Пулас кинсем :: Виççĕмĕш пайĕ


Тĕлĕрсе илесчĕ кăшт шухăшăмсенчен, асаилӳсенчен хăпмалăх. Çул çине тухма вăй та пухмалла-çке. Çук çав, сирĕлĕç-и, ара, пулса иртнисем. Ав епле авăнаççĕ вĕсем татти-сыпписĕр.

«Чвн-чвнк!» сасă янках пырса кĕчĕ хăлхана. Кăна пӳрт тӳпине йăва çавăрнă чĕкеç чĕвĕлтетсе илчĕ. Тĕнче вăранма тытăннине систерчĕ, ахăртнех, мана. Çĕр каçа ыйхăсăр асапланнăскер, эпĕ нăчăртаса выртнă куçăма уçрăм. Эпир çывăракан пăлтăрăн пĕчĕк кантăкĕнчен кăвак çутă çапнă та-мĕн. Эппин пирĕн тăмалла, унсăрăн ирхи пуйăса ĕлкĕрейместпĕр. Хăпăл-хапăл сиксе тăтăм. Юнашар кравать çинче Илпинас çывăрать-ха.

— Хĕрĕм, вăран! — Утиялне сиретĕп. Вăл нăшăл та тумасть. — Илпинас, илтетне? Тăма вăхăт.

Ыйхă тĕлĕшпе мăкăртатса илчĕ вăл:

— Тата кĕлт кăна çывăрам-и, Талюна анне?

— Юл эппин киле. Эпĕ пĕчченех каятăп, — юриех хăратрăм ăна.

Çакна илтсен, вăл тĕпĕр-тĕпĕр сиксе тăчĕ те тумланма пуçларĕ.

Илпинаса хампа пĕрле илсе те каясшăн марччĕ: çул çӳресе, вăхăтна сая яма юрамасть, института кĕме хатĕрленмелле унăн. Анчах телеграммăна тӳрех парти, хам ĕçленĕ çĕре, пырса панă чух Илпинас шăпах ман патăмра ларатчĕ. Виçĕмкун чи аякри колхозра пуху ирттернĕччĕ те ирхине тин тавăрăнма тиврĕ. Вăл пăшăрханнă пулас та ман пата вĕçтерсе пынă. Эпĕ ӳкĕтленине итлемерĕ.

— Вăтам шкулшăн тин çеç экзамен тытрăм. Мĕн пĕлни пурте асра. Ман Рубена курас килет, — сатурланчĕ вăл. Мĕнле чарăн ăна?

Илпинас çăвăнса тирпейленнĕ самантра çăмарта хăпартни пĕçерсе сĕтел çине лартрăм. Çамрăкăн çимелле. Хамăн, тĕксен те, пĕр тĕпренчĕк анмасть, ăшăм вут хыпнăн çунать. Мĕнле-ши унта Рубен ывăлăм? Эх, айванскер, пăрахса кайнăранпа та çыру таврашĕ ямарĕ. Ашшĕнчен именет пулĕ теттĕм малтанах. Интернат-шкулта вĕреннĕ вăхăтра та, çара кайсан та аса илмерĕ-тĕр хăйĕн амăшне. Мĕн чухлĕ макăртрĕ вăл мана! Тăкăннă куççулĕ пĕр тĕле юхса тăнă пулсан, çак тарана çити çавра кӳлĕ пулатчĕ-тĕр!.. Ку хутĕнче те хăй çырман. Телеграммăна застава начальникĕ алă пуснă — «...сирĕн ывăлăр Рубен — питĕ маттур пограничник. Эпир ыттисене унран тĕслĕх илме сĕнетпĕр. Анчах та пире пысăк хуйхă килсе хупларĕ. Чикĕ урлă каçма тăнă диверсантсем пуçарнă çапăçура сирĕн ывăлăр йывăр аманчĕ. Халĕ вăл госпитальте выртать. Пĕçертсе пăрахнă самантсенче Рубен аташать, сире — амăшне — тилмĕрсе чĕнет. Килсе каймăр-ши пирĕн пата? Тен, унăн суранĕсем лăштах пулĕç. Кĕтсе тăратпăр...»

Телеграмма чунăма хускатрĕ. Кайăк пулса, самант вĕçсе çитĕттĕм. Анчах вăхăт урлă сиксе каçма çук çав. Акă килтен пуçтарăнса тухрăмăр. Иртен-çӳрен пачах курăнмасть. Ял халăхĕ ыйхăра-ха.

Тĕмпек улăхне антăмăр. Ун урлă выртан сукмак вăрман ăшĕнчи разъезда тӳртен илсе тухать.

Çаран ути чĕркуççи таран ӳснĕ. Утнăçемĕн пушмак пуçĕсем шыва чиксе кăларнăн йĕпенчĕç. Курăк çулçисем çинче сывлăм тумламĕсем чĕлтĕртетеççĕ, калăн, йĕри-тавра вĕтĕ çутă шăрçа сапса тухнă тесе. Хĕвел тухрĕ те, шерепи улăх çине ӳкрĕ. Шăрçасем çийĕн вăштах асамат кĕперĕ карăнчĕ: хĕрлĕ кĕрен, чакăр сенкер, сарă симĕс тĕссем ялкăшаççĕ. Ытла та капăр-çке çутçанталăкăн çипуçĕ!

Разъезда чухах çитрĕмĕр. Билет туянтăмăр.

Перронти халăх пирĕн пекех канăçсăр. Пуйăс тени çапла пăшăрхантарать вăл. Унччен те пулмарĕ, кукăртан шуса тухрĕ хайхискер. Халăх чӳхенсе илчĕ. Вакунсем пĕрин хыççăн тепри умранах вĕлтлетсе иртрĕç. Эпир ларас вакун пирĕн тĕле çитеймерĕ иккен, вăл — чылай хыçалта. Ыткăнтăмăр тĕркĕшекен халăх хушшипе. Аран ĕлкĕртĕмĕр. Чăм шыва ӳкерчĕ хыпаланни.

Купере тăваттăн пултăмăр. Пирĕнсĕр пуçне, ватă хĕрарăм, тепри — вăтам çулхи арçын.

Япаласене вырнаçтарнă май Илпинас пăшăрханса ӳкрĕ.

— Талюна анне, чим-ха, пирĕн чăкăт манса юлчĕ-иç. Сĕтел çинчех. Шурă тутăрпа чĕркенĕскер. Рубена мĕнпе хăналатпăр ĕнтĕ? Чăкăт — унăн юратнă апачĕччĕ вĕт.

— Эх, эпир те çав, тункатасем, — кăмăлсăрлантăм эпĕ те.

Кӳршĕ, ватă хĕрарăма, пирĕн, Илпинаспа иксĕмĕрен, калаçу килĕшмерĕ-ши? Вăл пирĕн çине çиллессĕн мĕлл пăхса илчĕ, тутине чалăштаркаласа, пуçне ун-кун пăркаларĕ, сăмса айĕн тем мăкăртатрĕ.

Карчăка ăнланмарăм. Тепĕр тесен, ун шухăшне тавçăрма тăрăшмарăм та. Пулин.

— Талюна анне, эпĕ кайса çăвăнам-ха. — Илпинас, алшăлли илсе, куперен тухса кайрĕ.

— Эх, турăçăм, шалт тĕлĕнтереççĕ хальхи çамрăксем,— хыттăнах персе ячĕ хайхи кинемей. Урлă-пирлĕ хĕрес хучĕ. — Каçар ĕнтĕ, ыр пӳлĕхçĕм.

— Сирĕн кăмăлăра хуçрăмăр-и?— чĕнмесĕр тӳсеймерĕм.

— Ара, аннене ăна «анне» тесех чĕнмелле ĕнтĕ. Санăн хĕрӳ вара тем путсĕр йăла шутласа кăларнă. Ятпа чĕнет. Ах, килĕшӳсĕр, тупата.

«Нимле путсĕр йăла та шутласа кăларман!»— хытарсах калассăм килчĕ карчăка. Анчах чĕлхене тытса чарма хал çитертĕмех. Халиччен курман-илтмен çынна мĕн-ма кӳренес?

Иккĕнтан «анне» тесе чĕнетчĕç вĕсем мана. Пĕри — хам çуратни. Тепри... Чим-ха, çур сăмахпа кăна çырлахаймăн.

Кĕнекене вулама пĕрремĕш страницăран тытăнаççĕ. Иртсе юлнă тăрăхăн та пĕрремĕш страницисем — кунçулсем пур. Сирер-ха çав вăхăтăн чаршавне.

1

Симĕс çулçăллă туратсемпе, чечек кăшăлĕсемпе илемлетнĕ хĕр салтаксене лартнă пуйăс çула тухрĕ. Пĕр разъездра та чарăнса тăмасăр иртмест вăл. Ара, кашни çĕртех анса юлакансем пур-çке.

Темиçе кун, темиçе çĕр кайсан-кайсан, пирĕн те черет çитрĕ. Пуйăс тăван Чăвашри пысăк станцăна — Канаша чашлаттарса пырса кĕчĕ те, хăвăртлăхне чакарса, майĕпен чарăнчĕ.

Кантăкран пăхса пынăскер, курах кайрăм: икĕ хĕрарăм пирĕн вакун алăкĕ уçăласса кĕтсе тăраççĕ. Аллинче — тĕрĕллĕ алшăллипе витнĕ чĕрес. Тен, анне? Чăрлаттартăм куçăмпа. Çук иккен. Кусем — палламанскерсем.

Эпир Варукпа, хамăр чăматансене йăтса, вакунран тухрăмăр.

— Çĕнтерӳпе!

— Киле çитнĕ ятпа ырлăх-сывлăх сунатпăр! — саламларĕç те хайхи хĕрарăмсем пире сăра тултарнă алтăр тыттарчĕç. Сăраран аслă пулма хушман. Астивсе пама тиврĕ. Сăри — тутлă-тутлă.

Ытти станцисенчи пекех, иртме çук халăх хĕвĕшет. Пурте фронтран таврăнакансене кĕтсе илме тухнă ĕнтĕ. Тепри-тепри курасшăнах ятарласа килнĕ, тен.

Сăрапа хăналакансенчен пăрăнтăмăр кăна, çывăхрах купăс тăсса ячĕç. Шăранать ташă кĕвви — «Цыганочка». Çынсем самант купăсçă тавра карталанса тăчĕç. Çийĕнчех пĕр çăмăлчак хĕр-салтак сиксе тухрĕ те тытăнчĕ хуçкаланма. Тăпăртатать кăна, кăкăрне те чĕтрентерме пĕлет мур илесшĕ.

Эпир те вăйă картине пырса тăтăмăр. Шартлаттарса алă çупни чугун çулĕ тăрăх ян-ян! каять.

Хăватлă кĕвĕ-çемĕ ман çумра тăракан Варук ăшне те асамлă туйăм вĕрсе кĕртрĕ-ши, тӳсеймерĕ вăйăç умне тухаймсăр.

— Линкка-линкка! — те хушрĕ, те ыйтрĕ вăл. — Хамăрла ташлар-ха пĕрре!

Купасçăн пӳрнисем вылянса илчĕç. Ачашшăн юхать чăвашсен авалхи ташă кĕвви.

Тур çырлах! Кăм улăштарчĕ самант Варука! Эпĕ ăна паллаймастăп, тупата. Эх, епле авкаланать: йăкăш-йăкăш шукалать, йăпăр-йăпăр чупкалать. Алли, шăмăсăр пекех, вĕçен кайăк çунатти евĕр авăсăнать. Пултарать иккен манăн ялăн хĕрĕ — фронтри çывăх тусăм.

— Талюна, тух! — кăчăк туртать Варук. Унччен те пулмарĕ, темиçе çамрăк йĕкĕт чупса пычĕç те ман пата сĕтĕрме тытăнчĕç вăйăç умне.

— Хĕр герой ташлатăр! — шартлаттарса алă çупать халăх. Хăтăлса юлма май çук, Мĕнех? Ма ташлас мар, ма савăнас мар? Эпир — вăрçă тамăкĕнчен çăлăнса тухнисем-çке.

Вăйăç умĕнче çавăрăнкаласа тăпăртатнă чух пăравус кăшкăртрĕ. Вокзал умĕнчи йĕс шăнкăрав сас пачĕ. Пуçланă ташша вĕçне çитереймерĕм. Малалла каякансем хăйсен вакунĕсем патнелле ыткăнчĕç.

Эпир Варукпа перронпа утрăмăр. Ярса пусмассерен пирĕн кăкăрти орден-медальсем касите тенкисем евĕр чăнкăртатаççĕ. Сисетпĕр-ха: пире кашни ытарайми сăнать.

— Ăмсанаççĕ, — йăпăштин кулса илет Варук, пуçне çамрăксем енне сĕлтсе.

— Хăв курнăçланатăн та, — йĕплетĕп ăна. — Ав мĕнле каçăрăлса пыратăн.

Çак самантра куçăмсем ватă кинемей çине ӳкрĕç. Пуçне тутăр-сурпан çыхнăскер, пирĕн çине тинкерсе пăхать. Тутине кăвак юн тымарĕсемлĕ аллипе хупланă. Чунăм карт турĕ.

— Э-эй, çырлах! — икĕ пĕççине шарт çапрĕ кинемей. — Ара, эсĕ ман кин, Талюна, пулмарăн-и?

Эпĕ те ăна палласа илтĕм. Ким амăшĕ. Чупса пырса ыталарăм.

Ким амăшĕ «кин» терĕ. Анчах эпĕ ун ывăлĕн арăмĕ пулма ĕлкĕреймерĕм çав, ӳлĕм те пулаймастăп. Пирĕн хушăра сиксе каçма çук пысăк хӳме карăнчĕ.

Нăш-нăш ĕсĕклет карчăк. Пĕркеленнĕ питçăмартисем тăрăх савăнăç куççулĕ тумламăн-тумламăн йăрр-йăрр юхса анать. Ăшри çăлкуçĕнчен тапса тухнă тăрă тумламсем тĕксĕмленнĕ куçĕсене, çуса тасатса, çĕнĕрен вĕрçĕнĕ тĕс кӳчĕç-тĕр. Унсăрăн самант йĕпкĕн хуран курăнса йăлтăртатмĕччĕç.

Ким амăшĕ чарăнайми пуплет, куçне ман çинчен самант та илмест хăй. Пурне те асăрхать: сăнăм та ӳкнĕ, ытла шуранка имĕш эпĕ. Эх, мăнтарăн амăшĕ. Темле тĕпчесен те, сана чунăма уçса параймăп, ирĕксĕрех ывăнни çине йăвантаратăп.

Карчăк мана хăйпе илсе каясшăн чĕнет, тилмĕрсех ӳкĕтлет. Ывăлне кинĕпе пĕрле кĕтсе илесшĕн вăл. Ытла аванччĕ те, анчах... «Анчах» пурри пĕтерет çав. Ким та, çĕрпе витĕннĕскер, чĕрĕлсе, амăш патне таврăнаймĕ. Сывă пурăнать пулсан, мĕншĕн ан çыртăр пĕрре те? Эпĕ те тин текех Ким амăшĕ вăрçă тухнă кун курнă хĕр мар ĕнтĕ.

Пушă сăмахсемпе ăсатрăм Ким амăшне.

Вокзалта пĕр кĕтес тупса вырнаçрăм. Варука кĕтетĕп. Ăмсанатăп юлташăма. Ăна савнă каччи Демьян кĕтсе илме тухнă.

Шăп ларнă самантра темтепĕр аса килет, таçта та çитен. Пулни-иртни явăнать пуçра, ӳлĕмхи тĕрленет. Эпĕ килте пек, аннем ыталать мана. Шухăшăмсенчен сасартăк репродуктортан тухакан диктор сасси уйăрчĕ. Мĕн япала? Чиперех ман ята асăнать. Çапла: «Талюна Итемри, сана юратнă упăшку — Ким Шуруков — вăрçă пĕтнĕ ятпа хĕрӳллĕн саламлать! Тĕл пулас куна чун-чĕререн кĕтет. Йышăн мăшăрун музыка саламне!» — сĕнет диктор. Çавăнтах «Шупашкар туйи шурă туя» юрă юхма тытăнчĕ. Яш! сиксе тăтăм. Тĕлĕннипе чун-чĕрем хытрĕ. Пуç çаврăнса кайрĕ, чутах тĕшĕрĕлсе анаттăм. Пит-куçăма йăпăр-япăр алăпа хупларăм, тăтăм вара пĕр кана çапла хытса. Сасартăк, темшĕн, тӳсмелле мар хĕпĕртесе ӳкрĕм. Эппин, Ким сывă. Урра! Кун çинчен хăвăртрах амăшне пĕлтермелле. Çак туйăм мана вокзалтан çавăтса тухрĕ, уялла ĕрĕхтерттерчĕ. Ниме уямасăр чупатăп, Ким амăшне хуса çитесле. Паçăр иксĕмĕр уйăралнă тĕле çитрĕм. Вăл ĕнтĕ çук текех кунта. Эпĕ килессе пĕлнĕ пулсан-и? Виçĕ кун та виçĕ çĕр пĕр тапранмасăр кĕтетчĕ вăл. Ак япала, мĕн амăкĕ, пуç çаврăнать. Утаймастăп. Кăмăл пăтранса килчĕ, йĕклентерет. Пĕтĕм ăш хăпарать. Пиçиххи тăхине йăпăр-япăр вĕçертрĕм. Хăстарчĕ, хăстарчĕ... Вара çул хĕрринчи курăк çине персе антăм та тытăнтăм ӳлеме. Татăлсах йĕретĕп. Хама хĕрхенсе пулас. Пурнăçăма хамах пăсрăм-ши вара? Чăнах çапла-ши? Унта, фронтра, Берлин çине вĕçме хатĕрленнĕ самантра, Булата хирĕçле сăмах калама пултараймарăм эпĕ. Пысăк савăнăç чун вăйне ӳстерет. Пирĕн вара ун чух: манăн та, Булатăн та нихăçанхинчен те хастар, паттăр, çирĕп хавхаланупа хĕмленсе тăмаллаччĕ. Тепĕр тесен, эпĕ ăна юратман та мар-çке. Ун пек маттур, чипер летчик упăшка тупас пирки мĕнле хĕр ĕмĕтленмĕ? Булата качча тухма сăмах патăм. Тен, пире пулас телейлĕ, илĕртӳллĕ мăшăрлă пурнăç тăшман хăйĕн йăвинчен пĕрхĕнтерекен вут-хĕм витĕр тĕрĕс-тĕкел çăлăнса тухма та пулăшрĕ-тĕр.

Ким вара мĕнле? Вăл шаннă кайăкне йăвинче тупаймасть-çке. Мĕн тери шел. Айăплă эп ун умĕнче, айăплă! Унăн таса юратăвне упраймарăм. Чим-ха, мĕншĕн эпĕ айăплă-ха? Йăлтах тискер вăрçă муталарĕ пирĕн пурнăçа. Тискер вăрçă.

Темĕн чухлĕ йăваланса йĕрсен те, иртни хĕвел пулаймĕ, шурăмпуç хыççăн тӳпене çĕкленсе, хăйĕн ылтăн шевлине ман çине сапалаймĕ.

 

2

Ура çине тăрса тирпейлентĕм. Чăматана çĕклерĕм те çул çине тухрăм. Вăй пĕтнĕ. Шалтăрах. Ыйхă пусать.

Вокзала кĕрсен, кĕтесри сак пуçне вырнаçрăм. Чĕркуççи çине ӳпĕнтĕм те куçа хупрăм. Те тĕлĕк курма тытăннă — чиперех калаçнине илтетĕп.

— Тете, герой летчицăна курмарăн-и? Кăкăрĕ çинче ун — Ылтăн Çăлтăр.

— Çу-ук, унашкаллине асăрхаман. Ма кирлĕ вара вăл сана?

— Ха, ара, вăл — ман аппа. Вăрçăран таврăнать. Çак вăхăтра хама такам айăкран кăлт! тĕртнĕн шартах сикрĕм. Пуçа çĕклетĕп. Чул муклашки тейĕн — йывăр. Куç хупанки тимĕр пек хытса ларнă. Ним те курмастăп. Ирĕксĕр мăчлаттаратăп куçăма. Аранах ыйхă сирĕлчĕ, тинкерсе пăхатăп сасă илтĕннĕ еннелле. Çынсен хушшинче пĕр купăста пуçлă арçын ача хĕвĕшет. Ара, ку ман кĕçĕн шăллăм мар-и-ха? Тупата çавă. Эпĕ фронта кайнă чух пĕчĕккĕччĕ. Халĕ ӳссе яштакланса кайнă. Ура çине тăрса кăшкăрса ятăм:

— Илай! Илай!

Вăл ваштах ман ума çитсе тăчĕ. Ыталаса илсе чăп! чăп! чуптăватăп.

— Э-э, эсĕ-çке, ара, Талюна аппа, — текелет хăй. — Паçăрах асăрхарăм-ха, анчах паллаймарăм. Ху, мĕн, пуçна чиксе ларнă та...

Ăнланатăп, перрон тăрăх каçăрăлса, атă кĕлисемпе шаклаттарса патваррăн утса çӳрекен çар летчицине шыранă ĕнтĕ вăл.

— Лав — станци хыçĕнче, — ăнлантарать Илай,—унта пире ман юлташ — Мĕтри кĕтет.

Арçын темерĕн, Илай ман чăматана çĕклесе утма ăс çитерчĕ.

Урапа тĕпне кăштах типĕ утă сарнă, унтан тутлă шăршă кĕрет.

— Ман выртас килет, хирĕçлемĕр-и? — ыйтатăп вĕсенчен.

— Мĕнех, урапа вăрăм, вырт,— тет Илай. Лавçăсем калаçса, шавласа пыман пулас. Эпĕ çул тăршшĕпех канлĕн çывăрнă.

— Талюна аппа, вăран! Ав — анне! — хулпуççинчен лăскать Илай.

Мăнтарăн анне, хĕрне кĕтсе илме укăлча умнех тухса тăнă.

Урапа çинчен антăм. Анне, пырса, мăйăмран уртăнчĕ, хăй татăлса макăрать.

— Халĕ мĕншĕн куççуль юхтаран-ха ĕнте? Таврăнтăм-çке. Чĕрĕ. Сывах, — йăпататăп аннеме.

— Эх, ик-чак... Юхтăрах. Ку суккăрлатаканнн мар, хуйха-суйха çуса яраканни. Юхтăрах. Юхтăрах. Çакă кун çитессĕн сунманччĕ, турра шĕкĕр, эсĕ те пулсан çавăрăнса килтĕн, хĕрĕм. Аçу, Петĕрпе Тимĕр кил тĕлне çул тупаймарĕç.

Аннепе çавтăнса, урапа хыççăн утрăмăр.

— Эх, кăкăр умĕ! Ытла эймет, шӳлкеме çакнă-çке, — тыткаласа пăхать аннем манăн çăлтăрпа медальсене. —Э-э, ик-чак... Мĕншĕн пачĕç-ха çав териех?

Йăл кулатăп та аннеме чуптуса илетĕп.

— Эсĕ çуратса ӳстернĕшĕн, аннеçĕм.

— Ай-хай, хĕрĕм, тавтапуç. Тутлă чĕлхене пыл витмест, тайма пуçа хĕç витмест, теççĕ.

Яла кĕтĕмĕр, урам тăрăх утатпăр. Хирĕç пулан сывлăх сунать, саламласа пуç таять.

Акă тăван кил. Ăна куртăм та, ăш вăркаса илчĕ.

— Атя, хĕрĕм, — чĕнет аннем. — Эх, ик-чак... Шăллăм чăматана пӳрте çĕклесе кĕчĕ. Вăл тытăнса тăмарĕ, юлташĕпе витене лаша ăсатма кайрĕ.

Чăнах, мĕн тери канлĕ атте-анне йăвинче.

Анне сĕтел çине апат-çимĕç çĕклеме тытăнчĕ. Чăматана уçрăм. Кунта ман парнесемпе кучченеçсем.

Анне тĕпел кукринчен тухрĕ.

— Кил-ха ман патăма, — чĕнетĕп ăна. Ун хулпуççи урлă фронта кайнă чух хăй парнеленĕ питшăллине, ятарласа ун валли туяннă чечеклĕ, шерепеллĕ тутăр, кĕпелĕх пурçăн тăрăх уртса яратăп, умне пĕр мăшăр пушмак лартатăп.

— Ах, тур, ик-чак..., ытла пехетлĕ-çке эпĕ! — савăнăçне пытараймасть анне.

Япалисене арчана чикмерĕ, тĕпел кукрине чăлан хăмисем урлă майла-майла çакрĕ. Хăй шав калаçать:

— Килен çынсем ăмсанччăр-ха. Туприсене, ав, пăхса ытармалла мар, ытла манерлĕ, ик-чак...

Анне чĕлхипе шухăш-кăмăлне çăмăллатма сăмах çаврăмĕ тупнă. Тăтăшах «ик-чак» та «ик-чак» текелет. Эпĕ çар тумне хыватăп.

■ Страницăсем: 1 2 3 4 5 6 ... 23