Çавал сарăлсан :: 1. Хур кайăксем инçе вĕçсен те…


1

Пуйăсран халь çеç аннă Павел самантлăха вырăнтах хытса тăчĕ. Унăн куçĕ умне мĕн ачаран палланă сăнсем тухрĕç. Илемлĕ те тăпăл-тăпăл вокзал çуртне ĕлĕкхиллех сарă сăрпа сăрланă, алăкĕсем хăмăр. Çӳле, балкон чӳречи айне, станцă ятне вырăсла тата чăвашла çырса çапнă. Мускава çитесси миçе çухрăм юлнине кăтартнă. Балкон чӳречин пĕр куçĕ çĕмрĕк, унтан акă икĕ кăвакарчăн вĕçсе тухса кайрĕ. Вокзала кĕрес тесен вĕтĕрех те илемлĕ картлашкапа хăпармалла. Картлашка ик енĕпе — шĕтĕрнек карта. Карта урлă вĕрене турачĕсем усăнса аннă.

Ас тăвать Павел, паянхи пекех ас тăвать: Гальăна института вĕренме ăсатнă чухне вĕсем вĕрене айĕнче тăчĕç. Вĕрени вара сарăлса кайнă, çăка пуснипе йăлтах перрон еннелле тайăлнă.

Çапла, малтанхи хут ăсатнă чухне çумăр çăватчĕ, унран пытанса, Павелпа Галя çак турат айне кĕрсе тăчĕç. Самаях вăрăм та çăра çулçăсем тумламсене тытса чараймастчĕç пулин те, кунта çумăр çуни питех сисĕнместчĕ, сайра тумламсем çеç патлататчĕç.

Ара, çамрăк пулнă, çынсем курасран та вăтаннă, кунта вара хĕре ыталаса чуп тума та пулать. Гальăна ăсатнă чух темшĕн-çке яланах çумăр çăватчĕ, киле таврăннă чух яланах пылчăка çăрса утма тиветчĕ. Пулман телее тиек параймĕ тенешкел, пӳрмен шăпан çулĕ те юплĕ пулчĕ пуль. Ăсататчĕ-ха Павел, пур-çук вăхăта тивĕçтеркелесе кашнинчех станцăна килетчĕ... Юлашкинчен хăйне ăсатрĕç.

Кĕркуннеччĕ ун чухне, анчах çанталăк çуллахи евĕрлех ăшă тăратчĕ. Пуйăса кĕтсе каç та пулнăччĕ ĕнтĕ, унта-кунта салтак ачисем юрă юрлакалатчĕç.

Павелпа Галя каллех вĕрене айне кĕрсе тăма хăтланнăччĕ. Анчах йывăç пĕр çултах тата ӳссе кайнă, тураттисем тата аяларах усăннăччĕ. Кам пĕлет, çав хушăра каччă хăй те ӳснĕ пуль? Вун тăххăрта-çке. Пĕр вăхăт ĕнсине пĕксе тăнă Павел хĕре çапла каланăччĕ:

— Куратăн-и, пире туратсем те вăтанма хушмаççĕ. Пире вĕсем пытарасшăн мар, çынсем умне кăларасшăн.

— Уссе кайрăн та шалча пек... — тенĕччĕ хĕр çурма шӳтлерех, çурма ӳкĕнерех. Хăй çапах та чи малтан тухнăччĕ, унтан никамран вăтанмасăрах, ăсатма пынă ял-йышсем умĕнчех, хулран хул тытăнса перрон тăрăх утса кайнăччĕ. Пуйăс çитнине те сисменччĕ вĕсем, кĕç-вĕç тапранса каясси çинчен пĕлтерсе пăравус кăшкăртни хыпалантарса ӳкерчĕ. Тăварлăччĕ Гальăн тутисем. Кайран, вакуна кĕрсен çеç, çав тутасен тăварĕ хĕр куççулĕ пулнине ăнланчĕ.

— Кĕтетĕп сана, Павел, — тенĕччĕ хĕр.

— Хăçанччен?

— Хăв мана маниччен...

...Тепловоз кăшкăртни Павела шартах сиктерчĕ, анчах вăл вырăнтан тапранмарĕ-ха. Иртнĕ ултă çул хушшинче вĕрене турачĕсем сарăлса кайнă, татах та усăнса аннă, халь вĕсен айне вун виçĕ-вун тăватă çулхи ача çеç кĕрсе тăмалла... Мĕн тăвăн: вăхăт та, пурнăç та пĕр вырăнта тăмасть. Унтанпа ултă хутчен Çавал пăрпа витĕнсе пăртан тасалнă; ултă хут çĕмĕртлĕх çеçкене ларнă.

Павела илсе çитĕрнĕ пуйăс вырăнтан хускалчĕ. Сасартăк хăлхара ултă çул каялла каланă сăмахсем янраса кайрĕç:

— Кĕтетĕп сана, Павел...

— Хăçанччен?

— Хăв мана маниччен, — илтĕнчĕ пек катари хĕр сасси.

— Кĕтрĕн... Урăх каччă тупиччен, — терĕ Павел, чăматанĕсене çĕклесе. Ăна кĕтсе илнĕн, ăна ал панăн вĕренен пĕчĕк турачĕсем хускалчĕç. Утма пуçланăскер, чаранса тăрсах тепĕр хут пăхрĕ: самаях пĕр пысăк туратне такамăн чунсăр алли хуçнă. Хуçăк вырăн пĕвер чирĕпе пурăнакан çын сăн-пичĕ пек сарăхнă, ун вăрринчен турат хăвăлĕ темĕнле тăлăх та мĕскĕн куçпа пăхнăн туйăнăть.

— Хуçăк турата сыпаймăн, арканнă юратăва чăмăртаймăн, — аса килчĕç халăх сăмахĕсем. Ытла та ир-ха. Хĕвел халь çеç тухма хатĕрленет. Тен, тухнă таши, унăн шевлисем тӳпене йăлтах çутатса янă, хăй çеç çуртсем хыçĕпе курăнмасть.

Хурала пуçланă çулпа вокзалран иртсе пĕр ик çĕр утăм кайсанах Павел алли ывăннине туйрĕ. Мĕн калăн: чăматанĕсем пысăк. Ахаль мар ĕнтĕ юлташĕсем: кунта икĕ хĕр ачана хупса илсе кайма пулать, тесе кулатчĕç. Питех те аван ăсатрĕç ăна: чăматанĕсене юлташĕсемех вакуна йăтса кĕчĕç, багажне те юлташĕçемех станцăна леçрĕç...

Район центрĕнче çĕнĕ çуртсем нумай ӳссе ларнă. Вокзал урамĕ ултă çул каялла ял урамĕнчен нимĕнпе те уйрăлса тăмастчĕ. Йывăç çуртсем, хĕлле — юр, çулла — тусан, çуркуннепе кĕркунне иртсе каяйми пылчăкчĕ. Халь ав, икĕ енĕпех тротуар, çулне асфальтланă. Йывăç çуртсен вырăнне акшарпа шуратса лартнă икĕ-виçĕ хутлă чӳл çуртсем çĕкленнĕ.

Казахстанра, пĕр уйăх каялла çеçен хир пулнă вырăнта, поселок ӳссе ларнине Павел хăй те сахал мар курнă. Сарлака та куçпа виçейми çĕршывшăн пĕр Казахстан нимĕн те мар, кашни кĕтесех пĕр евĕрлĕ ӳстерсе чечеклентерме те унăн вăй çителĕклĕ.

Симĕс сăрпа сăрланă тимĕр карта ăшĕнче ларакан çурт умĕнче Павел канма тесе тăчĕ. Çурчĕ икĕ хутлă. Алăкĕ çӳлте. Сухан хуппи тĕслĕ алăк патне бетон картлашка хăпарать. Иккĕмĕш хут чӳречисем айĕнче виçĕ хĕрлĕ ялав. Вĕсене уяв ячĕпе çакнă пулмалла. Çил çук. Ялавсем вĕлкĕшмеççĕ. Вĕсене илме маннă-ши? Тен, яланах çапла çакăнса тăраççĕ.

Ку райком çурчĕ мĕн. Ăна Павел çырса çапнине вуланă хыççăн пĕлчĕ.

Картан шал енне йĕркен-йĕркен çăка лартнă. Çăкисем сакăр-тăхăр çултан ытлах мар пулĕ-ха, Павел пĕвĕнчен кăшт кăна çӳллĕрех. Сĕткенĕ хăпарма тытанннпе хуппине тĕс кĕре пуçланă.

Уснĕ поселок, ӳснĕ. Халь хула евĕрлех вăл. Ултă çул хушшинче вĕçĕмсĕр улшăну! Елĕк парти райкомĕ темиçе чӳречеллĕ, çиелтен тăмпа шăлса лартнă пĕчĕк пӳрте вырнаçнăччĕ. Халь ав, райком çурчĕ кермен пек.

Машинăсем курăнмарĕç.

— Ăçта васкас? Халь килте пекех ĕнтĕ. Чăматанĕсене кĕртсе лартсан, тӳрех учета тăма та юрать. Машинăсем пулмасан, ялтан кам та пулин лашапа килĕ-ха, — шухăшларĕ Павел.

Хытса лăрнă алăк шатлатса уçăлчĕ. Пусма картлашки çине хурăн шăпăрĕ йăтнă хĕрарăм тухрĕ. Райком умне ирех çитсе тăнă çын кăсăклантарчĕ пулас ăна, шăлма пуçличчен каччă çине чылайччен пăхса тăчĕ вăл.

«Инке тес — çилленĕ, кинеми тес — ватă мар», — шухăшларĕ Павел, ăна сăнанă май. Хĕрарăм, вăтаннăн, ĕçе май хăпарнă кăвак кофтине туртса юсарĕ, пушаннă тутăрне туртса çыхрĕ.

— Сирĕн пата чăматансем лартма юрамĕ-ши?

— Юрамасăр тата, — сасартăках хуравларĕ вăл. Унтан шелленĕн çапла хушса хучĕ: — Машинă кĕтетĕр пулĕ те.

— Ара. Çуккă-ха вăн.

— Иртерех мар-и... Пулаççĕ ак. Эсир Элĕкелле пуль?

— Çук, Çавалкаса кăна.

— Э-э-э. Апла хамăр районсемех. Кĕртсе ларт, ларт. Ял ячĕ хĕрарăм кăмăлне йăлтах çемçетрĕ. Вăл Павела хăех икĕ хутлă алăка уçса пачĕ.

— Раздевалкăна лартăр ак. Паян эп дежурствăра пулатăп. Çухалас çук, ан хăрăр, — тесе, пĕчĕк алăк сăлăпне çĕклерĕ.

— Ку чăматансене пули-пулми çын йăтас çук, — кулса ячĕ Павел. — Тавтапуç сире.

— Тавĕ-мĕнĕ... Чăрмавах мар. Кунта яланах çын. Каччă самантлăха çурт ăшчиккине пăхса çаврăнчĕ.

Стенисене çурри таран кăвак, çуррине шурăпа сăрланă. Пысăках мар фойе. Стенасем çумĕпе колхозсен ăмăртăвне кăтартакан стендсем. Хисеп хăми. Кунтанах икĕ еннелле коридор каять. Чӳрече патĕнчи кĕтесре урайĕнченех хăпаракан пысăк тĕкĕр, чӳрече умĕнче телефон. Урайне улаллă-чăлаллă селикат плиткисемпе сарнă... Павел урама тухас тесе алăк хăлăпне тытрĕ.

— Тăхтăр-ха, — чарчĕ ăна хĕрарăм. — Паян парти активĕн пухăвĕ пулать. Çавалкасран та килеççĕ ĕнтĕ. Сире ларса кайма чухах.

— Ну? — тĕлĕнчĕ Павел.

— Чăнах, ара.

— Вăт тавтапуç... Телейлĕ çуралнă иккен эпĕ.

 

2

Çĕнерен уçнă столовăйне кайса ирхи апат çинĕ хыççăн, Павел военкомата кĕрсе учета тăчĕ. Каярахпа вăл Çавалкас енне иртекен шоссе хĕррине тухрĕ. Пушă машинăсем район центрнелле килеççĕ, каялла каяканнисем вара е вут, е тырă, е удобрени тиенĕ. Вĕсемпе каясси çинчен шухăшламалли те çук. Палланă çынсем те курăнмарĕç.

Вăхăта кĕскетес тесе, Павел тухăçалла каякан тĕп урампа утрĕ. Халь кунта çĕнĕ универмаг та пур иккен. Икĕ хутлă. Çынсем каланă тăрăх, Шупашкартинчен пĕртте пĕчĕк те, япăх та мар. Кĕнекесем сутакан лавкка та пуян. Нумай-мĕн кунта кирлисем. Йăтса кайма йывăррине пĕлсех пĕр çыхă кĕнеке туянчĕ. Кирлĕ чух кирли тупăнмасть, пурри пăсмасть.

Райкома каялла çитсе кĕнĕ çĕре пуху пуçланнăччĕ ĕнтĕ. Алăк патĕнчи сĕтел çумĕнче тăракан арçын (вăл райком инструкторĕ пулчĕ пулас) хăтăрса илчĕ:

— Комсомол организаци секретарĕсен яланах кая юлса килес йăла. Хăçан йĕркене кĕрсе çитетĕр? Пăсса ячĕ сире Завьялов. Зала ан кĕрĕр, ав, балкон çине хăпарăр. Ăçта? Ăçта? Хывăнăр малтан. Ну, халь айтăр.

Васканипе Павел арçыннăн сăн-питне те пăхса илеймерĕ. Хирĕçмерĕ те. Мĕнех вара, вăл коммунист вĕт. Мĕншĕн кĕрсе итлес мар, мĕншĕн район пурнăçĕпе паллашас мар?

Качча инструктор иккĕмĕш хута ертсе кайрĕ. Балконра çынсем сахал. Пурте пекех тата çамрăксем. Павел малти рете пырса ларчĕ.

Президиумри кĕрнеклĕ арçын «Çавал» колхоз председателĕ Трофим Матвеевич Прыгунов сăмах илесси çинчен пĕлтерчĕ.

Павел хăйсен колхоз председательне палламасть. Ялтан илкеленĕ çырусем тăрăх çеç, вăл Марье упăшки пулиине, яла пĕр виçĕ çул каялла таврăннине пĕлет. Марьерен шутласан, упăшки çӳллĕ те яштака, пĕр вăтăрсенчен иртнĕ арçын пулмалла пек.

Трофим Матвеевич, каччă кĕтнĕ пек залран мар, президиумран тухрĕ. Вăтам пӳллĕ хăй. Хытанка. Шăртлă хура сухаллă. Васканă-ши, хырăнма та ĕлкĕреймен. Сĕтел хушшине йеркипех ларнă çынсем ăна трибунă умне тухма çул пачĕç.

— Юлташсем!

Ку сăмаха вăл утнă чухнех, трибунă патне çитиччен каларĕ. Сасси унăн çинçе, хĕрарăмăнни евĕрлĕрех. Çапах янравлă. Микрофон çук пулин те, чи катара ларакансене те аван илтĕнет.

Юлташсем!

Зал шăпах.

— Пирĕн тăван правительствăпа юратнă парти çак юлашки çулсенче ял хуçалăхне аталантарас тесе мĕн-мĕн кăна тумарĕç пулĕ. Василий Иванович ун çинчен паха каларĕ. Мĕне тăрать декабрьти Пленум! Маттур пирĕн парти. Курать колхоз нушине, пулăшать. Пĕр сăмахпа каласан, пире ал çинче йăтса çӳременни çеç. Ĕçлеме нумай çăмăлланчĕ. «Çавал» колхоз вуншар çул хушши юлса пынине районта мар, республикăра та пĕлменни пулман пуль. Халь вал çăпата сырнă колхоз мар, атă тăхăннă. Халлĕхе кирзă çеç, çапах атă. Ан васкăр, хромне те тăхăнăпăр. Унăн паянхи шайне хăш-пĕр çирĕп хуçалăхсем те ăмсанма пултараççĕ. Василий Иванович та ырăпа асăнчĕ. Парти пирĕнтен тăван рабочи класа ытларах аш-какай, сĕт-çу, çăмарта пама ыйтать. Эпир паратпăр. Хамăр сăмаха çилпе вĕçтермен. Çĕр гектар çĕр пуçне пĕлтĕр утмăл центнер аш панă, çĕр хĕрĕх центнер сĕт...

— Ашне сутăн илсе-и? — мăкăртатать Павел çумĕнче ларакан çамрăк. — Ют çын аллипе кăвар туртса ыр ят илме çăмăл... Эс хăв вăюпа мекĕрленсе пăх.

Павел çамрăк енне çаврăнса та пăхмасть, вăл председатель сăмах майăн аллине сулланине тата унăн куçĕсем ялкăшнине çеç курать. Трофим Матвеевич мухтанарах калаçать пулин те, çынсене хăй тыткăнне илет.

— Пĕр сăмахпа, çапах та эпир хуллен шăватпăр. Пирĕн ĕмĕр — спутниксен ĕмĕрĕ, пирăн ракетă хăвăртлăхĕ пулмалла. Анчах районти колхозсен çуррийĕ юлса пырать. Çурри пуян, çурри чухăн. Эпир пуянсемпе чухăнсене хĕрĕх виçĕ çул каялла пĕтернĕ тетпĕр пулсан, чухăн колхозсене хăçан пĕтерĕпĕр? Час мар, тупата час мар. Пĕри, ав, хăйсен колхозĕнчен совхоз тăвасса кĕтет. Ĕç тухмĕ! Патшалăх пулăшсан ула курак та хура пулать. Тепри ĕçке ерсе лайăх хуçалăхах юхăнтарса янă. Колхоза юхăнтарнăшăн никам та тĕрмене лартмасть, çавăнпа ялта йытă пăтратманĕ те председатель. Юлса пынин сăлтавĕ кунта çеç мар. Хăш-пĕр чухне ăçта ярса пусмастăн — шăтăка сикетĕн. Шăтăкне кам алтнă? Хамăр районти организацисемех. Чи малтанах маншăн çывăх райсоюзран пуçлар. Пирĕн колхозăн паянхи куна тăхăр вунă стан урапа. Тепĕр уйăх çурăран вĕсене кӳлсе тухмалла. Тăхăр вунă стан вăл — куса тăрансем çине куçарсан виç çĕр утмăл пулать. Пĕрне те шин туртман. Колхозăн пĕр татăк та тăрăх тимĕр çук пулсан, мĕнпе туртатăн? Хурама хуппипе е пушăтпа шинлама çук вĕт. Виçĕ çул пире Герасимов кĕçех пулать, тесе шантарать. Шантарнипе шăналăк мар, михĕ те çĕлеймĕн. Ку çеç-и? Çичĕ автомашинăран иккĕшĕ çăпатисем çĕтĕлсе пĕтнипе усăсăр лараççĕ. Арăм туфлинчен скат тăваймастăн. Шухăшлатăн та тĕлĕнетĕн: районти организацисен автомашинăсен скачĕсем вĕрçĕнĕ, вĕсене планпа параççĕ. Пире? Колхозсем вара ама çури ачисем пек çеç пулса юлаççĕ. Эпир те катăк мар, эпир те социализм тунă, халĕ коммунизм тума пуçăнтăмăр. Сĕт-çу, аш-пăш тесен, инспекци техничкинчен пуçласа райкомăн пĕрремĕш секретарĕ таранах ыйтаççĕ: пар та пар. Герасимовран урапа тĕнĕлĕ сĕрме мазут икĕ уйăх ыйтатăп. Автолпа сĕр, тет. Тупăннă аристократ. Тен, сысна çăвĕпе сĕрес? Тен, пылпа сĕрес?

Залра кулнисем илтĕнеççĕ, хăшĕ-пĕри ал çупать.

— Маттур! — шухăшлать Павел, хĕрсе кайнă председатель çинчен куçне илмесĕр.

— Купăста пирки. Икĕ çул халь пирĕн колхоз купăста лартать. Мĕн тума лартатпăр — хамăр та пĕлместпĕр. Пĕр сăмахпа, ĕнесене çитерме çеç. Районтан пире план параççĕ, ăна çурăл та пурнăçла. Купăстине йышăнма Герасимовăн склад та çук. Поселок халăхĕ валли йӳçĕтнĕ купăста Болгарирен турттарса килни намăс. Намăс, юлташсем... Хамăрăн çĕр, хамăрăн ал çуккă пек. Персе пăрахмалла çавнашкал сутăçсене. Е тата ак колхозсем çурт-йĕр нумай тăваççĕ. Мĕнпе витетĕн? Улăмпа-и? Дикарствă, варварствă вăл улăмпа витни, Ăçта шифер? Хĕç тимĕр ăçта? Ăçтине те пĕлетпĕр... Ĕçкĕлле ярăнтаратăн, Герасимов юлташ.

— Тĕрĕс! — кăшкăрать пĕри.

— Факт! Фактпа кăтарт! — янăрать тепĕр сас залран. Анчах сăмах калаçаканĕ ăна итлемест те.

— Сире суту-илӳ тума мар, юр тасатма çеç шанмалла. Патшалăх укçине ахалех илетĕр. Эсир те, Василий Иванович, ун пирки мерăсем йышăнмастăр. Çĕрĕк çĕка çĕр çул ларать, теççе те, Герасимов пеккисем калармасан, хăйсен ирĕкĕпех тухса каймĕç.

— Факт! — кăшкăрать тахăшĕ аялтан каллех.

— Факт тетĕр? Купилех мейĕр. Çу заводнех илер-ха. Вăрăсем кунта. Çу процентне чакарса кăтартаççĕ. Пĕррехинче инспекци зоотехникне илсе кайрăм. Тĕрĕслерĕ. Лайăхах. Тĕрĕсех, пĕр сăмахпа. Кушак хăçан хăйма çимеллине пĕлет. Ăна часах тытаймастăн. Пирĕн колхозра Анна Андреева дояркă пур. Çу заводĕнче вăл хăй тĕллĕн техникумра вĕреннине пĕлмеççĕ. Эпĕ сĕт леçме ăна яма тытăнтăм. Мĕн тетĕр эсир? Иккĕмĕш куннех Изергин текен маçтăра çаклатрĕ. Мĕнле улталать тетĕр? Сепаратор чашăкĕсем хушшине кĕпе тӳммисем кĕртсе хурать те, хăйма çурри ытла обрат çине тухать. Вăл ăна обрат тесе килне йăтса каять е тепĕр хут сепаратор витĕр ярать. Мĕншĕн халь те Изергин унтах? Мĕншĕн халь те ăна суда памастăр? Унăн тахçанах тĕрме кирпĕчне шутламалла, эсир качакана купăста пахчинчех усратăр, — çаврăнать Трофим Матвеевич президиум сĕтелĕ еннелле.

— Тĕрĕс! — кăшкăраççĕ залран.

— Промкомбинат пирки калаçса чĕлхе апат тутине те пĕлми пулчĕ ĕнтĕ, — тăсать вăл малалла. — Çунашка комбинат тунă çунаран çирĕпрех. Пĕр уйăх ĕçлесен тупанĕ шăтать, çур кубометр вут тиесен хурамисем татăлса каяççĕ. Хăçанччен кăна тӳсмелле? Василий Иванович! — сасартăк каллех президиум енне çаврăнать вăл, — калăр-ха, пирĕн çĕршыв Финляндипе е Швеципе суту-илӳ тăвать вĕт. Тен, район валли лайăх çунасем ярса пама Хельсинкине çырас?

Залра кулаççĕ, президиумрисем те хускалса илеççĕ.

— Ку тĕрĕс, — мăкăртатать Павел çумĕнчи çамрăк каллех.

— Комбинат тăвакан кирпĕч пирки калаçмасăр каллех чăтма çук. Кирпĕч мар вăл, юлташсем, тăм купи. Саман вĕсен кирпĕчĕнчен çирĕпрех. Мĕн туса ларать унта директор? Тахçанах улăштармалла ăна. Рабочи клас маркине çĕртет. Çакнашкал пысăк пухусенче итлетĕн те ăна, кашнинчех пахалăха хăпартма сăмах парать, кашни виçĕ сăмах хыççăнах коммунизма асăнать. Коммунизм вăл санăн савнийӳ мар, ăна ĕçпе асăнмалла. Комбинат кирпечĕсемпе капитализм çуртне çеç тумалла, хăвăртрах ишĕлсе антăр. Çурта çутса çурт лартаймăн тенешкел, чĕлхепе пакăлтатинпе кирпĕчрен вут чулĕ пулмасть.

■ Страницăсем: 1 2 3 4 5