Йăмраллă ял :: Пĕрремĕш пай
— Ара, эп хам ĕçрен пăрăнасшăн мар-çке. Хăвах пĕлетĕн, манăн участок пур, — терĕ Укахви.
— Унта ĕçлеме урăххине уйăрса лартĕç, пирĕн çынсем пур вĕт?
— Пуррине пур та, ĕçе тин тытăннă вĕт-ха. Пĕр ĕçе туса пĕтермесĕр тепĕр ĕç илес мар, тетĕп.
— Ку тĕрес ĕнтĕ, — килĕшрĕ агроном. — Çапах та хăвăн комсомолецусене уйăрса паратăн ку ĕç валли, çапла-и?
— Комсомолецсемпе çамрăксенчен пĕр звено тумалла пулать, — ĕçлĕн тавăрчĕ Укахви. — Тутаркассем мĕн шутлаççĕ?
— Тутаркассемпе турикассем сирĕн Левентей пек юнтарса тăмарĕç. Кабир тавлашмарĕ те, Турикас колхоз председателĕ Кăтра Иванĕ пăртак турткалашрĕ, анчах эпĕ ăна час ӳкĕте кĕртрĕм. Икĕ колхозра та çамрăксенчен звено тăвас пек калаçаççĕ.
— Апла Левентей ăша витерчĕ? — кулса ыйтрĕ Укахви.
— Вăл мана тарăхтарсах пăрахрĕ. Çавăн хыççăн ун патне тек каймарăм та, халĕ те каяс килмест.
— Чун сивĕнчĕ иккен савнинчен? — йĕкĕлтеме пăрахмарĕ Укахви.
— Сивĕнчĕ.
— Ĕлĕк лайăхчĕ те-ха Левентей, ĕлĕк чиперех çӳреттĕрччĕ...
— Унпа çӳренĕ чухне эпĕ айван пулнă, çынна сăнама пĕлмен. Халĕ...
— Халĕ урăх сар каччă пур...
— Темскер, Укахви, эсĕ паян питĕ шăл йĕретĕн, — асăрхарĕ Липа. — Кăмăлтан та раснах хаваслă пек. Мĕншĕн-ши вăл?
— Сăлтавĕ пулĕ, — ăна хăйне тавçăрса илме сĕннĕ пек каларĕ Укахви.
— Пĕлесчĕ-çке апла. — Липа ăна тата ытларах сăнаса пăхрĕ, вара сасартăк пĕççине шартах çапрĕ: — Ах, пĕлтĕм! пĕлтĕм! Паçăр сирĕн пӳрт тĕлĕнче пер караппăл явăнса çӳретчĕ. Çавă çыру пăрахса хăвăрнă пулĕ-çке? Шутларăм ку караппăл Укахви патне юри килмен-ши тесе!
— Юри килнĕ, — терĕ лешĕ, питрен тата илемленсе кайса.
— Вăрттăн сăмахсем нумай-и, мана вулама юрать-и?
— Тем тăвас, те вулаттарас? — терĕ Укахви, иккĕленнĕ пек, çапах та хăй хĕве чиксе килнĕ çырăва хыпашларĕ. — Юрĕ ĕнтĕ, вула, анчах ан кул вара.
Агаа, хăйне каччă çыруне шанса панăшăн хĕпĕртенĕскер, кунпа та кăмăлтан киленĕччĕ ĕнтĕ, вăл çырăва тытса пăхнă хыççăнах каялла парасшăнччĕ, анчах Укахви куçĕсенче çакна курчĕ: тантăшĕ чăнах та вăл çырупа паллашасса кĕтет. Вара вăл Галимджанăн вăрăм çыруне сарса тытрĕ те хăйĕн ячĕпе янă çыру пекех нумайччен алăран вĕçертмерĕ. Ун умĕнче Укахви пĕрре хĕрелсе, тепре шуралса ларчĕ. Çыру вĕçне Липа сăвă каланă пекех хыттăн вуласа пĕтерчĕ: «Эп туятăп, каç кӳлĕм эс ялан урамалла пăхатăн ĕнтĕ. Анчах кама кĕтетĕн-ши, кама шыраççĕ-ши сан хура куçусем?
Эс тĕкĕр умне пыратăн та хăвăн шухăша кайнă çынна куратăн, йăл-л! кулса илетĕн. Мĕншĕн кулатăн, тусăм? Кама аса илетĕн çак хушăра?
Акă эсĕ крыльца çине тухатăн. Сан куçусем крыльца патне пыракан сукмак çине ӳкеççĕ. Кам çӳрет сан патна çак сукмакпа каçсерен?»
— Ав мĕншĕн эсĕ мана тĕкĕр витĕр пăхтарасшăн, халĕ пĕлетĕп ĕнтĕ! — тантăшне пӳрнепе юнарĕ Липа. — Ху ялан пăхатăн. «Эс тĕкĕр умне пыратăн та хăвăн шухăша кайнă сăнна куратăн, йăл-л! кулса илетĕн. Мĕншĕн кулатăн, тусăм? Кама аса илетĕн çак хушăра?» Хитре каланă, Укахви, тупата туршăн хитре!
— Поэт пекех ĕнтĕ, — хăй вăтаннине ниепле те ирттерсе яраймарĕ Укахви.
— Чĕрере юрату çунсан, кашниех поэт, — терĕ Липа. — Вăл сана хытă юратать, çавăнпа ун сăмахĕсем те çулăмлă тухаççĕ. Малтанхи çыру-и ку?
— Малтанхи.
— Апла караппăл сирĕн пӳрт тĕлне ӳлĕмрен те вĕçсе килсех тăтăр.
Липа çыруне пачĕ те Укахвие хулпуççисенчен хыттăн тытса чăмăртарĕ. Çавăнтах, аллисене вĕçертсе, хăйĕн йĕс шăнкрав пек уçă сассипе Тутаркас хĕрĕсен юратнă юррине пуçласа ячĕ:
Мĕншĕн, мĕншĕн сан хура куçусем
Тинкерсе пăхаççĕ ман çине?
Унтан тата тепĕр хут:
Мĕншĕн, мĕншĕн сан хура куçусем
Тинкерсе пăхаççĕ ман çине?
Вара сĕрме купăс çеç кăларма пултаракан çинçе сасăпа:
Кама эсĕ кĕтрĕн, савнă тусăм,
Кӳл хĕрринче ĕнер каçхине?
Укахви тантăшĕн чуна çĕклентерекен юррине пĕр сассăр ĕнĕрсе тăчĕ, — çӳле илет. Липа, унпа пĕрле юрлама ăçтан хăват çитерен! Анчах чĕри ун вĕçĕмсĕр юрларĕ, чĕри юррăн кашни тактне, кашни çаврăмне туйса тăчĕ. Ку туйăма вăл каçхине киле таврăннă чухне те çухатмарĕ.
Урамра тĕттĕм пулса çитнĕ ĕнтĕ. Хĕллехи каç тӳпере хăйĕн теттисене — çутă çăлтăрсене вырнаçтарать. Уйăх хăпарман-ха, çавăнпа ура айĕнчи çемçе юр самаях тĕксĕмĕн курăнать, ытла сивĕ кунсем тăманран вăл кĕленче ванчăкĕ пек кăчăртатакан пулман-ха, пусмассерен нăтăртатса çеç илет. Урам варринче çул хури нимĕн чухлĕ те палăрмасть — юр ӳкнĕренпе çунасем сахал шунă. Турикас енчен хутран-ситрен çил шăхăрнă пек туйăнать, хирте пирвайхи çилтăман вăй пуçтарать пулас.
Килте никам та юлманран Укахви, часрах çитес тесе, васкаса утать, хăй хуçалăхри ĕçсем çинчен шикленсе шухăшласа пырать: çитсенех пӳрте хутса ăшăтмалла, килти выльăха пăхмалла тата амăшĕ килнĕ çĕре апат та пĕçерсе хумалла. Ку çырăва пула вăл Липа патĕнче ытларах ларчĕ курăнать.
Сăртран пăхсан, вăл хăйсен пӳртĕнче нимле çутă та курманччĕ, анчах çырма урлă каçса тăкăрлăка кĕчĕ те пӳртре çап-çутă лампă ялкăшса çуннине асăрхарĕ. Ку ламппа Укахви ашшĕпе амăшĕ пĕр-пĕр çын пырсан çеç çутаççĕ, çавăнпа кĕмесĕрех паллă, вĕсен патĕнче çын пур. Пӳртри çынна Укахви сĕтел патне çитсе пăхмасăр та паллаймарĕ: пĕчĕк çеç карчăк çăм тутăрне пуç çинченех пĕркеннĕ те пит-куçне нимĕн чухлĕ те кăтартмасть. Палласан вара Укахви шартах сикрĕ — Хаят инке! Мĕн тума килнĕ вăл кунта? Галимджан мĕн те пулин çырса яман пулĕ те?
Калаçса тăма ун вăхăт пулмарĕ, часрах выльăх пăхма тухас пулать, амăшĕ Хаятпа пĕрлех килнĕ пулас, кăмака хутса яма та ĕлкĕреймен.
Ĕçрен пушанса каялла кĕнĕ çĕре Хаят çукчĕ, амăшĕ кăмака патĕнче айкашатчĕ.
— Япала ыйтма килмен пулĕ те вăл? — асăрханса сăмах хушрĕ Укахви. Çапах ун сасси чĕтренерех тухрĕ.
— Çук, — терĕ амăшĕ. — Ывăлĕ вăрçăра пирĕн Алекçее курнă тет те, сирĕн Алексей мĕн çырать тесе ыйтса пĕлчĕ.
— Вĕсем унта пĕрле мар пулĕ вĕт?
— Пĕрле мар, тет, ăнсăртран çеç тĕл пултăмăр, тет.
Хĕрĕ амăшне урăх ыйту парса тăмарĕ, умне хура саппун çакса ячĕ те тĕпеле ăна пулăшма чупса пычĕ. Вăл çакăншăн савăнчĕ: çапах та Галимджан çыру яни çинчен амăшĕ пĕлеймерĕ, вăл пĕлесрен Укахви питех те хăранăччĕ.
XVIII
Турикасри «Çĕнĕ пурнăç» колхоз ял Советĕнчи чи пĕчĕк колхоз шутланать. Унта чăнах та пĕр кас кăна çирĕм-вăтăр кил. Вăрçăччен Ятман вĕсене «Атăл» колхоза е Тутаркасри «Алга» колхозпа пĕрлешме сĕннĕччĕ, анчах турикассем пĕрлешме кăмăл тумарĕç, çӳреме аякра, терĕç. Пĕчĕк хуçалăхлă «Çĕнĕ пурнăç» вăйлă колхозах мар, çапах та патшалăх умĕнчи парăмсене вăхăтра татса пырать, халиччен вăл ял Советне каялла туртман-ха.
Председательте унта чылаях ватă çын, ĕлĕк тимĕрçĕ пулнă Катрам Иванĕ ĕçлет. Ятмана вăл çав тери мĕшĕлти, анчах тĕплĕ çын пек туйăнать. Вăл, Кĕтӳç Куçми пекех, сăмаха хĕрхенсе, шутлăн калаçать, хăй калаçнинчен ытларах çын сăмахне итлеме юратать. Ытла çаврăнăçусăр пулнăран пит юратсах каймасан та, Ятман Катрам Иванĕ хăйне хушнă ĕçрен пăрăнса тăнине курман, унран «кăна тума пултараймастăп» е «кăна урăх çынна хушăр» тенине илтмен. Çавăнпа та ĕнер вăл ун патне пырса вăрман хатĕрлев планне чакарма ыйтни Ятманшăн кĕтмен япала пулчĕ.
— Эс ял Совет председателĕпе калаçрăн-и? — терĕ вăл, тĕпĕ-йĕрĕпе ыйтса пĕлме тытăниччен малтан.
— Пултăм. Вăл калаçасшăн та мар. Сан патна ячĕ… Эпĕ мĕн тума пултарăп-ши ĕнтĕ?
— Района кайтăр, плана чакарттартăр, вара сана та плана пĕчĕклетсе паратпăр, терĕ.
— Ав мĕнле, — пуçне сулчĕ Ятман. Вăл сисрĕ: старик унта тӳрех чупса килмен, вăл плана тултарма май пуррипе çукки çинчен хăй тĕллĕн нумай шухăшланă, тен, хăйĕн çыннисемпе те темиçе хутчен сӳтсе явнă пулĕ, вара тин, план чăнах та ытла пысăккине ĕненсе, ял Советне аннă.
— Иван Карпыч, мĕншĕн эсĕ план пысăк тесе шутлатăн? — сассине çирĕплетрĕ Ятман.
— Эпĕ лашаран илсе шутлатăп. Пирĕн лаша сахал, — питĕ ĕçлĕн тавăрчĕ Катрам Иванĕ. — Турттартăмăр-турттартăмăр, ниепле те пĕтерейместпĕр.
— Лаша вăл ытти колхозсен те нумай мар пулĕ-ха. Чи лайăх утсене Хĕрлĕ Çара патăмăр.
— Пирĕн колхозĕ пĕчĕк, мĕнпур лашана вăрмана кăларса яма тивет.
Ятман, телефон трубкине тытса, ял Совет председателĕпе Олангаевпа калаçрĕ, унран темле цифрăсем çырса илчĕ.
— Алга — тутар сăмахĕ, малалла тени пулать. План пĕчĕк мар, анчах вăл ытти колхозсен те пысăк, Атăлкассен, ав, пуринчен пысăкрах.
— Иван Карпыч, — председателĕн ывăннă куçĕсенчен пăхрĕ парторг. — Эс турттармалли плана çеç чакарасшăн-и е санăн касмалли плана тултарма та вай çитмест-и?
— Эпир шутласа пăхрăмăр, касмалли план та пысăк çăварничченех касма тивет.
— Эп çăварни хăçан пулассине пĕлместĕп те, — кулчĕ Ятман. — Те январьте вăл, те февральте...
Старик çăварни хăçан пулассине каламарĕ, вăл Ятман сăмахне кĕтрĕ. Ятман, кăна сиссе, татăклăн каласа хучĕ:
— Халь плана пĕчĕклетесшĕн тăмалла мар, вăй çитерсен тата ӳстересчĕ-ха ăна. Каçхине хăвăр çыннăрсемпе сӳтсе-явăпăр. Эпĕ унта çиччĕ тĕлне пыратăп...
Турикаса Ятман пĕччен каймарĕ, паян çеç вăрмантан килсе çитнĕ Кăтра Михалапа пĕрле пырса кĕчĕ. Халăх пуçтарăнман-ха, килнĕ пеккисем, пуху пуçланиччен тесе, доминолла выляççĕ е пĕр-пĕринпе калаçса лараççĕ. Председатель пӳлĕмĕ питĕрĕнсе тăрать, Катрам Иванĕ пырайман курăнать-ха.
Пĕчĕк колхозăн правлени çурчĕ те пĕчĕк, унта халăха ларса тăма та вырăн сахал. Пӳлĕм тăршшĕпе тем вăрăмăш сĕтел лартнă, ун ик айккипе сĕтелтен те вăрăмрах тенкелсем лартса тухнă. Стена çинче колхозниксен списки тата темиçе картина çакăнса тăрать. Председатель пӳлĕмĕ патне репродуктор вырнаçтарнă. Ĕçлеме ан кансĕрлетĕр тесе, радиона чарса лартнă пулас репродуктор нимĕн те шарламасть. Кăна Ятмантан малтан Кăтра Михала асăрхарĕ, вăл, пралука шыраса тупрĕ те, розеткине тирчĕ.
— Ĕçлет-и?
— Ĕçлекенччĕ — терĕç çывăхри çамрăксем.
Радио шарламарĕ, ăна кура, Кăтра розеткăри пралука тепре пырса пусрĕ.
— Ĕçлемест вĕт!
Вăл çакна калама ĕлкĕрнĕччĕ çеç, çав вăхăтра радиопа халăха йыхăракан илемлĕ сигнал сассисем илтĕнсе кайрĕç. Ку мĕнле сигнал иккенне лайăх пĕлсе тăракан çынсем шăпăртах пулчĕç. Алăкран кĕрекен председательпе темиçе колхознике вĕсем шăппăн асăрхаттарса кĕтсе илчĕç:
— Ан шавлăр. Питĕ кирлĕ хыпар пама тытăнаççĕ.
— Мускав-и?
— Мускав.
Тепĕр минутран диктор хăйĕн чĕрене вырнаçакан хăватлă сассипе Сталин приказне вуласа пачĕ.
— Икĕ уйăх хушши тапăнуллă çапăçусем туса пырса, Хĕрлĕ Çар нимĕçсен фашистла войскисен оборонине анлă фронтпа татрĕ... Гитлерла çарсене Сталинград патĕнче çапса аркатнă...
Верховнăй Главнокомандующи Сталин...
Мĕнле итлерĕ-тĕр Ятман çак приказа — ăна вуланă чухне вăл сывларĕ-и е пачах та сывламарĕ-и? Кун çинчен вăл шутламарĕ, приказа вуласа пĕтерсен те чĕрине савăнăç тулса ларнăран сывлăш çавăрайман пек ыттисемпе пĕрле ним чĕнмесĕр тăчĕ. Çав вăхăтра диктор приказа малтан пуçласа вĕçне çитиччен тепре вуласа пачĕ. Пĕрремĕш хутĕнче хăйсем мĕн илтнине хăйсем ĕненмен пек тăнă çынсем туллин, хаваслăн, пурте пĕр харăс тенĕ пек сывласа ячĕç, унтан тин кашни кунта хăй пĕччен тăманнине туйса илчĕ темелле. Колхозниксем шавлама, пĕр-пĕринпе кăшкăрса калаçма тапратрĕç.
— Вот, ку лайăх! — терĕ Тутаркасра тимĕрçĕре пурăнакан Нилов, çав тери хулăн саспа пĕтĕм пӳлĕме янратса.
— Сталинград çĕнтерчĕ!
— Атăл çине тухма памарĕç!
— Çавăн пек çапмалла та нимĕçе!
— Халь хăвалаççĕ пулĕ ĕнтĕ...
Юмахри паттăр пек тăракан Нилов, пурин сассине те хупласа, тепĕр хут янратса ячĕ:
— Хупăрласа илеççĕ вĕсене, юлташсем! Пăхса тăрăр акă, хупăрласа илеççĕ.
Ку шухăш Ятмана та килĕшрĕ: чăнах та çавăрса илесчĕ нимĕçе, Гитлерăн чи лайăх çарне пĕтерсе тăкасчĕ. Пирĕн çарсем нимĕçсене çавăрса илнине, Паулюсăн çирĕм икĕ дивизийĕ Хĕрлĕ Çар «хуранне» çакланнине вĕсем пĕлмерĕç-ха, кăна вĕсем Совет информаци! Бюровĕн пĕлтерĕвĕнчен каярахпа çеç пĕлчĕç.
Катрам Иванне колхозниксене шăплантарса пуху пуçлама йывăр пулчĕ — ниепле те каласа пĕтереймеççĕ вĕсем хăйсен чĕрери савăнăçĕ çинчен. Ятман курать: пуху пуçлама вăхăт çитмен-ха, колхозниксем мĕн илтнине ăш каниччен сӳтсе явман. Нилов тимĕрçĕ председатель чарса та чараймасть, вăл хулăн сассипе кĕрлесе кăна ларать:
— Сталинград вăл граждăн вăрçи вăхăтĕнче те шуррисене парăнман. Ун чухне эпир нумай вăйсăртарах пулнă-ха. Астăватăр пулĕ Царицына? Илеймен шуррисем Царицына! Гитлер халь Сталинграда илесшĕн хăтланчĕ. Алли кĕске!
Хăйне сăмах панă хыççăн сĕтел умне тухса тăрсан, Ятман каллех радиопа илтнĕ хыпар çинчен сăмах пуçларĕ. Урăх кунта халь мĕн çинчен калаçăн? Куçран пăхсах паллă, — çынсен ăстăнĕнче халь Сталинград çеç.
— Юлташсем! — терĕ Ятман, — ку пирĕн паттăр Хĕрлĕ Çар çĕнтерĕвĕ çеç мар, пĕтĕм халăх çĕнтерĕвĕ, мĕншĕн тесен Хĕрлĕ Çара пирĕн пĕтĕм халăх пулăшса тăрать. Колхозниксен ку савăнăçлă хыпара илтнĕ хыççăн пĕр ĕмĕт çеç пулма пултарать, вăл — фронта пулăшасси, хамăр заданисене вăхăтра татасси. Паян эпир кунта вăрман хатĕрлес ĕçпе пухăнсаттăмăр...
Ятманран колхозниксене мĕншĕн пухнине пĕлсен, Нилов ăна йĕркеллĕ каласа пĕтерме те памарĕ, вырăнĕнчен çĕкленчĕ те никамран сăмах ыйтса илмесĕрех калама пикенчĕ:
— Çакăн пек ырă хыпар илтнĕ хыççăн плана ӳстересси çинчен çеç калаçу пулма пултарать. Ман шутпа, халĕ ытти колхозсенче те планран ирттерсе вăрман касса хатĕрлесси çинчен калаçаççĕ. Вот, ун пек колхозсене чыс та мухтав!..
Нилов хăйĕн вырăнне вырнаçса ларсан, сĕтел патне Катрам Иванĕ тухрĕ. Тимĕрçĕпе танлаштарсан, вăл майĕпен, йăвашшăн калаçрĕ, çапах та çынсем ăна пĕр пӳлмесĕр итлерĕç.
— Эпир плана сӳтсе-яврăмăр та анчах пуçпа чипер шухăшласа пăхмарăмăр курăнать çав. Эп хам та малтанласа йăнăшрăм. Халĕ шухăшлатăп та, плана ытлашшипех тултарма пултаратпăр вĕт, юлташсем. Калаçасса та халь пирĕн плана чакарасси çинчен мар, панă плана мĕнле вăхăтра тултарасси çинчен калаçмалла. Вăхăт чылая кайрĕ, часах çăварни çитет...
«Каллех çăварни шутларĕ Ятман. — Мĕнле эсĕ вăхăта кивĕ праçниксемпе виçетĕн, председатель? Çăварни çитнĕ ĕнтĕ вăл, Сталинград — акă сана чи чаплă çăварни!»
Çапах та Катрам Иванĕн сăмахĕ килĕшӳллĕ пулчĕ, Нилов каланă хыççăн вăл колхозниксен шухăшне пачах тепĕр майлă çавăрчĕ.
— Калаçса лариччен часрах вăрмана каймалла! — терĕ Ятманпа юнашарах пĕр кĕреçе сухалли. Ытти стариксем ун хутне кĕчĕç:
— Мĕн тавлашмалли пур, ыранах каймалла!
— Тултарайми план паман ĕнтĕ, çынпа тан панă пулĕ.
— Иван Карпыч сăмахĕпе килĕшес пулать...
Чи юлашкинчен сăмах илнĕ Кăтра Михала вара колхозниксене ӳкĕтлемерĕ те, вĕсене атăлкассисен ячĕпе вăрманта тăрăшарах ĕçлеме ăмăртăва çеç чĕнчĕ. Катрам Иванне вăл пуху хыççăн çапла ăс пачĕ:
— Эпир, санпа иксĕмĕр, — ват çынсем. Ват çыннăн унăн çиччĕ виçмелле те пĕрре касмалла. Ан çилен те — эс кăшт васканă, Иван Карпыч. Плана пĕчĕклетесси çинчен сăмах та хускатмалла пулман. Юрать-ха халăх çийĕнчех ăнланчĕ...
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...