Çавал сарăлсан :: 1. Хур кайăксем инçе вĕçсен те…


Клуба кĕрсе тăрсассăнах Павел хăйне нумай куç сăнанине туйрĕ. Вăл ташлакан мăшăрсене куçларĕ. Ав, Петĕр. Темĕнле пĕчĕк пӳллĕ хĕрпе.

Купăсне Володя калать иккен. Пуçне аяккалла пăрса хунă. Уншăн халь çак çут тĕнчере «Дунай хумĕсем» вальссăр пуçне нимĕн те çук пек. Кăштах сыпнине пытарма хĕн: тăртаннă питне хĕрлĕ тĕс çапнă.

Анна кунта çитме ĕлкĕрнĕ. Темĕнле палламан хĕрпе ташлать. Кĕвĕ хăвăртланчĕ. Çаврăнма пуçларĕç. Хĕрĕн мăшăр çивĕчĕ чĕкеç çунатти пак сарăлса кайрĕ.

— Мĕн ютшăнса тăратăн? — илтрĕ сасартăк Павел Санька сассине. — Кил, кунта вырăн пур.

Павел каччă çумне пырса ларчĕ. Унпа юнашарри — Гайкă Ваççи. Вăл Петĕр патĕнче мăлатук çапаканни. Кулă çеç ĕнтĕ, тимĕрçĕре ĕçлемелле-и унăн. Вун пилĕк-вун ултă çулсенче пулĕ-и? Лутака. Кук тĕрриллĕ. Пурăнасса вĕсем Петĕрпе кӳршĕллĕ пурăнаççĕ, çавăнпа вăл мĕн пĕчĕкренех чылай вăхăтне тимĕрçĕ лаççинче ирттернĕ. Пĕр виçĕ çул каялла, хăй тĕллĕн гайкăсем тума вĕренсен, шкула пĕр кĕсье гайкă пуçтарса пынă пулнă. Çавăнтанпах ăна Гайкă Ваççи теççĕ. Вăл тăрса ал пачĕ.

— Аван-и, Павăл пичче, — терĕ.

— Ташларăм пĕрре. Вальс мĕн вăл? Пустуй атă тĕпне якатни кăна. Ăна майрасем ташлаççĕ. Мана вăл ташă — районтан килекен хăш-пĕр лектор пек туйăнать. Маншăн пулсан, «цыганкă» пар. Акă мĕн кирлĕ мана — калаçма пуçларĕ Санька.

Бригадир чĕлхи тытăнчăклăрах. Ахăртнех, ташлани татах ӳсĕртнĕ пулас ăна.

— Эсĕ халĕ те ташша вăйлă çапатăн пулĕ-ха...

— Çитекен çук. Района кайсан та пĕрремĕш вырăна тухнă, — хуравларĕ вăл мухтанарах. Карттусĕ айĕнчен тухса кайнă кăтрине юсарĕ.

— Пултаратăн, — ырларĕ Павел.

— Çавалкассен аяла пулмалла-и? Эпир вăрман çыннисем. Хир енчисен айне пулман, пулас та çук. Эпир Хапăссам. Илтнĕ-и? Хапăс, хапăс, хапарах, ӳксессĕн те маларах. Çапла калаççĕ пирĕн патра, — йăлăхтармаллах калаçма пикенчĕ вăл.

Купăс чарăнчĕ.

Павела Володьăпа Петĕр те асăрхарĕç. Тепĕр самантранах ун тавра каччăсем кĕпĕрленчĕç. Хĕрсем çеç вăтанса пыма хăймарĕç. Павел хăй çывăхра тăракан Лисукпа Любăна ал пачĕ. Каччă ас тăвасса вĕсем иккĕше те фермăра ĕçлетчĕç. Халь ăçта-ши?

— Мĕн чарăнтăр? — илтĕнчĕ сасартăк пĕр хĕрĕн уçă сасси. — Ташламастăр пӳлсан, вылятпăр. Тăрса тухăр.

Павел ку кам-ши, тесе шырарĕ. Аннапа ташлакан хĕр-мĕн, йăрăс пӳллĕ. Кĕрен платйĕ çинчен симĕс çăм кофтă тăхăннă. Капрон чăлхапа, çӳллĕ кĕлеллĕ туфлиле. Илемлĕрех кĕске мăйне шап-шурă явлăкпа чĕркенĕ. Тăрăхларах питлĕ. Сарă çӳçне кĕскен татса кăтралатнă.

— Учительницă пулĕ ĕнтĕ, — шухăшларĕ Павел. Çамрăксем тăрса тухрĕç.

— Эй, Володя, — янрарĕ çав уçă сасах. — Мĕн кĕреçе аври çăтса янă пек тăратăн, — терĕ вăл качча, хул пуççинчен çапса.

Володя вартах çаврăнчĕ, тытма хăтланчĕ, анчах... хĕр кулли çеç янраса юлчĕ. Тракторист хĕр хыççăн ыткăнчĕ. Лешĕ те чее. Аван курать качча, шухăшне витĕрех ăнланать. Пĕр енне сулăнтăр çеç — хĕр тепĕр енне. Йăлтах хăшкăлтарчĕ. Володьăна. Тĕлĕнмелле: балеринă пекех ку хĕр, уншăн çӳллĕ кĕлелĕ туфли те чăрмав мар.

— Ку кам хĕрĕ? — ыйтрĕ Павел Санькăран. — Пирĕн ялсемех-и е таçтан килнĕскер?

— Пĕр-пĕр урçа качча илсен, пирĕн ял пулать, — тавăрчĕ бригадир. — Пурăнсан куратăн ак.

Хуравĕ темĕнле сивĕрех. Пĕр-пĕринпе хирĕçме сăлтавĕ пулнă-тăр.

«Хĕрсем, — шухăшларĕ Павел. — Уяври пекех хăпса тухнă. Папкари те, çеçкене ларни те, сарри те, хури те. Çавалкас хĕрĕсем. Кам пĕлет, тен, çаксенчен пĕрне юратса пăрахăп. Кам пĕлет, тен, каллех юрату тӳнтерле тавăрăнĕ...»

— Кушака шăши чуптарса вĕлерет. Хĕрхенĕр... Тăсăлса ӳкиччен юлашки хут купăс калатăп. Хĕрсен вальсĕ. Каччăсем, шăпăрт тăрăр, хĕрсем хăйсем ташлама чĕнеççĕ, — сывлăшне аран-аран çавăркаласа сăмах хушрĕ Володя.

— Ухмах! Пĕчĕк ачалла чупать. Унăн вырăнĕнче пулсан, суратăп çак вĕт-шакăр çине. Пĕлмест вăл хăй хакне, — тутине çуласа илсе калаçрĕ бригадир.

— Комсоргăн çапла пулмалла та.

— Мĕнле çапла?

Павел хуравлама ĕлкереймерĕ. Купăс каçăхса кайсах янăрарĕ, малтанхи мăшăрсем ташша тухрĕç. Ун патне Анна пырса тăчĕ.

— Кайрăмăр, кӳршĕ каччи. Курар-ха казахстансем еплерех ташланине.

— Чаплах мар, чăвашстансем, — терĕ Павел, сулахай аллине хĕр хул пуççи çине хурса.

Вĕсене те ташă çавра çилĕ ярса илчĕ. Павел Аннана мăшăрсем хушшипе ăста илсе пычĕ.

— Çӳллĕ каччăпа ташлама та çăмăл. Володя пулсан, çапăнтарса тăна кăларатчĕ.

— Ан мухта, куçахтаратăн.

Вĕсемпе юнашар паçăрхи палламан хĕр Гайкă Ваççипе ташлать. Каччи хĕр хул пуççи çӳллĕшĕ те çук, çавăнпа пуçне каçăртсах çӳлелле пăхать. Лешĕ вара ăна сăнаса каçса кайсах ахăлтатать.

«Вăтансах тăмасть, хăй çине пăхтарма юратать, — шухăшларĕ Павел, хĕр кĕлеткине сăнаса. — Мĕншĕн-ши час-час ахăрать? Е ун чĕринче ниçта вырнаçайми телей, е çав тери çăмăл шухăшлă. Тата мĕншĕн-ха эп вăл хĕре сăнатăп?»

— Ман пата пымарăн. Мĕн сăлтавпа-ши? — ыйтрĕ Павел Аннаран.

— Ĕçке тӳсме пултараймастăп, — тутипе витленçи турĕ Анна. — Сана килнĕ ятпа тесе çеç каçаратăп.

— Апла эпир çӳпçипе хупăлчи. Çулталăкра пĕрре сыпатăп, ку таран çăвара пирус хыпман.

Купăс чарăнчĕ. Çамрăксем алăк патне кĕпĕрленчĕç.

— Тăхта, эп пальто тăхăнам. Пĕрлех кайăпăр, — чарчĕ Павела Анна.

— Эп хирĕç мар. Тен, каччуна çиллентеретĕп? Вăл ăсаттăр.

— Каччисем çуралман-ха, — кулчĕ Анна. Пĕрлех тухрĕç.

Çенĕк вĕçĕнче вĕсене паçăрхи палламан хĕрача кĕтсе илчĕ. — Калатăп вĕт кайман тесе, — терĕ вăл. Каллех темшен ахăлтатса кулса ячĕ. Ку Павăла пачах та килĕшмерĕ. Лашĕ хăюлăхне сутăн илмест-мĕн. Павел Аннана çавăтсанах, хĕр тепĕр енне куçрĕ, темиçе утăм юнашар утсанах каччăран çапла ыйтрĕ: — Сире çаклатма юрать-и?

— Тархасшăн, — çепĕçреххĕн тавăрма тăрăшрĕ каччă.

— Павел, каçар, — терĕ Анна, — сана паллаштарма мансах кайнă. Паллашăр халь те пулсан.

Каччă чарăнсах алне пачĕ, ятне каларĕ.

— Лена, — тавăрчĕ хĕр.

Каллех утрĕç. Халь калаçу хуçи Лена пулчĕ. Каллех вăл кула-кула хăйне Гайкă Ваççи виççĕмĕш çыру пани çинчен пĕлтерчĕ. Лешĕ, ачалла, тăнран тухмаллах юратса пăрахнă имĕш. Ку каллех Павел кăмăлне каймарĕ: юратуран кулмаççĕ.

Ура айĕнче çĕнĕ юр нăтăртатать Çавал айлăмĕнчен çил вашлаттарсах вĕрет. Анчах тӳпе çаплах тасалса çитмен-ха, çаплах унта тĕксĕм шăналăк карăнса тăрать. Сывлăш сисĕнмеллех нӳрелнĕ.

— Эпĕ сирĕн çинчен илтнĕ, — сăмах хушрĕ пĕр хушă чĕнмесĕр пынă Лена. — Клуба кĕрсе тăрсассăнах палларăм.

— Курмасăрах-и?

— Володя каласа панинчен.

— Пулма пултарать.

— Калăр-ха, мĕншĕн чăваш халăхĕ çĕршыв тăрăх салансан та каяллах çуралнă вырăна таврăнать? Сăмахран, сирĕн вырăнта пулсан, эп Казахстанран таврăнас çук.

Павел малтанах хăй мĕншĕн тухса килнин сăлтавне пĕлтересшĕнччĕ, сăмахсем те чĕлхе вĕçне килчĕç. Анчах мĕншĕн кашни тĕл пулаканах чĕрене уçса парас? Вăл вара пĕр сăвăç сăмахĕсемпе çапла тавăрса хучĕ:

 

Хур кайăксем тем чул инçе вĕçсен те.

Килеççĕ пĕр иленнĕ вырăнах.

 

— Урăх ăнлантарма кирлĕ мар, — тавăрчĕ хĕр. — Тавтапуç пĕрле илсе хăпарнăшăн. Çитрĕм. Анна, эп ыран ултă сехетре пыратăп. Маларах çитсен, манăн марльăсене çăваймăн-ши?

— Эп вĕсене çуса хутăм.

— Апла пулсан, тата лайăх. Сыв пулăр.

Лена малтан Аннана ал пачĕ, унтан Павел аллине арçынла çирĕппĕн чăмăртаса çапла хушса хучĕ:

— Эсир, Павел, пур енчен те лайăх, анчах чĕмсĕртерех. Асăрхăр, унашкаллисене хĕрсем юратмаççĕ.

Хĕр кулса ячĕ те чупсах кайрĕ.

— Мĕн эс хытса тăратăн? — сăмах хушрĕ Анна.

— Ăçтан тупăннă çав качамас арçури?

— Ăна эс Санькăран ыйтса пĕл. Унăн айăпĕпе лекнĕ вăл Çавалкаса, — куларах тавăрчĕ Анна.

Качча илсе килмен пулĕ те?

— Çук. Вĕсем халь иккĕмĕш çул пĕр-пĕринпе сăмах хушмаççĕ. Качча тетĕн тата. Ну, мĕн çаплах тăратăн?

Айта, ут хăть, эп сана каласа парăп, — хулран çавăтрĕ Анна.

— Итлеме хавас, — терĕ Павăл, хĕрпе танлашса.

— Хавас-и, хавас мар-и, анчах эс ăна юратма пуçлатăн. Ан хирĕçле. Лена комсомол райкомĕн секретарĕ пулнă.

— Вара? Райком секретарĕ пулнăшăн юратас-и? Тĕнчене ан култар.

— Пулнăшăн, пулнăшăн, — йĕкĕлетсе илчĕ хĕр. — Ларакан пукана ăслă этем юратмасть. Итле эс. Вăт çапла!.. Лена пуху ирттерме килчĕ те комсомол путевкипе фермăна ĕçлеме каймалли пирки калаçу пуçарчĕ. Лена кастарать кăна. Колхозри фермăсенче йăлтах комсомолецсем ĕçлемелле, тет. Хĕрĕнкĕрех Санька (унăн чаракĕ çукрах, хăв пĕлетĕн) тăрать те калăть: эпир сăмах çапма пурте ăста-ха, анчах ĕç патне пырсан, пурин те пилĕк ыратать. Хăвăра ярас пулсан, каятăр-и? Пуху шăпланса ларчĕ. Ачасем сывлама чарăнчĕç тейĕн. Мĕнле хуравлĕ комсомол райкомĕн секретарĕ? Лена Санька куçĕнчен пăхса тăчĕ-тăчĕ та çапла çаптарса хучĕ: «Каятăп, кĕтӳ пăхма каятăп, анчах малашне фермăсенче шăлсăр карчăксене ĕçлеттерсе çитет»... Эпир шӳтлет тесе. Пĕр Санька палканишĕн мĕншĕн ытла чĕрре кĕмелле? Салантăмăр. Лена вара чăнласах ирхине ирех фермăна çитрĕ. Пирĕн Виктор Андреевич апла та капла... Хăй те аптраса ӳкрĕ. Ăçта ямалла? Район умĕнче намăс вĕт: райком секретарĕ кĕтӳ кĕтме каять. Вара заведующи çапла калать: кĕр хам вырăна. Лена хăйĕннех перет. Аран-аран ӳкĕте кĕртсе, ĕне сума хăвартăмăр. Халь иккĕмĕш çул ĕне сăвать те шкулта асла пионервожатăйра ĕçлет. Хĕр мар - çулăм. Чĕрĕ каскана та тивертсе ямалла. Тата икĕ çултан пединститутран заочнă вĕренсе тухать.

— Калатăп вĕт: Лена яланах: çын куçĕ умĕнче пулма тăрăшать. Унăн мĕнпе те пулсан палăрмалла. Мухтан-малла эппин... Хаçатсенче çырчĕç пулĕ-ха: комсомол райкомĕн секретарĕ фермăна кайнă. Патриотизм, — тĕксе илчĕ Павел.

Йăнăшатăн. Çавăн пек характер: хăй ăшĕнчине пытармасть. Ывăç тупанĕ çинчи пек курăнать. Çавăншăн юрататпăр та ăна эпир, — тавăрчĕ хĕр. — Сана килĕшмерĕ пулсан, ыттисене килĕшет...

«Тата мĕн-ха эп ун пирки чĕрре кĕрсех тавлашатăп?» — хăйне хăй ăшĕнче ятларĕ Павел.

■ Страницăсем: 1 2 3 4 5