Йăмраллă ял :: Иккĕмĕш пай
Сехре тилмĕртес çук ĕнтĕ, акă вăл паян бригадир ĕçрен таврăничченех йăпăртаттарса килнĕ. Марине алăка уçрĕ те птӳртре хăйĕн аслă ывăлĕпе Сехре çăпата хуçса ларнине курчĕ.
— Ку тата мĕскер? — хăй куçне хăй ĕненмерĕ бригадир. — Эсир пикенсех çăпата тăватăр курăнать?
— Вĕренме кайсан, атăпа çӳрĕ, анчах пурнăçра çăпата хуçма пĕлни те кансĕрлемест, — ĕçлеме пăрахмасăр каласа хучĕ Иван. — Ачу маттур санăн, пĕрре кăтартсанах ăнкарса илчĕ.
— Темĕн-çке, пушăт пăсма кăна-тăр, çăпата хуçма пĕлмест-тĕр-ха...
— Акă, анне, кур! — терĕ Сантăр, çăпата пуçне çĕклесе. — Хамах хуçрăм, ак Иван пиччерен ыйт.
Ку каç вĕсем пусма вĕçĕнче чылай çĕрле пуличченех ларчĕç. Марине, шăнса кайнă евĕр кĕрĕкпе пĕркеннĕскер, ытлашши шарламарĕ, Сехрене итлерех пачĕ. Сăнран та вăл самаях шухăшлă пек туйăнать. Сехре те паçăрах сисрĕ, Марине пичĕ кĕçĕр нихçанхинчен ырă сăнлă, сасси йăваш та çемçе, кулли кăмăллă та вăтанчăк, хĕр кулли пекех.
Тепĕр чухне, Сехре васкамасăр калаçнă хушăра, Марине куçĕсемпе таçта инçене тинкерет, вăл шухăшпа та аякка-аякка çитет пулмалла. Кам пĕлет, тен çак вăхăтра Маринене ыранхи ĕçсем канăç памаççĕ-тĕр е вăл хăйен пурăнса ирттернĕ пурнăçне, сисĕнмесĕр иртсе кайнă çамрăклăхне аса илет-тĕр. Сахал шухăш кĕрет-и пуçа ун пек чух!
Çапла çав, пурнăçа пурăнса ирттересси уй урлă каçасси мар. Темĕн те курма тивнĕ Маринене хĕрĕх пилĕк çул хушшинче ырри те, усалли те нумай пулнă пулĕ, пĕр аса илме тытăнсан, вĕçне те тухаймастăн вара.
Ачалăхне Марине тĕлĕкри пек çеç астăвать. Ашшĕпе амăшĕ, пысăк çемйипе шуйăхса, пӳртре корзинка аватчĕç. Эрни-эрнипе ĕçлетчĕç те, ашшĕ вара ачисене савăнтарма лавккаран илемлĕ хутпа чĕркенĕ конфет е çинĕ чухне ванса тăракан кĕрпеклĕ кĕлентĕр илсе килетчĕ. Урăх вĕсене нимĕн те илсе паман пулĕ — мĕнпур укçа куланай тӳлеме каятчĕ. Ашшĕпе амăшен яланхи калаçăвĕ вара кивçен илнĕ укçана татса ĕне туянасси çинченччĕ. Хăçан тата мĕншĕн нумай илсе тултарнă вĕсем кивçен — Марине халĕ калама та пултараймасть. Çакна çеç астăвать: ашшĕпе амăшĕ килте лашапа ĕне курмасăрах çĕре кĕчĕç.
Сайра хутран çемьере уяв пулатчĕ — мăнкунра, çăварнире тата тăвансенчен кам та пулин авлансан е качча тухсан. Çăварнипе мăнкуна эрнепе мар, уйăхĕ-уйăхĕпе кĕтетчĕç. Хăль ку савăнăç кулăшла, анчах ун чухне мăнкуна чăн-чăн праçник тесе шутланă вĕт-ха, калăм кунĕ вара тап-таса пуртенккепе вĕр-çĕнĕ çăпата сыратăн, анне кĕсъене пĕр-икĕ ывăç хĕвелçаврăнăш ярса парать (ăна, хаклă япала евĕр, арчарах тытатчĕç), ку кун тата анне кăмакана лартнă вир пăтти çитеретчĕ (ку ĕнтĕ чăнах та Маринесен килĕнче çеç мар, ялти нумай çемьере çулталăкне темиçе çеç тутанса пăхмалли апат шутланнă). Хĕр пулса ӳссе Марине пусма кĕпе тăхăнса курман, пусмана кĕпе арки тата тутăр тума çеç илкеленĕ, ыттине хĕрарăмсем пĕтĕмпех хăйсем тĕртсе тунă.
Улача кĕпепе çеç çӳренĕ пулсан та, пĕве кĕнĕ-кĕменех Марине патне каччăсем евчĕ хыççăн евчĕ яма тытăнчĕç. Анчах вăл ун чухне хăш каччи лайăххипе хăшĕ усаллине пĕлсех кайман, Тутаркасри хастар Назиба юратса пăрахнă та урăх никампа та çӳремен. «Эп сана никама та памастăп. Ан хăра, пурпĕрех пĕрлешетпĕр», — тетчĕ Назиб. Мулла венчет тумасăр намăслантарчĕ те, вĕсен çурхи чечек пек таса та илемлĕ юратăвĕ телейсĕррĕн пĕтсе ларчĕ, — Назиба ашшĕсем ирĕксĕрлесе тутар хĕрне илсе пачĕç, Марине хăйсен ялĕнчи чĕмсĕр Ваçилее качча тухрĕ. Ваçилей начар çын марччĕ, ăна вăл усал ятпа асăнмасть, анчах шăп кăна пурнăç лайăхланса çитсен, нумай ачаллă пулсан, упăшкасăр тăрса юлма лекрĕ.
Тепĕр хĕрарăм, Марине вырăнĕнче пулсан, тахçанах хăйĕн хуйхи айне пулса ватăлса каймалла, ачасене усрама йывăр тесе, унта-кунта пулăшу ыйтса çеç çӳремелле. Марине ун пек мар, вăл чунтан çирĕп-ха, Марине ялан ĕçре — колхозри ĕç вăл чун сиплĕхĕ. Вăрçă вăхăтĕнче йывăр кунсем пулчĕç ĕнтĕ, бригадир ăшĕ кӳтсе çитнĕ самантсенче пит çинчен сахал мар куççуль тумламĕ шăла-шăла пăрахнă. Анчах ăна мĕн аса илмелли пур! Ун вырăнне çынсем халĕ мĕнле ĕмĕтпе пурăнаççĕ! Итлесен-итлесен, чун çĕкленсе каять. Çынсене кура Маринен те ĕмĕтленес килет, колхозри ĕçсем пирки çеç мар, кок-сагызпа тулă, вирпе йĕтĕн пирки çеç мар, туллирех, кăмăллăрах çемье пирки те ĕмĕтленес килет. Нивушлĕ Марине ăна тивĕçлĕ мар?
Иван çав-çавах калаçать, вăтанса тата выранлă сăмăхсем тупаймасăр асапланса, хĕрарăм умĕнче хăйĕн пĕчченлĕхпе тулнă чĕрине уçса парасшăн тăрăшать. Хутран-ситрĕн вăл, ман сăмахсем Марине чĕрине кăшт та пулин хускатаççĕ-и тесе, юнашар пит-куçа çывăхранах сăнаса пăхать.
— Эх, Марине, пĕр-пĕрне ăнланмастпăр курăнать çав! — илтет шухăшсенчен хăтăлайман Марине. — Шанмарăн пулать ĕнтĕ, тăрлавсăр çын терĕн пулĕ. Эп сан патна ырă шухăшпах çӳренĕччĕ, кăшт сан тертӳсене çăмăллатас тенĕччĕ. Мĕн каласси пур, хама та кичем кун пек...
Марине сасартăк ыйхăран вăраннă пек пулчĕ.
— Ан ӳпкелеш-ха эсĕ, Иван, вăхăчĕ çавăн пек тăчĕ вĕт. Вăрçă...
— Вăрçă тесе вара... — Сехрен сăмахĕсем пĕтсе ларчĕç, вăл нимле çавăрса калама пултараймарĕ. — Вăрçă вăхăтĕнче мăшăрланасси пулман-и вара?
— Эпир санпа иксĕмĕр ватăла пуçланă çынсем, Иван. Эпĕ мар, упăшкаллă хĕрарăмсем те темиçе çул хушши упăшкасăр пурăнчĕç. Эсĕ мана качча парасшăн... Чипер калаç.
— Ĕнтĕ вăрçи те пĕтнĕ, эпир санпа çав-çавах кичем пурăнатпăр, — пĕр пуçланă япала хăйĕн йĕрĕнчен пăрăнаймарĕ Сехре. — Ак тырă вырма пуçлатпăр. Кĕркуннеччен иртен пуçласа каçчен ĕçлемелле пулать. Çавăн пек-çке вăл пурнăç, Марине...
— Эх, Иван, — хăйĕн аллине темиçе çул хушшинче пĕрремĕш хут ун алли çине хучĕ Марине. — Сан ĕнтĕ тем пек «Юл, Иван, ăçта каян çĕр хута?» — тесе калаттарас килет. Çапла-и, кала-ха пĕр суймасăр?
— Çапла, илтес килет, — чыхăнса кайнă пек малалла ӳпĕнсе тавăрчĕ Сехре. — Турă пул, Марине...
— Ну, эппин турă пулам, — кулчĕ Марине. — Юл, Иван, ăçта каян çĕр хута? Кĕрсе вырт ав чаршав хыçне.
Иван пичче ĕнтĕ Маринене икĕ аллинчен ярса тытнă, вăл ку сăмахсене мĕнле йышăнмаллине те пĕлмест.
— Кулатăн эсĕ, Марине...
— Ак тата, каласан та юрама çук. Чăнах, чăнах, Иван. Пирĕн шăпа пĕр пек-тĕр ĕнтĕ, иксĕмĕре пĕрлешме пӳрнĕ-тĕр. Тек сана хăваласа тарăхтарас мар, юл, тепĕр каласан...
Сассинченех паллă, вăл мĕн шухăшланине калать. Çук, Марине улталамасть, анчах Сехре çак ăнсăртран йăтăнса аннă телее ĕненме те пултараймасть. Вăл Марине тата мĕн те пулин калассине кĕтет, уншăн халь илтнĕ сăмахсем çителĕксĕр пулчĕç тейĕн, вĕсене Сехрешĕн мар, камшăн та пулин урăх çыншăн каланă тейĕн...
Тата виçĕ кунтан Маринепе Сехре Иванĕ, хулпуççисем çине çурласем хурса, ытти колхозниксемпе пĕрле уя тухрĕç. Вĕсем иккĕш те уяв тумĕпе, хăйсем, тин мăшăрланнă хĕрпе каччă пек, çынсем çине пăхма вăтанарах параççĕ, çак кунсенче калаçса тăранайман пек, ытларах пĕр-пĕринпе юмахлаççĕ. Марине, бригадир пулнă май, пĕр вырăнта нумай тăраймасть, тĕрлĕ çĕре чупкаласа çӳрет, хăй патĕнчен пăрăннă чухне вара Сехре ăна кашнинчех ăшă куçпа ăсатса ярать. «Акă пурнăç кайрĕ санăн, Иван, ялти мĕнпур çынна тĕлĕнтеретĕн, — вĕçет пуçра шухăш. — Мĕнле арăм тупрăм, пăхса тăранмалла мар вĕт. Хир тăрăх пăрчăкан пек çеç вĕçет. Кăмăлĕ, кăмăлĕ мĕнле Маринен, эпĕ ун çинчен ĕлĕк шутлама та пултарайман»...
Пĕр çулталăк каялла кăна-ха атăлкассисем Сехре Иванĕ колхозри паллă бригадира, Маринене, çураçма ĕмĕтленет тенине кулкаласа çеç йышăнатчĕç: кам шаннă ун чухне Марине ăна качча каясса? Акă халь пулма пултарайман япала чăн пулса тăчĕ те, çынсем ытлашши çăвар та кармаççĕ курăнать, тĕлĕнекен çын та çук пек. Мĕнех вара, качча каймасăр, Сехре халь мĕнрен начар çын! Теприсем куншăн хĕпĕртени те сисĕнет. Кĕтерне инке, сăмахран, савăнсах кайнă. Ак, хайхи, вăл ĕмĕтленни пулчĕ, Марине ăна ăнланчĕ. Çавăн пек кирлĕ пулмасăр, Сехререн мĕн хăрамалли пур? Курса тăччăр, иккĕн ăмăртмалла ĕçлеме тытăнсан, колхозра Маринепе Сехре Иванĕнчен ĕçченрех мăшăр та пулмĕ. Сехрене пăрахăçлама иртерех-ха, вăл хăйĕн маттурлăхне кăтартасси малашĕ.
Ятман каçхине урамра Сехре Иванне чарсах пĕр-икĕ ăшă сăмах калас тенĕччĕ, анчах Иван пĕччен пулманни кансĕрлерĕ. Иван Ятман умĕнче Марине ывăлĕпе, Сантăрпа, пыратчĕ. Ăçта кайма тухнăччĕ-ши вĕсем, Ятман пĕлеймерĕ, вăл Сехрепе Сантăр хушшинчи калаçуран темиçе сăмах çеç илтсе юлчĕ.
— Чиркӳ кассипе анатпăр-и е кунтан тӳрех тухатпăр-и? — терĕ Иван, аллипе çырма еннелле сĕлтсе.
— Мĕнле Чиркӳ касси? — ыйтрĕ унран Сантăр.
— Ара, ак ку урам Чиркӳ касси вĕт вăл.
— Вăл шкул урамĕ-иç, Иван пичче?
— Унта ĕлĕк чиркӳ пулнă, урамне те чиркӳ касси тенĕ, — ют çĕртен килнĕ çынна ăнлантарнă пек каларĕ Сехре.
— Эсĕ ĕлĕкхипе ан шутла. Ĕлĕк унта тем те пулнă пулĕ, халĕ ăна шкул урамĕ теççĕ. Куран, пирĕн шкул ларать.
Сантăр каялла çаврăнчĕ те, Ятмана курса, пăртак вăтаннă пек пулчĕ, тек нимĕн те шарламарĕ. Ятман, вĕсен калаçуне пăсас мар тесе, майĕпентерех утрĕ, вара часах Сехрепе Сантăр сасă илтĕнмелле марах малалла кайрĕç.
Ял вĕçне çитсен, ун куçĕ умне кĕтмен çĕртен Марине хăй сиксе тухрĕ. Вăл питĕ васкать пулас, çав тери хăвăрт утать.
— Эс ăçта капла, çĕнĕ кин? — чарчĕ ăна Ятман.
— Кĕтӳç Куçма патне. Вăл мана кĕрсе тухма хушнăччĕ.
Кун пек каласан, Ятман тин кăна Марине ывăлĕ Сехрене ăс панине аса илчĕ те хăй те кун пек вĕрентессинчен тытăнса тăраймарĕ.
— Кам патне тетĕн эсĕ? — юриех хыттăн ыйтрĕ вăл.
— Ара, Кĕтӳç Куçми патне, — тĕлĕнчĕ лешĕ.
— Куçма пичче пирĕн кĕтӳ кĕтет-и вара?
Марине куçне-пуçне чарса пăрахрĕ.
— Кĕтмест те-ха. Ĕлĕк кĕтнĕ те ĕнтĕ, çавăншăн çапла каланă пулĕ.
— Пăрахас пулать вăл ята, Марине. Халь кĕтӳç тени усал ят мар та, çапах та Куçма пиччене ун пек чĕнни килĕшмест, ĕлĕкхине аса илтерет.
— Мĕнле чĕнмелле, эппин? — кулчĕ Марине.
— Куçма Иванчă, те.
Ятман бригадира хăй тин çеç илтнĕ калаçăва пĕлтерчĕ. Марине кăмăллăн кулса ячĕ те, кун пек ахăлтатнине никам та илтмест-и тенĕ пек йĕри-тавралла çаврăнса пăхса, çемçен çеç каласа хучĕ:
— Вăл манăн вĕрентĕ! Вăл сăмах тупаймасăр аптраса тăрас çук...
XXI
Левентей агронома урампа иртсе пынă çĕртен чĕнсе кĕртрĕ. Агроном темшĕн сĕлкĕш чĕннĕ сасса илтсен те вăл правлени енне ӳркенсе тенĕ пек çаврăнчĕ. Анчах Левентей хăйне çĕрĕн-кунĕн канăç паман ĕç пирки никампа та мар, унпа калаçса пăхас терĕ.
— Ай, мăнкăмăлланса кайнă эс, Олимпиада Осиповна, яла килсен те кĕрсе тухмастăн. Юрамасть ун пек! — вăрçам пекки турĕ вăл Липăна.
Унпа хăйне ирĕклĕн тытакан агроном аптрасах ӳкмерĕ, мĕн тавăрса каламаллине çийĕнчех тупрĕ:
— Тĕнчери чи мăнкăмăллă çын эсĕ вăл. Ахаль мар сана çынсем сăвăр, теççĕ.
— Мĕншĕн сăвăр пултăм-ха? — ăнланмана печĕ Левентей.
— Ниçта та тухса çӳреместĕн, çавăнпа. Эсĕ «Çĕнĕ пурнăç» колхоз ăçта ларнине пĕлетĕн-и?
— Пĕлетĕп-çке!
— Картă тăрăх пĕлетĕн çав, ху эс унта ачаран та пыман.
— Мĕн тума пырас? Вăл урăх ял, урăх колхоз. Мана хамăн хуçалăха тимлĕрех пĕлсен те çитет.
— Çавăншăн кĕрес килмест те сан патна, эс ыттисене ытла çын вырăнне хумастăн. Ху çӳреместĕн пулсан, сан патна кам çуретĕр? — Липа аллинчи хаçатпа чĕркенĕ виктори çырлине Левентей умне хучĕ, хăй те хут татăкĕ çине çырла илсе çиме пикенчĕ. — Тутанса пăх, унсăрăн эсĕ хăвăн колхозăнта çырла пиçнине те пĕлместĕн пулĕ-ха.
Левентей çырла пирки шарламарĕ, вăл Липăпа пачах урăххи çинчен калаçасшăн-ха.
— Апла эсĕ мана Турикаса пырса çӳременшĕн ӳпкелетĕн пулать, — сăмах йĕрне тупма тăрăшрĕ вăл.
— Ӳпкелешсе мар, тĕрĕссине калатăп.
— Акă Ятман виçĕ колхоза пĕрлештерет те, вара эпир ют ялсем пулмастпăр, пĕр-пĕрин патне кун хушшинче темиçе хут çитетпĕр.
— Мĕнле пĕрлештерет? — çырла çиме пăрахсах ун çине тĕлĕнсе пăхрĕ Липа.
— Çаплах. Эсĕ илтмен-и вара?
— Илтмен.
— Э-э, эсĕ пурнăçран юлатăн, — юриех тăсса каларĕ Левентей. — Ятман калама çук пысăк план туса хатĕрлерĕ. Виçĕ колхоза пĕрлештермелле, вĕсенчен пĕр колхоз тумалла. Председателĕ Ятман хăй пулать, агрономĕ — Ашмарина. Кăçалтан пуçласа,эсĕ ĕнтĕ хăвна участковăй агроном тесе ан шутла, эсĕ — колхоз гигант агрономĕ!
— Чарăн! — кăшкăрса пăрахрĕ ăна Липа. — Мĕнле эсĕ çапла шӳт туса калаçатăн. Мĕн çинчен калаçатăн эсĕ — нимĕн те ăнланаймастăп. Каласа пар йĕркипе, пул кăшт этем евĕр...
Левентей сисрĕ, юлашки вăхăтра ытти колхозсенче пурăннăран Липа Ятман шухăшне чăнах та пĕлмест иккен-ха, Ятманпа вĕсем нумайранпа курнăçайман пулас. Вăл вара агронома темиçе кун каялла çак пӳлĕмре Ятманпа иккĕшин хушшинче пулса иртнĕ тавлашу пирки тĕпĕ-йĕрĕпе каласа пачĕ. Пĕр кулмасăр калаçма тытăннăран Липа ăна шухăша кайса, лăпкăн, сăмаха пӳлмесĕр итлерĕ, председатель чарăнсан та, темиçе минут ним чĕнмесĕр ларчĕ.
— Эпĕ шутлатăп-шутлатăп, вĕçне-хĕрне тупаймастăп-ха, — терĕ Левентей, агроном çав-çавах шарламаннине кура. — Е ку чăнах та чаплă план, апла пулсан, ăна икĕ алăпа сасăласа йышăнмалла, е вăл Ятман пуçĕнче çуралнă ниме кирлĕ мар япала. Тем тĕрлĕ те виçсе пăхрăм, тупсăмне тупаймарăм-ха. Мĕншĕн пĕрлештермелле колхозсене?
— Мана та çав ыйту интереслентерет, — шухăшлăн тавăрчĕ Липа. — Мĕншĕн пĕрлештермелле? Юнашарах пулсан та, ялĕсем уйрăм. Кашни колхозăн хăйĕн хуçалăхĕ, хăйĕн çĕрĕ, правленийĕ, йĕрки...
— Тата эсĕ çавна шута ил: пирĕн колхозсем пĕр пек мар вĕт-ха. Пĕри — пуян, тепри — чухăн, пĕрин ĕне выльăх йышлă, теприн сахал. Пĕри машинăсем илсе тултарнă, теприн жнейка çеç. Виçĕ колхоз пурлăхне мĕнле тарасапа виçмелле? Ăна вĕт колхозниксем хăйсем ĕçлесе тунă!
— Çапах та вăл сана мĕн терĕ? Ятман ăнсăртран ун пек ĕмĕт тытман ĕнтĕ...
— Вăл сăлтавне тупнă, — терĕ Левентей, çырлапа вараланнă аллине хаçатпа тасатса. — Колхоз пĕчĕк пулни хуçалăха аталантарма чăрмантарать, тет, пысăк колхозăн ĕçĕсем те пысăк, тет.
— Йывăр задача патăн эсĕ мана, — ура çине тăчĕ агроном. — Сан пекех, халлĕхе эпĕ те ăнкарсах çитереймерĕм-ха. Шутлас пулать.
— Шутлас пулать çав, Олимпиада Осиповна. Колхозсене шултралатмалла пулсан, ăна пирĕн парти пĕр-пĕр постановлени кăларса та тунă пулĕччĕ. Пĕрлештермелле-тĕк — пĕрлештермелле. Юнашар ларакан пĕчĕк колхозсем «Алга»-па «Çĕнĕ пурнăç» çеç мар. Эп кун çине çапла пăхатăп.
Липа ăна пӳлме тăчĕ:
— Çук, тусăм, ку вăл постановленипе тумалли ĕç мар. Ăна колхозниксемпе калаçса татăлса тумалла — вĕсен ирĕкĕ.
— Колхозниксем килĕшес çук, — татса каларĕ Левентей. — Пирĕн ялсем, паллах, яхăмне те ямаççĕ.
— Ман шутпа, турикассем те килĕшессĕн туйăнмасть. Пĕчĕк-и, пысăк-и — кашни хăйĕн колхозне юратать. Тепĕр кунне Липа Левентей патне тепре чупса пычĕ. Халĕ вăл ĕнерхи пек мар, хаваслă, куçĕ-пуçĕ çиçсе кăна тăрать. Ĕçпе килнĕ çынсем тухса кайиччен вăл хăйне çав тери кирлĕ хыпара пĕлтерме васканă çын пек тытрĕ, председатель пӳлĕмĕ пушанса юлсан вара, сĕтел çывăхне сиксе ларса, сăмахне пуçларĕ:
— Эпĕ Ятман шухăшĕпе килĕшетĕп, Леонтий Петрович, кирлĕ пулсан, хамăн аргументсене «Атăл» колхоз председательне йăлтах каласа пама пултаратăп. Итле...
— Кирлĕ мар, — терĕ Левентей. — Ман шухăшсем санăнни пек сехетре улшăнмаççĕ, пурпĕрех каласа ĕнентереймĕн.
— Ĕнентеретĕп!
— Çук, пулас çук. Сана, авă, Ятман час ӳкĕте кĕртнĕ.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...