Синкер :: Виҫҫӗмӗш сыпӑк
— Хăвăн сывлăху еплерех тата? Чирлесе нумай выртнă терĕç, — татах тĕпчерĕ Давид.
— Сывлăх чиперех-ха, комисси пăхнă мана... Эп чирлени çинчен эсир... эс ăçтан пĕлен? — кăсăкланчĕ Ванькка.
— Канмалли кунсенче Шăхрантан Улька килкелесе каять. Ара, чугун çулпа çӳреме меллĕ те... Вăл каласа кăтартрĕ...
Давид Улька çинчен авă мĕншĕн пĕр сăмах та ыйтмарĕ иккен! Хĕр епле пурăннине пĕлет кăна мар, унпа тăтăшах курнăçса тăрать вăл... Улька Никифоров савнийĕ пулни Ваньккана тахçанах паллă та-ха, çапах унăн чĕри хĕссе-хĕссе илчĕ, кăмăлĕ те сӳрĕкленчĕ. Мĕн тăвăн, чĕрене те, кăмăла та хушнипех лăплантараймăн... Давид çакна асăрхамарĕ, хĕрсех малалла калаçрĕ:
— Ванькка, эсĕ ман батальона лекнишĕн эпĕ çав тери, çав тери хĕпĕртетĕп. Пĕрремĕшĕнчен, туссем эпир санпа, ептешсем. Иккĕмĕшĕнчен, салтаксем кăна мар, пирĕн командирсенчен те нумайăшĕ халлĕхе тăхлан çумăр айĕнче çӳресе курман-ха. Çавăнпа вĕсене çар ĕçне питĕ тĕплĕ вĕрентмелле. Вăхăчĕ вара пирĕн нумай мар. Хăвах пĕлетĕн, хĕвеланăçĕнче шурă поляксем иртĕхеççĕ. Полкăн кĕçех фронта тухса кайма тивĕ. Вăт, эпĕ санран салтаксене хĕçпăшалпа пĕлсе, ăста усă курмашкăн вĕрентме ыйтасшăн.
— Ара, эпĕ хам та салтак кăна-иç, — иккĕленчĕ Ванькка. — Салтак салтака вĕренттĕр-и?
— Пĕлекенни пĕлменнине вĕрентет тесе татăлăпăр. Юрать-и? Салтак тенĕрен, сана эпĕ пулемет командин командирĕ туса хуратăп. Юрать-и?
Батальона, чăнах та, нумай вĕренсе хатĕрленме памарĕç, тепĕр ултă эрнерен кĕçех салтаксене пĕтĕм полкĕпех хĕвеланăçнелле илсе каймалла текен хыпар çитрĕ. Çакăн çинчен Давид систернипе-ши е, канмалли куна тесе, ахаль çеç — вырсарникун Хусана Улька пырса кайрĕ. Вĕсем Давидпа хулара чылай çӳрерĕç, Шăхрана каялла таврăнас умĕн вара Улька Ваньккапа та кăштах калаçрĕ.
— Эсир пĕрле иккенне пĕлсен, эпĕ çав тери савăнтăм, — терĕ чăнахах хĕпĕртесе. — Ванькка, тархасшăн, упра ăна, юрать-и? Питĕ хĕрӳ çын вăл. Эс вара пĕр-пĕр ĕçе тăвиччен тĕплĕн шухăшлатăн, васкамастăн.
— Пĕлетĕн-и, эпĕ ун çумĕнче çӳреместĕп... Анчах пултарнă таран пăхсах тăрăп. Эс мана вилĕмрен çăлтăн, эппин, эсĕ хушнине эпĕ яланах пурнăçлăп, — шантарчĕ Ванькка.
— Уншăн каламастăп эпĕ, — хĕрелсе кайрĕ Улька...
Тунтикун хайхи салтаксене вакунсене лартрĕç те, эшелонсем хĕвеланăçнелле тапранса кайрĕç, темиçе кунран Украинăнах илсе çитерчĕç. Львов хули патне çывхарсан, салтаксене пуйăс çинчен антарчĕç, малалла çуранах утма тиврĕ. Кĕçех полк хуларан çичĕ çухрăмра чарăнчĕ, вырăна çитнĕ-çитмен позици йышăнчĕ.
Кунта Хĕрлĕ Çара шурă поляксем вăйлă хĕснĕ пулнă иккен, çавăнпа, тем пек хирĕç тăрсан та, майĕпен чаксах пыма, Львов хулине тăшман аллине хăварма тивнĕ. Вĕр-çĕнĕ полк килсе çитни фронта ку тĕлте çирĕплетме кăштах пулăшрĕ-ши, пулăшаймарĕ-ши те, Хĕрлĕ Çар чаçĕсем çакăн хыççăн уйăх ытла чиперех тытăнса тăчĕç. Чăн та, салтаксен шучĕ куç умĕнчех чакса пычĕ, мĕншĕн тесен çапăçмасăр пĕр кун иртмерĕ темелле, шурă поляксем наступлени хыççăн наступление кĕре-кĕре пăхрĕç. Хушма йыш вара, темшĕн, çав-çавах урăх пĕртте илсе пымарĕç-ха. Пурăна киле противник çакна сисрĕ пулас, пĕррехинче ирех тупăсенчен вăйлă кăна персе тăнă хыççăн вирлĕ наступлени пуçласа ячĕ. Никифоров батальонĕ юлашки вăя пухса çапăçрĕ, тăшмана пурпĕр малалла ирттермерĕ. Анчах кăнтăрла тĕлне сылтăм кӳршĕри батальон тӳсейменни, поляксен кавалерийĕ, фронта татса, полк тылне тухни çинчен хыпар çитрĕ. Кун пекки, çитменнине, Ваньккасен полкĕ йышăнса тăнă тăрăхра кăна мар, тата темиçе вырăнта та пулнă иккен. Çавăнпа, çавăрса илесрен сыхланса, пурне те чакма приказ пачĕç. Тепĕр тесен, хĕрлĕ армеецсем унсăр та тек тытăнса тăраймастчĕç ĕнтĕ. Никифоров батальонĕнче пурĕ те çĕре яхăн салтак юлнăччĕ, ытти подразделенисем те çавăн пекех пысăк çухату тӳснĕччĕ.
Чакасса фронтпа мар, — унăн йĕрки-латти пĕтнĕччĕ ĕнтĕ, — кам мĕнле пĕлнĕ çапла, ытларах вăрмансенче пытана-пытана, чакса пычĕç. Çапла сапаланса çӳренĕ май, юлашкинчен полк ытти чаçсемпе тăрсан-тăрсан тытакан çыхăнăва вуçех çухатрĕ. Вăл кăна мар, батальонсем те пĕр-пĕринчен уйрăла-уйрăла пĕтрĕç.
Чакма тытăннăранпа тăватă кун иртсен, Никифоров вăрманта хăйĕн çыннисене пĕр çĕре пухрĕ. Ытти тĕрлĕ подразделенисемпе чаçсенчен килнисене шута илсен те, пĕтĕмпе утмăл икĕ çын, икĕ пулемет кăна юлнă иккен. Çитменнине, кашни винтовка пуçне вунă-вуникĕ патрон, пулеметсене пĕрер тулли лента кăна тивет.
— Хĕрлĕ армеец юлташсем! Ку йышпа эпир, паллах, пиртен темиçе хут нумайрах вăйпа тапăнса килекен тăшмана тытса чараймăпăр. Çавăнпа, вăрмансемпе чака-чака, пирĕн хамăрăннисем тăракан вырăна тухмалла. Противника асăрхасан, çапăçăва кĕмесĕр, вăрттăн иртсе кайма тăрăшăпăр, — хушрĕ пурне те Никифоров.
Ума та айккисене хурала тата разведкăна икшер-виçшер çын яра-яра, вĕсем çапла икĕ кун утрĕç. Карттă çине пăхсан, Львов хулинчен хĕвелтухăçнелле 240 çухрăм чакса тухнă пулать. Салтаксен хăмăрăннисем патне чип-чиперех çитес шанчăк амаланма тытăнчĕ. Чăн та, фронт пурри-çуккине, пур пулсан, ăçтине никам та пĕлмерĕ. Çапах, кун чухлĕ чакнă хыççăн, хамăрăннисем патне çитсе пымаллах пек-çке... Çак шухăшпа хавхаланнă хĕрлĕ армеецсем темле чугун çул патне çитсе тухрĕç. Никифоров хушнипе разведчиксем, ун урлă каçса, йывăçсем хушшине çĕр хăлаçа яхăн кĕрсе пăхрĕç.
— Никам та çук! — пĕлтерчĕç таврăнсан.
Ахаль чухне разведкăна тĕплĕнрех тăватчĕç пулĕ те, хальхинче, кĕçех хамăрăннисем патне тухас ĕмĕтпе хавхаланнăскерсем, капла тĕрĕслесе пăхнипех çырлахрĕç.
— Чупса каçма хатĕрленĕр! — терĕ Никифоров. Темиçе минутран, пурте хатĕррине курса, хушрĕ: — Кайрăмăр!
Малта — разведчиксем, унтан — Никифоровпа пулеметчиксем, хыçалта — ыттисем... Çак йĕркепе чугун çул урлă васкаса каçма тытăнчĕç. Чупмалла терĕ те-ха Никифоров, чупмашкăн вăй юлманччĕ ĕнтĕ, виççĕмĕш кун апат çименни пурне те халран янăччĕ, салтаксем утасса та хамăрăннисене кĕç-вĕç курас хавалпа кăна утатчĕç.
Разведчиксем леш енчи йывăçсем хушшине кĕме тытăннăччĕ кăна — сасартăк флангсенчен икĕ енчен те тăшман пулемечĕсем шатăртаттарма пуçларĕç. Засада пулнă-ши кунта е хĕрлĕ армеецсене пĕр-пĕр пысăк подразделениех ятарласа кĕтсе тăнă — халь тин уни-куни шухăшлама çук. Никифоров самантлăха хыçалалла пăхса илчĕ. Çурри ытла ку енче ĕнтĕ, каялла тарас-тăк, чугун çул урлă тепре каçнă чухне пурне те çулса тăкĕç. Кунта выртнипе те ĕç тухмасть, çара çĕрте пурте, ахăртнех, алă тупанĕ çинчи пек курăнаççĕ.
— Пулеметчиксем, тăшман пулемечĕсене путлантарăр! — хушрĕ çавăнтах Никифоров. — Ыттисем — малалла, марш-марш!
Хĕрлĕ армеецсенчен чылайăшĕ чугун çул çине выртса юлчĕ. Давида хăйне те пуля сылтăм пĕçрен тирĕнчĕ, вĕри пăшатан пек пĕçертсе, витĕрех тухса кайрĕ. Анчах вăл ăна-кăна пăхса тăмарĕ, малаллах талпăнчĕ, часах ыттисем хыççăн тĕмсем хушшине чăмрĕ. Таракансене хӳтĕлекен Ванькка пулеметран кĕске черетсемпе кăна печĕ пулин те, лентăри патронсем часах пĕтрĕç...
Хальхинче вуниккĕн тарса хăтăлнă иккен, вĕсенчен тăваттăшĕ аманнă. Ванькка Никифорова хул айĕпе ыталаса илчĕ те малалла иккĕшĕ пĕрле утрĕç. Ытти сывă хĕрлĕ армеецсем те аманнисене пулăшса пычĕç. Анчах нумаях каяймарĕç, уçланкăрах вырăна тухсанах вĕсене поляксен кавалерийĕ хупăрласа илчĕ. Каллех хӳтĕленсе çапăçма тиврĕ. Пур-çук патрона çур сехетрех персе пĕтерчĕç, тата икĕ салтак пуç хучĕç, çапла майпа поляксене вăхăтлăха çывхартмарĕç. Çапах аманса пĕтнĕ, ырса çитнĕ, патронсăр юлнă хĕрлĕ армеецсем пысăк йышлă тăшмана мĕнех тăвайĕç...
— Большевиксем! Сире пур енчен те хупăрласа илнĕ! Парăнăр! — кăшкăра пуçларĕç лешсем.
— Мĕн тăвăпăр? — пĕр-пĕринпе канашларĕç хĕрлĕ армеецсем. — Патрон пĕтрĕ. Хăшĕсен, ав, штык та çук.
— Мĕнле вăл — «мĕн тăвăпăр?» — хăтăрса тăкрĕ вĕсене Никифоров. — Тăшманпа мĕн май пур таран çапăçмалла, çавăнпа салтак теççĕ пире.
Çапăçу чарăннă самантпа усă курса, Ванькка батальон командирĕн урине çыхса ячĕ. Унтан, кăшт шухăшласан, вилнĕ хĕрлĕ армеец тумтирне хыврĕ те Никифорова çипуç улăштарма сĕнчĕ.
— Мĕншĕн? — ăнланмарĕ лешĕ.
— Каярах мĕн пуласса кам пĕлет. Капла эс командир иккенни палăрмĕ...
Çапла, кунашкал лару-тăрура асăрханни пăсмасть, Давидăн Ванькка сĕнĕвĕпе ирĕксĕрех килĕшме тиврĕ. Телегин унăн патронсăр наганне айккинелле ывăтрĕ, улăштарнă тумтирне, тăшман вĕсен чеелĕхне тавçăрса ан илтĕр тесе, вилнĕ салтака тăхăнтартрĕ.
Поляксем хĕрлĕ армеецсен патрон пĕтсе çитнине ăнланчĕç пулас, пур енчен те атакăна çĕкленчĕç. Пĕчĕк ушкăн юлашки вăй юлмиччен хирĕç тăчĕ, анчах çĕнтереймерĕ. Тата икĕ çын пуç хучĕ, ыттисем тыткăна лекрĕç.
Тепĕр тăватă кунтан тыткăнрисен колоннине Тернополь хулине илсе çитерчĕç, чӳрече-алăка ватса-çĕмĕрсе пĕтернĕ казармăна хупрĕç. Сывлăх тĕлĕшпе ахаль те хавшаса çитнĕ Давид казармăра çил вылянине пула чирлемеллипех чирлесе кайрĕ. Халĕ ăна эмел кăна мар, лайăх апат та питĕ кирлĕччĕ. Анчах ăçта-ши вĕсем... Çав вăхăтрах кашни кун ĕçе илсе туха пуçларĕç: е чугун çул станцине шăлса тасаттараççĕ, е пекарньăра шыв йăттараççĕ, вутă татса çуртараççĕ... Пĕррехинче вĕсене лаша урапипех ут картинчи тислĕке уя кăларма хушрĕç. Ваньккасем, пĕр батальонран юлнă сакăр çын, хăйсем пĕр лав йышăнчĕç. Давид, хавшасах пыраканскер, путлĕн ĕçлеймерĕ, ют çынсемпе пĕр турта хушшине лекес-тĕк, тем тăватчĕç ĕнтĕ ăна. Капла вара сăмах-юмах пулмарĕ, Ваньккапа юлташĕсем, ыттисенчен юлас мар тесе, пĕтĕм вăйран тăрăшрĕç.
Çанталăкĕ вара — пĕтĕм тĕнчене темле хăватлă кăмакапа хĕртеççĕ тейĕн. Тупата, кун пек шăрăха чăвашра нихăçан курман пулĕ. Мĕн калăн, август уйăхĕ пырать...
Ăшша пиçнĕскерсене кăнтăрла кăштах канма ирĕк пачĕç. Пурте урапана ăçта тăратнă çавăнта, пуçа ун хӳттипе чиксе, тăсăлса выртрĕç. Ванькка кăна, Давид ыратнипе питне пĕркелентерсе асапланнине кура, ăна мĕнпе те пулин пулăшма пулчĕ. Йĕри-тавралла пăхкаланă май ут витисенчен аллă-утмăл утăмра офицерсен столовăйĕ пуррине асăрхарĕ. Ун пуçĕнче самантрах шухăш çуралчĕ: енчен столовăйра çиекенсенчен çăкăр е ытти çимĕç ыйтса пăхсан? Давид валли. Лайăх апат кирлĕ ăна, унсăрăн сывалса вăй илме мар, вуçех хĕне кайма пултарать.
— Çавăнта кайса килме юрать-и? — ыйтрĕ Ванькка конвоиртан, аллине столовăй енне тăсса. — Çăкăр ыйтса пăхас тетĕп.
Конвоир, хытанка питлĕ, шăнăрлă пысăк алăллă лăп-лапрах салтак, ахăртнех, хресчен çемйинчен тухнăскер, тем шухăшларĕ те килĕшсе пуçне сулчĕ:
— Уттар. Тулĕк куçран ан çухал...
Ара, мĕн хăрамалли унăн, тыткăнри çын çӳллĕ хӳмеллĕ картишрен пурпĕр тараяс çук.
Ванькка çипуçне тасаткаларĕ, шыв пички патне пырса çăвăнчĕ, унтан столовăй еннелле утрĕ. Кухня умĕнчи вăрăм сĕтел хушшинче темиçе офицер апат çисе ларатчĕ. Ванькка, мĕн пулать те мĕн килет тесе, хĕрринчи хорунжий патне пычĕ те:
— Офицер пан, каçарăр та, чирлĕ çын валли пĕр татăк çăкăр памăр-ши? — терĕ.
— Халех паратăп, — шăл витĕр сăрхăнтарчĕ хорунжий, унтан тăчĕ те Ваньккана питĕнчен çупа-çупа ячĕ. — Халĕ кай, большевиксен сысни, ĕçле!
Сĕтел хушшинче ларакан ытти офицерсем ахăрса ячĕç, хăйсен чĕлхипе тем калаçрĕç. Ваньккан куçĕ хуралса килчĕ. Хăй пĕччен кăна пулсан, тупата, халь вăл хорунжий çине кашкăр пек сиксе ӳкмелле, туласа тăкмалла. Анчах, мĕн тăвăн, унăн Давида ура çине тăратмалла, ăна пулăшăп тесе вăл тахçан Улькана сăмах панă...
— Спаççип сире, офицер пан, — шăл витĕр сăрхăнтарчĕ вăл та, унтан пăрăнса утрĕ, урапа патне çитсен, юлташĕсем хушшине нимĕн шарламасăр кĕрсе выртрĕ.
— Ну, мĕн, çăкăр пачĕç-и? — вырăс сăмахĕсене пăтраштаркалать пулин те, ăнланмаллах ыйтрĕ конвоир. Паллах, вăл Ваньккана куçран вĕçертмесĕр пăхса тăнă.
— Пачĕç, — терĕ В анькка кĕскен.
— Тупнă камран ыйтмаллине, — хаш! сывларĕ конвоир. — Çынпа пулăшма пĕлес-тĕк, пан пулма пăрахĕччĕç вĕсем, пире те большевиксемпе пустуй çапăçтармĕччĕç... Мĕн, çав тери выçса çитрĕн-им? Ыттисем тӳсеççĕ-çке.
Ванькка конвоира сăнарĕ. Çынни ытахальтен ыйтмасть пек туйăнать, мăшкăлламасть, тыткăна лекнисене чăнласах хĕрхенет пулас.
— Пĕлетĕн-и, салтак пан... — аптранă енне унран пулăшу ыйтма шут тытрĕ Ванькка. Ара, урăх май çукчĕ ĕнтĕ.
— Пан мар эпĕ, — тӳрлетрĕ ăна конвоир.
— Вăт, юлташ, эппин... Пирĕн кунта пĕри аманнă, çитменнине, чирлерĕ...
— Ăнлантăм, — пуçне сулчĕ конвоир. — Эпĕ эс хăвăн хырăмушăн кастарса çӳрет тесе... Эппин, итле. Эпĕ йăпăртлăха конюхсен пӳлĕмне кĕрсе тухам, эсир шăпăртах выртăр. Унта аптечка пулма кирлĕ. Уйра юлташăрăн суранне тасатса çыхса ярăр...
Конвоир, чăнах та, бинт тĕркипе йод илсе тухрĕ, унталла-кунталла пăхса илчĕ те, офицерсем çуккине курса ĕненсен, япаласене Ваньккана тыттарчĕ.
Апат хыççăн каллех уя ĕçлеме тухсан, конвоир Телегинсене тулли урапана айккинерех илсе кайса тăктарчĕ, унта фляжкине пиçиххинчен вĕçертрĕ те Ваньккана пачĕ:
— Пирвай суранне çуса тасатăр, унтан тин çыхса ярăр...
Ваньккапа хĕрлĕ армеецсем çапла турĕç те. Давид суранне йодпа сĕрсе, таса бинтпа çыхрĕç. Унтан конвоир панă çăкăр таткине çитерчĕç.
Паллах, пĕр чĕл çăкăр çинипех çынни сывалса çитес çук, ни вăй илес çук темелле. Çапах хĕрлĕ армеецсем çак татăкшăн та поляк конвоира тав турĕç. Çак ĕç темле халлĕхе ăнланмалла мар шанăç кӳчĕ вĕсене...
Пурăнăç нушаллă пулин те, вăхăчĕ хăй еккипех иртет. Кĕр те çитрĕ, пурăнсан-пурăнсан, пирвайхи юр та çуса кăтартрĕ. Кунта вăл чăваш тăрăхĕнчинчен чылай каярах ӳкет. Эппин, Экеçре хальччен урамсене кĕрт те хĕве-хĕве кайнă ĕнтĕ. Хĕл Мучи пĕренесене шартлаттарса çура-çура та кăтартрĕ пулĕ. Кунта хĕл аплах сивĕ мар, анчах чылай нӳрĕрех. Те çавăнпа, те йывăр ĕçе тӳсейменнипе, те тата сахăр тиеме пăрахнă хыççăн пурнăç каллех япăхланнипе, тыткăнри салтаксем чирле пуçларĕç. Юрать-ха çак вăхăтра Тернополе Хĕрлĕ Хĕрес обществин ют çĕршыв представителĕсем килсе тухрĕç. Вĕсем тыткăнри салтаксем мĕнле пурăннине кунĕпех пăхса çӳрерĕç. Çакă пулăшрĕ пулинех, хайхи грузчикра ĕçленĕ хĕрлĕ армеецсене пурне те Злочев хулине илсе кайрĕç, пĕр уйăх ĕçе илсе тухмасăр сиплерĕç. Уколсем, эмелсем пачĕç. Апат палăрмаллах лайăхланчĕ. Сывалса çитес умĕн тата пурне те кивĕ шинель, çĕлĕк, алса тăхăнтарчĕç.
Вара вăтăр çынран тăракан çак командăна, темшĕн-çке, каялла Тернополе мар, Санок-Перемышль станцине, тĕрĕсрех каласан, ун çумĕнчи хăма çуракан завода — ăна кунта тартак теççĕ — илсе кайрĕç. Ĕç унчченхи станциринчен кая та, çăмăл та марччĕ: вăрман касмаллаччĕ, турттарса кăлармаллаччĕ, вакун çине хăма, вĕрлĕк тиемеллеччĕ. Канмалли кунсенче те ĕçлеттерчĕç те, сипленĕ чухнехи шайпах çитерчĕç пулин те, апат çитми пулчĕ. Вăрман касасси пульницари койка çинче выртасси мар çав, вăй нумай пĕтерет. Баракĕнче тата çав тери сивĕ. Унччен вăл темле склад пулнă та, пĕртен-пĕр кăмакана ирпе каç хутсан та, ăшă тытăнмасть.
Пĕррехинче Никифоров хăйĕн батальонĕнчи салтаксене — кунта вĕсем тăваттăн лекнĕччĕ — пухрĕ.
— Ака мĕн, туссем, — терĕ шăппăн. — Пирĕннисем поляксене хăвăртах çĕнтерĕç те пире ирĕке кăларĕç тесеттĕм эпĕ. Ĕç-пуç аплах пулса тухмарĕ... Эпĕ илтнĕ тăрăх, пирĕн çĕршыв буржуалла Польшăпа вăхăтлăх килĕшӳ тунă иккен, çапăçма чарăннă. Çапла вара çывăх вăхăтра пире Хĕрлĕ Çар килсе ирĕке кăларасса шанма çук... Пĕр сăмахпа, мĕнле шутлатăр, юлташсем, тыткăнра ытла нумай пурăнмастпăр-и эпир? Польша буржуйĕсене мул ытлашшипех те пухса памастпăр-и? Çирĕм пĕрремĕш çула кĕрсе кайрăмăр вĕт, э...
Шухăшсем
Your website, chuvash...
Пĕтĕм пурнăç çак сăвăра теме пулать...
Питĕ килĕшрĕ...
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...