Йăмраллă ял :: Пĕрремĕш пай
Те Гариф умĕнче калаçас мар тесе, те секретарь колхоз хуçалăхне хăйĕн куçĕпе куртăр тесе Кабир Ятмана колхоз килкартине илсе кайрĕ. Кунта пурте куç умĕнче — начарри те лайăххи те. Ферма çурчĕсене Кабир улăм вырăнне хăмапа виттернĕ, вĕсем халь урамран тем вăрăмăш вĕрçĕнĕ пӳртсем пек курăнаççĕ; хапхапа юнашарах çуна-урапа лартма тепĕр пысăк мар сарай тунă; тырă кĕлечĕ унчченхиех, — ăна тахçанах сӳтсе юсама вăхăт ĕнтĕ. Кĕркунне пулсан та, утсем ытла та ырхан, каламасăрах паллă, вĕсене халичченхинчен ытларах ĕçлеме тивет.
— Лаша сахал юлчĕ, — терĕ Кабир — Лайăххисене йăлтах фронта патăмăр.
— Машинăр ĕçлет-и сирĕн? — ăна шыраса тупас пек йĕритавра пăхкаларĕ Ятман. — Сирĕн машина пурччĕ вĕт-ха?
— Халь çук. Вăл пулнă пулсан, лашасене ун пекех лутăркамастăмăрччĕ, çав çукки пĕтерет.
— Машина час кураймастпăр пулĕ-ха, — терĕ Ятман çав-çавах лашасем çине пăхса. Унтан сăмахне тӳрлетсе хучĕ. — Вăрçă пĕтмесĕр машинăсем парас çук ĕнтĕ пире. Хамăр лашасем çинех шанас пулать...
Кабир вăл мĕн каласшăн пулнине вăхăтра ăнланчĕ. Ырхан çав. Конюхсем начар пăхаççĕ. Ĕнер комсомолецсен пуххине ирттертĕмĕр. Комсомолецсем мĕнпур лашана хамăр пăхма тытăнатпăр, терĕç.
— Ку тĕрĕс, — ырларĕ парторг. — Çавсене уйăрса лартмалла. Лашасене кăçал хĕлле те кантарма тĕл килмест пулĕ-ха: вăрман нумай хатĕрлемелле пулать. Çавăнпа...
— Çавăнпа лашасене лайăх пăхмалла, çапла-и, парторг? — кулчĕ Кабир.
— Çапла, — терĕ Ятман, ним калама аптранă енне, хай шкул ачи пек хĕрелсе кайрĕ.
Ăна хăйне алла илме çăмăл пулмарĕ, — Кабир ку сăмахсене ытла та ăнсăртран тĕртсе хучĕ. «Çав кирлĕ, — терĕ Ятман, хăйне-хăй вăрçса. — Çакăн пек сĕтĕрĕнсе ан çӳре, çынсем тахçанах пĕлекен япалана ан вĕрент. Чылай çĕре çитсе курнă тата правленире Кабирпе нумайччен калаçса ларнă хыççăн та вăл çавăн çинченех шухăшларĕ. Сасартăк çуралса хăвăрттăн пĕтĕм пуç мимине çавăрса илнĕ шалти туйăм ăна çакна систерчĕ: ун умĕнче пурин ĕçне те тĕрĕслесе çӳрекен ревизор, кирлĕ-кирлĕ мар çĕрте ăс паракан контролер пулас хăрушлăх тăрать. Кабир хăйĕн йĕплĕ сăмахне мĕнле шухăшпа каларĕ-тĕр, анчах вăл ăна пĕр сăмахпах çак чăнлăха ăнланса илме пулăшрĕ. «Хăшне йышăнас тетĕн — йышăн, Ятман, — терĕ вăл хăйне, — е эсĕ суйласа лартнă ĕçсĕр çын, Гариф пек «начальник» пулатăн е массăсен организаторĕ пулса тăратăн».
Киле Ятман тĕттĕм пулсан çеç кайма тухрĕ.
Тӳрĕ урам тăрăх анаталла пĕр пĕччен аннă май вăл, кăçал кĕркунне пĕрремĕш хут çĕр шăннине туйса илчĕ. Аллинчи кукăр патакне кашнинчех сивĕпе хыта пуçланă пылчăк çакланать, вăл халь ура айĕнче тин сухаласа пăрахнă нӳрлĕ тăпра пек нăтăрт-нăтăрт туса пусăрăнса пырать. «Çĕрулмине кĕртсе пĕтерчĕç-ши? — вĕçрĕ ун пуçĕнче шухăш. — Кĕçĕр шăнтса лартмасть-ши ĕнтĕ? Михала пичче килте пулсан юрĕччĕ. Вăл, килте-тĕк, кĕçĕр шăнтассине манран малтан сисрĕ пулĕ».
Кĕпер патĕнче юнашарах пĕр хĕрарăм ун ятне асăнчĕ. Иккĕмĕш хут çеç илтет пулсан та, ку сасса вăл çийĕнчех палларĕ — Людмила сасси.
— Эсир ку ял мар вĕт, мĕншĕн Атăлкассинелле çул тытатăр? — терĕ вăл Ятманпа танлашнă-танлашман. Ун сассинче пытанса тăракан вăрттăн кулă янăрарĕ.
— Пĕр хĕр патне каятăп-ха, манăн вăл ялта савни пур, — терĕ Ятман шӳт тăвас кăмăлпа.
Кам-ши вăл, сирĕн савнийĕр? Пĕлесчĕ! Эпĕ ăна сивĕтнĕ пулăттăм.
— Мĕншĕн апла?
— Ултавçă качча ан юраттăр вăл, — пĕр кулмасăр тавăрчĕ Людмила.
— Эпĕ ултавçăпа ултавçă маррине ăçтан пĕлтĕн-ха? — ыйтрĕ Ятман.
— Ара, пĕлмесĕр. Пĕр кунхине мана мĕншĕн улталарăн? — ыйтрĕ Людмила, çывăх пĕлсе тăран çын пек.
— Улталаман-çке.
— Ан суй, улталарăн! Эсĕ çак ял çынниех. Эпĕ сан ятупа хушаматна та пĕлетĕп.
— Эпĕ те сан ятупа хушаматна пĕлетĕп, апла пире паллашма та кирлĕ мар, — кулчĕ Ятман. — Людмила Петренко пулас, çапла-и?
Хĕр, тĕлĕннĕ пек пулса, тимкерсе пăхса илчĕ.
— Мана çавăн пек каларĕç, — терĕ Ятман малалла. — Апла мар пулсан, Куçма пичче патне пырса ыйтас-ха эппин, тĕрĕс ятна калатăр.
Çамрăксем хушшинче час-часах пулакан çакăн пек çăмăл калаçу хыççăн вĕсем пĕр-пĕринчен сахал мар япала ыйтса пĕлчĕç, халĕ ĕнтĕ вĕсем шӳт туса курман мăн çынсем пек питех те ĕçлĕн юмахларĕç.
Людмила Атăлкассине амăшĕпе пĕрле иртнĕ çулхинех килсе кĕнĕ-мĕн. Вăрçăччен вĕсем Винница çывăхĕнчи пĕр колхозра пурăннă, анчах вăрçăн пĕрремĕш уйăхĕнчех нимĕçсем бомба пăрахнипе çуртсăр-йĕрсĕр тăрса юлнă та, ялтан яла, станцăран станцăна куçса, хĕвелтухăç енелле чакнă, юлашкинчен, пĕр хулара поезд çине ларса Чăваш республикине çитнĕ. Станцăран кунта вĕсене Куçма Иванч лартса çитернĕ, вăл ун чухне хăйĕн хĕрне Хĕрлĕ Çара ăсатма кайнă пулнă. Куçма Иванч Людмилăпа амăшне колхоз правленине леçмен, тӳрех хăйĕн патне илсе пынă.
— Пурăнăр, — тенĕ вăл, — тăван килти пек пулăр, эсир мана кансĕрлес çук, эп сире кансĕрлемĕп.
Людмила каланă тăрăх, халĕ вĕсем Куçма патĕнче чăнах та килти пекех пурăнаççĕ. Куçма хăйĕн ĕнине Людмила амăшне сутарттарать, апат та вĕсем ялан пĕрле çиеççĕ.
— Ку сахал-ха, — терĕ Людмила, — халĕ вăл пĕр çынна ман валли çăматă тума çăм леçсе пачĕ. Эпир аннепе ним калама та пĕлместпĕр.
— Эсир те пулăшăр ăна, — терĕ Ятман, Куçма пиччешĕн чĕререн савăнса.
— Эпир ун валли мĕн тума пултаратпăр? Кил-çурта тирпейлетпĕр, кĕпе çуса паратпăр, апат хатĕрлетпĕр. Пире пулăшнине илсе шутласан, ку вăл нимĕн те мар.
Хĕрача сăмахланине итлесе пыракан Ятман çак вăхăтрă хăй яла таврăннăранпа Куçма Иванч патне пĕрре те кĕрсе тухманнишĕн ӳкĕнсе илчĕ. Кĕрсе тухмаллах терĕ вăл, эпĕ ку хĕрачан амăшне палламастăп та вĕт-ха. Людмила, ун шухăшне пĕлнĕ пек, ăна амăшĕ çинчен ăнлантарчĕ.
— Ман анне хамăр колхозра пахча-çимĕç бригадирĕ пулнă. Вунă çул çав ĕçпе ĕçлерĕ пулĕ. Анчах вăл кунта ӳсекен çимĕçсене туса илме пĕлмест.
— Вĕренет, — терĕ Ятман. — Эсĕ тата мĕн тăватăн?
— Çӳретĕп акă ял тăрăх, тăрлавсăр ĕç мар-и манăн? Ятман халь вăл ăçта кайнине пĕлесшĕн пулчĕ.
— Эсĕ хамăр ялта мар-ха, ют ял тăрăх çӳретĕн, — тăрăхларĕ вăл.
— Сан пекех, — тавăрма сăмах тупрĕ лешĕ. — Эсĕ те килте ларсах каймастăн курăнать, ют ялсем тăрăх çӳретĕн.
— Ман ĕçĕм çавăн пек, — вĕсем уйрăлса каймаллине сиссе чарăнчĕ Ятман.
— Манăн унта лайăх юлташ пур, — терĕ Людмила. — Зейнаб. Паллатăн-и ăна?
— Паллатăп-çке.
— Çавсен патĕнче пултăм. Унта Украинăран килнĕ тата тепĕр çемье пурăнать...
Вĕсем сывпуллашрĕç.
Людмилăран уйрăлсан, Ятман хăйне тепĕр хут вăрçса илчĕ.
«Çынсене начар пĕлетĕн-ха, парторг, — терĕ вăл хăйне. — Эвакуаципе килнĕ çынсем патĕнче те пулса курман-ха эсĕ, ун пек юрамасть».
X
Кĕтерне хăй иртнинче вăрçнă хыççăн Сехре пăртак итлекен пулать пулĕ тесе шухăшланăччĕ. Сехрешĕн хĕрарăм калани нимех те мар иккен. Паян ак вăл Сехрене тепре пăсăрлантарса илчĕ, анчах хальхинче те усси пулмарĕ. «Юрĕ ĕнтĕ, Кĕтерне, ан ятла, куçа хупнăччĕ те, çывăрнă кайнă», — текелесех ирттерсе ячĕ. Тата икĕ сехетрен, ĕнесене суса килсен, пăхрĕ те Кĕтерне, Сехре каллех çывăрса выртать. Ну, мĕн тăвăн ĕнтĕ эс ăна?
Кĕтерне лаша витине кĕрсе тĕрĕслерĕ. Сехре ăна темиçе кун тасатман, унта туллиех тислĕк пуçтарăннă. Апат валашкисенче тахçанхи апат юлашкисем нумай.
— Эс каллех çывăрса выртатни, Иван? — кăшкăрчĕ Кĕтерне ăна хăлха патĕнченех. — Ăçтан кăна тухать сан ыйăх? Кунĕпе çывăратăн!
— Кăнтăрлахи апат хыççăн кăшт куç хупса илес терĕм — тăрса ларчĕ Сехре. — Каланă вĕт ваттисем, апат хыççăн начар улпут та выртса канать, тенĕ.
— Кай, аçа та çапмасть сана пĕреххут.
— Мĕн тума аçа çаптăр мана? Эп çылăхсăр этем.
— Çылăхсăр! Сан çылăхна турă каçарса та пĕтерес çук!
— Çавăн пекех нумай тетни?
— Нумай пулмасăр.
Сехре сентре çинчен тураман табак аври илчĕ те ун çулçине алтупанĕ çинче ватма тытăнчĕ. Кĕтерне инке ăна та асăрхамасăр хăвармарĕ:
— Табак турама та ӳркенетĕн вĕт эсĕ? Ай, хам сан арăму мар, Иван, эп сана пăртак ăса кĕртнĕ пулăттăм...
— Илес пулсан та, эпĕ сан пек усал хĕрарăма илес çук, йăваш арăм тупатăп. Штоп манпа вăл кушак пек пурăнтăр терĕ Сехре. — Хĕрарăм вăл килте чуна хытарса мар, çемçетсе тăмалла. Киле çиллессĕн пырса кĕрсен, ман тавра пăрчăкан пек йăпăртатса кăна çӳретĕр...
— Çавăн пек хĕрарăм тупасса шанатăн-и-ха, Иван? — ун çывăхнерех пырса ларчĕ Кĕтерне.
— Эс манран ытла нумай кĕçĕн мар вĕт?
— Çулпа ытла нумаях кĕçĕн мар, чунпа нумай кĕçĕн, — çавăрттарса хучĕ Сехре.
«Калаçма пултарать вăл, ăсран катăках мар курăнать, хăйне евĕрлĕ чеелĕхĕ те сисĕнет. Çав, наянĕ çеç пĕтерет ăна, тирпейлĕрех мăшăр пулсанчĕ хуть», — шухăшларĕ Кĕтерне, ун çине çиленмесĕр пăхса.
— Хам евчĕ пулам мар-и саншăн, Иван? Манăн пĕлсе тăнă пĕр лайăх хĕрарăм пур.
— Кам-ши вăл? — ун еннелле чалăшшăн куç хыврĕ Сехре. — Хĕрарăмăн ячĕ пур-и хăть?
— Ячĕ те пур, сăвапĕ те пур, пурлăхĕ те пур — пурте пур.
— Эс малтан ятне кала... Хамăр ялсемех-и?
— Хамăр ялсемех. Марине пирки шухăшлатăп та-ха... Хăй килĕшмест пулĕ, тетĕп. Ытла тăрлавсăр вĕт эсĕ. Вăрçсан — ялан вăрçнă пек сана, вăрçмасан — кунĕпе çывăратăн. Сăмахран, килĕшес пулсан, мĕнле пурăнĕ-ши вăл санпа?
— Сан пекех хаяр вăл, вăрçаканскер. Эпĕ вăрçакан хĕрарăма юратмастăп...
— Сан пек наяна вăрçмасăр епле чăтса тăрăн? Пĕлместĕп, мĕнле арăм сана вăрçмасăр пурăнма пултарĕ-ши? — кулчĕ Кĕтерне.
— Тупăнать. Хĕрарăм вăл тĕрли пулать. Санăн, сăмахран, хĕрарăм мар, арçын пулмалла пулнă, сан упăшкун, Михалан, хĕрарăм пулмалла пулнă. Вăл — хĕрарăм кăмăллă арçын. Пăхатăп та, эс ĕçлессе те арçын пек ĕçлетĕн. Çапла-и?
— Пулĕ те. Сан пек кăнтăр кунĕнче çывăрса выртмастăп ĕнтĕ, хам хырăма хам тăрантма пултаратăп.
Кĕтерне пĕр пуçланă калаçăва яланах вĕçне çитерме юратать. Паянхи калаçу ахаль те уншăн ăнсăртран сиксе тухнă япала та мар, Маринене Сехре валли çураçасси çинчен вăл, пĕрре çеç мар шухăшланă. Çулла кун пирки Михалапа та сăмах-юмах хускатнăччĕ, анчах Михала ун çинчен итлесшĕн те пулмарĕ. «Марине çавна каять-и!» — тесе çеç каласа хучĕ. Иртнĕ уйăхра Марине темле ĕçпе килсен, Кĕтерне унпа хăйĕнпе те калаçса пăхасшăн пулчĕ, Марине ун чухне ытла васкатчĕ, ал сулчĕ те сăмаха урăххи çине пăрса ячĕ. Иван та хăйĕн шухăшне татсах каламасть-ха, Кĕтерне ăна та тата пăртак калаçтарасшăн пулчĕ.
— Сан урçалла пурăнма юрамастех, Иван, — ытахальтен лариччен мĕн те пулин çĕлес тесе саппунĕ айĕнчен йĕппе çип кăларчĕ Кĕтерне. — Тем тесен те, эс ватăлса çитмен вĕт-ха. Пĕччен пурăннипе хуçалăху та юхăнать, килĕнте те ним йĕрке çук. Иккĕн иккĕнех: калаçса чуна йăпатни те мĕне тăрать, тухса çӳреме те кăмăллă. Çи-пуç та питĕ, хырăм та тутă тенĕ пек...
— Вăл çаплах ĕнтĕ, — килĕшрĕ Иван. — Анчах кама илес тетĕн-ха?
— Илсе яр, ара, çав Маринене! Тиркес теместĕн-и тата?
— Эпĕ тиркеместĕп, вăл хăй тиркет пуль. Ĕçчен хĕрарăм вĕт, бригадир...
— Эс те хăвна кура хастарлан, — вĕрентрĕ Кĕтерне. — Сан мĕн, аллу-уру чăлах-и, турă сана мĕнрен те пулин катăк хăварнă-и? Эс те çынах-çке...
— Тата ун ачи-пăчи те нумай, — хушса хучĕ Сехре.
— Уншăн иккĕленсе ан тăр. Ун ачисене тула тухнă чух эс искĕртсе ларас çук — пысăкланнă! Кĕçĕнни кăçал шкула чупать ĕнтĕ. Ачисем амăшĕ пекех йĕркеллĕ ӳсеççĕ.
— Çапах вĕсене пăхас пулать-çке, — хăйĕннех печĕ Сехре. Ку Кĕтернене кăшт виçерен кăларчĕ курăнать, вăл хыттăнтарах каласа хучĕ:
— Пăхатăн, ара! Вĕсене вăл каçсерен ял тăрăх чупса туман вĕт, упăшкипе лайăх савăшса пурăннă. Упăшки те ĕçсе ӳсĕрĕлсе е пӳкле вилĕмпе вилмен, финсемпе çапăçса вилнĕ. Ун ачисене пахмашкăн та сăвап!
— Хамăр ялтан илсе пулмасть пулĕ ĕнтĕ, ют ялах кайса шырамалла пулĕ, — чĕлĕмне табак тултарчĕ лешĕ.
— Маринене илмесен, ухмах пулатăн, нихăш ялта та ун пекки тупаяс çук эсĕ.
— Чăнах та-ши?
— Ара, такшин питĕ хапсăнтăр ĕнтĕ сана! Сехре , тесен, кӳршĕ ялсенче те пĕлеççĕ пулĕ. Çав, пĕр-пĕр карчăк тупса килĕн...
— Хамран çамрăккине тупса килеп.
Вĕсем çапла чылайччен сăмахпа перкелешсе ларчĕç. Сехре васкамасăр чĕлĕм туртать, Кĕтерне пански çыхса ларать. Ĕçрен пушаннă хыççăн Кĕтерне урай ытла çӳпĕленнине кура, пӳрте тирпей кĕртрĕ.
— Эп çыврас çук та, пуçтарса парам ĕнтĕ, — терĕ вăл саксене шăлса.
— Пуçтар, пуçтар, тăхлачă, пурте вăрçма çеç пĕлеççĕ, никам та тасатса памасть, — терĕ Сехре. Вăл чӳречерен пăхрĕ те кунталла агрономпа колхоз председателĕ килнине курах кайрĕ.
— Кĕтерне, кунта пуçлăхсем килеççĕ, — хыпаланса ӳкрĕ вăл.
— Камсем, ара?
— Агрономпа Левентей.
— Килччĕрех. Маншăн пуçлăхсем хăрушă мар, — терĕ Кĕтерне. — Çапах та хам пата каяс, нумайрах лăпăртатса лартăм пулас эп кунта. Эс те тух, Иван. Вĕсем кĕриччен пуçтар хуть витӳне.
Сехре, урапасем патĕнче кăштăртатакан Сахрун пиччепе калаçса тăракан агрономпа Левентее курмăш пулса, тӳрех витене кĕрсе кайрĕ, кĕреçе илсе часрах тислĕк ывăтма тапратрĕ. Ăшĕнче хăй хĕрарăм агрономран хăранă пек пулчĕ, Левентейĕ кунта кĕрсе тухманни нумай пулать, кĕтĕр ĕнтĕ, анчах хĕрарăм агрономĕ виçĕ кун каялла кăна харкашу туса хăварчĕ вĕт-ха? Мĕн ĕç пур ĕнтĕ агрономшăн выльăх витисем тăрăх çӳреме? Ун ĕçĕ тырпул патĕнче пулмалла пек. Анчах çук, вăл кунта та çынсене вĕрентсе çӳрет, унсăр пуçне выльăх пăхма пĕлмеççĕ тейĕн. Ирхине лашасене хырчăкламаншăнах тем те пĕр каласа пĕтерчĕ.
Липа Сехрепе хыттăнах вăрçнине хăй те манман курăнать, вăл ĕçленĕ çĕре кĕме кăмăл тумарĕ. Сехре çине аякран çеç тĕллесе кăтартрĕ.
— Вăл конюх-и сан, председатель?
— Конюх.
— Аван конюх пулмалла. Кирек хăçан кил — вăл лашасем патĕнче. Вĕсене апат пăтратса парать, хырать, тасатать. Çывăрнине нихçан кураймăн.
— Кирлĕ мар ун пек... Манăн паян ахаль те нимле кăмăл та çук, — терĕ Левентей.
— Сан çыннусене ырлама та юрамасть-и?
— Сисетĕп эсĕ мĕн каласшăн пулнине. Кирлĕ мар... Хăвах пĕлетĕн вĕт, çынсем çитмеççĕ...
— Хĕрарăма ларт, — терĕ Липа, сассине улăштарса.
— Ку вăл арçын ĕçĕ-çке-ха.
— Тепĕр хĕрарăм лашана Сехре Иванĕнчен лайăхрах пăхать.
Аякра пулсан та, çак калаçăва Сехре илтрĕ-илтрех, мĕнпур сăмахне ăнланмасан та, калаçу хăй çинчен пынине туйса тăчĕ. «Ку, качча кайсан, Кĕтерне пекки пулать ĕнтĕ, — терĕ вăл. — Левентей унпа çӳрет, теççĕ, качча илсе ан ятăр, вара пĕтет вăл çак майрана пула». Левентей ун сăмахĕсене мĕнле итлет-ха тесе, Сехре алăка ытларах уçса тулалла кармашса пăхрĕ, вĕсем тата аяккарах кайнă та хăмăт-пăявсене тĕрĕслесе тăраççĕ иккен. Хĕрача каллех такшине питлет.
— Юхăнать вĕт хуçалăх, — хăлхана килсе кĕрет ун сасси. — Кур-ха ак ку хăмăтăн пĕр пăявĕ чĕн, тепĕр пăявĕ пушăт, ак ку тилхепене епле сыпа-сыпа пĕтернĕ. Мĕн, сирĕн çакна явмалăх сӳс çук-и, пушăт çук-и?
— Явакан çук, çынсем ниепле те пушанаймаççĕ, — тет Левентей.
— Унран килмест вăл, — хирĕçлет Липа. — Вăл йалтах конюхсемпе бригадирсенчен килет, эпир пăхманнинчен килет.
Сехре, тӳррипе каласан, Левентее те ытла кăмалласах каймасть, тепĕр чухне вăл та ыттисем пек ятласа илме юратать. Нумай пулмасть вăл ферма пуçлăхне Сехрене ĕçрен кăларма сĕннĕ, терĕç. Çапах та Левентей ăна куçран нимех те каласа курман-ха. Агрономпа Ятман вара çынсем пур чухнех тем те пĕр калама хатĕр, вĕсемшĕн ват çын та ват çын мар. Ятманĕ, кӳршĕ çынни пулсан та, ăна темшĕн кураймасть. Вăрçăччен Сехре уй хуралçинче тăратчĕ, начар ĕçех марччĕ ку уншăн, канса выртсан та халăх курсах каймастчĕ. Вăл вырăнтан та ăна Ятман кăларттарчĕ.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...