Çавал сарăлсан :: 1. Хур кайăксем инçе вĕçсен те…


Павела хăйсен колхоз председателĕн калаçни килĕшет çеç мар, вăл хăй ăшĕнче унпа мухтанма пуçлать. Трофим Матвеевич çитменлĕхсене тӳсме пултарайман, никамран та хăраса тăман, тĕрĕслĕхшĕн çунакан этем пек туйăнать. Унашкаллисемпе ĕçлеме çăмăл.

— Эп вĕçлетĕп, — сассине вăйсăрлатать оратор. — Колхоз çуракине вăхăтра ирттерĕ тесе шантаратăп.

Зал ал çупать.

— Вăйлă калаçать, — персе ярать Павел.

— Ку мĕн вăл? Пĕр-икĕ çул каялла ăна тăвăллăн ал çупсах ăсататчĕç. Ашăхланчĕ Прыгунов, — калаçăва хутшăнать Павел çумĕнчи сарă çӳçне çамки çине ачалла туранă çамрăк.

— Ма ăшăхланчĕ?

— Хăйĕн те çылăхсем пур.

Анчах мĕнле çылăхсем пуррине шарламарĕ. Председатель ĕçĕ çăмăлах мар, ăна Павел пĕлет. Кашни çитменлĕхшĕнех вăл ответлă. Ĕлĕкех шӳтлесе çапла калаçатчĕç: партире тăракан председательсем ытти ĕçченсемпе танлаштарсан, выговор илес енĕпе пĕрремĕш вырăн пышăнаççĕ имĕш. Суту-илӳре ĕçлекенсем те вĕсене çитеймеççĕ-мĕн.

Трофим Матвеевич хыççăн критиклесе калаçакансем пулмарĕç те. Ытларахăшĕсем хăйсен колхозĕсем çуракине мĕнле хатĕрленни çинчен каласа параççĕ, сĕт суса илесси чаксах пыни пирки пăшăрханса пĕлтереççĕ. Павела ыттисен калаçăвĕ кăсăклантармарĕ, ытларах вăл президиумра ларакансене тата пуху ирттерекен зала сăнарĕ.

Сценă çинче, стенасен икĕ енĕпе Маркспа Ленинăн мрамор бюсчĕсем лараççĕ. Çӳле çакнă пысăк лозунг выльăх-чĕрлĕх продукчĕсем туса илессипе çывăх çулсенчех Америкăна хуса çитсе иртсе кайма чĕнет. Маччаран виçĕ люстрă усăнса тăрать, варринчи самаях пысăк. Çӳлти чӳречесенчен кĕрекен хĕвел çути вĕсен кĕленче яраписемпе вылять.

Президиумăн симĕс пуставпа витнĕ вăрăм сĕтелĕ варринче пуху председателĕ ларать. Вăл кама сăмах панине пĕлтерет, оратора тимлесех итлет, ăна пӳлмест. Хăй çавракарах пит-куçлă, янаххи пăч путăк. Сăнран пăхсан пĕр хĕрĕх çулсене çывхарать темелле. Кам пĕлет, тен, унран та каярах, тăлпăнрах çынсем ахаль çулланнă пек курăнаççĕ. Çамки тăрăх çулсен сӳри виçĕ шăлĕпе тарăн йĕр туса хăварнă. Вĕсĕм калаçакан çине ӳпĕнерех выртса, куç айĕн пăхнă чух катаранах палăраççĕ. Тата куçĕсем... Вĕсем ытла та сенкер.

Акă, председатель çĕкленчĕ те яланхи пек лăпкă сассипе пĕлтерчĕ: — «Çавал» колхоз механизаторĕ Владимир Баранов сăмах илет.

«Володя!» — кăшт çеç кăшкăрса ямарĕ Павел, ăна шыраса.

Питех те кĕтмен çĕртен пулчĕ ку. Хăй ăçта-ха тата? Аялта-мĕн. Ав, трибунă умĕнче Володьăн палланă кĕлетки курăнса каять. Йăрăмлă хура костюм, шурăкĕпе тăхăннă вăл. Брюки вĕçне çăмат кунчи ăшне чикнĕ. Хăй вара пуç тăррине шыв тултарнă тулли стакан лартнă евĕр утать.

— Юлташсем! — пуçлать вăл ораторсен калăпĕнчен хăтăлаймасăр. — Эп хам тухса калаçма çырăнманччĕ...

— Эсир, Баранов юлташ, хăвăр пĕр-пĕччен çĕр гектар çинче кукурузă ӳстерни çинчен каласа парăр, — çĕкленет пухăва ертсе пыраканĕ, ăна пулăшасшăн пулса.

— Юлташсем!

Ку сăмах хыççăн каччăн сасси çирĕпленет, Павел та халь уншăн сахалтарах хумханать: ĕлĕкхи хастарлăхне çухатман пулсан, аптрасах тăракан ача марччĕ-ха.

— Пире парти активĕн пухăвне чĕннĕшĕн малтанах эп райкома тав тăвасшăн. Апла пулсан, пире шанаççĕ, пире коммунистсем хăйсен вырăнне юлаканĕсем тесе шутлаççĕ. Атту ку таранччен кунашкал пысăк та ятлă пухăва комсомол организаци секретарĕсене пĕрре те чĕнменччĕ. Тавтапуç сире, Василий Иванович, тавтапуç сире, пиччемĕрсемпе аттемĕрсем. Çак шанăçа ĕçпе тӳрре кăларăпăр. Пирĕн Трофим Матвеевич тухса калаçрĕ. Манăн ытлашши мĕн калас? Пур çын пурпа мухтанать, çукки çукшăн кулянать. Пирĕн, çамрăксен, çукки ытларах. Пĕр виçĕ кун каялла эл ВЛКСМ райкомĕнчен хут илтĕм. Унта пирĕн комсомол организацин çак çулта çирĕм пилĕк пин çăмарта сутмалли çинчен пĕлтернĕ. Ку заданипе эп виççĕмĕш çул тертленетĕп. Так. Пĕлтĕр вун сакăр пинччĕ, кăçал тата çичĕ пин хăпартнă. Эп нимĕн те ăнланмастăп: партипе правительствă колхозниксене ял хуçалăх продукчĕсем парассинчен хăтараççĕ те, ку хут каллех памалла тăвать. Эп, мĕн, хирĕç мар, кирлĕ пулать, ĕненетĕп. Анатăп та трактор çинчен, тачкă çине карçинкка лартса, ял тăрăх çăмарта пухма тухса утатăп. Тăрпанкă теме пуçларĕç. Шутлăр-ха, шӳт-им унта кашни комсомолецран ик çĕр çăмарта пухма? Хăшĕ-пĕрин килĕнче пĕтĕмпе те икĕ-виçĕ чăх кăна, теприсен пачах та çук. Иртнĕ кĕркунне халер килчĕ те, чăххисене çеç мар, автанĕсене те хăвармарĕ. Ăçтан тупса паратăн халь çăмарта? Комсомол райкомĕ хĕсет, вăл халер-мĕнне пăхсах тăмасть. Вара пасара кайса теçеткине пĕр-ик тенкĕ парса ил те патшалăха закуп хакĕпе сут. Так. Мĕн туни пулать ку? Ман шутпа ку, Василий Иванович, партие улталани пулать.

— Тĕрĕс! — илтĕнчĕ темиçе сасă залран.

— Тĕрĕс! — терĕ Павел çумĕнчи çамрăк та.

— Кунта райкомăн пĕрремĕш секретарьне ытла хисеплеççĕ, — шухăшларĕ Павел.

— Иртнĕ вырсарникун район центрне килмелле пулчĕ. Пасара тухрăм та, пирĕн ВЛКСМ райкомĕн пĕрремĕш секретарĕ Александр Петрович Завьялов тăра парать. Аллинче карçинкка. Çăмарта илет. Туя хатĕрленет-и-ха ку тесе шухăшлатăп малтанах.

— Ну-ка, Володя, — тет мана, — тыт карçинккана. Ме, — тет, — сана укçа, ил те çĕр çăмарта, заготкантур лавкки патне тух.

Так. Эп вуннăмĕш теçетке илмĕ çеç хатĕрлентĕм, мана хулран милиционер яп! çеç çулса тытрĕ. Аха, тет, усламçă, тинех çаклантăн-и? Çӳç вирелле тăрса кайрĕ. Вăл мана акт çырма милицине сĕтĕрет, пасар халăхĕ ман тавра кĕпĕрленнĕ. Пĕр путсĕр хĕрарăмĕ тата питрен лачлаттарса сурчĕ. Намăс, тет, сана çакнашкал кĕлеткепе услам туса пурăнма. Колхоза ямалла сана, унта тăна кĕртеççĕ, тет. Тупăннă кĕртекен. Ăна хăйне, поселок мещенне, колхоза ямалла. Вăл пур, милицие таса çын çине вĕскĕртсе тăрать. Милиципе судьяна ăна мĕн? Факт кирлĕ. Факт пур. Юрать Александр Петрович çитрĕ. Вара хашах! сывласа ятăм. — Каçарăр, — чыс ларать мана милиционер. Усламçă ятне илтсен, сан çине çынсем сурсан, хăть каçар унта, хăть ан каçар. Хир урли курăнать те, сăмса айĕнчи курăнмасть. Тытасчĕ сирĕн чăн-чăн усламçăсене. Так, кайса леçрĕмĕр çăмартасене. Мана Александр Петрович закупшăн панă квитанцие силлесе кăтартать: — Куртăн-и? — тет. — Так, точнă, куртам, — хурарлатăп ăна. — Ыттисемшĕн пример. Манран районта пĕр комсомолец та тăрса ан юлтăр. Эп, тет, çĕр процентлă пролетариат, çавах патшалăха усă кӳретĕп. — Çăмарти кам валли каять? — ыйтатăп эп. — Рабочи клас валли, пролетариат валли, — хуравлать вăл. — Апла пулсан, Александр Петрович ахалех шар курать...

Павел президиумра ларакан Трофим Матвеевич Володя çине çиллексе пăхнине асăрхать. Колхоз председателĕ кĕлеткипех трибунă енне çаврăнса ларнă, хытанка аллипе хура сухаллă янахне хыпалать. Пухăва ертсе пыраканĕ çеç çаплах хăй лăпкăлăхне çухатмарĕ, тимлесех итлерĕ. Акă, колхоз председателĕ унăн хăлхи патнех пырса темскер пăшăлтатрĕ. Вара вăл та чăтаймарĕ курăнать:

— Эсир, Баранов юлташ, кукуруза çинчен каласа парăр.

— Калатăп, Василий Иванович, калатăп, — тăсрĕ малалла Володя... — Вăл пирĕн хăна мар, яланлăх килнĕ культурă. Ун валли колхоз чи лайăх çĕр уйăрать, пĕтĕм тислĕкĕн çуррине унта тăкать. Акă ăçта вăл манăн ĕçĕн вăрттăнлăхĕ. Эп мĕн... Лайăх тăваткалсем туса акса хăваратăп, çум курăкĕ шăтиччен культиваци тума пуçлатăп.. Илтрĕр-и? Çум курăкĕ шăтиччен... Вара пĕр метр ытларах ӳсичченех кăпкалататăп. Вăт сана гектартан сакăр çĕр центнер силос масси те. Кукурузне тума вĕрентĕмĕр ăна. Так. Ытти тырăсем çинчен мантăмăр, ыттисем ама çури ачисем пулса юлчĕç. Çавăнпа колхозниксенчен тепĕр хут çăмарта пухма тапратрăмăр...

Павела Володя сăмахĕсем килĕшсех каймарĕç. «Çакнашкал пысăк аудиторинчи ятлă çынсем умĕнче çăмăл шухăшлă хăтланать» — шухăшларĕ вăл.

— Хăçан эс, Баранов, ачалла хăтланма пăрахатăн? Санран хăвăн опыту çинчен каласа пама ыйтаççĕ, эс пур, пĕр сăмахпа, чăх хыпалакай карчăкла, çăмарта çинчен лĕпĕртететĕн, — сасартăк сиксе тарсах пӳлет ăна Трофим Матвеевич.

— Опыт çинчен хаçатра та çырнă. Вулаччăр. Халь хутла пĕлмен çын çук, — терĕ те лешĕ, трибунă çинчен айса кайрĕ.

Володя сассинче Павел час-часах ырланипе тата мухтанипе мăй кăмăлланса кайна юнтаракан çын шăнăрне тӳйса илчĕ. Тен, йăнашрĕ вăл? Унашкал пулма пултараймасть. Çапла, курманни ултă çул. Кам пĕлет, мухтав çынна хăш-пĕр чух пăсать. Трофим Мăтвеевичăн юратнă тракторисчĕ пулĕ-ха. Унсăрăн епле çакăн чухлĕ çын çинче колхоз председательне çапла хуравлатăр?

Зал сасартак шăпланчĕ. Халăх çинче сайра пулать унашкалли. Пине çитрĕ, теççĕ ăна халăхра. Çав шăплăха каллех пуху пуçлăхĕн сасси çурса ячĕ:

— Тăхтав, — терĕ вăл.

Павел аялти хута чупса анчĕ. Вăл Володьăна шырарĕ, анчах лешĕ утă купи çине пăрахнă йĕппе пĕрех çухалнă.

Çумранах «Çавал» колхоз шоферĕ Виссарион Маркович иртсе кайрĕ. Павел ăна кукшинченех пĕлчĕ. Темшĕн çав самантра пуçа ваттисен сăмахĕ пырса кĕче: «Ыр ут — хушка, ыр çын — кукша». Парторг таçта васкать, тăхтамасăрах тулалла тухрĕ. Зал алăкĕ патĕнчех Трофим Матвеевич хĕрсех темĕнле арçынпа калаçать. Кăшт-кашт илтĕнекен сăмахсем тăрăх тепри райсоюз председателĕ пулма кирлĕ.

Çынсемпе сĕртĕне-сĕртĕне иртсе, Павел ВЛКСМ райкомĕ вырнаçнă коридора тухрĕ. Алăк уçăлса кайрĕ, унăн умнех хĕрелсе кайнă комсорг сиксе тухрĕ.

— Володя!

Каччă самантлăха хытса тăчĕ, унтан, палласа илсе, вĕçсе каяс кайăкла аллисене сарчĕ, Павела ыталаса илчĕ.

— Калатăп, балконра темĕнле палланă çын ларать, тесе.

Тĕл пулсан яланах çапла-ши вăл? Калас темелли нумай, анчах чĕлхе вĕçне нимĕн те килмест. Ыйтса пĕлмелли те пур, темĕн чухлех, анчах мĕнрен пуçламалла? Юлашки ăсатăва-и? Юлашки çырăва аса илмелле-и? Пăхатăн вара пĕр-пĕрин çине урăх нихăçан та курас çукла.

— Эс апла килте те пулман? — ыйтать Володя.

— Çитеймерĕм-ха. Сан сăмахна итлесе савăнтăм.

— Эс кулассипех халь, — тĕксĕмленчĕ каччă. — Каллех ак бюрона чĕнеççĕ. Сана чапа кăларатпăр, эс хăв ӳркеç вăкăрла хăвна хура çĕр сапса хурататăн, теççĕ. Каллех Александр Петрович Завьялов ятларĕ. Пур комсоргпа та санпа ĕçленĕ чухлĕ ĕçлесен, тата çулталăкран нервăсем хавшанипе вилетĕп, тет. Мана ВЛКСМ Тĕп комитечĕ ахалех ылтăн сехетпе наградăланă имĕш. Хам ыйтса илнĕ пек тĕксе илеççĕ. Эп мухтавсăр та, наградăсăр та пурăнатăп... Икĕ алла ĕç пултăр, — татса хучĕ Володя.

— Эс машинăпа-и?

Лашапа. Трофим Матвеевич çын лăках тиесе килчĕ.

Апла чăматансене леçсе паратăн.

Конешнă. Калаçмаллăх çук. Ăçта вĕсĕм?

— Кунтах.

— Питех васкатăн-и?

— Мĕнле калас... Атте те, анне те кĕтмест, çавах тăван ял чĕререн тухмасть.

— Так... Апла кайрăмăр.

— Пуху пĕтмесĕрех-и? — Райком кондуитне çакланатăн ак.

— Тупрăн хăрамалли... Çĕнтерӳçĕсене район каçарать. Трофим Матвеевич ак яла çитсенех сăмсаран тикĕт сĕрет. Вăл каçармасть, — терĕ Володя.

Çынсем хушшипе хĕсĕнкелесе вĕсем урама тухрĕç.

 

3

Юр хĕллехи пек шурă мар ĕнтĕ: талккăшĕпех тĕссĕрленнĕ. Вăл складра выртакан тăвара аса илтерет. Çапах та тĕллĕн-тĕллĕн хĕвел çутинче пин-пин пĕрчĕсем йăлтăртатса тăраççĕ. Пĕтĕм талккăшĕпех шăрçа сапса тухнă тейĕн...

— Шоссепе кайсан, лашуна кашни икĕ минутранах пăрса пыр. Машинăсем сывлама памаççĕ. Ку тихапа пĕтес пулать. Кăçал çеç кӳлме вĕрентнĕ. Куртăн-и, тухнăранпах чупать, — каллех сăмах ваклама пуçларĕ пĕр вăхăт чĕнмесĕр пынă Володя. — Ни тилхепе хытарнине, ни пушатнине туймасть.

Чăматансене тата кĕнеке çыххине çуна умне хучĕç. Хăйсем юнашар, чăматансем çумне вырнаçрĕç.

Район центрĕнчен тухсанах çул вăрмана кĕрет. Çавалкассем лашапа тата çуран кунтан çӳреççĕ: тӳрĕрех, сивĕре те ăшăрах. Вăрман çыншăн çур тăлăп. Тĕп çулне тракторсем алтăкласа пĕтернĕ. Унтан лашапа иртме хĕн: яла çитиччен сиктернипе варсăр пулатăн. Çавăнпах пуль çуна çулне тата вăрман ăшнерех хывнă. Çулĕ тăвăр, ӳречесем час-часах çапăннипе е сĕртĕннипе йывăç хупхисене сĕве-сĕве пăрахнă.

— Лар, мĕн чĕркуççи çинче пыратăн, — сенчĕ Володя. — Ан хăра, ыраш улăмĕ вараламасть. Вараласан та, çитсенех тасататпăр.

— Капла лăйахрах. Ак, вăрмана пăхса пыратăп. Сайралсах юлнă. Çак вырăнта, ас тăватăн-и, епле яштака хырсем ларатчĕç, — аса илчĕ Павел.

— Вăрманпромхоз... Ахаль пăчкăпа татмаççĕ вĕт халь. Пăхатăн та: икĕ кун хушшинче квартал çук та. Касса турттарса пĕтернĕ. Çапла халь... Эй, — аллипе сулчĕ Володя, калас шухăшне татса — Вăрману-масару, тарам-ха. Эп хам калама пуçланине пĕтереймерĕм. Çапла, салтака эп сан хыççăн тепĕр çулне кайрăм. Так. Шутлатăп малтанах: телей хамран малтан çуралнă тетĕп, çавăнпа Мускава службăна лекесси пирки пачах та иккĕленмен. Тĕлĕкре вара Ленин мавзолейĕ патĕнче часовойра тăраттăм. Малашнехи те паллă пулнă: пурăнма Мускавах юлатăп, пĕр-пĕр хитре Мускав майрине качча илетĕп. Çуралман тиха пилĕкне авнă эп... Станцă-ра лартрĕç те — Тухăçалла. Акă сана Мускав, тетĕпхам. Хăв пĕлетĕн: эп ытлашши хуйхăрса çӳрекен этем мар. Тухăç мĕнрен начар? Свердловок, Томск, Омск... Пĕр сăмахпа, çав хуласенчен пĕрне те пулин лекме ĕмĕтленетĕп. «Пачĕç» сана вăл хуласене. Виçĕ эрне тавар турттаракан пуйăспа кайрăмăр, унтан — Çурçĕре. Самолетпах леçрĕç. Унтах сержантсен шкулне пĕтертĕм. Вара мана тата инçерех ăсатрĕç. Провидени бухтине каялла тухма çĕр утмăл çухрăм. Хĕлĕ ытлашши сивех мар, тӳсмелле, анчах çил-тăман пуçлансан, эрнипех пырать. Е тата Поляр каçĕ персе çитсен, ĕмĕрне те çутă кун курассăн туйăнмасть. Уйăха хĕвел вырăннех кĕтетĕн. Çавах чикке тухатпăр, çавах сыхлатпăр. Кама тытан унта? Шурă упана-и? Аслă шпион Çурçĕре пырса кĕрет-и? Пырса кĕрсен те вилет вăл. Ватă пограничниксем каласа панă тăрăх, пирĕн участокра иртнĕ пилĕк çул хушшинче пĕр кайăка та çаклатман. Вĕсене тытмасан мĕн интересĕ пултăр пограничникăн? Хăвăн нарядна тăрса ирттеретĕн те ăçта каятăн? Хулана-и? Яла-и? Вăл та, ку та çук. Е тата хĕвел тухсан, уйăхĕ-уйăхĕпех анса лармасть: те каç, те кăнтăрла? Çунать вăл пĕр виçе анăçра ялтăртатса. Ашши хăйĕн виçĕ пуслăх та çук. Çулла гимнастеркăпа тухсан, хĕвел енче ăшă, тепĕр енче шăнтса вĕлерет. Пĕр сăмахпа, пирĕн патри март пуçламăшĕ евĕрлĕ. Вăт, тетĕп, Володя сана Мускав... Тунсăх тата... Вăл сан çумна йĕпе кĕпе пек çыпăçать те, уйăр ăна... Малтанах эп унран хатăлмалли меслет шыра пуçларăм. Тупрăм вĕт. Провидени бухтине хамăр столовăй валли продуктсем тиеме кайсан, пĕрер е икĕ литр спирт илсе таврăнаттăм та, вырсарникунсенче вара самаях савăнса йăпанаттăм. Салтаксене систерес мар тесе, эпир старшинапа каптеркăна хупăнса ларса ĕçеттĕмĕр. Усĕр пулман, сăмса тăррисем хĕрнĕ ĕнтĕ. Шăшрă ан кĕтĕр тесе, мускат мăйăрĕ чăмлаттăмăр. Кайран замполит сисрĕ. Вара икĕ çул хушши ман çинчен куçне ямарĕ. Ятламан вăл мана пĕрре те, анчах çурма шӳтле каланипех ятланинченте ытларах намăслантаратчĕ. Вăлах кĕнекесем вулама вĕрентрĕ. Эп ялта пулсан Джек Лондона тытмалла-и? Ăна эп йăлтах вуласа тухрăм. Унăн геройĕсем единоличниксем-ха, çапах та мĕнле маттур çынсем. Кам пĕлет, Çурçĕр çинчен çырни кăмăла каятчĕ пуль çав, тĕнчене мансах кĕнекери геройсемпе айланаттăм. Постран таврăнатăн та — дежуркăра тимĕр кăмака çунать. Сивĕре шăнса ĕнтĕркенĕ пограничниксем çывăраççĕ, е тепри, тăван килĕшĕн тунсăхлаканни, çыру çырать. Сан пур, çывăрассу та, çыру çырассу те килмест. Ăшра темĕнле хавал вырнаçнă. Эп çил-тăвăл витĕр, çулсăр-мĕнсĕр ик çĕр çухрăм кайма та хатĕр. Пĕр сăмахпа, хăвна пер-пĕр герой вырăнне туятăн. Чăн та, полярниках пулса таврăнтăм. Акă, куртăн-и? — çара аллисене тăсса кăтартрĕ Володя, — хĕлле те алсиш сайра тăхăнатăп. Пирĕн сивĕсем халь мана нимĕн чухлĕ те илеймеççĕ. Пулла та çара аллăнах каятăп.

■ Страницăсем: 1 2 3 4 5