Йăмраллă ял :: Пĕрремĕш пай
Сехре Ятмана та, кăмăла хуçса хăварнă хĕрарăм агронома та, Левентее те хăй ăшĕнче нумайччен вăрçрĕ. Витери тислĕке картишĕнчи пысăк купа çине ывăтса пĕтерсен тин ун ăшĕ кăшт пусăрăннă пек пулчĕ, вăл, лашасене утă антарса парса, конюхсен пӳртне кĕчĕ. Кунта ăна Кĕтернен чуна çемçен кăтăклакан сăмахĕсем аса килчĕç. «Маринене илмесен, ухмах пулатăн, нихăш ялта та ун пек хĕрарăм тупаяс çук». «Ха, — терĕ вăл, чеереххĕн кулса, — Маринене сĕнет. Шухăшлас пулать-ха кун çинчен».
Каçхине, киле таврăннă чухне, Сехре Иванĕ Липăпа Левентее урамра правлени çывăхĕнче курчĕ. Вĕсем унта тырă сăвăрмалли машина патĕнче тем аппаланакан Сахрунпа калаçса тăратчĕç. Сехре çывхарнă вăхăтра вĕсем иккĕш те çӳлелле, Турикас еннелле хăпарса кайрĕç.
— Мĕн, сана председательсем ĕç парса хăварчĕç-им, Сахрун? — ун патне машина юсанă çĕре пырса тăчĕ Сехре.
— Ĕç парса хăварчĕç-ха, — терĕ Сахрун пуçне çĕклемесĕрех. — Мĕнле председательсем пирки сăмах ваклатăн çак эсĕ?
— Ара, икĕ председатель ĕнтĕ халь пирĕн, Сахрун. Паçăр ман пата та пырса тĕрĕслесе кайрĕç. Левентейĕ нимĕн те шарламасть, ку вара ну тиркет, ну тиркет. Юхăнать иккен хуçалăх, тет. Вăрçă вăхăтĕнче хуçалăх юхаймасăр епле вăл? Хăçан юхăнман вăрçă вăхăтĕнче пуçлăх? Астăватна, иртнĕ вăрçăран таврăнтăмăр та, пĕтĕмпех пĕтнĕччĕ. Ни сӳри çук, ни сухапуçĕ, ни вăрлăхĕ. Çийĕнчен тата хуралтăсем çĕрсе кайнă. Кайран юсарăмăр. Ку вăрçă хыççăн та юсăпăр-ха акă. Унăн саккунĕ çавăн пек ĕнтĕ.
— Тĕрĕсех мар пуль çав сан саккуну, — хирĕç сăмах хушрĕ Сахрун, — тĕрĕсех мар пулĕ çав...
Сехре çăварне карсах пăрахрĕ.
— Мĕн тĕрĕс марри пур унта?
— Халь хуçалăха вăрçă вăхăтĕнче те юхăнтармалла мар, теççĕ. Вăрçă пырать пулсан та, вăй çитмест-им-ха çак вĕт-шака тирпейлеме? — машинăна тĕллесе кăтартрĕ Сахрун. — Левентей каларĕшле, мĕншĕн ĕçсĕр лартас-ха ăна кунта? Юсас та ĕçе ярас. Машина вĕт-ха вăл...
— Юсама май пур-и вара? — килĕшӳ сĕннĕ пек ыйтрĕ Сехре Иванĕ.
— Пулмасăр. Ыран ак тимĕрçĕпе иккĕн тытăнатпăр та каçчен юсаса та лартатпăр. Липăна эс ахалех хурлатăн, вăл ĕç çине ырă куçпа пăхать.
— Мĕн тĕрĕс пăхни пултăр? Кам пит хушать ăна пур çĕре те сăмсине чикме? Ĕçлетĕр кашни хăй пĕлнĕ пек. Çук, вăл сана пырса тĕрĕслетех.
— Вăл та тĕрĕслемесен, урăххи те тĕрĕслемесен, ытла наянланса каятпăр-çке, тусăм. Камăн та пулин тĕрĕслемеллех ĕнтĕ. Çавăнпа колхоз та.
«Ха, ку та мĕнле çаптарать, — терĕ Сехре хăй ăшĕнче. — Кĕтерне пекех. Мĕн шуйттанне пуçларăм ку сăмаха? Халĕ вĕçне тух ĕнтĕ». Вăл, Сахруна çĕнтерес çуккине кура, сăмаха часрах пĕтерме шутларĕ.
— Ну, юрĕ-ха, эпĕ уттарам-ха. Сывă пул.
— Сывă пул, — терĕ Сахрун, ун еннелле пăхмасăр. Çав вăхăтра правлени енне васкамасăр утакан Липăпа Левентей, Сехре Иванĕ пирки шухăшлама та манса кайнăскерсем, пачах урăххи çинчен калаçрĕç. Ку вăл Левентейшĕн витере пулса иртнĕ калаçуран самай йывăртарах пулчĕ. Унта агроном ăна кахал Сехре Иванĕшĕн, хăмăт-лавшăн тĕртсе илчĕ, — ăна Левентей пĕр кӳренмесĕрех йышăнать, чăнах та юлашки вăхăтра вăл ферма ĕçне хутшăнсах каймарĕ, анчах халĕ Липа мĕншĕн ăна юри тенĕ пек чуна ыраттаракан сăмахсем калама тăрăшать-ха?
— Олимпиада Осиповна, пахатăп та, эсĕ темскер улшăннă пек-ха, — терĕ Левентей яланхи пекех çемçен те ырă кăмăллăн.
— Усалланнă пек-и е ырă пула пуçларăм пек-и?
— Ман шутăмпа, хаярланнă пек-ха. Ытла хивре калаçатăн...
— Ку пуçламăшĕ кăна-ха, эп мĕнле усаллине эс ыран пухура курăн, çамрăксен пухăвĕнче. Вот унта сана çакланмаллах ĕнтĕ! — хыттăнах кулчĕ Липа.
— Хĕрхен ĕнтĕ кăштах, мĕнле вăл сан мана яланах вăрçас килет?
— Эп пурне те вăрçатăп.
— Çапах та мана ытларах лекет.
— Ара, лаши май — пушши, çынни май сăмахĕ, теççĕ, — тавăрчĕ хĕр. — Тен, сана ытларах та лекет пулĕ, юлташла...
— Юлташла ăшă сăмах каласан та пырĕччĕ, вăрçакансем ахаль те нумай.
— Ăшă сăмаха ыттисем калаччăр. Манран ăна кĕтмешкĕн ан васка.
— Камран кĕтес тата?
— Камран та пулин.
— Апла эс ним чухлĕ те хĕрхенместне? — çине тăчĕ Левентей.
— Сана хĕрхенме эс мĕскĕн çын мар вĕт, — татăклăн каламарĕ Липа.
Левентей Липăпа паллашни çулталăк ытла ĕнтĕ, унтанпа куçа-куçăн та нумай калаçнă, Тутаркаса та пĕрле çӳрекеленĕ, анчах хĕр ун çине мĕнле пăхать, ăна вăл паян кунччен те пĕлмест. Липа калаçать, кулать, шӳт тăвать, ушкăнра та, иккĕн чухне те хăйне нихçан та чĕмсĕр тытмасть, çапах та чĕре туйăмĕсем çинчен калаçма тытăнсан, шăпăртах пулать, çăварне шыв сыпать тейĕн. Левентее тиркет тес пулсан, ун пек калама май çук, хĕр ăна нихçан та палăртман, çав вăхăтрах вăл Левентейпе ытлашши интересленни те сисĕнмест. Çулла вăйă вăхăтĕнче Левентей кун пирки Укахвипе те калаçса пăхнăччĕ. Укахви ун чухне «Вăл юратса курман-ха», — тесе хучĕ. Тен, чăнах та çапла пулĕ, тен, унăн каччи таçта аякра пулĕ — хĕр юратăва чĕре тĕпĕнче тытса усрать пулĕ? Кирек мĕнле пулсан та, Левентей унпа куннинче те йĕркеллĕ калаçаймарĕ.
— Ăсатас-и? — сĕнчĕ вăл, Липа правлени еннелле пăрăнманнине кура.
— Кирлĕ мар. Ахаль те вăхăту çук-тăр.
— Халь вăхăт çине перетĕн-и ĕнтĕ?
— Ара, çынсем сана тепĕр чухне правленирех çывăрать теççĕ те...
— Кам калать?
— Ĕнер ваттисем кулатчĕç. Пирĕн Левентей каçсерен киле те кайми пулчĕ, теççĕ. Ахальтен çывăрмастăн ĕнтĕ унта, ĕç нумайран çывăратăн. Çапла-и?
— Вăл ним те мар, — ал сулчĕ Левентей. — Хăш чухне çĕрле те районран телефонпа чĕнкелеççĕ те, ларма тивет çав. Ĕç нумайланчĕ, Липа, пĕлсенччĕ эсĕ, ĕçлеме мĕнле йывăрланчĕ халĕ!
— Кама çăмăл тесе шутлатăн эсĕ! — пĕрре те тĕлĕнмерĕ Липа.
— Çынсене ун пекех асап мар пулĕ.
— Тен, хăшĕ-пĕрисене çĕр хут асапрах пулĕ? Ятманран ыйт-ха, фронтрисене çăмăл-и?
— Пĕлетĕп, — терĕ Левентей, шухăша кайса. — Анчах кала-ха, Липа, çакăн пек йывăр вăхăтра колхоза епле ертсе пымалла?
Липа сисрĕ, кăна Левентей пĕр шӳт тумасăр ыйтать. Хĕр каччă пичĕ çинче çак минутра нимле кулă та курмарĕ. Кунтан та ытларах, Левентей пĕччен чухне çак ыйтăва хăйĕн умне пĕрре кăна мар лартнă пулмалла. Чăнах та, йывăр ĕнтĕ ăна, пăхма та улăх тăрăх чупмалли каччă кăна вĕт-ха. Анчах Липа пĕлет: пултаруллă каччă, колхоза пĕрре те тепĕр опытлă председательтен кая ертсе пымасть. Ахаль мар Ятман та ырлать ăна, пирĕн Левентей хăйĕн колхозĕшĕн вута кĕме те хатĕр, тет. Липа ăшĕнче Левентее хĕрхенсе те илчĕ: пурте ыйтаççĕ унран — ăна пар, кăна пар, пурте вăрçаççĕ — вăл ун пек мар, ку ун пек мар, ун пурне те пĕлмелле, пур ĕçе те вăхăтра тумалла. Пулать пуль çав, ывăннă хыççăн киле каймасăр диван çине выртса çыврасси те пулать пуль.
Анчах, калама тăрсан, Липăн чĕлхи вĕçне хĕрхенӳ сăмахĕсем килмерĕç.
— Пĕлетĕн-и, Леонтий Петрович, ĕçлеме йывăрри çинчен эс урăх никама та ан кала. Темле йывăр пултăр, çапах та ан кала. Кайран, вăрçă пĕтсен, аса илĕпĕр. — Йывăр пулчĕ-и пире, çăмăл пулчĕ-и?
— Эс ман сăмахсене тĕрĕс ăнлан, — терĕ Левентей. — Эпĕ тек пултараймастăп, тархасшăн ĕçрен кăларăр, теместĕп. Санран канаш çеç ыйтатăп.
— Ман канашăм çапла, — сассине çемçетмесĕр каларĕ Липа. — Ун çинчен ан шухăшла. Хăвăн умна «Колхоза епле ертсе пырас-ши?» тесе ыйту ан ларт, çемçе чунлă ан пул. — Кун пек вĕрентни уншăн хăйĕншĕн те кулăшла пулчĕ курăнать, вăл хавассăн каласа хучĕ: — Ав, мĕн чухлĕ ăс патăм сана, — терĕ те кулса ячĕ.
XI
Хăва касма каймалла тенĕрен Кăтра Михала тул çутăлнă-çутăлманах тăрса тумланчĕ. Тулта тĕтреллĕ çанталăк тăрать пулин те, ăна паян кун лайăх пулассăн, туйăнчĕ, вăл, хĕвел курăнмасть-и-ха тесе, картишĕнчи пĕчĕк кантăкран та пăхса илчĕ. Кăтра Михала хăва касма тахçан хăтĕрлесе хунă вăрăм çĕççине пиçиххийĕнчен çаклатса ячĕ.
Правленине вĕсем Левентейпе иккĕш пĕр вăхăтрах çитрĕç.
— Пĕрлех каятпăр-и, е эсĕ юлатăн-и? — терĕ Михала уйрăмăнах хаваслăн. Левентей туйрĕ, ăна паян ĕçрен хăварас тесен те хăвараймастăн, хăй каларĕшле, унăн паян ĕçшĕн ăлă тупанĕ кĕçĕтсе тăрать. Левентей ун çĕççине тытсах пăхрĕ.
— Эп патшалăха сухан леçтерем, — терĕ вара кăштах тăрсан.
Атăл урлă çынсем виçĕ пысăк кимĕпе каçрĕç. Икĕ ачана кимĕсем сыхлама хăварса, колхозниксем темиçе çухрăма тăсăлакан илемлĕ хăвалăха кĕрсе кайрĕç. Часах леш енчен тепĕр пĕчĕк кимĕ ишсе каçрĕ, унпа çамрăксем купăсçă Карачăма лартса килчĕç.
Михала, кăна курсан, сухал айĕн кулса çеç илчĕ:
— Ара, çамрăксем Атăл урлă купăс каламасăр каçаççĕ-и? Ав, шыраса тупнă вĕсем Карачăма. МТС-а каяс çĕртен кунта сĕтĕрсе килнĕ пуль...
Карачăм купăс калама чарăнса çыран хĕррине ансанах нимрен малтан кунта кӳршĕ ялсем çуккине асăрхарĕ. Вăл, ват çынсем хăйĕн купăсĕ çине ытлашши ырă куçпа пăхманнинчен именмесĕр, пĕтĕм сасăпа кăшкăрса ыйтрĕ:
— Ку мĕне пĕлтерет, юлташсем? Эпĕ тутаркассене курмастăп!
— Чăнах та, тутаркассем ăçта? — терĕ ун çумĕнче Ваçук ятлă çамрăк çын. — Çитеймен-им вара вĕсем?
Ятман кунта ĕç ырă маррине туйса илчĕ: паян кӳршĕсене хăва касма килмешкĕн никам та чĕнмен пулас. Вăл тӳрех Сахрун патне ухсахласа пычĕ.
— Сахрун пичче, — терĕ вăл, — эсир тутаркассене каламан вĕт! Мĕнле пулчĕ-ха ку?
Ĕнер çеç суйланă правлени членĕ Сахрун Атăл урлă ял еннелле пăхса илчĕ, унтан, такама ӳпкеленĕ пек аллипе сулса, каласа хучĕ:
— Ан та кала, Ятман. Паçăрах шутларăм-ха ун пирки. Ĕнер чĕнме юри çын ярас тесе калаçса татăлтăмăр. Никам та кайман курăнать. Хитре мар пулса тухрĕ...
Çамрăксем, Ятман ват çынсемпе мĕн çинчен калаçнине туйса пулас, пушшех шавласа кайрĕç.
— Иртнĕ çул пĕрле касрăмăр иккен те, мĕнле вара капла?
— Кӳршĕсемпе хаваслăрах пулатчĕ-ха!
— Эртелĕмĕр пĕрле вĕт пирĕн! Чĕнес пулать! Михала, кăна илтсен, шăппăн çеç сăмах хушрĕ:
— Халь çын ярас, ара. Хамăр кăна касаймастпăр ĕнтĕ, — терĕ.
— Кая юлмарăмăр-и?
— Каç кӳлĕм те пулин çитчĕр. Кала пĕрне, вĕçтертĕр часрах...
Михалапа Сахрун Ваçука яла кайма чĕнсе илсе ĕç пирки ăнлантарнă хушăра Карачăм ытти çамрăксемпе хăвалăха кĕрсе çухалчĕ. Весенчен кăшт юларах пыракан Ятман вăрманта уяв чухнехи пек кăмăл туса хунă хуткупăс кĕввине савăнса итлерĕ. Кĕмĕл чĕлĕхсем такама мухтаса юрланă пек е такама кунта йыхăрнă пек янраççĕ, вĕсен сассинче пĕрре хĕрсен чĕрене кайса тивекен юрри, тепре вăрманти кайăксем чĕвĕлтетни, тепре тата садри шăпчăкăн илемлĕ кĕвви илтĕнсе тăрать. Пултарать çав Карачăм купăс калама! Галимджана пит ăста купăсçă теççĕ, ку та унтан кайра тăрас çук.
Карачăм, хăвалăха çитсен, унталла-кунталла çаврăнса пăхрĕ. Куçĕсемпе хĕрсене, вĕсен хушшинче Анушкана шырарĕ пулас, анчах тăрăшса ĕçлекен стариксемсĕр пуçне никама та курмарĕ. Анушкана ĕнтĕ вăл темиçе эрне тĕл пулман: хĕрача яла килме те вăхăт тупаймасть.
— Эс кунта йăнăшпа килсе çаклантăн куранать, купăсçă, — илтĕнчĕ хыçалта Михала сасси.
Карачăм ăна ăнланман пек пулчĕ.
— Мĕншĕн йăнăшпа? Эпĕ ĕçлеме килнĕ.
— Ĕçлеме-и вара? Кансĕрлеме мар-и?
— Çу-ук, — старик куртăр тесе çĕççине часрах йĕннинчен кăларасшăн пулчĕ Карачăм, унтан ăна аври таранах çĕр çине тăрăнтарса лартрĕ.
— Аа, чăнах та, эс çĕçĕ илме те манман иккен! — тĕлĕнчĕ Михала.
Карачăм, купăсне ăвăс айне лартса, ашшĕ çывăхнерех кайса тăчĕ, аллалпи çине темиçе хутчен сурчĕ те, çамрăксене куç хĕссе, хăва тĕмĕ патне пĕшкĕнчĕ. Сахруна ку питех те кăмăла кайрĕ — ывăлĕ никам хушмасăрах хăва касма килнĕ иккен. Çавăн пек тумалла та — тракторпа ĕçлемен чухне ашшĕне пулăшмалла, хĕл вăрăм, çуркуннеччен ĕçлеме Сахрун пиччене хăва нумай кирлĕ пулат-ха. Кăна туйса тăнă пекех, ашшĕпе ывăлĕ хăвăрт ĕçлеççĕ, вĕсем патĕнчи симĕс купа ӳснĕçемĕн ӳссе пырать.
Пурте ĕçе тытăннăран малтан çынсем ытлашши калаçсах каймарĕç, ялан шапăлтатма, чĕлхе вылятма юратакан Кăтра Михала та пĕр сехете яхăн нимĕн те чĕнмерĕ, кăшт хĕрсе çитсен вара çынсем пĕр-пĕринпе ытлăрах хутшăнакан пулчĕç. Михала, ваттисемпе юнашартарах ĕçлекенскер, вĕсене хăйĕн савăнăçне пĕлтерме васкарĕ:
— Çапах та уçрăмăр вĕт эртеле! Кăçал хăва касасса шанманччĕ. Хăви мĕнле тата — хăмăш пек вĕт!
— Кăçал хăва лайăх, кунтан хыçлă тенкел те хитре тухмалла, — килĕшрĕ унпа Сахрун.
— Аватпăр ĕнтĕ хĕл каçиччен! — терĕ юнашарах тепĕр ватă çынни.
Ятман вĕсен калаçуне хĕпĕртесе итлерĕ. Юратнă ĕç мĕн тесен те канлĕ çав, стариксене хĕлле пикенсе тумалли ĕçсĕр ларма çав тери кичем пулнă пулĕччĕ. Çавăнпа йăлăннă та вĕсем Левентее: уçса пар эртеле çĕнĕрен, ăнлан ват çынсен кăмăлне, тесе.
Атăлкассисем корзинка авас, çуна-урапа тăвас ĕçе халь çеç вĕренмен, вăл Михалапа Сахрун стариксен ашшĕсемпе аслашшĕсем пуçласа янă ĕçех пулнă. Революциччен нумай ĕлĕкех ял çыннисем, улпут аллинче тăракан хăвана хаклă хак парса илсе, хĕл каçиччен корзинка авнă, кайран вара ăна Тарасов купеца çурма хакпа сутса янă. Тарасов ăна Шупашкара та Хусана лавĕ-лавĕпе леçсе тăнă, хресченсенчен сăптăрса илнĕ укçапа унта та кунта чайнăйсем уçнă. Кайран, революци пулсан, ăтăлкассисем ялта колхозпа пĕрле промысла эртелĕ организациленĕ, ун урлă патшалăха лайăх корзинка туса панă. Патшалăх вĕсене укçасăрах хăвалăх уйăрса панă, колхозниксем, пĕр вăхăтрах промысла эртелĕн членĕнче те тăрса, кашни çулах пиншер тенкĕ укçа , ĕçлесе илнĕ. Вăрçă пуçланас умĕн вĕсем çуна-урапа ĕçне те тытăннă, çапла вара, эртел патшалăха та, колхоза та пысăк тупăш паракан предприяти пулса тăнă. Çуна-урапа тума эртелĕн хăйне уйрăм пĕчĕк мастерской пулнă, корзинкăсене эртел членĕсем кашни харпăр хăй килĕнче авнă. Атăлкассене кура юлашки çулсенче ку ĕçе Турикасра Тутаркас колхозникĕсем те пуçарса янă. Вĕсем хăйсен ялĕсенче эртел уçман, мĕнпур пек ĕçе Атăлкасси урлă туса тăнă.
Эртеле пĕтерни унта нумайранпа ĕçлекенсемшĕн, ун ĕçне хăйсен тăван ĕçĕ тесе шутлакансемшĕн пысăк инкек пулнă, çавăнпа вĕсем ăна çĕнĕрен уçасси çинчен калаçма пăрахман. Хăйсем вĕсем района та, промсоюза та кайман, çапах Левентее кашни утăмрах ӳкĕтленĕ. Халь Ятман шухăшлать те, Левентей чăнах та тĕрĕс мар тунă: эртел колхоза кансĕрлеме кăна мар, пысăкран пысăк усă пама пултарать, вăл туса хатĕрлекен урапа-çунасем фронтра та, фронт çывăхĕнче те мĕн те пулин турттарнă çĕрте кирлĕ пулма пултараççĕ. Вăрçăра унта тепĕр чухне мĕнпур япалана машинăпа турттарса тăма çук.
Ятман çĕççи çивĕччĕшне чĕрĕ хăва хулли ăшне çăмăллăн кĕрте-кĕрте ярса тата юнашарти çынсем калаçнине итлесе, ĕнерхи пухăва аса илет. Çĕр питĕ тĕттĕм пулнă пулсан та, халăх йышлă пуçтарăннăччĕ. Епле хавасланса калаçрĕç стариксем! Левентей хирĕç тăма хăяймарĕ, хирĕç тăнă пулсан та, унăн ĕçĕ тухмастчех ĕнтĕ. Çавна сиссех-и тен, Левентей эртел председателĕ пулма Куçма Иванч кандидатурине те хăех сĕнчĕ.
— Правлени членĕ ĕçлет-ха, — терĕ Михала, Сахрун патне çывăха пырса тăрса, — анчах сирĕн председатель курăнмасть. Счетоводрах ларасшăн-им?
— Вăл паян çурçĕр иртсенех промсоюза вĕçтерчĕ. Халиччен хулана та çитет пулĕ, — пилĕкĕ сура пуçланăран аллине аяк пĕрчи çине хучĕ Сахрун.
— Юманпа вĕрене пирки пулĕ?
— Çавăн пирки ĕнтĕ.
— Параççĕ, — терĕ Михала, Куçма Иванч ĕç татмасăр килес çуккине малтанах пĕлнĕ пек. — Промсоюз хирĕç пыма пултараймасть.
— Хирĕç пулмалла мар пек, — ун хутне кĕрсе каларĕ Сахрун.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...