Йăмраллă ял :: Пĕрремĕш пай
Вĕсем çынсене каçхине правление чĕнтерме пулчĕç.
— Çапах та пухса калаçас, çынсене ăшă сăмах ăшă икерчĕ пекех кирлĕ! — терĕ Михала пичче.
Левентей, унпа килĕшсе, пуçне сулчĕ.
Тепĕр кунне вăрмана каякансен вунпилĕк лавран тăракан обозĕ, Кăтра Михала ертсе пынипе, тин çеç ӳкнĕ çуна çулĕпе инçе çула тухса кайрĕ.
Марине, çак эрне тăршшĕпех вăрмана каясси çинчен шухăшласа пурăннăскер, килне тăрса юлчĕ. Ун чĕринче халĕ хăйне тахшин кӳрентернĕ чухнехи пек туйăм пулчĕ. Хĕрĕх çын ытла вăрмана кайрĕ иккен те, Маринен килте лармалла! Ун халь ĕнтĕ пĕр ĕç çеç юлать: хăва турттарса килес те корзина авма тытăнас. Вăл хăйĕн шухăшне ачисене каларĕ те, лешсем, хĕпĕртенипе, амăшĕ тавра сиккелеме тапратрĕç.
— Илсе кил, анне! Эпир сана пулăшатпăр! Чăнах илсе килетĕн-и? — куçа кĕчĕ кăçал çеç шкула кайма пуçланă хĕрачи.
— Пĕрле каятпăр тиеме, эсир янтине кĕтсе ан ларăр, — терĕ амăшĕ.
— Пыратпăр, анне, атьăр халех!
— Пĕр лав туллиех илсе килетпĕр. Аслă ывăлĕ мăнаçлăн çеç каласа хучĕ:
— Эпĕ хам корзинка аватăп. Эпĕ пĕлтĕрех авнă, — терĕ.
Марине вăрмана кайманнишĕн савăнаканни, ачисемсĕр пуçне, тепĕр çын та тупăнчĕ. Кăнтăрла тĕлĕнче вĕсем патне Липа пырса кĕчĕ.
— Э-э, эс килтех иккен-ха, эпĕ сана тĕл пулаймасран хăранăччĕ, — хĕпĕртерĕ вăл.
— Мĕн пулчĕ тата ун пекех?
— Ĕç пур. Кăçал кок-сагыз акатпăр, Марине.
— Мĕскер, мĕскер? — ăнланмарĕ лешĕ.
— Кок-сагыз. Каучук ларакан ӳсентăран. Унран вара калуш тăваççĕ.
— Эс шӳт тăватăн пулас. Калуш шухăшĕ мар халĕ çынсен...
— Кок-сагызран калуш çеç мар, автомашинăсем валли покрышкăсемпе камерăсем те тăваççĕ. Каучук вăл нумай çĕрте кирлĕ.
— Халиччен куçпа та курман, — терĕ Марине.
— Курăкран тунă калуш çăпатана тăмасть ĕнтĕ вăл. Пушăт тесен хуть... Çăка лартасшăн мар-и эсир? Липа ахăлтатса кулса ячĕ.
— Кок-сагыз вăл çăка мар, — терĕ кăштах лăпланса, — каучук паракан курăк, каучукĕнчен вара калушпа шинăсем тата ытти резина ялаласем тăваççĕ. Питĕ кирлĕ курăк вăл, кок-сагыз. Ăна акса ӳстересси маншăн çĕнĕ ĕç-ха.
Марине тĕлĕнмеллипех тĕлĕнчĕ.
— Тем те акса тăвĕç кăчухне! — терĕ вăл.
— Эпир кăçал çеç акма тытăнатпăр-ха ăна. Район задани парать. Вот, чи малтан санпа калаçса пăхас тенĕччĕ. Эпĕ, хам пулсан, ку ĕçе сан бригадăна панă пулăттăм.
— Эх, нимĕн те пĕлместĕп вĕт-ха эп ун çинчен! — хыпăнса ӳкрĕ Марине...
— Каларăм-çке, эпĕ те пĕлместĕп тесе. Вĕренетпĕр Пирĕн пата Растхаучукран агроном килет. Кок-сагыза кăçал эпир çеç мар, Тутаркаспа Турикас колхозĕсем те акаççĕ. Виçĕ колхоз!
— Акмалла пулсан, акăпăр ентĕ, — терĕ Марине. Анчах колхоз такăш бригадăна парать-ха. Эсĕ Левентейпе калаçса пăхрăн-и?
Çук, — тĕрĕссине каларĕ Липа. — Эпĕ районран килтĕм те тӳрех сан патна вĕçтерсе çитрĕм. Левентейпе калаçса татăлма пулĕ-ха унпа, çыннине эп кăтартса парсан, вăл килĕшĕ.
— Çапах та, ун шухăшне пĕлес пулать. Тен, пĕр-пĕр комсомолкăна паратăр? — çамрăксенчен кĕвĕçнĕ пек ыйтрĕ Марине.
— Унта ĕçĕ çамрăксем валли те, ваттисем валли те çителĕклĕ. Вунă гектар ытла акмалла.
— Калаçса пăх, — каллех Левентей çине йăвантарчĕ бригадир. — Тен, чăнах та ман хамăнах ĕçлемелле пулать. Вара тĕплĕрех шутлăпăр...
Левентей Липăна яланхи пекех ăшшăн йышăнчĕ, анчах калаçнă çемĕн вĕсем хĕрсе кайрĕç. Райзо планĕ çинчен сăмах хускатсан, Левентей тĕксĕмленчĕ те агронома тарăн шухăша кайнăн итлеме тытăнчĕ.
— Вот, çавăн пек, председатель, çĕнĕ ĕç пуçлатпăр, — терĕ Липа, унăн тап-таса çамки çинчи пĕркеленчĕксене сăнанă май. Левентей, хăйне темле йывăр ыйту панă пек, тăнлавне аллисемпе хĕстерсе тытса пĕр чĕнмесĕр ларчĕ, ку. Липăшăн тата кулăшларах пек туйăнчĕ.
— Мĕн, сана эпĕ пĕлтерни кăмăла каймасть-им? — терĕ вăл.
— Чăннипе калас-и? — пуçне çĕклерĕ председатель.
— Чăннине, паллах. Суйса калаçма юрать-и вара?
— Сан кок-сагызу мана пĕрре те кăмăла каймасть. —
— Вăл манăн мар, патшалăхăн, — татса хучĕ Липа.
— Ăна пирĕн пата эсĕ илсе килтĕн-ха, çавăнпа çапла калатăп. Ăçтан туртса кăларнă эсир ăна райзора, эпĕ пĕлместĕп, анчах «Атăл» колхоз халĕ кок-сагызсемпе аппаланмасть. Вăл ыраш акса тăвать, тулă акса тăвать, çĕрулми лартать. Вăрçă вăхăтĕнче патшалăха тырă кирлĕ!
Тин çеç шухăша кайса ларакан Левентей халĕ пит-куçран чĕрĕлсе, аллисемпе сулкаласа калаçрĕ, Липа çине вут-çиçĕм сирпĕтнĕ пек хăюллăн пăха-пăха илчĕ. Анчах Липа аптраса ӳкмерĕ.
— Санран кăна кĕтменччĕ, — лăпкăн çеç каларĕ вăл. — Эпĕ çак ĕç сана интереслентерсе ярĕ тесе шутланăччĕ, ăна хăш бригадăна парасси çинчен калаçса татăласшăнччĕ.
Унпа мĕншĕн интересленмеллине те пĕлместĕп кама кирлĕ вăл? — сассине кăшт йăвашлатса, анчах çав-çавах сиввĕн ыйтрĕ Левентей.
— Кама кирли пирки сăмах та пулма пултараймасть. Хамăр çĕршыва кирлĕ, фронта кирлĕ.
— Фронта кирлĕ тетĕн-и?
— Фронта.
— Фронта мĕн ытларах кирлĕ, Олимпиада Осиповна тырă-и е çав кок-сагыз-и?
— Ăна правительство ытларах пĕлет пулĕ, ку вăл правительство заданийĕ.
— Хам курмасăр ĕненессĕм çук, — Липа умĕнчи хута хăйĕн аллине илчĕ Левентей.
— Халиччен кок-сагыз акса тунă колхозсенче ăна халĕ те акмалла-тăр, вăл усă парать-тĕр, анчах эсир вăл культурăна урăх колхозсене сĕтĕретĕр-çке-ха! Шухăшла-ха, мĕнле пулса тухать: тырпул акса тăвас вырăнне эпир вăрçă вăхăтĕнче экспериментсем туса ларма тытăнатпăр. Кам пĕлет-ха тата — сирĕн кок-сагызăр пулать-и вăл, пулмасть-и? Çук, кăна эсир райзора çеç шухăшласа кăларнă. Эсĕ ĕнтĕ, çамрăк агроном, «Мана парар» терĕн пулĕ. Çапла-и?
— Кок-сагыз пирки сана эп пĕччен ăнлантарса параяс çук, райзора ăнлантармалла пулать, — Липа, тек тавлашас çуккине пĕлтерсе, хăйĕн хутне кĕсйине илсе чикрĕ те ура çине тăчĕ, ăна кура, Левентей те вырăнĕнчен çĕкленчĕ.
— Апла актарасах тетĕн?
— Акмаллах.
— Пирĕн лозунг мĕнле халĕ? Пурне те фронт валли, пурне те çĕнтерӳ валли. Çапла тетпĕр вĕт?
— Çапла пулмасăр, — çирĕплетрĕ Липа. — Ку ĕç те фронт валли. Анчах эпир ăна иксĕмĕр икĕ тĕрлĕ ăнланатпăр.
Эпĕ йăнăшатăп ĕнтĕ, çапла вĕт?
— Питĕ хытă йăнăшатăн.
— Курăпăр, — парăнмарĕ Левентей. — Райзона хăйне райкомра ăнлантарса парĕç. — Эх, Липа, — вăл ăна пурне те паллă ыйтăва пĕлменшĕн хĕрхеннĕ пек хулпуççинчен лăпкарĕ. — Фантазилес пулсан, халь нумай çĕнĕ ĕç шухăшласа кăларма пулать, анчах вăрçă вăхăчĕ-çке. Фантазие вăрçă пĕтиччен чарса тăрас пулать, ун пек çĕнĕ ĕçе аппаланма юрамасть. Халь фронта снаряд пар, çăкăр пар, часрах çĕнтерӳ тума пулăш.
Липа хăй мĕн тери вĕриленсе çитнине правлени çуртĕнчен урама тухсан çеç туйса илчĕ. Унăн питçăмартисем вут пек пĕçерсе тăраççĕ, тарăхнипе хăй сисмен çĕртенех хыттăн-хыттăн утать. Акă вăл утăмне чакарчĕ те, тем аса илсе, правлени еннелле çаврăнса пăхрĕ, — мĕн те пулин манса хăварнă ĕнтĕ. Анчах Липа каялла çаврăнмарĕ, çук, унăн текех Левентей патне кĕресси килмерĕ.
Агроном Левентейпе тĕрлĕ ĕç пирки чылай тавлашнă, çапах та кун пекех хыттăн калаçни пулманччĕ-ха. Кур та савăн, вăрçă вăхăчĕ тесе, вăл кок-сагыз акасшăн мар, райзо планне йышăнасшăн мар. Липа шучĕпе, çак халь тин пулса иртнĕ калаçура Левентейĕн яланхи пĕр енĕ — çĕнĕ ĕçрен хăрани — палăрчĕ, кăна Липа пĕрре çеç курмасть ĕнтĕ. Мĕнле калаçать вăл: «Фронт тырă ыйтать». «Пĕтĕмпе фронт валли, пĕтĕмпе çĕнтерӳ валли». Ку вăл каламасăрах паллă. Анчах вăл çак тĕрĕс сăмахсене пачах хăйне евĕрлĕ ăнланать-çке-ха. Çук, Левентей, сана кок-сагыз пирки ăнлантарса памалла пулать: вăл та вăрçă валли кирлĕ.
Такăрлăк патне çитсен, Липа Ятмана аса илчĕ те, тем çухатнă япалана ăнсăртран тупнă пек савăнса, вĕсен çурчĕ патнелле хăвăрттăн утса кайрĕ. Çак вăхăтра вăл Ятман патне кĕме аван мар тесе те шутламарĕ вăрăм чĕлхесем ăна каччă патне хăй çӳрет тесе сăмах кăларасси те хăратмарĕ, вăл ĕç çинчен çеç шухăшларĕ, кок-сагыз — акă мĕн хаклă пулчĕ уншăн халĕ. Вăл пĕлсе тăчĕ: Ятман ăна хӳтĕлет, Ятман Левентее каласа ĕнентерме кирлĕ сăмахсем тупать.
Тепĕр кун Левентейпе Ятмана района чĕнтерчĕç.
— Иксĕмĕре-те-и? — терĕ Ятман, Левентей ун патне дежурнăй çырса илнĕ телефонограммăна илсе пырсан.
— Иксĕмĕре те. Çав кок-сагыз пирки пулмалла. Кайрăмăр часрах.
— Агронома пыма каламан-и унта?
— Çук.
Ятман Левентейпе мĕн калаçмаллине ирех калаçрĕ, çавăнпа çул çинче вĕсем кок-сагыза тек асăнмарĕç те. Района çитсен, вĕсене райзо заведующийĕ йышăнчĕ те тӳрех Камышин патне илсе кайрĕ, — лешĕ хăех чĕнтернĕ иккен-ха. Ятман, райком секретарĕн кабинетĕнче мĕн çинчен калаçассине малтанах пĕлесшĕн пулнă пек, Левентей хыççăн салхуллăн утса пычĕ, кабинета кĕрсе диван çине вырнаçсан та сивлеккĕн, «хамшăн мар, çыншăн çакланать ĕнтĕ мана халĕ» текен сăнпа ларчĕ. Анчах Камышин яланхи пекех хаваслă, кулкаласа çеç тăрать, Ятманпа Левентее вăрçма мар, çав тери ырă хыпар калама чĕннĕ тейĕн. Акă вăл сĕтел хушшине хăйĕн вырăнне кĕрсе ларчĕ, пӳлĕмре сулхăнтарах пулнăран аллисене сăтăркаласа, хăнасене çывăхарах пыма чĕнчĕ.
Унăн малтанхи сăмахĕсемех командир боецсене приказани панă пек янраса кайрĕç (Левентей мĕнле йышăнчĕ-тĕр те, Ятман вĕсене çавăн пек ăнланчĕ):
— Сире оборонăллă заказ парас тетпĕр, юлташсем. Пĕлетĕр-и ун çинчен? — вăл иккĕшĕнчен те ыйтрĕ пулин те, пăхасса Левентей çине тинкерсе пăхрĕ.
— Пĕлетпĕр, — терĕ Ятман, секретарь тĕрĕс сăмах тупнишĕн хĕпĕртесе.
— Тогаевран çеç илтетĕп-ха, Петров шарламасть, — терĕ Камышин, кунта чĕнмесĕр ларма май çукки çинчен асăрхаттарнă евĕр.
— Илтнĕччĕ, — сăмах хушрĕ Левентей. — Анчах манăн пĕлес килет, вăл оборона валли пулать-ши?
— Иккĕленетĕн апла? — тӳррĕн ыйтрĕ секретарь. — Парторг, ăнлантармарăн-и эс ăна?
— Ăнлантарнă, — самаях тарăхса каларĕ Ятман, унтан Левентее эс ухмаха пеме пăрах тенĕ пек тĕртсе илчĕ.
— Малтан иккĕленнĕччĕ, халь пĕлетĕп ĕнтĕ, вăл чăнах та оборонăллă заказ шутланать, — терĕ Левентей.
— Ăслă сăмахсене итлеме те кăмăллă! — хăйĕн савăнăçне пытармарĕ Камышин. — Сисетĕп, эсир парторгпа калаçса татăлнă. Апла эпĕ сире çакна çеç хушса калатăп, пирĕн район халиччен кок-сагыз акса туман, правительство çак культурăна вăрçă вăхăтĕнче тĕштырăпа пĕр тан акма хушать пулсан, ун пĕлтерĕшĕ каламасăрах паллă: ăна пăхса ӳстерме чи лайăх çынсене уйăрăр, хăвăр ăнланни сахал, ун çинчен колхозниксене те ăнлантарса парăр. Эсир ку ĕçе мĕнле хаклама пĕлнине кĕркунне «курăпăр: мана тĕрĕс ăнлантăр пулсан, эсир лайăх кок-сагыз ӳстермелле, кок-сагыз сахал тухсан вара — начар ăнланнă пулать.
Тепĕр минутран секретарь вĕсемпе пачах урăххи çинчен калаçрĕ. Вăл парторгпа колхоз председательне вăрман хатĕрлес ĕçе вăхăтра тытăннăшăн ырласа илчĕ, эртел ĕçĕ çинчен ыйтса пĕлчĕ. «Эсир урапасемпе çунасем нумайрах тума тăрăшăр-ха», — терĕ вăл, эртел çинчен калаçнă май. Комсомолецсем лаша пăхассине йăлтах хăйсен аллине илни çинчен пĕлсен, ăна хăйĕн блокнотнех çырса хучĕ.
— Ку лайăх ĕç-ха, кăна ытти колхозсенче те çавăн пек тăвас пулать, — хăпартланчĕ вăл.
Ятман ку ĕç камран пуçланнине те пытармарĕ:
— Ăна эпир Тутаркас комсомолецĕсене кура турăмăр. Вĕсем пиртен малтан сӳтсе явнă.
— Маттур Кабир, маттур, — аллисене сăтăркаларĕ Камышин. — Сахал калаçать, ĕçне тĕплĕн тăвать. Час-часах ытти çĕрте ниçта çук ĕçе туса хурать.
Ятманпа Левентее ăсатса ярас умĕн вăл Кăтра Михалана аса илчĕ: — Сирĕн Кудрявцев питĕ кăмăла каять мана. Пăхса тăрăр акă, çав плана ытлашшипех тултарса таврăнать. Çапла вĕт, председатель?
— Вăл пирĕн пултарать, — килĕшрĕ Левентей. Фронтран таврăнсанах каласа хучĕ: хĕлле мана вăрман касма яратăн, терĕ. Ĕçшĕн тесен, вилет старик.
— Вунпилĕк Лавпа кайнăччĕ-и?
— Вунпилĕк лавпа.
— Çитсе килес пулать-ха унта, — хăйĕншĕн каласа хучĕ Камышин. Вара çавăнтах кĕтмен çĕртен урăх ыйту çине куçрĕ: — Тата акă мĕн çинчен каласшăнччĕ эпĕ сире.
Сирĕн парторганизацине вăйлăлатас пулать. Халĕ партине кĕрес текен çынсем нумай. Вĕсене лайăх тишкерĕр те, çын тӳрĕ камăллине, Тăван çĕршывшăн чунне пама хатĕррине курсан, партине илме тăрăшăр. Атăлкассинче ун пек çынсем пурах...
XVII
Почтальон вăрттăн кулса пăхса иличченех Укахви хăйне çыру пуррине туйрĕ. Чăнах та, почтальон ăна пĕр сăмахсăр симĕсрех кăна конверт тыттарчĕ, хăй Укахви тав тума ĕлкĕричченех пӳртрен васкаса тухса кайрĕ. Алăк хупăннă-хупăнманах Укахви, такам курас пек, тĕпелти кĕтессе кайса тăчĕ те аллинчи çыруне çавра-çавра пăхрĕ, адресне темиçе хут вуласа тухнă хыççăн тин питĕ асăрханса конвертне уçрĕ.
Пĕрремĕш хут вăл çырăва хăвăрт вуласа тухрĕ: унăн пĕтĕм хыпара сасартăк пĕлес килчĕ. Унтан тепре вуларĕ, тата тепре. Çав ăшă сăмахсемех — Галимджан чĕринчен пĕр Укахвишĕн шăранса тухнă ырă та ачаш, сăмахсем!
«Шыв юхать, шыв васкать, ăçта васкать-ши? Ăшăм вăркать, чĕрем çунать, савни мана кĕтет-ши? Йывăç пуçне тайнă, шухăша кайнă, мĕн çинчен шухăшлать-ши?! Пырас пулсан, таврăнас пулсан, савни мана мĕнле йышăнать-ши? Çулçă пăшăлтатать, такшинпе калаçать, мĕн çинчен калаçать-ши? Пĕлесчĕ ман, пĕлесчĕ ман, Агай мана юратать-ши? Таврара чечек, илемлĕ чечек пурте мана пуç таяççĕ, юратать пулсан, савать пулсан, Агай мана кĕтет-ши?»
Ку сăмахсене вуланăçемĕн Укахвин кăкăрĕ çĕкленсе пырать, чĕри хытăрах тапма тытăнать, хĕр, хăйĕнчен хăй именнĕ пек, хĕрелсе каять. Тутисем ун тем калаççĕ, анчах хĕр ăна хăй те туймасть, аллинчи çырăвĕ çинчен куçне илмест. Халĕ ĕнтĕ вăл уйрăм сăмахсене çеç курать: «Сирĕн Алексее тĕл пултăм, унпа сире асăнса, пĕрер черкке ĕçрĕмĕр»... «Çапăçăва кĕтĕм, ку çырăва пĕрремĕш хут вилĕм аллинчен хăтăлса тухнă хыççăн çыратăп»... «Пирĕн çинчен пĕлес тесен, кашни кун сводка вула»... Хăй ăçта çапăçни çинчен те вăл юптарса кăна пĕлтерет.
Çыру хыççăн Укахви тек килте ларма пултараймарĕ унăн халех ăçта та пулин тухса чупасси килчĕ, кампа та пулин калаçас килсе кайрĕ, вăл вара, пӳртне питĕрсе, Липа патне çул тытрĕ.
Липа, Тутаркасра колхоз председателĕ Кабир патĕнче хваттерте пурăнаканскер, тин çеç килне таврăннă та чӳрече патĕнче шухăша кайса ларать. Вăл питĕ ывăннă е такам çине çиленнĕ пулас, Укахви пырса кĕрсен, вырăнтан та хускалмарĕ.
— Тĕкĕр патне пырса ху çине пăх-ха, — терĕ Укахви, ăна тĕрткелесе. — Сăну кăмала каять-и?
— Пĕлетĕп, — терĕ Липа кĕскен çеç.
— Мĕншĕн эс паян кăмăлсăр? Йӳçĕ кăшман çимерĕн пулĕ вĕт?
— Çитерчĕç çав.
Липа ăна икĕ кун каялла Левентейпе пулнă тавлашу çинчен тĕпĕ-йĕрĕпе каласа пачĕ. Укахвийĕ вара ăна кулса çеç йышăнчĕ.
— Ара, вăл икĕ кун каялла пулнă— çке! Халь Левентей хăех кок-сагыз пирки калаçса çӳрет. Ил бригада, тет мана. Эпĕ килĕшмерĕм.
— Ан тĕлĕнтер! — хавасланчĕ Липа. — Вара эпĕ çавна пĕлмесĕрех юлнă пулать-и? Эс чăнах калатăн-и ?
— Чăнах пулмасăр. Вĕсем ĕнер Ятманпа района кайса килчĕç. Çавăн пиркиех чĕнтернĕ, терĕç…
Липа юлашки сăмахсене илтмен пек пулчĕ, вăл Укахвирен Левентей сĕнĕвĕ пирки ыйтрĕ:
— Сана бригада илме сĕнет тетĕн-и-ха? Кок-сагыз бригади-и?
— Çавă çав.
— Эсĕ мĕншĕн килĕшмерĕн? Эс илмесен, кам илтĕр тата? . .
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...