Ĕмĕр сакки сарлака. 5-мĕш кĕнеке :: Виççĕмĕш пайĕ
Хăй пуян ачисен мăшкăлне тӳссе курман пулин те, Ванюк хĕр хуйхине ăнланчĕ. Хута кĕрсе сăмах та хушĕччĕ — Зина шухăшне малалла тăсни пӳлчĕ:
— Юлашкинчен хирĕç тăма пуçларăм. Мăшкăллама хăтланакана çӳçĕнчен çулса илеттĕм те çĕре тăсса пăрахаттăм. Иккĕн-виççĕн тытса та çĕнтерейместчĕç мана. Аранах çулăхма пăрахрĕç. Вĕсене хам пĕлнипе парăнтарасшăн пĕтĕм вăя хурса вĕрентĕм. Арпа пуçсем кĕçех манран пулăшу ыйтма, хăнана чĕнме тытăнчĕç. Ĕнтĕ эпĕ вĕсенчен мăшкăллакан пултăм. Ĕнер эсремете вĕслетни те çав шутах кĕрет.
— Эпĕ те вĕренесшĕнччĕ. Учитель пулас килетчĕ. Пуçламăшпе икĕ класлă шкулсенче «Похвальный лист» пачĕç. Чĕмпĕрти чăваш ачисене вĕрентекен шкула кайрăм та, экзамена та кĕртмерĕç.
— Мĕн пирки?
— Мăн аттепе анне, асатте революционерсем пулнă. Çавăнпа.
Зина умне йĕкĕт тата тепĕр енĕпе тухса тăчĕ. Вăл ăхаль çын ачи çеç мар иккен. Ашшĕпе амăшĕ — патша стройне хирĕç кĕрешнĕ çынсем. Хăй те ытти бурлаксем пек хут пĕлмен сĕмсĕркке мар.
Çакăнпа вĕсен калаçăвĕ пине çитрĕ. Уйрăлма вăхăтне те сисеççĕ, анчах пуçламăш хут пĕр-пĕрин патнелле ним чарусăр туртăнакан чĕресене епле итлеттерĕн. Вĕсем урăх нихçан та курнăçаймĕç-и тен. Апла пĕрле чухнехи ырлăха ма тăсас мар?
— Сирĕн хуткупăс та пур-çке. Каласа кăтартмăр-ши? — терĕ вара Зина.
— Хаваспах! — килĕшрĕ Ванюк, хуткупăсне хулпуççи çинчен вĕçертрĕ. Юратнă юррине шăрантарса ячĕ. Чăваш юрри хыççăн «Серенада» кĕвви çепĕççĕн те илемлĕн янăрарĕ. Ванюк кăмăлĕ çухалнă телей тупăннăн çĕкленчĕ. Тӳсеймерĕ вăл, хуллен юрлама тытăнчĕ:
Накинув плащ с гитарой под полою,
К ее окну приник в тиши ночной…
Зина чĕрине те вут-çулăм хыпса илчĕ. Вăл та юрлĕччĕ, иртен-çӳренсенчен именет. Ма улах вырăнта мар-ши?
— Тăхта! — терĕ Зина. — Мааăя та юрлас килет. Кимĕпе ярăнса çӳреме кăмăл тумăр-и? Унта çав тери ирĕкчĕ.
— Ярăнса çӳресси кирек камшан та паха. Кимĕ ăçтан тупăпăр? — иккĕленчĕ йĕкĕт.
— Вăл тем мар. Ав çавăнта укçа кăна тӳлемелле. Кирек хăш вăхăтчен те парса яраççĕ...
Чиперккесем тĕрлĕрен пулаççĕ иккеш. Пĕрисем малтанах тыткăнлаççĕ те хăнăхнăçемĕн тĕксĕмленеççĕ, юлашкинчен йăлăхтарса хăйсенчен сивĕтеççĕ.. Теприсем малтан темех мар пек курăнаççĕ, çывăхрах паллашнăçемĕн илемленеççĕ, чĕрене ĕмĕрлĕхе кĕрсе вырнаçаççĕ. Ĕнер Ванюкшăн Зина вăтам хĕр кăначчĕ, унăн сăд-пичĕ те ытлашши илĕртместчĕ. Паян акă... ун ӳмĕнче курса тăранайми хĕр ларса пырать.
Зина хăйĕнчен хăй тĕлĕнчĕ. Ушкăн хушшинче чăрсăрла айкашсан та, йĕкĕтсем хыççăн çӳремен вăл. Выляс шутлисене çывăха яман. Сережа кимĕпе ярăнса çӳреме пайтах йыхăрнă. Амăшĕ юриех ирĕк панă тĕлсем те пулнă. Зина пурпĕр тухса çӳремен. Иккĕш çеç юлсан, тĕрлĕ сăлтав тупса, ăна тăратса хăварма тăрăшнă. Халь мĕн сиксе тухрĕ-ши? Мĕншĕн палланă-палламан йĕкĕтпех кимĕ çине ларма хăйрĕ-ши? Зина сасартăк тем аса илнĕн ура çине тăчĕ.
— Эсир ман вырăна ларăр! Кăштах ишсе пăхам.
— Ывăнман-ха...
— Уншăн мар. Эпир хуткурăс каласа юрласшăнччĕ вĕт. Халь, ав, ним шарламасăр пыратпăр.
— Тăвалла каяс вырăнне анаталла юхмăпăр-и?
— Ан хăрăр. Эп Атăл, хĕрринче ӳснĕ хĕр,
Зина икĕ урипе кăпăнь çине тапса ларчĕ. Кĕсменĕсене арçынла тыткăласа ишме пуçларĕ. Ванюк хуткупăсне туртса ячĕ. Иккĕшĕ те пĕр-пĕрин çине пăхкаласа юрлама тытăнчĕç:
Накинув плащ с гитарой под полою,
К ее окну приник в тиши почной.
Не разбужу ль я песней удалою
Роскошный сон красавицы младой,
Звезда души, волшебница златая,
Я слышу тон я звук твоих речей,
Любимых уст улыбка неземная
И стройный стан, и чудный шелк кудрей.
Не упрекай меня, младая дева,
Я не смущу твоих отрадных грез
С неистовством разгульного напева,
Чиста и песнь, когда чиста любовь…
Юрă вĕçленчĕ. Çут тĕнче те шăпланчĕ. Ик çамрăкăн чĕрисем кăна хуткупăссăрах юрра малалла тăсрĕç. Куçа-куçăн чухне пĕр-пĕринчен ырă сăмах илтме ĕмĕтленчĕç. Сисмесĕрех вăрман тĕлне çитнĕ иккен. Баржа-пăрахутсем паçăрах курăнми пулнă.
— Вайюк! — хаваслăн чĕвĕлтетрĕ Зина. — Çыран хĕррине тухар мар-и? Кăштах ирĕкре пулас килет ман. Хулара асăрханса та сыхланса çӳрени йăлăхтарчĕ.
Ванюк кимĕ çинчен сиксе анчĕ, хуткупăсне çерем çине хучĕ те кимме çыраналла туртрĕ. Зина та тухма хатĕрленчĕ. Анчах ачашланас килнипе хуçкаланса тăчĕ.
— Сиксен урана хуçмăп-ши?
— Хуçас марччĕ. Йĕкĕтсем пăхмĕç тата. Хам антарам. Туй чух мана асăнса пĕрер курка сăра ĕçĕр-и! — шӳтлерĕ те йекĕт хĕре пилĕкĕнчен тытса çĕклерĕ.
— Ой, Ванюк!.. — урисем кимĕрен хăпсан, шарт! сикнĕн çуйхашрĕ Зина. Ванюк ăна, ачашшăн тыткаласа, çерем çине тăратрĕ.
Никам чăрмантарман иреклĕхе туйсан, хĕр шăмшакне юсамалла карăнса илчĕ те, ача чухнехилле ахăлтатса чупма пуçларĕ.
— Ванюк, хуса çит!..
Ванюк сатурланса хĕр хыççăн ыткăнчĕ. Хуса та çитнĕччĕ, ярса илеймерĕ — лешĕ пăрăнса ĕлкĕрчĕ. Зина тата хытăрах чупрĕ, темиçе утăм маларах пычĕ. «Вăт, шеремет, хир качаки пек чупать», — шухăшларĕ Ванюк. Мĕнпур вăйне пухса хăвалама пикенчĕ. Çапла нумайччен чупрĕç вĕсем. Юлашкинчен хĕр ывăнчĕ, Ванюкăн патвар ытамне кĕрсе ӳкрĕ.
— Ой, Ванюк... Ура çинче тăмалăх та вăй юлмарĕ! — терĕ çавна май.
Хăй мĕн тăвасса ăнлансах та мар-и тен, Ванюк ăна пĕр аллипе çурăмĕнчен, тепринпе чĕркуççи айĕнчен çупăрласа çĕклерĕ. Чĕлхисем çухалчĕç. Икĕ чĕре кăна, хăйсем ытла та çывăххине туйса, ыррăн варкăшрĕ. Куçĕсем ăшшăн çунчĕç. Ах, мĕншĕн çулĕ кĕске-ши? Мĕншен татти-сыпписĕр тăсăлмасть-ши вăл?..
— Маттур чупатăр! — хĕре ырларĕ Ванюк.
— Эпĕ тантăшсемпе тавлашса нумай чупнă.. Манă никам та хуса çитеймен. Эсир тытасран хăтăлаймарăм... — терĕ те Зина юрласа ячĕ:
Я здесь пою так тихо и смиренно
Лишь для того, чтоб услыхала ты.
Но песнь моя есть фимиам священный
Пред алтарем богини красоты…
Ванюка ывăç тупанĕ çинче шăпчăк ларса пынăн туйăнчĕ. Сăнне-тĕсне тата лайăхрах курасшăн, сассине тата çывăхрах илтесшĕн çӳлерех çĕклерĕ те, куçĕсем тĕлме-тĕл пулчĕç. Зина çав-çавах юрларĕ:
Ты, может быть, услышишь серенаду,
И из нее хоть что-нибудь поймешь
И, может быть, поющему в награду
«Люблю тебя!» — сквозь сон произнесешь…
Зина сывлăшне Ванюк симпыл пек çăтса утрĕ.
— Вăт, çитрĕмĕр те, — терĕ вăл юлашкинчен. Зина та тăна кĕнĕн пуçне çĕклерĕ.
— Чăнах та-çке... — Ытарас çук вăййа-кулла халех вĕçлесшĕн пулмарĕ хĕр: — Ванюк, атя кăвайт чĕртер!
Вĕсем чупкаласа тип шанкă пухрĕç. Тивертсе ячĕç. Вут тĕрлетсе çунма пуçласан, вучах умне ларчĕç. Пĕр-пĕрне çĕршер çул шыраса çӳренĕн тапрĕç вĕсен чĕрисем.
Пĕр хушă чĕнмесĕр ларнă хыççăн Ванюк хĕр ăсне тĕпчесшĕн пек ыйту пачĕ:
— Зина, итлĕр-ха. Пачах пĕлмен çынпа çакăн пек улах çĕре килме епле хăрамастăр эсир?
Зина пит-куçне сасартăк вут хыпса илчĕ. Ăна юрăхсăр ĕç тунă çĕрте тытнăн туйăнчĕ. Анчах хăйне хăвăрт алла илчĕ. Йĕкĕт иккĕленнине сиресшĕн, хăйне тӳрре кăларасшăн: «Эсир ман аттепе пĕрле ĕçлетĕр, çавăнпа сирĕнпе çӳреме харамастап» — тесшĕнччĕ. Вăрттăнлăха малалла тăсас килчĕ:
— Уншăн мĕнех вара?
— Тен Атăл тăрăхĕнчи вăрă-хурах эпĕ. Сире тем туса пăрахма хатĕр!
— Ах турă... Мĕнех туса пăрахăр-ши вара мана?
— Кăлăхах кулатăр, эпĕ сире Степан Разин пек вăрласа кайма пултаратăп! — юри хаяррăн курăнма хăтланчĕ Ванюк.
— Чăнах-и? Мана вăрлама кирлĕ мар. Хам ирĕкпех тухнă эп сирĕнпе. — Йĕкĕт ним калама аптранине асăрхасан, хушса хучĕ: — Çапах та эсир Степан Разин мар, эпĕ Перси пики мар. Манран уçал хĕр тек тупаймăр.
— Зина... — çепĕççĕн чĕнчĕ Ванюк, — шӳтлетĕр мар-и? Эп сире алпа та, сăмахпа та кӳрентерессĕм çук.
Çамрăк чĕресенче йăва çавăрнă туйăма кăшт палăртнă хыççăн вĕсем каллех чĕмсĕрленчĕç. Тĕрлетсе çунакан вут çине тинкерчĕç.
Сасартăк Ванюк хыпăнса ӳкрĕ. Хуçа арăмне дачăна леçмеллеччĕ-çке. Чунне тыткăнланă хĕрпе Атăл хĕрринче киленсе ларма пит аван та, харпăр хăй камне манма юрамасть.
— Таврăнма вăхăт! — терĕ те Ванюк ура çине тăчĕ. Хĕр чĕри кăртах турĕ. Ак вĕсем уйрăлĕç те урăх нихçан та курнăçаймĕç.
— Ма çав териех васкатăр?
— Зина, манпа пĕрле уçăлса çӳреме кăмăл тунăшăн чун-чĕререн савăнатăп. Ĕмĕрех асра тытса пурăнăп сире. Халь каяс пулать, ĕç пур.
Килне çитсен хăйне сăмах лекессе пĕлет Зина. Кунашкал нихçăн та кая юлса çӳремен-çке. Çапад ытлашши васкасшăн мар. Хĕрпе каччă каллех кимĕ çине кĕрсе ларчĕç.
— Ванюк, кимме Атăл варринелле тытăр-ха! — терĕ вара. Юхăм вăйлă çĕре çитсен, хушрĕ: — Кĕсменсене чипер вырнаçтарăр та юнашар килсе ларăр. Тепрер çаврăм юрласа илер!
Ванюк «Васкамалла пирĕн!», — тесшĕнччĕ, хăю çитереймерĕ. Зинăпа юнашар пырса вырнаçрĕ.
Кимĕ тайкаланнипе Зина Ванюка пилĕкĕнчен çупăрларĕ.
— Мĕнле юрă юрласшăнччĕ эсир? — ыйтрĕ Ванюк. Зина пуçне Ванюк хулпуççийĕ çине хучĕ. Пĕр-икĕ куплетне хăварса, хуллен юрлама тытăнчĕ:
Ты правишь в открытое море,
Где с бурей не справиться нам.
В такую шальную погоду
Нельзя доверяться волнам…
Ванюк та пĕлет ку юрра. Хуткупăспа юрлама тата çăмăлтарах та, тăскаламалăх вырăн çук. Унсăрах пулăшма тытăнчĕ:
Тут волны бросаются с ревом
На наш беззащитный челнок.
Прочь веслы от гибели верной,
Никто чтоб спасти нас не мог…
Юрра вĕçлемесĕрех чĕмсĕрленчĕç. Самай вăхăтран Знна тӳрленсе ларчĕ. Куçĕ нӳрленнине пытармасăр, Ванюк çине тинкерчĕ.
— Килĕшмерĕ-им? — те ырлăха, те хурлăха кĕтнĕн хумханчĕ хĕр.
— Килĕшмерĕ. Эп халех вилме шутламастăп-ха. Пирĕн пурнăç малашлăхра. Çак Атăл пекех тулли те анлă. Ку юрă сире килентерет пулсан, эсир такама юратса пăрахнă.
— Ванюк, ан шӳтле-ха! — ӳпкелерĕ Зина, — Каччăсемпе аппаланма вăхăт пулман ман. Сакăр çултан пуçласа паян кунчченех шкула çӳренĕ...
Каччă ытамĕнче Зина йăлтах пуçне çухатрĕ. Мĕн хăтланнине хăй те тăна илеймерĕ, Ванюка мăйĕнчен ыталарĕ. Пуçламăш хут юрату пылакне сиснĕ чĕресем пĕр-пĕрин патнелле ăнтăлчĕç. Паçăр Ванюк йăтса пынă чухне хăяйманскерсем, халь, хăшĕ пуçланине те чухламасăр, тутисене шĕл-кăваррăн пĕçертсе илчĕç.
Зина маларах тăна кĕчĕ.
— Турă çырлахтăр!.. — питне-куçне аллипе хупларĕ. Ку тарана çитсе чуптума мар, каччăсене хулран тытма та ирĕк паман вăл. Халь мĕн туса хучĕ? Ăнсăртран тĕл пулнă йĕкĕте кимĕпе ярăнма илсе тухрĕ, чуптăвасса та хай пуçарчĕ мар-и? Анчах пит-куçа хупласа ларнипе çут тĕнчерен пытанаймăн. Хуллен те хурлăхлăн сăмах хушрĕ:
— Кулатăр та-и тен...
Хĕр ӳкĕннине Ванюк хăйне айăпланă пек йышăнчĕ.
— Зина, эп сире кӳрентересшĕн марччĕ. Ав ĕнер лартса хăварнă тулă баржисем курăна пуçларĕç. Пăрахут та инçех мар. Ванюк Зинăна ытамĕнчен вĕçертрĕ.
— Мĕн пулчĕ?
— Çыран хĕррине тухăпăр. Хĕвел анса ларасси инçе мар.
Зина та хыпăнса ӳкрĕ.
— Ай, Ванюк, мана та килтисем çухăтрĕç пулĕ.
— Урăх курнăçайрăпăр-ши? Ку тĕлпулу пуçламăшĕ те юлашки пулĕ-ши? — ассăн сывларĕ Ванюк.
— Кимĕ ăçтине иксĕмĕр те пĕлетпĕр. Эп кашни каçах килме хатĕр. Ĕнерхи усал йĕкĕтрен кăна сыхланма тăрăш...
IX
Çур сехет каялла хуçа арăмĕ йĕпкĕм хура урхамах кӳлнĕ кӳмепе буксир пăрахучĕ тĕлне çитсе чăрăнчĕ. Капитан ăна çав самантрах асăрхарĕ те тăватă матроса кимĕпе çыран хĕррине васкатрĕ.
— Ырă каç пултăр, Ольга Ивановна!
— Сире те çавнах сунатăп, Петр Николаевич! — савăнăçлăн хуравларĕ хуçа арăмĕ.
Капитан хуçа арăмне кӳме çинчен анма пулăшрĕ. Унăн икĕ чăматанне матроссем йăтрĕç. Кимĕ çинче Ванюк çуккине асăрхасан, хуçа арăмĕн кăмăлĕ пăсăлма хăтлаячĕ. Пуринчен малтан çав йĕкĕт кĕтсе илмелле пекчĕ-çке. Пăрахут çинче пулма кирлине асă илсе лăпланчĕ. Акă вĕсем борт çумне çыпçăнчĕç. Трап тăрăх палуба çине хăпарчĕç. Кунта пĕтĕм команда пухăнса тăнă. Ванюк кунта та курăнманни хуçа арăмне кăмăлсăрлантарчĕ. Укçа панă йĕкĕт хăйне хисеплемен пек туйăнчĕ. Вăл ăçтараххине капитанран ыйтса пĕлесшĕнччĕ. Ыттиçем куç хывасран шарламарĕ.
— Кулатник ачи, таврăнмарĕ вĕт! — терĕ ун шухăшне сиснĕн капитан, çыран хĕрринелле пăхкаласа.
— Кам пирки эсир, Петр Николаевич? — кӳтнĕ чунне йăпатасшăн пек ыйтрĕ çамрăк арăм.
— Ванюк килеймерĕ тетĕп-çке...
— Ăçта вăл?
— Хăяматра-и тен? Сирĕн патран тухнăранпах çухалчĕ те.
Ванюк çукки Федьăсене те канăçсăрлантарчĕ. Ним тума аптранипе хулана тухса шырарĕç, ниçта та тупаймарĕç. Капитан унсăрах çула тухас шутлине пĕлсен, «Кĕтсе пăхар-ха!» — теес шухăш та пурччĕ вĕсен. Епле хăйăн: пĕр матросĕ таçта аташса çӳренĕшĕн пăрахута чарса тăратмĕç.
Урăх çын пулсан, хуçа арăмĕ çак самантрах якăра çĕклеме, матросне ĕçрен кăларма хушĕччĕ. Халь ăшталанса ӳкрĕ. Вăл пуре те çав йĕкĕте курасшăн, унпа пĕрле пуласшăн дачăна кайма шут тытнă-çке. Ăна тăратса хăварсан, пĕтĕм ĕмĕчĕ татăлĕ.
— Петр Николаевич... — терĕ шӳтлерех сасăпа çамрăк арăм, — эсир çак тери хытă чĕреллине пĕлменччĕ. Хамăра ырă тунă йĕкĕте пăрахса хăварасшăн. Пĕччен юлсан, каçа хирĕç ăçта вырнаçĕ вăл?
— Сирĕн ирĕк, Ольга Ивановна! — килĕшрĕ капитан. Тĕрĕссипе, хăй те Ванюксăр çула тухасшăн мар вăл.
Хуçа арăмĕ штурвал патне чупса хăпарчĕ. Бинокльпе тавраналла сăнарĕ, куçĕ умне хула ывăç тупанĕ çинчи пек тухса тăчĕ. Урам хушшипе çӳренĕ чух, кашни çурт-йĕрех темиçе курнăран-и тен, хула темех мар пекчĕ. Çӳллĕ вырăнтан пăхсан, калама çук илемлĕ иккен вăл. Ав хуняшшĕ ӳстертсе хăварнă пахча, вĕсен кил-çурчĕ. Чирку тăррисем хĕвеланăç сăрĕпе йăлтăраççĕ. Атăл ура айĕнче пекех сарăлса выртать. Кăшт тăварах баржăсем çинчен тулă пушатаççĕ. Паян те темиçе пулнă вăл унта. Упăшки таврăннă çĕре ĕçе вĕçлеттересшĕн. Анат енче пристаньсем. Пассажирсене турттаракан е тавар тиенĕ пăрахутсем. Пур çĕрте те пурнăç вĕресе тăрать. Анчах пуринчен ытла савăнмалли çакă: паян вăл ирĕкре, кашни утăмах сăнаса йăлăхтаракан упăшки çук.
Сасартăк хуçа арăмĕн пуçне çуйлă шухăш кăшăлларĕ: «Пирĕн патран кăнтăрлачченех тухса кайнă йĕкĕт ку таранччен мĕн туса çӳрет-ши? Укçа тупăннипе хĕпĕртесе килнелле вĕçтермен-ши?» Бинокльпе унталла та кунталла сăнарĕ. Инçех те мар — кимĕ çинче иккĕн йĕкĕр мăйăр пек ыталаннă та ниме йӳпсемесĕр юхаççĕ. Акă вĕсем тӳрленсе ларчĕç. Йĕкĕчĕ кĕсменпе ишме тытăнчĕ. Кимĕ çыран еннелле çаврăнчĕ. Камсем-ши? Турă çырлахтăр — ăна çунтаракан йĕкĕт мар-и? Çавă-çке. Хĕрне те палларĕ. Зинăна пайтах курнă вăл. Хуçа арăмне такам питрен çупса янăл туйăнчĕ. Акă кимĕ çыран хĕррине çыпçăнчĕ. Йĕкĕчĕ хĕрне ал вĕççĕн йăтса кимĕ çинчен кăларчĕ. Хĕрĕ ăна ыталаса чуптурĕте сăрталла чупрĕ.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...