Йăмраллă ял :: Иккĕмĕш пай
— Кала çавна, Алексей, вăрçă пĕтнĕ-и, пĕтмен-и? — тăрăхларĕ упăшки.
— Пăхатăп та, телейлĕ эс Михал Михалч, — сăмах хушрĕ Ятман. — Мĕнле каламалла, телей темелле-и ăна, хам та пĕлместĕп: ывăлна кĕтсе илтĕн вĕт эсĕ!
— Унсăрăн мĕнле тата? — хулпуççине хуçлатса, кăшт мухтаннă пек каларĕ Михала пичче. — Пĕртен-пĕр ывăл-çке-ха вăл манăн.
— Астăватăн-и, пĕррехинче эпир Сахрун пиччепе кĕрсен, кулянса лараттăн. Çемье саланчĕ ĕнтĕ манăн, каялла те пуçтарăнать, теттĕн. Ак кур, пурте куç умĕнче, хăйсен йăвине вĕçсе килнĕ ăмăрт кайăк чĕпписем пек лараççĕ.
— Карчăк, шутла, пурте килте-и? — куç хĕсрĕ Михала пичче.
— Мĕн шутламалли, виççĕн кăна вĕсем пирĕн, — терĕ Кĕтерне. — Телей пур-тăр çав пăртак, çемьерен çын çухатмарăмăр. Ав, Ятманăн шăллĕ таврăнмарĕ, Левентейĕн шăллĕ таврăнмарĕ.
— Çапах та сахал вĕт пирĕн ача-пăча, — çăвар вылятма пăрахмарĕ Кăтра Михала. — Тепре кирлĕ те пулать пулĕ, карчăк, э?
Карчăкĕ ăна каллех вăрçса çеç тăкрĕ:
— Хă, ватсупнă, мĕн ĕмĕтленет вăл! Тепре авлан та хуть виç ача ӳстер. — Унтан сĕтел хушшинчи ытти çынсемшĕн ытарлăн каласа хучĕ: — Ачи-пăчи çитет-ха вăл пирĕн, вĕсене хамăра кура ӳстеркеленĕ. Качча памалăх хĕрĕсем те пур, авлантармалăх ывăлĕ те пур. Шĕкĕр турра…
— Ак, кĕр мăнтăрĕпе, — терĕ Ятман.
— Кĕр мăнтăрĕпе, — йĕкĕлтерĕ Кăтра Михала. — Хăвăр хăçан авланатăр эсир, хĕрĕхрен иртсен-им? Вот, пурăнаççĕ икĕ хусах, пĕри авланмасть, ăна кура, тепри авланмасть.
— Малтан эсĕ Укахвине качча паран, Алексейне авлантаран, вара пире черет çитет, — сăмах хушрĕ Левентей.
— Алексей çамрăк-ха, васкама кирлĕ мар. Ĕçлетĕр кăшт. Тата ман ун пирки вăрттăн шухăш пур-ха: манăн ăна вĕренме ярас килет.
— Кам пулма? — çийĕнчех пуçне çĕклерĕ Алексей.
— Комбайнер пулма. Тракторист пур пирĕн çемьере, ман шутпа, санăн комбайнера каймалла. Вăрçă пĕтнĕ ĕнтĕ, Атăлкассине комбайнсем килме пуçлĕç. Лайăх машина, унпа ĕçлеме те кăмăллă пулмалла, Алексей...
Ку сăмахсене илтсен, ним чĕнмесĕр ларакан Анушка тутине пăрнă пек пулчĕ. Ăна ку калаçу пĕртте килĕшмерĕ. Ăшра вăл ашшĕне вăрçса та илчĕ. «Мĕн ăнланатăн эсĕ тракторист ĕçĕнче? Тракторпа ĕçлеме çав тери лайăх, Алексее пирĕн бригадăна ямалла». Вăл, ан килĕш тесе, Алексее чавсипе тĕртрĕ, анчах лешĕ ăнланаймарĕ курăнать.
— Эп, атте, вĕренме каятăп, анчах комбайнера мар, — тесе хучĕ.
— Ăçта тата?
— Института.
— Тĕрĕс! — ырларĕ ăна Левентей. — Халĕ вăрçă пĕтнĕ, инженера вĕренес пулать!
— Мĕнле инженер пуласшăн вара? — терĕ ашшĕ.
— Энергетик.
Кунта вара Ятман та ырламасăр чăтаймарĕ.
— Лайăх шухăш тытнă, Алексей! Пурăна киле, хамăр колхозах инженер-энергетик кирлĕ пулма пултарать. Ан ӳкĕтле, Михала пичче, комбайнера вĕренме ямалли çын тупăнĕ пирĕн, ак Анушках кайма пултарать, — вăл хăвăрттăн Анушка еннелле куç хывса илчĕ. — Алексей института вĕçтертĕр. Эп хам та, кăшт çамрăкрах пулсан, электромеханически института çеç вĕренме каймалла. Хăвăрах шухăшлăр, пирĕн пурнăç малашне пĕтĕмпех электричество çинче тытăнса тăракан пулать — электричество вăйĕпе сухалатпăр, акатпăр, выратпăр, çапатпăр, электричествăпа ĕне сăватпăр, кĕле çăватпар, уй-хире шăваратпăр — мĕнпур ĕçе каласа та пĕтерес çук. Инженер-электрик е инженер-энергетик вĕт вăл пирĕншĕн турă вырăнĕнче пулать. Сана çумăр кирлĕ — тин лартнă купăстана шăвармалла — унран çумăр ыйтатăн; сана пĕтĕм яла пĕлĕт таран çутатма çутă кирлĕ — ăна çеç заявка паратăн. Халех хатĕрленме тытăн, Алексей.
— Эпĕ кĕнекесем илсе килнĕ ентĕ, — лăпкăн çеç тавăрчĕ Алексей.
— Михала пичче сисрĕ, çамрăксем пурнăçра аякрине кураççĕ, вĕсемпе тавлашма йывăртарах. Комбайнер пуласси те чыслă ĕç ĕнтĕ, ку таранччен ашшĕ ывăлне комбайнер тăвас ĕмĕтпе пурăнатчĕ, инженера тухасшăн-тăк — тухтăр, Ятман каларĕш, комбайн çине Анушкана та лартма пулать.
Да-а, пурнăç хитреленет, — сухалне шăлкаларĕ старик. Вĕрен, вĕрен, Алексей. Çулсем иртмен-ха санăн, ăсхакăл пух. — Вăл Сахрун пичче çине чеен пăхрĕ. — Эпир санпа ăçта вĕренме кайăпăр, Сахрун?
— Кăмака çине, — терĕ лешĕ.
— Ну, çук, Сахрун! Халех кăмака çине — ир-ха. Давай пĕр-пĕр курса вĕренме ярас сана? Сад ăстаçисен курсне, сăмахран, хурт-хăмăр ăстаçисен курсне...
— Пулмĕ ĕнтĕ, — йывăррăн ал сулчĕ Сахрун пичче. — Ыттисем кайччăр. Эпир санпа иксĕмĕр пуртăпа пăчкăсăр пуçне урăх ĕç хатĕрĕ тытса кураймастпăр-тăр. Платниксем вĕт...
— Çапла çав.
— Ак Алексей вĕренсе таврăнать те электричествăпа ĕçлекен пăчкă туса парать, — терĕ Кĕтерне кулкаласа.
— Тем пекчĕ. Вара эпир чĕлĕм çеç паклаттарса ларнă пулăттамăр.
Сĕтел хушшниче калаçу хĕрсех пырать. Вăхăт чылая кайнă ĕнтĕ, çынсем ăна асăрхамаççĕ те. Анушка çеç амăшĕн çурăм хыçĕпе тĕпелти пысăк сехет çине чалăша-чалăша пăхать.
— Каймалла-им? — тет Укахви, ăна курса.
— Вуниккĕ тĕлне çитмелле манăн.
— Эс ан кай, пĕррелĕхе юрĕ, — сĕтел хушшинчен тухма çул памасть амăшĕ.
Анушка ăна куç шурри çеç кăтартать, вара амăшĕ ирĕксĕрех хĕрне хăй умĕнчен кăларса ярать. Анушка ĕçе васканине Алексей те сиснĕ ĕнтĕ, вăл та сĕтел хушшинчен тухать.
— Айда, Укахви, ăсатса хăваратпăр ăна, — тет вăл, картусне тăхăнса.
Килти çынсем хыççăн ура çине тăнă Ятманпа Левентее тата Сахрун пиччепе Кăтра Михала ирĕксĕрлесех хăйсен вырăнне лартать.
— Эсир ан та хускалăр-ха, пĕр килнĕ чух калаçăр. Вăхăчĕ çавăн пек пулнăран-и, пĕр-пĕрин патне сайра çӳретпĕр.
Сăмахне вăл хăех пуçласа парать.
Калăр, тархасшăн, çамрăксем: тырă йăтăнса пулчĕ ĕнтĕ кăçал, ĕç кунĕ çине пĕлтĕрхинчеи икĕ хут ытларах валеçетпĕр, мĕн тăватпăр колхозра куçа курăнмалли?
— Сан ĕнтĕ кашни çул куçа курăнмалăх пысăк япала тăвас килет? — кулать Ятман.
— Унсăр мĕнле пултăр? Эпĕ Левентей мĕн те пулин шутласа кăларнă пулĕ тетĕп-ха.
— Ферма çурчĕ тумалла пулать. — тет Левентей кăшт шухăшлăн. — Тем тесен те, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессипе начар ĕçлетпĕр эпир. Пирĕн условисенче выльăх ĕрчетмесĕр колхоз хуçалăхне çĕклеме çук. Фермăсем ытларах тăвас — сахалтан та пилĕк ферма, вот, вара куçа курăнать.
— Итле, итле, — тĕпелелле пăхать Михала, — сана тивет ку сăмах.
— Итлетĕп-ха, — илтĕнет унтан Кĕтерне сасси. — Пилĕк ферма таранах-и вара?
— Пиллĕк, — çирĕплетет председатель. — Лаша ферми, ĕне, сурăх, сысна тата хурпа чăх фермисем. Иртнĕ расра районра та çаплах каларĕç: колхозăн сахалтан та тăватă-пилĕк ферма пулмалла, терĕç. Анчах кунта ĕç, Михаил Михайлович, фермăсен шутĕнче мар, выльăх шутĕнче. Выльăх ытларах усрас пулать пирĕн, ăратла выльăх илсе тултарас пулать. Çавăнпа кĕркуннеччен Сахрун пичче бригадине каллех ĕçе кӳлме тивет. Ну, ун çинчен пухура сӳтсе-явăпăр-ха. Ман плансем пысăк, халь мухтаннă пек пулать, калас мар...
Левентей хăйне тултарса панă симпыла тепĕр сыпкăм ĕçет те, Ятман сăмахне итлесшĕн пулса, ун енне çаврăнать. Михала пичче ун шухăшне пĕлнĕ пек:
— Тутаркассем мĕн тăваççĕ-ши кăçал? — тесе хурать.
— Эп тĕлĕнсе ларатăп-ха, — пуçне сулать Ятман. — Петровпа кун пирки калаçман, вăл йăлтах ман ĕмĕте уçса пачĕ. Тутаркассем выльăх-чĕрлĕх ĕçне пикенерех тытăнасшăн. Тырпул акса тунипе çеç сахал, пирĕн те фермăсене вăйлатмалла пулать. Кабир ĕçе кĕнĕренпе Тутаркас правленинче выльăх-чĕрлĕх çинчен кăна калаçаççĕ.
— Апла иккен, кăçал ферма çурчĕсем тăватпăр.
— Чи кирли çавă пек туйăнать мана, — тет Левентей.
— Эпĕ пĕр-пĕр кермен тăватăр тесе.
— Ăна лартма ĕлĕкĕрĕпĕр-ха. Хальхи клуб та начар мар. Унта та уйăхра пĕрре пуху пухатпăр та, теплере пĕрре вечер пекки ирттеретпĕр...
— Çавна калатăп çав, — ун шухăшне ярса илет Михала. — Эпĕ Ятманпа иксĕр культура тĕлĕшĕнчен акăш-макăш япала шутласа кăларнă тесе. Тĕттĕмре пурăнатпăр вĕт, кино та уйăхра иккĕ кураймастпăр! Мĕнле-ха эсир, çамрăксем, культурăшăн тăрăшмастăр? Эпĕ, ватă пулсан та, тепĕр чухне вара ай-ай! кулянатăп. Йĕрке пулать-и вăл, ку таранччен путексене хĕлĕпе пӳртре тытатпăр, нумайăшĕсем пӳрте ĕне кĕртеççĕ, колхозсем тăвичченхи пекех.
— Вăл тĕрĕс, — килĕшет Ятман. — Ăшă витесем те тутармалла пулать. — Путексене килте усрасси вăл ĕлĕкхи пурнăçран юлнă япала. Нумай пулмасть комсомолецсен пухăвĕнче хытă шавларĕç-ха культура пирки — сассине вăйлăлатать вăл, — лайăх шухăшсем пачĕç. Атăлкассинче лектори уçас терĕç, виçĕ ял валли. Вара темле лекци те итлетпĕр, сана, Михала пичче, сăмахран, колхозникĕн кил-çуртĕнчи культури çинчен доклад тутарттаратпăр. Эс унта хĕлле выльăха пӳрте кĕртме юраманни çинчен каласа парăн.
— Памасăр! — кăмăлтан çĕкленет Кăтра Михала. — Лектори пулсан, мана та сăмах тивет ĕнтĕ унта. Хам та юратса итленĕ пулăттăм. Унсăрăн эпĕ Укахвирен тахçантанпах Лысенко çинчен каласа пама ыйтатăп. Вăл: «Олимпиада Осиповнăран ыйт», — тет. Ну, ыйтăп ĕнтĕ, пилĕк минут каласа парĕ, а манăн тĕплĕнтерех пĕлес килет. Калĕ ĕнтĕ вăл: ученăй, тейĕ, çĕнĕ сортсем ĕрчетет, çĕнĕ меслетсем шутласа кăларать, тейĕ. Манăн ытларах пĕлесчĕ, мĕнле ученăй, мĕнле сортсем ĕрчетет, мĕнле меслетсем сĕнет, вăл меслетсене хамăр колхозра мĕнле пурнăçламалла?
— Çав Михалана нумай кирлĕ-çке вара пирĕн? — тĕпелтен илтĕнет Кĕтерне сасси.
— Кирлĕ пулмасăр! — маттурăн тавăрать упăшки. — Сана та кирлĕ вăл лектори. Выльăх пăхма пĕлместĕн, пăрусем ялан хушка пулаççĕ.
— Хушка пулни сан пек кукша пулни мар-çке вăл!
— Ăçта çухалчĕ çак пирĕн Алексей? — илтмĕш пулать Михала.
— Хире çитичченех ăсатса ячĕç пуль. Эс ĕçтер кăшт, ĕçтер...
— Çук, çамрăксем ĕçме пĕлмеççĕ, вĕсен курки паçăртанпах тулли ларать. Ун вырăнне Михала пичче Сахруна ытларах сĕнет.
— Эс ĕç, çамрăксем çине ан пăх. Вĕсем калаçчăр. Стариксем хăйсене уйрăм юмах пуçланине кура, Ятманпа Левентей паян кунхи ĕçсем çинчен — тыр вырасси çинчен сăмах хускатаççĕ, вара сĕтел хушшинче калаçу икке уйрăлса каять. Кĕтерне вĕсен юмахне итлеме пăрахнă ĕнтĕ, вăл çелнике тухнă та ывăлĕ валли май пур таран çемçерех вырăн сарса парас тесе тăрмашать.
XXIII
Ялтан тухсанах анлă хир çынсăр пек туйăнать: унта-кунта турттарса кĕреймен çĕмел ларать, теплере пĕрре çулпа кĕлте урапи шăлтăртаттарса иртет, урăх ним те çук темелле. Анчах вăл малтанлăха кăна. Çулпа ыраш пуссине шалтан шалалла кĕнĕçемĕн куç умне ĕçлекен çынсен ушкăнĕсем йышлăран-йышлăн туха-туха пыраççĕ. Ыраш вăйлансан çынсем инçетрен курăнмаççĕ те иккен. Чăннипе, халĕ пĕтĕм халăх хирте, яла юлсан пĕчĕк ачасемпе утайман карчăксем юлнă-тăр. Кăна Алексей çулпа инçе кайичченех туйса илчĕ — икĕ енчен те ăна, çурла айĕн пăхса е кĕлте çыххи туса, тыр выракансем саламлаççĕ.
— А-а, пирĕн Алексей таврăннă! Кĕрсе тух, Алексей! Алексей пĕр çĕре, хăйĕн юлташĕсем курăнакан ушкăна кĕрет, тепĕр çĕртен картусне кăшт хускатса пуç тайса çеç иртсе каять. Вăл утăмне пĕчĕклетет те:
— Вăй патăр! — тесе хурать.
— Тавах-ха. Сана кунта патăр! — теççĕ ăна сасăсем. Укахви бригади ĕçлекен вырăнта жнейка хăлаçланать, хĕрарăмсем кĕлте çыхаççĕ. Вĕсем çырла татнă чухнехи пек çĕрелле хăвăрт-хăвăрт пĕшкĕнеççĕ, келте хума çӳренĕ май пĕрре малалла, тепре каялла чупкалаççĕ. Кунта çывăха çитсен, Алексее виç-тăват хĕрарăм пĕр тăрук кăшкăрчĕç:
— Кĕмесĕр иртсе ан кай, Алексей! Хисеп ту.
Ку ушкăна кĕмесен, чăнах та юрамасть: ыттисем хушшинче Алексей салтак гимнастеркиллĕ хĕрачана курать. Унпа тĕл пулманни темиçе çул ĕнтĕ, çавăнпа каччă чи малтан ун патне пырать.
— Хăçан таврăннă эсĕ, Санюк? — пурне те алă парса тухнă хыççăн ăна хирĕç чарăнать Алексей.
— У-у, эп таврăнни эрне ытла! — ку питĕ нумай вăхăт пулнине палăртасшăн пулнă пек тавăрать Санюк. — Эс трактор бригадине çул тытнă пулас-ха?
— Çавăнта çитсе килес тенĕччĕ.
— Чун туртатех апла тракторсем патне?
— Унта кайса курмасăр мĕнле пултăр? Хамăн тракторпа пĕр-иккĕ çаврăнас-ха.
Тата темиçе минутран Алексей ĕнтĕ трактор çине ларать. Вăл хăвăртлăх рычакне вăйлăн туртса тепĕр çĕре куçарать те, кăшт газ хушса, çак çулсенче пĕрре те трактор çинчен анса курман çын евĕр хăюллăн анаталла çул тытать. Хăнăхнă алăра руль çăмăллăн çеç вылянкаласа пырать, хыçалта плугсем майĕпен чăнкăртатни илтĕнет. Лайăх çапах та тракторпа ĕçлеме, алăра унăн хăватлă вăйне туйса пыма! Вăрçăра яланах танкист пулса çапăçнă Алексее ку машина фронтри боевой машинăна аса илтерет, кăна туйса тăнă майăн ун трактора тата хытăрах хăвалас, малалла юлашки хăвăртлăхпа ыткăнтарас килет.
Анушка патне пуçтарăннă трактористкăсем Алексей ĕçлени çине савăнса пăхса тăраççĕ. Вĕсем каччă кашни çаврăнса килмессеренех «Ну, çитĕ ĕнтĕ, ан!» — тесе кăшкăраççĕ. Алексей «Тата тепре çаврăнам-ха», — тет те, тракторне малтанхинчен те çăмăллăн илсе пыма тăрăшать. Анушка çак вăхăтра аса илес мар тенĕ çĕртенех, хăйĕн Карачăмне аса илет. Вăл та çартан таврăнсан тракторпа çапла чунтан хавхаланса ĕçлерĕ, хĕрачана катаччи чуптарнă пек, Анушкана хир тавра пилĕк-ултă хутчен çавăрчĕ. Алли тĕрĕс пулнă пулсан, каймастчех ĕнтĕ вăрмана, МТС-рах, тен, Анушкасен бригадинчех ĕçлетчĕ пулĕ.
Анушка алли кĕсьере хăй тĕллĕнех Карачăман лӳчĕркенсе пĕтнĕ çыруне хыпашласа тупать, хĕрачан ăна тантăшĕсенчен кăшт пăрăнса тепĕр хут вуласа тухас кăмăл килсе каять. Анчах мĕн вуламалли пур вăл çырăва? Ăна Анушка ахаль те питĕ лайăх астăвать.
«Эпĕ çитнĕ чухне чăнах та участокра никам та çукчĕ, упа пек, кунĕ-кунĕпе варманта сĕтĕрĕнсе çӳреттĕм. Халĕ кунта вăрман лартмалли питомник тăваççĕ, çынсем йышлăлансах пыра пуçларĕç. Пушă вăхăтра килсе кур, сана эпĕ пĕр витре хурăн çырли татса пама пултаратăп»... Тата мĕн пурччĕ вăл çырура? Э, ара, кĕркунне валли мăйăр нумай татса хума пулать. Питех кирлĕ ун мăйăрĕ Анушкана! Кышлатăр хăй пĕччен, çавăншăн вăрман ĕçне кĕчĕ пулсан. Ав, ĕнер Алексей те тĕлĕнчĕ: «Мĕн тума унта кайса вырнаçнă вара вăл? Урăх ĕç тупайман-им?» — терĕ.
Кăмăл тăраниччен сухаланă хыççăн Алексей хĕрсене тав турĕ те, таса шывпа аллисене çуса, вăхăтлăха туса лартнă ӳплене кĕчĕ. Кунта та сывлăш вĕри, çапах та хĕвел хĕртмест, ытла пăчăхса çитнĕрен кĕрсе канма пулать. Алексей, пĕр-пĕр тракторисчĕ килессе кĕтсе, гитара калакаласа ларчĕ, журналсем пăхкаларĕ, вара, никама кĕтсе илеймесĕр, каллех хĕвеле тухрĕ. Хĕрсем ĕнтĕ пурте тракторсем çинче, вĕсем кăнтăрлахи апата час чарăнас çук-ха, çавăнпа Алексей ыраш пусси тепĕр хĕррипе аялалла çул тытрĕ.
«Пĕррелĕхе юрĕ, — терĕ вăл хăй тĕллĕн. — Паян курса çӳресен те пырать. Анчах кашни кун çапла хир тăрăх ĕçсĕр сĕтĕрĕнме тапратсан, çынсем ырринех калас çук. Тырă вырнă вăхăт вĕт вăл колхозниксемшĕн чи хĕрӳллĕ вăхăт, халь ватти-вĕтти юлашки вăйне парса ĕçлет. Ыран аннерен çурла ыйтмалла пулать. Ыраш вырнă кунсенче те пулин ĕçлес, кайран института хатĕрленме тытăнсан та пырĕ».
Çартан таврăннă çамрăкăн çитсе курмалли нумай-çке ун. Алексей яракун мĕнле иртнине сисмерĕ те. Амăшĕ ăна фермăна пырса кайма хушнăччĕ. Ăçта унта фермăна кайма! Кашни утăмра çын чарать, кашниех кăкăр тулли орденлă паттăрпа мĕн çинчен те пулин калаçса пăхасшăн.
Каçхине Кăтра Михала çемйи Укахви çинчен çеç сăмахларĕ. Укахви кĕлте çыхмалли çĕнĕ меслет шутласа кăларнă иккен, тăваттăн ĕçлесе кун каçиччен вунпилĕк пин кĕлте çыхнă. Вăл сĕтел хушшинче кун пирки каласа пачĕ те, нихăшĕ те ĕненесшĕн пулмарĕç.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...