Синкер :: Виҫҫӗмӗш сыпӑк
— Тĕрĕс калан, командир юлташ!
— Паян тесен паян тарма хатĕр эпир!
— Çул пĕлменни кăна чăрмантарать, — хавасланса калаçрĕç хĕрлĕ армеецсем.
— Эппин, пурте килĕшрĕмĕр: тарма хатĕрленетпĕр, — татăклăн каларĕ Никифоров. — Анчах ку вăл паян-ыран тумалли ĕç мар. Шухăша пурнăçлама çăмăлах пулас çук. Ман шутпа, хамăрăннисенчен чылай аякра халь эпир. Эппин, пирĕн пирвай Хĕрлĕ Çар ăçта тăнине тĕп-тĕрĕс пĕлмелле, унта еплерех çитмелли çула палăртмалла. Кайран мĕн тумаллине куç курĕ...
Халлĕхе уççăн темех палăртаймарĕç пулин те, тыткăнри салтаксен кăмăл çĕкленчĕ. Вĕсене умра темле çутă шанчăк пур пек туйăнчĕ, ун патне çитмелли майсемпе меслетсене кăна тупмалла...
Христиансен мункунĕ çитсен, пĕтĕм команда ячĕпе, Никифоров хăйсене хураллакансен аслинчен тыткăнри салтаксене çывăхри пĕр-пĕр православи чиркĕвне илсе кайма ыйтрĕ. Жандарм офицерĕ завод хуçипе канашласа пăхрĕ те ирĕк пачĕ. Вара пурте пилĕк çухрăмра пурăнакан Карпат леш енчи украинецсен ялне уттарчĕç. Чиркĕве кĕресси, чăн та, пулаймарĕ. Конвойлаканнисем вăл костел пекех ĕçлет тенĕ-ши, тыткăнри салтаксене яла каçпа кăна илсе кайрĕç, анчах вĕсем çитнĕ тĕле каçхи кĕлĕ вĕçленнĕччĕ ĕнтĕ.
— Конвоир пансем, йăлана кĕнĕ йĕркепе, христиансем мункунра пурте пĕр-пĕрин патне çӳреççĕ, пĕр-пĕрне тутлă апат-çимĕçпе сăйлаççĕ. Тен, кĕлле ĕлкĕреймен вырăнне, пире килĕрен çӳреме ирĕк паратăр? — ыйтрĕ Никифоров, тем шут тытнăскер.
Аслă конвоир кăштах иккĕленсе тăчĕ те:
— Пурне те, паллах, ирĕк параймастпăр, — терĕ. — Эсир нумаййăн, саланса пĕтсен, кайран пуçтар-ха сире. Пĕр виçĕ мăшăра çӳретме пултаратпăр. Ан пăшăрханăр, вĕсем çимĕç пурин валли те çителĕклех пухĕç.
Çапла çӳресен-çӳресен, тыткăнри салтаксем чылай çимĕç пухса таврăнчĕç. Çăмартана, кукăль-пӳремече пурне те валеçсе çирĕç. Кулача вара Никифоров никама та партармарĕ, чĕллĕн-чĕллĕн касса, барак маччи çине сарса хуртарчĕ. Тепĕр эрнерен хайхи пĕр хутаç сухари хатĕр пулчĕ. Командир хушнипе ыттисем те çула пикенсех хатĕрленчĕç. Майоров хăйне локомобиль юсама хушнипе усă курчĕ. Вăл, таçтан хуçăк çава татăкĕ тупса, тăватă пекĕ турĕ, пурне те хăйраса çивĕчлетрĕ. Çармăс салтак икĕ курупкă шăрпăк хатĕрлерĕ. Ванькка, вăрманта каннă самантсенче кăмпа пухма тесе, пĕр конвоиртан кивĕ салтак кутамкки ыйтса илчĕ... Çапла ушкăн тарма хатĕрленсе çитрĕ, меллĕ самант тупăнасса кĕтрĕ.
Май уйăхĕн вĕçĕнчи шăматкун каç хĕрлĕ армеецсене вăрмантан барака илсе таврăнсан, жандарм офицерĕ конвоирсене хăй чĕлхипе тем хытарсах каларĕ те, — лайăхрах сыхлама хушрĕ тем, урăх мĕн пултăр, — тăрантас çине ларсах таçта тухса кайрĕ. Хурал салтакĕсем ăна тимлĕ итлерĕç пулин те, каçпа пĕрин хыççăн тепри таçта кая-кая çухалчĕç. Пурте çамрăкчĕ çав, çитменнине вĕсем, хĕрлисем кунтан ытла аякрине пĕлекенскерсем, тыткăнри çынсем тарма пултараççĕ тесе шутламастчĕç курăнать.
— Командир, кунтан лайăхрах самант урăх тупăнаяс çук, — Никифоров патне пырса, хĕрӳллĕн каларĕ çармăс салтак. — Кĕçĕр тармаллах пирĕн. Вырсарни пулнă май, эпир çуккине, тен, ыран та тӳрех асăрхамĕç.
— Хам та çаплах шутланăччĕ, — килĕшрĕ Давид. — Хатĕрленĕр. Пирĕнпе пырас текенсем тата пуррипе çуккине ыйткаласа пĕлтĕр-и?
— Тарас кăмăллисем тата иккĕн пур, — пĕлтерчĕ салтак. — Ыттисем хамăрăннисем патне çитессе ĕненмеççĕ. Чăн та, пуринчен те ыйтса тухаймарăм, хам шанаканнисемпе кăна калаçрăм...
— Юрать. Эппин, кала вĕсене, тĕттĕмленсен тухатпăр, — хушрĕ Никифоров.
Вăхăт çитсен, поляксен хурала юлнă пĕртен-пĕр салтакĕ, винтовкине кăкăр умĕнче тытса, пурне те строя тăратса тĕрĕслерĕ те çывăрма выртмашкăн хушрĕ, барака питĕрсе илсе, караул çуртне кайрĕ.
— Унăн винтовкине туртса илер мар-и? — сĕнчĕ çармăс салтак. — Тен, караул пӳртĕнчи хĕçпăшал пӳлĕмне те уçăпăр?
— Ун пек тăвас-тăк, часовойне вĕлерме тивет, — асăрхаттарчĕ Ванькка. — Пирĕн вара шав çĕклеме юрамасть. Çул вăрăм, хамăрăннисем патне те çитейĕпĕр. Тытсан, поляк салтакне вĕлернĕ тесе, хамăра та персе пăрахĕç, кунта юлакан юлташсене те хĕн кăтартĕç. Ахаль çеç тарсан, ĕç ăнмасан та чĕрех юласса шанма пулать.
Ун шухăшĕпе ыттисем те килĕшрĕç.
Тĕттĕмленсен, хытанка Ванькка чӳрече рамине шăппăн кăларчĕ те картишне тухрĕ, алăк патне пырса, çăрана унчченех хатĕрленĕ уçăпа уçрĕ. Пурте шăппăн тухрĕç те алăка каллех питĕрсе илчĕç. Завод картишĕнчен иртсе, станци урлă каçрĕç, унтан тӳрех мăн çул çине ӳкрĕç те малалла талпăнчĕç.
Эрнерен апат пĕтсе çитрĕ. Пĕр хутаç сухари ултă вăйпитти арçыншăн мĕнех ĕнтĕ. Çитменнине, вăл та çумăрпа исленсе пĕтнĕччĕ те, перекетлĕ тыткалам а май килмерĕ... Таркăнсем пурпĕр тата икĕ кун малаллах талпăнчĕç, вăрман хĕррине çитрĕç те, каçчен уя тухас мар тесе, выртса канчĕç. Хĕвел ансан, çулсăр-мĕнсĕрех таплаттарчĕç. Таврана сĕм çапнă вăхăталла темле тулли те хытă юхакан шыв хĕррине çитсе тухрĕç. Сарлакăшĕ пĕр вăтăр хăлаç кăна та, юххин хăвăртлăхĕ ытла пысăк-çке. Пурин те вăй пĕтнĕ, çармăс каччи ишме те пĕлмест, иçмасса...
— Мĕн тăвăпăр? — ыйтрĕ Никифоров Телегинран.
Ентешĕ пурнăç тĕлĕшпе самай тавçăруллине пĕлекенскер, вăл унпа час-часах канашлать.
Ванькка йĕри-тавра пăхкаларĕ. Сулă тăвас — вăрман чылай аякка юлчĕ. Ку енче урăх нимех те курăнмасть, унталла та, кунталла та тăршшĕпех çаран. Юханшыв тепĕр енче, хирĕçри çыранра, ут кĕтĕвĕ çӳрет. Кĕтӳçĕсем кăвайт чĕртнĕ те ун тавра хĕвĕшеççĕ. Ачасем пулас, тĕнчери пур ачасем пекех, ирĕкре каçса кайса выляççĕ, алхасаççĕ. Леререх, çухрăм çурăра, самай пысăк ял курăнать. Ун çумĕнчех — пысăках мар раща. Эх, халех çавăнта çитсе выртсанччĕ те çав!
— Тен, епле те пулин каçса кайăпăр, — терĕ Ванькка шухăшласан-шухăшласан. — Анчах пирĕн тăватă пекĕрен сахалтан виççĕшĕнпе сывпуллашма тивет.
— Мĕншĕн? — ăнланмарĕ Майоров.
— Выртмари ачасенчен хамăра лашапа илсе каçарма ыйтăпăр. Анчах вĕсем палламан çынсем патне так ахаль каçас çук. Çитменнине, йышлăн эпир, ача куçĕпе пăхсан, пиртен кăштах шикленмелле. Пекĕпе илĕртсен кăна. Урăхран пирĕн ни укçа, ни путлĕ япала çук. Ну, украинла кам маçтăртарах, калаçăр. Икĕ çынна илсе каçнăшăн — пĕр пĕкĕ тейĕр.
Майоров, хăй вырăс пулнă май, тыткăнра украинла та, полякла та нумай сăмах вĕреннĕччĕ ĕнтĕ. Чĕлхисем пĕр йăхран тет-и... Тепĕр тесен, Никифоров та Майоровран кая калаçмасть кунти халăхсен чĕлхисемпе. Ку ĕнтĕ вăл та вырăсла лайăх пĕлнĕрен пулĕ.
— Эй, ачасем, асли хăшĕ сирĕн? Кунта, çыран хĕррине килтĕр-ха! — кăшкăрчĕ Майоров, украинла калаçма тăрăшса.
Тин кăна хĕвĕшекен ачасем шăпăрт пулчĕç, пĕр самант хытса тăчĕç. Ара, алхаснă май, çывăха ют çынсем килсе тăнине асăрхаман та вĕсем. Кĕтмен япала вара яланах иккĕлентерет, шиклентерет.
— Ан хăрăр, эпир никама та тивес çук! — ӳкĕтлерĕ Никифоров та.
Ачасенчен пĕри, вунтăваттă-вунпиллĕксенчи, ыттисенчен пысăкрахскер, маларах тухрĕ.
— Эпир ахаль те хăрамастпăр! — кăшкăрчĕ вăл мăнкамăллăн, унтан хуллен çыран хĕррине пырса тăчĕ.
Майоровпа Никифоров хăйсем мĕн ыйтнине ăнлантарчĕç, кĕсъерен пекĕ кăларса кăтартрĕç.
— Çав тери çивĕч, аçу пур-тăк, унпа бритва вырăнне сухал хырма пултарать, — мухтарĕ Майоровĕ хăй ăсталанă япалана.
Юлашкинчен ача тӳсеймерĕ, виçĕ пекĕшĕн пулăшма пулчĕ, кăвайт умĕнчи тусĕсем патне таврăнса, тем каларĕ. Часах вĕсем виççĕн икшер лашапа ку енне каçрĕç. Çапла вара, лашасене утланса, тепĕртакран пурте леш енне чиперех каçса ӳкрĕç.
Хĕрлĕ армеецсем ачасене тав турĕç те çулпа ял еннелле васкарĕç.
— Эй, панове! — сасартăк кăшкăрчĕ вĕсене выртма ачисенчен пĕри. — Пирĕн ялта кĕçĕр полици нумай, Гуцульский пан парăм татайман хресченсене тăн кĕртесшĕн тет.
Темшĕн калама шут тытрĕ вăл кун çинчен — кам пĕлет, анчах таркăнсене хăрушлăх пирки питĕ вăхăтра систерчĕ. Эх, çак хыпара юханшыв урлă каçичченех пĕлсенччĕ! Анчах халь тин мĕн тăвăн. Пурте ура ирттерейми ывăнса çитнĕ ĕнтĕ, хырăм тирĕ те çурăм шăммипе çыпçăнса ларнă пулĕ...
Юлашки вăя пухса, таркăнсем çулран пăрăнчĕç те пирвай — улăхпа, ял çывăхнерех — тулă пуссипе утрĕç, хӳтлĕх шыраса, сылтăмри ращана çул тытрĕç. Çитрĕç те — шалт тĕлĕнчĕç. Аякран вăрман пек курăнакан тĕксĕм тăрăх пачах та раща мар иккен. Ахăртнех, леш Гуцульский пан текен помещик сачĕ ку. Чăн та, самай пысăкскер, улма-çырла кăна мар, ытти йывăçсем те йышлă кунта. Анчах ниçта пытанма çук: вĕсене урамăн-урамăн лартса тухнă, хушшисемпе утса çӳремелли сукмаксем унталла та кунталла тăсăлаççĕ. Пĕр икçĕр хăлаçра ларакан икĕ хутлă çурт çутисем сад хĕрринченех курăнаççĕ. Çитменнине, уйăх тулли, таврана вăйлах çутатать.
— Халех пăрахса каймалла кунтан, — терĕ Майоров. — Ирхине пахчаçăсем тухĕç те... Ялта, ав, полици тет.
— Ăçта каймалла? — килĕшмерĕ çармăс салтак. — Тепĕр ял ăçтине эс пĕлетне? Ута-ута, ура туйми пулчĕ ĕнтĕ, пĕр пĕрчĕ вăй юлмарĕ.
— Камран та пулин çул ыйтăпăр та...
— Çул ыйтас-тăк, каллех çын куçĕ умне тухмалла, — килĕшмерĕç ыттисем. — Ку тĕлĕшпе халиччен ăнса пычĕ те-ха, ялан апла пулас çук. Полици пур ялта теветкелленме кирлĕ мар.
Çапла шăппăн тавлашкаланă май таркăнсем карта хĕррипе сад вĕçнерех утрĕç. Çак самантра помещик çурчĕ енчен хĕрарăмсем кула-кула калаçни, йытă сассисем илтĕнчĕç. Ахăртнех, такамсем çывăрас умĕн уçăлма тухнă...
— Карта урлă сикĕр! — хушрĕ Никифоров. — Ку анчăксем пире сиссен — пĕтрĕмĕр.
Пĕр пĕрчĕ вăй юлмарĕ текен çармăсăн ăçтан тупăнчĕ хăвачĕ — икĕ аршăн çӳллĕш карта урлă вăшт çеç каçса кайрĕ, пуринчен тĕреклĕрехскер, леш енче ыттисене тыта-тыта антарчĕ. Йытăсем вĕсене чăнахах сисрĕç ĕнтĕ, юлхавлăн хăр-хар тукаласа, карта патнелле ыткăнчĕç. Таркăнсен ăçта пытанас? Тăватă ураллисем халĕ вĕсене карта урлă нимĕн те тăваймĕç-ха, вĕсем хыççăн килекен икĕ ураллисем шăв-шав çĕклесен — пĕтрĕ пуç вара!
Никифоров унталла-кунталла пăхса илчĕ. Вĕсем улпутпа юнашарти хресчен хуçалăхне лекнĕ пулас, инçех те мар хуралтăсем курăнаççĕ. Пĕрин умĕнче улăм купи ларать.
— Пурте купана чăмăр! — хушрĕ Никифоров.
Хĕрлĕ армеецсем мĕнпур вăя пухса чупрĕç те куна леш енне кайса ларчĕç. Улпут майри йытă мар, чупса çӳрес çук, çавăнпа леш хĕрарăмсем, карта патне çаплах çитейменскерсем, вĕсене курса ĕлкĕреймерĕç, анчах халĕ тата, ютсене сиссе, хресчен анчăкĕ çинçе сассипе каçса кайсах левле пуçларĕ. Кĕçех пӳрт алăкĕ, каярах — хыçалти хапха калинкки чĕриклетни илтĕнчĕ, уйăх çутинче сенĕк тытнă арçын курăнса кайрĕ.
— Кам унта?! — кăшкăрчĕ вăл, çавăнтах улăм купи çумне йăпшăннă çынсене асăрхарĕ: — Мĕн кирлĕ сире? Халех полицие чĕнеп!
Ним тума çук, хуравлам ах тиврĕ. Кун пек чухне суйнинчен усси пулмĕ. Ĕнентереймесен шăв-шав пушшех çĕкленĕ...
— Ырă пан, — терĕ вара Никифоров, — пытармасăр тӳррине калатпăр: хурахсем мар эпир, тыткăна лекнĕ çар çыннисем. Пăртак канса илес тесеччĕ.
Хресченĕ тавçăруллăскер пулчĕ курăнать, тыткăпа лекнĕ салтаксем тарма тухнине тӳрех ăнланчĕ. Тепĕр тесен, епле ăнланмăн, çак айсарăмлăх улăм купи кутне конвойпа килсе яман ĕнтĕ вĕсене...
— Пӳрте кĕрĕр, — терĕ вăл, таркăнсем йышли е йышлă маррине ыйтмасăрах. — Эсир кунта ларас-тăк, ман йытă вĕрме чарăнмĕ, хамăра та тăнран кăларĕ, кӳршĕсене те пăлхатĕ... Атьăр, атьăр, эп сире сутас çук.
Чăн сăмахăн суйи çук, унпа килĕшмех тиврĕ.
Килтисене шуйхатас мар тесе-ши, хуçа кĕтмен ханасене пӳрте кĕртмерĕ, сарай çумĕнчи çулла пурăнма тунă хăма çурта ертсе кайрĕ. Чӳрече каррисене карса, тăрпасăр лампа çутрĕ, часах тĕп пӳртĕнчен çăкăр, сыр, нӳхрепрен сĕт илсе килчĕ.
— Анăçсăр вăхăтра лекрĕр эсир кунта, — хаш! сывларĕ хуçа, выçса çитнĕ таркăнсене апат хура-хура панă май. — Паян яла полици кĕтĕвĕпех килсе çитрĕ.
— Такама шыраççĕ-и? — сисчĕвленчĕ Никифоров. Паçăр выртмари кĕтӳçсем темле Гуцульский пан тарăхăвĕ пирки каларĕç те-ха, ача-пăча сăмахне ăçтан ĕненсе пĕтерĕн.
Хуçа ăна куçран чăрр пăхрĕ, лăплантарчĕ:
— Çу-ук, сире шырамаççĕ вĕсем. Гуцульский пана пирĕн çĕре, япаласене туртса илсе параççĕ. Çавăн пек улпут пурăнать кунта, шăпах манпа юнашарта, пĕтме маннăскер.
— Мĕнле вăл — «туртса илсе параççĕ»? — ăнланмарĕ Ванькка. — Эсир унччен ун çĕрне валеçнĕ-им?
— Çу-ук, — алă сулчĕ хуçа, унтан каласа пачĕ: — Кам мĕнле парăма кĕнĕ — ман ĕç мар. Хам эпĕ пилĕк çул каяллах-ха лаша туянма унран кивçен укçа илнĕччĕ, кайран тата, виçĕмçул, вăрлăх çитмерĕ те пилĕк пăт тулă ыйтма тиврĕ. Уншăн çемйипех мĕн чухлĕ ĕçлерĕмĕр-ши помещик уйĕнче. Управляющийĕ пĕлтĕр хăй каларĕ: «Ну, Сашко, сан парăму татăлчĕ, ним хуйхăсăр пурăн», — терĕ. Кайран вăл таçта куçса кайрĕ, ун вырăнне Германирен килнĕ нимĕç ĕçлеме тытăнчĕ. Çавскер эрне каялла ман пеккисене вуникĕ çынна пухрĕ те калать: «Эсир, хисеплĕ пансем, парăма хăçан тататăр? — тет. — Процентсем нумай ӳссе кайнă сирĕн. Пирĕн улпут вăхăтлăха финанс тĕлĕшпе йывăрлăха кĕрсе ӳкнĕ, çавăнпа пĕр эрне хушшинче тӳлесе татма ыйтатăп...» Çав процентсене пула ман татăлнă парăм чакманпа пĕрех иккен... Паллах, пиртен нумайăшĕ пĕр эрнерех ун чухлĕ укçа тупаймарĕ. Халĕ, ав, пирĕн çĕрсене çав парăмсемшĕн туртса илесшĕн. Мĕн тăвăн вăя хирĕç...
Таркăнсем чиперех çĕр каçрĕç. Хуçа, хăйĕн нуши пысăккине пăхмасăр, ирхине те вĕсене манмарĕ, апат çитерсе хăварчĕ.
— Полици кайиччен сирĕн тухма юрамасть пуль, — асăрхаттарчĕ хăй. — Вĕсем, уйра çĕр пăхса çӳренĕ май, эсир ялтан тухнине тӳрех асăрхĕç.
Анчах уйра ĕç-пуç парăмлă хресченсем шутланă пек пулса пыман курăнать. Хуçа кайнăранпа виçĕ сехет те иртмерĕ — вăл килне каялла... икĕ полицейскипе пĕрле питĕ шавлăн персе çитрĕ.
«Нивушлĕ пире тыттарасшăн?» — сехĕрленчĕç таркăнсем.
Хуçапа полицейскисем ĕрлешнине тăнларĕç те, вĕсен тавлашăвĕнчен çакă паллă пулчĕ: хресченсем хирĕç тăнине шута хурса-ши е урăх сăлтавпа, улпут çĕре туртса илесех тесе çине тăман-мĕн, ун вырăнне, парăма татмалăх тесе, кивçене кĕнисен япалисене пуçтарса илме, кайран аукционра сутма хушнă. Ку полицейскисем шăпах ĕнтĕ сутма юрăхлă япала пухса çӳреççĕ.
— Ачасем, полицейскисем кунта çитиччен пирĕн тухса тармалла, — хушрĕ Никифоров. — Вĕсем, ухтарнă май, çак пӳрте те кĕрсе пăхаççех.
Лешсем сарайне урапа-çуна пăхма кĕрсен, хĕрлĕ армеецсем хăвăрт кăна хăма пӳртрен тухрĕç те, улăм купинче пытанас тесе, хыçалти калинккерен пахчана вĕçтерчĕç. Пурте йĕркеллех иртетчĕ-и те, ухмах йытă таркăнсене каллех вĕре пуçларĕ.
— Мĕн унта? — картишне тухса пăхрĕ пĕр полицейскийĕ. — Калинкке шалтлатрĕ... Кайса тĕрĕсле-ха, — хушрĕ çавăнтах хăйĕнчен кĕçĕнрех юлташне.
Тепĕр полицейскийĕ калинккене уçса пăхрĕ те... хапха çумне лăпчăннă çынсене курах кайрĕ.
— Эй-йо-о! — тĕлĕннипе çăварне карса пăрахрĕ вăл, аллине капурĕ патне тăсрĕ. Анчах уçса ĕлкĕреймерĕ, вăйлă çармăс ăна хулпуççинчен пĕррех туртрĕ те, полицейски пахчана вĕçсе тухса ӳкрĕ. Ыттисем те аптăраса тăмарĕç: Никифоров унăн револьверне кăларса илчĕ, Ваньккапа Майоров портупейне салтса аллисене çыхса лартрĕç, пĕри çăварне карттуспа пăкăларĕ, тепри уринчен тытрĕ...
— Мĕн мĕшĕлтетен эс унта? — тарăхрĕ пĕрремĕш полицейски. — Ĕçе хăвăртрах вĕçлес пулать. Капла эпир киле каçчен те таврăнаймăпăр.
Юлташĕ çав-çавах шарламаннине кура, вăл та уçă калинкке патне пычĕ. Унччен те пулмарĕ — ун умне Никифоров тухса тăчĕ.
Шухăшсем
Your website, chuvash...
Пĕтĕм пурнăç çак сăвăра теме пулать...
Питĕ килĕшрĕ...
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...