Йăмраллă ял :: Иккĕмĕш пай
«Тен, эс, Левентей, хăвăншăн çавăн пек пăшăрханатăн пулĕ, сана хăвăн вырăну çухаласси шиклентерет пулĕ? — те шухăш таçта пуç кĕтессинче. — Апла пулсан, вăл юрăхсăр япала, кун пек ĕçре хăвăншăн çеç сехĕрленни сана пĕрре те килĕшмест. Эс коммунист пек пул, Ятман каларĕшле, йĕри-тавра çаврăнса пăх, аякрине те курма тăрăш».
«Çук, эпĕ хамшăн çунмастăп. Эпĕ председатель пулмасан та ĕçсĕр ларас çук. Ку таранччен ĕçлесе хама тĕрĕслеме ĕлкĕрне ĕнтĕ, карьерăшăн тăрăшни манăн нихçан та пулман. Кунта çынсем Ятман çине тĕллерех кăтартаççĕ, çавă тата çӳлĕрех хăпарасшăн ăшаланмасть-и? Райком кăтартнипе тумасть вĕт-ха вăл ку ĕçе, хăй хускатрĕ, хăй пуçарса ячĕ».
«Председатель, эс кам пуçарса яни çинчен ан шухăшла, вырăнта чухласа илнинче унта начарри нимĕн те çук. Эс урăххи пирки пуçна çĕмĕр: усăллă ĕç-и вăл е никама та кирлĕ мар-и? Колхозсем мĕнле пулсан ăнăçлăрах ĕçлемелле — пысăкрах пулсан-и е пĕчĕкрех пулсан-и? Астăватăн-и, темиçе çул каялла кăна хăвăр ялти хаш-пĕр çынсем: «Çав Тутаркаспа Турикасра ĕçлеме лайăхрах пулĕ: пĕчĕк колхозра хуçалăха тирпейлĕрех тытма пулассăн туйăнать», — тетчĕç. Ятман ав пачах урăхла ăнлантарать. Ун шучĕпе, колхоз мĕн чухлĕ пысăкрах, вăл çавăн чухлĕ хăватлăрах, унăн обществăллă никĕсĕ çавăн чухлĕ вăйлăрах, ун хуçалăхĕнче малашне çĕнĕ техникăпа çавăн чухлĕ ытларах усă курма пулать».
«Эс шутла, шутла, сан вĕт хăвăн татăклă сăмахна каламалла. Пухура ыйту лартсан, колхозниксем пурте сан çине пăхĕç, вара мĕн тейĕн? Хатĕр мар вĕт-ха эсĕ пухăва. Асту, колхоз председателĕн ăна пуринчен малтан татса памалла — хăвăншăн мар, колхозшăн, кĕвĕçӳпе кӳренӳ туйăмĕ хушнă пек мар, чипер ăс-тăнпа, тĕплĕ виçсе, Атăлкасси пуласлăхне шута илсе».
...Районалла каякан аслă çулпа çӳрен ут юртать. Ăна никам та тилхеперен туртса хăваламасть, шухăша путнă хуçи хăй ăçта ларса пынине те маннă пулĕ ĕнтĕ, ут çапах та чарăнма пĕлмест. Вăл, хуçине кунта нумай хутчен илсе çитернĕскер, район центрĕнче ăçта чарăнмаллине те чухлать, илемлĕ пысăк çурт тĕлне çитсен, хăй тĕллĕнех вăрăм карлак умнелле пăрăнать. Ларса килнĕ çын ăна куншăн пĕр çĕклем ешĕл утă парса тав тăвать, хăй, тусанланнă костюмне тасаткаласа, рăйком алăкĕ патнелле утать.
Камышин, кунта çынсем пур чухне çиçсе тăракан пит-куçпа, тепĕр чухне пуçа пĕксе хурлăхлăн килнине курма тахçанах хăнăхнăскер, Левентейĕн кăмăлĕ пăсăлнине çийĕнчех чухласа илчĕ, çавăнпа унпала нумайччен калаçрĕ, Левентей калас пеккине каласан та, Атăлкăссинче мĕн пулса иртнине ăнланса çитеймен пек, ыйту хыççăн ыйту пачĕ. Вăл сисрĕ, икĕ председатель пĕр-пĕрне ăнланмаççĕ, ку акă Тогаева тăшман туса хунă, ăна шанми пулнă.
— Хăвăрах шухăшлăр, Камышин юлташ, — терĕ Левентей кӳреннĕ сасăпа. — Вăл фронтран таврăннăранпа миçе хутчен тытăçса илтĕмĕр эпир унпала! Мана председатель вырăнне хурать пулсан, унăн ниепле те ура хурса пымалла мар, пулăшма тăрăшмалла. Çук, эпĕ Тогаев пулăшнине курмастăп. Кам пĕлет, тен, эпĕ ĕçлеме пултараймастăп пулĕ? Ун пек-тĕк, ĕçрен кăларăр...
— Ан вĕрилен, ан вĕрилен, — лăплантарчĕ ăна Камышин. — Сăмах пĕрре те кун пирки пымасть халĕ. Сана райком мар, халăх суйласа лартнă. Тогаевран та эпĕ Петров начар председатель тенине илтмен.
— Сăмахпа вăл ырлать, эпĕ пĕлетĕп, ĕçре ав кушакпа йытă пек пурăнатпăр.
— Ӳстерсе калаçма юрататăн, Петров, — çав-çавах лăпкăн каларĕ секретарь. — Кушакпа йытă пек пурăнмастăр, сирĕн хушăрта нимĕн те çук. Иксĕр те лайăх работниксем эсир, анчах характерсем кăшт урăхларах пулас, тепĕр чухне пĕр ĕç çинех икĕ тĕрлĕ пăхатăр. Вăл пулма пултарать, уншăн паника тума кирлĕ мар. Ĕмĕт пĕр пек пулсан, характерсем çынсене уйăрмаççĕ. Урăхла характерлă çынпах ĕçлеме пулать, ĕçлемелле те, Петров юлташ. Акă эпир иикĕмĕш секретарьпе тĕрлĕ çынсем, вăл, манпа танлаштарсан, пачах урăхла çын. Пытармастăп, хăш-пĕр ыйтусене вăл час-часах хăй тĕрлĕ, эпĕ хам тĕрлĕ татса парасшăн. Çапах та калаçса татăлатпăр, мĕншĕн тесен вăл та ĕçе лайăх та тĕрĕсрех тăвасшăн, эпĕ те, пирĕн тĕллевсем пĕр пек. Хăшĕн шухăшĕ тĕрĕсрех, хăшĕ парти интересне çывăхрах тăрать, çавна суйласа илетпĕр. Нихçан та пĕр-пĕрне тăшман вырăнне хуман, ун пек туни питĕ кулăшла пулнă пулĕччĕ...
— Ара, Тогаев нихçан та калаçса татăлма тăрăшмасть-çке-ха. Вăл каланă пек тумалла, ун шухăшĕ çеç вырăнлă. Петров яланах йăнăшать — авă мĕнле пулса тухать.
— Вăл тĕрĕс мар, сана та итлемелле, Тогаев та йăнăшма пултарать. Çав вăхăтрах, Петров юлташ, ĕçре большевикла принцплăх та кирлĕ. Юлташпа вăрçас мар тесе нихçан та хăвăн шухăшăнтан чакмалла мар. Хăвна тĕрĕс тăватăп тесе шутлатăн пулсан, мĕнпур вăйпа çак тĕрĕслĕхе ĕнентерме тăрăшмалла. Халĕ эсир мĕн пирки вăрçса кайнине каларăн ĕнтĕ. Эсĕ колхозсене пĕрлештересшĕн мар, вăл пĕрлештересшĕн. Мĕн тумалла? Сире мĕнле килĕштермелле? Кунта, Петров, пĕр решени кăна пулма пултарать: патшалăхшăн, колхозсемшĕн мĕнле усăллă, çавăн пек тумалла. Эпĕ те шухăшланă ун пирки...
— Пĕрлештермелле? — чăтаймарĕ Левентей.
— Пĕрлештермелле! Хăш-пĕр колхозсем ытла вĕтĕ, çавăнпа питĕ майĕпен аталанаççĕ.
— Вĕсене организациленĕ чухнех шултрарах тумалла пулнă.
Камышин çемçен кулса çеç илчĕ.
— Ав мĕнле тиркетĕн эс пирĕн ĕçе! Эпир уйрăм хуçалăхпа пурăнакан темиçе миллион хресчене колхозсене пĕрлештертĕмĕр. Вăл ялта революци туни пулчĕ, Сталин юлташ ăна Октябрь революцийĕпе танлаштарчĕ. Эс шултрарах тумалла пулнă тетĕн. Вĕсене тĕрĕс йĕрке тăрăх — ялсем тăрăх организациленĕ. Нумайăшĕ вĕтĕ те мар. Анчах ял принципĕ тăрăх тунăран пĕчĕкрех ялсенче, паллах, пĕчĕк колхозсем çуралнă. Халĕ, колхоз стройĕ хăйĕн вăйне кăтартса панă хыççăн, эпир вĕсене хăюллăнах пĕрлештерме пултаратпăр. — Секретарь чарăнса тăчĕ, телефон шăнкăртатнине итлесе, такшинпе темле канашлу çинчен сăмахларĕ, унтан каллех Левентей енне ӳпĕнчĕ. — Эсĕ пĕр тунă хуçалăха аркатни пулать тетĕн. Çук, эс ăна тĕплĕ шухăшласа пăхман. Колхозсем пурте пĕрех — вĕсенче пуринче те тĕп ĕç хатĕрĕсене пĕрлештернĕ. Ним те арканмасть. Сирĕн виçĕ колхоз ĕç хатĕрĕсем пĕрлештереççĕ те, пĕр вăйлă пысăк колхоз пулса тăрать. Çĕр ĕçлеме вара нумай çăмăлланать, машинсем ытларах илсе килме пулать. Ку ыйтупа Тогаев йăнăшмасть, тусăм. Уи пирки каланă усал шухăшсене эсĕ пуçран кăларса пăрах. Вĕсем чун тулашнă вăхăтра килсе кĕнĕ айванла шухăшсем кăна. Пĕлетĕп, камран илтнĕ эсĕ ăна...
— Камран? — терĕ Левентей.
— Гарифран.
— Ăна курман та!
— Çапах та çавă калать вĕсене, эпĕ илтрĕм. Обыватель ан пул, Петров, шаларах пăх. Шухăшла: мĕнле коммунист хăй председатель пулассишĕн виçĕ колхоза пĕрлештертĕр? Ан та калаç ун çинчен...
— Вăл манăн сăмах майĕн тухса кайрĕ, тĕп сăлтав, паллах, унта мар. Тогаев ахаль те колхоз председателĕ...
— Вот, кăна илтме кăмăллă! — секретарь сасси раснах хаваслăн тухрĕ. — Пысăк ĕç пуçланă эсир, ăна вĕçлес пулать. «Эсир» тетĕп, мĕншĕн тесен эсĕ ку ĕçре Тогаева пулăшасса шанса тăратăп. Колхозсене тĕреклетес пулать, Петров, вăрçă вăхăтĕнче вĕсем самай вăйсăрланчĕç. Ан ман: Лысенко хăйĕн открытийĕсемпе ӳсентăрансенчен вегетативлă вăхăтне кĕскетрĕ, пирĕн, коммунистсен, колхозсене тĕреклетсе, коммунизм патне куçмалли вăхăта кĕскетмелле. Çак таса ĕмĕтпе танлаштарсан, пурнăçри вĕт-шак харкашу, кӳренӳ, ӳпкелешӳ нимĕн те мар.
Секретарь каллех телефон трубкине илчĕ, ун паçăр чĕннĕ канашлăва кайма вăхăт çитрĕ курăнать. Вăл умĕнчи хучĕсене пуçтаркаларĕ те Левентейрен: — Пĕр-пĕрне ăнлантăмăр-и? — тесе ыйтрĕ.
— Ăнлантăмăр, — терĕ лешĕ. Вăл секретаре алă пачĕ те васкамасăр пулĕмрен тухрĕ. Алăк патĕнче Левентей пĕр самантлăха чарăнса тăчĕ: ăна халь пулса иртнĕ калаçу вĕçленмен пек, вăл секретаре чи кирлине каламасăр хăварнă пек туйăнчĕ. «Тен, кунта килсе хам иккĕленнине кăтартса памалла марччĕ? — терĕ вăл. Çавăнтах ăшра ку шухăша сирсе ячĕ. — Çук, килниех лайăх, такшин патĕнче пул,ман, райком секретарĕ патĕнче пулнă. Тем тесен те, Ятман пирки вăл тĕрĕсех калать, эпĕ ăна ытла шанми пулнă, ун пек юрамасть».
XXIX
Тутаркас тимĕрçĕ лаççи умĕнче, çерем çинче, час-часах мыскараллă картина пулса иртет. Ниловпа Галимджан таврари иртен-çӳрене пăхмасăр пĕр-пĕрне пиçиххирен ярса тытаççĕ те, çĕклесе çапма майлă самант шыраса, каялла-маялла çӳреме пикенеççĕ. Тĕрлĕ вăхăтра тĕрлĕ пулать: пĕринче çерем çине Галимджан йăванать, тепĕр чухне çамрăк паттăртан нумай патмартарах Нилов чикеленсе каять. Пĕрре кĕрешнипе лăпланмаççĕ, малтанхи хутĕнче аяла пулнă тимĕрçи юлташĕ патне пырать те ăна тепре пиçиххирен тытать, иккĕмĕш хутĕнче те хăй çĕнтереймесен тин килĕшет: «Паян эсĕ паттăр».
Хĕрсе ĕçлекен тимĕрçĕсем çерем çине тухнине курсанах ача-пăчасем, пĕр-пĕрне кăшкăрса чĕнсе, вĕсем патнелле чулаççĕ. «Курăр, курăр, каллех кĕрешме пуçланă!»
Паян икĕ паттăр тытăçнă хушăра Назиб пичче те пулчĕ.
— Ну-ка, — ывăç тупанне сурам пекки туса аллисене сăтăркаларĕ вăл. — Хăшĕ вăйлă сиртен? Ну-ка.
Старик кĕрешекенсем тавра пĕчĕк ача евĕр хыпăнса чупкаласа çӳрерĕ, вĕсен йăнăшĕсене курса, канашсем пачĕ: — Нилов, эс аллуна ун пек час-час ан вĕçерт, куран, сана вăл çав вăхăтра тытса çапать. Галимджан, эс ялан ан мекĕрлен, вăл хăй те кăшт ĕçлетĕр.
Куннинче те Галимджан çиелте выртнине курса, Назиб кăмăлсăррăн пуçне сулчĕ: — Эй, Нилов, Нилов, мăрантарах пулмалла эсĕ, каллех çĕклесе илме патăн. — Галимджана старик çапла асăрхаттарчĕ: — Ман Арифулла таврăнмарĕ-ха, вăл сана мĕнле çĕклесе çапмаллине кăтартатчĕ те...
Галимджан пиçиххине тӳрлетсе çыхнă май шурă шăлĕсене кăтартса кулса çеç тăрать.
Анчăх тимĕрçĕ лаççи умĕнчи çакăн пек тытăçусем пĕтеççĕ пек туйăнать ĕнтĕ. Нилов ĕнер Галимджана эпĕ çак эрнере кунтан каятăп тесе пĕлтерчĕ. Мĕн каласси пур, Нилова кăларса яма питĕ шел. Çав тери лайăх çын иккен вăл, Тутаркас чăвашĕ! Ĕçлеме тытăнсанах Галимджан çапла шутланăччĕ: Нилов ăна вĕрентме килĕшес çук, вăл унпа килĕштерсе ĕçлес çук, мĕншĕн тесен хăйĕн вырăнне юлакан çынна мĕнле тимĕрçĕ ыр кăмăлпа вĕренттĕр? Нилов унпа хăйĕн ачипе ĕçленĕ евĕр ĕçлерĕ, вăл кĕвĕçнине, сана пула манăн ку колхозран каймалла пулать тесе ӳпкелешнине Галимджан пĕрре те асăрхаман. Çавăнпа вăл ĕнер унран ыйтмасăр та чăтаймарĕ:
— Эс мана çиленместни? — терĕ Нилов ăнланмарĕ те курăнать.
— Мĕншĕн? Паян эс çĕннĕ, ыран эпĕ. Уншăн мĕн çиленмелли пур?
— Эпĕ ун пирки мар...
— Мĕн пирки тата?
— Ара, эсĕ мана хăвăн вырăнна вĕрентрĕн-çке-ха? Пирен кунта тимĕрçе ĕçкунĕлле ĕçлеттересшĕн.
— Эпĕ хамăр колхоза каятăп, — ĕçлĕн тавăрчĕ Нилов. — Катрам Иванĕ Турикасра та тимĕрçĕ лаççи уçасшăн.
— Апла питĕ лайăх, — савăнчĕ Галимджан.
— Эпĕ çиленет пулĕ тесе хăранăччĕ. Тĕрĕссипе, мана çакăн пек тăрăшса вĕрентессе шанманччĕ те.
— Ахалех ун пек шутланă. Эпĕ тимĕрçĕ кăна мар, колхозник, совет çынни. Кунта тырăшăн кăна килмен.
Халĕ Нилов пичĕ çинче чăнах та кӳренӳ палăрчĕ. Кăмăла каймарĕç тимĕрçе каччă сăмахĕсем. Галимджан хăй те сисрĕ, вăл юлташне вырăнсăр япала каларĕ.
Ĕçрен таврăннă чухне Галимджан Нилов пирки калаçма юриех Ятман патне правление кĕчĕ.
— Ятман, хăçан пулать çак сан пухăву? Хăçан пĕрлештеретĕн эс колхозсене? — терĕ вăл.
— Сана тимĕрçĕ лаççинче пурпĕрех мар-и? — шӳтлерĕ Ятман. — Тутаркас хĕрачи кусар йăтса пычĕ — хăйраса пар, Атăлкассинчен Укахви çурла йăтса пычĕ — шăллаттарса пар.
— Пурпĕрех мар, — хирĕçлерĕ Галимджан. — Ман Нилов кайма хатĕрленет.
— Кайтăрах. Тырă ытла нумай илет вăл сиртен.
Галимджан, кăна илтсе, ним калама аптрарĕ. Пĕр авăк чĕнмесĕр тăнă хыççăн çеç:
— Итле-ха, Ятман, ĕçкунĕпе ĕçлеме килĕшсен, вăл унтах юлать-и вара? — тесе хучĕ.
— Паллах, юлать.
— Чăнах-и?
— Чăнах пулмасăр, тавăрчĕ Ятман. — Анчах вăл ун пек килĕшмест-çке-ха?
Галимджан, ăна чарасшăн пулнă пек, аллине çĕклерĕ.
— Эп ӳкĕтлесе пăхăп. Килĕшет. Калаçмасăрах пĕлетĕп: килĕшет! Çынни çавăн пек. Хăварас пулать ăна, Ятман. Ун пек тимĕрçĕ эпир тупаймастпăр. Вăл çын мар — ылтăн.
— Колхозсене пĕрлештерсен, вăл хамăр колхоз членĕ пулать ĕнтĕ, ăна ĕçкунĕ çине куçарма та çăмăл.
Тĕрĕс! — савăнса каларĕ Галимджан. — Çав тери лайăх пулать. Ыранах калаçатăп унпа!
XXX
Ятманпа Липа пухăва ыттисенчен чылай малтан çитрĕç. Вĕсем пынă чухне правленире Левентейпе Кăтра Михала çеç ларатчĕç.
— Тулта ирттермелле мар-и пухăва? Тӳсме çук шăрăх вĕт, — терĕ Ятман, Кăтра Михалан тарлă çамки çине пăхса.
— Кунта чăтма йывăр пулать, — килĕшрĕ унпа старик. — Чăнах тула тухар, Леонтий Петрович, йăмрасен айне.
Часах темиçе çĕр çын ватă йăмрасен сулхăнне вырнаçса пĕтрĕç. Те пухăвĕ расна пуху пулнăран, халăх питĕ йышлă пуçтарăннă. Ятман савăнса пăхать: колхозра арçынсем нумайланчĕç, унта та кунта кăкăр тулли орденпа медаль çакса янă çынсем курăнаççĕ. Ĕлĕкрех халăх пухăннă çĕрте хĕрарăмсем çакса çӳрекен кĕмĕл тенкĕсем шăнкăртатни илтĕнетчĕ, халĕ ав арçын кăкăрĕсем çинчи чыслăх паллисем хăлхана савăнтараççĕ. Темиçе уйăхран акă хĕрарăмсем те, тылра пулнă арçынсем те çĕнĕ йышши тенкĕсем туянĕç: правительство вăрçă вăхăтĕнче лайăх ĕçлекенсене медаль парасси çинчен указ кăларнă.
Ял халăхĕ пĕтĕмпех куç умĕнче пек. Райком секретарĕ Камышин çеç çук — вăл, пуху пуçланиччен тесе, Маринепе Укахвие илсе машинăпа кок-сагыз анине курма кайрĕ те килсе çитеймерĕ-ха. Шăл йĕрме юратакансем ĕнтĕ, арăмна машинăпах вăрласа кайрĕç тесе Сехре Иванĕнчен кулса та пăхрĕç, ăна часрах хире чупма сĕнчĕç, çав вăхăтра урам леш енчи сарай умне машина çитсе чарăнчĕ, Камышин, халăх пуçтарăннине кура, часрах сĕтел хушшине кĕрсе ларчĕ.
— Пирĕн паян пĕр ыйту, — терĕ президиума суйланă Левентеă. Вăл — ял Советĕнчи колхозсене пĕрлештересси çинчен. Урăх хушмаллисем çук-и?
— Пур! — кăшкăрчĕ хыçалтан Марине.
Пĕгĕм халăх ун еннелле çаврăнчĕ: халь пĕлтернĕ кун йĕрки çумне мĕн те пулин хушассине никам та кĕтменччĕ.
— Мĕскер санăн? — ыттисенчен кая мар тĕлĕнчĕ Левентей.
— Эпĕ икĕ ял хушшинче çĕнĕ кĕпер тăвасси çинчен сӳтсе явма сĕнетĕп. Тин çеç Тутаркасран аннă чухне утă лавĕ тӳнсе кайрĕ, аран çĕклесе тăратрăмăр.
Марине сăмахне çирĕплетмелле аллипе витĕмлĕн сулчĕ те çынсем хушшине пĕшкĕнчĕ. Пуху шавласа кайрĕ.
— Тĕрĕс, кĕпер кивелнĕ, çĕнĕ кĕпер тумалла çавăнта!
— Унта кашни çул лав тӳнет!
— Ытла час тăватăн! — кулчĕ пĕри. — Çĕнĕ кĕпер пулсан та çур çухрăм тăршшĕ пулмалла.
— Пулин! Пултараймăпăр тетĕр-им!
Левентей, вĕсене чарса, хăйĕн шухăшне каларĕ.
— Пысăк ыйту хускататăн, Марине, анчах, ман шутпа, халĕ ăна кун йĕркине кĕртме май çук. Малтанхи ыйтупа пирĕн нумай калаçмалла пулать, ăна сӳтсе явсан та çитĕ.
Ыттисем ун шухăшĕпе килĕшрĕç. Левентей пĕрремĕш ыйтупа Ятмана сăмах пачĕ. Ятман хăйĕн умне кăвак хупăллă тетрадь сарса хучĕ, кăштах ӳсĕркеленĕ хыççăн унта çырни тăрăх калама пуçларĕ. Халиччен яка калаçакан Ятман çырнă сăмахах йывăррăн вуланине Липа хĕреле-хĕреле итлерĕ. Вăл айăпне йăлтах хăй çине илчĕ: Липа çырнине вулаймасть, çавăнпа такăнать. Анчах докладчик каланăçемĕн уçăлса пычĕ, унăн сасси тĕрекленнĕ çемĕн тĕрекленчĕ, вара Липа та çăмăллăн сывласа ячĕ.
— Хăшĕ-пĕрисене эпир сӳтсе явакан ыйту ытахальтен лартнă ыйту пек туйăнать пулĕ, — терĕ Ятман. — Мĕн уйрăмлăхĕ пултăр — апла та колхоз, капла та колхоз теме пултараççĕ. Унтан та ытларах, пĕр пытармасăрах калас пулать: теприсем колхоз пĕчĕкрех пулнине лайăхрах тесе шутлаççĕ. Тĕрĕс-и ку? Мĕнле колхоз лайăхрах: пысăкки-и е пĕчĕкки-и? Мĕнле колхозпа эпир малалла хăвăртрах кайма, пуянтарах пурăнма пултаратпăр? Пысăк колхозпа, юлташсем. Ăна ăнланма та ăывăр мар. Пысăк колхоз...
Шухăшсем
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...
Чăваш чĕлхинче сăмахсĕне хисеп тĕлĕшпе м...
I saw that your chuvash...
I recently used this site to lay one's h...
I recently cast-off this area to identif...