр!» — тейĕччĕ арăмĕ. Сасартăк ăна упăшкинчен ирĕке юлас шухăш пырса кĕчĕ.
— Ман шутпа, акă мён, Ипполит... — витересшĕн çине тăчĕ вăл, — кирек мĕн тесен те, хуçа хуçах. Янашов текенĕ тарçăпа ытлашши калаçасшăн та мар-и тен? Хăвах çитсе килмĕн-ши? Çур пус чакарттарсан та теме тăрать, Тата... кăштах уçăлса çӳрени те чармё. Кунти ĕçсем пирки ан, пăшăрхан. Сережăпа иксĕмĕр пурне те тума тăрăшăпăр.
Арăмĕ сĕнни хуçа кăмăлне çырлахтарчĕ. Хак чакарттарас пирки çеç мар. Пытарма çук, çамрăк арăм ĕккипе çеç пурăнни йăлăхтарса çитернĕ хуçана.
— Олечка, чунăм... Сан сăмаху яланхи пекех вырăнлă. Паянах ларса вĕçтерĕп. Эсир мансăрах пурне те тума пултарасса шанатăп! — Çавăнтах капитана хушрĕ: — Салккăсене Атăла кăларăр та канăр. Ĕçе майлаштарсанах телеграмма çаптарăп. Вара Балакова каятăр. Таврăниă чух Атăлкассинчи Янашов тыррине тиенĕ баржăсене кăкартăр!
— Юрĕ, Ипполит Владимирович, пĕтĕмпех эсир кăтартса хăварнă пек тăвăп!
Иккĕмĕш хутран аннă чух капитана хуçа арăмĕ чĕнсе илчĕ те ыран леш матроса хăйсем патне илсе килме хушрĕ. Сăмах ĕç çинчен пынипе хуçасем Ванюка пуçĕпех маннăн шутланăччĕ капитаи. Хуçа арăмĕ асран яман иккен.
VII
— Капитан килнĕ! — илтĕнчĕ çыран хĕрринче сасă.
Тата темиçе минутран пăрахут вырăнтан тапранчĕ, хула тулашĕнчи юханшыва кĕчĕ. Ытла та ансăррипе тĕл-тĕл çаврăнкаламалăх та çук. Кунашкал çĕрте ăста лоцмансем кăна çӳреççĕ. Юлашкинчен салккăсене Атăла кăларса хăварчĕç те паçăрхи вырăна пырса якăр ячĕç.
— Вахтăра тăманнисем, хула курса çӳреме пултаратăр. Паянлăха урăх ĕç çук. Асăрхаттаратăп: кунта ашкăнма юратакан çынсем нумай, ан çулăхчăр! — командăна ăс пачĕ те капитан, Ванюка уйрăммăн каларĕ: — Эсĕ манпа пĕрле пыратăн. Хуçа патне кайăпăр.
Хăйĕн хуçине кирек камăн та курас килет. Баржа-пăрахут çинче ĕçлекенсем хуçисемпе сахал тĕл пулаççĕ, çавăнпа вĕсем мĕнлерех çыннине те пĕлмеççĕ. Анчах хăйне çеç чĕннипе юлташĕсем кăмăлсăрланасран:
— Пĕччен мĕн тумалла унта? — терĕ Ванюк.
— Пĕлместĕп çав. Хуçа темшĕн сана çеç илсе пыма хушрĕ, — ытарлăн хуравларĕ капитан: — Тумлан хăвăртрах!
Вĕсем ĕнер капитан кăтартнă виçĕ хутлă чул çурт тĕлне çитрĕç те тимĕр хапха еннелле пăрăнчĕç. Параднăй алăкра швейцар тăрать.
— Хуçа çук-çке, Петр Николаевич. Çĕрлех çула тухса кайрĕ.
— Апла арăмне пĕлтерĕр! Швейцар шала кĕрсе тухрĕ те:
— Ольга Ивановна сире хăнасене йышăнакан пӳлĕмре кĕтет! — терĕ.
Капитан хуçа арăмĕпе унчченех те курса калаçкаланă. Çапах халь ун куçĕ умне вăл пуçламăш хут курнăн тухса тăчĕ. Ӳт палăрмалла çӳхе кĕпине икĕ кăкăрĕ хăпартса тăрать. Хулĕ таранах çара аллисенче ылтăн сулăсем йăлкăшаççĕ. Хăлха ункисем те черчен. Пичĕ-куçĕ çамрăклăхпа çиçет. Çухалса кайнипе капитан саламлама, мĕншĕн килнине хыпарлама та манчĕ.
Хусанти магазинта ĕçленĕ чухне пулă леçме кайсан пуян кил-çуртсене чылай кĕрсе тухнă та, кунашкал капăррине курман Ванюк. Кирек хăш еннелле пăхсан та, сăн ӳкет. Пуринчен ытла хуçа арăмĕ тĕлĕнтерчĕ.
Паттăр йĕкĕт çинчен капитан каласа парсанах, хуçа арăмĕн ăшчиккине тем амакĕ кĕрсе ӳкрĕ те, кĕçĕрхи çĕре çывăрнă-çывăрман ирттерчĕ вăл. Вырăн çинчен тăрсанах нихçанхинчен капăр тумланчĕ. Ак ĕнтĕ, килсе кĕчĕç те, паллаштармасăрах ку çав йĕкĕт иккенне тавçăрчĕ. Асар-писер çил-тăвăлран, вилĕмрен хăраман паттăр ав еплерех!.. Çамрăк юман пек яштака, хул-çурăмĕ патвар. Вара хĕрарăм ирĕксĕрех хăйĕн ăраскалне аса илчĕ те, унăн чут çеç куççулĕ шĕпĕртетсе анмарĕ. Турă çырлахтар, ашшĕ вак-тĕвек сутăç çеç те, çакнашкал йĕкĕтпе иккĕшне лайăх пурнăç туса памалăх мулĕ пурахчĕ. Пуянлăха хапсăннипе ашшĕ ăна, пĕр йĕкĕт ал хурса савман çамрăк хĕре, ватсупнă ирĕкне пачĕ. Каç тухса кăйнă чух чуптунăран йĕрĕнни халь те сĕвĕрĕлмен-ха. Ĕмĕре çаплах тарăхса ирттермелле-ши ĕнтĕ? Пĕр кун, пĕр каç та пулин хăй кăмăлне кайнă пек пурăнайрасчĕ.
Капитан, тăна кĕрсе, шăплăха сирчĕ:
— Ырă кун пултăр, Ольга Ивановна!
Хуçа арăмĕ те аранах чĕрĕленчĕ. Тивĕç сăмах тупайман енне паçăр канăçсăрлантарнă шухăшне персе ячĕ:
— Эп сире иртерех кĕтнĕччĕ.
— Ан, çилленĕр, тархасшăн, Ольга Ивановна... Салккăсене Атăла кăларса хăварнипе кăштах кая юлтăмăр, — хуравларĕ капитан.
— Апла тесен, каçарма та юрать! — терĕ те хуçа арăмĕ ăна ал пачĕ.
— Ку хайхи йĕкĕт! — пуçне Ванюк еннелле сĕлтрĕ капитан.
— Ырă кун сунатăп, сударыня!
Йĕкĕт сасси çепĕç те янравлă иккен. Вăл хуçа арăмĕн хăлхинчен кĕрсе чĕри патне çитрĕ.
— Салам... — ăна çеç илтĕнмелле хуравларĕ çамрăк арăм. Хăй камне мансах Ванюка та ал пачĕ. Йĕкĕт хăюсăрланса чăмăртарĕ пулин те, хуçа арăмĕн пĕтĕм юнне вĕрилентерсе ячĕ. Пичĕ-куçĕ вут çинчи пек çунма пуçларĕ. Аллине Ванюк ывăçинчен илмесĕр калаçрĕ:
— Пирĕн пăрахутпа баржăсене инкекрен хăтараканĕ эсир-и-ха?
Ванюк сасартăках юлташĕсене аса илчĕ те аллине вĕçертрĕ:
— Сударыня, пăрахута упраса хăварасшăн петĕм команда кĕрешрĕ.
Хуçа арăмĕ аранах тăна кĕчĕ. Тарçă аллине вăрах тытса тăни аван мар ĕнтĕ. Капитан сăнарĕ-и тен. Йĕкĕт çиелтен кана мар, кăмăлĕпе те маттур иккен. Ав епле хӳтĕлет вăл юлташĕсене!
— Ванюк... — терĕ ăшшăн капитан. — Пăрахут çинче кам мĕн тунине хам курнă. Çавна хуçасене каласа патăм. Санăн та ытлашши сăпайланмалли çук. Йĕкĕт татах хирĕçесшĕнччĕ — хуçа арăмĕ сăмаха хутшăнни пӳлчĕ.
— Петр Николаевичпа зпĕ те килĕшетĕп. Сана хисеплесе хăнана чĕнтемĕр. Ыттисене тав тăвас пирки те сӳтсе явăпăр-ха. Халь столовăйне кайăпăр.
Сĕтел çинче апат-çимĕç хатĕр. Ванюкпа капитана пĕр енне вырнаçтарчĕç. Хуçа арăмĕ вĕсемпе хирĕç ларчĕ. Çав самантрах лакей виçĕ черкке эрех тултарчĕ те, хуçа арăмĕ, хăй умĕнчи черккене тытса:
— Ну, Ванюк, пурнăçу телейлĕ пултăр! — терĕ.
— Эпĕ те. çавнах сунатăп! — кăмăллăн каларĕ капитан. Ванюк яланхи хăюлăхне çухатнипе ним те шарламарĕ.
Çакна асăрхаса хуçа арăмĕ ӳпкеленçи турĕ:
— Ванюк, эсир хавăра сума суса тултарнă черккене тытасшăн мар-и?..
Çапла ĕçкеленĕ, çырткаланă хушăрах татах:
— Ванюк, — терĕ çепĕççĕн хуçа арăмĕ, — эсир пире çав тери пысăк усă кӳтĕр. Уншăн тав тумасан çылăх. Ним вăтанмасăр калăр: мĕн чул ыйтас кăмăлăр пур?
— Сударыня, сире паçăрах каларăм, — юлашкинчен чĕлхине тупрĕ Ванюк, — хамшăн çеç ним те кирлĕ мар. Челена çине эп сикмесен тепри сикетчĕ. Пăрахута инкекрен хăтарса хăваратчĕ. Хăвăра чăн та усă катартнă пек шутласан, пурне те пĕр пек тӳлĕр.
Хуçа арăмĕ сĕнни капитана тĕлĕнтернĕччĕ. Мĕн чул укçа парасшăн вăл? Йĕкĕт йышăнманни вара тарăхтарчĕ.
— Ванюк! — хăтăрсарах чĕнчĕ капитан. — Ырă суннине чĕрене хур. Хуçа «на чай» мар, хăйсене пысăк тупăш кăтартнăшăн тулесшĕн. Ним турткалашмасăрах хакне кала!
Капитан ăс пани Ванюка витĕмлĕ пек туйăнчĕ. Чăнах та-çке, вăлçине тăман пулсан, инкек пулатчех-и тен.
Йĕкĕт паçăрхи пекех çирĕп тăманнине хуçа арăмĕ сисрĕ.
— Юрĕ, Ванюк... Командăна парнелес пирки Петр Николаевичпа шухăшласа пăхапăр-ха. Халь сирĕн пирки сăмах пырать, — терĕ те вăл хăвăрт таçта кайса килчĕ. Ывăç тулли укçа Ванюк еннелле кăнтарчĕ. — Хăвăр ыйтма хăймарăр, мĕн панине илĕр!
Ванюк каллех йĕнчесе ларнине капйтан тӳсеймерĕ:
— Мĕнле ача эсĕ?! Хăвна ырă тунине те ăнланмастăн?!
Калитан кӳренни Ванюка парăнтарчĕ. Вăл укçана илчĕ те пуçне тайса тав турĕ. Çавăнтах:
— Ман кайма юрать-и ĕнтĕ? — терĕ.
— Тархасшăн! — ирĕк пачĕ капитан.
Тимĕр хапхаран тухнă çĕрте Ванюк чут çеç Сережăна çапăнмарĕ, лешĕ ăна çав самантрах палларĕ. Хăйсем патĕнчен тухнинчен тĕлĕнсе, çăвар уçаймасăр юлчĕ. Тăна кĕрсен, ăçталла кайнине йĕрлесшĕнччĕ, капитан курăнни чăрмантарчĕ.
— Петр Николаевич! — саламлама мансах чĕнчĕ вăл. — Пирĕн патăртан халь çеç пĕр йĕкĕт тухса кайрĕ. Кам-ши вăл, пĕлместĕр-и?
Сăмах кам çинчен пынине тавçăрчĕ те капитан пăшăрханчĕ. Ним хуравлама аптранă енне хирĕç ыйту пачĕ:
— Мĕнле йĕкĕт пирки калаçатăр эсир?
— Халь çеç пирĕн патран тухса кайрĕ терĕм-иç! — терĕ те Сережа, Ванюк мĕн тăхăннине, мĕнлерех йĕкĕтне сăнласа пачĕ.
Мĕн тумалла ĕнтĕ? Никама та курман, ним те пĕлместĕп темелле-и ĕнтĕ? Енчен пăрахут çинче иккĕшĕ тĕл пулсан? Улталарăн темĕ-и? Сережа капитан кăмăлне ларсах çитмест пулин те, хĕрне пуян ачине качча парасси илĕртет. Ванюка та ĕçрен кăларттарас килмест. Юлашкинчен капитан ку килте тăван мар амăшĕ хуçаланнине аса илче. Ванюка тарават йышăннăскер, хута кĕмесĕр хăвармĕ тесе шутларĕ.
— Э-э, вăл-и?.. «Победа» çинче матросра ĕçлекенскер.
— Пирĕн тарçă-и?
— Пурнăçра çавнашкал килсе тухать. Пăрахута çăлса хăварнăшăн аçу хушнипе аннӳ ăна хăна тусах тав турĕ.
Юлашки сăмахне вăл хуçа ывăлне ӳкĕте кĕртсе лăплантарас, кăмăлне Ванюк май çавăрас шутпа каларĕ. Лешĕ хăлхине те чикмерĕ. Курайман йĕкĕте шырамалли те çук, хăйсен пăрахучĕ çинчех иккен. Çак самантрах хăвалама хушасшăнччĕ. Çилĕ ниçта шăнăçайманнипе тепĕр май шухăшласа илчĕ: вырăнтан кăларни инкекрен хăтарни çеç. Пăрахут çинче чухне çыран хĕррине тухмасăр пурăнаймĕ. Сыхласа тăмалла кăна.
VIII
Ванюк укçине шутлама ларчĕ. Кĕсйинчен каларчĕ те пике патша сăнне асăрхарĕ. Çĕр тенкĕлĕххисем иккен. Пĕрре... иккĕ... виççĕ... Çулталăк ĕçлесе илес шалу укçинчен те ытларах-и тен? Юлташĕсене хăна тумалăх, хут-купăс илмелĕх те пур. Ванюк укçана каялла чикме ĕлкерейнĕччĕ — хăйне чĕннĕ сасă илтĕнчĕ.
— Ну, пурнăçсем мĕнле?
— Хурланмалли çук, Петр Николаевич. Илсе килсе кăтартнăшăн тавтапуç!
— Ну вăт... Ахалех турткалантăн. Хуçа кăмăлĕпе усă курнăшăн намăс та, çылăх та мар. Ĕнтĕ пăрахут çине таврăн. Эпĕ каçсăр пыраймăп. Вахтăра тăманнисем хулана тухса çӳреччĕр. Каçалапа пурте вырăнта пулăр. Пăрахута тасатса тирпейлĕр. Хуçа арăмне дачăна леçме каятпăр!
— Юрать, Петр Николаевич. Тăхтăр-ха, хуткупăс таврашне ăçта сутаççĕ-ши? Килте чухне кăштах калакалаттăм та... туянсан, мĕнле-ши?
Хула пахчинчен тухрĕç те вĕсем музыка инструменчĕсемпе суту-илӳ тăвакан магазин тĕлне çитрĕç.
Ванюк шала кĕчĕ те, ун куçĕ-пуçĕ чалчăраса кайрĕ. Мĕн кăна çук-ши кунта? Ав икĕ ретлĕ хуткупăс, ăна туянсан та аванччĕ. Халиччен каласа курман япала — вĕренсе нумай вăхăт иртĕ. Луччĕ тальянка туянас. Пĕрне тытса каларĕ вăл, тепĕрне. Сассисем кашниннех çепĕççĕн те илемлĕн янранипе кăмăлĕ вĕçсе каясла çĕкленчĕ. Суйласа илнĕ хуткупăсшăн тӳлерĕ те каялла тухрĕ. Хăйĕнчен телейлĕ йĕкĕт урăх пулас та çук пек туйăнчĕ Ванюка. Çак самантрах чăваш юррисене кĕрлеттерсе ярĕччĕ, хăй те юрлĕччĕ. Çынна култарасран шикленчĕ. Пăрахут та инçех мар ĕнтĕ. Унта тăраничченех каласа киленĕ. Юлташĕсемпе пĕрле баржа çине кайса, хĕрупраçа ташлаттарĕ.
Кĕтмен çĕртен каялла çаврăнчĕ те Ванюк — хыçран ĕнер кӳрентернĕ хĕр утнине асăрхарĕ.
— Юман Паттăр! — Ванюк итлемесĕрех пăрахса каясран шикленчĕ хĕр. — Ĕнер эсир мана çиллентĕр. Ахальтен ятласа хăвармăттăр. Эп сире усал туман. Çапăçма хистесси те эсир çĕнессе шаннăран кăна пулчĕ. Лешĕ — чарусăр каппайчăк. Лайăх тăн патăр ăна! — Калаçăвĕ витĕмлĕ маррине туйса, Зина чи кирлине хыпарлама шутларĕ. — Анчах, эп систермен пулсан, вăл сире амантма та пултаратчĕ. Сыхланăр. Вăл халĕ те тавăрас шухăшне пăрахайман. Хăй аллипе мар, темле çапкаланчăксене тара тытасшăн. Вăт... çакна асăрхаттарасшăн хуса çитрĕм. — Шухăшне вĕçлерĕ те Зина чемсĕрленчĕ. Темрен аванмарланнăн пуçне пĕкрĕ. Ĕнтĕ сывпуллашмалла та килелле чупмалла. Пурпĕр хускалаймасăр тăчĕ. Ванюк вăтанса кайрĕ. Чăн та, çак айăпсăр хĕре кӳрентертĕн пулсан, май пур чухне тӳрлетме васкамалла.
— Эп сирĕн ята пĕлместĕп те...
Зина пуçне йăлт çĕклерĕ. Иккĕшĕн куçĕсем тĕл пулчĕç. Сасартăк çуралнă туйăм чĕрисене вут тивертрĕ. Пăлханнине палăртасран хĕр хуллен хуравларĕ:
— Зина теççĕ мана.
— Зина... — ĕнтĕ ятран чĕнчĕ Ванюк, — ĕнер нӳремсĕртерех хăтлантăм пулмалла. Каçарăр, тархасшăн.
— Апла мана çилленместĕр-и?
— Çилленместĕп тени сахал, Зина. Ман пирки канăçсăрланнăшăн чун-чĕререн тав тăватăп! Яланах асра тытăп!
Вĕсем çыран хĕрринчи чул çине вырнаçрĕç. Умра Атăл сарăлса юхать. Тĕл-тĕл баржăсем, буксир пăрахучĕсем якăр яра-яра тăнă. Ав, Ванюксем анатран туртса хăпартнă баржăсем çинче хĕрарăмсем хĕвĕшеççĕ. Пăра-хучĕ çинче вара никам та çук. Хулана тухрĕç-и тен.
— Ĕнер пĕрле пухăнса тăнă çамрăксем камсемччĕ? — пĕлесшĕн пулчĕ Ванюк.
— Вĕсем пурте хулари пуян ăчисем.
— Барышня, ан çилленĕр те... Буржуй чĕпписем сире мĕн сăлтавпа хăйсен ретне йышăннă? Вĕсем чухăн çын ачисем çине çаврăнса та пăхакан марччĕ-çке?
Сасартăк Зина умне гимназире вĕреннĕ чухнехи пурнăçĕ тухса тăчĕ. Урăх çын тĕпченĕ пулсан, юптарса кăна ирттерĕччĕ. Ванюка ним пытармасăр каласа пама шутларĕ.
— Пуян ачисем мана та пайтах тарăхтарнă. Эпĕ тара кĕрĕшсе ĕçлекен çын ачине пĕлсен, кĕнекесене пытаратчĕç, сумка ăшне чернил тăкса варалатчĕç. Хама такăнтарса ӳкеретчĕç. Киле таврăнаттăм та выртса макăраттăм.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...