Йăмраллă ял :: Пĕрремĕш пай
— Сталинград çинчен пĕлтерни пулăшрĕ, — терĕ Катрам Иванĕ.
— Ăна Сталинградсăрах: чухламалла пулнă. Халĕ кашни утăма вăрçăпа виçмелле. Кăна ĕнтĕ пирĕн, ват çынсен, пĕлмеллех...
ХIХ
Конюхран кăларнă хыççăн Сехре Иванĕ пĕр вăхăт хушши колхозра нимле ĕçе те хутшăнаймарĕ. Вăрмана яма ăна наян терĕç пулĕ ĕнтĕ, ун ячĕ вăрмана каякансен списокĕнче çукчĕ, ытти ĕçе ниçтах та чĕнсе каймарĕç. Вăл пĕрре утă турттарма кайса килчĕ, тепре вăрлăх турттрама тухрĕ, урăх Марине бригадир ун патне ĕçе чĕнме пымарĕ. Сехре хăй ăна тата та кĕтрĕ, килни курăнмасть-и-ха тесе ирсерен час-час чӳречерен пăхрĕ, анчах Марине курăнмарĕ. Вăл та Сехрене килте лартăр тет пулĕ ĕнтĕ, нимле ĕçе юрăхсăр тесе шутлать пулĕ.
Пурăна киле ку ăна тарăхтарма тытăнчĕ, юлашкинчен вăл, Маринене урамра курсан, хăех çаттла каларĕ:
— Марине, пĕр-пĕр ĕç пулсан, эс мана манса ан хăвар-ха, — терĕ.
Бригадир, ку шӳт тумасть-и тесе, ун çине тĕлĕнсе пăхрĕ, анчах, леш пĕр кулмасăр каланине кура, ыррăнах тавăрчĕ:
— Э-э, юрать, юрать. Хăвармăп. Ĕçĕ яланах тупăнать...
Пĕр кунхине Сехре, килте пĕччен ларса йалăхнăскер, эртел правленине те çитсе килчĕ, эртелте корзинка авасси пирки калаçса пăхрĕ.
— Хăва нумай пирĕн, ав кăна, — терĕ Куçма. — Анчах эсĕ эртел членĕ мар. Ялан ĕçлес пулсан, эртеле кĕме заявлени памалла.
Ку сĕнӳ Сехрешĕн килĕшмерĕ: халĕ вăл ăна тума пултарас çук. Члена илнĕ чухне каллех ун пек те кун пек калаçма пуçлĕç, фермăра ĕçленине аса илĕç, тен, тата члена илме те килĕшмĕç.
— Эс мана ахаль ĕçлеттер, малтанлăха члена кĕмесен те пырĕ, — ăс тупрĕ Сехре, пăртак чĕнмесĕр ларнă хыççăн. Председатель хирĕç пулмарĕ:
— Турттарса килнĕ хăванах парас мар пулĕ сана, Йăлăма кайса хăва тиесе кил те — ĕçле çеç.
— Тавах ыр сăмахушăн, — пуç тайрĕ Сехре. — Кăна пĕлнĕ пулсан, кунта тахçанах килмеллеччĕ-мĕн. Эпĕ тек килте ĕçсĕр çуптăркаса ларатăп.
Тепĕр çын ыйтсан, председатель ăна эртел членĕ мар тесе хăва та памастчĕ пулĕ те, анчах Сехре Иванĕ ыйтни ăна самаях интереслентерсе пăрахрĕ. «Ĕçлемест ĕнтĕ, — терĕ вăл, — ячĕшĕн ыйтать. Авас пулсан та, вăл виçĕ кунта пĕр корзинка авас çук».
Тепĕр кунне хăва турттарса килнĕ чухне Сехре Иванĕ укăлча хапхинчен кĕнĕ-кĕменех Маринене тĕл пулчĕ. Шап-шур тутăрне хĕр пек çавăрса çыхнă Марине хирĕç килет, Сехре, аллинчи тилхепине турткаласа, хăва çинче выртса пырать.
— Кам валли турттаратăн вара эс кăна, Иван? — терĕ бригадир, лав тĕлне çитсен. — Эртеле ĕçлеме кĕмерĕн пулĕ те?
— Кĕмен те, — хăйне кура мăнаçлăн ответлерĕ Сехре, — çапах корзинка авма тытăнас тетĕп...
Урăх вĕсем ним калама та ĕлкĕреймерĕç, лав çул айккинче чарăнса тăнă Маринерен иртсе кайрĕ. Анчах Сехре Иванĕ çакăн хыççăн кунĕпех Марине çинчен шухăшларĕ, куç умĕнче вĕçĕмсĕр унăн тулли пичĕ, унăн хĕрле çыхнă шап-шур тутăрĕ тăчĕ.
«Кĕтерне сăмах пачĕ те, халь шарламасть, ĕçĕ тухмарĕ пулмалла, — хăй тĕллĕн тавçăрчĕ вăл. — Ун çине шанса пулмасть, хамăн кайса калаçас-ха»… Марине патне кайма вăл темиçе кун хушши хатĕрленчĕ. Чи малтан сухалĕпе çӳçне кĕскетсе касса якатрĕ, мунча кĕрсе таса кĕпе-йĕм тăхăнчĕ, урине пĕç тĕп таран хура çăматă тăхăнса ячĕ, вара, çур литр эрех чиксе, тăвалла утрĕ. Çул çинче вăл çын курасран сыхланарах пычĕ, бригадир умне çитсен чарăнса йĕри-тавра пăхса илчĕ, мĕншĕн тесен пĕр-пĕр вăрăм чĕлхе ун çинчен ыранах усал ят кăларасран хăрарĕ.
Каярах юлса килни вырăнлă пулчĕ: Марине лампă умĕнче пĕчченех ларать, ачисем таваттăшĕ те çывăрма выртнă. Кĕçĕн алăка такам туртнине илтсен Марине кĕпе вĕççĕнех чупса тухрĕ те ним ыйтмасăр-тумасăр питĕркĕчне вĕçертсе ячĕ.
— Такшин килет ĕнтĕ, паллаймарăм та-ха, — терĕ вăл, пичĕпе Сехре пичĕ патнех çывхарса. Унăн ăшă сывлăшне те туйса илнĕ Сехре аран-аран сасă пачĕ:
— Ку эпĕ-ха... Сан патна хăнана килсе курас терĕм.
— Иван-и? — тĕлĕнсе ыйтрĕ Марине. — Ак тамаша...
— Тамаши-масарĕ, çула май кĕрсе тухас терĕм. Чăрмантаратăп-та-ха...
Пӳрте кĕрсен, вăл ниçта пырса тĕкĕнме те пĕлмерĕ, пӳрт ăшчиккине сăнанă пек, унталла-кунталла çеç пăхса тăчĕ, хăрах аллине кĕсйинчен те кăлармарĕ.
— Килнĕ япала лар ĕнтĕ, — тенкел сĕнчĕ ăна Марине. Вĕсем хирĕç ларчĕç. Çутăра Марине Сехре çи-пуçĕпе сăн-питне пăхса илчĕ, вара вăл мĕншĕн килнине пĕр сăмахсăрах ăнланчĕ. Ун тулли питне хĕрлĕ сăн тапса тухрĕ, куçĕнче вут ялкăшрĕ, анчах хĕрарăм хăйне часах алла илчĕ.
— Нумайччен ларан курăнать, — сăмах хушрĕ Сехре, çӳçе якатса. — Ман пек ир выртса çывăрмастăн.
— Ара, ачасене шуйăхкаларăм та, вĕсем выртнă хыççăн кăшт йĕппе çип тытса пăхас терĕм. Кăнтăрла вăхăт çук.
Çаплах ĕнтĕ, — терĕ Сехре, хай, кĕсйинчен вăрттăн çĕç эрех кăларса, ăна майĕпен сĕтел çине лартрĕ. — Эс ан тĕлĕн-ха, Марине, ман санпа кăшт кăмăла çемçетсех калаçса ларас килет.
— Ку мĕн сăлтавпа? — ыйтрĕ Марине.
— Савăнăç, ара, уяв... Мĕн уявĕ?
Сехре ним калама пĕлмерĕ, ман паян менельник тесе кăшт çеç лаплаттарса хуратчĕ, анчах, суйма аван маррине туйса, чĕлхе вĕçне килнĕ пĕрремĕш сăмаха персе ячĕ:
— Ара, Сталинград патĕнчи çĕнтерӳ ячĕпе…
Марине нимĕн калама аптраса тăчĕ.
— Эпир нумай мар, Марине, пăртак çеç, çĕнтерӳ ячĕпе, — аллине бутылка патнелле тăсрĕ Сехре.
— Çук, çук, ĕçес пирки ан та шутла.
— Сталинградшăн ĕçмеллех ĕнтĕ...
Сталинграда тепре асăнни Маринене килĕшсех каймарĕ, Сехре çав ятпа çеç килменнине тавçăрса илчĕ вăл.
— Сăлтавне тупăн ĕнтĕ эс, — лампине хăпартрĕ вăл, вара вăйлă çутă çинче унăн пичĕ тата илемлĕрех ялкăшса кайрĕ.
— Уншăн ĕçмеллеччĕ те-ха, — ытараймасăр пăхрĕ Сехре Марине çине, — эсĕ тем кăмăл тумастăн...
— Тен, эпир уншăн ĕçме тивĕçлĕ те мар, — сиввĕн тавăрчĕ Марине, эпир теес вырăнне эсĕ тесе каласран хăйне аран-аран тытса чарса.
— Ун пекех ан кала ĕнтĕ.
— Каламасăр.
— Хамăра хамăр хурлас мар. Çынсем хурлаччăр хамăр ырлар.
— Çынсем ырлаччăр, эпир хамăра хамăр хурлар! — вара тĕрĕс пулать! — сассине çĕклерĕ Марине.
Сехре, хĕрарăм кăмăлĕ иккĕллĕ тесе, бутылкине тепре те ярса, тытрĕ, ăна уçма тăчĕ, анчах Марине яхăнне те ямарĕ, хăй аллипех ăна Сехре кĕсйине каялла чиксе лартрĕ.
— Кампа та пулин урăххипе ĕçетĕн, халь ан та тăрăш.
Сехрен вара чăрмантарнăшăн каçару ыйтса киле тухса каясси çеç юлчĕ.
Тепĕр арçын ун вырăнĕнче, тен, хĕрарăм çине тарăхнипе ăна сăмахпа кӳрентерсе хăваратчĕ пулĕ е киле таврăнсан çур литра пĕр пĕччен пушатса хуратчĕ пулĕ.
Сехре Иванĕ ун пек çын мар, вăл килне васкамасăр кăна утса çитрĕ те чĕринче нимле çилĕ туймасăр ăшă сĕтпе каçхи апат турĕ, эрехне вара шкапа хăйĕн вырăнне лартса хучĕ. «Тивĕçлĕ мар тăк — тивĕçлĕ мар, тен, тепĕр чухне тивĕçлĕ пулăп», — терĕ вăл.
Каçхине час выртайманнипе пулас, тепĕр кунне вал яланхинчен ытларах çывăрчĕ. Хĕвел кăнтăр енне сулăннă, картара качака хăйне такам пусма тăнă пек макăрать, Сехре çав çавах вырăн çинче выртать-ха. Вăл чӳречерен хытă шакканăран сиксе тăчĕ. Пырса пăхрĕ те, ун чунĕ ирĕлсех кайрĕ, — чӳрече умĕнче Марине тăрать.
— Сана, Иван, вăрмана ярас теççĕ, эс правленине пыр-ха, — хыпарларĕ вăл, шăннă кантăк витĕр Сехре пит-куçне курмасăр.
— Юрать! — хăпартланчĕ Сехре, хăй часрах тумланма васкарĕ.
Правленире Левентей пӳлĕмĕнче Кăтра Михалапа Ятман лараççĕ. Ятманĕ тем çырать, Михали ăна хут тăрăх каласа пырать.
— Ман килес, — терĕ Сехре, лешсем хăйне асăрхаманнине кура. — Сывлăх пултăр.
— Сана та сывлăх пултăр! — терĕ Кăтра Михала. — Иртсе лар, Иван.
Сехре вĕсен умне пырса ларчĕ.
— Иван пичче, — сăмах хушрĕ Ятманĕ, çырма пăрахса. — Пирĕн вăрман касмалли план тулайман. Сана вăрмана ярас тетпĕр. Мĕн тейĕн эсĕ?
— Мĕн теесси пур? — хăйĕнчен хăй ыйтнă пек тавăрчĕ Сехре. — Каятăп, çавă анчах.
— Сан килте никам та юлмасть-çке? — терĕ Михала.
— Кил тармасть вăл. Пичче хĕрне, Алтаттие, чĕнетĕп те, эп киличчен пурăнать.
— Ыранах каяс пулать, — ăнлантарчĕ Ятман. — Пĕр-ик эрнелĕх апат илес пулать. Ĕç пирки бригадирпа калаçса татăлатăн — турттарма хушаççĕ-и унта, касма-и...
— Юрать, юрать, — терĕ Сехре, пĕрремĕш хут ĕçе каяссине çиленмесĕр йышăнса. Вăл хăй те пĕлмерĕ — мĕншĕн, анчах çак вăхăтра унăн вăрманти йывăр ĕçре хăрасси шухăшра та пулмарĕ, Сехре хăйне куннинче вăрмана тем пулсан та каймалла тесе ĕнентерчĕ. Куртăр Левентей: вăл судпа айăпламалли çын мар, вăл ыттисемпе тан ĕçлеме пултарать, кил-çуртне пăрахсах вăрмана каять. Марине те Сехрене ун пекех наян çын тесе ан шутлатăр.
— Ăçта пуçтарăнаççĕ вара ыттисем? — тухма тесе алăка уçнă çĕртен каялла çаврăнчĕ Сехре.
— Колхоз картишне. Миçере каяссине Марине калĕ унта. Эс ун бригадинче пулатăн.
Ку Сехре Иванĕн кăмăлне тата ытларах хăпартлантарса ячĕ. Марине те пырать, вăл Марине бригадинче пулать! Калама çук лайăх. Ун пек пулсан, Сехре вăрманта çуркуннеччен ĕçлеме хатĕр. Вăрмана вĕсем тепĕр кунне каç кӳлĕм çитрĕç. Хăйсене кăтартнă делянкăна шыраса тупрĕç те нумай чуптарнăран тарласа кайнă лашисене çапăпа карса тунă витесене канма тăратрĕç. Тухман çын тухсан, тăман тухать тенĕ пек, вĕсем лашисене тăварма ĕлкĕрнĕ-ĕлкĕрменех юр çума пуçларĕ, вăрман çулĕ ирхинеччен аллаппи хулăнăш юрпа витĕнчĕ.
Темиçе арçынпа пĕрле пăчкă туртма уйăрнă Сехре ĕçе тул çутăличченех тухрĕ. Çынсем (кунта такăш ял та пур-тăр) ĕçе вĕсенчен те маларах пуçăннă иккен: вăрман рабочисем кăшкăрашнипе тата касса янă йывăçсем ӳкнипе ухлатса кăна тăрать. Çывăхрах гусеницăллă трактор кĕмсĕртетет, — унпа та йывăç турттараççĕ курăнăть.
Вăрманпромхоз техникĕ йывăçа мĕнле касса йăвантармалли çинчен ăнлантарнă хушăра тул янках çутăлса çитрĕ. Марине турттаракансем патне кайса килнĕ çĕре атăлкассем пĕр йывăç та касаймарĕç.
— Мĕн, эсĕ вĕсене нихçан та вăрман касса курман тесе шутлатăн-им? — терĕ Марине, техника калаçнă çĕртен чарса. — Пĕлеççĕ вĕсем йăлтах!
— Пĕлекенсем пĕлччĕр, пĕлменнисем вĕренччĕр, инкек-мĕн пулсан, эсĕ ответ тытмастăн, эпĕ ответ тытатăп, — касса татрĕ лешĕ.
— Вăхăт сая каять.
— Тăрăшарах ĕçлесен, сая каймасть, инке.
— Килсе кур, мĕнле ĕçлетпĕр! — терĕ Марине.
— Килмĕп тетне? Пĕрре кăна мар ятлаçăпăр-ха.
Çакăн пек сăмахсемпе сăран пиншаклă техник тепĕр колхоз çыннисем патне уйрăлса кайрĕ. Атăлкас çыннисем, саккăрăн икĕ ушкăна пайланса, ĕçе пикенчĕç. Пĕр ушкăнĕн бригадирĕ Марине хăй, теприн — комсомолец Ваçук, пулчĕ. Сехре Ваçук бригадине çакланчĕ.
— Иван пичче, эпир кĕрешсене йăвантаракансем пулар пуль, хĕрарăмсем сыпăкăн-сыпăкăн татчăр, — терĕ çамрăк бригадир.
— Юрать, — алла пăчкă тытрĕ Сехре.
Тепĕр минутран темиçе çĕрте пăчкă сасси илтĕнсе кайрĕ. Сехре Иванĕпе Ваçук, пĕр-пĕрин вăйне тĕрĕсленĕ пек, малтанхи кĕреше пĕр канмасăр татрĕç, ку иккĕшне те йывăр пулчĕ курăнать, йывăç йăванас патне çитсен, пăчкă тăкăссăн çӳреме пуçларĕ, çапах та татакансем ăна чармарĕç, касса янă кĕреш, турачĕсемпе ытти йывăçсене, çапăнса, юр çине кĕрслетсе анчĕ, хĕрарăмсем ăна ваклама чупрĕç.
Малтан вĕсем ытлашши калаçмасăр, ыттисем мĕнле ĕçленине пăхмасăр ĕçлерĕç, — касса яраççĕ те, пĕç тĕп таран юр ашса, тепĕр йывăç патне пыраççĕ, ăна касса яраççĕ те тата теприн патне пыраççĕ. Часах вĕсен иккĕшĕн куçĕсем те Марине бригади çине ӳкрĕç — унта ирхине килнĕ техник пырса ларчĕ. Мĕн çинчен калаçрĕ вăл хĕрарăмсемпе — ăна вĕсем пĕлмерĕç, анчах вăл тунката çинче хăяккăн улпут пек ларни, аллинчи кукăр авăрлă патаккине вĕçкĕнле вылятни тата час-часах Людмилăпа Маринене юрпа перкелени Ваçукпа Сехрене пĕрре те килĕшмерĕ. Сехре ăшĕнче вăрçса та илчĕ: «Пулать те намăссăр çын, — терĕ вăл, — арçынсенчен те именмест. Маринене инке тесе чĕнет, хăй çапах та ун умне сăпса пекех çыпçăнать». Сехре хăй те ăнланмарĕ. кӳлешрĕ-и вăл çав çамрăк техника е ĕçленĕ хушăра кансĕрлесе çӳренĕшĕн тулашрĕ?
Техник чăнах та Марине бригадине час-часах çитетчĕ, пĕррехинче çапла каçхи апат умĕн барака та пычĕ, хĕрарăмсен ушкăнне кĕрсе ларчĕ те пули пулми калаçу пуçласа ячĕ. Лешсем техника малтан шавламасăр итлерĕç, анчах ытлашши йăлăхтарса çитерсен, Марине ăна, вăрттăн хыпар каланă пек, çапла пĕлтерчĕ:
— Пирĕншĕн пулсан, эс çӳре, никам та нимĕскер те калас çук, анчах сана Атăлкасси каччисем питĕ курайми пулса çитнĕ. Ну, ку техникăн урине çапса хуçатпăр-ха, теççĕ. Асту, вăйăран вăкăр ан тухтăр.
Çакăн хыççăн техник барака килни-туни пулмарĕ. Марине мĕн каланине кайран çеç пĕлнĕ Сехре ăна чĕререн ырласа илчĕ: тĕрĕс, Атăлкасси каччисем вĕçкĕн техник çине çав тери çиленсе çитнĕччĕ, вăхăтра куçран çухалман пулсан, тен, вăйăран вăкăр тухма та пултаратчĕ.
Малтанхи кунсенче Сехре каçсерен барака чылаях ывăнса таврăнатчĕ, унăн апат тумасăрах выртса çывăрас килетчĕ, ĕçленĕçемĕн кун пек халтан каясси иртсе пычĕ, вăл алсенче вăй хутшăнса пынине туйрĕ. Вăл çеç мар унпа пĕрле татакан Ваçук та ĕç тĕлĕшĕнчен йăлтах уçăлса кайрĕ, ывăнни çинчен пачах калаçми пулчĕ. Халĕ ĕнтĕ вăл Сехре чĕлĕм туртнă хушăра та унчченхи пек тунката çинче канса лармасть, пуртăпа туратсене иртме васкать.
Чĕлĕм туртма вĕренменни сана капла йывăра килет, — терĕ пĕррехинче ăна Сехре. — Эп канса ларатăп эсĕ ĕçлетĕн.
— Эй, вăл ним те мар! — ал сулчĕ Ваçук. — Ĕçлемесен, шăнса кайма пулать!
Иртнинче килне пырса кĕнĕрен пулас, Марине кунта Сехререн айккинерех пăрăнма тăрăшрĕ, калаçма та унпа сахал калаçрĕ. Каçсерен арçынсем апата хĕрарăмсемпе пĕрлех пĕçерчĕç, анчах кунта та Сехре урăх ушкăна çакланчĕ. Тен, вăл бригадирпа чипер калаçса та кураймастчĕ пулĕ, ку ĕçре ăна çамрăксем пулăшрĕç. Сехре чĕлĕм туртса ларнă вăхăтсенчен пĕринче Ваçук Людмилă патне кайрĕ те каялла пырсан хăйсен хушшинче пулнă калаçăва пĕлтерчĕ.
— Вĕсем пиртен ĕнер начар ĕçлерĕр тесе кулаççĕ.
— Камран начар ĕçленĕ? Çав Маринерен-и? — тĕлĕнчĕ Сехре.
— Çавсенчен çав.
— Пулма пултараймасть!
— Людмила çапла калать.
— Суять пулĕ. Эс Маринерен ыйт.
Тепре кайсан, Марине Ваçука цифрăсемпех ăнлантарса янă: Марине бригади кун каçиччен вунтăватă кубла метр татнă, Ваçук бригади вунвиçĕ кубла метр татнă. Сехре хĕрарăмсем еннелле куç хыврĕ те çакна курчĕ: Маринепе Людмила, вĕсем мĕн çинчен калаçса тăнине пĕлсе, ахăлтатсах кулаççĕ.
— Кулăр,кулăр! Каçхине тĕрĕслĕпĕр акă! – кăшкăрчĕ Ваçук.
Кун хыççăн вара вĕсем, иккĕшĕ пĕр сăмахсăр калаçса татăлнă пек, пуç çĕклемесĕр, пĕр-пĕрне ытлашши сăмах хушмасăр ĕçлерĕç, таврăнасса та делянкăран Маринепе Людмила татма чарăнсан тин чи юлашкинчен таврăнчĕç.
Ну, сирĕн миçе? — терĕ Ваçук десятникпе Маринене, вĕсем мĕн чухлĕ татнине йышăнма пырсан. — Сахалтарах-и е нумайрах-и?
— Сан шутпа мĕнле пек?
— Пирĕн нумайрах пулма тивĕç.
— Çук çав, нумай мар çав. Акă кур, — бригадир хăйĕн блокночĕ çине кăтартрĕ.
— Пĕр пекех, — кăмăлсăрланчĕ Ваçук. — Ну, ыран-пӳрпĕрех сиртен ытларах касатпăр! Каларĕ тесе калăн! Çапла вĕт. Иван пичче?
Иван пичче чĕнмерĕ, çамрăка хăйĕн куллипе çеç ырларĕ. Ăçтан калăн-ха çапла тесе: тен, вĕсем ытларах та касĕç, Маринепе унпа асăрханарах ăмăртас пулать! Туман тихан пилĕкне ан хуç.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...