Пулас кинсем :: Виççĕмĕш пайĕ


— Пăхăр-ха, пĕри — Совет Союзĕн Геройĕ.

— Кам-ши ку?

— Шупашкартан килнĕскерсем пуль. Пире чи хаклă хăнасем вырăнне хураççĕ.

Зала чĕнчĕç. Пире, Варукпа иксĕмĕре, малти рете лартрĕç.

Çамрăксем çав тери хаваслă. Хыçалти ретре «Катюша» юрă пуçланчĕ. Туххамрах пурте ярса илчĕç ăна. Нумай сасă хутшăннă юрă зала шăнăçмасть. Пĕтĕм тĕнчене сарăлĕччĕ вăл, анчах чӳрече витĕр тухаймасть пулас. Ахальтен мар ĕнтĕ кантăк куçĕсем тăнкăрр-тăнкăрр чĕтренеççĕ.

Конференци уçăлас самант çитрĕ. Сцена çине пĕри тухрĕ те аллине çĕклерĕ.

— Юлташсем! — терĕ вăл. Зал шăпланчĕ. Президиум суйлама тытăнчĕç. Чи малтанах райком секретарĕн — Лукин юлташăн ятне асăнчĕç, Варукпа иксĕмĕрĕн ятăмăр та тухрĕ.

Сцена çине хăпартăмăр. Пире малти рете вырăн йышăнма хушрĕç. Манпа юнашар, сылтăм енчи пукан çине, Нил Лукич ларчĕ.

— Сывлăх сунатăп сире, — саламларĕ вăл, пуç тайса. Залалла пăхатăп. Пушă вырăнсем пур.

— Комсомолецсен йышĕ сахалтарах, — терĕм.

— Чылай ялсенче комсомол организацийĕсем çук, — пăшăрхануллăн каларĕ Нил Лукич.

Трибуна умне доклад тума Сементина юлташ тухрĕ. Тĕттĕм кăвак кĕпепе. Вăрăм çӳçне хыçалалла çивĕтленĕ. Ку хĕрарăм вăхăтлăха комсомол райкомĕн секретарĕн ĕçĕсене туса пыраканни-мĕн. Хăй вăл парти райкомĕнче ĕçлет. Ун умĕн секретарьте вăрçă инваличĕ — Иванов хушаматлă çамрăк пулнă. Анчах та вăл виç-тăват уйăх каялла çĕре кĕнĕ.

Залра шăп. Иртнĕ тапхăрти ĕçсем çинчен отчет итлетпĕр. Вăл тапхăр — вăрçă. Пĕтĕм ĕç фронта пулăшассипе, хаяр тăшмана хăвăртрах çапса аркатассипе çыхăннă. Колхозра вăйпитти арçынсем юлман. Ватăсемпе çула çитмен çамрăксем акнă, вырнă, патшалăха памалли тырра вăкăрсемпе турттарнă. Лашасем фронтра çынпа юнашар асапланнă.

Районтан вăрçа комсомолецсем йышлă кайнă. Вĕсем Тăван çĕршыв ирĕклĕхĕшĕн паттăррăн çапăçнă. Вăрçă хирĕнче ӳксе юлнисем те пайтах.

Доклад хыççăн тухса калакансене итлерĕмĕр. Мана та сăмах пачĕç.

Эпĕ фронта хампа пĕрле кайнă хĕрсем çинчен каларăм. Вальăпа Елиса та асăнтăм.

— Фронтра Тăван çĕршыва хӳтĕлесе пуç хунă юлташсене ура çине тăрса чыс тăвар, — сĕнӳ пачĕ Сементина юлташ.

Тăтăмăр вара пĕр кана шăпăрт.

Конференцире юлашкинчен парти райкомĕн секретарĕ Нил Лукич тухса калаçрĕ. Тĕп шухăш çакă пулчĕ унăн сăмахĕнче: паянхи комсомолецсем — вăрçă суранне сиплекенсем.

Суйлавсем ирттертĕмĕр. Кунта кĕтменни сиксе тухрĕ. Тĕлĕнтермĕш, пурнăç мана, ним шухăшламан çĕртен, асра çук çул юппине çавăтса пычĕ. Эпĕ, калаçса татăлнă пек, фельдшерта ĕçлейместĕп. Больницăри ăшă кăмăллă тухтăр каçартăр ĕнтĕ мана, палатăсем тăрăх унпа юнашар çӳресси, ăна чирлисене сыватма пулăшасси пулаймарĕ. Пире, Варукпа иксĕмĕре те, пленум членне кĕртрĕç. Мана ВЛКСМ райкомĕн секретарьне суйласа лартрĕç. Хирĕçлеме вăй çитереймерĕм.

— Комсомола Совет Союзĕн Геройĕ ертсе пынине ним те çитмĕ! — терĕç пĕр саслăн.

Мĕн тăвăн? Тăрăшасси çеç юлчĕ. Юлташсен шанчăкне тӳрре кăлармалла. Лару хыççăн киле мана парти райкомĕн секретарĕ Нил Лукич хăй ăсатса ячĕ. Комсомолăн ку тапхăрти тĕллевĕсем пирки чылай сăмахларĕ, çитес вăхăтрах ĕç планĕпе ун патне кĕмелле ман.

Эпĕ киле таврăннă çĕрелле каç чатăрĕ анчĕ. Темле, ывăннă пек туйрăм. Урасем тӳсмелле мар сăрăлтатаççĕ. Пӳрте кĕрес килмерĕ, крыльца пусми çине лартăм. Унччен те пулмарĕ — пахчара чуна пырса тивекен чаплă концерт пуçланчĕ. Шăпчăк юрă шăрантарать. Пурри-çуккине йăлт манса кайрăм, каçса кайсах итлетĕп. Мĕнле кăна авса та çавăрса кăлармасть пулĕ сассине. Ытла илемлĕ-çке чăнах. Миçе кĕвĕ-ши ун чĕринче? Нумай пулас, шутласа кăлараймăн. Ахаль каламаççĕ çав халăхра: шăпчăк питравччен кашни кун çĕнĕ юрă кĕвĕлесе юрлать, кайран пĕрер юрă манса пырать имĕш. Пулĕ те. Ĕненетĕп.

Ак япала, юрăç ним систермесĕр пач чарăнчĕ. Ывăнчĕ-ши? Мар пуль. Вĕçсе кайрĕ ĕнтĕ. Тен, ăçта та пулин, ман пекех, пĕччен хĕрарăм, кантăкне уçса, хăйĕн юратнă мăшăрне вăрçăран таврăнасса кĕтсе ларать. Путех ăна шăпчăк хăйĕн çепĕç юрри-кĕввисемпе йăпатасшăн, хуйхи-суйхине çăмăллатасшăн.

Шухăшсем, шухăшсем... Вĕсенчен эпир нихăçан та хăпса пĕтейместпĕр пуль. Халь акă татах хушăнчĕç. Комсомол ĕçĕ питĕ нумай енлĕ. Ăнланатăп-ха, тĕп тĕллевсенчен пĕри вăл халь — ял çамрăкĕсене тухăçлă тырпул туса илме явăçтарасси. Колхозсенче машинăсем çукпа пĕрех. МТСăн та сахал халлĕхе. Çапах та унта çĕнĕ тракторсем килмелле, тет. Кун пирки Лукин юлташ каларĕ. Çав тракторсем çине кама лартмалла? Çамрăксем çук. Вăрçа хутшăннисем нумайăш пĕтрĕç, киле сусăрланнисем çеç таврăннă. Вăрçă вĕçĕнче фронта кайнисем çарта-ха. Вĕсем паян-ыран таврăнас çук. Çавăнпа та райкомол МТС çумĕнчи хĕр трактористсен бригадине йĕркелеме шут тытрĕ. Паллах, вĕсене малтан курсран вĕрентсе кăлармалла. Курс пуçлăхне Демьян Павлова лартма сĕнтĕмĕр. Вăл хирĕç мар. Ăна Варук пулăшать. Варука çак ĕçе кӳлни аван-ха. Вăл вăрçăччен те тракторпа ĕçленĕ, фронтра та ун çинчен анман. Ку пулас трактористка хĕрсемшĕн ырă тĕслĕх.

Тата тепĕр ĕç вăл комсомолăн — промышленноçа аталанма пулăшасси. Заводсене ăста рабочисем кирлĕ. Вĕсене хатĕрлеме çĕршыв ФЗОсем уçнă. Унта çамрăксене çĕршерĕн вĕренме ямалла.

Шухăшран мана купăс сасси уйăрчĕ. Ăста калать-çке. Юрă та пуçланчĕ. Тăнлатăп каçса кайсах. Юрăçсем çывхарнăçемĕн çывхараççĕ. Вĕсем аслă вăййа кайма тухрĕç ĕнтĕ. Эпĕ хапха умĕнчи сак çине куçса ларатăп. Мана асăрхарĕç.

— Талюна, атьăр пирĕнпе вăййа! — чĕнеççĕ.

Купăс сасси чунăма çĕклентерчĕ. Эпĕ хама çăмăллăн туйса илтĕм. Ура çине сиксе тăратăп.

— Мĕнех, — тетĕп. Тепĕр тесен, ман турткалашса тăма та юрамасть. Вĕсемпе пĕрле ман ташламалла та, юрламалла та, унсăрăн вĕсене ертсе пыма та пĕлеймĕн. Вара эпĕ те карталаннă яш-кĕрĕм хушшине тăратăп, юрă пуçаратăп:

 

Улма йывăç ларать-и?

Вĕçен кайăк юрлать-и?

Сар хĕр вăййа тухать-и?

Сар ачапа вылять-и?

 

11

Ĕç сĕтелĕ хушшине кĕрсе лартăм çеç, алăка шаккарĕç те. Пӳлĕме пĕр йĕкĕт кĕрсе тăчĕ. Саламласа сывлăх сунасси-тăвасси пулмарĕ ун, тӳрех çапла каласа хучĕ:

— Секретарь юлташ, пирĕн ялта пĕр хĕре ĕнер иккĕмĕш хут вăрларĕç.

— Мĕнле апла? — тĕлĕннипе куçа чарсах пăрахрăм эпĕ.

— Хĕрĕ пачах качча каясшăн мар. Çав ашкăнчăксене пырса ятламăр-и?

— Хăш ялсем эсир?

— Симхапха ялĕсем. Пыратăр-и?

— Киревсĕр йăлана кивĕ тĕнче тĕпĕнчен туртса кăларакансене çитсе питлемеллех ĕнтĕ.

— Пырсан-тусан, эпĕ райкомола кĕнине никама та ан калăр вара.

— Ак тамаша! Мĕншĕн?

— Пирĕн ун пеккисене юратмаççĕ.

Эпĕ самах хушиччен йĕкĕт тухса та кайрĕ. Хыпăнса юлтăм. Те тĕрĕсне каларĕ ĕнтĕ вăл, те шӳтлерĕ. Хыпарĕ ырă йышши мар. Бюро членĕсемпе канашланă хыççăн Симхапха ялне хамах çитсе килме шутларăм.

Мĕнлескер-ши вĕсем, вăрçă вăхăтĕнче ӳснĕскерсем? Тĕплĕнрех пĕлмелле ман паянхи çамрăксен ăс-хакăлне.

Велосипед çине лартăм та çула тухрăм.

Симхапха ялĕ район центрĕнчен сакăр çухрăмра çеç, эпĕ унта часах çитрĕм те. Урам хушшинче пĕрремĕш çынпа курса калаçсанах, райкомола кĕнĕ йĕкĕт суеçтерменни паллă пулчĕ. Халĕ ялта юлашки çĕнĕ хыпар вăл — хĕр вăрлани. Тӳрех каламалла, ку ĕнтĕ кăмăла хуçакан тĕслĕх, совет саманинче килĕшмен япала.

Ялти комсомол секретарьне аран тупрăм. Унашкал çын пуррине чылайăшĕ пĕлмест те иккен. Колхоз правленинче те аран-аран аса илчĕ пĕри.

— Э-э, ара, Августина Федоровна-иç комсомол секретарĕ, — терĕ вăл. Чĕнтертĕмĕр ăна.

Августина Федоровна хăй тахçанах комсомол шутĕнчен тухнă, вăл ĕнтĕ — икĕ ача амăшĕ. Ячĕ çеç — секретарь, ĕçĕ çук. Районта кунашкал хут çинче çеç шутланакан организацисем татах пулĕ. Пур çĕре те хамăнах çитсе курмалла пулать.

— Икĕ хутчен вăрланă хĕрĕн ячĕ мĕнле? — кăсăкланатăп эпĕ.

— Юльттине, — тет секретарь.

— Ăçта халĕ вăл?

— Вăрланă каччи патĕнче-тĕр. Антун патĕнче.

— Атя, çитсе килер вĕсем патне.

Çул тăрăх калаçса пынă май, вăрланă хер пирки акă мĕн пĕлтĕм: Юльттине — çурма тăлăх хĕр. Вăл амăшĕпе çеç пурăнать. Ашшĕ вăрçăран таврăнайман.

— Хĕрачан пурнăçĕ те çăмăлах мар-тăр. Халь тата кун пек. Комсомол мĕншĕн хӳтĕлемест? — ыйтатăп Августина Федоровнăран.

— Мана итлемеççĕ. «Эсĕ, асанне, кăмака çине шаларах хăпарса лар»,— тесе йĕкĕлтеççĕ. Урăххине суйламалла.

— Мĕншĕн тытăнса тăратăр?

— Пухăва никам та пымасть.

Çул хĕрринче ларакан çурт умне пырса чарăнтăмăр. Хапхи питĕрĕнчĕк… Пĕр кана шашулккине шанкăртаттарма тиврĕ. Чылай тăхтасан тин уçрĕç. Мăнтăркка, лутра этем курăнчĕ. Пичĕ — кӳпшĕм. Хĕсĕк куçĕсем, вĕршĕн ту хăякĕнче çĕр айне чавса йăва çавăрнăн, шалта лараççĕ.

— Çакă ĕнтĕ вăл Антун, — паллаштарчĕ секретарь. Унтан лешĕн енне çаврăнчĕ. — Районтан килнĕ сан патна.

— Эсĕ-и-ха вăл хĕр вăрлакан? — хытах каларăм йĕкĕте. Çын хăраса ӳкрĕ, пичĕ кĕл пек шуралчĕ. Мăк-мак тукалать. Ăна хĕре кăтартма хушатăп.

— Сĕмсĕр этем, — ятлать çакскерне Августина Федоровна. — Суд туса тĕрмене лартаççĕ сана, упăте. Çавна ăнланатăн-и?

Хĕр вăрлакан тата хытăрах хăраса ӳкрĕ пулас. Мăнтăркка ӳчĕ палăрмаллах тăр-тăр чĕтренчĕ. Хăй çав-çавах вырăнтан тапранмасть, сылтăм аллине шăлавар кĕсйине чикнĕ те тăрать юпа евĕр. Пӳрте кĕме те чĕнмест пире.

— Юльттинене пăвса пăрахман-и эсĕ? Асту сана! — пăсăрлантарать ăна секретарь.

— Ç-çук-çук, — тет Антун.

— Ăçта, эппин, вăл?

— К-кĕлетре! Унта чип-чиперех пурăнать. Çимелли те, ĕ-ĕçмелли те пур. Выçă л-лармасть, — ни вилĕ, ни чĕрĕ халь Антун.

Кĕлет патне пытăмăр. Алăкĕ çумĕнче çăпата пек пысăк çăра çакăнса тăрать.

— Уç! Мĕн тĕлĕрсе тăран? — тетпĕр Антуна. Вăл пур хускалмасть те.

Çăра уççи, паллах, Антунăн шăлавар кĕсйине чикнĕ аллинче.

— Эй, санпа! —текелерĕ Августина Федоровна. Унччен те пулмарĕ, вăл хурчăка чăх чĕппине тапăннăн хăлаçланса пычĕ те йĕкĕт аллинчен уççа çăтăр-çатăр тăпăлтарса илчĕ, шăкăр-шакăр уçрĕ кĕлет алăкне.

— Юльттине! Эсĕ кунта-и?

— Августина Федоровна? Мĕнле майпа?! Эсир мана çăлма килтĕр-и? — илтĕнчĕ хĕр сасси.

— Тух, тух! — йыхăратпăр хĕре иккĕн тан.

Алăк анинче йăрăс пӳллĕ хĕр курăнчĕ. Тăрсс! сиксе анчĕ çĕре. Ĕнсе хыçĕнче вăрăм сарă çивĕт лăс-лăс силленчĕ. Ытармалла мар хитре хăй. Шупка симĕс куç — вăр-çаврака. Йăлт-ялт пăхкалать. Чăрсăрскер пулас. Ку хĕре ирĕксĕр парăнтарма май çуккине пĕрре пăхсах чухлан. Эп вăл тӳрех Антун çине сиксе ларать пулĕ тенĕччĕ. Çук, кун пекки пулмарĕ.

— Эй, мĕн унпа çыхăнас? Мĕскĕн каччă вăл,— Юльттине Антун çине хĕрхеннĕн пăхса илчĕ. — Чунĕ çемçе ун. Хăй вăл мана вăрлама мар, ĕмĕрне пӳрнепе тĕкĕнме хăяймĕ.

Эпĕ ним те калама пĕлмерĕм.

— Юльттине! Ан кай! Эпĕ сана юрататăп! — чĕрĕлчĕ пулас пирĕн Антун. Хăй йĕрсе ярас пекех.

Каччă сăмахĕсем хăйне тивмен пекех, пĕр пăркаланмасăр хапхаран тухрĕ Юльттине.

Эпĕ каялла çавăрăнса пăхмасăр тӳсеймерĕм. Антун кĕлет умĕнчи пусма çине ӳпĕннĕ. Те йĕрет? Мĕн тăвăн, пăхман хĕвеле пăхтараймăн.

 

Яла килнĕ чух комсомолецсен уçă пухăвне ирттерме шутларăм. Кун пирки çавăнтах пур урам кĕтесĕсене те пĕлтерӳ çыртарса çактартăмăр. Пуху колхоз правленинче пулать.

 

Пӳрте пĕри те тепри кăштăрт! кĕре-кĕре тăчĕç. Кусем йăлтах тутăр çыхнисем. Çап-çамрăк теме çук вĕсене. Хăш-пĕрисен çамка урлă йĕр те тăсăлнă. Куçĕсем ялтăртатса хĕлхем сапса тăмаççĕ. Тутисене çилĕмпе çыпăçтарнăн чăпăрт! тытнă. Кăшт та пулин йăл кулса шурă шăлĕсене кăтартинччĕç. Тур сыхлатăр, çăмăлттайланма вăхăт иртнĕ-тет вĕсен пĕтĕм хусканăвĕ. Хăйсем те сисмеççĕ тарăннăн сывла-сывла илнине. Туятăп, чунĕсене хуйхăн хура мĕлки хупланă. Тĕлĕнмелли çук, çулсем иртеççĕ, фронта кайнă савнийĕсем таврăнасса текех шанма та йывăр пулĕ.

— Комсомолецсем пурте пухăнчĕç, пуçлама та юрать,— тет Августина Федоровна.

— Çамрăксем ăçта? — тетĕп. — Килмеççĕ им?

— Ан пăшăрханăр, Итемри юлташ, паянхи пухăва никам та килмесĕр юлмастъ,— лăплантарма тăрăшать мана секретарь.

— Мĕншĕн аплах шухăшлатăр?

— Мĕншĕн тесен райкомол секретарĕ яла хăй килнĕ. Çитменнине, вăл — хĕр летчица, фронтра пулнă, Совет Союзĕн Геройĕ. Ун пек хĕре пĕрре пăхса илме мĕне тăрать!

— Апла мар-тăр, — тетĕп.

Çăвар хупма та ĕлкĕреймерĕм, иккĕн кĕрсе те тăчĕç. Чăн-чăн йĕкĕтсем. Пĕри, йĕпкĕн хура пуçли, хăмач кĕпе тăхăннă. Чикан урапи çинчен ӳксе юлнă, ахăртнех, ку. Хăюллăскер. Пире сывлăх сунчĕ. Тепри — сарă ача. Çӳçĕ хăйĕн ука пек вĕтĕ кăтра. Çийĕнче — улача кĕпе. Вĕсем сĕтел умĕнчи пукан çине вырнаçса ларчĕç.

Унччен те пулмарĕ, алкумĕнче ихĕлтетсе кулни илтĕнчĕ. Хĕрсем-мĕн. Вĕсем вуннăн та пулĕ.

— Елюк, кил кунта! — чĕнчĕ хăмач кĕпелли, ура çине тăрса. Хăшне чĕнет-ши? Куç илмесĕр сăнатăп. Ушкăнтан тухъяллă хĕр тухрĕ. Çийĕнчи шап-шурă катанпир кĕпи пĕтĕм пӳрт ăшчиккине çутатать. Вăл иртмех пуçланăччĕ ĕнтĕ, анчах тăпах чарăнчĕ.

— Мишша, сан çумăнта пушă вырăн çук-иç, — терĕ вăл.

— Кирле пушатать, — вăл юнашарти сарă вĕтĕ кăтра пуçлă каччăна çурăмĕнчен тĕккелесе хускатма тытăнчĕ.— Тăр, тăр, Кирле, Елюка вырăн пар!

Тухъя тенкисем чăнкăртатса илчĕç. Мĕн сăлтава пула уяври пек капăрланнă-ха ку хĕр? Çийĕнчех пĕлтĕм те.

— Мишша, сан пата иртме — ытла малта, — кулкалать тухъяллă хĕр. — Эпĕ йăпăртлăха çеç килтĕм. Эпир — хĕр-çумĕ пулакансем.

— Кайран эпир те — унтах. Пĕрле кайăпăр.

Татах алăк уçăлчĕ, хупăнчĕ. Кĕрекен çамрăксен сăн-сăпачĕ нар пек. Мĕншĕн шуранка пулмалла тет? Ял сывлăшĕ — чăн-чăн шерпет вăл, çавăнпа питçăмартисем пиçнĕ çырла евĕр хĕрлĕ.

Часах пӳлĕм яш-кĕрĕмпе тулчĕ. Симхапха ялĕнче çамрăк сахалах та мар-мĕн.

Ĕнтĕ пухăва уçрĕç. Темшĕн хăюсăррăн тыткалаççĕ хăйсене комсомолецсем. Хăйсем шав куçăмран пăхса илеççĕ. Сисетĕп: мана итлесшĕн вĕсем. Юрĕ. Ура çине тăтăм. Ăнланатăп-ха: çулăмлă сăмахăм çеç çамрăксен чĕрине тыткăнлама пултарать. Пур-и-ха ман ун пек сăмах? Паллах, пур! Тытăнтăм фронтра хампа юнашар тăшмана хирĕç çапăçнă паттăр летчиксем çинчен каласа пама. Пĕри те тепри куç умне тухать. Нихăшне те манса хăварас килмест. Вăхăт сисĕнмесĕр шăвать. Сехет те иртрĕ-тĕр. Пухурисем сас-чĕв кăлармасăр тимлĕн итлеççĕ. Эппин, кăсăклантарать вĕсене пирĕн ӳсĕмри яш-кĕрĕм Тăван çĕршыва мĕнле хӳтĕлени.

Фронтри хĕр салтаксене те мухтас. Çакна тивĕçлĕ вĕсем, вĕри чĕреллĕскерсем.

— Хамăр ялтан эпир вăрçа пилĕк хĕр тухса кайрăмăр, — ячĕсемпе, вĕсен фронтри пултарулăхĕпе паллаштаратăп. — Варвара Хумошовăна, тен, сирĕнтен хăшĕсем пĕлеççĕ те пулĕ. Вăл — районĕпе палăрнă трактористка, МТСра ĕçе кӳлĕнчĕ. Çак кунсенчех МТС çумĕнче хĕр трактористсен курсне уçатпăр. Шăпах унта Варвара хĕрсене трактор çӳретме вĕрентет.

Сывлăш çавăрас шутпа чарăнса тăтăм. Пĕчĕк тутăрпа тута-çăвара шăлкалатăп. Эпĕ хам сăмаха каласа пĕтертĕм тесе ăнланчĕç-ши е тӳсĕмсĕр вĕсем? Мĕн кирлине халех кăлар та хур-и? Унсăрăн вăштах ыйтусем памĕччĕç:

— Валя ятли ăçта ĕçлет?

— Елис мединститута экзамен тытать-и?

— Вальăпа Елис, — ассăн сывласа илтĕм, — ытти нумай-нумай юлташсем пекех, тăван киле таврăнаймарĕç. Çитĕнекен ăрусен ырă пуласлăхĕшĕн пуçне хучĕç вĕсем хаяр вăрçăра.

■ Страницăсем: 1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 ... 23