Синкер :: Виҫҫӗмӗш сыпӑк
Çапла малалла пĕр-икĕ çухрăм чиперех чупрĕç. Ĕнтĕ умра вăрман та çуталса пычĕ, тепĕртакран хĕрлĕ армеецсем ун хĕррине çитсе тухрĕç. Халĕ мĕн тум алла ĕнтĕ? Тĕттĕмленме тытăниччен вăхăт нумай-ха. Çав вăхăтрах хыçран та поляксем персе çитме пултараççĕ...
Урăх шухăшласа тăма май килмерĕ, поляксем килсе çитни пăшал пенинченех палăрчĕ, унтан куçа та курăнчĕ. Пĕр çĕре пухăннă пулас та, самаях йышлă, вĕсене хирĕç тăрасси çинчен шухăшлама та кирлĕ мар.
Умра тырă пуссисем саплăкăн-саплăкăн тăсăлаççĕ. Унта тарса пытансан кăна... Юлашки вăя пухса, хĕрлĕ армеецсем уялла чупрĕç. Хыçран тăтăшрах пеме тытăнчĕç. Акă, çармăс салтак тăрăнса анчĕ. Ванькка ун патне çитсе выртрĕ, юлташне хыпашларĕ. Вилмеллех лектернĕ ачана... Унăн аллинчи винтовкăна илсе, Ванькка тăчĕ те, унталла-кунталла пăркаланса, Никифоров патне васкарĕ. Ăна хуса çитме ĕлкĕреймерĕ — Давид та, сулахай аллипе хырăмне тытса, чарăнса тăчĕ, унтан малалла сулăна-сулăна хуллен чупрĕ. Ваньккана сивĕ тар тапса тухрĕ: командира, ентеше, амантрĕç! Вăл, Давида сылтăм енчен ыталаса, малалла талпăнчĕ. Майоровпа тепĕр салтак, чĕркуçленсе персе, хăвалакансене чарма тăрăшаççĕ.
Хресченсен пуссисем, паллă ĕнтĕ, пысăк мар, кашни тĕрлĕ тырă акать тата. Калчасем самаях ӳснĕ, анчах урпапа тулă çӳллĕ мар, вĕсен хушшинче питех пытанаймăн. Аяккарах пулин те, Ванькка аманнă юлташне ыраш пуссинелле сĕтĕрчĕ. Унта çитсен, халран кайнăскерсем, иккĕшĕ те лап! ӳкрĕç. Давид йынăшса ячĕ.
— Ванькка, тусăм, спаççип сана, анчах мана тек ан сĕтĕр, — пӳлĕне-пӳлĕне каларĕ Давид. — Манран тарасси пулас çук, хырăмпа та шăваймастăп ав... Пурăнас çын мар эпĕ...
Майоровпа салтак та чакса килчĕç, калча ăшне кĕрсе выртрĕç. Ванькка, вĕсене пулăшса, поляксене виçĕ хут печĕ, пĕрре те тивретеймерĕ. Алă ывăннă, чĕтрет...
— Эс, командир, тем ан аташ, — терĕ Ванькка. — Сан пурăнас пулать. Сана упратăп тесе, Улькана сăмах панă эпĕ.
— Улькана? Ах, Улька-а...
Давида вăй кĕчĕ тейĕн, вăл хăрах аллипе Ваньккана ыталаса, малалла çирĕм-вăтăр хăлаç шурĕ. Анчах хĕрӳлĕх нумая пымарĕ. Хыçра вара пăшал сасси вăйлансах килчĕ. Патрон перекетлекен Майоровпа юлташĕ хирĕç сайра хутра, лайăх тĕллесе ĕлкĕрнĕ самантсенче кăна печĕç. Çапах поляксем вĕсем патне çывхарма шикленчĕç. Тата миçе патрон юлнă-ши юлташĕсен?
— Майоров! — кăшкăрчĕ Ванькка. — Эсир вĕсене айккинелле илĕртсе кайăр. Командир хытă аманнă, хăвăрт шăваймасть.
Майоровпа тепĕр хĕрлĕ армеец ăна ăнланчĕç, айккинелле пăрăнса, ытти пусăсем урлă тара пуçларĕç. Поляксем халлĕхе вĕсене пĕтĕм ушкăнпах хăваларĕç-ха. Çакăнпа усă курса, Ванькка Никифорова аяккарах илсе кайма тăрăшрĕ. Давид япăхлансах пычĕ, аташма тытăнчĕ.
— Ванькка, — терĕ вăл тăна кĕрсен, — Телегин, приказ итле: пăрахса хăвар мана. Куратăн, манран пурăнасси пулаймасть.
— Çук, пурăнмалла санăн, пурăнмалла! — килĕшмерĕ Ванькка. — Хамăрăннисем патне çитĕпĕр акă, нумай юлмарĕ, унта сывалăн...
— Вăхăта сая ан яр, Ванькка. Ман пурнăç вĕçленчĕ ĕнтĕ. Халь сан пурăнмалла, сан! Тăван çĕршывшăн, Улькашăн, илтетĕн-и, Улькашăн. Санран çывăхрах çын урăх çук унăн... текех...
Давид каллех тăн çухатрĕ. Ванькка ăна малалла сĕтĕрчĕ.
Поляксем таркăнсен ушкăнĕ икке уйрăлнине тавçăрса илчĕç пулас, пĕр отделение яхăн салтак каялла çаврăнчĕ те ыраш пуссине кĕчĕ. Хуçăлса пĕтнĕ хăмăл таркăнсем ăçталла кайнине лайăх кăтартать. Халĕ ĕнтĕ малалла шăвас шухăш мар. Ванькка, аманнă хулпуççи ыратнине пăхмасăр, винтовкăна çĕклерĕ те калча çийĕн курăннă пуç еннелле персе ячĕ.
— Эсĕ мĕншĕн халĕ те тармастăн? — вăйсăррăн кăшкăрчĕ ăна тăна кĕнĕ Давид. — Хăвар мана, илтетĕн-и, пăрахса хăвар!
Ванькка ăна итлемерĕ, тĕллесе, тепре печĕ. Çав самантрах хыçра та револьвер кĕрслетрĕ. Ванькка çаврăнса пăхрĕ те хăй курнине хăй ĕненмерĕ. Турăçăм! Давид пуçран перĕннĕ иккен. Упраса хăвараймарĕ ăна Ванькка...
Халĕ ĕнтĕ мĕн тăвăн... Шухăшласа тăмашкăн ерçӳ çук. Ванькка, умлăн-хыçлăн персе, хăвалакансене çĕре вырттарчĕ те тăрса ниме пăхмасăр чупрĕ. Тепĕртакран каллех çаврăнса печĕ, каллех чупрĕ. Патрон пĕтсе çитсен, винтовкине те, револьверне те пăрахрĕ, каллех чупрĕ... Умра, айлăмра, пысăк ял тăсăлса выртать. Ун патнелле çывхарнăçемĕн варринчи пысăк çурт тăрринче хĕрлĕ пăнчă курăнчĕ. Вăл ӳссе-ӳссе пычĕ, часах çил çинче мăнаçлăн ялкăшса вĕлкĕше пуçларĕ. Хĕрлĕ ялав! Хамăрăннисем!
Унччен те пулмарĕ — ялтан юланутçăсен ушкăнĕ сиксе тухрĕ, Ванькка еннелле вĕçтерчĕ. Поляксем тинех пеме пăрахрĕç, каялла тĕк татнă пек тапса сикрĕç.
Ванькка патне пĕр юланутçи çитсе чарăнчĕ.
— Юлташ , чĕрех-и эс, сывах-и?
— Чĕрех, сывах! — терĕ те Ванькка, тĕшĕрĕлсе анса, чĕркуçленсе ларчĕ, çĕре чăмăрĕпе çапа-çапа, сасăпах йĕрсе ячĕ.
...Поляксем патĕнчен тыткăнран таракансем татах чылай иккен. Çав кунах яла Майоров çитрĕ. Пĕчченех. Тепĕр икĕ кун хушшинче тата виçĕ çын тарса килчĕ. Вара вĕсене пиллĕкĕшне те пĕр лавпа кунтан 90 çухрăмри Шепетовка хулине леçрĕç. Вунпиллĕкшер-çирĕмшер çухрăмран лаша улăштара-улăштара, унта виççĕмĕш кунне çитрĕç. Тыткăнран таракансене пур енчен те кунта илсе килеççĕ иккен, мунча кĕртеççĕ, çĕнĕ çар тумĕ параççĕ, сиплеççĕ... Пĕр утмăл-çитмĕл çынна çитсен, пурне те пуйăс çине лартрĕç те Киевах, тыткăнран тарса тухакансене пухакан пункта, илсе кайрĕç. Унта вара поляксен аллине хăш чаçрен, хăçан, ăçта, мĕнле майпа лекни, ăçта пурăнни, епле тарни çинчен виçшер хут çыртарчĕç те çĕнĕ документсем пачĕç. Çав виçĕ хутран пĕри уеса каять терĕç Ваньккана...
Темиçе кунран хайхи тыткăнран тухнисене суйла пуçларĕç. Аслăраххисене демобилизаци йĕркипе киле ячĕç, 1898 çулта тата каярах çуралнисене каллех хĕсмете ăсатрĕç. Çапла Иван Телегин хальхинче Киевски маршевăй полка лекрĕ.
Çарта пурнăç хăвăрт улшăнать. Кĕçех полка хĕвелтухăçнелле, Мускав çывăхĕнчи Ходинка станцине куçарчĕç. Нумаях та вăхăт иртмерĕ, кунта çамрăксене çар ĕçне вĕренте пуçларĕç. Ванькка пеккисене вара, çар ĕçне ĕнтĕ тахçанах пуçĕнчен пуçласа вĕçне çитиччен пĕлсе çитнисене, батальон командирĕ пĕррехинче ятарласа пухрĕ.
— Платник, столяр ĕçне пĕлекенсем сирĕн хушăра пур-и? — ыйтрĕ вăл. — Казармăсене, ытти çурт-йĕре йĕркене кĕртмелле пирĕн.
Пуртă-пăчкă тытма пĕлмен хресчен пур-и вара. Телегин тесен, вăл, çитменнине, урапа-çуна ăсталакан çын çемйинче ӳснĕ, çавăнпа Урапа Ванькки теççĕ ăна... Юсав командине Телегина чи пирвай çырса хучĕç.
— Шел, — терĕ командир каярах, — ĕç хатĕрĕсем сахал пирĕн. Teн, сиртен Мускавран инçе мар пурăнакансем пур? Вĕсене, Хĕрлĕ Çарта хĕсметре чылайранпа тăнине шута илсе, ĕç хатĕрĕсем илмешкĕн пĕр эрнелĕхе киле яма пултаратпăр...
Çапла Ванькка 1921 çулхи август уйăхĕн варринче, кайма-килме тăватă кун ирттерме тивнипе, тăван Экеçре виçĕ кун пулса курчĕ. Çавăн чухне вăл Давид мĕнле пуç хунине Никифоров учительпе Улькана пĕтĕмпех каласа пачĕ.
Анчах çав калаçусене аса илес те килмест...
...Ĕнтĕ çур çĕр те иртнĕ пулĕ, кунта автан сасси илтĕнмест те, пĕлме çук. Ванькка вара улăм тӳшек çине тумтирпех месерле выртнă та çичĕ çул каялла тыткăна мĕнле лекнине, кайран унтан епле тарнине мĕн астунă таран тĕплĕн аса илме тăрăшать.
Çапла, синкерлĕ вĕçленчĕ унăн тыткăнри пурнăçĕ. Вăл хăйĕн ентешне, юлташне, командирне çăлса хăвараймарĕ, Улькана панă сăмаха тытаймарĕ. Çакăншăн хăйĕнчен ытларах кам асаплантарма пултарĕ ăна? Çавăнпах ĕнтĕ Ванькка халĕ те-ха Ольга М атвеевнăпа куçа-куçăн юлма — çав самантсене мĕн тери кĕтнĕ çĕртех! — хăрать. Çавăнпах ăна хăйĕн юратăвĕ çинчен уççăн, татăклăн каласа уçă, татăклă явап ыйтма ку таранччен хăяймасть. Çапах, тепĕр енчен, тыткăнра ирттернĕ вăхăта Ванькка усăсăр пĕтнĕ тесе шутламасть. Çав тапхăрта вăл, тен, хăйшĕн чи кирлĕ япалана çирĕп ĕненсе çитрĕ: Октябрьти революцие Раççейре кăна мар, ытти çĕршывсенчи хура халăх та ырласа йышăннă; хĕвеланăçĕнчи украинсемпе поляксем те, авă, ăна мухтатчĕç, ӳлĕм хăйсем патĕнче те улшăнусем пуласса шанатчĕç; эппин, революци пуçĕнче тăракан большевиксен партийĕ кăтартакан çул уншăн та, чăваш хресченĕшĕн те, пĕртен-пĕр тĕрĕс çул. Граждан вăрçи хыççăнхи йывăр çулсенче те, нэп пуçлансан та çак ĕненӳ Ваньккана яланах вăй-хал парса тăнă. Çук ĕнтĕ, вăхăтлăх йывăрлăхсем Телегина иккĕлентереймĕç, кирек хăçан та, кирек мĕнле лару-тăрура та вăл Совет влаçĕн çĕнтерĕвĕшĕн вăй-халне, пурнăçне шеллемесĕр кĕрешĕ...
Анчах ун вырăнне, акă, вăл тĕрмере ларать. Мăшкăлран та мăшкăл мар-и вара çакă? Тыткăнра чухне-и, маларах е каярах-и Совет влаçĕ умĕнче мĕнле айăпа кĕнĕ-ши? Çакна Иван Телегин ниепле те ăнланаймасть. Эппин, мĕншĕн тытса хупрĕç ăна?
Шухăшсем
Your website, chuvash...
Пĕтĕм пурнăç çак сăвăра теме пулать...
Питĕ килĕшрĕ...
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...